Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

Беженецсене Иеговӑшӑн савӑнса ӗҫлеме пулӑшӑр

Беженецсене Иеговӑшӑн савӑнса ӗҫлеме пулӑшӑр

«Ҫӳлхуҫа ютран килнисене сыхлать» (ПС. 145:9).

ЮРӐСЕМ: 17, 109

1, 2. а) Хӑш-пӗр тӑвансем мӗнле йывӑрлӑхсемпе тӗл пулаҫҫӗ? ӑ) Ҫав тӗлӗшрен мӗнле ыйтусем сиксе тухаҫҫӗ?

«БУРУНДИРЕ граждан вӑрҫи пуҫланнӑ кун пирӗн ҫемье район конгресӗнчеччӗ,— каласа парать Лийе ятлӑ арҫын тӑван.— Ҫынсем таҫталла чупатчӗҫ, пӑшалпа перетчӗҫ. Ҫӑлӑнас тесе пирӗн пурин те — аттепе аннен, манӑн тата 10 пӗртӑванӑн — тарма тиврӗ. Япаласенчен вара хамӑр ҫинче мӗн пулнӑ, ҫавӑ кӑначчӗ. Ҫемьерисенчен хӑш-пӗрисем 1 600 ҫухрӑма утса тухса Малавири беженецсен лагерьне ҫитме пултарчӗҫ. Ыттисем вара тӗрлӗ ҫӗре сапаланса пӗтнӗ».

2 Вӑрҫа е хӗсӗрленине пула тӑван килтен тарса кайнисен шучӗ нумаях пулмасть 65 миллион ҫынран та иртсе кайнӑ, ун чухлӗ халиччен нихӑҫан та пулман *. Вӗсем хушшинче пин-пин Иегова Свидетелӗ. Нумайӑшӗ хӑйсен юратнӑ ҫыннисене ҫухатнӑ тата нимсӗр-мӗнсӗр тӑрса юлнӑ. Ҫавӑн хыҫҫӑн хӑш-пӗрисем мӗнле йывӑрлӑхсемпе тӗл пулнӑ? Ҫав тӑвансем хӗн-хура пӑхмасӑрах Иеговӑшӑн савӑнса ӗҫлеме пултарччӑр тесе эпир вӗсене мӗнле пулӑшма пултаратпӑр? (Пс. 99:2.) Тата Иегова ҫинчен пӗлмен беженецсене ырӑ хыпара ӑнӑҫлӑн пӗлтерме мӗн пулӑшма пултарать?

БЕЖЕНЕЦСЕН ПУРНӐҪӖ

3. Мӗншӗн Иисусӑн тата унӑн вӗренекенӗсенчен нумайӑшӗн тӑван ҫӗртен тарса кайма тивнӗ?

3 Пӗррехинче Иеговӑн ангелӗ Иосифа Ирод патша Иисуса вӗлересшӗн пулни ҫинчен пӗлтернӗ. Вара Иисусӑн ашшӗ-амӑшӗ ӑна илсе Египета тарнӑ (Матф. 2:13, 14, 19—21). Вун-вун ҫул иртсен Иисусӑн вӗренекенӗсем хӑйсене хӗсӗрленине пула «Иудейӑпа Самарири тӗрлӗ ҫӗрсене саланса пӗтнӗ» (Ап. ӗҫ. 8:1). Хӑйӗн вӗренекенӗсен нумайӑшӗн тӑван ҫӗртен тухса тарма тивесси пирки Иисус малтанах пӗлнӗ. Вӑл каланӑ: «Сире пӗр хулара хӗсӗрлесен, эсир тепӗр хулана кайӑр» (Матф. 10:23). Сӑлтавӗ кирек мӗнле пулсан та, тӑван киле пӑрахса хӑварма ҫӑмӑл мар.

4, 5. Беженецсем мӗнле йывӑрлӑхсемпе тӗл пулаҫҫӗ: а) ҫул ҫинче; ӑ) беженецсен лагерӗнче?

4 Ҫул ҫинче беженецсем тӗрлӗ хӑрушлӑха кӗрсе ӳкме пултараҫҫӗ. Беженецсен лагерӗнче те пурнӑҫ ҫӑмӑл мар. Лийен шӑллӗ Гад акӑ мӗн каласа парать: «Эпир темиҫе эрне хушши утрӑмӑр, таврара ҫӗр-ҫӗр ҫын вилли выртатчӗ. Ун чухне эпӗ 12-реччӗ. Ура ҫав тери шыҫӑнса кайнӑран эпӗ тӑвансене мана пӑрахса хӑварма ыйтрӑм. Аттен мана пӑлхавҫӑсен аллине лектерес килмен, ҫавӑнпа мана хӑй йӑтса пычӗ. Кунран-кун йывӑрлӑхсене чӑтса ирттерме пире Иеговӑна шанни тата кӗлтуни пулӑшатчӗ. Хушӑран ҫул ҫинче манго ҫимӗҫне татса ҫинисӗр пуҫне урӑх ним ҫимелли те ҫукчӗ» (Флп. 4:12, 13).

5 Лийе тӑванӗсенчен ытларахӑшӗ Пӗрлешнӗ Нацисен Организацийӗ йӗркеленӗ лагерьсенче нумай ҫул пурӑннӑ. Анчах унта та вӗсен пурнӑҫӗ лӑпкӑ пулман. Халӗ район надзирателӗ пулса ӗҫлекен Лийе акӑ мӗн калать: «Пурин те тенӗ пекех ӗҫ ҫукчӗ. Ҫынсем пӗр-пӗрин ҫинчен сӑмах саратчӗҫ, ӗҫетчӗҫ, азартлӑ вӑйӑсем вылятчӗҫ, вӑрлатчӗҫ тата аскӑн ӗҫсем тӑватчӗҫ». Хӑйсене вӗсен япӑх витӗмӗнчен хӳтӗлес тесе ҫав лагерьсенче пурӑнакан Иегова Свидетелӗсен пуху ӗҫӗсене ытларах хутшӑнмалла пулнӑ (Евр. 6:11, 12; 10:24, 25). Вӗсем вӑхӑтпа ӑслӑ-тӑнлӑ усӑ курса хӑйсен ӗненӗвне ҫирӗплетнӗ, нумайӑшӗ вара пионер пулса ӗҫлеме тытӑннӑ. Израильтянсем пушхир тӑрӑх куҫса ҫӳреме пӑрахнӑ пекех, эпир те хӑҫан та пулин лагерьте пурӑнма пӑрахатпӑр тесе хӑйсене аса илтерсе тӑнӑ. Ҫакӑ ҫав тӑвансене ырӑ шухӑш-кӑмӑла упраса хӑварма пулӑшнӑ (2 Кор. 4:18).

БЕЖЕНЕЦСЕМПЕ ЫРӐ ПУЛӐР

6, 7. а) «Турӑ юратӑвӗ» пире мӗн тума хавхалантарать? ӑ) Тӗслӗх илсе парӑр.

6 «Турӑ юратӑвӗ» пире пӗр-пӗрне юратма хавхалантарать, уйрӑмах йывӑр килнӗ чухне. (1 Иоанн 3:17, 18 вуласа пар.) Пӗрремӗш ӗмӗрте Иудеяри христиансем выҫлӑхпа асапланнӑ чухне ытти ҫӗрти пухусенчи тӑвансем вӗсене пулӑшнӑ (Ап. ӗҫ. 11:28, 29). Унсӑр пуҫне, Павелпа Петр апостолсем христиансене иртен-ҫӳренсемпе тараватлӑ пулма хавхалантарнӑ (1 Петр 4:9; Рим 12:13). Христиансен хӑйсен пухӑвне хӑнасем килсен вӗсене хапӑл тусах йышӑнмалла тенӗ пулсан, пурнӑҫӗсене ҫӑлса хӑварас тесе е хаяррӑн хӗсӗрленинчен хӑтӑлас тесе килӗсене пӑрахса тухса тарнӑ тӑвансемпе вара мӗн тери тараватлӑрах пулмалла! (Ытарӑшсем 3:27 вуласа пар.) *

7 Нумаях пулмасть Украинӑри тухӑҫ енче пурӑнакан Иегова Свидетелӗсен — арҫынсен, хӗрарӑмсен тата ачасен — вӑрҫӑ тухнине тата хӗсӗрленине пула хӑйсен килӗсене пӑрахса тухса кайма тивнӗ. Шел пулин те, хӑш-пӗрисем вилнӗ. Анчах та ытларахӑшне Украинӑри тӗрлӗ вырӑнсенче пӗр пек ӗненекенсем хӑйсем патне илнӗ. Нумайӑшне Раҫҫейри Свидетельсем хӑйсен килӗсенче йышӑннӑ. Икӗ ҫӗршыври тӑвансем хӑйсен «тӗнченӗн мар» пулмаллине ӑнланнӑ, ҫавӑнпа нейтралитет тытса тӑнӑ, ҫавӑн пекех вӗсем малалла та «Ырӑ Хыпар пӗлтерсе ҫӳренӗ» (Иоанн 15:19; Ап. ӗҫ. 8:4).

БЕЖЕНЕЦСЕНЕ ӖНЕНӖВНЕ ҪИРӖПЛЕТМЕ ПУЛӐШӐР

8, 9. а) Беженецсем ют ҫӗршывра мӗнле йывӑрлӑхсемпе тӗл пулма пултараҫҫӗ? ӑ) Мӗншӗн пирӗн вӗсене тӳсӗмлӗн пулӑшмалла?

8 Хӑш-пӗр ҫынсен хӑйсен ҫӗршывӗнчех урӑх вырӑна куҫса кайма тивнӗ, нумайӑшӗ вара ют ҫӗршыва тарма тивнӗрен нихӑҫан курман условисене лекнӗ. Патшалӑх беженецсене апат-ҫимӗҫ, тумтир тата пурӑнмалли вырӑн уйӑрса пама пултарать, анчах та апат-ҫимӗҫӗ вӗсем хӑнӑхнӑ пекки пулмасан та пултарать. Унччен ӑшӑ ҫӗршывсенче пурӑннӑ ҫынсем, тен, пӗрремӗш хут сивӗ климата лекнӗрен мӗнле тӑхӑнмаллине те пӗлмеҫҫӗ пулӗ. Ялта пурӑннисене вара кил-ҫуртри хальхи техникӑпа усӑ курма вӗренме йывӑр.

9 Хӑш-пӗр ҫӗршывсенче беженецсене ҫӗнӗ условисене хӑнӑхма пулӑшас тесе правительство ятарлӑ программӑсем йӗркелет. Анчах та ытларах чухне беженецсенчен темиҫе уйӑхранах хӑйсене пурӑнма мӗн кирлипе хӑйсемех тивӗҫтерме пуҫласса кӗтеҫҫӗ. Хӑйсен пурнӑҫӗнчи ҫакнашкал пысӑк улшӑнусем вӗсене халран яма пултараҫҫӗ. Шухӑшласа пӑхӑр кӑна: вӗсен ют чӗлхепе калаҫма вӗренмелле, ҫӗнӗ законсене тата ҫав вырӑнти йӑла-йӗркене хӑнӑхмалла, налогсемпе счетсене мӗнле тӳлемеллине пӗлмелле тата шкулти йӗркене хӑнӑхмалла — ҫаксене пурне те пӗр вӑхӑтра тумалла! Эсир ҫак тӑвансене тӳсӗмлӗн тата вӗсене хисепленине кӑтартса пулӑшма пултаратӑр-и? (Флп. 2:3, 4.)

10. Ют ҫӗршывран тарса килнӗ тӑвансен ӗненӗвне ҫирӗплетес тесе эпир мӗн тума пултаратпӑр? (Статья пуҫламӑшӗнчи ӳкерчӗке пӑхӑр.)

10 Унсӑр пуҫне, хушӑран влаҫсем ют ҫӗршывран тарса килнӗ Свидетельсене пухупа ҫыхӑнма чӑрмантараҫҫӗ. Тӑвансем пухӑва ҫӳреме май паман ӗҫе кайма килӗшмесен вара вӗсем пулӑшу та, хӳтлӗх те памастпӑр тесе хӑратаҫҫӗ. Хӑраса ӳкнӗрен тата урӑх ним тума та ҫук пек туйӑннӑран хӑш-пӗрисем ҫакӑн пек ӗҫе кӗме килӗшнӗ. Ҫавӑнпа пирӗн ют ҫӗршывран тарса килнӗ Свидетельсемпе май килнӗ таран хӑвӑртрах тӗл пулма тӑрӑшмалла. Ҫав тӑвансене эпир вӗсемшӗн пӑшӑрханнине туйса тӑни питӗ кирлӗ. Эпир вӗсене хӗрхенни тата ӗҫпе пулӑшни вӗсен ӗненӗвне ҫирӗплетме пултарать (Ытар. 12:25; 17:17).

БЕЖЕНЕЦСЕНЕ ӖҪПЕ ПУЛӐШӐР

11. а) Чи малтанах беженецсене мӗнле пулӑшу кирлӗ? ӑ) Хӑйсене пулӑшнӑшӑн пархатарлӑ пулнине беженецсем мӗнле кӑтартма пултараҫҫӗ?

11 Тен, чи малтан пирӗн тӑвансен апат-ҫимӗҫ, тумтир тата ытти кирлӗ япаласем пулччӑр тесе тӑрӑшас пулать *. Пӗчӗк парне те, сӑмахран, галстук, вӗсемшӗн питӗ кирлӗ пулма пултарать. Урӑх ҫӗртрен тарса килнӗ тӑвансем ыттисем веҫех туса парасса кӗтмеҫҫӗ пулсан та, хӑйсене пулӑшнӑшӑн питӗ пархатарлӑ пулнине кӑтартаҫҫӗ. Ҫапла вара парасси телей кӳнине пухури тӑвансем туйма пултарӗҫ. Паллах, яланах ыттисем пулӑшнипе пурӑнсан, беженецсем харпӑр хӑйне хисеплеме пӑрахма пултараҫҫӗ тата пухури тӑвансемпе те хутшӑнусем япӑхланса кайма пултараҫҫӗ (2 Фес. 3:7—10). Анчах та ыттисем пулӑшни вӗсене ҫав-ҫавах питӗ кирлӗ.

Инкекрен тарма тивнӗ тӑвансене эпир мӗнле пулӑшма пултаратпӑр? (11—13 абзацсене пӑхӑр.)

12, 13. а) Беженецсене мӗнле пулӑшу пама пулать? ӑ) Тӗслӗх илсе парӑр.

12 Беженецсене пулӑшас тесен нумай укҫа кирлӗ мар. Чи кирли вӑл — вӑхӑт уйӑрмалла тата вӗсене юрату кӑтартмалла. Сӑмахран, эпир вӗсене ӑҫта мӗнле транспортпа каймаллине, усӑллӑ та юнӗрех апат-ҫимӗҫ ӑҫта илмеллине е укҫа ӗҫлесе илме май паракан ӗҫ хатӗрӗсене (тӗслӗхрен, ҫӗвӗ машинине е ремонт тумалли хатӗрсене) ӑҫта туянмаллине калама пултаратпӑр. Анчах пуринчен ытла пирӗн вӗсем ҫӗнӗ пухура хӑйсене тӑван пухури пекех туйма пултарччӑр тесе тӑрӑшмалла. Май пур пулсан, вӗсене пухӑвӑн тӗлпулӑвӗсене хӑвӑрпа пӗрле машинпа кайма сӗнӗр. Ырӑ хыпар сарса ҫӳренӗ чухне хӑвӑр вырӑнти ҫынсемпе мӗнле калаҫмаллине ӑнлантарӑр. Вӗсене хӑвӑрпа пӗрле ырӑ хыпар сарма илсе кайӑр.

13 Пӗр пухӑва урӑх ҫӗртрен тӑватӑ ҫамрӑк арҫын тӑван килсен, старейшинӑсем вӗсене машинпа ҫӳреме, компьютерпа пичетлеме тата резюме тума вӗрентнӗ. Ҫавӑн пекех Иеговӑшӑн ӗҫлесси малти вырӑнта пултӑр тесе вӗсене график тума пулӑшнӑ (Гал. 6:10). Кӗҫех ҫав тӑвансем тӑваттӑшӗ те пионерсем пулса тӑнӑ. Старейшинӑсем пулӑшнипе тата Иеговӑн ӗҫӗнче лартнӑ тӗллевсене пурнӑҫлама вӑй хунипе ҫав тӑвансем ҫитӗнӳсем тунӑ тата Сатанан тӗнчине хӑйсене туртса кӗрсе кайма паман.

14. а) Беженецсен мӗнле илӗртӗве хирӗҫ тӑмалла? ӑ) Тӗслӗх илсе парӑр.

14 Ытти христиансем пекех, беженецсен те Иеговӑпа хӑйсем хушшинчи туслӑх пӗрремӗш вырӑнта пулмалла, ҫавӑнпа вӗсен ырлӑх-пурлӑха мала хума хистекен шалти туртӑма та, ҫавна тума ыттисем хӗтӗртсе тӑнине те хирӗҫ тӑмалла *. Ҫӳлерех асӑннӑ Лийе те, унӑн пӗртӑванӗсем те тӑван ҫӗршывӗнчен тухса тарнӑ чухне ашшӗ ӗненӳ пирки мӗн вӗрентнине астӑваҫҫӗ. Лийе каласа парать: «Вӑл кирлех мар япаласене сумкӑран кӑлара-кӑлара пӑрахрӗ. Юлашкинчен вара пуш сумкӑна ҫӗклерӗ те йӑл кулса каларӗ: „Куратӑр-и? Сире мӗн кирли те ҫакӑ ҫеҫ!“» (1 Тимофей 6:8 вуласа пар.)

БЕЖЕНЕЦСЕНЕ ПУРИНЧЕН МАЛТАН МӖН КИРЛИ ҪИНЧЕН АН МАНӐР

15, 16. а) Беженецсен ӗненӗвне ҫирӗплетес тесе эпир мӗн тума пултаратпӑр? ӑ) Вӗсене чун канӑҫлӑхне тупма мӗнле пулӑшма пулать?

15 Чун канӑҫлӑхне тупма пулӑшни тата Библири сӑмахсемпе хавхалантарни беженецсене апатпа тумтиртен те кирлӗрех (Матф. 4:4). Старейшинӑсен ҫакӑн пек тӑвансене хӑйсен чӗлхипе тухакан публикацисене илсе тӑма тата вӗсен чӗлхипе калаҫакан ытти тӑвансемпе ҫыхӑнма пулӑшмалла. Беженецсенчен нумайӑшне юратнӑ тӑван-хурӑнташӗсенчен, кӳршисенчен тата пухури тӑвансенчен уйрӑлса кайма тивнӗ. Туррӑн халӑхӗ хушшинче вӗсен хӑйсене Иегова юратнине тата хӗрхеннине курмалла. Унсӑрӑн вӗсем пулӑшу шыраса Свидетель мар тӑванӗсем патне е хӑйсен йывӑрлӑхӗсене тата культурине лайӑх ӑнланакан ентешӗсем патне кайма пултараҫҫӗ (1 Кор. 15:33). Вӗсем хӑйсем пухура кирлӗ ҫынсем пулнине туйма пултарччӑр тесе тӑрӑшатпӑр пулсан, эпир Иеговӑпа пӗрле «ютран килнисене» хӳтӗлетпӗр теме пулать (Пс. 145:9).

16 Иисуспа тата унӑн ашшӗ-амӑшӗпе пулса иртнӗ пекех, беженецсен те хӑйсене хӗсӗрлекенсем влаҫра ларма пӑрахмасӑр киле таврӑнма май пулмасан та пултарать. Унсӑр пуҫне, Лийе палӑртнӑ тӑрӑх, «хӑйсен тӑван-хурӑнташӗсене вӗлернине е мӑшкӑл тунине курнисенчен нумайӑшӗ ачисемпе пӗрле ҫав тискер ӗҫсем пулса иртнӗ ҫӗре таврӑнасси пирки шухӑшлама та пултараймасть». Ҫакнашкал хӗн-хур тӳссе ирттернӗ тӑвансене пулӑшмашкӑн пухури тӑвансен «ӗненекенсене тӑванӑн курса юратӑр, хӗрхенекен кӑмӑллӑ пулӑр, туслӑн пурӑнӑр, йӑваш ӑслӑ пулӑр» тенине пурнӑҫламалла (1 Петр 3:8). Хӗсӗрленине пула хӑш-пӗр беженецсем ыттисенчен пӑрӑнса ҫӳреҫҫӗ тата, тен, хӑйсем мӗн тӳссе ирттерни ҫинчен калаҫма, уйрӑмах ачисем умӗнче, именеҫҫӗ. Ҫавӑнпа хӑвӑртан ыйтӑр: «Эпӗ вӗсен вырӑнӗнче пулас пулсан, ыттисем манпа мӗнле пуласса кӗтнӗ пулӑттӑм-ши?» (Матф. 7:12.)

БЕЖЕНЕЦСЕНЕ ЫРӐ ХЫПАР ПӖЛТЕРНӖ ЧУХНЕ

17. Турӑ Патшалӑхӗ ҫинчен калакан ырӑ хыпар беженецсене мӗнле пулӑшать?

17 Хальхи вӑхӑтра беженецсем нумайӑшӗ влаҫсем ырӑ хыпар сарма чарнӑ ҫӗршывсенчен тарса килеҫҫӗ. Иегова Свидетелӗсем хастарлӑн ӗҫлесе тӑнине пула пин-пин беженец «Патшалӑх ҫинчен каланӑ сӑмаха» пӗрремӗш хут илтеҫҫӗ (Матф. 13:19, 23). Йывӑрлӑхсене пула «халтан кайнисем» пирӗн пухӑва килсен чун канӑҫлӑхне тупаҫҫӗ тата тӳрех ҫапла калаҫҫӗ: «Чӑнах сирӗнпе Турӑ иккен» (Матф. 11:28—30; 1 Кор. 14:25).

18, 19. Беженецсене ырӑ хыпар пӗлтернӗ чухне ӑслӑ-тӑнлӑ пулас тесен мӗн тумалла?

18 Кам беженецсене ырӑ хыпар пӗлтерет, ҫавсен асӑрхануллӑ та ӑслӑ-тӑнлӑ пулмалла (Матф. 10:16; Ытар. 22:3). Вӗсем хӑйсене мӗн пӑшӑрхантарни ҫинчен каласа панӑ чухне тимлӗ итлӗр, анчах та политика ыйтӑвӗсем ҫине куҫса ан кайӑр. Хӑвӑра та, ыттисене те хӑрушлӑха кӗртсе ӳкерес мар тесе филиал тата вырӑнти влаҫсем мӗн хушнине тытса тӑрӑр. Беженецсем мӗне ӗненни ҫинчен тата вӗсен йӑли-йӗрки ҫинчен пӗлме тӑрӑшӑр тата ҫавна хисеплӗр. Тӗслӗхрен, хӑш-пӗр ҫӗршыв ҫыннисем хӗрарӑмсен мӗн тӑхӑнса ҫӳремелли ҫине хытӑ пӑхаҫҫӗ. Ҫавӑнпа беженецсене ырӑ хыпар пӗлтерме кайнӑ чухне сирӗн ҫипуҫ вӗсене кӳрентермелле ан пултӑр.

19 Иисус каласа панӑ ытарӑшри ырӑ самаритянин пекех, эпир хӗн-хур тӳсекен ҫынсене, Свидетель маррисене те, пулӑшасшӑн (Лука 10:33—37). Пулӑшмалли чи лайӑх мел вӑл — вӗсене ырӑ хыпар пӗлтересси. Нумай беженеца пулӑшнӑ пӗр старейшина акӑ мӗн калать: «Пирӗн тӳрех ҫапла каламалла: эпир Иегова Свидетелӗсем тата пирӗн тӗп тӗллев — апат-ҫимӗҫпе тата тумтирпе тивӗҫтересси мар, ҫынсене Библири шанчӑк ҫинчен пӗлтересси. Унсӑрӑн хӑш-пӗрисем мӗн те пулин илессишӗн ҫеҫ пирӗнпе калаҫма пултараҫҫӗ».

ЫРӐ ҪИМӖҪСЕМ

20, 21. а) Беженецсене чӗререн юратнине кӑтартни мӗнле ырӑ ҫимӗҫсем парать? ӑ) Тепӗр статьяра эпир мӗн пӑхса тухӑпӑр?

20 «Ютран килнисене» чӗререн юратнине кӑтартни ырӑ ҫимӗҫсем парать. Упӑшки вилнӗ хыҫҫӑн Алганеш ятлӑ хӗрарӑм тӑванӑн хӗсӗрленине пула ултӑ пӗчӗк ачипе Эритреяран тарма тивнӗ. Сакӑр кун хушши пушхир урлӑ каҫнӑ хыҫҫӑн халран кайнӑскерсем вӗсем Судана ҫитнӗ. Алганеш аса илет: «Унти тӑвансем пире ҫывӑх тӑвансем пекех йышӑнчӗҫ. Вӗсем апат-ҫимӗҫпе тумтир, пурӑнмалли вырӑн тата ҫул укҫи пачӗҫ. Пач пӗлмен ҫынсене, пӗр Турра пуҫҫапнӑшӑнах, кам хӑйӗн килне пурӑнма кӗртме пултартӑр? Иегова Свидетелӗсем ҫеҫ!» (Иоанн 13:35 вуласа пар.)

21 Хӑйсен ашшӗ-амӑшӗпе пӗрле ют ҫӗршыва куҫса кайнӑ ачасем пирки вара мӗн калама пулать? Тепӗр статьяра вӗсем Иеговӑшӑн савӑнса ӗҫлеччӗр тесе эпир пурте вӗсене мӗнле пулӑшма пултарнине пӑхса тухӑпӑр.

^ 2 абз. Ку статьяра «беженецсем» сӑмахпа усӑ курса вӑрҫӑ тухнине пула, хӗсӗрленине пула е ҫутҫанталӑк инкекне пула урӑх ҫӗре е ют ҫӗршыва тухса тарнӑ ҫынсем ҫинчен ҫырса кӑтартнӑ. Пӗрлешнӗ Нацисен Организацийӗн Аслӑ комиссар управленийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, паянхи кун тӗнчере кашни 113-мӗш ҫыннӑн урӑх вырӑна куҫса кайма тивнӗ.

^ 6 абз. «Ют ҫӗршывран килнӗ ҫынсене ырӑ тума ан манӑр» брошюрӑна пӑхӑр, 8—12 страницӑсем.

^ 11 абз. Пухӑвӑн территорине беженецсем килнине пӗлсен, старейшинӑсен май килнӗ таран хӑвӑртрах «Организованы, чтобы исполнять волю Иеговы» кӗнекери 8-мӗш сыпӑкри 30-мӗш абзацра ҫырнӑ хушусене пурнӑҫламалла. Урӑх ҫӗршыври пухусемпе ҫыхӑнас тесе старейшинӑсем хӑйсен ҫӗршывӗнчи филиала ҫыру ҫырса яма пултараҫҫӗ. Хурав киличчен вӗсем урӑх ҫӗртрен тарса килнӗ тӑванран унӑн пухӑвӗ ҫинчен тата вӑл Турӑшӑн мӗнле ӗҫлесе тӑни ҫинчен ырӑ-кӑмӑлпа ыйтса пӗлме пултараҫҫӗ.

^ 14 абз. 2014 ҫулхи апрелӗн 15-мӗшӗнче тухнӑ «Хурал башнинче» «Никам та икӗ хуҫашӑн ӗҫлесе тӑма пултараймасть» тата «Хӑюллӑ пулӑр, Иегова — сире пулӑшакан!» статьясене пӑхӑр, 14—25 страницӑсем.