Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

Ҫӗнӗ тӗнчере пурӑнма халех хатӗрленӗр

Ҫӗнӗ тӗнчере пурӑнма халех хатӗрленӗр

«Вӗсене ырӑ ӗҫсем тума вӗрент... ӗмӗрлӗх пурӑнӑҫа кӗмешкӗн [«ҫапла вара вӗсем чӑн пурнӑҫа ҫирӗп ярса тытма пултарччӑр», ҪТ]» (1 ТИМ. 6:18, 19).

ЮРӐСЕМ: 43, 40

1, 2. а) Эсир ҫӗр ҫинчи райри мӗнле пиллӗхсене питӗ хытӑ кӗтетӗр? (Статья пуҫламӑшӗнчи ӳкерчӗке пӑхӑр.) ӑ) Ҫӗнӗ тӗнчере пире пуринчен ытла мӗн пысӑк савӑнӑҫ парса тӑрӗ?

«ЧӐН ПУРНӐҪ». Ҫак сӑмах ҫаврӑнӑшне илтсен пирӗнтен нумайӑшӗ ҫӗр ҫинчи райри ӗмӗрлӗх пурнӑҫ пирки шухӑшлать. Павел апостол та «ӗмӗрлӗх пурнӑҫа» «чӑн пурнӑҫпа» (ҪТ) танлаштарнӑ. (1 Тимофей 6:12, 19 вуласа пар.) Эпир ӗмӗр-ӗмӗре пыракан, савӑнӑҫ паракан тата кӑмӑла туллин ҫырлахтаракан пурнӑҫа хытӑ кӗтетпӗр. Ҫак ӳкерчӗке куҫ умне кӑларса тӑратӑр-ха: эсир кашни ир вӑранмассерен хӑвӑра телейлӗ те лайӑх туятӑр, сирӗн нимӗн те ыратмасть! (Ис. 35:5, 6.) Ун чухне сире хӑвӑр тӑван-хурӑнташупа тата тусусемпе, ҫав шутрах вилӗмрен чӗрӗлсе тӑнисемпе, пӗрле вӑхӑта ирттерме мӗнле кӑмӑллӑ пулӗ! (Иоанн 5:28, 29; Ап. ӗҫ. 24:15.) Ҫавӑн пекех сирӗн ҫӗнӗ ӗҫсене тума вӗренме, хӑвӑрӑн пултарулӑха ӳстерме май пулӗ. Сӑмахран, эсир наука тӗлӗшӗпе ӗҫлеме, музыка инструменчӗсемпе калама тата пӳрт тума вӗренме пултаратӑр.

2 Ҫак ырӑлӑхсене эпир питӗ хытӑ кӗтетпӗр пулин те, ҫӗнӗ тӗнчере пире пуринчен ытла Иеговӑна пуҫҫапасси пысӑк савӑнӑҫ парса тӑрӗ. Ҫынсем пурте Иеговӑн ятне хисеплеме тата Ӑна хӑйсен Пуҫлӑхӗ вырӑнне хума пуҫланине пӗлме пире мӗн тери хаваслӑ пулӗ! (Матф. 6:9, 10.) Тинех Иегова ҫӗрпе ҫынсем пирки малтанах мӗн шутласа хуни пурнӑҫланӗ! Вара эпир майӗпен пӗр ҫитменлӗхсӗр пулса пырӑпӑр. Ҫавӑн чухне пире Иеговӑпа ҫывӑхланса пыма епле ҫӑмӑл пулма пултарни ҫинчен шухӑшласа пӑхӑр-ха! (Пс. 72:28; Иак. 4:8.)

3. Мӗне пирӗн халех хатӗрленмелле?

3 Ҫав пиллӗхсене эпир те илме пултаратпӑр, мӗншӗн тесен «Турӑ пурне те пултарать» тенӗ Иисус (Матф. 19:25, 26). Анчах та эпир ҫӗнӗ тӗнчере пуласшӑн тата Христосӑн Пин ҫулхи Патшалӑхӗ ертсе пыма пӑрахнӑ хыҫҫӑн та пурӑнасшӑн пулсан, пирӗн паянах ӗмӗрлӗх пурнӑҫа «ҫирӗп ярса» тытмалла. Пирӗн ҫак тӗнче пӗтессе кӗтсе пурӑнмалла, ҫавӑн пекех ҫӗр ҫинчи райра пурӑнма хатӗрленес тесен халех кирлӗ утӑмсем тумалла. Ҫак йӗркесӗр тӗнчере ҫавна мӗнле тума пулать?

МӖНЛЕ ХАТӖРЛЕНМЕЛЛЕ?

4. Ҫӗнӗ тӗнчере пурӑнма эпир халех мӗнле хатӗрленме пултаратпӑр? Тӗслӗх илсе парӑр.

4 Туррӑн ҫӗнӗ тӗнчинче пурӑнма хатӗрленес тесе халӗ эпир мӗн тума пултаратпӑр? Сӑмахран, эсир урӑх ҫӗршыва куҫса каясшӑн тейӗпӗр. Хатӗрленме эсир мӗнрен пуҫланӑ пулӑттӑр? Эсир, тен, ҫав ҫӗршывра калаҫакан чӗлхене вӗренме тытӑннӑччӗ пулӗ. Унти йӑла-йӗркене пӗлни те усӑллӑ пулӗччӗ. Ҫав вырӑнти апат-ҫимӗҫе те тутанса пӑхнӑччӗ ӗнтӗ. Хӑш-пӗр енчен эсир унта пурӑннӑ пекех пурӑнма тытӑннӑ пулӑттӑр. Вӗт куҫса кайсан сирӗн пурнӑҫ шӑп ҫапла пулӗ те. Ҫавӑн пекех эпир халех май ҫитнӗ таран хамӑра ҫӗнӗ тӗнчере пурӑннӑ пек тытма тӑрӑшатпӑр пулсан, хамӑра ҫав пулас пурнӑҫ валли хатӗрлетпӗр. Ҫав тӗлӗшрен темиҫе тӗслӗх пӑхса тухар.

5, 6. Иеговӑн организацийӗ парса тӑракан хушусене тытса тӑни пире ҫӗнӗ тӗнчере пурӑнма мӗнле хатӗрлет?

5 Ҫӗнӗ тӗнчере пурте Туррӑн аслӑ влаҫне пӑхӑнса тӑрӗҫ. Ҫакӑ вара Сатана хуҫаланакан ҫак тӗнчере ҫынсем хӑйсене мӗнле ертсе пынинчен пачах уйрӑлса тӑрӗ! Халӗ нумайӑшӗ никама та пӑхӑнса тӑмалла мар тата кашнин хӑйӗнни ҫинче тӑмалла тесе шутлать. Анчах та ҫакӑ мӗн парать? Турӑ мӗн каланине итлес килменнине пула ҫынсем нумай инкек тата хӗн-хур кураҫҫӗ (Иер. 10:23). Ҫавӑнпа та эпир пӗтӗм этемлӗх Иеговӑн аслӑ влаҫне пӑхӑнса тӑрас вӑхӑта питӗ хытӑ кӗтетпӗр!

6 Ҫӗнӗ тӗнчере эпир Иеговӑн организацийӗ парса тӑракан хушусене савӑнсах тытса тӑрӑпӑр, мӗншӗн тесен вӗсем пире ҫӗре илемлӗ рай туса хума тата вилӗмрен чӗрӗлсе тӑнисене вӗрентме пулӑшӗҫ. Иеговӑн пире валли нумай ӗҫ пулӗ. Анчах та пире ун чухне хамӑра килӗшсех кайман ӗҫе тума хушсан, эпир хамӑра мӗнле тытӑпӑр-ши? Пӑхӑнса тӑрӑпӑр-ши эпир тата хамӑра хушса панӑ ӗҫе кӑмӑлтан, савӑнсах тӑвӑпӑр-ши? Пирӗнтен нумайӑшӗ ҫакӑн ҫине «ҫапла» тесе хуравлӗ. Апла пулсан, Иеговӑн организацийӗ парса тӑракан хушусене эпир халӗ итлетпӗр-и? Ҫапла тунипе эпир ҫӗнӗ тӗнчере ӗмӗр-ӗмӗр пурӑнма хатӗрленетпӗр.

7, 8. а) Мӗншӗн пирӗн пӗр-пӗринпе килӗштерсе ӗҫлеме вӗренмелле? ӑ) Хӑш-пӗр христиансен мӗнле улшӑнусем курма тивнӗ? б) Ҫӗнӗ тӗнчери пурнӑҫ пирки эпир мӗн шанма пултаратпӑр?

7 Ҫӗнӗ тӗнчере пурӑнма хатӗрленес тесен Иеговӑн организацине итлесе тӑнисӗр пуҫне пирӗн мӗн пуррипе ҫырлахма тата пӗр-пӗринпе килӗштерсе ӗҫлеме вӗренмелле. Енчен те эпир ертсе пырас ӗҫе хӑйсем ҫине илекенсемпе пӗрле халех хаваспах ӗҫлетпӗр пулсан тата сӑваплӑ ӗҫре шанса панӑ ӗҫсене халех кӑмӑлтан тӑватпӑр пулсан, ҫӗнӗ тӗнчере пире ҫавнашкал шухӑш-кӑмӑллӑ пулма ҫӑмӑлрах пулӗ. (Еврейсем 13:17 вуласа пар.) Пама пулнӑ ҫӗре илсен израильтянсене еткерлӗх ҫӗр шӑпа ярса уйӑрса панӑ (Йыша шутл. 26:52—56; Иис. Н. 14:1, 2). Ҫӗнӗ тӗнчере пире хӑш вырӑнта пурӑнма сӗнессе эпир пӗлместпӗр. Анчах та эпир пӗр-пӗринпе килӗштерсе ӗҫлеме хатӗр пулсан, Иеговӑн ирӗкне тӑвасси пире кирек ӑҫта пурӑнсан та савӑнӑҫ парса тӑрӗ.

8 Турӑ Патшалӑхӗ ертсе пыракан ҫӗнӗ тӗнчере пурӑнма май пурри пире Иеговӑн организаципе килӗштерсе ӗҫлес тата хамӑра шанса панӑ теократи ӗҫӗсене туса тӑрас тесе хамӑр енчен пӗтӗм вӑя хума хистет. Пирӗн лару-тӑру вӑхӑт иртнӗҫемӗн улшӑнма пултарать. Сӑмахран, Пӗрлешӳллӗ Штатсенчи хӑш-пӗр вефилецсене ҫӗнӗ ӗҫ шанса панӑ, вара халӗ вӗсем сӑваплӑ ӗҫе ытти майсемпе тулли вӑхӑтпа туса тӑрса нумай пиллӗх илеҫҫӗ. Унччен ҫулҫӳрекен надзирательсем пулса ӗҫлекенсенчен хӑш-пӗрисене, ватӑлса пынине е ытти сӑлтавсене пула, ятарлӑ пионерсем пулма лартнӑ. Мӗн пуррипе ҫырлахма вӗренсе пыратпӑр, Турӑран кӗлӗре пулӑшу ыйтатпӑр тата унӑн сӑваплӑ ӗҫӗнче мӗн тума пултарнине пурне те тӑватпӑр пулсан, эпир ҫак юлашки йывӑр кунсене пӑхмасӑрах телейлӗ пулӑпӑр тата нумай пиллӗх илӗпӗр. (Ытарӑшсем 10:22 вуласа пар.) Пуласлӑх пирки вара мӗн калама пулать? Эпир ҫӗнӗ тӗнчере ӑҫта пурӑнассине палӑртса та хунӑ тен. Анчах та пире урӑх ҫӗре куҫса кайма ыйтма пултарӗҫ. Ҫав-ҫавах эпир, кирек ӑҫта пурӑнсан та, кирек мӗн тусан та, пурпӗр кӑмӑллӑ та телейлӗ пуласса шанма пултаратпӑр (Неем. 8:10).

9, 10. а) Мӗншӗн ҫӗнӗ тӗнчере пирӗн тӳсӗмлӗ пулмалла пулӗ? ӑ) Эпир тӳсӗмлӗ пулнине халӗ мӗнле кӑтартма пултаратпӑр?

9 Ҫӗнӗ тӗнчере пире тӳсӗмлӗ пулни те кирлӗ пулӗ. Сӑмахран, эсир хӑш-пӗрисен тӑван-хурӑнташӗсем тата тусӗсем вилӗмрен чӗрӗлсе тӑни ҫинчен илтетӗр, анчах та сирӗн хӑвӑрӑн вилнӗ ҫывӑх ҫыннусемпе тӗл пулас вӑхӑта кӗтме тивет тейӗпӗр. Ҫавӑн пек чухне эпир ыттисемпе пӗрле савӑнӑпӑр-ши тата тӳсӗмлӗ пулӑпӑр-ши? (Рим 12:15.) Енчен те эпир Иеговӑн сӑмахӗ пурнӑҫланасса халӗ тӳсӗмлӗн кӗтме вӗренетпӗр пулсан, ҫакӑ пире пуласлӑхра та тӳсӗмлӗ пулма пулӑшӗ (Еккл. 7:8).

10 Библири чӑнлӑхсене мӗнле ӑнланас тӗлӗшрен тунӑ улшӑнусем ҫине тӗрӗс пӑхма вӗреннипе те эпир ҫӗнӗ тӗнчере пурӑнма хатӗрленетпӗр. Турӑ Сӑмахӗнчи чӑнлӑха халӗ мӗнле ӑнлантарса панине лайӑхрах пӗлес тесе эпир вӑй хуратпӑр-и? Унта мӗн те пулин ӑнланман чухне хамӑра тӳсӗмлӗ тытатпӑр-и? Ку ҫапла пулсан, ҫӗнӗ тӗнчере Иегова хӑйӗн ирӗкне ҫынсене уҫса панӑ чухне пире тӳсӗмлӗ пулма ҫӑмӑлрах пулӗ (Ытар. 4:18; Иоанн 16:12).

11. Иегова халӗ пире пӗр-пӗринпе килӗштерсе пурӑнма мӗнле вӗрентет тата ҫакӑ пире ҫӗнӗ тӗнчере мӗнле пулӑшӗ?

11 Ҫӗнӗ тӗнчере кирлӗ пулакан тепӗр лайӑх ен вӑл — каҫарма пӗлни. Христосӑн Пин ҫулхи Патшалӑхӗ ертсе пынӑ чухне ҫынсем — сӑваплисем те, сӑвапсӑррисем те — майӗпен пӗр ҫитменлӗхсӗр пулса пырӗҫ (Ап. ӗҫ. 24:15). Ҫавӑн чухне эпир пӗр-пӗрне юратса пурӑнӑпӑр-ши? Эпир халех хамӑрпа пӗр пек ӗненекенсене чунтан каҫарма тата пӗр-пӗринпе килӗштерсе пурӑнма вӗренетпӗр пулсан, ҫавна ҫӗнӗ тӗнчере те тума пултарӑпӑр. (Эфес 4:32 вуласа пар.)

12. Мӗншӗн пирӗн халех ҫӗнӗ тӗнчере пурӑнма хатӗрленмелле?

12 Ҫӗнӗ тӗнчери пурнӑҫ вӑл эпир мӗн илес килнине тӳрех илӗпӗр тенине пӗлтермест. Ун вырӑнне пирӗн Иеговӑн аслӑ влаҫне пӑхӑнса тӑмалла та вӑл пире парса тӑракан пур ырӑлӑхшӑн та пархатарлӑ пулмалла пулать. Иегова халӗ пире мӗнле лайӑх енсене кӑтартма вӗрентет, ҫав лайӑх енсем ҫавӑн чухне питӗ кирлӗ пулӗҫ. Эпир халӗ ҫӗнӗ тӗнчери пек пурӑнма вӗренсе пынипе хамӑра ӗмӗр-ӗмӗрӗпе кирлӗ пулакан лайӑх енсене аталантаратпӑр. Ҫакна тунипе эпир ҫӗнӗ тӗнче чӑнах та пулать тесе ӗненнине тата эпир ӗмӗрлӗх пурнӑҫпа пурӑнма хатӗрленнине ҫирӗплетсе паратпӑр (Евр. 2:5; 11:1). Унсӑр пуҫне эпир Иеговӑна пурте пӑхӑнса тӑракан тӗнчере чӑннипех пурӑнас килнине кӑтартатпӑр.

ИЕГОВӐШӐН ӖҪЛЕССИ ҪИНЧЕН ПӖРМАЙ ШУХӐШЛӐР

Ырӑ хыпара хастарлӑ каласа парӑр

13. Ҫӗнӗ тӗнчере пирӗншӗн мӗн чи кирли пулӗ?

13 Ҫӗнӗ тӗнчере пирӗн савӑнса пурӑнма мӗн кирли пурте пулӗ. Анчах та пуринчен ытла пире Иеговӑпа хамӑр хушӑра ҫывӑх хутшӑнусем пулни пысӑк савӑнӑҫ парӗ (Матф. 5:3, ҪТ). Иеговӑн сӑваплӑ ӗҫне эпир яланах тата хаваспах туса тӑрӑпӑр (Пс. 36:4). Ҫавӑнпа та Иеговӑна хамӑр пурнӑҫра халех мала хуратпӑр пулсан, эпир хамӑра ҫӗнӗ тӗнчере пурӑнма хатӗрлетпӗр. (Матфей 6:19—21 вуласа пар.)

14. Иеговӑн сӑваплӑ ӗҫӗнче ҫамрӑксем хӑйсем умне мӗнле тӗллевсем лартма пултараҫҫӗ?

14 Иеговӑшӑн ӗҫлесси пире тата ытларах савӑнӑҫ патӑр тесе эпир мӗн тума пултаратпӑр? Ҫавна тумалли пӗр май вӑл — хамӑр ума тӗллевсем лартасси. Эсир ҫамрӑк пулсан тата хӑвӑрӑн пӗтӗм пурнӑҫа Туррӑн сӑваплӑ ӗҫӗпе ҫыхӑнтарма шутлатӑр пулсан, пирӗн литературӑра сӑваплӑ ӗҫе тулли вӑхӑтпа тумалли майсем ҫинчен мӗн каланине мӗншӗн-ха тӗпчесе пӑхас мар? * Ҫакӑ сире хӑвӑр ума мӗнле тӗллев лартма кирлине ӑнланма пулӑшӗ. Ҫавӑн пекех Иеговӑн сӑваплӑ ӗҫне тулли вӑхӑтпа нумай ҫул хушши тӑвакан тӑвансемпе калаҫса пӑхӑр. Хӑвӑр пурнӑҫа Иеговӑн сӑваплӑ ӗҫӗпе ҫыхӑнтарнипе эсир питӗ хаклӑ пӗлӳ илетӗр. Ҫакӑ сире ҫӗнӗ тӗнчере Иеговӑшӑн ӗҫлесе тӑма пулӑшӗ.

Теократи ӗҫӗсене хутшӑнӑр

15. Иеговӑн сӑваплӑ ӗҫӗнче Патшалӑх хыпарҫисем мӗнле тӗллевсем лартма пултараҫҫӗ?

15 Иеговӑн сӑваплӑ ӗҫӗнче эпир хамӑр ума лартма пултаракан тӗллевсем нумай. Сӑмахран, эпир сӑваплӑ ӗҫӗн пӗр-пӗр енне тата лайӑхрах тума вӗренес тӗллев лартма пултаратпӑр. Ҫавӑн пекех эпир Библи принципӗсене тарӑнрах ӑнланас тата вӗсене хамӑр пурнӑҫра лайӑхрах тытса тӑма вӗренес тесе тӑрӑшма пултаратпӑр. Сасӑпа лайӑхрах вулама вӗренес, докладсен тата тӗлпулусенче паракан хуравсен пахалӑхне ӳстерес тесе вӑй хума пулать. Эпир ытти майсем ҫинчен те шухӑшласа пӑхма пултаратпӑр. Иеговӑн сӑваплӑ ӗҫӗнче эпир хамӑр ума тӗллевсем лартатпӑр пулсан, ҫакӑ пире хастарлӑрах пулма пулӑшать тата ҫӗнӗ тӗнчере пурӑнма хатӗрлет.

ХАЛЕХ ПИЛЛӖХСЕМ ИЛЕТПӖР!

Иегова мӗн парса тӑрать, ҫавсемшӗн пуриншӗн те пархатарлӑ пулӑр

16. Мӗншӗн Иеговӑшӑн ӗҫлесе пурӑнни чи лайӑх пурнӑҫ ҫулӗ теме пулать?

16 Эпир Туррӑн ҫӗнӗ тӗнчинче пурӑнма хатӗрленнипе хамӑра халӗ темскер лайӑххисӗр тӑратса хӑваратпӑр-и? Ҫук паллах! Иеговӑшӑн ӗҫлесси вӑл — чи лайӑх пурнӑҫ ҫулӗ. Эпир уншӑн ӗҫлессе те пире ҫавна тума кам та пулин хистесе тӑнӑран мар е хӑрушла асап вӑхӑтне пурӑнса ирттерес тенӗрен мар ӗҫлетпӗр. Иеговӑпа пирӗн хушӑра ҫывӑх хутшӑнусем пулсан, пирӗн пурнӑҫ лайӑхланса пырать, эпир те телейлӗрех пулатпӑр. Вӑл пире шӑп ҫавӑн пек пурӑнма тунӑ та. Иегова пире ертсе пыни тата чунтан юратни унран ютшӑнса пурӑннинчен чылай лайӑхрах. (Псалом 62:2—4 вуласа пар.) Иеговӑшӑн пӗтӗм чӗререн ӗҫлесе тӑнинчен килекен савӑнӑҫпа эпир пурте савӑнма пултаратпӑр. Турӑшӑн нумай ҫул хушши ӗҫлекен тӑвансем ҫакӑ чӑнах та чи лайӑх пурнӑҫ ҫулӗ тесе калама пултараҫҫӗ (Пс. 1:1—3; Ис. 58:13, 14).

Канашсене Библире шырӑр

17. Райра ҫынсемшӗн хӑйсен ӗҫӗсем, канасси-савӑнасси мӗнле вырӑн йышӑнӗҫ?

17 Туррӑн ҫӗнӗ тӗнчинче пирӗн хамӑра килӗшекен ӗҫсене тума та вӑхӑт пулӗ. Ахальтен мар ӗнтӗ пирӗн мӗнле те пулин ҫитӗнӳсем тӑвас тата канас-савӑнас кӑмӑл пур, вӗт Иегова пире ҫапла тунӑ (Еккл. 2:24). Ҫак тӗлӗшрен те Иегова «пур чуна та кӑмӑл курса тӑрантарӗ», урӑхла каласан, кашнин кӑмӑлне мӗн кирлипе тивӗҫтерӗ (Пс. 144:16). Пире канни тата вӑйӑ-кулӑпа савӑнни кирлӗ, анчах эпир Иеговӑпа хамӑр хушӑри хутшӑнусене мала хурсан ҫаксем пире тата ытларах савӑнӑҫ парӗҫ. Ҫӗнӗ тӗнчере те ҫавнашкалах пулӗ. Ҫавӑнпа та пире пуринчен малтан Турӑ Патшалӑхне шырама тата Иегова халӗ хӑйӗн халӑхӗ ҫине ярса тӑракан пиллӗхсене илме ниме те чӑрмантарма памалла мар (Матф. 6:33).

18. Райра ӗмӗр-ӗмӗр пурӑнма хатӗрленнине эпир мӗнле кӑтартма пултаратпӑр?

18 Пулас райра эпир мӗн тери телейлӗ пуласси пирки сӑмахпа та каласа пама май ҫук. Эпир ҫав чӑн пурнӑҫа питӗ курасшӑн, ҫавӑнпа та унта пурӑнма халех хатӗрленетпӗр. Айтӑр Турра юрӑхлӑ лайӑх енсене хамӑр пурнӑҫра кӑтартма вӗренер тата ырӑ хыпар сарас ӗҫе хастарлӑ хутшӑнар. Иеговӑна хамӑр пурнӑҫра мала хуни пире савӑнӑҫ парса тӑтӑр. Иегова хӑйӗн сӑмахне пурнӑҫлассине хытӑ ӗненсе ҫӗнӗ тӗнчене кӗтсе пурӑнар!

^ 14 абз. «Ответы на твои вопросы» кӗнекене пӑхӑр, 2-мӗш том, 311—318 страницӑсем.