Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

ХУПЛАШКА ҪИНЧИ ТЕМА | ЙӐПАТУПА ЛӐПЛАНУ ӐҪТА ТУПМА ПУЛАТЬ?

Йӑпатупа лӑплану пире пурне те кирлӗ

Йӑпатупа лӑплану пире пурне те кирлӗ

Ача чухне эсир хӑвӑр мӗнле ӳкнине астӑватӑр-и? Тен, эсир аллуна е чӗркуҫҫине шӑйӑрттарнӑ. Ун чухне аннӳ сире мӗнле лӑплантарнине аса илӗр-ха. Тен, вӑл сурана тасатнӑ хыҫҫӑн пластырьпе ҫыпӑҫтарнӑ. Эсир макӑрнӑ, анчах аннӳ сире ыталаса илни тата унӑн ҫепӗҫ сасси сире хӑвӑртах лӑпланма пулӑшнӑ. Ҫав самантра эсир нихӑҫанхинчен те ытларах йӑпату вӑйне туйса илнӗ.

Эпир ҫитӗнсе пынӑҫемӗн пурнӑҫ та кӑткӑсланса пырать. Йывӑрлӑхсем ӳссе пыраҫҫӗ, лӑпланупа йӑпатӑва вара тупма йывӑртарах та йывӑртарах. Шел пулин те, аслисен проблемисене суран ҫине пластырь хунипех тата анне ыталаса илнипех татса пама май ҫук. Ҫакна темиҫе тӗслӗх ҫирӗплетсе парать.

  • Ӗҫсӗр тӑрса юласси пулнӑ-и сирӗн? Хулиан хӑйне ӗҫрен кӑларса ярсан пӗтӗмпех аптраса ӳкрӗм тесе калать. «Хамӑн ҫемьене манӑн мӗнле тӑрантарса усрамалла?! — тесе хуйхӑрнӑ вӑл.— Эпӗ ҫав компанишӗн темиҫе ҫул ӗҫлерӗм, халӗ вара эпӗ вӗсене кирлӗ мар иккен!»

  • Тен, эсир хӑвӑрӑн мӑшӑрлӑ пурнӑҫу арканнӑран хуйхӑратӑр. «Ҫулталӑк ҫурӑ каялла упӑшка мана кӗтмен ҫӗртен пӑрахса кайсан, ҫакӑ мана питӗ кулянтарса ӳкерчӗ. Чӗре ҫурмалла пайланса кайнӑ пек туйӑнчӗ мана! — аса илет Ракель.— Манӑн кӗлетке те, чун та ыратрӗ. Ҫакӑ мана хӑратрӗ».

  • Тен, сирӗн сывлӑх япӑх, самайланас пек те туйӑнмасть. Хушӑран эсир хӑвӑра Библире каланӑ Иов ятлӑ ҫын пекех туйма пултаратӑр. Вӑл каланӑ: «Пурӑнӑҫ йӗрӗнтерсех ҫитерчӗ» (Иов 7:16). Тен, сирӗн туйӑмсем 80-ран иртнӗ Луисӑн туйӑмӗсем пекех. Вӑл каланӑ: «Хӑш-пӗр чухне эпӗ вилӗме кӗтсе ларатӑп ҫеҫ».

  • Тен, юратнӑ ҫын вилнӗрен сире йӑпату питӗ кирлӗ. «Мана хамӑн ывӑл авиакатастрофӑра вилнӗ тесе пӗлтерсен, чи малтан манӑн ҫакна ӗненес килмерӗ,— аса илет Роберт.— Унтан ырату килчӗ, Библире каланӑ пек, хӗҫ каснӑ пек, чуна касакан ырату килчӗ» (Лука 2:35).

Роберт, Луис, Ракель тата Хулиан ҫавнашкал йывӑр лару-тӑрура та лӑпланупа йӑпату тупнӑ. Вӗсем чӑн-чӑн йӑпату пама пултаракан Турӑ — Пурне те Тума Пултаракан Турӑ — пуррине ӑнланса илнӗ. Турӑ мӗнле лӑплантарать тата йӑпатать? Вӑл сире йӑпатма пултарать-и?