Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

Иегова панӑ парнесемпе пуринпе те усӑ курӑр

Иегова панӑ парнесемпе пуринпе те усӑ курӑр

«Эпӗ — Ҫӳлхуҫа, санӑн Турру, сана ырра вӗрентекенӗ» (ИС. 48:17).

ЮРӐСЕМ: 20, 37

1, 2. а) Иегова Свидетелӗсем Библи ҫине мӗнле пӑхаҫҫӗ? ӑ) Библин хӑш пайне вулама сире уйрӑмах килӗшет?

ИЕГОВА СВИДЕТЕЛӖСЕМ Библие юратаҫҫӗ. Вӑл ӑслӑ канашсем парать тата вӗрентет, чуна лӑплантарать тата шанчӑк парать (Рим 15:4). Сӑваплӑ Ҫыру пирӗншӗн этем ӑслӑлӑхӗн пуххи мар, эпир «ӑна чӑнах Турӑ Сӑмахӗ тесе» йышӑнатпӑр (1 Фес. 2:13).

2 Паллах, пирӗн кашнин Библире юратнӑ вырӑнсем пур. Хӑшӗ-пӗрисене Евангелисене вулама питӗ килӗшет, унта Иисусӑн сӑмахӗсемпе ӗҫӗсем ҫинчен вулани вӗсене Туррӑн тӗлӗнмелле лайӑх енӗсене курма пулӑшать (Иоанн 14:9). Теприсем вара Библири пророкла кӗнекесене, ҫав шутрах кӗҫех мӗн пуласси ҫинчен ҫырса кӑтартнӑ Ӳлӗмхине кӗнекене те, пуҫ ҫӗклемесӗр тенӗ пекех вулаҫҫӗ (Ӳлӗм. 1:1). Ҫавӑн пекех пирӗнтен хӑшӗ Псалом кӗнекинче лӑплантаракан шухӑшсене вуламан-ши тата Ытарӑшсем кӗнекинче усӑллӑ канашсем тупман-ши! Чӑнах та, Библи — пурин валли те ҫырнӑ кӗнеке!

3, 4. а) Хамӑрӑн публикацисем ҫине эпир мӗнле пӑхатпӑр? ӑ) Ятарласа Иегова Свидетелӗсем валли ҫырнӑ публикацисемсӗр пуҫне эпир тата мӗнле публикацисене илсе тӑратпӑр?

3 Эпир Библие питӗ хаклатпӑр, ҫавӑнпа пире ун ҫинче никӗсленнӗ публикацисене те вулама питӗ килӗшет. Эпир илсе тӑракан кӗнекесем, брошюрӑсем, журналсем тата ытти публикацисем — пурте Иегова панӑ парнесем. Вӗсем пире сыхӑ тӑма, Турӑпа ҫывӑхланма тата хамӑрӑн ӗненӗве ҫирӗплетме пулӑшаҫҫӗ (Тит 2:2).

4 Иегова Свидетелӗсем валли ҫырнӑ публикацисемсӗр пуҫне эпир тӗрлӗ йышши ҫынсем валли кӑларнӑ публикацисене те илсе тӑратпӑр. Тӗслӗхрен, хӑш-пӗр статьясене ҫамрӑксем валли ҫырнӑ, теприсене — ашшӗ-амӑшӗсем валли. Пичетлесе кӑларнӑ публикацисенчен тата пирӗн сайтри статьясенчен нумайӑшне Свидетель мар ҫынсем валли ҫырнӑ. Пирӗн чӑнах та питӗ нумай тӗрлӗрен публикаци. Ҫакӑ Иегова хӑй сӑмах панине — «пур халӑхсем валли чи паха апатран... ӗҫкӗ-ҫикӗ хатӗрл[ӗп]» тенине — пурнӑҫа кӗртнине кӑтартать (Ис. 25:6).

5. Эпир публикацисене вулама вӑхӑт уйӑрма тӑрӑшни ҫине Иегова мӗнле пӑхать?

5 Тен, пирӗн Библи ҫинче никӗсленнӗ публикацисене вуламашкӑн ытларах вӑхӑт уйӑрас килет. Эпир «вӑхӑта ахаль» ирттерменнине, Библи вулама тата хамӑр тӗллӗн вӗренме тӑрӑшнине Иегова питӗ хаклать (Эф. 5:15, 16). Паллах, хӑш-пӗр чухне публикацисене пурне те тӗплӗн вӗренме вӑхӑт ҫитмесен те пултарать. Апла пулин те, пирӗн пӗр таната пирки манса каймалла мар. Мӗнле таната пирки?

6. Мӗнле сӑлтавсене пула эпир Иегова панӑ хӑш-пӗр парнесенчен усӑ илмесӗрех юлма пултаратпӑр?

6 Хушӑран пӗр-пӗр публикаци е Библири пӗр-пӗр сыпӑк пирӗншӗн усӑллӑ мар пек туйӑнма пултарать. Тен, Библин пӗр-пӗр пайне вуланӑ чухне эпӗ ҫакӑнпа хамӑн лару-тӑрура усӑ кураймастӑп тесе шутлатпӑр. Е пӗр-пӗр кӗнеке е брошюра пирки ку ман валли мар, ыттисем валли ҫырнӑ теме пултаратпӑр. Ҫавӑн пек шухӑшсем ҫуралсан эпир ҫав материала ҫиелтен вуланипех ҫырлахма е пачах вуламасӑр хӑварма пултаратпӑр. Ҫапла вара хамӑра кирлӗ шухӑшсене пӗлмесӗрех юлатпӑр. Ҫак танатана лекес мар тесен мӗн тумалла? Чи малтан ҫак публикацисем Иегова панӑ парнесем пулнине асра тытмалла. Исаия пророк урлӑ вӑл акӑ мӗн каланӑ: «Эпӗ — Ҫӳлхуҫа, санӑн Турру, сана ырра вӗрентекенӗ» (Ис. 48:17). Айтӑр виҫӗ канаша пӑхса тухар, вӗсем пире кирек мӗнле публикацие е Библин пайне вуланӑ чухне усӑ илме пулӑшӗҫ.

БИБЛИ ВУЛАНӐ ЧУХНЕ УСӐ ИЛМЕ ПУЛӐШАКАН КАНАШСЕМ

7. Библи вулама мӗншӗн хамӑрӑн ӑс-тӑна хатӗрлемелле?

7 Туррӑн Сӑмахне вулама ӑс-тӑна хатӗрлӗр. Библире уҫҫӑн каланӑ: «Турӑ Ҫырӑвне пӗтӗмпех Турӑ Сывлӑшӗ пӗлтернипе ҫырнӑ; вӑл усӑллӑ» (2 Тим. 3:16). Паллах ӗнтӗ, Библин хӑш-пӗр пайӗсене чи малтан уйрӑм ҫынсем е ҫынсен ушкӑнӗ валли ҫырнӑ пулнӑ. Ҫавӑнпа Сӑваплӑ Ҫырури сӑмахсем пире хӑш енчен усӑ пама пултарассине ӑнланмашкӑн хамӑрӑн ӑс-тӑна хатӗрлемелле. Пӗр арҫын тӑван каласа парать: «Библи вуланӑ чухне эпӗ сӑвӑ йӗркисенче усӑллӑ шухӑш пӗрре анчах мар пулма пултарнине асра тытма тӑрӑшатӑп. Ҫакӑ мана тӳрех курӑнман шухӑшсене шыраса тупма хавхалантарать». Библи вулас умӗн эпир Иеговӑран хӑвӑн Сӑмахна ӑнланма, эсӗ пире мӗне вӗрентесшӗн пулнине курма ӑс-тӑн пар тесе ыйтма пултаратпӑр (Езд. 7:10; Иаков 1:5 вуласа пар).

Библи вуланӑ чухне эсир ытларах усӑ илес тесе тӑрӑшатӑр-и? (7-мӗш абзаца пӑхӑр.)

8, 9. а) Библи вуланӑ чухне эпир хамӑра мӗнле ыйтусем пама пултаратпӑр? ӑ) Старейшинӑсем валли панӑ требованисем ҫинчен шухӑшласан эпир Иегова ҫинчен мӗн пӗлме пултаратпӑр?

8 Ыйтусем парӑр. Библи вуланӑ чухне чарӑнса тӑрӑр та хӑвӑртан ҫапла ыйтӑр: «Ҫак сӑвӑ йӗркисенчен эпӗ Иегова ҫинчен мӗн пӗлме пултаратӑп? Вӗсем манӑн пурнӑҫра хӑш енчен усӑллӑ пулма пултараҫҫӗ? Ыттисене пулӑшма ҫак сӑвӑ йӗркисемпе мӗнле усӑ курма пулать? Хамӑра ҫакнашкал ыйтусем парсан Библи вулани пире ытларах усӑ парӗ. Тӗслӗхрен, айтӑр 1 Тимофей 3:2—7-мӗшӗсенчи (вуласа пар) старейшинӑсем валли ҫырса панӑ требованисем ҫинчен шухӑшласа пӑхар. Пирӗн хушӑра старейшинӑсем пулса ӗҫлекенсем нумай мар, ҫавӑнпа ку сӑвӑ йӗркисем пире пырса тивмеҫҫӗ пек туйӑнма пултарать. Анчах та вӗсене ҫӳлерехри ыйтусемпе усӑ курса кӗскен пӑхса тухсан нумай усӑ илме пулать.

9 Ҫак сӑвӑ йӗркисенчен эпӗ Иегова ҫинчен мӗн пӗлме пултаратӑп? Унта старейшинӑсен мӗнле-мӗнле пулмаллине кӑтартакан Иеговӑн требованийӗсене ҫырса панӑ. Вӑл ҫак арҫын тӑвансем ыттисене лайӑх тӗслӗх кӑтартасса кӗтет. Иегова хӑйӗн Ывӑлӗн юнне тӑкса тӳлесе илнӗ пухӑва мӗнле пӑхса тӑнишӗн вӗсем Турӑ умӗнче яваплӑ (Ап. ӗҫ. 20:28). Пухури старейшинӑсем тӑрӑшнине пула эпир хамӑра хӳтлӗхри пек туйма пултаратпӑр, Иегова старейшинӑсене шӑпах ҫавӑншӑн панӑ та (Ис. 32:1, 2). Эппин, старейшинӑсем валли панӑ требованисем ҫинчен шухӑшласа пӑхсан эпир Иегова чӑнахах пирӗншӗн тӑрӑшнине куратпӑр.

10, 11. а) Старейшинӑсем валли ҫырса панӑ требованисем пирӗншӗн хӑш енчен усӑллӑ пулма пултараҫҫӗ? ӑ) Ыттисене пулӑшма ҫак сӑвӑ йӗркисемпе мӗнле усӑ курма пулать?

10 Вуланӑ сӑвӑ йӗркисем манӑн пурнӑҫра хӑш енчен усӑллӑ пулма пултараҫҫӗ? Хӑйсене тӗрӗслесе пӑхмашкӑн тата хӑш енчен лайӑхланмалли ҫинчен шухӑшламашкӑн старейшинӑсен ҫак требованисене вӑхӑтран вӑхӑта вуласа тухмалла. Старейшина пулса ӗҫлеме тӗллев лартнӑ арҫын тӑвансен ҫак требованисене тӗплӗн тишкерсе хӑйсенче кирлӗ улшӑнусем тумалла (1 Тим. 3:1). Тӗрӗссипе каласан, ҫак сӑвӑ йӗркисене пур христиансем те пӑхса тухсан лайӑх пулнӑ пулӗччӗ, мӗншӗн тесен унта Иегова хӑйӗн ӗҫлекенӗсен пурин те мӗнле пулмалли ҫинчен ҫырса панӑ. Сӑмахран, пирӗн пурин те йӑваш тата ырӑ ӑслӑ пулмалла (1 Петр 4:7; Флп. 4:5). Кӗтӗве ырӑ тӗслӗх кӑтартакан старейшинӑсенчен эпир нумай вӗренетпӗр тата «вӗсем ӗненнӗ пек ӗненме» пултаратпӑр (1 Петр 5:3; Евр. 13:7).

11 Ыттисене пулӑшма ҫак сӑвӑ йӗркисемпе мӗнле усӑ курма пулать? Ҫакӑнта ҫырса панӑ требованисем чӑнлӑхпа интересленекенсене тата пирӗнпе Библи вӗренекенсене те пирӗн старейшинӑсем тӗн пуҫлӑхӗсенчен мӗнпе уйрӑлса тӑнине курма пулӑшаҫҫӗ. Унсӑр пуҫне, ҫак сӑвӑ йӗркисене вуланӑ чухне эпир хамӑр пухури старейшинӑсем хӑйсене шеллемесӗр ӗҫлени ҫинчен шухӑшлама пултаратпӑр. Вӗсем шанчӑклӑ ӗҫлесе тӑни ҫинчен шухӑшлани пире «тӑрӑшса ӗҫлекенсене» хисеплеме хавхалантарать (1 Фес. 5:12). Эпир вӗсене хакланине курса старейшинӑсем хӑйсен ӗҫне малалла та хаваспах туса тӑрӗҫ (Евр. 13:17).

12, 13. а) Библие хамӑр тӗллӗн вӗреннӗ чухне мӗн тӗпчеме пулать? ӑ) Тӳрех курӑнман усӑллӑ шухӑшсене тупмашкӑн хушма материал мӗнле пулӑшма пултарать? Тӗслӗх илсе парӑр.

12 Тӗпчӗр. Хӑвӑр тӗллӗн Библи вӗреннӗ чухне ҫак ыйтусем ҫине хуравлама тӑрӑшӑр:

  • Библин ҫак пайне кам ҫырнӑ?

  • Ӑна ӑҫта тата хӑҫан ҫырнӑ?

  • Библири ҫак кӗнекене ҫырнӑ вӑхӑтра мӗнле паллӑ ӗҫсем пулса иртнӗ?

Ҫакнашкал хушма информаци тӳрех курӑнман усӑллӑ шухӑшсене тупма пулӑшӗ.

13 Тӗслӗхшӗн Иезекииль 14:13, 14-мӗшӗсенчи сӑмахсене пӑхса тухар. Унта каланӑ: «Эхер те пӗр-пӗр ҫӗр Манран сутӑнчӑкла пӑрӑнса Ман умӑмра ҫылӑха кӗрес пулсан, Эпӗ ун ҫине аллӑма тӑсса унти ҫӑкӑр тӗрекне аркатрӑм пулсан, унта выҫлӑх ятӑм пулсан, унти халӑха, выльӑх-чӗрлӗхе пӗтерме пуҫларӑм пулсан, эхер те унта ҫакӑ виҫӗ ҫын — Ной, Даниил тата Иов — тупӑнас пулсан, вӗсем хӑйсен сӑваплӑхӗпе хӑйсен чунне ҫеҫ ҫӑлса хӑварнӑ пулӗччӗҫ, тет Ҫӳлхуҫа Турӑ». Тӗпчесен, ку сӑмахсене пирӗн эрӑчченхи 612 ҫул патнелле ҫырнине пӗлме пулать. Ҫав вӑхӑт тӗлне Нойпа Иов тахҫанах вилнӗ, анчах та Иегова вӗсем шанчӑклӑ ӗҫлесе тӑни ҫинчен манман. Даниил вара чӗрӗ пулнӑ. Ҫакӑ та интереслӗ, Иегова Даниила тӳрӗ кӑмӑллӑ Нойпа тата Иовпа пӗр шая хурса каланӑ чухне Даниил пӗр 20 ҫулта пулнӑ пулас. Ҫакӑ пире мӗне вӗрентет? Иегова хӑйӗн ӗҫлекенӗсем, ҫав шутрах ҫамрӑксем те, чунтан парӑнса пурӑннине курса тӑрать тата хаклать (Пс. 148:12—14).

ТӖРЛӖРЕН ПУБЛИКАЦИСЕНЕ ВУЛАСА УСӐ ИЛӖР

14. Ҫамрӑксем валли кӑларнӑ публикацисем яшсемпе хӗрсене мӗнле усӑ параҫҫӗ тата ыттисене те мӗнле пулӑшма пултараҫҫӗ? (Статья пуҫламӑшӗнчи ӳкерчӗке пӑхӑр.)

14 Сӑваплӑ Ҫырӑвӑн пур пайне те тӗпчени усӑллӑ пулнине куртӑмӑр ӗнтӗ. Ҫавӑн пекех хамӑр илсе тӑракан публикацисене пурне те вӗренсен эпир нумай усӑ илетпӗр. Темиҫе тӗслӗх пӑхса тухар. Ҫамрӑксем валли хатӗрленӗ материал. Юлашки ҫулсенче ҫамрӑксем валли нумай публикаци кӑларнӑ 1. Вӗсенчен хӑшӗ-пӗрисене ҫамрӑксем шкулта тата ӳссе пынӑҫемӗн пулакан йывӑрлӑхсене ҫӗнтерме пултарччӑр тесе хатӗрленӗ. Мӗншӗн ҫак материал пирӗншӗн пуриншӗн те усӑллӑ? Вӗсене вуласан хальхи вӑхӑтра ҫамрӑк христиансем мӗнле йывӑрлӑхсемпе тӗл пулнине пӗлме тата вӗсене мӗнле лайӑхрах пулӑшмаллине курма пултаратпӑр.

15. Мӗншӗн аслӑрах христиансен те ҫамрӑксем валли кӑларнӑ публикацисене вуламалла?

15 Ҫамрӑк ачасем валли кӑларнӑ публикацисенче ҫырнӑ йывӑрлӑхсемпе ҫамрӑксем кӑна тӗл пулмаҫҫӗ. Пирӗн пурин те хамӑр мӗне ӗненнине хӳтӗлемелле, кӑмӑл-туйӑм хыҫҫӑн каясран хамӑра асӑрхасах тӑмалла, ыттисем хӗснине хирӗҫ тӑмалла, ҫавӑн пекех кампа хутшӑнмаллине тата вӑйӑ-кулла та тӗрӗс суйласа илмелле. Ҫакӑ тата ытти темӑсене ҫамрӑксем валли хатӗрленӗ публикацисенче сӳтсе явнӑ. Анчах та ҫулсемпе аслӑрах христиансен ҫак публикацисем пачах пире валли мар тесе шутламалла-и? Ҫук, паллах! Вӗсене ҫамрӑксене вулама интереслӗрех пултӑр тесе ҫырнӑ пулсан та, унта ҫырнӑ информаци пуриншӗн те усӑллӑ принципсем ҫинче никӗсленсе тӑрать.

16. Ҫамрӑксем валли кӑларнӑ статьясем тата хӑш енчен усӑллӑ?

16 Пирӗн публикацисем ҫамрӑксене йывӑрлӑхсене ҫӗнтерме кӑна мар, Иегова патне ҫывхарма та пулӑшаҫҫӗ. (Екклесиаст 12:1, 13 вуласа пар.) Ҫавнашкал статьясем аслӑрах христиансемшӗн те усӑллӑ. Тӗслӗхрен, 2009 ҫулхи апрельти «Вӑранӑр!» журналта «Вопросы молодежи» рубрикӑра «Как сделать чтение Библии занимательным?» статья тухнӑ. Унта пурнӑҫра усӑ паракан статьясем тата ятарлӑ карточка пулнӑ, ҫав карточкӑна касса кӑларса Библи ӑшне хума пулать. Ҫак статья аслӑраххисене пулӑшнӑ-и? «Библи вуласси маншӑн яланах питӗ йывӑр ӗҫ пулнӑ,— ҫырать 24 ҫулхи ҫемьеллӗ хӗрарӑм.— Ҫавӑнпа эпӗ ҫак статьяри канашсемпе тата журналтан касса кӑларнӑ карточкӑпа усӑ куртӑм. Халӗ эпӗ Библие савӑнсах вулатӑп. Эпӗ Библири кӗнекесем пӗр-пӗринпе тачӑ ҫыхӑнса тӑнине куратӑп — вӗсем пурте гобелен ҫинче тӗртсе тунӑ хитре ӳкерчӗкӗн пайӗсем пекех. Библи вулама мана нихӑҫан та ҫав таран интереслӗ пулман».

17, 18. Свидетель мар ҫынсем валли ҫырнӑ публикацисене вуласа эпир мӗнле усӑ илме пултаратпӑр? Тӗслӗх илсе парӑр.

17 Свидетель мар ҫынсем валли кӑларнӑ публикацисем. «2008 ҫулта ятарласа Иегова Свидетелӗсем валли вӗренмелли брошюра тухма пуҫланӑ. Вӗсене вулама пире питӗ килӗшет. Свидетель мар ҫынсем валли ҫырнӑ брошюрӑсем пирки вара мӗн калама пулать? Вӗсем пирӗншӗн усӑллӑ пулма пултараҫҫӗ-ши? Калӑпӑр, эсир кама та пулин пухӑва пыма чӗннӗ. Эсир залра ларатӑр, ҫав ҫын та унта ларнине курах каятӑр. Доклад итлесе ларнӑ чухне эсир ҫав ҫын пирки шухӑшлатӑр паллах. Хӑвӑра ҫав ҫын вырӑнне лартса залра мӗн пулса иртни ҫине унӑн куҫӗпе пӑхма тӑрӑшатӑр. Ҫапла вара эсир ҫак докладшӑн тата пархатарлӑрах пулатӑр.

18 Свидетель мар ҫынсем валли ҫырнӑ публикацисене вуланӑ чухне те ҫавнашкал туйӑмсемех пулма пултараҫҫӗ. Тӗслӗхрен, салатмалли брошюрӑсенче темӑсене Свидетель мар ҫынсене ӑнланма ҫӑмӑл пултӑр тесе уҫса панӑ. Пирӗн официаллӑ сайтри статьясем пирки те ҫавнах калама пулать. Вӗсене вуласа эпир хамӑр унчченех пӗлнӗ чӑнлӑхсемшӗн тата пархатарлӑрах пулса пыратпӑр. Унсӑр пуҫне, ырӑ хыпар сарнӑ чухне хамӑр мӗне ӗненнине ӑнлантарса парас тесе ҫӗнӗ майсемпе усӑ курма вӗренетпӗр. «Вӑранӑр!» журнал та Турӑ пуррине ҫирӗп ӗненме тата хамӑр мӗне ӗненнине ыттисем умӗнче хӳтӗлеме пулӑшать. (1 Петр 3:15 вуласа пар.)

19. Эпир Иегова панӑ парнесемшӗн пархатарлӑ пулнине мӗнле кӑтартма пултаратпӑр?

19 Иегова пире лайӑх пултӑр тесе усӑллӑ канашсем нумай парать тата вӗрентсех тӑрать (Матф. 5:3). Айтӑр малалла та ҫак парнесемпе пуринпе те усӑ курар. Ҫапла тунипе эпир Турра, пире ырра вӗрентекене, пархатарлӑ пулнине кӑтартӑпӑр (Ис. 48:17).

^ 1 14-мӗш абзац. Ҫакӑн пек литература шутне «Ответы на твои вопросы» (1 тата 2 том), ҫавӑн пекех пирӗн сайтра ҫамрӑксем валли кӑна тухакан статьясем кӗреҫҫӗ.