Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

Эсир ӑслӑлӑха упратӑр-и?

Эсир ӑслӑлӑха упратӑр-и?

ПӖР ПӖЧӖК ялта чухӑн арҫын ача пурӑннӑ. Унран пурте кулнӑ тата ун пирки ухмахскер тенӗ. Хӑш-пӗр чухне кӳршӗсем хӑйсен хӑнисене култарас тесе ҫав ачана вӗсем умне илсе пырса тӑратнӑ. Вӗсем ӑна икӗ вак укҫа тӑсса панӑ — пӗри пысӑкки кӗмӗлтен, тепри пӗчӗкки, икӗ хут хаклӑраххи, ылтӑнран. «Кирек хӑшне суйласа ил»,— тенӗ вӗсем ачана. Вӑл вара кашнинчех кӗмӗл укҫана илнӗ те тара панӑ.

Пӗррехинче пӗр ҫын ачаран ыйтнӑ: «Ылтӑн укҫа кӗмӗл укҫаран хаклӑраххине пӗлместӗн-им эсӗ?» Ача йӑл кулса: «Пӗлетӗп паллах»,— тенӗ. «Мӗншӗн вара эсӗ пӗрмай кӗмӗл укҫана илетӗн?» — тесе ыйтнӑ ҫав ҫын. Ача хуравланӑ: «Эпӗ ылтӑннине илсен, ку вӑййа выляма пӑрахаҫҫӗ. Пӗлетӗр-и, мӗн чул кӗмӗл укҫа халь ман?!» Ҫав ача ӑслӑ-тӑнлӑ пулни курӑнать, унран аслисем те вӗренме пултараҫҫӗ.

Библире каланӑ: «Ывӑлӑм, ҫакӑ санран ан пытантӑр, вара чипер ӑстӑнлӑ пулӑн, пулассине ӑнкарӑн... Вара хӑвӑн ҫулупа пӗр хӑрамасӑр кайӑн, уру та такӑнмӗ санӑн» (Ытар. 3:21, 23). Апла пулсан, ӑслӑлӑх мӗне пӗлтернине тата унпа мӗнле усӑ курмаллине пӗлни пире хӳтлӗх парать. Вӑл пире чӑнлӑх ҫулӗпе такӑнмасӑр ҫирӗп пусса утма пулӑшӗ.

МӖН ВӐЛ ӐСЛӐЛӐХ?

Ӑслӑлӑх пӗлӳрен тата ӑнлануран уйрӑлса тӑрать. Пӗлӳ пухнӑ ҫын ытларах информаци илме тата фактсене пӗлме тӑрӑшать. Ӑнлану тупнӑ ҫын фактсем пӗр-пӗринпе мӗнле ҫыхӑнса тӑнине курать. Ӑслӑлӑх илнӗ ҫын мӗн пӗлнине те, мӗн ӑнланнине те шута илме пултараять, вара вӗсемпе усӑ курать.

Пӗр тӗслӗх пӑхса тухар. Сирӗнпе Библи вӗренекен ҫын вӗренмелли пособие питӗ хӑвӑрт вуласа тухнӑ, ӑнланасса та лайӑх ӑнланнӑ. Библи вӗреннӗ чухне вӑл пур ыйту ҫине те тӗрӗс хуравлать, пухусене ҫӳрет, унта комментарисем те парать. Ҫакӑ пурте вӑл чӑнлӑхра ҫитӗнӳсем тунине кӑтартма пултарать. Анчах та вӑл ӑслӑлӑх илнӗ тесе калама пулать-ши? Ун пек пулмасан та пултарать. Тен, вӑл мӗн каланине пӗр сӑмахранах ӑнланать. Анчах та ӑслӑ-тӑнлӑ ҫын пулас тесен унӑн чӑнлӑхпа килӗшӳллӗн пурӑнмалла, пӗлӳпе тӗрӗс усӑ курмалла тата ӗҫӗсене ӑнланса тумалла. Йышӑнӑвӗсене вӑл тӗплӗн шутласа тӑвать пулсан тата ҫавна пула унӑн ӗҫӗсем ӑнса пыраҫҫӗ пулсан, ун пирки ӑслӑ-тӑнлӑ ҫын тесе ҫирӗппӗн калама пулать.

Матфей 7:24—27-мӗшӗсенче Иисус Христос икӗ ҫын ҫинчен тӗслӗх илсе панӑ, вӗсем иккӗшӗ те ҫурт туса лартнӑ. Вӗсенчен пӗри «ӑслӑ ҫын» пулнӑ. Мӗн пулса тухма пултарасси ҫинчен шухӑшласа вӑл хӑйӗн ҫуртне чул никӗс ҫине лартнӑ. Ҫав ҫын хӑрушлӑха маларах курма пӗлнӗ тата асӑрхануллӑ пулнӑ. Хӑвӑрт та юнӗрех пултӑр тесе ҫурта вӑл хӑйӑр ҫине туса лартма шутламан. Ӑслӑ-тӑнлӑ пулса вӑл кайран мӗн пулассине шута илнӗ. Ҫавӑнпа, ҫил-тӑвӑл тухсан, унӑн ҫурчӗ ишӗлсе анман. Пирӗн вара ӑслӑлӑх илес тесен тата ӑна упраса хӑварас тесен мӗн тумалла?

ӐСЛӐЛӐХ ИЛЕС ТЕСЕН МӖН ТУМАЛЛА?

Пӗрремӗшӗнчен, Михей 6:9-мӗшӗнчи сӑмахсем ҫинчен шухӑшлар: «Ӑслӑлӑх Санӑн яту умӗнче хӑраса-хисеплесе тӑрать». Иеговӑн ятне хисеплекен ҫын ӑна чыс-хисеп тӑвать. Вӑл Турӑ ячӗпе мӗн ҫыхӑннӑ, ҫавна пӗтӗмпех, ҫав шутрах унӑн нормисене те, хисеплесе тӑрать. Кама та пулин хисеплес тесен малтан унӑн шухӑш-туйӑмӗсене пӗлмелле. Вара тин ӑна шанма тата унран вӗренсе тӗрӗс йышӑнусем тума пултараятпӑр. Йышӑнусем тунӑ чухне Туррӑн нормисене шута илетпӗр пулсан тата вӗсем Иеговӑпа хамӑр хушӑри хутшӑнусем ҫине мӗнле витӗм кӳресси ҫинчен шухӑшлатпӑр пулсан, ӑслӑлӑх илме пултарӑпӑр.

Иккӗмӗшӗнчен, Ытарӑшсем 18:1-мӗшӗнче ҫапла каланӑ: «Хӑй еккипе пурӑнакан хӑй кӑмӑлӗ хыҫҫӑн каять, пӗр ӑслӑ канаша та йышӑнмасть». Асӑрхануллӑ пулмасан эпир Иеговӑран тата унӑн халӑхӗнчен пӑрӑнса кайма пултаратпӑр. Ҫапла ан пултӑр тесе Туррӑн ятне тата унӑн нормисене хисеплекенсемпе хутшӑнмалла. Патшалӑх залне килме пултаратпӑр пулсан, пирӗн яланах унта пырса тӑвансемпе калаҫса хутшӑнмалла. Тӗлпулусенче мӗн калани пирӗн ҫине витӗм кӳтӗр тесен унта мӗн илтнине ӑс-тӑнпа чӗре витӗр кӑлармалла.

Унсӑр пуҫне, эпир Иеговӑна хамӑрӑн чуна уҫса паратпӑр пулсан, унпа ҫывӑхланатпӑр (Ытар. 3:5, 6). Библире тата Иеговӑн организацийӗ кӑларнӑ публикацисенче мӗн вулани ҫинчен тӗплӗн шухӑшласан, эпир тӑвас тенӗ ӗҫсем мӗн патне илсе ҫитерессине курма тата тӗрӗс йышӑнусем тума пултарӑпӑр. Ҫавӑн пекех пирӗн ӑслӑлӑх пухнӑ арҫын тӑвансен канашӗсене чӗререн йышӑнмалла (Ытар. 19:20). Вара эпир «ӑслӑ канаша» хирӗҫ каякансем мар, ӑслӑлӑх илекенсем пулатпӑр.

ӐСЛӐ-ТӐНЛӐ ПУЛНИ ҪЕМЬЕРЕ МӖНШӖН ПИТӖ КИРЛӖ?

Ӑслӑлӑх ҫемьере лайӑх хутшӑнусем упрама пулӑшать. Тӗслӗхрен, Библире арӑмӗн упӑшкине хисеплемелле тенӗ (Эф. 5:33). Хисепе тивӗҫлӗ пулас тесен упӑшкин мӗн тумалла? Упӑшка хӑйне вӑйпах хисеплеттересшӗн пулсан, ҫакӑнтан ним усси те пулмӗ. Паллах ӗнтӗ, хирӗҫес мар тесе унӑн арӑмӗ, тен, унпа юнашар чухне хӑйне хисеплӗн тытма тӑрӑшӗ. Анчах та упӑшки ҫук чухне вӑл хӑйне мӗнле тытӗ-ши? Вӑл хисепленинчен йӗрӗ те юлмасть пуль. Арӑмӗ чун-чӗререн хисеплетӗр тесен, упӑшкин хӑйне мӗнле тытмалли ҫинчен шухӑшламалла. Вӑл святой сывлӑшӑн ҫимӗҫӗ шутне кӗрекен лайӑх енсене кӑтартать пулсан, арӑмӗшӗн юратса тӑрӑшать пулсан, арӑмӗ ӑна чунтан хисеплӗ. Упӑшки хисепе тивӗҫлӗ-и е тивӗҫлӗ мар-и, арӑмӗн ӑна хисеплемеллех (Гал. 5:22, 23).

Тата Библире упӑшкисен хӑйсен арӑмӗсене юратмалла тенӗ (Эф. 5:28, 33). Калӑпӑр, арӑмӗ упӑшкине килӗшмен ӗҫе тунӑ. Ҫавна пӗлме упӑшкин право пуррине пӑхмасӑрах вӑл упӑшки юратма пӑрахасран хӑранипе ҫавӑн ҫинчен каламасть. Ҫапла туни ӑслӑ-тӑнлӑ пулать-ши? Упӑшки ҫавӑн ҫинчен пӗлсен мӗн калӗ-ши? Вӑл ӑна хытӑрах юратӗ-ши? Арӑмӗ майлӑ вӑхӑт шыраса тупса мӗн пулса иртни ҫинчен лӑпкӑн ӑнлантарса парать пулсан, мӑшӑрӗ тӳрӗ кӑмӑллӑ пулни упӑшкине килӗшӗ, вара вӑл ӑна ытларах юратма пуҫлӗ.

Хӑвӑр ачасене халӗ мӗнле вӗрентсе ӳстерни вӗсем сирӗнпе пуласлӑхра мӗнле хутшӑнасси ҫине витӗм кӳрет

Ачасен хӑйсене чӑнлӑх ҫулӗпе пыма пулӑшакан ашшӗ-амӑшне итлемелле (Эф. 6:1, 4). Ҫакӑ ашшӗпе амӑшӗн хӑйсен ачисем валли правилӑсем ҫырса список туса памаллине пӗлтерет-и? Ачасен хӑйсен ашшӗ-амӑшӗ вӗсенчен мӗн кӗтнине тата итлемесен мӗн пулассине пӗлни ҫеҫ ҫителӗксӗр. Ӑслӑ-тӑнлӑ ашшӗ-амӑшӗсем хӑйсен ачисене ашшӗпе амӑшне мӗншӗн итлемеллине ӑнлантарса параҫҫӗ.

Калӑпӑр, ача ашшӗпе е амӑшӗпе хисепсӗр калаҫать. Ача ҫине кӑшкӑрса тӑксан е тарӑхса кайнипе наказани парсан, вӑл хӑйне мӗскӗнӗн туйма пултарать е калаҫма та пӑрахӗ. Унсӑр пуҫне ача ҫилленсе ҫӳреме тата ашшӗ-амӑшӗнчен ютшӑнса кайма пултарӗ.

Ӑслӑ-тӑнлӑ ашшӗ-амӑшӗ хӑйсен ачисене мӗнле наказани парсан лайӑхрах пуласси пирки тата ҫакӑ вӗсем ҫине мӗнле витӗм кӳресси пирки шутлаҫҫӗ. Тарӑхса кайнӑ вӑхӑтра ачана наказани пама юрамасть. Унпа ырӑ кӑмӑлпа тата лӑпкӑн калаҫмалла, тен, иккӗн кӑна чухне калаҫни лайӑхрах та пулӗ. Ачана ҫакна ӑнлантарса памалла: Иегова сана аҫупа аннӳне хисеплеме хушать, сана ҫӗр ҫинче ӗмӗр-ӗмӗр пурӑнтарасшӑн. Вара ача хӑйӗн ашшӗ-амӑшне хисепленипе Иеговӑна чыс-мухтав кӳме пултарнине ӑнланса илӗ (Эф. 6:2, 3). Ашшӗ-амӑшӗ хӑйсене ҫапла тытни ачан чӗрине пырса тивме пултарать. Вӑл вӗсем хӑйне чун-чӗререн юратнине курӗ, вӗсене тата ытларах хисеплеме пуҫлӗ. Пуласлӑхра вара хӑйне мӗн пӑшӑрхантарни ҫинчен каласа пама вӗсем патне пыма хӑрамӗ.

Хӑш-пӗр ашшӗ-амӑшӗсем ачин чӗрине амантма пултарасран хӑранипе ӑна наказани памаҫҫӗ. Анчах та ача ӳссе ҫитӗнсен унпа мӗн пулӗ-ши? Вӑл Иеговӑран хӑрама вӗренӗ-и тата Туррӑн нормисемпе килӗшӳллӗн пурӑнни ӑслӑ-тӑнлӑ иккенне ӑнланӗ-и? Иегова вӗрентсе каланине вӑл пӗтӗм чӗрепе йышӑнӗ-и? (Ытар. 13:1; 29:21.)

Ӑста скульптор хӑй мӗн тӑвас тенине маларах пӗлет. Вӑл чула ката-ката илнипех илемлӗ япала пулать тесе шутламасть. Ӑслӑ-тӑнлӑ ашшӗ-амӑшӗсем Иеговӑн нормисем ҫинчен пӗлме тата вӗсемпе килӗшӳллӗн пурӑнма пӗтӗм вӑя хураҫҫӗ, ҫапла майпа вӗсем Иегова ячӗ умӗнче хӑраса-хисеплесе тӑнине кӑтартаҫҫӗ. Иеговӑран тата унӑн организацийӗнчен ютшӑнса пурӑнманни вӗсене ӑслӑлӑх илме те, хӑйсен ҫемйине ҫирӗплетме те пулӑшӗ.

Эпир куллен-кун тӑвакан йышӑнусенчен хӑшӗ-пӗрисем пӗтӗм пурнӑҫ ҫине витӗм кӳме пултараҫҫӗ. Ҫавӑнпа та йышӑнусене васкаса тумалла мар. Тӗплӗнрех шухӑшлама вӑхӑт уйӑрсан лайӑхрах пулӗччӗ. Йышӑну мӗн патне илсе ҫитерме пултарассине ӑнкарма тӑрӑшмалла. Тата Иегова панӑ канашсемпе, унӑн ӑслӑлӑхӗпе усӑ курмалла. Вара эпир ӑслӑлӑха упраса хӑварма тата ӗмӗрлӗх пурнӑҫ илме пултаратпӑр (Ытар. 3:21, 22).