Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

Эсир пур тӗлӗшпе те Христос евӗрлӗ пулса ҫитме тӑрӑшатӑр-и?

Эсир пур тӗлӗшпе те Христос евӗрлӗ пулса ҫитме тӑрӑшатӑр-и?

«Эпир пурсӑмӑр та... пур тӗлӗшпе те... Христос евӗрлӗ пулса ҫитиччен» (ЭФ. 4:13).

ЮРӐСЕМ: 11, 42

1, 2. Кашни христианинӑн мӗнле тӗллев пулмалла? Тӗслӗх илсе парӑр.

КИЛ хуҫи арӑмӗ пасарта чӗрӗ улма-ҫырла туянас тенӗ чухне яланах чи пысӑккисене е чи йӳннисене шырамасть. Ун вырӑнне вӑл пиҫсе ҫитнисене суйлать. Вӑл ырӑ шӑршӑллӑ, тутлӑ тата усӑллӑ улма-ҫырла туянать.

2 Ҫын хӑйне Турра халалланине кӑтартса шыва кӗнӗ хыҫҫӑн хӑйӗнпе Турӑ хушшинчи хутшӑнусене малалла аталантарать. Унӑн тӗллевӗ — аталанса ҫитнӗ христианин пулса тӑрасси. Аталанса ҫитнӗ тени кунта ҫын миҫе ҫула ҫитнипе мар, вӑл Иеговӑпа мӗн таран ҫывӑхланса пынипе ҫыхӑннӑ. Павел апостол Эфес пухӑвӗнчи тӑвансем аталанса ҫитнӗ христиансем пулса тӑччӑр тенӗ. Ҫавӑнпа та вӑл вӗсене «пур тӗлӗшпе те ырӑ пулса ҫитиччен, Христос евӗрлӗ пулса ҫитиччен» ӗненӳре пӗр пулма тата Иисус ҫинчен пӗлсе пыма хавхалантарнӑ (Эф. 4:13).

3. Эфесри пухупа Иеговӑн хальхи халӑхӗ хушшинче мӗнле пӗрпеклӗх пур?

3 Павел Эфесри христиансем патне ҫыру яричченех унта темиҫе ҫул маларах пуху йӗркеленсе кайнӑ пулнӑ. Ҫав пухура нумайӑшӗ аталанса ҫитнӗ христиансем пулнӑ. Ҫав вӑхӑтрах теприсен хӑйсемпе Иегова хушшинчи хутшӑнусене ҫирӗплетмелле пулнӑ. Хальхи вӑхӑтра та пухури тӑвансем чылайӑшӗ Иеговӑшӑн нумай ҫул хушши ӗҫлеҫҫӗ тата аталанса ҫитнӗ христиансем пулса тӑнӑ. Анчах та теприсем хальлӗхе ҫав шая ҫитмен-ха. Сӑмахран, кашни ҫул пин-пин ҫын шыва кӗрет, вӗсен вара нумайӑшне вӗренмелле пулать. Сирӗн пирки мӗн калама пулать? (Кол. 2:6, 7.)

ХРИСТИАНИН МӖНЛЕ АТАЛАНСА ПЫМА ПУЛТАРАТЬ?

4, 5. Аталанса ҫитнӗ христиансем пӗр-пӗринчен мӗнпе уйрӑлса тӑраҫҫӗ, ҫав вӑхӑтрах вӗсен мӗнле пӗрпеклӗхсем пур? (Статья пуҫламӑшӗнчи ӳкерчӗке пӑхӑр.)

4 Пиҫсе ҫитнӗ улма-ҫырлана пасарта шыранӑ чухне эсир пӗр йышши ҫимӗҫсем хушшинчех пӗр пеккисем ҫуккине асӑрханӑ пуль. Ҫав-ҫавах вӗсен пиҫсе ҫитнине кӑтартакан пӗрпеклӗхсем пур. Ҫавӑн пекех аталанса ҫитнӗ христиансем те пӗр-пӗринчен тӗрлӗ культурӑран, тӗрлӗ халӑхран тухнипе, тӗрлӗ ҫулта тата тӗрлӗ характерлӑ пулнипе уйрӑлса тӑраҫҫӗ. Вӗсен сывлӑхӗ те, пурнӑҫ опычӗ те тӗрлӗрен. Ҫав-ҫавах вӗсен пурин те хӑйсем аталанса ҫитнине кӑтартакан лайӑх енсем пур. Мӗнле лайӑх енсем?

5 Аталанса ҫитнӗ христианин пур енчен те Иисусран тӗслӗх илме тата ун йӗрӗпе тӗп-тӗрӗс пыма тӑрӑшать (1 Петр 2:21). Иисусшӑн мӗн чи кирли пулнӑ? Вӑл Иеговӑна пӗтӗм чӗрепе, пӗтӗм чунпа тата пӗтӗм ӑспа юратма, ҫавӑн пекех ҫывӑх ҫынна хамӑра юратнӑ пек юратма вӗрентнӗ (Матф. 22:37—39). Аталанса ҫитнӗ христианин ҫак ӳкӗтсемпе килӗшӳллӗ пурӑнма тӑрӑшать. Вӑл хӑйӗн пурнӑҫӗнче хӑйӗнпе Иегова хушшинчи хутшӑнусене пуринчен мала хурать тата ыттисене чуна парса юратать.

Ертсе пырас ӗҫе хӑйсем ҫине илнӗ ҫамрӑкрах тӑвансене пулӑшса тӑнипе ҫулӗсемпе аслӑрах христиансем Иисус пекех хӑйсене кӗҫӗне хунине кӑтартаҫҫӗ (6-мӗш абзаца пӑхӑр.)

6, 7. а) Аталанса ҫитнӗ христиансене мӗнле лайӑх енсем урлӑ уйӑрса илме пулать? ӑ) Пирӗн хамӑра мӗнле ыйтусем памалла?

6 Аталанса ҫитнӗ христиансен юратусӑр пуҫне святой сывлӑшӑн ҫимӗҫӗ шутне кӗрекен ытти лайӑх енсене те, калӑпӑр, йӑвашлӑха, чаруллӑ пулнине тата тӳсӗмлӗхе кӑтартмалла (Гал. 5:22, 23). Ҫак лайӑх енсем ӑна йывӑр лару-тӑрура тарӑхма памӗҫ, ҫавӑн пекех ӗмӗт татӑлнӑ чухне те шанчӑка ҫухатмасӑр пурӑнма пулӑшӗҫ. Хӑй тӗллӗн вӗреннӗ чухне вӑл ыррипе усала уйӑрса илме вӗренес тесе Библири принципсене тӗпчесех тӑрать. Ҫавӑнпа та унӑн йышӑнӑвӗсенче вӑл аталанса ҫитнӗ христианин пулни курӑнса тӑрать. Сӑмахран, вӑл хӑйӗн Библи тӑрӑх вӗрентнӗ совеҫне итлет. Вӑл хӑйне кӗҫӗне хурать, ҫавӑнпа та Иеговӑн ҫулӗсемпе ӳкӗчӗсем ҫынсен ҫулӗсемпе ӳкӗчӗсенчен лайӑхрах пулнине пӗлет *. Вӑл ырӑ хыпара хастарлӑ сарать тата пухури пӗрлӗхе упраса тӑма пулӑшать.

7 Эпир Иеговӑшӑн кирек мӗн чухлӗ ӗҫлесен те пирӗнтен кашни хӑйӗнчен ҫапла ыйтма пултарать: «Иисусӑн тӗслӗхне тата лайӑхрах тытса тӑрас тесе эпӗ мӗнле улшӑнусем тума пултаратӑп? Манӑн хӑш-хӑш енчен лайӑхланмалла?»

«ХЫТӐ ҪИМӖҪ... ҪИТӖННИСЕМ ВАЛЛИ»

8. Иисус Сӑваплӑ Ҫырӑва мӗн таран лайӑх пӗлнӗ тата ӑнланнӑ?

8 Турӑ Сӑмахне Иисус Христос лайӑх пӗлнӗ тата лайӑх ӑнланнӑ. Вӑл 12 ҫулта чухнех храмра вӗрентекенсемпе Сӑваплӑ Ҫыру ҫинчен калаҫма пултарнӑ. «Ӑна итлекенсем пурте Унӑн ӑсӗнчен, Вӑл мӗнле хуравланинчен тӗлӗнмеллипех тӗлӗннӗ» (Лука 2:46, 47). Иисус каярахпа, хӑйӗн ҫӗр ҫинчи сӑваплӑ ӗҫне тунӑ чухне, Турӑ Сӑмахӗпе питӗ ӑста усӑ курнине пула хирӗҫ тӑракансем ӑна нимӗн те калама пултарайман (Матф. 22:41—46).

9. а) Аталанса ҫитнӗ христианинӑн Библи вӗренес тӗлӗшрен мӗнле график пулмалла? ӑ) Мӗншӗн Библи вӗренмелле?

9 Аталанса ҫитнӗ христианин пулас текен ҫын Иисусран тӗслӗх илет тата Библие тарӑнрах та тарӑнрах ӑнланма тӑрӑшать. Вӑл Библири тарӑн чӑнлӑхсене яланах тӗпчет, мӗншӗн тесен «хытӑ ҫимӗҫ... ҫитӗннисем валли» пулнине пӗлет (Евр. 5:14, ҪХ). Аталанса ҫитнӗ христиансем «Турӑ Ывӑлне пӗлсе» ҫитесшӗн (Эф. 4:13). Ҫавӑнпа та хӑвӑра ҫакӑн пек ыйтусем парӑр: «Эпӗ кашни кунах Библи вулатӑп-и? Хам тӗллӗн вӗренмелли график пур-и манӑн? Эпир кашни эрнерех ҫемьепе пӗрле пуҫҫапнине ирттеретпӗр-и?» Турӑ Сӑмахне тӗпченӗ чухне Иеговӑн шухӑшӗсемпе туйӑмӗсене лайӑхрах ӑнланма пулӑшакан принципсене курма тӑрӑшӑр. Унтан йышӑнусем тунӑ чухне ҫав принципсене тытса тӑрӑр. Ҫакӑ сире Иеговӑпа тата ытларах ҫывӑхланма пулӑшӗ.

10. Аталанса ҫитнӗ христианин Туррӑн канашӗсемпе принципӗсем ҫине мӗнле пӑхать?

10 Аталанса ҫитнӗ христианинӑн Библире мӗн каланине пӗлнисӗр пуҫне Туррӑн канашӗсемпе принципӗсене те юратмалла. Ҫавӑн пек юратӑва вӑл хӑй мӗн тӑвас килнине мар, Иеговӑн ирӗкне хӑйӗн пурнӑҫӗнче пуринчен мала хунипе кӑтартать. Унсӑр пуҫне ҫавӑн пек христианин хӑйӗн пурнӑҫне те, шухӑшӗсене те, ӗҫӗсене те улӑштарать. Сӑмахран, вӑл Иисус пек пулма тата «тӳрӗлӗхпе, чӑнлӑх тасалӑхӗпе Турӑ евӗрлӗ пултарнӑ ҫӗнӗ этем» пулма тӑрӑшать. (Эфес 4:22—24 вуласа пар.) Библи ҫыракансене Турӑ хӑйӗн святой сывлӑшӗпе ертсе пынӑ. Ҫавӑнпа та христианин Библи вӗреннӗ чухне Туррӑн святой сывлӑшӗ ӑна тарӑн пӗлӳ илме, хытӑрах юратма тата хӑйӗнпе Иегова хушшинчи хутшӑнусене ҫирӗпрех тума пулӑшать.

ПӖРЛӖХЕ УПРАМА ПУЛӐШАТЬ

11. Иисусӑн ҫӗр ҫинче пулнӑ чухне мӗн курма тивнӗ?

11 Иисус ҫӗр ҫинче пурӑннӑ чухне пӗр ҫитменлӗхсӗр ҫын пулнӑ, анчах та ун тавралла ҫитменлӗхлӗ ҫынсем пулнӑ. Ӑна ҫитменлӗхлӗ ашшӗ-амӑшӗ пӑхса ӳстернӗ, ҫавӑн пекех вӑл пӗр килте ҫитменлӗхлӗ шӑллӗсемпе йӑмӑкӗсемпе пӗрле ӳснӗ. Унӑн ҫывӑх вӗренекенӗсен те мӑнкӑмӑлланасси тата хӑйсене ыттисенчен лайӑхрах тесе шутласси пулкаланӑ. Сӑмахран, Иисус вилес умӗн, каҫхине унӑн вӗренекенӗсем «пӗр-пӗринпе хӑйсем хушшинче кама аслӑраххи тесе хисеплемелли пирки тавлашнӑ» (Лука 22:24). Вӗсен ҫитменлӗхӗсене пӑхмасӑрах Иисус хӑйӗн вӗренекенӗсем кӗҫех аталанса ҫитнӗ христиансем пулса тӑрасса тата вӗсем ҫирӗп те туслӑ пухусем йӗркелесе ярасса пӗлнӗ. Ҫав каҫах Иисус кӗлӗре хӑйӗн ҫӳлти Ашшӗнчен ҫапла ыйтнӑ: «Пурте пӗр пулччӑр. Эй, Аттем, Эсӗ Манра пулнӑ пек, Эпӗ Санра пулнӑ пек, вӗсем те Пирӗнте пӗр пулччӑр... Эпир пӗр пулнӑ пек, вӗсем те пӗр пулччӑр» (Иоанн 17:21, 22, ҪХ).

12, 13. а) Эфес 4:15, 16-мӗш сӑвӑ йӗркисенче пухура пӗрлӗх питӗ кирлӗ пулнине мӗнле палӑртнӑ? ӑ) Пӗр арҫын тӑван пӗрлӗхе упраса пурӑнма мӗнле вӗреннӗ?

12 Аталанса ҫитнӗ христиансем пухури пӗрлӗхе упраса пурӑнма пулӑшаҫҫӗ. (Эфес 4:1—6, 15, 16 вуласа пар.) Эпир Турӑ халӑхӗ хушшинче пӗрлӗх пултӑр тата унта кашни пӗр-пӗринпе килӗшсе ӗҫлеме пултартӑр тетпӗр. Турӑ Сӑмахӗнче каланӑ тӑрӑх, ҫавӑн пек пӗрлӗх пултӑр тесен пирӗн хамӑра кӗҫӗне хумалла. Ҫавӑнпа та ыттисен ҫитменлӗхӗсемпе тӗл пулсан та, аталанса ҫитнӗ христианин пухури пӗрлӗх ҫирӗп пултӑр тесе тӑрӑшать. Эсир пухури тӑвансен ҫитменлӗхӗсем ҫине мӗнле пӑхатӑр? Сире пухура кам та пулин кӳрентерчӗ пулсан, эсир хӑвӑра мӗнле тытатӑр? Ҫавӑн пек чухне эсир хӑвӑра кӳрентернӗ ҫынпа калаҫма пӑрахмалла тесе шутлӑр-ши е хутшӑнусене майлаштарма тӑрӑшӑр-ши? Аталанса ҫитнӗ христиансем йывӑрлӑхсем кӑларса тӑратас вырӑнне вӗсене татса пама тӑрӑшаҫҫӗ.

13 Уве ятлӑ арҫын тӑванӑн тӗслӗхне пӑхса тухар. Унччен ӑна хӑйӗнпе пӗр пек ӗненекенсен йӑнӑшӗсем кӳрентернӗ. Унтан вӑл Библипе «Понимание Писания» ятлӑ энциклопеди тӑрӑх Давид пурнӑҫне тӗпчеме шут тытнӑ. Мӗншӗн Давид пурнӑҫне? Уве ӑнлантарса парать: «Туррӑн хӑш-пӗр ӗҫлекенӗсем хӑйсене тӗрӗс мар тытнине Давидӑн курма тивнӗ. Сӑмахран, Саул патша ӑна вӗлерме хӑтланнӑ. Пӗррехинче Давида чулпа персе вӗлересшӗн пулнӑ, унран арӑмӗ те тӑрӑхласа кулнӑ (1 Патш. 19:9—11; 30:1—6; 2 Патш. 6:14—22). Ыттисем хӑйсене кирек мӗнле тытсан та, Давид Иеговӑна юратма, шанма пӑрахман. Ҫавӑн пекех Давид хӗрхенекен кӑмӑллӑ пулнӑ, ҫак лайӑх ен манӑн ҫитсех каймастчӗ. Библи вӗреннӗ чухне мӗн пӗлсе пынине пула эпӗ пухури тӑвансен ҫитменлӗхӗсем ҫине урӑхла пӑхма пуҫларӑм. Халӗ эпӗ вӗсем мӗн чухлӗ йӑнӑш тунине шутласа пымастӑп. Ун вырӑнне эпӗ пухури пӗрлӗхе упраса пурӑнма тӑрӑшатӑп». Сирӗн ҫавнашкал тӗллев пур-и?

ТУССЕНЕ ТУРРӐН ИРӖКНЕ ТУСА ТӐРАКАНСЕМ ХУШШИНЧЕ ШЫРӐР

14. Иисус мӗнле туссене шыранӑ?

14 Иисус Христос ҫынсемпе ырӑ кӑмӑллӑ пулнӑ. Арҫынсемпе хӗрарӑмсем, ваттисемпе ҫамрӑккисем, ачасем те ун ҫумӗнче хӑйсене лайӑх туйнӑ. Анчах та пурте унӑн ҫывӑх тусӗсем пулма пултарайман. Вӑл хӑйӗн шанчӑклӑ апостолӗсене каланӑ: «Эпӗ хушнине туса тӑрсан эсир Манӑн тусӑмсем пулатӑр» (Иоанн 15:14). Иисус туссене хӑйӗн хыҫҫӑн шанчӑклӑ пыракансем тата Иеговӑшӑн пӗтӗм чӗререн ӗҫлекенсем хушшинче шыранӑ. Эсир туссене Иеговӑна чун-чӗререн юратакансем хушшинче шыратӑр-и? Мӗншӗн ҫакӑ питӗ кирлӗ?

15. Аталанса ҫитнӗ христиансемпе хутшӑнни ҫамрӑксене мӗнле усӑ пама пултарать?

15 Улма-ҫырларан нумайӑшӗ ӑшӑ та хӗвеллӗ вырӑнта хӑвӑртрах пиҫсе ҫитет. Ҫавӑн пекех пухури тӑвансен ӑшӑ кӑмӑллӑхӗ те сире аталанса ҫитнӗ христиансем пулса тӑма пулӑшать. Ҫакӑ хӑйсен пурнӑҫне мӗнпе ҫыхӑнтармалли ҫинчен шухӑшлакан ҫамрӑксене уйрӑмах кирлӗ. Ҫамрӑксем, эсир Иеговӑшӑн чылай ҫул хушши ӗҫлесе опыт пухнӑ тата пухури пӗрлӗхе упраса пурӑнма тӑрӑшакан тӑвансемпе хутшӑнатӑр пулсан, тӗрӗс тӑватӑр. Тен, вӗсем Иеговӑшӑн ӗҫленӗ чухне пысӑк йывӑрлӑхсемпе тӗл пулнӑ. Ҫавӑн пек тӑвансем сире чи лайӑх пурнӑҫ ҫулне суйласа илме пулӑшӗҫ. Вӗсемпе ҫывӑхланни, туслашни сире тӗрӗс йышӑнусем тума тата аталанса ҫитнӗ христиансем пулса тӑма пулӑшӗ. (Еврейсем 5:14 вуласа пар.)

16. Пӗр христианкӑна пухури хӑйӗнчен аслӑрах тусӗсем мӗнле пулӑшнӑ?

16 Хельга ятлӑ христианка юлашки класра вӗреннӗ чухне хӑйӗнпе пӗр класра вӗренекенсем хӑйсен тӗллевӗсем ҫинчен калаҫнине аса илет. Вӗсенчен нумайӑшӗ карьера тӑвас тесе университета вӗренме каясшӑн пулнӑ. Хельга ҫакӑн пирки пухури тусӗсемпе калаҫса пӑхнӑ. «Вӗсенчен нумайӑшӗ манран аслӑрахчӗ,— аса илет Хельга.— Вӗсем мана питӗ пулӑшрӗҫ. Туссем мана сӑваплӑ ӗҫе тулли вӑхӑтпа туса тӑма хавхалантарчӗҫ. Ҫавӑн хыҫҫӑн эпӗ пилӗк ҫул хушши пионер пулса ӗҫлерӗм. Халӗ, ҫав ҫулсене аса илнӗ май, эпӗ хамӑн ҫамрӑк ҫулсене Иеговӑшӑн ӗҫлесе ирттернӗшӗн питӗ савӑнатӑп. Эпӗ нимӗншӗн те ӳкӗнместӗп».

17, 18. Аталанса ҫитнӗ христианин пулни пире Иеговӑшӑн чун-чӗререн ӗҫлеме мӗнле пулӑшать?

17 Иисусӑн тӗслӗхне тытса тӑни пире аталанса ҫитнӗ христиансем пулса тӑма пулӑшӗ. Вара эпир Иеговӑпа ҫывӑхланса пырӑпӑр тата пирӗн уншӑн хытӑрах ӗҫлес кӑмӑл пулӗ. Туррӑн ӗҫлекенӗ аталанса ҫитнӗ христианин пулса тӑрсан Иеговӑна чи лайӑххине пама пултарать. Иисус хӑйӗн вӗренекенӗсене ҫапла хавхалантарнӑ: «Сирӗн ҫуттӑр та ҫынсен умӗнче ҫутаттӑр, вӗсем, сирӗн ырӑ ӗҫӗрсене курса, Ҫӳлти Аҫӑра мухтаччӑр» (Матф. 5:16).

18 Аталанса ҫитнӗ христиансем пуху ҫине лайӑх витӗм кӳме пултараҫҫӗ тесе унччентерех палӑртнӑччӗ. Вӗсем аталанса ҫитни хӑйсен совеҫӗпе мӗнле усӑ курнинче палӑрса тӑрать. Пирӗн совесть пире тӗрӗс йышӑнусем тума мӗнле пулӑшать? Хамӑрпа пӗр пек ӗненекенсем хӑйсен совеҫӗ тӑрӑх тунӑ йышӑнусене эпир мӗнле хисеплеме пултаратпӑр? Ҫакна эпир тепӗр статьяра пӑхса тухӑпӑр.

^ 6 абз. Сӑмахран, ҫулӗпе чылай аслӑрах опытлӑ арҫын тӑвана хӑйӗн тивӗҫне ҫамрӑк арҫын тӑвана шанса пама тата ҫав тивӗҫе туса тӑма ӑна пулӑш тесе ыйтма пултараҫҫӗ.