Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

ХУПЛАШКА ҪИНЧИ ТЕМА | ЙӐПАТУПА ЛӐПЛАНУ ӐҪТА ТУПМА ПУЛАТЬ?

Турӑ паракан йӑпатупа лӑплану

Турӑ паракан йӑпатупа лӑплану

Павел апостол Иегова * пирки «кирек хӑҫан та лӑплантаракан Турӑ... пире пур тӗрлӗ хурлӑхра та лӑплантарать» тенӗ (2 Коринф 1:3, 4). Турӑ пурне те пулӑшма пултарать тата пирӗн пурнӑҫра кирек мӗнле инкек сиксе тухсан та пирӗн ҫӳлти Аттемӗр пире лӑплантарма тата йӑпатма пултарать тесе шантарать Библи.

Турӑ пире лӑплантартӑр тата йӑпаттӑр тесен пирӗн те хамӑр енчен мӗн те пулин тумалла. Эпир тухтӑр патне каймасан, вӑл пире пулӑшма пултарӗ-и? Библире каланӑ: «Пӗр-пӗринпе калаҫса татӑлмасӑр иккӗн пӗрле ҫула тухаҫҫӗ-и?» (Амос 3:3.) Ҫавӑнпа ӗнтӗ Библи пире ҫакна тума хавхалантарать: «Турӑ патне ҫывӑхарӑр, Вӑл та сирӗн пата ҫывӑхарӗ» (Иаков 4:8).

Анчах та Турӑ пирӗнпе ҫывӑхланасшӑн пулнине эпир ӑҫтан пӗлме пултаратпӑр? Пӗрремӗшӗнчен, вӑл хӑй пире пулӑшасшӑн пулни ҫинчен ҫине-ҫинех калать. ( Рамкӑна пӑхӑр.) Иккӗмӗшӗнчен, Турӑран лӑпланупа йӑпату илнӗ ҫынсен — ӗлӗкхи тата хальхи ҫынсен — тӗслӗхӗсем пур пирӗн.

Турӑра пулӑшу шыракан хальхи ҫынсем пекех, Давид патша та нумай инкек тӳссе ирттернӗ. «Хӑвна тархасланӑ чухне... манӑн тархаслакан сассӑма илтсемччӗ»,— тесе йӑлӑннӑ Давид пӗррехинче Иеговӑна. Турӑ ӑна хуравланӑ-и? Ҫапла. Давид каланӑ: «Вӑл мана пулӑшрӗ, вара чӗрем хӗпӗртенчӗ» (Псалом 27:2, 7).

ХУЙХӐРАКАНСЕНЕ ЙӐПАТАС ТӖЛӖШРЕН ИИСУС ХРИСТОСӐН ПӖЛТЕРӖШӖ

Турӑ ирӗкӗ тӑрӑх, ҫынсене лӑплантарас тата йӑпатас тӗлӗшрен Иисус Христос тӗп вырӑн йышӑнать. Турӑ Иисуса хушнӑ ӗҫсенчен пӗри — вӑл ӑна ҫӗр ҫине «хуйхӑпа касӑлнӑ чӗреллисене лӑплантарма» тата «пур кулянакана та йӑпатма» янӑ (Исаия 61:1, 2). Малтанах каласа хунӑ пекех, «асапланакансемпе, хӗн-хур куракансемпе» Иисус уйрӑмах тимлӗ пулнӑ (Матфей 11:28—30, ҪС).

Иисус ҫынсене вырӑнлӑ канашсем панипе, вӗсемпе ырӑ пулнипе тата хӑш-пӗр чухне вӗсене чирсенчен сыватнипе йӑпатнӑ. Пӗррехинче тилҫеллӗ ҫын Иисуса тархасланӑ: «Тасатас тесессӗн Эсӗ мана тасатма пултаратӑн». Иисус ӑна хӗрхенсе ҫапла каланӑ: «Тасатас тетӗп, тасал» (Марк 1:40, 41). Вара тилҫеллӗ ҫын сывалнӑ.

Пире кашнине лӑплантармашкӑн Иисус халӗ ҫӗр ҫинче мар пулин те, унӑн Ашшӗ Иегова, «кирек хӑҫан та лӑплантаракан Турӑ», пулӑшу кирлисене унчченхи пекех пулӑшса тӑрать (2 Коринф 1:3). Турӑ пире мӗнле тӑватӑ майпа йӑпатса тӑнине пӑхса тухар.

  • Библи. «Тӳсӗмлӗ пулса, Ҫыру сӑмахӗпе лӑпланса шанӑҫа татмасӑр пурӑнтарасшӑн ӗлӗк мӗн ҫырнине пурне те пире ӳкӗтлесе ҫырнӑ» (Рим 15:4).

  • Святой сывлӑш. Пирӗн эрӑри I ӗмӗрте Иисус вилнӗ хыҫҫӑн кӑштах вӑхӑт иртсен христиансен пухӑвӗсем «пурте канлӗ пурӑннӑ... Турӑран хӑраса тӑнӑ; Святой Сывлӑш лӑплантарса тӑнипе вӗсем йышлӑланса пынӑ» (Апостолсен ӗҫӗсем 9:31, ҪС). Мӗншӗн ҫавӑн пекки пулма пултарнӑ? Туррӑн святой сывлӑшне, унӑн ӗҫ туса тӑракан хӑватлӑ вӑйне, пула. Турӑ унпа усӑ курса кирек кама та кирек мӗнле лару-тӑрура та лӑплантарма тата йӑпатма пултарать.

  • Кӗлӗ. «Нимӗншӗн те ан чӑрманӑр [е ан пӑшӑрханӑр]»,— тенӗ Библире. Ун вырӑнне унта каланӑ: «Кӑмӑлӑр туртнине яланах Турра тав туса каласа парӑр, вара Турӑ сире нимӗнле ӑс та пӗлейми канӑҫлӑх парса, Христоспа пӗрлештерсе сирӗн чун-чӗрӗре, сирӗн ӑстӑнӑра сыхласа усрӗ» (Филиппӑ 4:6, 7).

  • Ытти христиансем. Хамӑрпа пӗр пек ӗненекен чӑн-чӑн туссем пире лӑплантарма тата йӑпатма пултараҫҫӗ. Павел апостол хӑйӗн юлташӗсем пирки йывӑр вӑхӑтра «маншӑн тем тӗрлӗ савӑнӑҫ пулчӗҫ» тенӗ (Колоссӑ 4:11; 1 Фессалоника 3:7).

Анчах та эсир, тен, ҫакӑ усӑ панипе паманнине пӗлесшӗн. Айтӑр унччентерех асӑннӑ йывӑрлӑхсемпе тӗл пулнӑ ҫынсен тӗслӗхӗсене пӑхса тухар. Вӗсем пекех эсир те Турӑ хӑйӗн чуна ӑшӑтакан ҫак сӑмахӗсене мӗнле пурнӑҫланине курма пултаратӑр: «Амӑшӗ ывӑлне епле йӑпатать, Эпӗ те сире ҫапла йӑпатӑп» (Исаия 66:13).

^ 3 абз. Библире каланӑ тӑрӑх, Иегова — Турӑ ячӗ.