Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

«Ан хӑра, сана Эпӗ пулӑшатӑп»

«Ан хӑра, сана Эпӗ пулӑшатӑп»

КАЛӐПӐР, эсир ҫӗрле урампа утатӑр. Сасартӑк сирӗн хыҫҫӑн такам пынине сисетӗр. Эсир чарӑнса тӑрсан, хыҫалта ура сассисем илтӗнме пӑрахаҫҫӗ. Эсир хӑвӑртрах утма пуҫласан, вӑл та утӑмӗсене хӑвӑртлатать. Вара эсир ҫывӑхра пурӑнакан юлташу патне тӑрӑнса каясла чупма пуҫлатӑр. Вӑл алӑка уҫса килне кӗртсенех эсир лӑштах сывласа яратӑр.

Эсир ҫакӑн пек лару-тӑрура пулмасан та пултарнӑ, анчах та сире канӑҫсӑрлатаканни мӗн те пулин пурах пулӗ. Тен, эсир пӗр-пӗр ҫитменлӗхпе кӗрешетӗр, анчах та пӗр йӑнӑшах ҫине-ҫине тӑватӑр. Е эсир нумай вӑхӑт хушши, пӗтӗм вӑя хурсан та, ӗҫе вырнаҫаймастӑр. Е ҫулсем иртнӗҫемӗн сирӗн сывлӑх япӑхланма пултарасси пирки пӑшӑрханатӑр. Тен, сире мӗн те пулин урӑххи канӑҫ памасть.

Пирӗн йывӑрлӑхсем тӗрлӗрен пулма пултараҫҫӗ. Ҫав вӑхӑтра хамӑра лӑплантарма тата пулӑшма пултаракан тус юнашар пулсан мӗн тери лайӑх. Сирӗн ҫавӑн пек тус пур-и? Паллах, пур! Исаия 41:8—13-мӗшӗсенче ҫырнӑ тӑрӑх, Иегова Авраамӑн тусӗ пулнӑ пекех вӑл сирӗншӗн те тус пулма пултарать. 10-мӗшпе 13-мӗш сӑвӑ йӗркисенче Иегова хӑйӗн кашни ӗҫлекенне калать: «Ан хӑра: санпала — Эпӗ, ан шиклен: Эпӗ — санӑн Турру; Эпӗ сана тӗреклӗх кӳрӗп, сана пулӑшӑп, Хамӑн тӳрӗлӗхӗмӗн сылтӑм аллипе хунтӑлӑп. Эпӗ — Ҫӳлхуҫа, Санӑн Турру; сана сылтӑм аллунтан тытса тӑратӑп та: „Ан хӑра, сана Эпӗ пулӑшатӑп“ теетӗп».

«САНА СЫЛТӐМ АЛЛУНТАН ТЫТСА ТӐРАТӐП»

Ку сӑмахсем сирӗн чуна лӑплантармаҫҫӗ-и вара? Ҫавна вуласан сирӗн умма мӗнле ӳкерчӗк тухса тӑрать? Тен, эсир Иеговӑпа алӑран алла тытса утнине куҫ умне кӑларса тӑрататӑр. Ҫак ӳкерчӗк кӑмӑла каять пулсан та, кунта урӑххи ҫинчен сӑмах пырать, мӗншӗн тесен ун пек чухне Иегова хӑйӗн сылтӑм аллипе пире сулахай алӑран тытнӑ пулӗччӗ. Анчах та Иегова, пӗр-пӗр инкекрен туртса кӑларма тӑнӑ пекех, пире «сылтӑм алӑран» ярса илме хӑйӗн «тӳрӗлӗхӗн сылтӑм аллине» тӑсать. Ҫав вӑхӑтрах вӑл шантарса калать: «Ан хӑра, сана Эпӗ пулӑшатӑп».

Эсир Иегова ҫине кирек хӑш вӑхӑтра та пулӑшма хатӗр Атте тата Тус ҫине пӑхнӑ пек пӑхатӑр-и? Вӑл сире ыррине сунать тата пулӑшас тет. Йывӑрлӑхсем сиксе тухсан Иеговӑн сире хӑйӗн хӳтлӗхӗнче туйтарас килет, мӗншӗн тесен вӑл сире питӗ юратать. Вӑл «хӗн-инкекре пулӑшаканӗ» (Пс. 45:2).

УНЧЧЕН ТУНӐ ЙӐНӐШСЕМШӖН ХАМӐРА АЙӐПЛАНИ

Хӑш-пӗрисем унччен тунӑ йӑнӑшӗсене аса иле-иле хӑйсене халран яраҫҫӗ. Турӑ хӑйсене каҫарнине вӗсене ӗненме йывӑр. Сирӗн пирки те ҫапла калама пулать пулсан, тӳркӑмӑллӑ Иов ҫинчен шухӑшлӑр, вӑл «ҫамрӑк чухнехи ҫылӑхӗсемшӗн» пӑшӑрханнӑ (Иов 13:26). Ҫавнашкал туйӑмсем Давидӑн та пулнӑ. Вӑл Иеговӑна: «Ҫамрӑк чухнехи ҫылӑхӑмсене, йӗркесӗр ӗҫӗмсене ан асӑнсам»,— тесе йӑлӑннӑ (Пс. 24:7). Пур ҫын та ҫитменлӗхлӗ, «пурте ҫылӑха кӗнӗ, пурте Турӑ мухтавне ҫухатнӑ» (Рим 3:23).

Исаия кӗнекери 41-мӗш сыпӑкри сӑмахсене чи малтанах Туррӑн авалхи халӑхне каланӑ пулнӑ. Израильтянсем ҫылӑх ӑшне путсах ларнӑ пирки Иегова вӗсене Вавилон тыткӑнне илсе кайма ирӗк панӑ (Ис. 39:6, 7). Анчах та Турӑ хӑйсен ҫылӑхӗсемшӗн ӳкӗнсе хӑй патне таврӑнакан израильтянсене ирӗке кӑларасси пирки вӗсене тыткӑна илсе кайичченех шухӑшланӑ! (Ис. 41:8, 9; 49:8, 9.) Иегова умӗнче ырӑ ятлӑ пулма чун-чӗререн тӑрӑшакансене Турӑ хӑйӗн юратӑвне тата хӗрхенӗвне кӑтартать (Пс. 50:3).

Такуя * ятлӑ арҫын тӑванӑн тӗслӗхне пӑхса тухар. Вӑл порнографи пӑхма тата мастурбаци тума пӑрахас тесе вӑй хунӑ. Анчах та хӑш-пӗр чухне вӑл хӑйне тытса чарайман. Ҫавӑн пек чухне вӑл хӑйне мӗнле туйнӑ-ши? «Эпӗ хама ниме тӑман ҫын пек туяттӑм,— аса илет Такуя.— Анчах та Иеговӑран каҫару ыйтсан вӑл мана пылчӑк ӑшӗнчен ҫӗклесе тӑратнӑнах туйӑнатчӗ». Иегова ҫавна мӗнле тунӑ? Пухури старейшинӑсем Такуйӑна хӑйне тытса чарайман чухне кашнинчех хӑйсем патне шӑнкӑравлама сӗннӗ. «Шӑнкӑравлама ҫӑмӑл марччӗ, анчах та вӗсемпе калаҫни мана яланах тӗреклететчӗ»,— тет Такуя. Кайран старейшинӑсем район надзирательне Такуя патне кайса ӑна хавхалантарма ыйтнӑ. «Эпӗ кунта ахальтен мар, старейшинӑсем мана ятарласа сан пата килме ыйтрӗҫ»,— тенӗ район надзирателӗ. Такуя калать: «Эпӗ ҫылӑх тӑваттӑмчӗ, анчах та старейшинӑсем урлӑ Иегова мана пулӑшма аллине тӑсса пачӗ». Вӑхӑт иртсен Такуя пионер пулса ӗҫлеме тытӑннӑ, халӗ вара вӑл филиалта ӗҫлет. Эсир хӑвӑрӑн ҫылӑхсемшӗн кулянатӑр пулсан, Турӑ сире те ҫӗклесе тӑратасси пирки ан иккӗленӗр.

ПУРӐНМАЛӐХ ӖҪЛЕСЕ ИЛЕССИ ПИРКИ ПӐШӐРХАННИ

Нумайӑшӗ ӗҫсӗр тӑрса юлсан урӑх ӗҫ тупайманнишӗн кулянаҫҫӗ. Тен, эсир те ӗҫ шыранӑ май ӗҫ паракансемпе нумайӑшӗпе калаҫса пӑхнӑ, анчах та пӗри те сире ӗҫе илесшӗн пулман. Ҫакнашкал лару-тӑрура хӑшӗ-пӗрисем хӑйсене хисеплеми пулаҫҫӗ. Иегова сире мӗнле пулӑшма пултарать? Хӑвӑра килӗшекен ӗҫ тӳрех тупӑнмасан та, Иегова сире Давидӑн сӑмахӗсене асра тытма пулӑшӗ: «Эпӗ ҫамрӑкчӗ, ӗнтӗ ватӑлтӑм, тӳрӗ ҫынна пӑрахнине, унӑн ачисем ҫӑкӑр кӗлесе ҫӳренине курмарӑм» (Пс. 36:25). Ҫапла, Иегова сире хаклать, ҫавӑнпа уншӑн малалла та ӗҫлеме пулӑшас тесе сире хӑйӗн «тӳрӗлӗхӗн сылтӑм аллипе» мӗн кирлипе тивӗҫтерсе тӑрӗ.

Эсир ӗҫсӗр тӑрса юлас пулсан Иегова сире мӗнле пулӑшма пултарать?

Ҫавна Колумбире пурӑнакан Сара хӑй ҫинче туйса курнӑ. Вӑл чаплӑ компанире ӗҫленӗ. Унта укҫа лайӑх тӳленӗ, анчах та ӗҫӗ ӑна халран янӑ. Вӑл Иеговӑшӑн ытларах ӗҫлесшӗн пулнӑ, ҫавӑнпа та ӗҫрен тухса кайса пионер пулса ӗҫлеме пуҫланӑ. Анчах та кунӗпе ӗҫлемелле мар ӗҫе ниепле те тупайман. Сара мороженӑй сутма кафе уҫнӑ, анчах вӑхӑт иртсен тупӑш илейменнипе кафене хупма тивнӗ. «Виҫӗ ҫул хушши пурнӑҫ йывӑр пулчӗ, анчах та Иегова пулӑшнипе эпӗ ҫав йывӑрлӑхсене тӳссе ирттертӗм»,— тет Сара. Вӑл мӗн кирлипе мӗн илес килни хушшинчи уйрӑмлӑха курма тата ыранхи куншӑн ытлашши пӑшӑрханмасӑр пурӑнма вӗренсе ҫитнӗ (Матф. 6:33, 34). Каярахпа ун патне унчченхи начальник шӑнкӑравланӑ та хӑй ӗҫленӗ вырӑнах таврӑнма сӗннӗ. Сара пухӑва ҫӳреме тата ырӑ хыпар сарма май пултӑр тесе кунӗпех ӗҫлеме килӗшейместӗп тенӗ. Халӗ Сара унчченхинчен сахалрах укҫа ӗҫлесе илет, анчах та унӑн малалла та пионер пулса ӗҫлеме май пур. Мӗн тӳссе ирттерни ҫинчен аса илсе вӑл калать: «Турӑ мана юратса хӑйӗн аллипе пулӑшнине эпӗ яланах курса тӑраттӑм».

ҪУЛСЕМ КАЙНӐРАН ПӐШӐРХАННИ

Вӑхӑт никама та шеллемест. Нумайӑшӗ пенси ҫине тухсан укҫа-тенкӗ ҫитсе пырӗ-ши тесе кулянаҫҫӗ. Унсӑр пуҫне, вӗсем сывлӑх япӑхланма пултарасси пирки те пӑшӑрханаҫҫӗ. Псалом юрлаканӑн ҫак сӑмахӗсене вӗсем никамран лайӑх ӑнланаҫҫӗ пулӗ: «Ватлӑхӑм кунӗсенче тӗртсе ан ярсам мана; вӑй-халӑм чакса пынӑ чухне ан пӑрахсам мана» (Пс. 70:9, 18, 19).

Иеговӑн ӗҫлекенӗсене ватлӑхра чун канӑҫлӑхне упраса хӑварма мӗн пулӑшма пултарать? Вӗсен малалла та Турӑ ҫине шанмалла тата вӑл мӗн кирлипе тивӗҫтерессе ӗненмелле. Вӗсем ҫителӗклӗ пурнӑҫпа пурӑнма хӑнӑхнӑ пулсан, хӑйсен пурнӑҫне ансатлатса сахаллипе ҫырлахса пурӑнма вӗренмелле пулать. Ҫапла майпа вӗсем «самӑртнӑ вӑкӑр ашӗ» вырӑнне «пахчаҫимӗҫ апатне» ҫини савӑнӑҫ кӳнине те, сывлӑхшӑн усӑллӑрах пулнине те курӗҫ (Ытар. 15:17). Эсир пур ӗҫпе те Иеговӑна савӑнтарма тӑрӑшатӑр пулсан, вӑл сирӗншӗн ватлӑх кунӗсенче те тӑрӑшатех.

Хосепе Роуз тата Тонипе Уэнди

Хосе тата Роуз Иеговӑшӑн тулли вӑхӑтпа 65 ҫул ытла ӗҫлеҫҫӗ. Пӗр вӑхӑт хушши вӗсен Роуз ашшӗне кунӗн-ҫӗрӗн пӑхмалла пулнӑ. Унсӑр пуҫне, Хосе ракпа чирлӗ пулнине пӗлсен ӑна операци тунӑ тата химиотерапи мелӗпе сипленӗ. Иегова ҫак шанчӑклӑ ӗҫлекенӗсене пулӑшма хӑйӗн сылтӑм аллине тӑснӑ-и? Ҫапла. Вӗсене Тони тата Уэнди, пухури пӗр мӑшӑр, пулӑшнӑ. Вӗсен пурӑнмалли пушӑ вырӑн ахалех тӑнӑ, унта пионерсене пурӑнтарма шутланӑ пулнӑ, вара Хосепе Роуза ҫавӑнта пурӑнма сӗннӗ. Тони яш ача чухне Хосепе Роуз ырӑ хыпар сарнине шкулта чӳречерен час-часах курнӑ. Вӗсем хастар ӗҫлени ӑна хавхалантарса тӑнӑ. Ҫак ватӑ мӑшӑр пӗтӗм пурнӑҫ тӑршшӗпе Иеговӑшӑн ӗҫленӗрен Тонипе Уэнди вӗсене хӑйсем патне пурӑнма илнӗ. Юлашки 15 ҫул хушши вӗсем 80 ҫулсенчи Хосепе Роуза пулӑшса тӑраҫҫӗ. Ҫак ватӑ мӑшӑр вара Тонипе Уэнди ырӑ тунине Иегова панӑ парне вырӑнне хураҫҫӗ.

Турӑ хӑйӗн «тӳрӗлӗх сылтӑм аллине» сире те тӑсса парать. Вӑл: «Ан хӑра, сана Эпӗ пулӑшатӑп»,— тесе шантарать. Эсир Иеговӑна хӑвӑра пулӑшма паратӑр-и?

^ 11 абз. Хӑш-пӗр ятсене улӑштарнӑ.