Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

Сӗмлӗхрен илсе тухнӑ

Сӗмлӗхрен илсе тухнӑ

«... [Иегова] хӑвӑра сӗмлӗхрен тӗлӗнмелле ҫутине Чӗнсе Кӗртекенӗн ырӑлӑхӗсене пӗлтерсе тӑма суйласа илнӗ сире» (1 ПЕТР 2:9).

ЮРӐСЕМ: 95, 74

1. Иерусалима ҫӗнсе илнӗ чухне мӗн-мӗн пулса иртнӗ?

ПИРӖН эрӑчченхи 607 ҫул пынӑ. Ҫав ҫул II Навуходоносор патша ертсе пынипе вавилонсен пысӑк ҫарӗ Иерусалима ҫӗмӗрсе кӗнӗ. Хулара юн шыв пек юхнӑ, ҫавӑн пирки Библире ҫапла ҫырнӑ: «...[Навуходоносор] вӗсенӗн яш ачисене хӑйсен сӑваплӑ Ҫуртӗнчех хӗҫпе вӗлерсе тухнӑ, [Седекияна та,] яш ачана та, хӗре те, ваттине те, кӑвак ҫӳҫлине те хӗрхенмен. [...] Турӑ Ҫуртне ҫунтарса янӑ, Иерусалим хӳмине аркатнӑ, унти пӗтӗм кермене вутҫулӑмпа ҫунтарса янӑ, унти мӗнпур хаклӑ япалана тӗп тунӑ» (2 Ҫулс. 36:17, 19).

2. Иерусалима тӗп тӑвасси ҫинчен Иегова мӗнле асӑрхаттарнӑ тата иудейсене мӗнле пуласлӑх кӗтнӗ?

2 Хӑйсен хулипе ҫапла пулса тухнӑшӑн Иерусалим ҫыннисен тӗлӗнмелле пулман. Саккуна пӑсма пӑрахмасан, Иегова иудейсене вавилонсен аллине парасси пирки хӑйӗн пророкӗсем урлӑ нумай ҫул маларах асӑрхаттарнӑ. Пророксем иудейсем нумайӑшӗ хӗҫрен вилӗҫ тесе малтанах каласа хунӑ пулнӑ. Чӗрӗ юлнисене вара тыткӑна илсе кайӗҫ, вӗсен унта мӗн виличченех пурӑнма тивӗ тесе каланӑ (Иер. 15:2). Вавилон тыткӑнӗнчи пурнӑҫӗ вӗсен мӗнлерех пулнӑ-ши? Христиансемпе те хӑҫан та пулин ҫавнашкалли пулса иртмен-ши?

ТЫТКӐНРИ ПУРНӐҪ

3. Египетра чуралӑхра пурӑннипе танлаштарсан израильтянсен Вавилонри пурнӑҫӗ мӗнлерех пулнӑ?

3 Пророксем мӗн калани пурте пурнӑҫланнӑ. Иеремия урлӑ Иегова иудейсене ҫӗнӗ лару-тӑрупа ҫырлахма тата тыткӑнри пурнӑҫа хӑнӑхма хушнӑ: «Ҫуртсем лартӑр [Вавилонта] — ҫавӑнта пурӑнӑр, сат пахчисем чӗртӗр — вӗсен ҫимӗҫне ҫийӗр. [...] Эпӗ сире куҫарса кайнӑ хула тулӑх пурӑнтӑр тесе тӑрӑшӑр, уншӑн Ҫӳлхуҫана кӗлтӑвӑр: вӑл тӑнӑҫлӑ пурӑнсассӑн сире те тӑнӑҫлӑх пулӗ» (Иер. 29:5, 7). Турӑ хушнине итлекенсене Вавилонра пурӑнма йывӑрах пулман. Вавилонсем иудейсене хӑйсен ӗҫӗсене йӗркелесе тӑма хӑш-пӗр енчен ирӗклӗх панӑ тата ҫӗршывра пӗр вырӑнтан тепӗр вырӑна ҫӳреме те чарман. Авалхи вӑхӑтра Вавилон суту-илӳ тӗлӗшӗнчен тӗп хула пулнӑ. Археологсем тупнӑ документсем тӑрӑх, тыткӑнри иудейсем суту-илӳ ӗҫне лайӑх пӗлсе ҫитни тата тӗрлӗ ӑсталӑха вӗренни курӑнать. Вӗсенчен хӑшӗ-пӗрисем тулӑхлӑ пурнӑҫпа пурӑнма пуҫланӑ. Ӗмӗрсем каялла Египетра чуралӑхра асапланса пурӑннипе танлаштарсан, Вавилон тыткӑнӗнче израильтянсене пурӑнма чылай ҫӑмӑлтарах пулнӑ. (Тухни 2:23—25 вуласа пар.)

4. Турра пӑхӑнман иудейсемсӗр пуҫне Вавилон тыткӑнне тата кам лекнӗ? Тата мӗншӗн вӗсем Саккун мӗн хушнине пӗтӗмпех тума пултарайман?

4 Тыткӑнри иудейсен пурӑнма мӗн кирли веҫех пулнӑ теме пулать, анчах та Турра пуҫҫапас тӗлӗшрен лару-тӑру мӗнле пулнӑ-ши? Иеговӑн храмне тата парне вырӑнне аркатнӑ пулнӑ, священниксем вара хӑйсен ӗҫне Турӑ кӑтартнӑ йӗркепе туса тӑрайман. Тыткӑна илсе кайнӑ ҫынсем хушшинче Иеговӑн шанчӑклӑ ӗҫлекенӗсем те пулнӑ. Вӗсен пӗр айӑп та пулман пулин те ыттисемпе пӗрле асап тӳснӗ. Ниме пӑхмасӑрах Иеговӑн Саккунӗ тӑрӑх пурӑнас тесе вӗсем пӗтӗм вӑйран тӑрӑшнӑ. Тӗслӗхрен, Даниилпа унӑн виҫӗ юлташӗ — Седрах, Мисах тата Авденаго — Саккун тӑрӑх еврейсен ҫиме юраман апата ҫимен. Унсӑр пуҫне, эпир Даниил кашни кун Турра кӗлтунине пӗлетпӗр (Дан. 1:8; 6:10). Ҫапах та суя тӗнлӗ ҫынсене пӑхӑнса тӑнӑран, Турӑран хӑракан иудейсен Саккун мӗн ыйтнине пурне те тытса тӑма май пулман.

5. Иегова хӑйӗн халӑхне мӗнле сӑмах панӑ тата ҫакӑ мӗншӗн тӗлӗнтерме пултарнӑ?

5 Израильтянсем Иегова мӗн ыйтнине каллех пӗтӗмпех туса тӑрса Ӑна юрӑхлӑ пуҫҫапма пуҫлӗҫ-ши? Ку пулма пултарайман япала пек туйӑннӑ. Вавилонсем тыткӑна илнӗ ҫынсене ирӗке яни нихӑҫан та пулман. Анчах та вӗсем Израиль Турри Иегова пулнине шута илмен. Вӑл хӑйӗн халӑхне ирӗке кӑларатӑп тесе пророкла каласа хунӑ пулнӑ. Иегова ҫапла тунӑ та. Вӑл яланах хӑйӗн сӑмахне тытать (Ис. 55:11).

ХРИСТИАНСЕМ ВАВИЛОН ТЫТКӐНӖНЧЕ ПУЛНӐ-И?

6, 7. Христиансем Аслӑ Вавилон тыткӑнне хӑҫан лекни ҫинчен мӗншӗн тӗрӗсрех ӑнлантарса пани кирлӗ?

6 Христиансем хӑҫан та пулин Вавилон тыткӑнӗнчи пек лару-тӑрӑва лексе курнӑ-и? «Хурал башнинче» нумай ҫул хушши Туррӑн хальхи вӑхӑтри ӗҫлекенӗсем Аслӑ Вавилон тыткӑнне 1918 ҫулта лекнӗ тесе тата ҫак тыткӑнран ирӗке 1919 ҫулта тухнӑ тесе ӑнлантарса тӑнӑ. Ку тата тепӗр статьяран эпир ҫакна тӗрӗсрех ӑнлантарса пани кирлине курӑпӑр.

7 Эпир пӗлетпӗр ӗнтӗ, Аслӑ Вавилон — суя тӗнӗн пӗтӗм тӗнчери империйӗ. Енчен те Туррӑн халӑхӗ Аслӑ Вавилон тыткӑнне 1918 ҫулта лекнӗ пулсан, ҫав вӑхӑтра унӑн суя тӗн вӗрентӗвӗсен тыткӑнӗнче пулмаллаччӗ. Анчах та, фактсем кӑтартса панӑ тӑрӑх, святой сывлӑшпа суйласа лартнӑ христиансем Пӗрремӗш тӗнче вӑрҫи пуҫланиччен вун-вун ҫул маларах майӗпен Аслӑ Вавилон тыткӑнӗнчен тухнӑ пулнӑ. Пӗрремӗш тӗнче вӑрҫи вӑхӑтӗнче святой сывлӑшпа суйласа лартнӑ христиансене чӑнах та хӗсӗрленӗ, анчах та ҫакӑншӑн Аслӑ Вавилон мар, патшалӑхра власть тытса тӑракансем айӑплӑ пулнӑ. Ҫавӑнпа та Иеговӑн халӑхӗ Аслӑ Вавилон тыткӑнне 1918 ҫулта лекнӗ тесе ҫирӗплетсе калама ҫук.

ВАВИЛОН ТЫТКӐННЕ ХӐҪАН ЛЕКНӖ

8. Чӑн тӗне мӗнле пӑсса янӑ? (Статья пуҫламӑшӗнчи ӳкерчӗке пӑхӑр.)

8 Пирӗн эрӑри 33 ҫулта Аллӑмӗш кун уявӗнче иудейсемпе прозелитсем пинӗ-пинӗпе христиан тӗнне йышӑннӑ тата вӗсем ҫине святой сывлӑш аннӑ. Вара вӗсем «суйласа илнӗ йӑх, Патша священникӗсем, сӑваплӑ халӑх, Турӑ Хӑй валли илнӗ ҫынсем» пулса тӑнӑ. (1 Петр 2:9, 10 вуласа пар.) Апостолсем христиан пухӑвӗнче мӗн пулса иртнине тимлӗн асӑрхаса тӑнӑ. Анчах та каярахпа, уйрӑмах вӗсем вилсен, «хӑйсем хыҫҫӑн илсе каясшӑн урӑх майлӑ калаҫакан ҫынсем» тухнӑ. (Ап. ӗҫ. 20:30; 2 Фес. 2:6—8). Вӗсенчен нумайӑшӗ надзирательсем пулса пухура яваплӑ вырӑн йышӑннӑ (каярахпа вӗсем епископсем пулса тӑнӑ). Ҫапла майпа, Иисус хӑйӗн вӗренекенӗсене «эсир ӗнтӗ пурсӑр та тӑвансем пулатӑр» тенӗ пулсан та, майӗпен тӗнре пуҫлӑхсем пулса кая пуҫланӑ (Матф. 23:8). Аристотельпе Платонӑн философи вӗрентӗвӗсене килӗштернӗрен ятлӑ-сумлӑ ҫынсем Турӑ Сӑмахӗнчи чӑнлӑхсене суя тӗн вӗрентӗвӗсемпе улӑштарнӑ.

9. Рим империйӗ чӑнлӑхран пӑрӑннӑ христиан тӗнне мӗнле майпа пулӑшма пуҫланӑ тата ҫакӑ мӗн патне илсе ҫитернӗ?

9 Пирӗн эрӑри 313 ҫулта Константин, суя тӗне тытса тӑракан Рим императорӗ, чӑнлӑхран пӑрӑнса кайнӑ христиансене хӑйсен ӗҫне туса тӑма официаллӑ майпа ирӗк панӑ. Чиркӳ тата патшалӑхри влаҫсем пӗр шухӑшлӑ пулса ӗҫлесе тӑма пуҫланӑ. Тӗслӗхрен, Константин тӗн пуҫлӑхӗсене Никеяра пуҫтарнӑ хыҫҫӑн Ария ятлӑ священника Иисуса Турӑ вырӑнне хума килӗшменшӗн ссылкӑна ӑсаттарнӑ. Каярахпа, I Феодосий патша вӑхӑтӗнче (пирӗн эрӑри 379—395 ҫулсем), Рим империйӗнче католиксен тӗнӗ — суя тӗн вӗрентӗвӗсемпе ирсӗрленнӗ христиан тӗнӗ — патшалӑх тӗнӗ пулса тӑнӑ. Историксен шухӑшӗпе, суя тӗне тытса тӑракан Рима христиан тӗнне IV ӗмӗрте йышӑнтарнӑ. Анчах та, чӑннипе каласан, ҫав вӑхӑталла чӑнлӑхран пӑрӑнса кайнӑ христиансем суя тӗн вӗрентӗвӗсене йышӑннӑ пулнӑ, ҫапла вара вӗсем Аслӑ Вавилонӑн пайӗ пулса тӑнӑ. Ҫав вӑхӑтрах тулӑпа танлаштарнӑ святой сывлӑшпа суйласа лартнӑ христиансем Турӑ ӗҫне тӑвас тесе пӗтӗм вӑйран тӑрӑшнӑ, анчах та вӗсене никам та итлемен. (Матфей 13:24, 25, 37—39 вуласа пар.) Вӗсем Вавилон тыткӑнӗнче пулни пирки пӗр иккӗленӳ те ҫук!

10. Пирӗн эрӑри малтанхи темиҫе ӗмӗрте пурӑннӑ тӳрӗ кӑмӑллӑ ҫынсем чиркӳ вӗрентӗвӗсене мӗншӗн ӗненме пӑрахнӑ?

10 Апла пулин те пирӗн эрӑри малтанхи темиҫе ӗмӗр хушши ҫынсем Библие грек тата латин чӗлхипе вулама пултарнӑ. Вӗсен чиркӳ вӗрентӗвӗсене Турӑ Сӑмахӗнче мӗн каланипе танлаштарма май пулнӑ. Библире мӗн каланине пӗлнӗ хыҫҫӑн хӑш-пӗр ҫынсем чиркӗвӗн суя вӗрентӗвӗсене ӗненме пӑрахнӑ. Анчах та харпӑр хӑй мӗне ӗненни ҫинчен ыттисене каласа панӑшӑн вӗсене вӗлерме пултарнӑ.

11. Тӗн пуҫлӑхӗсем ҫынсене Библире мӗн ҫырнине пӗлме парас мар тесе мӗн тунӑ?

11 Библи ҫырнӑ чӗлхесемпе ҫынсем калаҫма пӑрахнӑ, чиркӳ вара Турӑ Сӑмахне ахаль ҫынсем калаҫакан чӗлхе ҫине куҫарас текенсене хӗсӗрленӗ. Ҫавӑнпа тӗн пуҫлӑхӗсем тата хӑш-пӗр вӗреннӗ ҫынсем кӑна Библи вулама пултарнӑ. Священниксем те пурте вулама-ҫырма пӗлмен. Чиркӳ вӗрентӗвӗсем тӗрӗс маррине кӑтартакан кирек хӑш ҫынна та хаяррӑн пусмӑрланӑ. Святой сывлӑшпа суйласа лартнӑ Туррӑн шанчӑклӑ ӗҫлекенӗсем вӑрттӑн, пӗчӗк ушкӑнсемпе ҫеҫ пуҫтарӑннӑ, хӑшӗ-пӗрисен вара пуҫтарӑнма пачах май пулман. Святой сывлӑшпа суйласа лартнӑ патша-священниксем иудейсен священникӗсем пекех Турӑ кӑтартнӑ йӗркепе ӗҫлесе тӑрайман. Аслӑ Вавилон ҫынсене хӑйӗн аллинче хытӑ тытса тӑнӑ.

ШАНЧӐК ҪУРАЛНӐ

12, 13. Мӗнле икӗ япалана пула Аслӑ Вавилон витӗмӗ вӑйсӑрлана пуҫланӑ?

12 Чӑн христиансем хӑҫан та пулин тыткӑнран тухса Турӑшӑн ирӗклӗн ӗҫлеме пултарӗҫ-ши? Пултарӗҫ паллах! XV ӗмӗр варринелле икӗ япалана пула тӗттӗмлӗх сирӗле пуҫланӑ. Пӗрремӗшӗнчен, наборласа пичетлемелли станока шутласа кӑларнӑ. Хӗвеланӑҫра пурӑнакансем кӗнеке пичетлеме вӗрениччен, Библие тӑрӑшсах алӑпа ҫыра-ҫыра илнӗ. Унӑн копийӗсем питӗ сахал пулнӑ. Пӗр копи тума опытлӑ ҫыруҫӑна вӑтамран вунӑ уйӑх кирлӗ пулнӑ. Унсӑр пуҫне, Библие пергамент, е выльӑх-чӗрлӗх тирӗ, ҫинче ҫырнӑ. Ҫавӑнпа та вӑл ҫав тери хаклӑ пулнӑ. Пичетлемелли станокпа ӑста ӗҫлеме пӗлекен ҫын вара хут ҫинче пӗр кун хушшинчех 1 300 страница пичетлеме пултарнӑ!

Кӗнеке пичетлеме вӗреннине тата хӑюллӑ куҫаруҫӑсем тӑрӑшса ӗҫленине пула Аслӑ Вавилон витӗмӗ вӑйсӑрланнӑ (12, 13 абзацсене пӑхӑр.)

13 Иккӗмӗшӗнчен, XVI ӗмӗр пуҫламӑшӗнче хӑюллӑ ҫынсем Туррӑн Сӑмахне ахаль ҫынсем калаҫакан чӗлхе ҫине куҫарас тесе нумай вӑй хунӑ. Ҫак ӗҫе тунӑшӑн вӗсене вӗлерме те пултарнӑ. Тӗн пуҫлӑхӗсем хӑраса ӳкнӗ, мӗншӗн тесен тӳрӗ кӑмӑллӑ ҫынсем хӑйсен тӑван чӗлхипе Библи вуланӑ хыҫҫӑн ҫакнашкал ыйтусем парасран хӑранӑ: вутлӑ тамӑк ҫинчен, ҫын вилсен кӗлтуса ӑсатнӑшӑн укҫа тӳлемелли ҫинчен, тӗн пуҫлӑхӗсем пулмалли ҫинчен Библире ӑҫта ҫырнӑ? Ахаль ҫынсемех ҫапла иккӗленме хӑйнӑшӑн вӗсем тарӑхса кайнӑ. Вара тӳрех татӑклӑ йышӑнусем тунӑ. Арҫынсемпе хӗрарӑмсене вӗсен вӗрентӗвӗсене ӗненме пӑрахнӑшӑн чиркӗве хирӗҫ каякансем тесе айӑпланӑ. Ҫав вӗрентӳсенчен хӑшӗ-пӗрисем вара Аристотельпе Платонӑн — Иисус Христос киличчен пурӑннӑ ӑсчахсен — философи вӗрентӗвӗсенчен тухнӑ. Чиркӳ вӗрентӗвӗсене ӗненме пӑрахнӑ ҫынсене вӗлерме приговор йышӑннӑ, патшалӑх влаҫӗсем вара ҫавна пурнӑҫа кӗртнӗ. Ҫапла майпа тӗн пуҫлӑхӗсем ҫынсене Библи вулама тата чиркӳ вӗрентӗвӗсем пирки иккӗленме пӑрахтарасшӑн пулнӑ. Тӗпрен илсен, вӗсем хӑйсен тӗллевне пурнӑҫланӑ. Анчах та Аслӑ Вавилонран хӑраман хӑюллӑ ҫынсем те пулнӑ. Вӗсем Библири чӑнлӑхӑн илемлӗхне кура пуҫланӑ, вара тата ытларах пӗлесшӗн пулнӑ. Ҫакӑ суя тӗн тыткӑнӗнчен ирӗке тухма пулӑшакан пӗрремӗш утӑмсем пулнӑ.

14. а) Мӗне пула XIX ӗмӗр вӗҫӗнче Библири чӑнлӑха ытларах та ытларах ӑнланма пуҫланӑ? ӑ) Рассел тӑван чӑнлӑха мӗнле шыранине каласа парӑр.

14 Ҫынсем нумайӑшӗ Библие вуласшӑн, вӗренесшӗн тата хӑйсем мӗн пӗлсе пыни ҫинчен ыттисене каласа парасшӑн пулнӑ. Чиркӳ пуҫлӑхӗсем хушнӑ пек ӗненесшӗн пулман пирки вӗсем урӑх ҫӗршывсене, чиркӳ сахалрах витӗм кӳнӗ ҫӗре, туха-туха тарнӑ. XIX ӗмӗр вӗҫӗнче ҫакӑн пек ҫӗршывсенчен пӗринче, Пӗрлешӳллӗ Штатсенче, Чарлз Тейз Расселл хӑйпе пӗр шухӑшлӑ юлташӗсемпе пӗрле Библие темӑсем тӑрӑх тӗпчеме пуҫланӑ. Малтанах Рассел тӑван анлӑ сарӑлнӑ тӗнсенчен хӑшӗ чӑнлӑха вӗрентнине пӗлесшӗн пулнӑ. Вӑл христиансен тата ытти тӗнсен вӗрентӗвӗсене Библире мӗн каланипе тӗплӗн танлаштарса тӗрӗсленӗ. Кӗҫех Рассел тӑван пӗр тӗн те Турӑ Сӑмахӗнче мӗн каланине тӗп-тӗрӗс тытса тӑманнине курнӑ. Юлташӗсемпе пӗрле Библи тӗпченӗ май мӗн пӗлнине каласа парас тесе вӑл темиҫе священникпа та тӗл пулнӑ. Вӑл вӗсем ҫав чӑнлӑхсене йышӑнса чиркӳсене ҫӳрекенсене те ӑнлантарса парасса шаннӑ. Анчах та ӑна никам та итлемен. Кӑшт вӑхӑт иртсен Библи Тӗпчекенсем суя тӗне хӑварма килӗшмен ҫынсемпе пӗрле Турра пуҫҫапмалла маррине ӑнланса илнӗ. (2 Коринф 6:14 вуласа пар.)

15. а) Аслӑ Вавилон тыткӑнне христиансем хӑҫан лекнӗ? ӑ) Тепӗр статьяран эпир мӗн пӗлӗпӗр?

15 Чӑн христиансем Аслӑ Вавилон тыткӑнне юлашки апостол вилнӗ хыҫҫӑн лекнине куртӑмӑр ӗнтӗ. Анчах та тата темиҫе ыйту сиксе тухать: святой сывлӑшпа суйласа лартнӑ христиансем 1914 ҫулччен вун-вун ҫул маларах Аслӑ Вавилон тыткӑнӗнчен тухма пуҫланине тата мӗн ҫирӗплетсе парать? Пӗрремӗш тӗнче вӑрҫи пуҫлансан хӑйӗн ӗҫлекенӗсем ырӑ хыпара сахалтарах сарнӑшӑн Иегова кӑмӑлсӑр пулнӑ-и? Христиансем хушшинче нейтралитет тытса тӑманнисем тата Иегова ырлама пӑрахнисем пулнӑ-и? Христиансем суя тӗн тыткӑнӗнче пирӗн эрӑри II ӗмӗртен пуҫласа пулнӑ пулсан, вӗсем хӑҫан ирӗке тухнӑ? Ҫак интереслӗ ыйтусен хуравӗсене эпир тепӗр статьяран пӗлӗпӗр.