Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

Ырлӑх-пурлӑхшӑн ан ҫунӑр, Турӑ Патшалӑхне шырӑр

Ырлӑх-пурлӑхшӑн ан ҫунӑр, Турӑ Патшалӑхне шырӑр

«Пуринчен малтан Турӑ Патшалӑхне шырӑр, ытти вара пурте пулӗ сире» (ЛУКА 12:31).

ЮРӐСЕМ: 40, 44

1. Ҫынна мӗн кирлипе мӗн илес килни хушшинче мӗнле уйрӑмлӑх?

ПУРӐНМАЛӐХ этеме нумай кирлӗ мар, анчах та вӑл нумайшӑн ҫунать теҫҫӗ. Апла пулин те, мӗн кирлипе мӗн илес килни хушшинчи уйрӑмлӑха нумайӑшӗ курмаҫҫӗ. Уйрӑмлӑхӗ вара мӗнре? Мӗн кирли вӑл — мӗнсӗр пурӑнма ҫук, ҫав япаласем. Апат, тумтир тата пурӑнмалли вырӑн кашни ҫынна кирлӗ. Анчах та час-часах ҫынсем илес килнӗрен ҫеҫ кирлӗ мар япаласене туянаҫҫӗ.

2. Пирӗн вӑхӑтра ҫынсен мӗнле япаласем илес килет?

2 Пуян е чухӑн ҫӗршывра пурӑннине кура ҫынсен тӗрлӗрен япаласем илес килет. Чухӑн ҫӗршывсенче пурӑнакансем смартфон, мопед е ҫӗр лаптӑкне илме укҫа пухасшӑн. Пуян ҫӗршывсенчи ҫынсен вара пачах урӑхла япаласем туянас килет: капӑр тумтир, капмар ҫурт е хаклӑ автомобиль. Анчах та пирӗн пурин те пӗр танатана лекесрен — нумайрах та нумайрах япала пухма пуҫласран — асӑрханмалла. Ҫав япаласем пире чӑнахах кирлӗ-и е кирлех мар-и, вӗсене илме укҫи ҫитет-и е ҫитмест-и — пурпӗрех пирӗн асӑрхануллӑ пулмалла.

ПУРЛӐХ ПУХАССИШӖН АН ҪУНӐР

3. Пурлӑхшӑн ҫунни мӗне пӗлтерет?

3 Пурлӑхшӑн ҫунакан ҫын хӑйӗн пурнӑҫӗнче чи мала укҫа-тенке тата япала пухассине хурать, Турӑпа ҫывӑхланассишӗн вара тӑрӑшмасть. Ҫын ырлӑх-пурлӑх пухассишӗн ҫунни вӑл хӑйӗн вӑйне ӑҫта янинчен, мӗне чи мала хунинчен тата унӑн тӗллевӗсенчен курӑнать. Пурлӑхшӑн ҫунаканӑн ытларах та ытларах япала илес килсе тӑрать. Ҫавнашкал ҫын пуян пулмасан та тата хаклӑ япаласем туянмасан та пултарать. Чухӑннисем те ҫак танатана лексе пуринчен малтан Турӑ Патшалӑхне шырама пӑрахма пултараҫҫӗ (Евр. 13:5).

4. «Куҫ кӗленипе» Сатана мӗнле усӑ курать?

4 Сатана коммерци системипе усӑ курса пире телейлӗ пулмашкӑн питӗ нумай япала кирлӗ тесе ӗнентересшӗн. Ҫынсем «куҫ кӗлени» хыҫҫӑн кайччӑр тесе вӑл питӗ ӑста илӗртет (1 Иоанн 2:15—17; Пулт. 3:6; Ытар. 27:20). Ҫак тӗнче пире калама ҫук нумай япала илме сӗнет. Вӗсенчен хӑшӗ-пӗрисем пахалӑхӗпе шутсӑр чаплӑ, теприсем вара пачах кирлӗ мар пулсан та куҫа илӗртеҫҫӗ. Эсир хӑҫан та пулин пӗр-пӗр япалана вӑл кирлишӗн мар, рекламӑра е витрина ҫинче курнипе ҫеҫ илсе-и? Кайран вара ҫав япаласӑр та пурӑнма пултарнине ӑнланса илни пулса-и? Ҫакнашкал ытлашши япаласем пурнӑҫа йывӑрлатса яраҫҫӗ кӑна. Вӗсем пире чи кирлине тума — Библие хамӑр тӗллӗн вӗренме, пухӑвӑн тӗлпулӑвӗсене ҫӳреме, унта хутшӑнма хатӗрленме тата ырӑ хыпар сарма — чӑрмантарма пултараҫҫӗ. Иоанн апостол: «Тӗнче те, унта илӗртекенни-сӑхлантараканни те пӗтет» — тесе асӑрхаттарнӑ.

5. Нумайрах та нумайрах япала илме вӑй хуракансемпе мӗн пулса тухма пултарать?

5 Сатана пире Турӑшӑн мар, пуянлӑхшӑн ӗҫлеттересшӗн (Матф. 6:24). Нумайрах япала туянма пӗтӗм вӑя хуракансен пурнӑҫӗ тӗллевсӗр пулса тӑрать, вӗсем хӑйсен кӑмӑлне ҫырлахтарассишӗн кӑна пурӑнма тытӑнаҫҫӗ. Е унтан та япӑхраххи пулса тухма пултарать: вӗсем Иеговӑна ӗненме тата унӑн Патшалӑхӗ ҫине шанма пӑрахаҫҫӗ (1 Тим. 6:9, 10; Ӳлӗм. 3:17). Акаҫӑ ҫинчен калакан ытарӑшра Иисус Патшалӑх вӑрлӑхӗ «ҫумлӑ ҫӗре» ӳксен мӗн пулни ҫинчен каласа панӑ. Ҫавӑн чухне «пуянлӑх илӗртни тата ҫавӑн евӗрлӗ шухӑшсем... сӑмаха хупласа илеҫҫӗ, сӑмах вара ҫимӗҫсӗр пулать» (Марк 4:14, 18, 19).

6. Варух тӗслӗхӗнчен эпир мӗне вӗренме пултаратпӑр?

6 Варухӑн, Иеремийӑн ҫыруҫи пулнӑскерӗн, тӗслӗхне аса илер. Иерусалима аркатасси пирки пророкла калани пурнӑҫланас вӑхӑт ҫывхарнӑ чухне Варух хӑйне валли «шутсӑр нумаййине» — тӗрӗссипе каласан, ниме тӑман япаласене — шырама пуҫланӑ. Унӑн вара пӗр япалана ҫеҫ кӗтмелле пулнӑ. Иегова Варуха каланӑ: «Санӑн чунна... чӗрӗ хӑварӑп» (Иер. 45:1—5). Иерусалима аркатнӑ вӑхӑтра Иегова никамӑн пурлӑхне те упраса хӑварма шутламанни курӑнать (Иер. 20:5). Ҫак йӗркесӗр тӗнче пӗтесси питӗ ҫывӑх, ҫавӑнпа та халӗ пурлӑх пухмалли вӑхӑт мар. Хӑрушла асап вӑхӑтӗнче хамӑр пурлӑхран мӗн те пулин, сӑмахран, хаклӑ япаласем, упранса юласса шанма кирлӗ мар (Ытар. 11:4; Матф. 24:21, 22; Лука 12:15).

7. Эпир мӗн сӳтсе явӑпӑр тата мӗншӗн?

7 Хамӑра мӗн кирлипе тивӗҫтерме тӑрӑшнӑ май пурнӑҫра малти вырӑнта мӗн пулмаллине манас мар тесен мӗн тумалла? Пурлӑх пухассишӗн ҫунма пуҫласран мӗн пулӑшма пултарать? Пурӑнма мӗн кирли пирки ытлашши пӑшӑрханас мар тесен мӗн тумалла? Ту ҫинче вӗрентнӗ чухне Иисус ҫав тӗлӗшрен чи лайӑх канашсем панӑ (Матф. 6:19—21). Айтӑр Матфей 6:25—34-мӗшӗсене вулар та ку сӑвӑ йӗркисем ҫинчен шухӑшлар. Ҫакӑ пире пурлӑхшӑн ҫунмалла маррине, «пуринчен малтан Турӑ Патшалӑхне» шырамаллине лайӑхрах ӑнланма пулӑшӗ (Лука 12:31).

ИЕГОВА ПИРЕ МӖН КИРЛИПЕ ТИВӖҪТЕРЕТ

8, 9. а) Мӗн кирли ҫинчен мӗншӗн ытлашши пӑшӑрханмалла мар? ӑ) Ҫынсем ҫинчен тата вӗсене мӗн кирли ҫинчен Иисус мӗн пӗлнӗ?

8 Матфей 6:25 вуласа пар. Иисус хӑйне итлекенсене пӑшӑрханма пӑрахӑр тесе каланӑ. Вӗсем кирлӗ марри пирки ытлашши пӑшӑрханнӑ курӑнать. Мӗншӗн Иисус «ан пӑшӑханӑр» тенӗ? Мӗншӗн тесен канӑҫсӑрланма сӑлтавсем пур пулсан та, ытлашши пӑшӑрханнипе ҫын кирлӗреххи ҫинчен шухӑшлама пӑрахма пултарать. Хӑйӗн вӗренекенӗсене ырӑ сунса Иисус ту ҫинче вӗрентнӗ чухне вӗсене тата тӑватӑ хут ҫак хӑрушлӑх пирки асӑрхаттарнӑ (Матф. 6:27, 28, 31, 34).

9 Мӗншӗн Иисус апатпа тумтир пирки ан пӑшӑрханӑр тенӗ? Ҫак япаласем кашни ҫынна пурӑнма чи кирлӗ япаласем мар-и? Ку чӑнах та ҫапла! Апат е тумтир илме укҫа ҫук пулсан, паллах, эпир пӑшӑрханатпӑр. Иисус ҫавна пӗлнӗ. Ҫынсене кашни кун мӗн-мӗн кирлине вӑл лайӑх ӑнланнӑ. Унтан та ытларах, Иисус хӑйӗн вӗренекенӗсем ҫӗр-ҫӗр ҫул иртсен «юлашки кунсенче», «йывӑр саманара» пурӑнасса пӗлнӗ (2 Тим. 3:1). Ҫавӑн чухне ҫынсем ӗҫ ҫуккипе, хаксем ӳссе кайнипе, апат ҫитменнипе тата чухӑн пурнӑҫпа нуша курасса та пӗлнӗ. Анчах та Иисус этем пурнӑҫӗ апатран, ӳт-пӳ вара тумтиртен хаклӑраххине те ӑнланнӑ.

10. Иисус кӗлтума вӗрентнипе килӗшӳллӗн, пурнӑҫра чи кирли мӗн пулмалла?

10 Кӑшт маларах Иисус хӑйӗн вӗренекенӗсене ҫӳлти Ашшӗнчен хӑйсене мӗн кирли ҫинчен ыйтса «паян пурӑнмалӑх ҫӑкӑр пар пире» тесе кӗлтума вӗрентнӗ (Матф. 6:11). Тепрехинче те вӑл: «Куллен пурӑнмалӑх ҫӑкӑр пар пире»,— тесе вӗрентсе каланӑ (Лука 11:3). Анчах та ҫакӑ хамӑра мӗн кирлипе тивӗҫтересси малти вырӑнта пулмаллине пӗлтермест. Тӗслӗхшӗн панӑ кӗлӗре Иисус чи малтан Турӑ Патшалӑхӗ килтӗр тесе ыйтма вӗрентнӗ (Матф. 6:10; Лука 11:2). Хӑйне итлекенсене ытлашши пӑшӑрханмасӑр пурӑнма пулӑшас тесе Иисус Иегова хӑй пултарнӑ япаласемшӗн мӗн тери лайӑх тӑрӑшни ҫине тимлеттернӗ.

11, 12. Иегова кайӑксемшӗн мӗнле тӑрӑшнинчен эпир мӗне вӗренетпӗр? (Статья пуҫламӑшӗнчи ӳкерчӗке пӑхӑр.)

11 Матфей 6:26 вуласа пар. Пирӗн вӗҫен кайӑксене сӑнамалла. Ҫав пӗчӗкскерсемех нумай улма-ҫырла, ӳсентӑран вӑрри тата хурт-кӑпшанкӑ ҫиеҫҫӗ. Кӗлетке йывӑрӑшне шута илес пулсан, кайӑксем ҫынсенчен нумайрах ҫиеҫҫӗ. Анчах тӑранса пурӑнмашкӑн вӗсен апат-ҫимӗҫ акса-туса илмелле мар. Мӗн кирлипе вӗсене Иегова тивӗҫтерет (Пс. 146:9). Паллах ӗнтӗ, апата вӑл вӗсен ҫӑварнех хурса памасть. Вӗсен хӑйсен апат шыраса тупмалла. Апла пулин те, ҫимелли вӗсен ҫителӗклех.

12 Ҫӳлти Атте кайӑксене апат парса тӑнӑ пекех ҫынсене те мӗн кирлипе тивӗҫтересси пирки Иисус пӗртте иккӗленмен (1 Петр 5:6, 7). 1 Иегова пире ҫӑвартанах ҫитермест паллах, анчах та вӑл эпир апат-ҫимӗҫ лартса ӳстерме е укҫа ӗҫлесе илме вӑй хунине пиллет. Нушаллӑ вӑхӑтра вара вӑл ыттисене пире пулӑшма хавхалантарма пултарать. Иегова кайӑксене кил-ҫурт пани пирки Иисус каламан. Анчах та Турӑ вӗсене йӑва тумашкӑн пултарулӑхсене те, кирлӗ япаласене те панӑ. Иегова пире те кил-ҫуртлӑ пулма пулӑшма пултарать.

13. Эпир кайӑксенчен пахарах пулни пирки мӗншӗн иккӗленмелле мар?

13 Кайӑксем ҫинчен каласа парсан Иисус хӑйне итлекенсене ыйтнӑ: «Эсир вӗсенчен пахарах мар-и?» Ҫав самантра Иисус кӗҫех унӑн этемлӗхшӗн вилмелли ҫинчен шухӑшлани пирки иккӗленмелли те ҫук. (Лука 12:6, 7-мӗшӗсемпе танлаштарӑр.) Христос хӑйӗн пурнӑҫне ҫынсене ҫеҫ тӳлесе илме панӑ. Иисус кайӑксемшӗн мар, пире ӗмӗрлӗх пурнӑҫ парас тесе вилнӗ! (Матф. 20:28.)

14. Пӑшӑрханусем хӑш енчен усӑ памаҫҫӗ?

14 Матфей 6:27 вуласа пар. Мӗншӗн Иисус ҫын пӑшӑрханса хӑйӗн пурнӑҫне пӗр сехет те пулин тӑсма пултараймасть тесе каланӑ? Мӗншӗн тесен кирлӗ мар пӑшӑрханусем пирӗн кун-ҫула вӑрӑмлатма пултараймаҫҫӗ. Пачах урӑхла, ытлашши пӑшӑрханни ытларах чухне пурнӑҫа кӗскетет.

15, 16. а) Иегова «хирти чечексемшӗн» тӑрӑшни пире мӗне вӗрентет? (Статья пуҫламӑшӗнчи ӳкерчӗке пӑхӑр.) ӑ) Хамӑра мӗнле ыйтусем памалла тата мӗншӗн?

15 Матфей 6:28—30 вуласа пар. Пирӗнтен хӑшӗн ырӑ хыпар сарма, пухусемпе конгрессене ҫӳреме хитре тумланас килмӗ?! Анчах та тумтиршӗн ытлашши пӑшӑрханмалла-и пирӗн? Каллех Иисус Иеговӑн алли тунӑ ӗҫсем ҫине тимлеттерет. «Хирти чечексем» мӗн тери хитре пулнинчен нумай вӗренме пулать! Тен, Иисус лили евӗрлӗ чечексем ҫинчен, сӑмахран, гладиолуссем, гиацинтсем, ириссем тата тюльпансем ҫинчен каланӑ. Ку чечексем кашни хӑйне евӗрлӗ хитре. Вӗсем арламаҫҫӗ, пир тӗртмеҫҫӗ тата хитре тумтир те ҫӗлемеҫҫӗ, анчах та вӗсем питӗ илемлӗ — куҫ илме ҫук хитре! Иисус «темӗн тӗрлӗ чаплӑ Соломон та ҫав пӗр чечекӗ пек тумланайман» тенӗ.

16 Унтан вара Иисус хӑйне итлекенсене питӗ кирлӗ ыйту панӑ: «Хирти курӑка та Турӑ ҫав тӗрлӗ тумлантарать пулсан, сире тата лайӑхрах тумлантармӗ-и Вӑл?» Паллах, тумлантарӗ! Анчах та Иисусӑн вӗренекенӗсен ӗненӗвӗ ҫирӗп пулман пулас (Матф. 8:26; 14:31; 16:8; 17:20). Вӗсен Иегова ҫине хытӑрах шанма вӗренмелле пулнӑ. Пирӗн пирки вара мӗн калама пулать? Иеговӑн пирӗншӗн тӑрӑшас килнине тата вӑл ҫавна тума пултарнине эпир ҫирӗп ӗненетпӗр-и?

17. Иеговӑпа хамӑр хушӑри хутшӑнусене мӗн пӑсма пултарать?

17 Матфей 6:31, 32 вуласа пар. Пирӗн «суя тӗнлӗ ҫынсем» пек пулмалла мар, вӗсем ҫӳлти Аттемӗр Турӑ Патшалӑхне пуринчен малтан шыракансемшӗн тӑрӑшнине ӗненмеҫҫӗ. Эпир суя тӗнлӗ ҫынсем шыранинех шыратпӑр пулсассӑн Иеговӑпа хамӑр хушӑри хутшӑнусене пӑсма пултаратпӑр. Анчах та эпир Иегова мӗн ыйтнине тусан тата унӑн Патшалӑхне хамӑрӑн пурнӑҫра мала хурсан, вӑл пире мӗн кирлине парасси пирки иккӗленмӗпӗр. Турра чунтан парӑнни пире мӗн пуррипе, урӑхла каласан, апат, тумтир тата кил-ҫурт пуррипе, ҫырлахма пулӑшать (1 Тим. 6:6—8).

ЭСИР ПУРИНЧЕН МАЛТАН ТУРӐ ПАТШАЛӐХНЕ ШЫРАТӐР-И?

18. Иегова пирӗнтен кашнин ҫинчен мӗн пӗлет тата вӑл мӗн паратех?

18 Матфей 6:33 вуласа пар. Христиансен яланах пуринчен малтан Турӑ Патшалӑхне шырамалла. Вара, Иисус каланӑ тӑрӑх, Иегова пире ыттине парӗ. Мӗншӗн Иисус ҫавна хытӑ ӗненнӗ? Хуравне унчченхи сӑвӑ йӗркинче курма пулать: «Сире мӗн кирлине Ҫӳлти Аҫӑр Хӑй пӗлсе тӑрать». Пире мӗн кирли ҫинчен Иегова пирӗнтен те маларах пӗлет (Флп. 4:19). Вӑл пирӗн хӑш тумтирӗ кӗҫех юрӑхсӑра тухассине, мӗнле апат-ҫимӗҫ тата мӗнле кил-ҫурт кирлине курать. Пире чӑннипе мӗн кирлине Иегова паратех.

19. Мӗншӗн пирӗн пуласлӑх пирки ытлашши пӑшӑрханмалла мар?

19 Матфей 6:34 вуласа пар. Иисус «ыранхи куншӑн ан тӑрӑшӑр» тенӗ. Вӑл пире ытларах паянхи куншӑн тӑрӑшма тата Иегова ҫине чун-чӗререн шанма хавхалантарнӑ. Ҫын пуласлӑх пирки ытлашши пӑшӑрханать пулсан, вӑл Турӑ ҫине мар, ытларах хӑй ҫине шанма пуҫлама пултарать. Ҫакӑ вара Иеговӑпа хӑйӗн хушшинчи хутшӑнусене пӑсма пултарать (Ытар. 3:5, 6; Флп. 4:6, 7).

ПУРИНЧЕН МАЛТАН ТУРӐ ПАТШАЛӐХНЕ ШЫРӐР, ЫТТИНЕ ВАРА ИЕГОВА ПАРӖ

Турӑ Патшалӑхӗн ӗҫне ытларах хутшӑнас тесе эсир хӑвӑр пурнӑҫа ансатлатма пултаратӑр-и? (20-мӗш абзаца пӑхӑр.)

20. а) Сӑваплӑ ӗҫре эсир мӗнле тӗллев лартма пултаратӑр? ӑ) Эсир хӑвӑр пурнӑҫа мӗнле лайӑхлатма пултаратӑр?

20 Турӑ Патшалӑхне шырас вырӑнне пурлӑх пухассишӗн ҫунни мӗн тери ӑссӑрла пулнӑ пулӗччӗ! Чи лайӑххине пирӗн Иеговӑна памалла. Тӗслӗхрен, хыпарҫӑсем ҫитсех кайман пухӑва куҫма е пионер пулса ӗҫлеме пултаратӑр-и эсир? Пионер пулса ӗҫлетӗр пулсан вара, Патшалӑх хыпарҫисен шкулӗнче вӗренме анкета ҫырасси пирки шухӑшланӑ-и? Вефилӗн штатра тӑман ӗҫченӗсем пулса ӗҫлеме е куҫаракансен аякри офисӗнче пулӑшма пултаратӑр-и? Турӑ Патшалӑхӗн залӗсене туса лартас ӗҫе хутшӑнас килет-и сирӗн? Сӑваплӑ ӗҫе ытларах хутшӑнма хӑвӑр пурнӑҫа мӗнле ансатлатмалли ҫинчен шухӑшласа пӑхӑр. «Пурнӑҫа мӗнле ансатлатма пулать?» рамкӑра хӑш-пӗр канашсем илсе панӑ. Иеговӑна кӗлтуса хӑвӑрӑн мӗн тумаллине ӑнланма пулӑшу ыйтӑр. Унтан вара кирлӗ улшӑнусем тума пуҫлӑр.

21. Иеговӑпа хамӑр хушӑри туслӑха ҫирӗплетме пире мӗн пулӑшать?

21 Иисус пуринчен малтан Турӑ Патшалӑхне шырама хавхалантарни мӗн тери лайӑх! Ҫапла тусан, хамӑра пурӑнмалӑх мӗн кирли пирки пӑшӑрханмалла мар. Эпир Иегова ҫине чун-чӗререн шанатпӑр пулсан, хамӑрӑн мӗн тӑвас килсе кайнине пурне те ҫырлахтарма тӑрӑшмастпӑр пулсан тата, укҫа-тенкӗ пулсан та, ҫак тӗнче сӗнекен пур япалана та туянма тӑрӑшмастпӑр пулсан, Иеговӑпа хамӑр хушӑри туслӑх тата ҫирӗпрех пулӗ. Эпир халех ансат пурнӑҫпа пурӑнни пире «малашнехи валли ырӑ никӗс» хума пулӑшӗ (1 Тим. 6:19).

^ 1 12-мӗш абзац. Иегова хӑш-пӗр чухне хӑйӗн ӗҫлекенӗсене нушалӑха кӗрсе ӳкесрен мӗншӗн хӳтӗлеменни ҫинчен 2014 ҫулта тухнӑ «Почему вы убеждены, что у вас истина?» брошюрӑри 22-мӗш страницӑри «Вопросы читателей» рубрикӑра каланӑ.