Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

ХУПЛАШКА ҪИНЧИ ТЕМА | ЙӐПАТУПА ЛӐПЛАНУ ӐҪТА ТУПМА ПУЛАТЬ?

Йывӑр вӑхӑтра йӑпатупа лӑплану

Йывӑр вӑхӑтра йӑпатупа лӑплану

Инкек тӗрлӗрен пулма пултарать. Унччентерех асӑннӑ тӑватӑ лару-тӑрӑва пӑхса тухар. Ҫынсем хӑйсене йывӑр килнӗ чухне Турӑран йӑпатупа лӑплану мӗнле илнине асӑрхама тӑрӑшӑр.

ӖҪСӖР ТӐРСА ЮЛНИ

«Эпӗ кирек мӗнле ӗҫе те тиркемесӗр тума вӗрентӗм тата эпир кирлех мар тӑкаксене чакартӑмӑр» (Джонатан)

«Эпир арӑмпа пӗр вӑхӑтра ӗҫсӗр тӑрса юлтӑмӑр,— аса илет Сет *.— Икӗ ҫул хушши эпир тӑван-хурӑнташсем пулӑшса тӑнипе тата хутран-ситрен ӗҫлесе илнӗ укҫапа пурӑнтӑмӑр. Ҫавна пула манӑн арӑм, Приссилла, хуйха ӳкрӗ, эпӗ вара хама ниме тӑман ҫын пек туйма пуҫларӑм.

Ҫаксене пурне те эпир мӗнле ҫӗнтертӗмӗр? Матфей 6:34-мӗшӗнче ҫырса хунӑ Иисусӑн сӑмахӗсене Приссилла хӑйне яланах аса илтерсе тӑнӑ. Иисус каланӑ тӑрӑх, пирӗн ыранхи куншӑн кулянма кирлӗ мар, мӗншӗн тесен кашни кунӑн хӑйӗн йывӑрлӑхӗсем пулӗҫ. Арӑм хӗрӳллӗн кӗлтунӑ, ҫакӑ вара ӑна ҫирӗп пулма вӑй панӑ. Мана Псалом 54:23-мӗшӗнчи сӑмахсем йӑпатрӗҫ. Псалом юрлакан пекех, эпӗ хамӑн хуйха Иеговӑна шанса патӑм, вара вӑл мана пулӑшнине туйса илтӗм. Халӗ манӑн ӗҫ пур пулин те, эпир Матфей 6:20—22-мӗшӗнче ҫырса хунӑ Иисусӑн канашӗ тӑрӑх ансат пурнӑҫпа пурӑнма тӑрӑшатпӑр. Ҫавна пула эпир Иеговӑпа та, пӗр-пӗринпе те ҫывӑхлантӑмӑр».

«Пирӗн ҫемьен пӗчӗк бизнесӗ аркансан, эпӗ малашне пирӗнпе мӗн пулӗ-ши тесе хӑрама пуҫларӑм,— каласа парать Джонатан.— Экономика кризисне пула эпир 20 ҫул хушши вӑй хуни пӗтӗмпех сая кайрӗ. Эпир арӑмпа укҫа пирки пӗр-пӗринпе тавлашма пуҫларӑмӑр. Эпир кредит карттипе те усӑ курма пултарайман, мӗншӗн тесен унпа ним те туянма пултараймасран хӑранӑ.

Библи тата святой сывлӑш пире тӗрӗс йышӑнусем тума пулӑшрӗҫ. Эпӗ кирек мӗнле ӗҫе те тиркемесӗр тума вӗрентӗм тата эпир кирлех мар тӑкаксене чакартӑмӑр. Иегова Свидетелӗсем пулнӑ май хамӑрпа пӗр пек ӗненекенсем те пирӗнпе тимлӗ пулчӗҫ. Пире уйрӑмах йывӑр килнӗ чухне вӗсем пире яланах пулӑшса тӑчӗҫ, ҫапла вара халран кайма памарӗҫ».

МӐШӐРЛӐ ПУРНӐҪ АРКАННИ

«Упӑшка мана кӗтмен ҫӗртен пӑрахса кайсан, эпӗ чи малтан тарӑхса кайрӑм тата ҫакӑ мана питӗ кӳрентерчӗ,— аса илет Ракель.— Манӑн кӑмӑл питӗ пусӑрӑннӑччӗ. Анчах та эпӗ Турӑран пулӑшу ыйтрӑм, вара вӑл мана йӑпатрӗ. Кунсерен кӗлтуни манӑн чуна канӑҫлӑх пачӗ. Эпӗ Турӑ манӑн суранланса пӗтнӗ чӗрене сипленине туйса илтӗм.

Турӑ Сӑмахне, Библие, пула эпӗ хамӑн тарӑхӑва та, кӳренӗве те ҫӗнтерме пултартӑм. Мана Рим 12:21-мӗшӗнче ҫырса хунӑ Павел апостолӑн канашӗ питӗ пулӑшрӗ: «Сана усал ан парӑнтартӑр, эсӗ ху усала ырӑпа парӑнтарса тӑр».

«Хӑш-пӗр чухне „ҫухатмалли вӑхӑт“ пулнипе ҫырлахма тивет. [...] Халӗ манӑн пурнӑҫра ҫӗнӗ тӗллевсем пур» (Ракель)

Пӗр ҫывӑх тус мана малалла пурӑнма кирлине ӑнланса илме пулӑшрӗ. Вӑл мана Екклесиаст 3:6-мӗшӗнчи сӑмахсене кӑтартрӗ те пирӗн хӑш-пӗр чухне «ҫухатмалли вӑхӑт» пулнипе ҫырлахма тивет тесе ыррӑн аса илтерчӗ. Ҫак канаша йышӑнма ҫӑмӑлах мар пулчӗ, анчах шӑп ҫакӑн пек канаш кирлӗ пулнӑ та. Халӗ манӑн пурнӑҫра ҫӗнӗ тӗллевсем пур».

«Мӑшӑрлӑ пурнӑҫ аркансан, сана пулӑшу кирлӗ,— калать Элизабет.— Манӑн ҫывӑх тус пур, вӑл маншӑн шӑп ҫавӑн пек пулӑшу пулса тӑчӗ те. Вӑл манпа пӗрле макӑрчӗ, мана йӑпатрӗ тата мана хама пӑрахнӑ ҫын пек мар, юратнӑ ҫын пек туйма пулӑшрӗ. Иегова ун урлӑ манӑн чунри сурансене сыватрӗ тесе шутлатӑп эпӗ».

ЧИР-ЧӖР ТАТА ВАТЛӐХ

«Кӗлтунӑ хыҫҫӑн эпӗ хама Турӑ хӑйӗн сывлӑшӗпе усӑ курса пулӑшнине туятӑп» (Луис)

Чи малтанхи статьяра асӑннӑ Луис чӗре чирӗпе хытӑ чирлет. Вӑл икӗ хутчен вилес патнех ҫитнӗ пулнӑ. Халӗ Луиса талӑкра 16 сехет хушши кислород парса тӑмалла. «Эпӗ пӗр вӗҫӗмсӗр Иеговӑна кӗлтӑватӑп,— калать вӑл.— Кӗлтунӑ хыҫҫӑн эпӗ хама Турӑ хӑйӗн сывлӑшӗпе усӑ курса пулӑшнине туятӑп. Кӗлтуни мана малалла пурнӑҫшӑн кӗрешме хӑюлӑх парать, мӗншӗн тесен эпӗ Турра ӗненетӗп тата вӑл маншӑн тӑрӑшнине пӗлетӗп».

«Манӑн нумайӑшне тӑвас килет, анчах ҫавсене тума пултараймастӑп,— калать 80-ран иртнӗ Петра.— Вӑй чаксах-чаксах пынине курма питӗ хӗн. Манӑн кӗлетке питӗ вӑйсӑр, ҫавӑнпа та эпӗ эмелсемсӗр пурӑнма пултараймастӑп. Эпӗ Иисус хӑйӗн Ашшӗне, май пулсан, йывӑрлӑхран хӑтарсамччӗ тесе ыйтнине час-часах аса илетӗп. Анчах та Иегова ҫавна тӑвас вырӑнне Иисуса тӗреклетнӗ. Апла пулсан, Турӑ мана та тӗреклетет. Кӗлӗ вӑл — манӑн кулленхи эмел. Турӑпа калаҫнӑ хыҫҫӑн эпӗ хама лайӑхрах туятӑп» (Матфей 26:39).

Ҫакӑнпа 30 ҫул патнелле склерозпа чирлекен Хулиан ятлӑ арҫын та килӗшет. «Эпӗ директор креслинчен инвалид кресли ҫине лартӑм,— калать вӑл.— Анчах манӑн пурнӑҫ ним усӑсӑр иртет теме ҫук, мӗншӗн тесен эпӗ хамӑн пурнӑҫа ыттисене пулӑшас ӗҫе халалланӑ. Ҫынсене пулӑшнӑ чухне хӑвна лайӑхрах туйма пуҫлатӑн. Ҫавӑн пекех Иегова пире йывӑр вӑхӑтра тӗреклетме сӑмах панине тытать. Павел апостол пекех, эпӗ ҫапла калама пултаратӑп: „Хама хӑват парса тӑракана пула манӑн пурне те тума вӑй пур“» (Филиппӑ 4:13, ҪТ).

ҪЫВӐХ ҪЫННА ҪУХАТНИ

«Манӑн аттене машина ҫапса хӑварнине пӗлсен, эпӗ чи малтан ҫакна ӗненмерӗм,— аса илет Антонио.— Ҫакӑ чӑтма ҫук тӗрӗсмарлӑх, мӗншӗн тесен ҫак инкекшӗн вӑл пӗртте айӑплӑ мар вӗт. Анчах та эпӗ нимӗн те улӑштарма пултарайман. Вӑл пилӗк кун тӑна кӗмесӗр выртрӗ те унтан вилсе кайрӗ. Анне умӗнче макӑрмасӑр тӑрас тесе пӗтӗм вӑя хутӑм, анчах та пӗччен тӑрса юлсан татӑлса йӗтӗм. „Мӗншӗн капла пулса тухрӗ?!“— текен шухӑш пуҫран тухма пӗлмерӗ.

Ҫав йывӑр вӑхӑтра эпӗ Иеговӑна хамӑн туйӑмсене йӗркене кӗртме тата чун канӑҫлӑхне тупма пулӑшсам тесе йӑлӑнтӑм. Вӑхӑт иртнӗҫемӗн хама лайӑхрах туйма пуҫларӑм. Эпӗ хама Библире ӑнсӑртран пулакан инкекрен кашни хӗн курма пултарать тесе каланине аса илтерсех тӑтӑм. Турӑ суйма пултарайманнине эпӗ пӗлетӗп, ҫавӑнпа та хамӑн аттене, вӑл вилӗмрен чӗрӗлсе тӑрсан, каллех курасса шанатӑп» (Екклесиаст 9:11; Иоанн 11:25; Тит 1:1—3).

«Авиакатастрофа пирӗн ывӑлӑн пурнӑҫне татрӗ пулин те, пӗрле ирттернӗ телейлӗ самантсем чуна ӑшӑтакан асаилӳсем ҫуратаҫҫӗ» (Роберт)

Пӗрремӗш статьяра асӑннӑ Робертӑн туйӑмӗсем те ҫавнашкалах. Вӑл каласа парать: «Эпир арӑмпа иксӗмӗр Филиппӑ 4:6, 7-мӗшӗнче каланӑ канӑҫлӑха туйма пуҫларӑмӑр. Ҫак канӑҫлӑха эпир Иеговӑна кӗлтунине пула илтӗмӗр. Хамӑр ӑшра ҫав канӑҫлӑха туйнине пула эпир вилӗмрен чӗрӗлсе тӑрас шанчӑк пирки журналистсене каласа пама пултартӑмӑр. Авиакатастрофа пирӗн ывӑлӑн пурнӑҫне татрӗ пулин те, пӗрле ирттернӗ телейлӗ самантсем чуна ӑшӑтакан асаилӳсем ҫуратаҫҫӗ. Ҫав самантсем ҫинчен эпир ытларах шухӑшлама тӑрӑшатпӑр.

Хамӑрпа пӗр пек ӗненекенсем эпир хамӑр мӗне ӗненни ҫинчен лӑпкӑн каласа панине телевизорпа курсан питӗ тӗлӗнтӗмӗр тесе каларӗҫ. Пирӗншӗн нумайӑшӗ кӗлтунӑшӑн ҫавна тума пултартӑмӑр тесе эпир вӗсене ӑнлантарса патӑмӑр. Иегова пире ҫав ҫынсем тата вӗсен ырӑ сӑмахӗсем урлӑ пулӑшрӗ тесе шутлатӑп».

Ҫак илсе панӑ тӗслӗхсем Турӑ ҫынсене тӗрлӗ лару-тӑрура йӑпатма пултарнине кӑтартса параҫҫӗ. Вӑл сире йӑпатма пултарать-и? Эсир кирек мӗнле йывӑрлӑхпа тӗл пулсан та, йӑпатупа лӑплану яланах пур *. Ҫавӑнпа та, мӗншӗн Иеговӑран пулӑшу ыйтас мар? Асра тытӑр: вӑл «кирек хӑҫан та лӑплантаракан Турӑ» (2 Коринф 1:3).

^ 5 абз. Ҫак статьяра хӑш-пӗр ятсене улӑштарнӑ.

^ 23 абз. Эсир Турӑпа ҫывӑхланасшӑн пулсан тата унран йӑпату илесшӗн пулсан, хӑвӑр вырӑнти Иегова Свидетелӗсемпе ҫыхӑнӑр е ҫывӑхри филиала ҫыру ҫырса ярӑр.