Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

Мӗн вӑл Турӑ Патшалӑхӗ?

Мӗн вӑл Турӑ Патшалӑхӗ?

Мӗн вӑл Турӑ Патшалӑхӗ?

ХӐШ-ПӖРИСЕМ Турӑ Патшалӑхӗ вӑл ҫын чӗринче тесе шутлаҫҫӗ. Теприсем, ҫынсем пӗрлешсе ҫӗр ҫинче мирпе тӗрӗслӗх тусан Турӑ Патшалӑхӗ килет теҫҫӗ. Эсир мӗн шутлатӑр?

БИБЛИ МӖН КАЛАТЬ?

«Тӳпери Турӑ нихӑҫан арканми патшалӑх туса лартӗ... вӑл пур патшалӑха та [ҫынсен патшалӑхӗсене пурне те] аркатса тӑкӗ, хӑй вара ӗмӗр-ӗмӗрех пулӗ» (Даниил 2:44). Турӑ Патшалӑхӗ вӑл — чӑн-чӑн правительство.

БИБЛИРЕН ТАТА МӖН ПӖЛМЕ ПУЛАТЬ?

  •  Турӑ Патшалӑхӗ пӗлӗтрен ертсе пырать (Матфей 10:7; Лука 10:9).

  •  Ҫак Патшалӑхпа усӑ курса Турӑ тӳпере те, ҫӗр ҫинче те хӑйӗн ирӗкне пурнӑҫлӗ (Матфей 6:10).

Турӑ Патшалӑхӗ хӑҫан килет?

ЭСИР МӖН КАЛАНӐ ПУЛӐТТӐР?

  •  Ҫакна никам та пӗлмест

  •  Кӗҫех

  •  Нихӑҫан та

БИБЛИ МӖН КАЛАТЬ?

«Мӗн пур халӑхсене пӗлтермешкӗн пӗтӗм тӗнчипех Турӑ Патшалӑхӗ ҫинчен ҫак Ырӑ Хыпара сарӗҫ. Пӗтес вӑхӑт ҫавӑн чухне ҫитӗ» (Матфей 24:14, ҪХ). Ырӑ хыпара пӗтӗм ҫӗр ҫийӗпе пӗлтерсе тухсан Турӑ Патшалӑхӗ ҫак йӗркесӗр тӗнчене пӗтерӗ.

БИБЛИРЕН ТАТА МӖН ПӖЛМЕ ПУЛАТЬ?

  •  Турӑ Патшалӑхӗ хӑҫан килессине ҫӗр ҫинче никам та тӗп-тӗрӗс пӗлмест (Матфей 24:36).

  •  Библире каланӑ пророкла сӑмахсем Турӑ Патшалӑхӗ кӗҫех килессине кӑтартса параҫҫӗ (Матфей 24:3, 7, 12).