Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

Иегова — юрату Турри

Иегова — юрату Турри

«Турӑ — юрату вӑл» (1 ИОАНН 4:8, 16).

ЮРӐСЕМ: 18, 51

1. Туррӑн мӗнле лайӑх енӗ — тӗп лайӑх ен? Ҫакӑ сирӗн ӑшра мӗнле туйӑмсем ҫуратать?

«ТУРӐ — юрату вӑл» тенӗ Библире (1 Иоанн 4:8). Ҫакна мӗнле ӑнланмалла? Юрату Иеговӑн чаплӑ енӗсенчен пӗри кӑна мар, унӑн тӗп лайӑх енӗ. Туррӑн юрату пур ҫеҫ мар, вӑл хӑй — юрату. Ӑна пур ӗҫне те тума ҫак лайӑх ен хавхалантарса тӑрать. Чӑнах та, Ҫут тӗнчене тата пур чӗрӗ чуна Пултаракан юрату Турри пулнине пӗлни калама ҫук кӑмӑла ҫӗклет!

2. Турӑ Сӑмахӗ пире мӗн тесе шантарать? (Статья пуҫламӑшӗнчи ӳкерчӗке пӑхӑр.)

2 Туррӑн хӑй тунӑ япаласем патне ырӑ та ҫепӗҫ туйӑмсем пур. Ҫавӑнпа та эпир вӑл этемлӗх пирки хӑй мӗн шутласа хунине пурнӑҫласса шанатпӑр. Ҫакӑ вара Турра итлесе пурӑнакансене калама ҫук пысӑк пиллӗхсем кӳрӗ. Сӑмахран, Иегова юратнӑран «Хӑй малтанах суйласа хунӑ Ҫын [Иисус Христос] урлӑ пӗтӗм тӗнчене тӳррипе сут тума кун» палӑртса хунӑ (Ап. ӗҫ. 17:31). Ҫакӑ чӑнах та пуласси пирки эпир иккӗленместпӗр. Ҫапла, тӳрӗлӗхе юратакансем тата Турра итлекенсем валли чаплӑ пуласлӑх пулать! Ҫавӑн пек ҫынсене Турӑ ырлӗ, вара вӗсем ӗмӗр-ӗмӗрӗпе пурӑнма пултарӗҫ.

ИСТОРИ МӖН КӐТАРТСА ПАРАТЬ

3. Турӑ ҫынсене юратман пулсан, пурнӑҫ мӗнлерех пулнӑ пулӗччӗ?

3 Турӑ ҫынсене юратман пулсан, пурнӑҫ мӗн тери начар пулма пултарни ҫинчен шухӑшласа пӑхӑр-ха. Ҫынсен пуҫлӑхӗсем тата ҫак йӗркесӗр тӗнчен хӗрхенме пӗлмен, курайманлӑхпа тулнӑ турри, Сатана Шуйттан, ертсе пыни мӗн чухлӗ хӗн-хур кӳнине этемлӗх историйӗ питӗ лайӑх кӑтартса парать (2 Кор. 4:4; 1 Иоанн 5:19; Ӳлӗмхине 12:9, 12 вуласа пар). Иегова пире юратман пулсан, пуласлӑх питӗ начар пулнӑ пулӗччӗ!

4. Мӗншӗн Иегова хӑйӗн влаҫне хирӗҫ пӑлхав ҫӗкленине тӳрех чарса лартман?

4 Иеговӑн влаҫне хирӗҫ тӑрсан Шуйттан ҫынсен пӗрремӗш мӑшӑрне те ҫавнах тума хистенӗ. Вӑл Туррӑн Ҫут тӗнче Патши пулма ирӗк ҫук тенӗ. Тӗрӗссипе каласан, Сатана эпӗ Турӑран лайӑхрах пуҫлӑх пулма пултаратӑп тесе каланӑ (Пулт. 3:1—5). Сатана хӑй тӗрӗс пулнине ҫирӗплетсе патӑр тесе Иегова ӑна ирӗк панӑ, анчах ҫакӑ вӑхӑтлӑха кӑна пулмалла пулнӑ. Питӗ пысӑк ӑслӑлӑхне пула Иегова хӑйӗн влаҫӗпе урӑх нимле власть та танлашма пултарайманнине пурне те курма пулӑшас тесе ҫителӗклӗ вӑхӑт панӑ. Этемлӗхӗн хӗн-хурлӑ историйӗ ҫынсем ертсе пыни те, Сатанан влаҫӗ те ҫынсене мӗн кирлине пама пултарайманнине питӗ лайӑх кӑтартса парать.

5. Этемлӗх историйӗ мӗн уҫӑмлӑ кӑтартса парать?

5 Юлашки 100 ҫул хушшинче ҫеҫ вӑрҫӑсенче 100 миллион ытла ҫын вилнӗ. Хальхи вӑхӑтра тӗнчери лару-тӑру япӑхланнӑҫемӗн япӑхланса пырать. Ҫак йӗркесӗр тӗнчен «юлашки кунӗсенче» шӑп ҫапла пулать тесе Библире малтанах каласа хунӑ пулнӑ, мӗншӗн тесен унта ҫапла ҫырнӑ: «Усал ҫынсемпе ултавҫӑсем... тата усалтарах ӗҫсем тӑвӗҫ» (2 Тим. 3:1, 13, ҪХ). Турӑ Сӑмахӗнче ҫакӑн пек те каланӑ: «Эй Ҫӳлхуҫамӑм, этем ҫулӗ хӑй ирӗкӗнчен килменнине пӗлетӗп, урине ӑҫталла ярса пусасси утаканран хӑйӗнчен килменнине пӗлетӗп» (Иер. 10:23). Ҫак сӑмахсем тӗрӗс пулнине истори питӗ уҫӑмлӑ кӑтартса парать. Ҫапла, Иегова ҫынсене хӑйсем тӗллӗн пӗр-пӗрне ертсе пыма ирӗк те, пултарулӑх та паман.

6. Мӗншӗн Турӑ йӗркесӗрлӗхе пулма панӑ?

6 Йӗркесӗрлӗхе вӑхӑтлӑха пулма панипе Иегова хӑйӗн влаҫӗ кӑна ӑнӑҫлӑ пулма пултарнине кӑтартса панӑ. Кӗҫех Турӑ йӗркесӗрлӗхе те, ҫавна тӑвакансене те тӗп тӑвӗ. Ҫавӑн хыҫҫӑн кам та пулин Иегова влаҫа юратса тытса тӑни пирки иккӗлентерес терӗ пулсан, ҫав пӑлхавҫӑсем хӑйсем тӗрӗс пулнине кӑтартса паччӑр тесе Туррӑн вӗсене вӑхӑт пама кирлӗ пулмӗ. Этемлӗх историйӗнче пулса иртнӗ ӗҫсем Турра ҫав пӑлхавҫӑсене тӳрех тӗп тума сӑлтав парӗҫ. Вӑл вара ҫӗр ҫинче йӗркесӗрлӗхе урӑх пулма памӗ.

ТУРӐ ХӐЙӖН ЮРАТӐВНЕ МӖНЛЕ КӐТАРТНӐ?

7, 8. Иегова пире юратнине мӗнле кӑтартнӑ?

7 Иегова хӑйӗн пысӑк юратӑвне тӗрлӗ майлӑ кӑтартнӑ. Сӑмахран, Ҫут тӗнчен калӑпӑшӗпе илемӗ ҫинчен шухӑшласа пӑхӑр-ха. Унта миллиард-миллиард галактика, кашни галактикӑра вара миллиард-миллиард ҫӑлтӑрпа планета. Пирӗн Кайӑк хур ҫулӗ галактикӑри ҫӑлтӑрсенчен пӗри — хӗвел. Хӗвелсӗр ҫӗр ҫинче нимӗнле пурнӑҫ та пулман пулӗччӗ. Ҫав япаласем пурте Иегова пире Пултаракан пулнине ҫирӗплетсе параҫҫӗ тата унӑн лайӑх енӗсене: унӑн хӑватне, ӑслӑлӑхне тата юратӑвне — кӑтартса параҫҫӗ. Чӑнах та, Туррӑн «курӑнми тӑракан ӗмӗрхи хӑвачӗпе Турӑлӑхӗ... [вӑл] пултарнӑ япаласенчен тӗнчене пултарнӑранпах курӑнса тӑрать» (Рим 1:20).

8 Ҫӗр ҫинче пурӑнма мӗн кирлӗ, ҫавсене пурне те Иегова тунӑ. Вӑл ҫынсем валли илемлӗ рай туса панӑ тата вӗсем ӗмӗр-ӗмӗрӗпе пурӑнма пултарччӑр тесе вӗсене пӗр ҫитменлӗхсӗр ӑс-тӑнпа кӗлетке парнеленӗ. (Ӳлӗмхине 4:11 вуласа пар.) Унсӑр пуҫне вӑл «пур чӗрӗ чуна та ҫимӗҫ парать: Унӑн ырӑлӑхӗ ӗмӗрлӗхе» (Пс. 135:25).

9. Иегова, юрату Турри, мӗне кураймасть?

9 Иегова — юрату Турри, ҫав вӑхӑтрах вӑл усала та кураймасть. Сӑмахран, Псалом 5:5—7-мӗшӗсенче Иегова пирки ҫапла каланӑ: «Эсӗ — йӗркесӗр ӗҫе юратман Турӑ... Эсӗ йӗркесӗр ӗҫ тӑвакансене пурне те кураймастӑн». Ҫав псаломрах «Ҫӳлхуҫа юн тӑкаканран, ултавҫӑран йӗрӗнет» тенӗ.

ЙӖРКЕСӖРЛӖХ КӖҪЕХ ПӖТЕТ

10, 11. а) Иегова йӗркесӗр ҫынсене мӗн тӑвӗ? ӑ) Иегова тӳрӗ ҫынсене мӗнле пиллӗ?

10 Иегова — юрату Турри тата вӑл усала кураймасть, ҫавӑнпа та вӑл хӑйӗн аслӑ влаҫӗпе ҫыхӑннӑ ыйтӑва пӗтӗмпех татса парсанах ҫӗре тата пӗтӗм Ҫут тӗнчене йӗркесӗрлӗхрен тасатӗ. Турӑ Сӑмахӗнче каланӑ: «Усал тӑвакансем тӗп пулӗҫ, Ҫӳлхуҫана шанакансем еткерлӗх ҫӗр илӗҫ. Вӑраха та каймӗ — усал ҫын пулмӗ» (Пс. 36:9, 10). Ҫавӑн пекех унта «Ҫӳлхуҫа тӑшманӗсем путек ҫӑвӗ пек ҫухалӗҫ, тӗтӗм ӑшӗнче ҫухалӗҫ» тенӗ (Пс. 36:20).

11 Библире ҫакӑн пек сӑмах пани те пур: «Тӳрӗ ҫынсене еткерлӗх ҫӗр тивӗ, вӗсем унта ӗмӗрех пурӑнӗҫ» (Пс. 36:29). Ҫавӑн пек ҫынсем «тулли тӑнӑҫлӑхпа савӑнса пурӑнӗҫ» (Пс. 36:11). Ҫакӑ пурпӗр пулать, мӗншӗн тесен пирӗн юратакан Турӑ пурне те хӑйӗн шанчӑклӑ ӗҫлекенӗсене ырлӑх кӳрес тесе тӑвать. Сӑваплӑ Ҫырура каланӑ: «Турӑ вӗсен куҫӗнчи кашни куҫҫуль тумламне шӑлса типӗтӗ: ӗнтӗ вилӗм те, асап та, йӗни-макӑрни те, чир-чӗр те урӑх пулас ҫук — ӗлӗкхи самана иртсе кайрӗ» (Ӳлӗм. 21:4). Иеговӑн юратӑвне хаклакансем тата ӑна пӑхӑнса пурӑнакансем валли мӗн тери чаплӑ пуласлӑх пулать!

12. Кама «айӑпсӑр ҫын» теме пулать?

12 Турӑ Сӑмахӗнче каланӑ: «Айӑпсӑр ҫынран вӗрен, тӳрӗ ҫын ҫине пӑх, ун пек ҫыннӑн пуласлӑхӗ — канлӗ пурӑнӑҫ; йӗркесӗр ҫынсем вара пурте тӗп пулӗҫ; усал ҫынсенӗн пуласлӑхӗ путланӗ» (Пс. 36:37, 38). «Айӑпсӑр ҫын» вӑл Иеговӑпа унӑн Ывӑлӗ ҫинчен пӗлсе пырать тата Туррӑн ирӗкне шанчӑклӑн туса тӑрать. (Иоанн 17:3 вуласа пар.) Вӑл «тӗнче те, унта илӗртекенни-сӑхлантараканни те пӗтет, Турӑ ирӗкне туса тӑракан вара ӗмӗрех пурӑнать» тенине чун-чӗререн ӗненет (1 Иоанн 2:17). Ҫак тӗнче пӗтес вӑхӑт хӑвӑрт ҫывхарса килет, ҫавӑнпа та пирӗн нихӑҫанхинчен те ытларах Иеговӑна шанмалла тата унӑн ҫулӗпе ҫӳремелле (Пс. 36:34).

ТУРӐ ЮРАТӐВӖН ПЫСӐК ХӐВАТНЕ КӐТАРТАКАН ӖҪ

13. Иегова хӑйӗн юратӑвӗн хӑватне мӗнле кӑтартнӑ?

13 Эпир ҫитменлӗхлӗ пулсан та, Иеговӑн тӳрӗлӗх ҫулӗпе ҫӳреме пултаратпӑр. Турӑ пирӗншӗн хӑйӗн Ывӑлне панипе хӑйӗн юратӑвне тӗлӗнмелле майпа кӑтартнине пула эпир Иеговӑпа хамӑр хушӑра ҫывӑх хутшӑнусем аталантарма пултаратпӑр. Пуласлӑхра Иисус Христосӑн тӳлесе илме панӑ парни Турра итлекен ҫынсене Адамран куҫнӑ ҫылӑхпа вилӗмрен хӑтӑлма май парӗ. (Рим 5:12; 6:23 вуласа пар.) Иисус пӗлӗтре пулнӑ чухне калама ҫук нумай вӑхӑт хушши Турра чунтан парӑнса пурӑннӑ, ҫавӑнпа та Иегова хӑйӗн Ывӑлӗ ҫӗр ҫинче шанчӑклӑ тӑрса юласси пирки пӗртте иккӗленмен. Паллах ӗнтӗ, юратакан Ашшӗне ҫынсем хӑйсене Иисуспа шутсӑр япӑх тытнине курма питӗ хӗн пулнӑ. Анчах та Христос Иеговӑн аслӑ влаҫӗ майлӑ ҫирӗп тӑнӑ, ҫапла вара вӑл пӗр ҫитменлӗхсӗр ҫын чи йывӑр лару-тӑрура та Турра шанчӑклӑ тӑрса юлма пултарнине ҫирӗплетсе панӑ.

Юратнӑран Турӑ хӑйӗн Ывӑлне ҫӗр ҫине янӑ (13-мӗш абзаца пӑхӑр.)

14, 15. Иисус вилӗмӗ этемлӗхе мӗн парать?

14 Иисусӑн калама ҫук пысӑк йывӑрлӑхсене чӑтса ирттерме тивнӗ пулин те, вӑл мӗн виличченех Турра шанчӑклӑ тӑрса юлнӑ тата унӑн аслӑ влаҫӗ майлӑ тӑнӑ. Иисусӑн тӳлесе илмелли парнишӗн эпир питӗ пархатарлӑ, мӗншӗн тесен вӑл пире Туррӑн ҫӗнӗ тӗнчинче ӗмӗр-ӗмӗр пурӑнма май парать! Иеговӑпа Иисус тӳлесе илмелли парне урлӑ кӑтартнӑ юрату ҫинчен Павел апостол акӑ ҫапла ҫырнӑ: «Эпир халсӑр чухне, вӑхӑт ҫитсессӗн, Христос пирӗншӗн, ҫылӑхлӑ ҫынсемшӗн, вилнӗ. Тӳрӗ ҫыншӑн кам та пулин вилӗ-ши вара? хӑйне ырӑ тӑваканшӑн, тен, кам та пулин вилӗ те. Турӑ пире юратни Христос пирӗншӗн хамӑр ҫылӑхлӑ чухне вилнинчен паллӑ» (Рим 5:6—8). Иоанн апостол ҫырнӑ: «Ывӑлӗ урлӑ пире чӗрӗлӗх парасшӑн Турӑ Хӑйӗн пӗртен-пӗр Ывӑлне тӗнчене янинчен Турӑ пире юратни палӑрчӗ. Юрату вӑл эпир Турра мӗнле юратнинче мар, Турӑ пире мӗнле юратнинче: Вӑл Хӑйӗн Ывӑлне пирӗн ҫылӑхӑмӑрсене каҫарттаракан парне пулма янӑ» (1 Иоанн 4:9, 10).

15 Иегова этемлӗхе мӗнле юратни ҫинчен Иисус ҫапла каланӑ: «Тӗнчене питӗ юратнӑран Турӑ Хӑйӗн пӗртен-пӗр Ывӑлне панӑ — Ӑна ӗненекенсем пӗри те ан пӗтчӗр, ӗмӗрлӗх пурӑнӑҫлӑ пулччӑр тенӗ» (Иоанн 3:16). Иегова ҫынсене питӗ хытӑ юратнӑран чи хаклине вӗсемшӗн пама хатӗр пулнӑ. Ун юратӑвӗ ӗмӗрлӗхе. Турӑ пирӗншӗн ӗмӗрӗ-ӗмӗрӗпе тӗрек пулӗ. «Эпӗ ҫакна шанса тӑратӑп,— тесе ҫырнӑ Павел,— вилӗм те, пурӑнӑҫ та, ангелсем те, тӳпери пуҫлӑхсем те, хӑватсем те, хальхи те, малашнехи те, ҫӳлти те, тӗпӗнчи те — мӗн пултарнинчен нихӑшӗ те — пире Турӑ юратӑвӗнчен, Иисус Христос Ҫӳлхуҫамӑр урлӑ кӑтартнӑ юратуран, уйӑраяс ҫук» (Рим 8:38, 39).

ТУРӐ ПАТШАЛӐХӖ ЕРТСЕ ПЫРАТЬ

16. Мӗн вӑл Мессианла Патшалӑх тата Иегова унӑн пуҫлӑхӗ пулма кама суйласа лартнӑ?

16 Иегова этемлӗхе юратнине Мессианла Патшалӑх та кӑтартса парать. Иегова ҫав правительствӑн влаҫне хӑйӗн Ывӑлӗн аллине панӑ ӗнтӗ, мӗншӗн тесен Иисус Христос ҫынсене юратать тата ҫав Патшалӑхӑн пуҫлӑхӗ пулма тивӗҫлӗ (Ытар. 8:31). Турӑ 144 000 ҫынна Христоспа пӗрле тӳпере патшара ларма суйласа илнӗ. Вӗсем вилӗмрен чӗрӗлсе тӑрсан, ҫӗр ҫинче пурӑннӑ чухне пухнӑ опытпа этемлӗх ырӑлӑхӗшӗн усӑ курӗҫ (Ӳлӗм. 14:1). Ырӑ хыпар сарнӑ чухне Иисус пуринчен ытла Турӑ Патшалӑхӗ ҫинчен каланӑ. Вӑл хӑйӗн вӗренекенӗсене ҫапла кӗлтума вӗрентнӗ: «Эй Ҫӳлти Аттемӗр! Санӑн яту хисеплентӗр; Санӑн Патшалӑху килтӗр; Санӑн ирӗкӳ ҫӗр ҫинче те ҫӳлти пекех пултӑр» (Матф. 6:9, 10). Ҫак кӗлӗри сӑмахсем пурнӑҫланасса эпир питӗ хытӑ кӗтетпӗр, вӗт ун чухне Турра итлекен ҫынсем ҫав тери чаплӑ пиллӗхсем илӗҫ!

17. Христос влаҫа мӗнле тытса тӑни ҫынсем влаҫа мӗнле тытса тӑнинчен мӗнпе уйрӑлса тӑрать?

17 Христос влаҫа юратса тытса тӑни ҫынсем влаҫа мӗнле тытса тӑнинчен питӗ хытӑ уйрӑлса тӑрать. Ҫынсен пуҫлӑхӗсене пула вӑрҫӑсем сиксе тухаҫҫӗ, вӗсенче вара миллион-миллион ҫын вилет. Анчах та Иисус, пирӗн Пуҫлӑх, пирӗншӗн тӑрӑшать тата хӑйӗн Ашшӗн лайӑх енӗсене, уйрӑмах унӑн юратӑвне кӑтартать (Ӳлӗм. 7:10, 16, 17). «Эй асапланакансем, йывӑр ҫӗклемпе халтан кайнисем, пурсӑр та Ман патӑма килӗр, Эпӗ сире лӑплантарӑп,— тенӗ Иисус,— Ман сӳсмене тӑхӑнӑр, Манран вӗренӗр: Эпӗ йӑваш та лӑпкӑ кӑмӑллӑ; вара хӑвӑр чунӑр валли канлӗх тупатӑр; Манӑн сӳсменӗм меллӗ, Манӑн ҫӗклемӗм ҫӑмӑл» (Матф. 11:28—30). Мӗн чухлӗ ҫепӗҫлӗх ҫак сӑмахсенче!

18. а) Турӑ Патшалӑхӗ ертсе пыма пуҫланӑранпа мӗнле ӗҫ туса тӑрать? ӑ) Тепӗр статьяра эпир мӗн пӑхса тухӑпӑр?

18 Библире каланӑ пророкла сӑмахсем тӑрӑх, Турӑ Патшалӑхӗ 1914 ҫулта тӳпере ертсе пыма пуҫланӑ. Ҫавӑнтанпа Иисуспа пӗрле пӗлӗтре патшара ларас ҫынсене, ҫӗр ҫинче тӑрса юлнисене, тата ҫак йӗркесӗр тӗнчене пурӑнса ирттерсе ҫӗнӗ тӗнчере пурӑнас «имсӗр-сумсӑр ҫынна» пухма тытӑннӑ (Ӳлӗм. 7:9, 13, 14). «Имсӗр-сумсӑр ҫын» мӗн таран йышлӑ? Ҫав ушкӑнри ҫынсене Турӑ мӗн тума ыйтать? Тепӗр статья ҫак ыйтусем ҫине хурав парӗ.