ХУПЛАШКА ҪИНЧИ ТЕМА | БИБЛИ МӖНЛЕ УПРАНСА ЮЛНӐ?
Мӗншӗн ҫакна пӗлмелле
Тӗн кӗнекисем хушшинче Библи ятарлӑ вырӑн йышӑнать. Нимле кӗнеке те ӗмӗрсем хушши этемлӗх ҫине ҫавӑн пек вӑйлӑ витӗм кӳмен. Ҫав вӑхӑтрах пӗр кӗнекене те Библие тӗпченӗ пек тӗпчемен тата критикленӗ пек критиклемен.
Сӑмахран, хӑш-пӗр ученӑйсем хальхи Библие шансах кайма кирлӗ мар теҫҫӗ. Тӗн енӗпе ӗҫлекен пӗр профессор акӑ мӗн калать: «Эпир чи малтанхи текст паянхи кунччен ним улшӑнмасӑр упранса юлнӑ тесе калама пултараймастпӑр. Пирӗн алӑра нумай йӑнӑшлӑ кописем ҫеҫ. Ҫав алҫырусене нумайӑшне оригинала ҫырнӑранпа темиҫе ӗмӗр иртсен кӑна ҫырнӑ, вӗсенче вара пин-пин уйрӑмлӑх пурри курӑнать».
Теприсем хӑйсем тытса тӑракан тӗн вӗрентӗвӗсене пула Библи шанӑҫа тивӗҫлӗ кӗнеке пулни пирки иккӗленеҫҫӗ. Сӑмахран, Файзал ятлӑ арҫын христиансен тӗнне тытса тӑман ҫемьере ҫуралса ӳснӗ тата ӑна Библи вӑл сӑваплӑ кӗнеке, анчах та унта улшӑнусем кӗртнӗ тесе каласах танӑ. Вӑл каласа парать: «Ҫавна пула эпӗ хампа Библи ҫинчен калаҫас текен ҫынсене шансах каймастӑмччӗ. Тепӗр тесен вӗсен чӑн-чӑн Библи ҫук вӗт. Унта улшӑнусем кӗртнӗ-ҫке!»
Библи ним улшӑнмасӑр тӑрса юлнине пӗлни чӑнах та кирлӗ-и? Ҫакна ӑнланас тесе ҫак ыйтусем ҫинчен шухӑшласа пӑхӑр. Библире питӗ чаплӑ пуласлӑх пулать тесе сӑмах панӑ, енчен те ҫавӑн пек сӑмахсем чи малтанхи текстра чӑнах та пулни пирки эсир иккӗленетӗр пулсан, ҫавӑн пек сӑмах панине шаннӑ пулӑттӑрччӗ-ши? (Рим 15:4.) Хальхи Библи авалхи алҫырусене йӑнӑшсем туса ҫырса илнӗ текстсенчен ҫеҫ тӑрать пулсан, эсир ҫемьепе, ӗҫпе е Турра пуҫҫапассипе ҫыхӑннӑ ыйтусенче кирлӗ йышӑнусем тунӑ чухне Библи принципӗсемпе усӑ курнӑ пулӑттӑрччӗ-ши?
Библин чи малтанхи тексчӗсем упранса юлман пулин те, эпир унӑн авалхи пин-пин алҫырӑвне пӑхса тухма пултаратпӑр. Ҫав алҫырусем вӑхӑт иртнӗҫемӗн юрӑхсӑра тухса пынине, вӗсене тӗп тума тӑрӑшнине тата унти текста улшӑнусем кӗртме хӑтланнине пӑхмасӑрах мӗнле майпа упранса юлма пултарнӑ? Ҫакӑ пире хальхи Библие тата ытларах шанма мӗнле пулӑшӗ? Ҫак ыйтусем ҫине мӗнле хурав панине пӗлес тесе ҫакӑн хыҫҫӑнхи статьясене пӑхса тухӑр.