Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

Вӗсем суя тӗн тыткӑнӗнчен ирӗке тухнӑ

Вӗсем суя тӗн тыткӑнӗнчен ирӗке тухнӑ

«Эй халӑхӑм, ун патӗнчен тух» (ӲЛӖМ. 18:4).

ЮРӐСЕМ: 72, 82

1. Туррӑн халӑхӗ тыткӑнран тухасса мӗншӗн шанма пултарнӑ тата эпир мӗнле ыйтусене сӳтсе явӑпӑр?

УМӖНХИ статьяран эпир шанчӑклӑ христиансем Аслӑ Вавилон тыткӑнне мӗнле майпа лекнине пӗлтӗмӗр. Анчах та вӗсем ҫак тыткӑнра ӗмӗр-ӗмӗрӗпех пулман. Суя тӗн тыткӑнӗнчен хӑтӑлма май пулман пулсан, Иегова «халӑхӑм, ун патӗнчен тух» тесе хушни пуш сӑмах анчах пулнӑ пулӗччӗ. (Ӳлӗмхине 18:4 вуласа пар.) Туррӑн халӑхӗ Аслӑ Вавилон тыткӑнӗнчен хӑҫан ирӗке тухнӑ? Малтан ҫак ыйтусем ҫине хуравлар: Библи Тӗпчекенсем 1914 ҫулччен Аслӑ Вавилон пирки мӗнле йышӑну тунӑ? Пӗрремӗш тӗнче вӑрҫи вӑхӑтӗнче пирӗн тӑвансем ырӑ хыпар сарас ӗҫе мӗн таран хастар хутшӑннӑ? Вӗсен улшӑнмалла пулни вӗсем Аслӑ Вавилон тыткӑнӗнче пулнине пӗлтерет-и?

«ВАВИЛОНА ТӖП ТУНИ»

2. Суя тӗн тӗлӗшӗнчен Библи Тӗпчекенсем мӗнле йышӑну тунӑ?

2 Пӗрремӗш тӗнче вӑрҫи пуҫланиччен вун-вун ҫул маларах Чарлз Тейз Расселл тата хӑйпе пӗр шухӑшлӑ юлташӗсем христиан тӗнчинчи тӗнсем Библири чӑнлӑха вӗрентменнине ӑнланса илнӗ. Ҫавӑнпа та вӗсем суя тӗнрен аяккарах тӑма йышӑну тунӑ. 1879 ҫулхи ноябрь уйӑхӗнчи «Сион хурал башнинче» Библире мӗн каланипе килӗшӳллӗн ҫапла ҫырнӑ пулнӑ: «Кирек мӗнле чиркӳ те хӑй пирки Христос валли ҫураҫнӑ таса хӗр тесе калать пулсан та, анчах та ҫав вӑхӑтрах политикӑна хутшӑнать пулсан, вӑл Аслӑ Вавилонӑн пайӗ, Библири сӑмахсемпе каласан аскӑн арӑм, пулса тӑрать». (Ӳлӗмхине 17:1, 2 вуласа пар.)

3. Суя тӗнпе нихӑш енчен те ҫыхӑнса тӑрасшӑн пулманнине кӑтартас тесе Библи Тӗпчекенсем мӗнле татӑклӑ утӑмсем тунӑ? (Статья пуҫламӑшӗнчи ӳкерчӗке пӑхӑр.)

3 Турӑран хӑраса пурӑнакан арҫынсемпе хӗрарӑмсем хӑйсене мӗнле тытмаллине пӗлнӗ. Суя тӗнсенчен аякра тӑмасан Турӑ ырлассине ҫухатасса вӗсем ӑнланнӑ. Ҫавӑнпа та Библи Тӗпчекенсем нумайӑшӗ Чиркӳрен тухасси пирки заявлени ҫырнӑ пулнӑ. Хӑш-пӗрисем ҫав заявленисене чиркӗве пырса пурин умӗнче вуланӑ, анчах та ҫакна тума юраман пулсан вӗсен копийӗсене чиркӗве ҫӳрекенсене кашнине ярса панӑ. Библи Тӗпчекенсем суя тӗнпе нихӑш енчен те ҫыхӑнса тӑрасшӑн пулман! Темиҫе ҫул маларах вӗсене ҫакӑншӑн вӗлерме те пултарнӑ. Анчах та XIX ӗмӗр вӗҫнелле нумай ҫӗршыври влаҫсем чиркӳсене унчченхи пекех пулӑшса тӑман. Ҫавӑн пек ҫӗршывсенче пурӑнакан ҫынсем Библи ҫинчен тата чиркӳсем мӗне вӗрентнипе килӗшменни ҫинчен уҫҫӑн калаҫма пултарнӑ.

4. Турӑ халӑхӗ Пӗрремӗш тӗнче вӑрҫи вӑхӑтӗнче Аслӑ Вавилон пирки мӗнле йышӑну тунӑ?

4 Библи Тӗпчекенсем тӑван-хурӑнташӗсене, тус-юлташӗсене тата чиркӗве ҫӳрекенсене малашне суя тӗнсемпе хутшӑнас ҫукки ҫинчен пӗлтермеллине ӑнланнӑ. Унтан та ытларах, вӗсен Аслӑ Вавилон вӑл Библире каланӑ аскӑн арӑм пулни ҫинчен ҫӗр ҫинче пурӑнакансене пурне те каласа парас килнӗ. 1917 ҫулхи декабрьтен пуҫласа 1918 ҫул пуҫламӑшӗ тӗлне темиҫе пин Тӗпчекен «Вавилона тӗп туни» буклетӑн 10 000 000 экземплярне хастаррӑн сарнӑ. Ҫав буклетра христиан тӗнчине хыттӑн питленӗ пулнӑ. Тӗн пуҫлӑхӗсем урсах кайнӑ! Анчах та Библи Тӗпчекенсене нимӗн те чарма пултарайман — вӗсем ҫак питӗ кирлӗ ӗҫе малалла та туса тӑнӑ. Вӗсем «этемрен ытларах Турра пӑхӑнмалла» пулнине ӑнланнӑ (Ап. ӗҫ. 5:29). Мӗнле пӗтӗмлетӳ тума пулать? Ҫак христиансем Аслӑ Вавилон тыткӑнне вӑрҫӑ вӑхӑтӗнче лекнӗ тесе калама ҫук. Пачах урӑхла, вӗсем ун тыткӑнӗнчен тухма пуҫланӑ, ыттисене те ҫакна тума пулӑшнӑ.

ПӖРРЕМӖШ ТӖНЧЕ ВӐРҪИ ВӐХӐТӖНЧЕ ХАСТАРРӐН ЫРӐ ХЫПАР САРНИ

5. Пирӗн тӑвансем Пӗрремӗш тӗнче вӑрҫи вӑхӑтӗнче ырӑ хыпара хастаррӑн сарни ӑҫтан курӑнать?

5 Унччен эпир Пӗрремӗш тӗнче вӑрҫи пуҫлансан Иегова хӑйӗн ӗҫлекенӗсене ырӑ хыпара сахалтарах сарнӑшӑн ырлама пӑрахнӑ, ҫавӑнпа Аслӑ Вавилона вӗсене тыткӑна илме ирӗк панӑ тесе шутланӑччӗ. Анчах та 1914 ҫултан пуҫласа 1918 ҫулччен Турӑшӑн ӗҫленӗ тӑвансем каласа панинчен ҫакӑ курӑннӑ: Туррӑн халӑхӗ, пӗтӗмӗшле илсен, ырӑ хыпар сарас ӗҫ чарӑнса ан лартӑр тесе мӗн тума пултарнине пурне те тунӑ. Ҫак сӑмахсем чӑн пулнине кӑтартакан ҫирӗплетӳсем нумай. Ҫав вӑхӑтра Библи Тӗпчекенсемпе мӗн пулса иртнине тӗплӗнрех пӗлни Библире ҫырса кӑтартнӑ событисен пӗлтерӗшне лайӑхрах ӑнланма пулӑшать.

6, 7. а) Пӗрремӗш тӗнче вӑрҫи вӑхӑтӗнче Библи Тӗпчекенсем мӗнле йывӑрлӑхсемпе тӗл пулнӑ? ӑ) Библи Тӗпчекенсем ырӑ хыпара хастаррӑн сарнине кӑтартакан тӗслӗхсем илсе парӑр.

6 Фактсем кӑтартса панӑ тӑрӑх, Библи Тӗпчекенсем Пӗрремӗш тӗнче вӑрҫи вӑхӑтӗнче (1914—1918) ырӑ хыпара хастаррӑн сарнӑ. Темиҫе сӑлтава пула ҫакна тума ҫӑмӑлах пулман. Вӗсенчен иккӗшне пӑхса тухӑпӑр. Пӗрремӗшӗнчен, Библи Тӗпчекенсем чӑнлӑха Библипе кӑна мар, ытларах Библи ҫинче никӗсленнӗ публикацисемпе усӑ курса вӗрентнӗ. Ҫавӑнпа та 1918 ҫулта влаҫра ларакансем «Уҫӑлнӑ вӑрттӑнлӑх» (акӑлч.) кӗнекене сарма чарсан тӑвансене нумайӑшне ырӑ хыпар калама йывӑр пулнӑ. Халӗ вӗсен ырӑ хыпара Библипе кӑна пӗлтермелле пулнӑ, малтан вара вӗсем вырӑнне «Уҫӑлнӑ вӑрттӑнлӑх» кӗнеке калаҫнӑ. Иккӗмӗшӗнчен, 1918 ҫулта «испанка» ятлӑ грипп алхасма пуҫланнӑ. Ҫак чир хӑвӑрт ерекен чир пулнӑ тата ӑна пула нумай ҫын вилнӗ, ҫавӑнпа та тӑвансем ырӑ хыпара пур ҫӗрте те пӗлтерсе ҫӳреймен. Анчах та ҫак тата ытти йывӑрлӑхсене пӑхмасӑрах Библи Тӗпчекенсем ырӑ хыпар сарас ӗҫ малалла та пытӑр тесе мӗн тума пултарнине пурне те тунӑ.

Библи Тӗпчекенсем ырӑ хыпара хастаррӑн сарнӑ! (6, 7 абзацсене пӑхӑр.)

7 1914 ҫулта Библи Тӗпчекенсем, ун чухне вӗсем сахаллӑн пулнӑ, «Пултарни ҫинчен фотодрамӑна» 9 миллион ытла ҫынна кӑтартнӑ. Унта кинокадрсене, ҫырса илнӗ сасса тата тӗрлӗ тӗслӗ слайдсене пӗрлештернӗ пулнӑ. «Фотодрамӑра» ҫӗре пултарнӑранпа Христос пин ҫул ертсе пынӑ вӑхӑт вӗҫленичченхи тапхӑра кӑтартса панӑ. Пирӗн тӑвансем нихӑҫан пулман тӗлӗнмелле ӗҫ тунӑ! «Фотодрамӑна» пӑхнӑ ҫынсен шучӗ Патшалӑх хыпарҫисен паянхи шутӗнчен те ирттерет. Отчетсене пӑхсан, 1916 ҫулта Пӗрлешӳллӗ Штатсенче пухусене 809 393 ҫын килнӗ, 1918 ҫулта вара — 949 444. Чӑнах та, ҫав вӑхӑтра Библи Тӗпчекенсем ырӑ хыпара хастаррӑн сарнӑ.

8. Пӗрремӗш тӗнче вӑрҫи вӑхӑтӗнче Иеговӑн организацийӗ тӑвансене мӗнле ҫирӗплетсе тӑнӑ?

8 Пӗрремӗш тӗнче вӑрҫи вӑхӑтӗнче яваплӑ арҫын тӑвансем тӗрлӗ вырӑнта пурӑнакан Библи Тӗпчекенсене хавхалантарас тесе тата вӗсен Библи ҫинче никӗсленнӗ публикацисем пулччӑр тесе тӑрӑшнӑ. Ҫакӑ тӑвансене малалла та ырӑ хыпар сарма вӑй парса тӑнӑ. Ҫав вӑхӑтра ырӑ хыпара хастаррӑн пӗлтерсе ҫӳрекен Ричард Барбер акӑ мӗн каланӑ: «Эпир темиҫе ҫулҫӳрекен надзиратель хӑйсен ӗҫне туса тӑччӑр тесе тата „Хурал башни“ малалла та тухса тӑтӑр тесе тӑрӑшаттӑмӑр. Унсӑр пуҫне, эпир „Хурал башнине“ Канадӑна ярса параттӑмӑр, унта ҫак журнала салатма юраман. Хӑш-пӗр тӑвансенчен „Уҫӑлнӑ вӑрттӑнлӑх“ кӗнекене туртса илнӗ, ҫавӑнпа мана ҫак кӗнекесене, кӗсьене чикмелле пӗчӗк форматпа пичетленӗскерсене, ҫав тӑвансене почтӑпа ярса пама хушрӗҫ. Рутерфорд тӑван пире Пӗрлешӳллӗ Штатсен хӗвеланӑҫ пайӗнчи темиҫе хулара конгрессем ирттерме тата унти тӑвансене хавхалантарма доклад туса паракансене яма ыйтрӗ».

УЛШӐНМАЛЛА ПУЛНӐ

9. а) 1914 ҫултан 1919 ҫулччен Библи Тӗпчекенсене хӑш енчен тӳрлетмелле пулнӑ? ӑ) Тӳрлетни кирлӗ пулни мӗне пӗлтермен?

9 Библи Тӗпчекенсене хӑш-пӗр енчен тӳрлетни кирлӗ пулнӑ. Вӗсем Иегова аслӑ пуҫлӑхсене пӑхӑнмалла тени мӗне пӗлтернине ӑнлансах кайман (Рим 13:1). Акӑ мӗншӗн вӗсем, пӗтӗмӗшле илсен, вӑрҫӑ вӑхӑтӗнче яланах нейтралитет тытса тӑман. Тӗслӗхрен, Пӗрлешӳллӗ Штатсен президенчӗ майӑн 30-мӗшӗ миршӗн кӗлтумалли кун тесен «Хурал башнинче» президент мӗн тума хушнине тӑвӑр тесе ҫырнӑ пулнӑ. Хӑш-пӗр тӑвансем облигацисем туянса вӑрҫӑ ирттерме пулӑшса тӑнӑ, теприсем вара винтовкӑсемпе штыксене илсе вӑрҫӑ вӑрҫма кайнӑ. Анчах та вӗсене тӳрлетмелле пулнӑран вӗсем Аслӑ Вавилон тыткӑнне лекнӗ тесе шутлани тӗрӗс мар пулнӑ пулӗччӗ. Пачах урӑхла, вӗсем суя тӗнсен пӗтӗм тӗнчери империйӗнчен аяккарах тӑмаллине лайӑх ӑнланнӑ, ҫавӑнпа та Пӗрремӗш тӗнче вӑрҫи вӑхӑтӗнче суя тӗн империйӗпе пӗтӗм ҫыхӑнӑва татнӑ. (Лука 12:47, 48 вуласа пар.)

10. Библи Тӗпчекенсем пурнӑҫа хисепленине мӗнле кӑтартнӑ?

10 Пирӗнпе танлаштарсан, Библи Тӗпчекенсем нейтралитет тытса тӑни мӗне пӗлтернине ӑнлансах ҫитереймен пулсан та, вӗсем ак ҫакна питӗ лайӑх ӑнланнӑ: Библире ыттисене вӗлерме юрамасть тенӗ. Ҫавӑнпа та вӑрҫа кайнӑ хӑш-пӗр тӑвансем ҫынна вӗлерместпӗр тесе ҫирӗп шут тытнӑ. Вӗсенчен хӑшӗ-пӗрисене вара вилччӗр тесе хӗрӳ ҫапӑҫу пынӑ ҫӗре янӑ.

11. Влаҫра ларакансем Библи Тӗпчекенсем вӑрҫа кайма килӗшменни ҫине мӗнле пӑхнӑ?

11 Тӑвансем Иеговӑна шанчӑклӑ пулнишӗн Шуйттан питӗ хытӑ тарӑхнӑ. Вӑл вӗсене «тӗрӗс мар саккун йышӑнакансемпе» усӑ курса усал тӑвасшӑн пулнӑ (Ис. 10:1). Джеймс Франклин Белл, Америка ҫарӗн генерал-майорӗ, Джозеф Рутерфордпа тата Уильям ван Амбургпа калаҫнӑ чухне Пӗрлешӳллӗ Штатсен Юстици министерстви ҫӗнӗ саккун йышӑнасшӑн пулни пирки каланӑ. Ҫав саккуна йышӑннӑ пулсан, вӑрҫа кайма килӗшмен ҫынсене вӗлерме пултарнӑ. Белл генерал каланӑ тӑрӑх, ҫакӑ пуринчен ытла Библи Тӗпчекенсене пырса тивмелле пулнӑ. Вӑл урса кайса Рутерфорд тӑвана ҫапла каланӑ: «Вильсон [АПШ президенчӗ] ҫак саккуна йышӑнма чӑрмантарчӗ. Анчах та эпир сире мӗнле чармаллине пӗлетпӗр, эпир ҫакна тӑватпӑрах

12, 13. а) Сакӑр яваплӑ арҫын тӑвана мӗншӗн тӗрмене нумай вӑхӑтлӑха хупма приговор йышӑннӑ? ӑ) Арҫын тӑвансене тӗрмене хупнӑ пулсан та вӗсем Иеговӑна шанчӑклӑ тӑрса юлма ҫирӗп шыт тытни ӑҫтан курӑнать? Ӑнлантарса парӑр.

12 Влаҫра ларакан ҫынсем хӑйсем хӑратса каланине пурнӑҫа кӗртнех. Вӗсем Рутерфорд тӑвана, ван Амбурга, ҫавӑн пекех Хурал Башни Обществин тата ултӑ представительне тӗрмене хупнӑ. Судья хӑйӗн приговорне вуланӑ чухне ҫав арҫын тӑвансем нимӗҫ салтакӗсенчен тӑракан ҫарӗнчен те хӑрушӑрах тенӗ... Тата вӑл вӗсем влаҫра ларакан ҫынсемпе патшалӑх ҫарне чыссӑрлатаҫҫӗ ҫеҫ мар, чиркӳсене ҫӳрекенсене пурне те хурлаҫҫӗ тесе каланӑ. Вӗсем пурте чи пысӑк наказание тивӗҫлӗ тенӗ вӑл 1. Ҫапла пулса тухнӑ та. Библи Тӗпчекенсенчен саккӑрӑшне нумай вӑхӑтлӑха тӗрмене лартма приговор йышӑннӑ та Атлантӑри (Джорджи штачӗ) Федераллӑ тӗрмене хупнӑ. Анчах та вӑрҫӑ пӗтсен вӗсене айӑпсӑр тесе йышӑну тунӑ та ирӗке кӑларнӑ.

13 Тӗрмере пулнӑ чухне те ҫак сакӑр тӑван Туррӑн саккунӗсене ҫирӗп тытса тӑнӑ. Вӗсем тӗрмерен кӑларма ыйтса АПШ президентне ҫыру ҫырса янӑ. Ҫав ҫырура арҫын тӑвансем Библи пире ҫынна вӗлерме хушмасть тесе тата хӑйӗн пурнӑҫне Турра халалланӑ ҫын пӗлсе тӑрсах Унӑн ирӗкне хирӗҫ каять пулсан, ҫав ҫын Турӑ ырланине ҫухатӗ тата ӗмӗрлӗхех тӗп пулӗ тесе ҫырнӑ. Вӗсем ҫынсене мӗншӗн вӗлерме юраманнине тата мӗншӗн хӑйсем ҫакна тума килӗшменнине ӑнлантарса панӑ. Президент патне ҫапла ҫырса яма мӗн тери пысӑк хӑюлӑх кирлӗ пулнӑ! Ҫак арҫын тӑвансем Иеговӑна шанчӑклӑ тӑрса юлма ҫирӗп шут тытни пирки эпир пӗртте иккӗленместпӗр.

ТИНЕХ ИРӖКЛӖХ!

14. 1914 ҫултан пуҫласа 1919 ҫулччен, Библире каланӑ тӑрӑх, мӗн пулса иртнӗ?

14 Малахия 3:1—3-мӗшӗсенче (вуласа пар) 1914 ҫултан пуҫласа 1919 ҫул пуҫламӑшӗ тӗлне Библи Тӗпчекенсемпе мӗн пулса иртни ҫинчен ҫырнӑ. Чӑн Турӑ Иегова тата Иисус Христос, «халал Ангелӗ», святой сывлӑшпа суйласа лартнӑ «Левий ывӑлӗсене» тӗрӗслеме килнӗ. Иегова тӳрлетсе тасатнӑ хыҫҫӑн вӗсем унӑн ҫӗнӗ хушӑвӗсене пурнӑҫлама хатӗр пулнӑ. Турӑшӑн ӗҫлекенсене ертсе пыма тата хушусем парса тӑма Иисус 1919 ҫулта «шанчӑклӑ та ӑслӑ чурана» лартнӑ (Матф. 24:45). Туррӑн халӑхӗ Аслӑ Вавилон тыткӑнӗнчен ирӗке тухнӑ. Ҫав вӑхӑтранпа Туррӑн ӗҫлекенӗсем унӑн ирӗкне лайӑхрах та лайӑхрах пӗлсе пыраҫҫӗ тата вӗсем хӑйсен Ҫӳлти Ашшӗне хытӑрах та хытӑрах юратаҫҫӗ. Вӑл вӗсене пиллесе тӑнӑшӑн вӗсем чун-чӗререн пархатарлӑ 2!

15. Аслӑ Вавилон тыткӑнӗнчен тухни пире мӗн тума хавхалантармалла?

15 Аслӑ Вавилон тыткӑнӗнчен тухни мӗн тери пысӑк телей! Турра чӑнлӑхпа пуҫҫапнине Сатана пӗтереймен. Апла пулин те Иегова пире мӗнле тӗллевпе ирӗке кӑларнине пирӗн асра тытмалла. Вӑл пур ҫынна та ҫӑласшӑн (2 Кор. 6:1). Тӳрӗ кӑмӑллӑ ҫынсем нумайӑшӗ халӗ те суя тӗн тыткӑнӗнче. Вӗсене ирӗке тухма пулӑшмалла. Иртнӗ ӗмӗрте пурӑннӑ арҫын тӑвансенчен тӗслӗх илсе ҫак ҫынсене пулӑшас тесе хамӑр мӗн тума пултарнине пурне те тӑвар!

^ 1 12-мӗш абзац. «Марш вӑхӑтӗнчи ӗненӳ», А. Х. Макмиллан (Faith on the March, by A. H. Macmillan), 99 стр.

^ 2 14-мӗш абзац. Иудейсем Вавилонра 70 ҫул тыткӑнра пулнипе тата чӑн тӗнрен пӑрӑнса кайнӑранпа христиансемпе мӗн пулса иртни хушшинче нумай пӗрпеклӗх тупма пулать. Анчах та иудейсем Вавилонра тыткӑнра пулни святой сывлӑшпа суйласа лартнӑ христиансемпе 1919 ҫулччен мӗн пулса иртнине сӑнарласа памасть. Ҫавӑнпа та авалхи Вавилонра тыткӑнра пулнипе суя тӗн тыткӑнӗнче пулни хушшинчи пӗрпеклӗхсене вак-тӗвек таранах шырамалла мар. Вӗсем хушшинче уйрӑмлӑхсем пур. Сӑмахран, иудейсем тыткӑнра 70 ҫул пулнӑ, христиансем вара чылай ытларах.