Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

«Мӗн тума асӑнтӑн — ту»

«Мӗн тума асӑнтӑн — ту»

«Ҫӳлхуҫа умӗнче тупа тунине пурӑнӑҫла» (МАТФ. 5:33).

ЮРӐСЕМ: 124, 51

1. а) Иеффайпа Анна хушшинче мӗнле пӗрпеклӗх пулнӑ? (Статья пуҫламӑшӗнчи ӳкерчӗке пӑхӑр.) ӑ) Ҫак статьяра эпир мӗнле ыйтусене пӑхса тухатпӑр?

ҪАВ арҫын паттӑр ҫар ҫынни тата Турӑ халӑхӗн хӑюллӑ ҫулпуҫӗ пулнӑ. Ҫав хӗрарӑм вара — упӑшкине пӑхӑнса пурӑнакан, килтисемшӗн тӑрӑшакан ахаль хӗрарӑм ҫеҫ пулнӑ. Кунта Иеффай судья тата Елканӑн арӑмӗ Анна ҫинчен сӑмах пырать. Пӗр Турра пуҫҫапнисӗр пуҫне вӗсен иккӗшӗн тата мӗнле пӗрпеклӗх пулма пултарнӑ-ши? Иеффай та, Анна та Турра тупа туса сӑмах панӑ тата хӑйсен сӑмахне тытнӑ. Тупа туса сӑмах пани вара мӗне пӗлтерет? Турра сӑмах парасси ҫине мӗншӗн ҫӑмӑлттайлӑн пӑхмалла мар? Иеффай тата Анна тӗслӗхӗсенчен эпир мӗне вӗренме пултаратпӑр?

2, 3. ӑ) Тупа туса сӑмах пани мӗне пӗлтерет? ӑ) Турра тупа туса сӑмах пани ҫинчен Библире мӗн каланӑ?

2 Библире «тупа туни» текен сӑмах ҫаврӑнӑшӗ Турра сӑмах панине пӗлтерет. Турра тупа тӑвакан ҫын пӗр-пӗр ӗҫ тума, парне кӳме, Турӑшӑн ятарлӑ майпа ӗҫлеме пуҫлама е мӗн те пулин тӑвасран сыхланма сӑмах парать. Ҫын хӑй ирӗкӗпе, хӑйӗн кӑмӑлӗпе сӑмах парать пулсан та, ҫакӑ Турӑшӑн сӑваплӑ шутланать, ӑна пурнӑҫламасӑр хӑварма юрамасть (Пулт. 14:22, 23; Евр. 6:16, 17). Турра тупа туса сӑмах парасси ҫине мӗнле пӑхмалли ҫинчен Библире мӗн каланӑ?

3 Моисей Саккунӗнче каланӑ: «Кам та кам Ҫӳлхуҫана сӑмах парас пулсассӑн е карт туса тупа тӑвас пулсассӑн, унӑн хӑй сӑмахне пӑсмалла мар, унӑн хӑй мӗн каланине пурне те тӑвасах пулать» (Йыша шутл. 30:3). Каярахпа Соломон ҫапла ҫырнӑ: «Турра сӑмах парсассӑн, ӑна пурӑнӑҫлама ан вӑрахла, мӗншӗн тесессӗн Турӑ ухмахсене кӑмӑлламасть: мӗн тума асӑнтӑн — ту» (Еккл. 5:3). Сӑмах парсан ӑна тытмаллине Иисус та ҫирӗплетсе каланӑ: «Эсир тата авалхисене „тупа тунинчен ан ирт, Ҫӳлхуҫа умӗнче тупа тунине пурӑнӑҫла“ тенине илтнӗ» (Матф. 5:33).

4. а) Турра сӑмах парасси ҫине мӗншӗн ҫӑмӑлттайлӑн пӑхмалла мар? ӑ) Иеффайпа Анна ҫинчен эпир мӗн пӑхса тухатпӑр?

4 Ҫакӑнтан Иеговӑна сӑмах парасси ҫине ҫӑмӑлттайлӑн пӑхма юраманни курӑнать, мӗншӗн тесен ҫакӑ Иеговӑпа пирӗн хушӑри хутшӑнусем ҫине витӗм кӳрет. Давид ҫырнӑ: «Ҫӳлхуҫа тӑвӗ ҫине кам улӑхайӗ, Унӑн сӑваплӑ вырӑнӗнче кам тӑма пултарайӗ? ...Чунӗпе кӑлӑхах тупа туманни» (Пс. 23:3, 4). Иеффайпа Анна вара мӗн пирки тупа тунӑ? Ҫавна пурнӑҫлама вӗсене ҫӑмӑл пулнӑ-и?

ВӖСЕМ ТУПА ТУСА СӐМАХ ПАНИНЕ ПУРНӐҪЛАНӐ

5. Иеффай мӗн пирки тупа туса сӑмах панӑ тата ҫавӑн хыҫҫӑн мӗн пулса тухнӑ?

5 Иеффай аммонсемпе ҫапӑҫма каяс умӗн Иеговӑна сӑмах панӑ пулнӑ. Аммонсем Туррӑн халӑхне пусмӑрласа пурӑннӑ (Тӳр. 10:7—9). Вӗсене ҫӗнтересшӗн ҫунса тӑраканскер, Иеффай Турра тупа туса ҫапла каланӑ: «Эсӗ аммонсене ман аллӑма парсассӑн, эпӗ аммонсене ҫӗнтерсе таврӑнсассӑн, тӑван килӗм хапхинчен мана хирӗҫ мӗн [«кам», ҪТ] тухӗ, ҫавӑ Ҫӳлхуҫана пулӗ». Малалла мӗн пулнӑ-ха? Иеффай аммонсене парӑнтарнӑ хыҫҫӑн киле таврӑнсан, ӑна хирӗҫ унӑн юратнӑ хӗрӗ тухнӑ. Шӑп ӑна Иеффайӑн Иеговӑна памалла пулнӑ (Тӳр. 11:30—34). Ҫакӑ Иеффай хӗрӗшӗн мӗне пӗлтернӗ?

6. а) Иеффайпа унӑн хӗрне Турра тупа туса сӑмах панине пурнӑҫлама ҫӑмӑл пулнӑ-и? ӑ) Саккуна астутарни 23:21, 23 тата Псалом 14:4 сӑвӑ йӗркисем сӑмах пани ҫине ҫӑмӑлттайлӑн пӑхма юраманнине мӗнле кӑтартаҫҫӗ?

6 Иеффай тупа туса калани пурнӑҫлантӑр тесен унӑн хӗрӗн пӗтӗм пурнӑҫ тӑршшӗпе Иеговӑшӑн сӑваплӑ чатӑрта ӗҫлемелле пулнӑ. Иеффай ним шутласа тӑмасӑрах тупа тунӑ теме пулать-и? Ҫук, мӗншӗн тесен хӑйне хирӗҫ хӗрӗ те тухма пултарасса вӑл пӗлнӗ. Анчах та шӑп ҫапла пулса тухсан ашшӗ те, хӗрӗ те сӑмах парса хунине пурнӑҫлама питӗ йывӑр пуласса ӑнланса илнӗ. Хӗрне курсанах Иеффай «ҫийӗнчи тумтирне туртса ҫурнӑ» та каланӑ: «Эсӗ мана ҫапсах хуҫрӑн». Унӑн хӗрӗ качча кайма пултарас ҫуккишӗн макӑрнӑ, мӗншӗн тесен ашшӗн урӑх ача пулман пирки Израильте унӑн ятне тата еткерлӗхне упраса хӑваракан ачана вӑл ҫеҫ ҫуратма пултарнӑ. Анчах та чи кирли вӗсемшӗн урӑххи пулнӑ. Иеффай каланӑ: «Эпӗ сан ҫинчен Ҫӳлхуҫа умӗнче асӑнтӑм, ӗнтӗ ӑна каялла тӑваймӑп». Хӗрӗ вара ӑна хуравланӑ: «Мӗн тума пултӑн, ӗнтӗ ҫавна ту» (Тӳр. 11:35—39). Турра шанчӑклӑ ҫав икӗ ҫыннӑн Ҫӳлти Турра тупа туса каланине пурнӑҫламасӑр хӑварас шухӑш пуҫра та пулман. Питӗ йывӑр пулнӑ пулсан та, вӗсем сӑмаха тытнӑ. (Саккуна астутарни 23:21, 23; Псалом 14:4 вуласа пар.)

7. а) Анна Турра мӗн пирки тупа туса сӑмах панӑ тата мӗншӗн? Турӑ ӑна мӗнле хуравланӑ? ӑ) Анна сӑмах пани Самуилӑн пурнӑҫӗ ҫине мӗнле витӗм кӳнӗ? (Сноскӑна пӑхӑр.)

7 Анна та Иеговӑна тупа туса сӑмах панине пурнӑҫланӑ. Вӑл икӗ япалашӑн питӗ хытӑ куляннӑ: унӑн ача пулман тата Феннана пӗрмаях ӑна хурласа калаҫнӑ (1 Патш. 1:4—7, 10, 16). Анна Турра хӑйӗн чӗрине уҫса панӑ тата тупа туса ҫапла каланӑ: «Эй [Пурне те Тума Пултаракан Турӑ,] Саваоф Ҫӳлхуҫа! Эсӗ Хӑвӑн чурун хурлӑхӗ ҫине хӗрхенсе пӑхсассӑн, мана аса илсессӗн, Эсӗ Хӑвӑн чуруна манса каймасассӑн, Эсӗ Хӑвӑн чуруна арҫын ачаллӑ тусассӑн, эпӗ ӑна унӑн кунӗсем вӗҫленичченех Ҫӳлхуҫана халалласа парӑп, вӑл эрех те, ҫиккер те ӗҫмӗ, унӑн пуҫне нихӑҫан та ҫӳҫ илекен ҫӗҫӗ сӗртӗнмӗ» (1 Патш. 1:11) *. Турӑ ӑна илтнӗ, вара Анна хӑйӗн пӗрремӗш ывӑлне ҫуратнӑ. Вӑл ҫавӑншӑн мӗн тери хӗпӗртенӗ пулӗ! Анчах та Анна Турра хӑй мӗнле тупа туса сӑмах панине манман. Ывӑл ҫуратсан вӑл каланӑ: «Эпӗ ӑна Ҫӳлхуҫаран Саваоф Турӑран ыйтса илтӗм» (1 Патш. 1:20).

8. а) Аннӑна хӑйӗн сӑмахне тытма ҫӑмӑл пулнӑ-и? ӑ) 60-мӗш псаломри Давидӑн сӑмахӗсем Аннӑн лайӑх тӗслӗхӗ ҫинчен мӗнле аса илтереҫҫӗ?

8 Пӗчӗк Самуила, пӗр виҫҫӗрискерне, кӑкӑр пӑрахтарсанах Анна Турра тупа туса каланине пурнӑҫланӑ. Урӑхла тӑвасси унӑн шухӑшра та пулман. Вӑл Самуила Силомри сӑваплӑ чатӑрта ӗҫлесе тӑракан аслӑ священник Илий патне илсе кайнӑ та каланӑ: «Эпӗ ҫак ачашӑн кӗлтурӑм, Ҫӳлхуҫа эпӗ Хӑйӗнчен ыйтнине ҫитерчӗ; эпӗ ӑна унӑн кунҫулӗ мӗн вӗҫленичченех Ҫӳлхуҫана паратӑп — вӑл Ҫӳлхуҫашӑн ӗҫлесе тӑрӗ» (1 Патш. 1:24—28). Библире «ҫамрӑк ача Самуил... Ҫӳлхуҫа патӗнче ҫитӗннӗ» тенӗ (1 Патш. 2:21). Анчах та Аннӑна хӑйӗн сӑмахне пурнӑҫлама ҫӑмӑл пулнӑ-ши? Унӑн хӑйӗн тӗпренчӗкне хӑй ҫумне мӗн тери пӑчӑртас килнӗ пулӗ, унпа выляма, ӑна вӗрентме май пулнӑ пулсанччӗ тесе шутласа та ҫӳренӗ пулӗ! Тата камӑн хӑйӗн пӗчӗк ывӑлӗ мӗнле ӳссе пынине курас тата ҫав ӑшӑ асаилӳсене чӗре варринче упрас килмӗ вара?! Анчах та Анна Турра ҫавӑн пек сӑмах панӑшӑн шеллемен. Сӑмаха тытма пултарнӑшӑн Иегова ӑна чӑн-чӑн савӑнӑҫ панӑ (1 Патш. 2:1, 2; Псалом 60:2, 6, 9 вуласа пар).

Эсир Турра тупа туса сӑмах панине пурнӑҫлатӑр-и?

9. Эпир халӗ мӗнле ыйтусене пӑхса тухатпӑр?

9 Эпир ҫакӑн пек пӗтӗмлетӳ тума пултаратпӑр: Турра тупа туса сӑмах парасси ҫине ҫӑмӑлттайлӑн пӑхма юрамасть. Ҫавӑнпа айтӑр ҫак ыйтусене пӑхса тухар: христиансем пулнӑ май эпир Турра мӗн пирки тупа туса сӑмах пама пултаратпӑр? Хамӑрӑн сӑмаха тытмашкӑн мӗн таран вӑй хумалла?

ХАМӐР ПУРНӐҪА ТУРРА ХАЛАЛЛАНИ

Пурнӑҫа Турра халалланӑ чухне тупа туни (10-мӗш абзаца пӑхӑр.)

10. Мӗн пирки тупа туса сӑмах пани христианиншӑн чи пысӑк пӗлтерӗшлӗ тата ҫакӑ мӗне пӗлтерет?

10 Хӑйӗн пурнӑҫне Иеговӑна халалласа тупа туса сӑмах пани христианиншӑн чи пысӑк пӗлтерӗшли шутланать. Пурнӑҫа Турра халалланӑ чухне христианин чун-чӗререн кӗлтуса пӗтӗм пурнӑҫ тӑршшӗпе, кирек мӗн пулас пулсан та, Иеговӑшӑн ӗҫлеме тупа туса сӑмах парать. Иисус каланӑ тӑрӑх, ҫакнашкал ҫын хӑй мӗн тӑвас килнине пӑрахса Туррӑн ирӗкне пуринчен мала хума сӑмах парать (Матф. 16:24). Ҫавӑнтан пуҫласа ҫын Иеговӑн пулса тӑрать (Рим 14:8). Хӑйӗн пурнӑҫне Турра халалласа тупа туса сӑмах панӑ ҫыннӑн шухӑш-кӑмӑлӗ псалом юрлаканӑн пекех пулмалла: «Хама кӑтартнӑ мӗнпур ырӑлӑхшӑн Ҫӳлхуҫана мӗнле тав тӑвам-ши? Хам асӑннине Ҫӳлхуҫана Унӑн пӗтӗм халӑхӗ умӗнче кӳрем» (Пс. 115:3, 5).

11. Шыва кӗнӗ кун «ҫапла» тесе хуравланипе эсир мӗн кӑтартрӑр?

11 Эсир хӑвӑр пурнӑҫа Иеговӑна халалларӑр-и тата шыва кӗтӗр-и? Ҫапла пулсан, пит аван! Шыва кӗнӗ кун сире ыттисем умӗнче ҫак ыйтӑва панӑ: «Эсӗ хӑвна Турра халалланипе тата шыва кӗнипе Иегова Свидетелӗсемпе — святой сывлӑш ертсе пыракан организаципе — пӗрлешнине кӑтартатӑн. Эсӗ ҫакна ӑнланатӑн-и?» «Ҫапла» тесе хуравланипе эсир хӑвӑра Турра халалланине тата унӑн ӗҫлекенӗсем пулса тӑмашкӑн шыва кӗме хатӗр пулнине пурин умӗнче те кӑтартрӑр, Иеговӑна та питӗ савӑнтартӑр!

12. а) Эпир хамӑра мӗнле ыйтусем пама пултаратпӑр? ӑ) Петр каланӑ тӑрӑх, пирӗн мӗнле лайӑх енсем аталантармалла?

12 Анчах та шыва кӗни — ҫул пуҫламӑшӗ ҫеҫ. Шыва кӗнӗ хыҫҫӑн Турра халалланипе килӗшӳллӗн пурӑнас тесе эпир Иеговӑшӑн шанчӑклӑн ӗҫлесе тӑрасшӑн. Ҫавӑнпа хамӑра ҫакӑн пек ыйтусем парсан лайӑх пулнӑ пулӗччӗ: шыва кӗнӗ хыҫҫӑн манпа Иегова хушшинчи хутшӑнусем ҫирӗпленсе пыраҫҫӗ тесе калама пулать-и? Эпӗ унчченхи пекех Иеговӑшӑн чун-чӗререн ӗҫлесе тӑратӑп-и? (Кол. 3:23.) Эпӗ Иеговӑна тӑтӑшах кӗлтӑватӑп-и? Кашни кун Туррӑн Сӑмахне вулатӑп-и? Пухӑвӑн тӗлпулӑвӗсене сиктермесӗр ҫӳретӗп-и? Май килнӗ таран нумайрах ырӑ хыпар сарма тӑрӑшатӑп-и? Е ҫак хӑш-пӗр ӗҫсенче манӑн хастарлӑх сӳнсе пырать? Петр апостол ӑнлантарса панӑ тӑрӑх, Турӑшӑн малалла та хастарлӑн ӗҫлесе тӑрас тесен ӗненӳ ҫумне тӗплӗн шухӑшлама пӗлнине, тӳсӗмлӗх тата тӳрӗлӗх хушмалла. (2 Петр 1:5—8 вуласа пар.)

13. Хӑйӗн пурнӑҫне Иеговӑна халалланӑ тата шыва кӗнӗ ҫыннӑн мӗн асра тытмалла?

13 Хамӑра Турра халалласа сӑмах панине пӑрахӑҫлама ҫук. Ҫын Иеговӑшӑн ӗҫлесе ывӑнса ҫитнӗ пулсан та е ӑна христианин пурнӑҫӗпе пурӑнма йӑлӑхтарса ҫитернӗ пулсан та, вӑл эпӗ хамӑн пурнӑҫа Иеговӑна чӑннипех халалламан тата эпӗ шыва кӗни те чӑн мар тесе калаймӗ *. Вӑл хӑйӗн пурнӑҫне тӗппипех Турра халалланине пурин умӗнче те кӑтартнӑ вӗт. Йывӑр ҫылӑх тусан унӑн Турӑ умӗнче те, пуху умӗнче те явап тытмалла пулӗ (Рим 14:12). Малтанхи пек юратма нихӑҫан та ан пӑрахӑр. Сирӗн ӗҫӗрсене курса Иисус ҫапла калама пултартӑр: «Санӑн ӗҫӳсене, эсӗ юратса тӑнине, тӑрӑшнине, ӗненнине, санӑн тӳсӗмлӗхне, санӑн кайранхи ӗҫӳсем малтанхисенчен те пысӑкраххине Эпӗ пӗлетӗп» (Ӳлӗм. 2:4, 19). Айтӑр хамӑра Турра халалланипе килӗшӳллӗн пурӑнма ҫирӗп шутлӑ пулса Иеговӑна савӑнтарар.

МӐШӐРЛАННӐ ЧУХНЕ ТУПА ТУНИ

Мӑшӑрланнӑ чухне тупа туни (14-мӗш абзаца пӑхӑр.)

14. Ҫын пурнӑҫӗнче тата мӗн пирки сӑмах пани пысӑк пӗлтерӗшлӗ? Мӗншӗн ҫапла калама пулать?

14 Тепӗр пысӑк пӗлтерӗшлӗ сӑмах пани вӑл — мӑшӑра тупа туса сӑмах пани. Мӗншӗн ҫапла калама пулать? Мӗншӗн тесен мӑшӑрлӑ пурӑнасси сӑваплӑ. Хӗрпе каччӑ Турӑ тата ҫынсем умӗнче пӗр-пӗрне шанчӑклӑ пулма тупа туса сӑмах параҫҫӗ. Вӗсем мӑшӑрланнӑ чухне «Турӑ йӗркеленӗ мӑшӑрлӑ пурнӑҫпа ҫӗр ҫинче пурӑннӑ чухне яланах» пӗр-пӗрне юратма, хисеплеме тата пӗр-пӗриншӗн тӑрӑшма сӑмах параҫҫӗ. Хӑш-пӗр мӑшӑрсем ҫак сӑмахсенех каламаҫҫӗ пулсан та, ҫав-ҫавах вӗсем Турӑ умӗнче тупа тӑваҫҫӗ. Унтан вӗсене халӗ эсир упӑшкапа арӑм пулса тӑтӑр тесе калаҫҫӗ. Турӑ шутласа хунипе килӗшӳллӗн, вӗсен ҫемьеллӗ пурнӑҫӗ ӗмӗрлӗхех пулмалла (Пулт. 2:24; 1 Кор. 7:39). Ҫавӑнпа та, Иисус сӑмахӗсемпе каласан, «Турӑ пӗрлештернине этем» — упӑшка та, арӑм та, нимӗнле урӑх ҫын та — «ан уйӑртӑр». Мӑшӑрсен ҫемьере йывӑрлӑхсем сиксе тухсан уйӑрӑлма пулать тесе шухӑшламалла мар (Марк 10:9).

15. Мӗншӗн христиансем мӑшӑрлӑ пурнӑҫ ҫине ҫак тӗнчери ҫынсенчен нумайӑшӗ ҫӑмӑлттайлӑн пӑхнӑ пек пӑхмаҫҫӗ?

15 Паллах ӗнтӗ, кашни ҫемьере йывӑрлӑхсем пулаҫҫӗ, мӗншӗн тесен упӑшка та, арӑм та — ҫитменлӗхлӗ ҫынсем. Акӑ мӗншӗн Библире мӑшӑрланнӑ ҫынсен «хуйхӑ курмалла» пулӗ тенӗ (1 Кор. 7:28). Шел пулин те, ҫак тӗнчери ҫынсем нумайӑшӗ мӑшӑрлӑ пурнӑҫ ҫине ҫӑмӑлттайлӑн пӑхаҫҫӗ. Ҫемьере йывӑрлӑхсем сиксе тухсан вӗсем ҫав йывӑрлӑхсене татса пама тӑрӑшас вырӑнне уйрӑлма шутлаҫҫӗ. Анчах та христиансемшӗн ҫакӑ тӗрӗс мар. Мӑшӑрланнӑ чухне тупа туса сӑмах панине пӑсни Турра суйнипе пӗрех, вӑл вара ултавҫӑсене кураймасть (Лев. 19:12; Ытар. 6:16—19). Павел апостол ҫырнӑ: «Эсӗ арӑмлӑ ҫын-и? Арӑмупа уйӑрӑласшӑн ан пул» (1 Кор. 7:27). Мӗншӗн Павел ҫапла каланӑ? Мӗншӗн тесен арӑмӗпе уйрӑлса сутӑнчӑкла хӑтланакансене Иегова курайманнине вӑл пӗлнӗ (Мал. 2:13—16).

16. Библире мӑшӑрсем уйрӑласси тата уйрӑм пурӑнасси пирки мӗн каланӑ?

16 Иисус кӑтартса панӑ тӑрӑх, уйрӑлма ирӗк паракан пӗртен-пӗр сӑлтав вӑл — мӑшӑр улталани. Айӑпа кӗмен мӑшӑрӗ каҫарма килӗшмест пулсан, вӗсем уйрӑлма пултараҫҫӗ (Матф. 19:9; Евр. 13:4). Уйрӑм пурӑнасси пирки вара мӗн калама пулать? Библи тӑрӑх, ҫавӑн пекки пулма пултарать. (1 Коринф 7:10, 11 вуласа пар.) Анчах та хӑҫан унашкал тума юрани пирки унта ҫырса паман. Иеговӑна ӗненмен мӑшӑрӗ хӑйне тискеррӗн тытнипе христианинӑн сывлӑхӗпе пурнӑҫне хӑрушлӑха кӗртсе ӳкерет пулсан е хаяррӑн хирӗҫ тӑнипе Иеговӑна пуҫҫапма чӑрмантарать пулсан, хӑш-пӗр христиансем мӑшӑрӗнчен уйрӑм пурӑнма йышӑну тӑваҫҫӗ *.

17. Христиансем хӑйсен ҫемйи ҫирӗп пултӑр тесе мӗн тума пултараҫҫӗ?

17 Ҫемьере йывӑрлӑхсем сиксе тухсан мӑшӑрсем старейшинӑсенчен канаш ыйтма пултараҫҫӗ. Старейшинӑсен вара малтан вӗсенчен «Что такое настоящая любовь?» фильма юлашки хут хӑҫан пӑхнӑ тесе тата «Сирӗн ҫемье телейлӗ пулма пултарать» брошюрӑна пӗрле вӗреннӗ-и тесе ыйтса пӗлмелле. Мӗншӗн? Мӗншӗн тесен унта нумай мӑшӑра ҫемьене ҫирӗп тума пулӑшнӑ принципсем пур. Пӗр мӑшӑр акӑ мӗн каланӑ: «Эпир ҫак брошюрӑна вӗренме пуҫласан пирӗн хушӑри хутшӑнусем нихҫанхинчен ҫывӑх пулса тӑчӗҫ». Тепӗр хӗрарӑм тӑванӑн 22 ҫул хушши мӑшӑрлӑ пурнӑҫпа пурӑннӑ хыҫҫӑн ҫемйи арканас патне ҫитнӗ пулнӑ. Вӑл хӑйӗн мӑшӑрлӑ пурнӑҫ пирки ҫапла каланӑ: «Эпир иксӗмӗр те шыва кӗнӗ христиансемччӗ, анчах та пӗр-пӗринчен питӗ хытӑ уйрӑлса тӑракан ҫынсемччӗ. Ҫак фильм пирӗншӗн питӗ усӑллӑ пулчӗ! Халӗ эпир пӗр-пӗрне чылай лайӑхрах ӑнланатпӑр». Эсир мӑшӑрланнӑ ҫынсем пулсан, Иегова панӑ принципсемпе усӑ курӑр. Ҫакӑ сире мӑшӑрланнӑ чухне тупа туса сӑмах панипе килӗшӳллӗн пурӑнма тата ҫемьене телейлӗ тума пулӑшӗ.

ТУЛЛИ ВӐХӐТПА ЯТАРЛӐ ӖҪЛЕКЕНСЕМ СӐМАХ ПАНИ

18, 19. а) Ашшӗ-амӑшӗсенчен нумайӑшӗ хӑйсен ачисене Турӑшӑн мӗнле ӗҫлеме хавхалантараҫҫӗ? ӑ) Хӑйсен пурнӑҫне Турӑшӑн ятарлӑ майпа ӗҫлеме халалланӑ тӑвансем мӗн-мӗн тӑваҫҫӗ?

18 Иеффайпа Анна хушшинче тата мӗнле пӗрпеклӗх пулнине асӑрхарӑр-и? Вӗсем иккӗшӗ те хӑйсен ачисене пӗтӗм пурнӑҫ тӑршшӗпе Турӑшӑн ятарлӑ майпа ӗҫлеме халалланӑ. Вӗсен ачисем тӗллевлӗ те телейлӗ пурнӑҫпа пурӑннӑ. Хальхи вӑхӑтра ашшӗ-амӑшӗсем нумайӑшӗ хӑйсен ачисене Турӑшӑн тулли вӑхӑтпа ӗҫлеме хавхалантараҫҫӗ. Ҫапла майпа ӗҫлесе тӑракан ҫамрӑк христиансем пурте мухтава тивӗҫлӗ (Тӳр. 11:40; Пс. 109:3).

Тулли вӑхӑтпа ятарлӑ ӗҫлекенсем тупа туни (19-мӗш абзаца пӑхӑр.)

19 Халӗ Иегова Свидетелӗсен организацийӗнче Тулли вӑхӑтпа ятарлӑ ӗҫлекенсен пӗтӗм тӗнчери орденӗнче тӑракан 67 000-не яхӑн ҫын ӗҫлет. Вӗсенчен хӑш-пӗрисем Вефильте ӗҫлеҫҫӗ, теприсем Турра пуҫҫапмалли вырӑнсем туса лартма пулӑшаҫҫӗ, район надзирателӗн ӗҫне тӑваҫҫӗ, теократи шкулӗсенче вӗрентеҫҫӗ, ятарлӑ пионерсем е миссионерсем пулса ӗҫлеҫҫӗ, Конгресс залӗсене е теократи шкулӗсен ҫурчӗсене пӑхса тӑраҫҫӗ. Вӗсем пурте хушнӑ ӗҫе туса тӑма тата ансат пурнӑҫпа пурӑнма тупа туса сӑмах панӑ, урӑхла каласан, вӗсем хӑйсене кирек мӗнле ӗҫ хушсан та хатӗр пулсах пурнӑҫлама тата ирӗк памасӑр урӑх ниҫта та ӗҫлеместӗп тесе сӑмах панӑ. Мӗншӗн вӗсене тулли вӑхӑтпа ятарлӑ ӗҫлекенсем теҫҫӗ? Мӗншӗн тесен вӗсене, ахаль ҫынсенех, ятарлӑ ӗҫ тума шанса параҫҫӗ. Тулли вӑхӑтпа ятарлӑ ӗҫлекенсем пулнӑ май, ҫак тӑвансем хӑйсене кӗҫӗне хума тата тупа туса сӑмах панипе килӗшӳллӗн пурӑнма ҫирӗп шут тытаҫҫӗ.

20. «Куллен-кун» пирӗн мӗн тумалла тата мӗншӗн?

20 Ҫак статьяра эпир виҫӗ лару-тӑрура Турра тупа туса сӑмах пани ҫинчен калаҫрӑмӑр. Тен, эсир вӗсенчен пӗринче, е иккӗшӗнче, е виҫӗ лару-тӑрӑвӗнче те Турра сӑмах панӑ. Хӑвӑр сӑмах пани ҫине ҫӑмӑлттайлӑн пӑхмалла маррине эсир ӑнланатӑр паллах (Ытар. 20:25). Кам сӑмах панӑ хыҫҫӑн ӑна пурнӑҫламасть, ҫавӑ Иеговӑна ҫиллентерме пултарать (Еккл. 5:5). Айтӑр псалом юрлакан пек пулар, вӑл ҫырнӑ: «Эпӗ вара Санӑн ятна ӗмӗр мухтаса юрлӑп, мӗн тума асӑннине куллен-кун пурӑнӑҫа килтерӗп» (Пс. 60:9).

^ 7 абз. Ывӑл ҫуралсан Анна ӑна ӗмӗрлӗхех назорей пулма халаллатӑп тесе, урӑхла каласан, Иеговӑшӑн ятарлӑ майпа ӗҫлесе тӑма уйӑрнӑ ҫын пулма паратӑп тесе тупа тунӑ (Йыша шутл. 6:2, 5, 8).

^ 13 абз. Ҫын шыва кӗме хӑтӗррипе хатӗр маррине пӗлес тесе старейшинӑсем мӗн чухлӗ вӑй хунине шута илсен, пӗр-пӗр ҫын шыва кӗни чӑн пулман тесе сайра-хутра ҫеҫ калама пулать.

^ 16 абз. «Хӑвӑра Туррӑн юратӑвӗнче сыхласа усрӑр» кӗнекене пӑхӑр, 219—221 страницӑсем.