Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

Ҫула ҫитмен ачӑрсене Иеговӑшӑн ӗҫлеме вӗрентӗр

Ҫула ҫитмен ачӑрсене Иеговӑшӑн ӗҫлеме вӗрентӗр

«Иисус ӑслӑланнӑҫемӗн ӑслӑланса пынӑ, ӳснӗҫемӗн ӳснӗ, Ӑна Турӑ та, ҫынсем те юратнӑ» (ЛУКА 2:52).

ЮРӐСЕМ: 41, 11

1, 2. а) Ачисем ҫитӗнсе пынӑҫемӗн ашшӗ-амӑшне мӗн пӑшӑрхантарма пултарать? ӑ) Ҫамрӑк христиансен мӗнле майсем пур?

АШШӖ-АМӐШӖШӖН хӑйсен ачи шыва кӗни чи телейлӗ вӑхӑтсенчен пӗри. Беренис ятлӑ хӗрарӑм тӑванӑн тӑватӑ ачи 14 ҫул тултаричченех шыва кӗнӗ. Вӑл калать: «Ҫакӑ асран кайми самант пулчӗ. Санӑн ачусем Иеговӑшӑн ӗҫлесшӗн пулни чуна савӑнтарать. Анчах вӗсем ӳссе пынӑҫемӗн нумай йывӑрлӑхпа тӗл пуласса та эпир пӗлнӗ». Сирӗн ачӑрсем яшсемпе хӗрсем пулса тӑнӑ е ҫав вӑхӑталла ҫывхарса пыраҫҫӗ пулсан, Беренисӑн туйӑмӗсене эсир ӑнланатӑр паллах.

2 Ача-пӑча психологийӗ енӗпе ӗҫлекен пӗр специалист палӑртнӑ тӑрӑх, ачасем яшсемпе хӗрсем пулса пынӑ вӑхӑтра ашшӗ-амӑшне те, ачисене те йывӑр пулма пултарать, анчах та ашшӗ-амӑшӗн хӑйсен ҫула ҫитмен ачисем ҫинчен ӑссӑрла е пӗчӗк ачалла хӑтланаҫҫӗ тесе шутламалла мар. Ҫула ҫитмен ачасем хӑйсен пултарулӑхне кӑтартма тӑрӑшаҫҫӗ, вӗсен туйӑмсем капланса килни пулкалать тата вӗсене вӑхӑта тусӗсемпе ирттерни кирлӗ тесе каланӑ ҫав специалист. Ҫамрӑк чухне сирӗн ачӑрсем Иеговӑпа хӑйсем хушшинче ҫывӑх хутшӑнусем аталантарма, сӑваплӑ ӗҫре хӑйсем умне тӗллевсем лартса вӗсене пурнӑҫа кӗртме тата хӑйсене Иеговӑна халалласа ҫакӑнпа килӗшӳллӗ пурӑнма пултараҫҫӗ. Ҫамрӑк Иисус пекех, вӗсем те хӑйсен ӗненӗвне ҫирӗплетес тесе нумайӑшне тума пултараҫҫӗ. (Лука 2:52 вуласа пар.) Ашшӗ-амӑшӗсем, сирӗн ачӑрсемшӗн ҫак питӗ пӗлтерӗшлӗ вӑхӑтра эсир мӗн тума пултаратӑр? Иисус ҫитӗнсе ҫитсен юратнине, хӑйне кӗҫӗне хунине тата ӑнкаруллӑ пулнине мӗнле кӑтартни ҫинчен шухӑшласа пӑхӑр. Ҫак лайӑх енсем сире хӑвӑрӑн ҫула ҫитмен ачӑрсене Иеговӑшӑн ӗҫлеме вӗрентме мӗнле пулӑшӗҫ?

ХӐВӐРӐН ҪУЛА ҪИТМЕН АЧӐРА ЮРАТӐР

3. Мӗншӗн Иисус хӑйӗн апостолӗсене туссем теме пултарнӑ?

3 Иисус ырӑ та шанчӑклӑ тус пулнӑ. (Иоанн 15:15 вуласа пар.) Ӗлӗкхи вӑхӑтра хуҫан хӑйӗн шухӑшӗсемпе туйӑмӗсене чурисене каласа парас йӑла пулман. Анчах та Иисус хӑйӗн шанчӑклӑ апостолӗсемшӗн хуҫа кӑна мар, тус та пулнӑ. Вӑл вӗсемпе вӑхӑта пӗрле ирттернӗ, чуна уҫса калаҫнӑ тата лешӗсем хӑйсен чӗринчи шухӑшӗсене каласа панӑ чухне вӗсене тимлӗ итленӗ (Марк 6:30—32). Ҫавӑн пек ӑшшӑн та уҫҫӑн калаҫнине пула Иисуспа унӑн апостолӗсем ҫывӑх туссем пулса тӑнӑ. Ҫакӑ вара вӗренекенӗсене пуласлӑхра Туррӑн сӑваплӑ ӗҫӗнчи тивӗҫсене тума хатӗрленме пулӑшнӑ.

4. Ашшӗ-амӑшӗсем, хӑвӑр ачӑрсемпе туссем пулас тесе эсир мӗн тума пултаратӑр? (Статья пуҫламӑшӗнчи ӳкерчӗке пӑхӑр.)

4 «Эпир, ашшӗ-амӑшӗсем, хамӑр ачасемшӗн вӗсен тантӑшӗсем пулса тӑраймастпӑр пулин те, вӗсен тусӗсем пулма пултаратпӑрах»,— калать Майкл, икӗ ача ашшӗ. Туссем час-часах вӑхӑта пӗрле ирттереҫҫӗ. Ачӑрсемпе пӗрле нумайрах пулас тесе хӑвӑрӑн ӗҫ вӑхӑтне е ытти ӗҫсем валли уйӑрнӑ вӑхӑта кӗскетме сире мӗн пулӑшма пултарни ҫинчен кӗлтуса шухӑшласа пӑхӑр. Ҫавӑн пекех туссене пӗр пек япаласене тума килӗшет. Ҫавӑнпа та сирӗн ҫула ҫитмен ачӑр мӗн юратнине: ӑна килӗшекен кӗвӗсене, фильмсене, спорт вӑййисене — юратма тӑрӑшӑр. Италире пурӑнакан Илариа каласа парать: «Манӑн аттепе анне эпӗ мӗнле музыка итленипе интересленетчӗҫ. Атте — манӑн чи ҫывӑх тус. Эпӗ унпа кирек мӗн ҫинчен те, вӑтантарма пултаракан япаласем ҫинчен те, калаҫма пултаратӑп». Эсир хӑвӑрӑн ҫула ҫитмен ачӑрсемпе туссем пулсан тата вӗсене Иеговӑн тусӗсем пулма пулӑшатӑр пулсан, ҫавӑншӑн сире ачасем хисеплеме пӑрахмӗҫ (Пс. 25:14, ҪТ). Ҫавӑн пек тунипе эсир вӗсене юратнине тата хисепленине кӑтартатӑр, вара вӗсене хӑйсене мӗн пӑшӑрхантарни ҫинчен сирӗнпе калаҫма ҫӑмӑлрах пулӗ.

5. Иисусӑн вӗренекенӗсем Иеговӑн ӗҫне тунинчен килекен савӑнӑҫа мӗнле илме пултарнӑ?

5 Иисус хӑйӗн вӗренекенӗсене Иеговӑшӑн хастаррӑн ӗҫлени тата ырӑ хыпар сарас ӗҫе яланах хутшӑнни чӑн-чӑн савӑнӑҫ пама пултарнине пӗлнӗ. Ҫавӑнпа вӑл вӗсене ырӑ хыпар сарас ӗҫре пӗтӗм вӑя хума хавхалантарнӑ, ҫавӑн пекех вӗсене пулӑшма сӑмах панӑ (Матф. 28:19, 20).

6, 7. Мӗншӗн ашшӗ-амӑшӗн хӑйсен ачисене Иеговӑна пуҫҫапнипе ҫыхӑннӑ йӗркене яланах тытса тӑма вӗрентмелле?

6 Эсир хӑвӑр ачӑрпа Иегова хушшинче ҫывӑх хутшӑнусем пулччӑр тетӗр паллах. Иегова та сире хӑвӑр ачӑрсене хӑйӗн «вӗрентӗвӗпе тата ӳкӗчӗпе пӑхса» ӳстерме хушать (Эф. 6:4, ҪХ). Ҫавӑнпа та сирӗн, хӑвӑра Турӑ панӑ влаҫпа усӑ курса, хӑвӑр ачӑрсене вӗрентсех тӑмалла. Сӑмахран, эсир хӑвӑр ачӑрсене шкулта лайӑх вӗренме ыйтатӑр, мӗншӗн тесен унта илнӗ пӗлӳ питӗ кирлӗ пулнине пӗлетӗр тата вӗсен вӗренес кӑмӑл та пултӑр тетӗр. Ҫавӑн пекех юратакан ашшӗ-амӑшӗ хӑйсен ачисене пухӑвӑн тӗлпулӑвӗсене, конгрессене ҫӳреме тата ҫемьепе пӗрле пуҫҫапнине хутшӑнма хавхалантарать, мӗншӗн тесен Иеговӑран илсе тӑракан пӗлӳ ачисен пурнӑҫне ҫӑлма пултарнине пӗлет. Ҫавӑнпа та хӑвӑр ачӑрсене Иегова ҫинчен калакан пӗлӗве юратма тата вӑл паракан ӑслӑлӑха хаклама вӗрентӗр (Ытар. 24:14). Иисус хӑйӗн вӗренекенӗсене пулӑшнӑ пекех, эсир те хӑвӑрӑн ҫула ҫитмен ачӑрсене, вӗсем сӑваплӑ ӗҫре ӑнӑҫлӑ пулччӑр тесе, ырӑ хыпар сарас ӗҫе юратма вӗрентӗр тата ҫав ӗҫе яланах хутшӑнма пулӑшӑр.

7 Иеговӑна пуҫҫапнипе ҫыхӑннӑ йӗркене яланах тытса тӑни: Библи вӗренни, пухусене ҫӳрени тата ырӑ хыпар сарни — ҫула ҫитмен ачасене мӗнле пулӑшать? ЮАРта пурӑнакан Эрин ятлӑ хӗрарӑм тӑван каласа парать: «Ача чухне эпир Библи вӗренмелле, пухӑва тата ырӑ хыпар сарма каймалла чухне час-часах кутӑнлашаттӑмӑр, нӑйлама пуҫлаттӑмӑр. Хутран-ситрен ҫемьепе пӗрле пуҫҫапнине ирттерме парас мар тесе юриех алхасаттӑмӑр. Анчах та аттепе анне парӑнмарӗҫ». Эрин малалла ҫапла калать: «Ҫавӑн пек вӗрентни мана Туррӑн ӗҫне хастарлӑн тума пулӑшрӗ. Манӑн Иеговӑна пуҫҫапассипе ҫыхӑннӑ йӗркене мӗн те пулин пӑсма пуҫларӗ пулсан, эпӗ тӳрех ӗҫсене майлаштарма тӑрӑшатӑп. Аттепе анне пире чӑнлӑха ҫине тӑрса вӗрентмен пулсан, манӑн ҫавӑн пек лайӑх енсем пулман пулӗччӗҫ. Вӗсем алӑ уснӑ пулсан, эпӗ халӗ пухӑвӑн тӗлпулӑвӗсене сиктернӗ тата Турра пуҫҫапассипе ҫыхӑннӑ ӗҫсене сахал хутшӑннӑ пулӑттӑм».

ХӐВӐРА КӖҪӖНЕ ХУРӐР

8. а) Иисус хӑйне кӗҫӗне хуни мӗнре курӑнса тӑнӑ? ӑ) Иисус хӑйне кӗҫӗне хуни унӑн вӗренекенӗсем ҫине мӗнле витӗм кӳнӗ?

8 Иисусӑн пӗр ҫитменлӗх те пулман, ҫав-ҫавах вӑл хӑйне кӗҫӗне хурса хӑй мӗн тума пултарнипе пултарайманнине ӑнланнӑ тата Иеговӑна шаннӑ. (Иоанн 5:19 вуласа пар.) Ҫавӑншӑн ӑна вӗренекенӗсем сахалрах хисеплеме пуҫланӑ-и? Ҫук паллах! Вӗсем хӑйсен вӗрентекенӗ Иеговӑна шаннине мӗн чухлӗ нумайрах курнӑ, ҫавӑн чухлӗ ытларах ӑна шаннӑ. Каярахпа вӗсем хӑйсем те Иисус пекех хӑйсене кӗҫӗне хума пуҫланӑ (Ап. ӗҫ. 3:12, 13, 16).

9. Ашшӗ-амӑшӗ хӑйсем мӗн тума пултарнипе пултарайманнине ӑнланни тата йӑнӑшӗсемшӗн хӑйсене кӗҫӗне хурса каҫару ыйтни вӗсен ачисем ҫине мӗнле витӗм кӳме пултарать?

9 Эпир нумайӑшне тума пултараймастпӑр, унсӑр пуҫне, хамӑра Иисуспа танлаштарсан, пирӗн ҫитменлӗхсем нумай тата эпир йӑнӑшсем тӑватпӑр. Ҫавӑнпа та пирӗн хамӑра кӗҫӗне хумалла та хамӑр мӗн тума пултарнипе пултарайманнине ӑнланмалла тата хамӑр тунӑ йӑнӑшсене йышӑнмалла (1 Иоанн 1:8). Шухӑшласа пӑхӑр-ха, эсир мӗнле пуҫлӑха ытларах хисепленӗ пулӑттӑр: хӑйӗн йӑнӑшӗсене йышӑнаканнине-и е нихӑҫан та каҫару ыйтманнине-и? Сирӗн ача эсир хӑвӑр йӑнӑшсемшӗн каҫару ыйтнине илтет пулсан, паллах ӗнтӗ, вӑл сире ытларах хисеплеме пуҫлӗ, ҫавӑн пекех хӑйӗн айӑпне те йышӑнма вӗренӗ. «Эпир хамӑр йӑнӑшсене каласа пама вӑтанса тӑман, ҫакӑ вара пирӗн ачасене хӑйсене пӑшӑрхантаракан япаласем ҫинчен пирӗнпе кӑмӑла уҫса калаҫма хавхалантаратчӗ,— каласа парать Роузмари, виҫӗ ача пӑхса ӳстернӗ амӑшӗ.— Эпир хамӑр пурне те тума пултарайманнине ӑнланнӑ, ҫавӑнпа та хамӑр ачасене хӑйсен ыйтӑвӗсене татса памашкӑн чи лайӑх канашсене ӑҫта тупмаллине вӗрентнӗ. Вӗсене пулӑшу кирлӗ чухне эпир яланах вӗсене Библие ӑнлантарса паракан пирӗн литературӑна пӑхма сӗннӗ, ҫавӑн пекех эпир пӗрле кӗлтунӑ».

10. Иисус хӑйӗн вӗренекенӗсене мӗн тумаллине каланӑ чухне хӑйне кӗҫӗне хунине мӗнле кӑтартнӑ?

10 Иисусӑн хӑйӗн вӗренекенӗсене мӗн тумаллине калама власть пулнӑ. Анчах та хӑйне кӗҫӗне хунӑран вӑл час-часах вӗсене мӗншӗн апла е капла тумаллине ӑнлантарса панӑ. Сӑмахран, вӑл хӑйӗн вӗренекенӗсене Патшалӑхпа Туррӑн тӳрӗлӗхне шырӑр тесе ҫеҫ каламан, ҫавӑн пекех вӑл Турӑ сире мӗн кирлине пурне те парӗ тесе те каланӑ. «Ан айӑплӑр»,— тенӗ хыҫҫӑн Иисус мӗншӗн ҫавӑн пек тумаллине те ӑнлантарса панӑ: «Вара хӑвӑра та айӑпламӗҫ; мӗнле айӑплӑр, хӑвӑра та ҫаплах айӑплӗҫ» (Матф. 6:31—7:2).

11. Эсир мӗншӗн апла е капла тума йышӑнни ҫинчен хӑвӑр ачӑра ӑнлантарса панипе ӑна мӗнле пулӑшма пултаратӑр?

11 Вырӑнлӑ пулсан, эсир мӗншӗн апла е капла тума йышӑнни ҫинчен хӑвӑр ачӑра ӑнлантарса парӑр. Сирӗн ҫула ҫитмен ача мӗншӗн эсир ҫапла тума шут тытнине ӑнланать пулсан, ӑна сире итлеме ҫӑмӑлрах пулӗ. Бэрри ятлӑ христианин, тӑватӑ ача ашшӗ, каласа парать: «Эсир хӑвӑрӑн ҫула ҫитмен ачӑрсене мӗншӗн ӑна е кӑна тума ыйтнине ӑнлантарса паратӑр пулсан, ҫакӑ вӗсене сире шанма пулӑшать, мӗншӗн тесен вӗсем эсир хӑвӑр влаҫпа майне пӗлсе усӑ курнине тата хӑвӑр ӗҫсене тӗплӗн шутласа тунине кураҫҫӗ». Ҫакӑн пек туни ҫула ҫитмен ачасене йышӑнусем тума вӗрентӗ, ҫакӑ вара вӗсене ӳссе ҫитсен те кирлӗ пулӗ (Рим 12:1). Бэрри ӑнлантарса парать: «Ҫамрӑксен йышӑнусем тунӑ чухне туйӑмсем хыҫҫӑн каймалла мар, пуҫпа шутламалла» (Пс. 118:34). Ҫавӑнпа та хӑвӑра кӗҫӗне хурӑр та мӗншӗн кун пек е ун пек йышӑну тунине хӑвӑр ачӑра ӑнлантарса парӑр. Ҫавӑн пек тунипе эсир ӑна хӑй тӗллӗн йышӑну тума вӗрентетӗр, вара вӑл хӑйне пӗчӗк ача вырӑнне хуманнине тата хисепленнине ӑнланӗ.

ӐНКАРУЛЛӐ ПУЛӐР ТАТА ӐНЛАНМА ТӐРӐШӐР

12. Петра пулӑшнӑ чухне Иисус ӑнкаруллӑ пулни мӗнле палӑрнӑ?

12 Иисус ӑнкаруллӑ пулнӑ тата хӑйӗн вӗренекенӗсене мӗнле пулӑшу кирлӗ пулнине ӑнланнӑ. Сӑмахран, пӗррехинче вӑл хӑйне вӗлересси ҫинчен хӑйӗн вӗренекенӗсене каласа парсан, Петр ӑна хӑвна хӗрхен тенӗ. Анчах та Иисус Петр йӑнӑшнине пӗлнӗ. Ӑна тата ытти вӗренекенӗсене пулӑшас тесе Иисус тӳррӗн канаш панӑ та мӗншӗн хамӑршӑн ҫеҫ пурӑнни хӑрушӑ пулма пултарни тата хамӑра шеллемесӗр пурӑнни мӗнле пиллӗхсем кӳни ҫинчен каланӑ (Матф. 16:21—27). Ҫакӑн пек вӗрентни Петршӑн ахаль иртмен (1 Петр 2:20, 21).

13, 14. а) Сирӗн ача сахалрах ӗненме пуҫланине мӗн кӑтартма пултарать? ӑ) Сирӗн ывӑла е хӗре чӑннипе мӗнле пулӑшу кирлине эсир мӗнле пӗлме пултаратӑр?

13 Хӑвӑр ачӑрсене мӗнле пулӑшу кирлине ӑнланас тесе Иеговӑран кӗлӗре ӑнкарулӑх пама ыйтӑр (Пс. 31:8). Сӑмахран, сирӗн ача сахалрах ӗненме пуҫланине мӗнле пӗлме пулать? Тен, вӑл унчченхи пек савӑнӑҫлах мар, хӑйӗнпе пӗр пек ӗненекенсем пирки тиркесе калаҫать е вӑл сирӗнтен темскер пытарать пек туйӑнать сире. Ҫакӑн пек чухне сирӗн ача вӑрттӑн ҫылӑх туса пурӑнать тесе тӳрех пӗтӗмлетӳ ан тӑвӑр *. Ҫав вӑхӑтрах ҫак пӑшӑрхантаракан паллӑсем ҫине куҫ хупмалла мар тата ачан калаҫас килменни хӑйне хӑех иртсе кайӗ тесе шутламалла мар.

Хӑвӑрӑн ачӑрсене христиансен пухӑвӗнче туссем тупма пулӑшӑр (14-мӗш абзаца пӑхӑр.)

14 Иисус пекех, хӑвӑр ачӑрсене ыйтусене ыррӑн та хисеплӗн парӑр. Витрене ҫӑлтан хӑвӑрт туртса кӑларсан, шыв нумай тӑкӑнса пӗтме пултарать. Ҫавӑн пекех сире хӑвар ачӑрпа калаҫма тӳсӗмлӗх ҫитмест пулсан е эсир ӑна вӑйпа калаҫтарас тесе ҫине-ҫинех ыйтусем паратӑр пулсан, эсир вӑл чӑннипех мӗн шутланипе мӗн туйнине пӗлеймӗр пуль. (Ытарӑшсем 20:5 вуласа пар.) Илариа аса илнӗ тӑрӑх, ҫамрӑк чухне унӑн ытларах пӗр класра вӗренекенсемпе пӗрле пулас килнӗ, анчах та ҫакӑ тӗрӗс мар пулнине вӑл пӗлнӗ. Унӑн ашшӗ-амӑшӗ вӑл пӑшӑрханнине асӑрханӑ. Илариа каласа парать: «Пӗррехинче каҫхине вӗсем сана темскер хурлантарнине асӑрхарӑмӑр тесе каларӗҫ те санпа нимӗн те пулман-и тесе ыйтрӗҫ. Эпӗ макӑрса ятӑм, вара хампа мӗн пулнине каласа патӑм та пулӑшу ыйтрӑм. Вӗсем мана ыталаса илчӗҫ, мана ӑнланатпӑр терӗҫ тата пулӑшма сӑмах пачӗҫ». Илариан ашшӗпе амӑшӗ вӑраха ямасӑр ӑна пухура туссем тупма пулӑшнӑ.

15. Иисус ҫынсемпе хутшӑннӑ чухне унӑн ӑнкарулӑхӗ мӗнле палӑрса тӑни ҫинчен каласа парӑр.

15 Иисус тепӗр енчен те ӑнкаруллӑ пулнӑ: вӑл хӑйӗн вӗренекенӗсен лайӑх енӗсене те асӑрханӑ. Сӑмахран, Нафанаил Иисус Назаретран пулнине илтсен ҫапла каланӑ: «Назаретран мӗн ырри пулма пултартӑр?» (Иоанн 1:46.) Ҫакӑн пек сӑмахсене илтнӗ хыҫҫӑн эсир Нафанаил пирки мӗн шутланӑ пулӑттӑр? Вӑл ыттисене тиркеме юратать, ҫынна камне кура уйӑрать тата унӑн ӗненӳ ҫитсех каймасть тенӗ пулӑттӑрччӗ-и? Анчах та Иисус унра лайӑххине курнӑ. Иисус ун пирки «чӑн-чӑн Израиль ҫынни, унра чеелӗх ҫук» тенӗ (Иоанн 1:47). Иисус ҫын чӗринче мӗн пуррине курма пултарнӑ, ҫав пултарулӑхпа усӑ курса вӑл ыттисенче лайӑххине асӑрханӑ.

16. Эсир хӑвӑрӑн ҫула ҫитмен ачӑра лайӑх енӗсене аталантарма пулӑшас тесе мӗн тума пултаратӑр?

16 Эпир, паллах ӗнтӗ, ҫын чӗринче мӗн пуррине курма пултараймастпӑр, ҫав-ҫавах Турӑ пулӑшнипе ӑнкаруллӑ пулма, ҫапла вара хамӑрӑн ҫула ҫитмен ачара лайӑххине асӑрхама пултаратпӑр. Никама та хӑйӗн пирки ыттисем ниме тӑман ҫын тесе шутлани килӗшмест. Ҫавӑнпа та хӑвӑрӑн ывӑла е хӗре нихӑҫан та «чарусӑр, юрӑхсӑр ача» тесе ан калӑр, ҫакӑ сирӗн шухӑшра та ан пултӑр. Ун вырӑнне унӑн лайӑх енӗсене асӑрхама тӑрӑшӑр, ҫавӑн пекех вӑл тӗрӗссине тӑвасшӑн пулни пирки ан иккӗленӗр. Вӑл кӑштах лайӑхланма пуҫланине те курма тӑрӑшӑр, ҫавӑншӑн ӑна мухтаса илӗр. Май пулсанах ӑна пысӑкрах та пысӑкрах ӗҫсем шанса панипе лайӑх енӗсене аталантарма пулӑшӑр. Иисус шӑп ҫапла тунӑ та. Нафанаилпа (ҫавӑн пекех ӑна Варфоломей тесе чӗннӗ) тӗл пулнӑ хыҫҫӑн ҫулталӑк ҫурӑ иртсен, вӑл ӑна апостол пулма суйласа лартнӑ, вара Нафанаил Иисус хушнӑ ӗҫе шанчӑклӑн туса тӑнӑ (Лука 6:13, 14; Ап. ӗҫ. 1:13, 14). Ҫавӑнпа та хӑвӑр ачӑра хавхалантарӑр тата ырласа илӗр. Ҫакна пула вӑл хӑйне ним тума та пултарайман ҫын пек туяс вырӑнне, Иеговӑна савӑнтарма пултаракан пултаруллӑ христианин пек туйӗ.

АЧӐРСЕНЕ ВӖРЕНТНИ СИРЕ ПЫСӐК САВӐНӐҪ ПАРӖ

17, 18. Хӑвӑрӑн ҫула ҫитмен ачӑрсене Иеговӑшӑн ӗҫлеме вӗрентес тесе мӗншӗн сирӗн вӑй хумалла?

17 Эсир, ашшӗ-амӑшӗсем, хӑш-пӗр чухне хӑвӑра Павел апостол пекех туйма пултаратӑр. Вӑл хӑш-пӗр христиансемшӗн, хӑйӗншӗн ачасем пек пулнӑскерсемшӗн, куляннӑ. Вӑл вӗсене Иегова ҫинчен пӗлме пулӑшнӑ тата хытӑ юратнӑ. Ҫавӑнпа та вӗсенчен хӑш-пӗрисем Иеговӑшӑн ӗҫлеме пӑрахма пултарни ӑна питӗ хурлантарнӑ (2 Кор. 2:4; 1 Кор. 4:15). Икӗ ывӑлпа пӗр хӗре пӑхса ӳстернӗ Виктор калать: «Ачасем яшсемпе хӗрсем пулса пынӑ вӑхӑтра пурте ҫӑмӑлах пулмарӗ. Ҫав-ҫавах япӑххинчен ытларах лайӑххи пулчӗ. Иегова пулӑшнине пула эпир хамӑр ачасемпе ҫывӑх туссем пулса тӑтӑмӑр».

18 Хӑвӑр ачӑрсене Иеговӑшӑн ӗҫлеме вӗрентес тесе мӗн тума пултарнине пурне те тӑвӑр. Вӗсене питӗ хытӑ юратнине кӑтартӑр, вара вӗсем Турӑшӑн ӗҫлеме шут тытнӑ хыҫҫӑн малалла та уншӑн шанчӑклӑ ӗҫлесе тӑни сире калама ҫук пысӑк савӑнӑҫ парӗ (3 Иоанн 4).

^ 13 абз. Ашшӗ-амӑшӗсене ҫакна пӑхса тухни усӑллӑ пулнӑ пулӗччӗ: «Ответы на твои вопросы» кӗнеке, I том, 317 страница тата II том, 136—141 страницӑсем.