Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

ВУЛАКАНСЕМ ЫЙТАҪҪӖ

Раштав уявне христиансен уявламалла-и?

Раштав уявне христиансен уявламалла-и?

Миллион-миллион ҫын пӗтӗм тӗнчипе Раштава, е Иисус Христос ҫуралнӑ куна, уявламалла тесе ӗненет. Анчах та ҫак уява апостолсемпе пӗрремӗш христиансем паллӑ тунӑ-и? Эсир Библире ҫуралнӑ куна уявлани пирки мӗн каланине пӗлетӗр-и? Ҫак ыйтусен хуравӗсене тупни пире христиансен Раштава уявламаллипе уявламалла маррине курма пулӑшӗ.

Пӗрремӗшӗнчен, Библире кам та пулин Иисусӑн е Туррӑн урӑх шанчӑклӑ ӗҫлекенӗн ҫуралнӑ кунне уявланӑ тесе нимӗн те каламан. Унта хӑйсен ҫуралнӑ кунне паллӑ тунӑ икӗ ҫын ҫинчен ҫеҫ каланӑ. Вӗсем иккӗшӗ те Иегова Туррӑн ӗҫлекенӗсем пулман тата ҫав уявсем питӗ япӑх вӗҫленнӗ (Пултарни 40:20; Марк 6:21). «Британи энциклопедийӗнче» каланӑ тӑрӑх, пӗрремӗш христиансем «суя тӗн йӑли-йӗркине — ҫуралнӑ кунсене уявлассине» ирттермен (Encyclopædia Britannica).

Иисус хӑҫан ҫуралнӑ?

Библире Иисус хӑҫан ҫурални ҫинчен тӳррӗн ниҫта та каламан. «Христос хӑш кун ҫуралнине Ҫ[ӗнӗ] Х[алалран] та, нимӗнле урӑх кӗнекерен те пӗлме май ҫук»,— тесе каланӑ Макклинтокпа Стронгӑн энциклопедийӗнче. Иисус христиансене хӑйӗн ҫуралнӑ кунне паллӑ тутарасшӑн пулнӑ пулсан, хӑш кун ҫуралнине каланӑ пулӗччӗ.

Иккӗмӗшӗнчен, Библире Иисус е унӑн пӗр-пӗр вӗренекенӗ Раштава паллӑ тунӑ тесе каламан. «Католиксен ҫӗнӗ энциклопедийӗнче» Раштава уявлани ҫинчен пӗрремӗш хут «пирӗн эрӑри 336 ҫулта ҫырнӑ Филокалӑн „Хронографӗнче“, римсен альманахӗнче» каланӑ тенӗ (New Catholic Encyclopedia). Библие ҫырса пӗтернӗренпе тата Иисус ҫӗр ҫине килнӗренпе темиҫе ӗмӗр иртнӗ пулнӑ. Акӑ мӗншӗн Макклинтокпа Стронгӑн энциклопедийӗнче «Раштава уявлассине Турӑ йӗркелесе яман тата ун ҫинчен Ҫ[ӗнӗ] Х[алалра] та нимӗн те каламан» тенӗ *.

Христос хӑйӗн вӗренекенӗсене мӗнле уява паллӑ тума хушнӑ?

Иисус Христос, Аслӑ Вӗрентекен, хӑйӗн вӗренекенӗсене хӑй вӗсенчен мӗн кӗтнине уҫҫӑн ӑнлантарса панӑ, ҫав хушусене вара Библире ҫырса панӑ. Анчах унта Раштава уявламалла тесе каламан. Шкулта учитель вӗренекенсем хӑйсене мӗн хушнине ҫеҫ тӑвасса кӗтет, Иисус та хӑйӗн вӗренекенӗсем Библире «ҫырнинчен ан иртчӗр» тет (1 Коринф 4:6).

Тепӗр енчен илес пулсан, пӗрремӗш христиансем пӗр питӗ пӗлтерӗшлӗ уява — Иисус Христос вилӗмне аса илмелли уява — лайӑх пӗлнӗ. Хӑйӗн вӗренекенӗсене Иисус хӑй ҫак уява хӑҫан тата мӗнле паллӑ тумалли ҫинчен каланӑ. Мӗн-мӗн тумаллине, ҫавӑн пекех вӑл хӑш кун вилнине Библире ҫырса панӑ (Лука 22:19; 1 Коринф 11:25).

Раштав вӑл ҫуралнӑ куна уявлани пулнине тата пӗрремӗш христиансем ҫак суя тӗн йӑли-йӗркине тытса тӑманнине куртӑмӑр ӗнтӗ. Унсӑр пуҫне, Библире Иисус е тата кам та пулин Раштава паллӑ туни пирки ниҫта та каламан. Ҫавӑнпа та пӗтӗм тӗнчипе миллион-миллион христианин Раштав уявне уявламасть.

^ 6 абз. Раштава уявлассипе ҫыхӑннӑ йӑла-йӗркесем ҫинчен «Вы можете стать ближе к Богу» брошюрӑри «Читатели интересуются. Что известно о Рождестве?» статьяран ытларах пӗлме пулать.