Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

Иегова хӑйӗн халӑхне ертсе пырать

Иегова хӑйӗн халӑхне ертсе пырать

«Ҫӳлхуҫа яланах санӑн ҫулпуҫу пулӗ» (ИС. 58:11).

ЮРӐСЕМ: 3, 4

1, 2. а) Иегова Свидетелӗсем ытти тӗн организацийӗсенчен мӗнпе уйрӑлса тӑраҫҫӗ? ӑ) Ҫак тата тепӗр статьяра эпир мӗн пӑхса тухатпӑр?

«СИРӖН чи асли кам? Сире кам ертсе пырать?» Ҫак ыйтусене Иегова Свидетелӗсене час-часах параҫҫӗ. Ҫакӑ тӗлӗнтермест, мӗншӗн тесен тӗн организацийӗсенче нумайӑшӗнче пуҫлӑх е ертсе пыракан пур. Анчах та пирӗн пуҫлӑх темле ҫитменлӗхлӗ ҫын мар. Эпир ҫакӑнпа мухтанатпӑр. Пире чӗрӗлсе тӑнӑ Иисус Христос ертсе пырать, вӑл вара хӑйӗн Ашшӗне, Иеговӑна, пӑхӑнса тӑрать (Матф. 23:10).

2 Апла пулин те пирӗн вӑхӑтра Туррӑн халӑхне ертсе пыракан арҫынсен ушкӑнӗ пур, Библире вӗсем пирки «шанчӑклӑ та ӑслӑ чура» тенӗ (Матф. 24:45). Пире Иегова хӑйӗн Ывӑлӗ урлӑ ертсе пырать теме пулать-и вара? Ҫак тата тепӗр статьяра эпир Иегова пин-пин ҫул хушши хӑйӗн халӑхне хӑш-пӗр ҫынсем урлӑ мӗнле ертсе пынине пӑхса тухатпӑр. Ҫав ҫынсене Иегова хӑй суйласа лартнине тата унччен те, халӗ те хӑйӗн халӑхӗн Ҫулпуҫӗ хӑйех пулнине кӑтартакан виҫӗ ҫирӗплетӗве те пӑхӑпӑр (Ис. 58:11).

ВӖСЕНЕ СВЯТОЙ СЫВЛӐШ ПУЛӐШНӐ

3. Мӗне пула Моисей Израиль халӑхне ертсе пыма пултарнӑ?

3 Туррӑн представителӗсене святой сывлӑш пулӑшнӑ. Израильтянсен ҫулпуҫӗ пулма лартнӑ Моисей тӗслӗхне пӑхса тухар. Мӗнле майпа вӑл ҫак яваплӑ ӗҫе тума пултарнӑ? Иегова унӑн чӗрине «Хӑйӗн Таса Сывлӑшне» хывнӑ. (Исаия 63:11—14 вуласа пар.) Моисее святой сывлӑш пулӑшса тӑнӑ, ҫавӑнпа халӑха Иегова хӑй ертсе пынӑ теме пулать.

4. Моисее Туррӑн сывлӑшӗ пулӑшса тӑнине израильтянсем мӗнле пӗлме пултарнӑ? (Статья пуҫламӑшӗнчи ӳкерчӗке пӑхӑр.)

4 Святой сывлӑша курма ҫук. Апла израильтянсем Моисей ҫине Туррӑн вӑйӗ витӗм кӳрсе тӑнине мӗнле пӗлме пултарнӑ? Святой сывлӑш пулӑшнипе Моисей тӗлӗнмелле ӗҫсем тунӑ тата фараона Туррӑн ячӗ ҫинчен каласа пӗлтернӗ (Тух. 7:1—3). Унсӑр пуҫне, святой сывлӑш Моисее питӗ лайӑх енсене, тӗслӗхрен, юрату, йӑвашлӑх тата тӳсӗмлӗх, кӑтартма пулӑшнӑ. Ҫавӑнпа Моисей питӗ лайӑх ҫулпуҫ пулнӑ. Кӳршӗ халӑхсен хаяр та мӑнкӑмӑллӑ патшисенчен Моисей мӗн тери уйрӑлса тӑнӑ! (Тух. 5:2, 6—9). Эппин, Моисее Израиль халӑхӗн ҫулпуҫӗ пулма Иегова хӑй лартни уҫҫӑн курӑннӑ.

5. Хӑйӗн халӑхне ертсе пыма Иегова святой сывлӑшне тата кама панӑ?

5 Каярахпа хӑйӗн халӑхне ертсе пымашкӑн Иегова ытти арҫынсене те святой сывлӑш панӑ. Тӗслӗхрен, Библире ҫапла ҫырнӑ: «Нав ывӑлӗ Иисус ӑслӑлӑх сывлӑшӗпе хӑватлӑланнӑ» (Сак. аст. 34:9); «Гедеона Турӑ Сывлӑшӗ хупӑрласа илнӗ» (Тӳр. 6:34); «Давид ҫинче яланах Ҫӳлхуҫа Сывлӑшӗ пулнӑ» (1 Патш. 16:13). Вӗсем пурте Туррӑн сывлӑшӗ пулӑшасса шанса тӑнине пула хӑйсен вӑйӗпе тӑваяс ҫук паттӑрла ӗҫсем тума пултарнӑ (Иис. Н. 11:16, 17; Тӳр. 7:7, 22; 1 Патш. 17:37, 50). Ҫавӑнпа та ҫав ӗҫсемшӗн чыс-мухтав илме Иегова анчах тивӗҫлӗ пулнӑ.

6. Мӗншӗн Иегова израильтянсенчен вӗсем хӑйсен ҫулпуҫӗсене пӑхӑнасса кӗтнӗ?

6 Ҫав арҫынсем ҫине святой сывлӑш витӗм кӳни яр уҫҫӑн курӑннӑ. Ҫакна курса тӑнӑ израильтянсен мӗн тумалла пулнӑ? Вӗсем хӑйсен ҫулпуҫне Моисее ӳпкелешме пуҫласан Иегова каланӑ: «Ҫак халӑх Мана хӑҫанччен тарӑхтарса [«хисеплемесӗр», ҪТ] пурӑнӗ?» (Йыша шутл. 14:2, 11). Иегова хӑй Моисее, Иисус Навина, Гедеона тата Давида хӑйӗн представителӗсем пулма лартнӑ. Израильтянсем вӗсене пӑхӑнни Иеговӑна пӑхӑнниех пулнӑ.

ВӖСЕНЕ АНГЕЛСЕМ ПУЛӐШНӐ

7. Ангелсем Моисее мӗнле пулӑшнӑ?

7 Туррӑн представителӗсене ангелсем пулӑшнӑ. (Еврейсем 1:7, 14 вуласа пар.) Иегова ангелсем урлӑ Моисее ертсе пынӑ, мӗн тумаллине пӗлтернӗ тата хушнӑ ӗҫе пурнӑҫлама мӗн кирлине панӑ. Библире каланӑ тӑрӑх, «Моисее, йӗплӗ тӗм ӑшӗнче курӑннӑ Ангел урлӑ, Турӑ пуҫлӑх та, хӑтаракан та туса янӑ» (Ап. ӗҫ. 7:35). Унсӑр пуҫне, Иегова «ангелсем урлӑ» Саккун панӑ, унпа усӑ курса Моисей израильтянсене вӗрентсе тӑнӑ (Гал. 3:19). Ҫавӑн пекех Турӑ ӑна каланӑ: «Акӑ халӑха Эпӗ хӑвна каланӑ ҫӗре ертсе кай; акӑ Манӑн Ангелӑм санӑн умӑнтан пырӗ» (Тух. 32:34). Этем кӗлеткиллӗ пулса тӑнӑ ангелсем Моисее пулӑшнине израильтянсем курнӑ тесе ҫырман Библире. Анчах та Моисей халӑха мӗнле вӗрентсе тӑнинчен тата мӗнле ертсе пынинчен ӑна ангелсем пулӑшни уҫҫӑн курӑнса тӑнӑ.

8. Ангелсем Иисус Навина тата Езекияна мӗнле пулӑшнӑ?

8 Моисей вилнӗ хыҫҫӑн Иисус Навинӑн Туррӑн халӑхне хананейсемпе ҫапӑҫма ертсе каймалла пулнӑ. Ун чухне ӑна «Ҫӳлхуҫа ҫарӗн ҫулпуҫӗ» тӗреклетнӗ, ҫапла вара Израиль халӑхӗ ҫӗнтерме пултарнӑ (Иис. Н. 5:13—15; 6:1, 20). Каярахпа, Езекия патшара ларнӑ чухне, ассирисен шутсӑр пысӑк ҫарӗ Иерусалима ҫӗнтерсе илес тесе килнӗ. Ҫавӑн чухне Иеговӑн ангелӗ пӗр каҫрах «Ассири ҫарӗн тапӑрӗнче ҫӗр сакӑрвунӑ пилӗк пин ҫынна тӗп тунӑ» (4 Патш. 19:35).

9. Туррӑн представителӗсем ҫитменлӗхлӗ пулнӑ пулсан та, израильтянсен мӗн тумалла пулнӑ?

9 Паллах, ангелсем пӗр ҫитменлӗхсӗр; ҫынсем пирки вара апла калаймӑн. Тӗслӗхрен, пӗррехинче Моисей Иеговӑна чыс-мухтав кӳмен. (Йыша шутл. 20:12). Иисус Навин Гаваон ҫыннисемпе килӗшӳ тӑвас умӗн Турӑран канаш ыйтман (Иис. Н. 9:14, 15). Пӗр вӑхӑтлӑха Езекиян «чӗри мӑнаҫланса кайнӑ» (2 Ҫулс. 32:25, 26). Ҫав арҫынсем ҫитменлӗхлӗ пулнине пӑхмасӑрах израильтянсен вӗсене итлемелле пулнӑ, мӗншӗн тесен вӗсене Турӑ ангелсем урлӑ пулӑшнӑ. Чӑнах та, ҫав халӑха Иегова хӑй ертсе пынӑ.

ВӖСЕМ ТУРРӐН СӐМАХНЕ ТИМЛЕНӖ

10. Моисей Туррӑн Сӑмахне тимлени ӑҫтан курӑнать?

10 Туррӑн представителӗсем унӑн Сӑмахне тимленӗ. Библире Израиль халӑхне панӑ Саккун пирки «Моисей саккунӗ» тенӗ (3 Патш. 2:3). Ҫапах та Сӑваплӑ Ҫырура ҫав Саккуна Иегова хӑй панӑ тесе ҫырнӑ, ҫавӑнпа Моисейӑн та ӑна пӑхӑнса тӑмалла пулнӑ (2 Ҫулс. 34:14). Тӗслӗхрен, Иегова Моисее сӑваплӑ чатӑра мӗнле тумаллине ӑнлантарса панӑ хыҫҫӑн вӑл «Ҫӳлхуҫа хӑйне мӗнле хушнӑ, ҫапла тунӑ та» (Тух. 40:1—16).

11, 12. а) Иисус Навинӑн тата Туррӑн халӑхне ертсе пынӑ патшасен мӗн тумалла пулнӑ? ӑ) Туррӑн Сӑмахӗ Иеговӑн халӑхӗн ертӳҫисем ҫине мӗнле витӗм кӳнӗ?

11 Иисус Навин израильтянсен ҫулпуҫӗ пулса тӑнӑ чухне унӑн алпа ҫырса хунӑ Туррӑн Сӑмахӗ пулнӑ. Саккун кӗнеки ҫинчен Иегова ӑна ҫапла каланӑ: «Унта мӗн ҫырнине тӗп-тӗрӗс туса тӑмашкӑн ӑна кунӗн-ҫӗрӗн вӗрен» (Иис. Н. 1:8). Туррӑн халӑхне пуҫ пулса ертсе пыракан патшасен те Саккуна кашни кун вуламалла пулнӑ, ӑна хӑйсене валли ҫырса илмелле пулнӑ тата «ҫак саккунӑн пур сӑмахне те, ҫак йӗркесене пурне те пурӑнӑҫласа» тӑмалла пулнӑ. (Саккуна астутарни 17:18—20 вуласа пар.)

12 Израиль ҫыннисене ертсе пыракан арҫынсем ҫине Турӑ Сӑмахӗ мӗнле витӗм кӳрсе тӑнӑ? Иосия патшан тӗслӗхне пӑхса тухар. Саккун кӗнекине тупсан ҫыруҫӑ ӑна Иосияна вуласа панӑ *. Турӑ Сӑмахӗ ун ҫине мӗнле витӗм кӳнӗ? Библире каланӑ: «Саккун кӗнекин сӑмахӗсене илтсессӗн, патша ҫири тумтирне туртса ҫурнӑ». Ҫавӑн хыҫҫӑн Иосия йӗрӗхсене пуҫҫапассипе ҫине тӑрсах кӗрешме пуҫланӑ тата Пасха уявне тунӑ, ҫак уява нимӗнле патша та унашкал чаплӑ уявлани пулман (4 Патш. 22:11; 23:1—23). Иосия тата Турра шанчӑклӑ ытти пуҫлӑхсем Сӑваплӑ Ҫырӑва тимлесе вуланӑ та унта мӗн ҫырнине шута илсе унччен хӑйсем халӑха панӑ хушусене улшӑнусем кӗртнӗ. Ҫав улшӑнусене туни израильтянсене Турӑ ирӗкӗпе килӗшӳллӗн пурӑнма пулӑшнӑ.

13. Турӑ халӑхӗн патшисем суя турӑсене пуҫҫапнӑ патшасенчен мӗнпе уйрӑлса тӑнӑ?

13 Ытти халӑхсен пуҫлӑхӗсем хӑйсен ӑс-тӑнӗ ҫине шаннӑ тата пуласлӑхра мӗн пуласси ҫинчен шухӑшламан. Израильтянсен Турра шанчӑклӑ патшисенчен вӗсем мӗн тери уйрӑлса тӑнӑ! Тӗслӗхрен, хананейсем тата вӗсен пуҫлӑхӗсем ирсӗр ӗҫсем тунӑ. Вӗсем ҫывӑх тӑванпа ар ҫыхӑнӑвне кӗнӗ, выльӑхсемпе пӗтӗҫнӗ, ачасене парне пек ҫунтарса панӑ тата йӗрӗхсене пуҫҫапнӑ (Лев. 18:6, 21—25). Унсӑр пуҫне, Вавилон тата Египет пуҫлӑхӗсем ӳт-пӳ тасалӑхӗ тӗлӗшӗнчен израильтянсене Турӑ панӑ нормӑсене тытса тӑман (Йыша шутл. 19:13). Израильтянсем хӑйсен ертӳҫисем вӗсене Турра тӗрӗс пуҫҫапма, нравственность тата ӳт-пӳ тӗлӗшӗнчен таса пулма пулӑшса тӑнине курнӑ. Ҫав арҫынсене Иегова ертсе пыни пирки вӗсен пӗр иккӗленӳ те пулман.

14. Мӗншӗн Иегова хӑйӗн халӑхӗн хӑш-пӗр пуҫлӑхӗсене наказани панӑ?

14 Унсӑр пуҫне, Туррӑн халӑхне ертсе пынӑ патшасем пурте Иеговӑна итленӗ теме ҫук. Вӗсенчен хӑшӗ-пӗрисем Турӑ хӑйӗн сывлӑшӗ, ангелӗсем тата Сӑмахӗ урлӑ панӑ хушусене хирӗҫ кайнӑ. Иегова ҫакнашкал пуҫлӑхсене наказани пани те, вӗсем вырӑнне урӑх пуҫлӑхсене суйласа лартни те пулкаланӑ (1 Патш. 13:13, 14). Каярахпа, хӑй палӑртса хунӑ вӑхӑтра, Иегова хӑйӗн халӑхне ертсе пыма чи лайӑх пуҫлӑх лартнӑ. Вӑл унчченхи патшасенчен чылай ирттерет.

ИЕГОВА ПӖР ҪИТМЕНЛӖХСӖР ПАТША СУЙЛАСА ЛАРТНӐ

15. а) Чи лайӑх патша килесси ҫинчен пророксем мӗнле каласа пӗлтернӗ? ӑ) Ҫав патша кам пулса тӑнӑ?

15 Иегова хӑйӗн халӑхне чи лайӑх пуҫлӑх парӑп тесе темиҫе ӗмӗр хушши пророкла каласа тӑнӑ. Моисей израильтянсене каланӑ: «Хӑвӑн Ҫӳлхуҫа Турру сана хӑвӑр хушшӑртан, хӑвӑн тӑванусем хушшинчен, ман пек пророк кӑларса парӗ, Ӑна итлӗр» (Сак. аст. 18:15). Исаия ҫак пуҫлӑх пирки «ҫулпуҫ» тенӗ (Ис. 55:4). Даниил вара Турӑ сывлӑшӗ пӗлтернипе «Христос Патша» килӗ тенӗ (Дан. 9:25). Иисус Христос та хӑйӗн пирки Турӑ халӑхӗн «Вӗрентӳҫи» тесе каланӑ. (Матфей 23:10 вуласа пар.) Иисусӑн вӗренекенӗсем хатӗр пулсах ун хыҫҫӑн кайнӑ тата ӑна Иегова суйласа лартни пирки пӗртте иккӗленмен (Иоанн 6:68, 69). Иегова хӑйӗн халӑхне Иисус урлӑ ертсе пырассине ҫирӗп шанма вӗсене мӗн пулӑшнӑ?

16. Иисуса святой сывлӑш пулӑшни ӑҫтан курӑнать?

16 Иисуса святой сывлӑш пулӑшса тӑнӑ. Иисуса шыва кӗртнӗ вӑхӑтра Иоанн святой «Сывлӑш кӑвакарчӑн пек курӑнса Ун ҫине аннине курнӑ». Ҫавӑн хыҫҫӑн «Сывлӑш Иисуса пушхире илсе кайнӑ» (Марк 1:10—12). Иисус ҫӗр ҫинче сӑваплӑ ӗҫе туса тӑнӑ вӑхӑтра Туррӑн сывлӑшӗ ӑна тӗлӗнмелле ӗҫсем тума тата ҫынсене вӗрентме вӑй парса тӑнӑ (Ап. ӗҫ. 10:38). Унсӑр пуҫне, святой сывлӑш пулӑшнипе Иисус питӗ лайӑх енсене кӑтартнӑ, сӑмахран, юрату, савӑнӑҫ тата ҫирӗп ӗненӳ (Иоанн 15:9; Евр. 12:1). Пуҫлӑхсенчен нихӑшӗ те хӑйсене Туррӑн сывлӑшӗ пулӑшать тесе ҫавӑн чул ҫирӗплетӳ илсе парайман пулӗччӗ. Иисуса Иегова хӑй суйласа лартни уҫҫӑн курӑнать.

Шыва кӗнӗ хыҫҫӑн Иисуса ангелсем мӗнле пулӑшнӑ? (17-мӗш абзаца пӑхӑр.)

17. Ангелсем Иисуса мӗнле пулӑшнӑ?

17 Иисуса ангелсем пулӑшса тӑнӑ. Иисус шыва кӗнӗ хыҫҫӑн ун патне «ангелсем пынӑ та» уншӑн ӗҫлесе тӑнӑ (Матф. 4:11). Виличчен те темиҫе сехет маларах ун «патне ҫӳлтен ангел анса тӗреклӗлетнӗ» (Лука 22:43). Иегова хӑйӗн ирӗкне пурнӑҫлама Иисуса пулӑшас тесе кирек хӑш вӑхӑтра та ангелсене яма пултарнӑ. Иисус ҫакӑн ҫинчен питӗ лайӑх пӗлнӗ. (Матф. 26:53).

18, 19. Турӑ Сӑмахӗ Иисусӑн пурнӑҫӗ тата вӑл мӗне вӗрентни ҫине мӗнле витӗм кӳнӗ?

18 Иисус Туррӑн Сӑмахне тимленӗ. Сӑваплӑ ӗҫе ҫӗр ҫинче тума пуҫланӑранпа мӗн виличченех Иисус Туррӑн Сӑмахӗнче мӗн каланипе килӗшӳллӗн пурӑннӑ (Матф. 4:4). Юпа ҫинче ҫакӑнса тӑнӑ чухне те вӑл Мессия ҫинчен пророкла каланисене илсе панӑ (Матф. 27:46; Лука 23:46). Вӑл вӑхӑтра пурӑннӑ тӗн пуҫлӑхӗсем Иисусран мӗн тери уйрӑлса тӑнӑ. Турӑ Сӑмахӗ мӗне вӗрентни хӑйсен вӗрентӗвӗсемпе килӗшсе тӑман пулсан, вӗсем унта мӗн ҫырнине хисепе хуман. Исаия урлӑ каланӑ Иеговӑн сӑмахӗсене илсе парса Иисус каланӑ: «Ҫак ҫынсем чӗлхи-ҫӑварӗпе Ман патӑма ҫывӑхараҫҫӗ, сӑмахпа Мана хисеплеҫҫӗ, анчах хӑйсен чӗри Манран аякра тӑрать; вӗсем этем ӳкӗчӗсене, этем йӑлисене вӗрентеҫҫӗ» (Матф. 15:7—9). Ҫавсенчен хӑшне те пулин Иегова хӑйӗн халӑхне ертсе пырас ӗҫе шанса пама пултарнӑ-и вара?

19 Туррӑн Сӑмахӗнче мӗн калани Иисусӑн ӗҫӗсем ҫине кӑна мар, вӑл ыттисене мӗне вӗрентни ҫине те витӗм кӳрсе тӑнӑ. Тӗн пуҫлӑхӗсем ӑна кӑткӑс ыйтусем панӑ чухне вӑл хӑйӗн ӑслӑлӑхӗ е опычӗ ҫине шанман, пуринчен ытла вӑл Сӑваплӑ Ҫырура мӗн каланине хисепе хунӑ (Матф. 22:33—40). Иисус ҫынсене хӑйӗн пӗлӗтри пурнӑҫӗ ҫинчен тата Ҫут тӗнчене мӗнле туни ҫинчен каласа парса килентермен. Ун вырӑнне вӑл «Ҫырӑва ӑнланмашкӑн вӗсене ӑстӑн панӑ» (Лука 24:32, 45). Иисус Туррӑн Сӑмахне питӗ юратнӑ, ҫавӑнпа май килсенех ун ҫинчен ыттисемпе калаҫма тӑрӑшнӑ.

20. а) Иисус Иеговӑна чыс-мухтав кӳни ӑҫтан курӑнать? ӑ) I Ирод Агриппа Иисусран мӗнпе уйрӑлса тӑнӑ тата ҫакӑ Иегова хӑйӗн халӑхне ертсе пыма камсене шанни пирки мӗн калать?

20 Ҫынсем Иисусӑн «ырӑ сӑмахӗсенчен» тӗлӗннӗ пулсан та, пӗтӗм чыс-мухтава вӑл хӑйӗн Вӗрентекенне, Иеговӑна, кӳнӗ (Лука 4:22). Пӗр пуян ҫын Иисуса «ырӑ Вӗрентекен» тесе чысласшӑн пулнӑ, анчах та вӑл йӑвашшӑн ҫапла каланӑ: «Мӗншӗн эсӗ Мана ырӑ тетӗн? Пӗртен-пӗр Турӑсӑр пуҫне никам та ырӑ мар» (Марк 10:17, 18). Иисус ҫак сӑмахсене каланӑ хыҫҫӑн сакӑр ҫул иртсен Иудейӑн патши I Ирод Агриппа пулса тӑнӑ. Вӑл Иисусран мӗн тери уйрӑлса тӑнӑ! Пӗррехинче Ирод ятарлӑ пуху пуҫтарнӑ, вӑл «патша тумтирне» тӑхӑннӑ пулнӑ. Пухӑннӑ ҫынсем ӑна мухтаса кӑшкӑра пуҫланӑ: «Ку — этем сасси мар, Турӑ сасси!» Ирода ҫакӑ питӗ килӗшнӗ. Малалла мӗн пулса тухнӑ-ха? «Ҫавӑн чухне Ирода Турра мухтаманшӑн Ҫӳлхуҫа Ангелӗ сасартӑках хускалайми туса лартнӑ; вӑл хӑйне хурт ҫисе пӗтернипе вилнӗ» (Ап. ӗҫ. 12:21—23). Хӑйӗн халӑхне ертсе пыма Иегова Ирода лартманни уҫҫӑнах курӑннӑ. Иисуса Турӑ суйласа лартнине кӑтартакан ҫирӗплетӳсем вара питӗ нумай. Вӑл яланах Иеговӑна, Чи Аслӑ Патшана, чыс-мухтав кӳрсе тӑнӑ.

21. Тепӗр статьяра эпир мӗн пӑхса тухатпӑр?

21 Иисусӑн темиҫе ҫуллӑха ҫеҫ патша пулса тӑмалла пулман. Чӗрӗлсе тӑнӑ хыҫҫӑн Иисус каланӑ: «Ҫӳлте те, ҫӗр ҫинче те пур ирӗке те Мана панӑ... Эпӗ тӗнче пӗтичченех куллен сирӗнпе пӗрле пулӑп» (Матф. 28:18—20). Анчах та Иисус пӗлӗте кайнӑ вӗт. Вӑл унтан Туррӑн ҫӗр ҫинчи халӑхне мӗнле ертсе пыма пултартӑр? Иисусӑн ҫӗр ҫинчи представителӗ пулма Иегова кама шанса панӑ? Тата христиансем Иеговӑн представителӗсене мӗнле уйӑрса илме пултараҫҫӗ? Ҫак ыйтусене тепӗр статьяра сӳтсе явнӑ.

^ 12 абз. Ҫав Саккун кӗнеки, тен, Моисей хӑй аллипех ҫырнӑ кӗнеке пулнӑ.