Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

ПИРӖН АРХИВСЕНЧЕН

«Великобританири Патшалӑх хыпарҫисем, вӑранӑр!»

«Великобританири Патшалӑх хыпарҫисем, вӑранӑр!»

ҪАПЛА чӗнсе каланине Лондонра 1937 ҫулхи декабрь уйӑхӗнче тухнӑ «Информатор» * (акӑлч.) хучӗ ҫинче ҫырнӑ пулнӑ. Малалла шухӑшлаттаракан подзаголовок пынӑ: «Вунӑ ҫул хушшинче нимӗнле ӳсӗм те ҫук». Ҫакна ҫирӗплетсе парас тесе пӗрремӗш страницӑна вунӑ ҫул хушшинчи (1928 ҫултан пуҫласа 1937 ҫулччен) сӑваплӑ ӗҫӗн отчетне кӗртнӗ.

ПИОНЕРСЕМ ЫТЛА НУМАЙ-И?

Мӗншӗн Британири хыпарҫӑсем ырӑ хыпар сарас ӗҫе хастарлӑн пӗлтерме пӑрахнӑ? Пухури тӑвансем нумай ҫул хушши ырӑ хыпар сарас ӗҫре нимӗнле улшӑнусем те туман, ҫӗнӗ тӗллевсем те лартман. Унсӑр пуҫне, филиал ҫав ҫӗршывра пионерсен шучӗ 200-е яхӑн анчах пулмалла тесе йышӑну тунӑ. Вӗсен ырӑ хыпара пухури тӑвансемпе пӗрле мар, вӗсенчен уйрӑммӑн аякри территорисенче пӗлтерсе ҫӳремелле пулнӑ. Ҫавӑнпа та филиал пионер пулса ӗҫлес текенсене Европӑри урӑх ҫӗршывсене куҫса кайма сӗннӗ, мӗншӗн тесен Великобританире вӗсем валли территори пулман. Пионерсем ют чӗлхене кӑшт кӑна е пачах пӗлмен пулсан та, пӗрин хыҫҫӑн тепри урӑх ҫӗршывсене куҫса кая пуҫланӑ, сӑмахран, Францие.

ЫРӐ ХЫПАРА ҪӖНӖ ВӐЙПА САРМА ЧӖНСЕ КАЛАНИ

1937 ҫулхи «Информаторта» хыпарҫӑсем умне тепӗр ҫул валли ҫӑмӑлах мар тӗллев лартнӑ — миллион сехет! Ҫак тӗллеве пурнӑҫлас тесе хыпарҫӑсен сӑваплӑ ӗҫ валли кашни уйӑхра 15 сехет, пионерсен вара 110 сехет уйӑрмалла пулнӑ. Ырӑ хыпара ушкӑнпа тата палӑртнӑ кунсенче пилӗкшер сехет пӗлтерме канаш панӑ, ҫавӑн пекех ҫынсем патне тепӗр хут кайма хавхалантарнӑ, уйрӑмах эрне варринче каҫхине.

Пионерсем ырӑ хыпара хастаррӑн сарса ҫӳренӗ

Ырӑ хыпара ҫӗнӗ вӑйпа сарма чӗнсе калани нумайӑшне хаваслантарсах янӑ. Хильда Паджетт * аса илет: «Ҫак тӗллеве пирӗн ума тӗп управлени лартнӑ. Пирӗнтен нумайӑшӗ ҫакна тахҫантанпах кӗтнӗ. Кӗҫех эпир ҫакӑ питӗ лайӑх ҫимӗҫсем кӳнине куртӑмӑр». Уоллис хӗрарӑм тӑван акӑ мӗн ҫырнӑ: «Кунне 5 сехет ырӑ хыпар сарни — питӗ лайӑх тӗллев! Ҫӳлхуҫашӑн кунӗпе ӗҫленисӗр пуҫне нимӗнле урӑх ӗҫ те ҫавӑн чухлӗ савӑнӑҫ пама пултараймасть. [...] Ывӑнаттӑмӑрччӗ-и? Ҫапла пуль. Анчах та мӗн тери савӑнӑҫлӑччӗ эпир!» Стивен Миллер ятлӑ ҫамрӑк арҫын тӑван вӑхӑт кӗтменнине ӑнланнӑ, ҫавӑнпа та организаци ӑна мӗн тума ыйтнине тӑвас тенӗ. Май пур чухне унӑн сӑваплӑ ӗҫе ытларах тӑвас килнӗ. Вӑл хыпарҫӑсем ушкӑнпа пухӑнса велосипедсем ҫине ларса ырӑ хыпара кунӗпех каласа ҫӳренине, ҫуллахи каҫсенче вара докладсене патефонпа итлеттернине аса илет. Ҫак хастарлӑ хыпарҫӑсем ырӑ хыпара плакатсем ҫакса ҫӳресе тата урамра журналсене сӗнсе сарнӑ.

«Информаторта» хыпарҫӑсем умне тата тепӗр тӗллев лартнӑ пулнӑ: «Пире 1 000 пионертан тӑракан ҫар кирлӗ». Ырӑ хыпар сармалли территорие илес пулсан, халӗ пионерсен пухуран уйрӑммӑн мар, пухупа пӗрле ӗҫлесе тӑмалла пулнӑ, хыпарҫӑсене пулӑшмалла, хавхалантармалла пулнӑ. Джойс Эллис (хӗр чухнехи хушамачӗ Барбер) аса илет: «Тӑвансем нумайӑшӗ пионер пулса ӗҫлеме пуҫламаллине ӑнланса илнӗ». Вӑл каласа парать: «Эпӗ 13 ҫулта анчах пулнӑ пулсан та манӑн пионер пулас килетчӗ». Джойс 1940 ҫулхи июль уйӑхӗнче 15 ҫулта чухне пионер пулса ӗҫлеме тытӑннӑ. Питер (каярахпа Джойс ӑна качча тухнӑ) вӑранма чӗнсе каланине илтсен пионер пулса ӗҫлесси ҫинчен шутлама пуҫланӑ. 1940 ҫулхи июнь уйӑхӗнче, 17 ҫулта чухне, вӑл Скарборора пионер пулса ӗҫлес тесе унта ҫитме велосипедпа 105 ҫухрӑм кайнӑ.

Пионерсем нумайӑшӗ хӑйсене шеллемесӗр Турӑшӑн ӗҫленӗ. Сирилпа Китти Джонсонӑн та сӑваплӑ ӗҫе тулли вӑхӑтпа тӑвас килнӗ. Пионер пулнӑ чухне хӑйсене мӗн кирлипе тивӗҫтерес тесе вӗсем хӑйсен ҫурчӗпе хӑш-пӗр япалисене сутма шутланӑ. Сирил ӗҫӗнчен тухса кайнӑ. Уйӑхранах вара вӗсем пионер пулса ӗҫлеме хатӗр пулнӑ. Сирил аса илет: «Эпир ҫак йышӑну тӗрӗс пулнине пӗлнӗ. Ҫакна хаваспах тата кӑмӑлтан турӑмӑр».

ПИОНЕРСЕН ҪУРЧӖСЕМ УҪӐЛА ПУҪЛАНӐ

Пионерсен шучӗ питӗ хӑвӑрт ӳссе пынӑ, ҫавӑнпа та яваплӑ арҫын тӑвансем вӗсене мӗнле пулӑшмалли ҫинчен шухӑшлама пуҫланӑ. 1938 ҫулта Джим Карр, зональнӑй надзиратель (район надзирателӗсене ун чухне ҫапла чӗннӗ), хуласенче пионерсен ҫурчӗсене йӗркелеме хушнӑ канаша пурнӑҫлама тытӑннӑ. Пионерсен тӑкакӗсем сахалтарах пулччӑр тесе вӗсене пӗрле пурӑнма тата пӗрле ӗҫлеме сӗннӗ. Шеффилдра вӗсем пысӑк ҫурта тара илнӗ те пӗр яваплӑ арҫын тӑвана ӑна пӑхса тӑма ыйтнӑ. Ҫав вырӑнти тӑвансем укҫа-тенкӗпе сӗтел-пукан панӑ. Джим каласа парать: «Кашнийӗ мӗнпе те пулин пулӑшасшӑн пулнӑ». Ҫав ҫуртра вунӑ хастар пионер пурӑннӑ. Кашни ир вӗсем апат ҫинӗ чухне кулленхи текста сӳтсе явнӑ, кайран вара хулари тӗрлӗ вырӑнсене ырӑ хыпар сарма кайнӑ.

Пионер пулса ӗҫлеме чӗнсе каланине илтсен нумайӑшӗ пионер пулса тӑнӑ

Хыпарҫӑсемпе пионерсем хӑйсем умне тӑратнӑ тӗллеве пурнӑҫланӑ — 1938 ҫулта вӗсем ырӑ хыпара миллион сехет сарнӑ. Отчетсене пӑхсан, сӑваплӑ ӗҫре пур енчен те ҫитӗнӳсем туни курӑнать. Пилӗк ҫул хушшинче Великобританири хыпарҫӑсен шучӗ виҫӗ хута яхӑн ӳснӗ. Патшалӑхшӑн хастарлӑн ӗҫлеме чӗнсе калани Иеговӑн халӑхне пулас вӑрҫӑпа ҫыхӑннӑ йывӑрлӑхсене чӑтса ирттерме хатӗр пулма пулӑшнӑ.

Туррӑн вӑрҫи, Армагеддон, ҫывхарса пынӑ май Великобританири пионерсен шучӗ ӳссех пырать. Пионерсен чи пысӑк хисепӗ ҫинчен юлашки вунӑ ҫул хушшинче темиҫе хут та палӑртнӑ. Юлашкинчен, 2015 ҫулхи октябрь уйӑхӗнче, вӗсен шучӗ 13 224 пулнӑ. Ҫак пионерсем сыхӑ тӑраҫҫӗ, мӗншӗн тесен вӗсем сӑваплӑ ӗҫе тулли вӑхӑтпа туса тӑни хӑйсен пурнӑҫӗнче мӗн тума пултарнисенчен чи лайӑххи пулнине ӑнланаҫҫӗ.

^ 3 абз. Каярахпа «Пирӗн сӑваплӑ ӗҫ».

^ 8 абз. Паджетт хӗрарӑм тӑванӑн биографине 1995 ҫулхи октябрӗн 1-мӗшӗнче тухнӑ «Хурал башнинче» (выр.) ҫырса панӑ, 19—24 стр.