Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

«Эсӗ мана вӗсенчен те ытларах юрататӑн-и?»

«Эсӗ мана вӗсенчен те ытларах юрататӑн-и?»

«Иона Симонӗ! Эсӗ Мана вӗсенчен те ытларах юрататӑн-и?» (ИОАНН 21:15).

ЮРӐСЕМ: 143; 65

1, 2. Иисуспа калаҫнӑ хыҫҫӑн Петр мӗне вӗреннӗ?

ИИСУС ХРИСТОСӐН ҫичӗ вӗренекенӗ Галилея тинӗсӗнче пулӑ тытас тесе ҫӗрӗпех ӗҫленӗ, анчах ним те тытайман. Иисус вӗсем ҫине ҫыран хӗрринчен пӑхса илнӗ те каланӑ: «Тетелӗре кимӗрен сылтӑм енне карӑр-ха». «Вӗсем тетелне карнӑ та пулӑ нумай кӗнипе ӑна туртса та кӑларайман» (Иоанн 21:1—6).

2 Иисус вӗсене валли ирхи апат хатӗрленӗ, апат ҫинӗ хыҫҫӑн вӑл Симон Петртан ыйтнӑ: «Иона Симонӗ! Эсӗ Мана вӗсенчен те ытларах юрататӑн-и?» Мӗншӗн Иисус ҫакӑн пек ыйту панӑ? Петр пулӑ тытма юратнине вӑл пӗлнӗ. Ҫавӑнпа Иисус Петр хӑшне ытларах юратнине пӗлесшӗн пулнӑ: хӑйӗн Вӗрентекенне-и е пулӑ тытма-и? Петр хуравланӑ: «Ҫавӑн пек, Ҫӳлхуҫамӑр! Эпӗ Сана юратнине Эсӗ Ху пӗлетӗн» (Иоанн 21:15). Иисуса юратнине Петр ӗҫпе ҫирӗплетсе панӑ. Ҫав калаҫу хыҫҫӑн вӑл хӑйӗн пурнӑҫне вӗренекенсене хатӗрлес ӗҫе халалланӑ тата пӗрремӗш ӗмӗрти христиансен пухӑвӗшӗн тӗрек пулса тӑнӑ.

3. Христиансен мӗнле хӑрушлӑхсем ҫинчен манмалла мар?

3 Пире вара ҫав калаҫу мӗне вӗрентме пултарать? Иисуса хытӑ юратма пӑрахас мар тесен тата Турӑ Патшалӑхне малти вырӑна хума ним те ан чӑрмантартӑр тесен, пирӗн хамӑра тӗрӗслесех тӑмалла. «Тӗнче хуйхи-суйхи» ҫынсем ҫине питӗ вӑйлӑ витӗм кӳнине Иисус пӗлнӗ. Унӑн акаҫӑ ҫинчен каланӑ ытарӑшӗ тӑрӑх, хӑш-пӗр ҫынсем «Патшалӑх ҫинчен каланӑ сӑмаха илтсе» йышӑнаҫҫӗ, анчах та «ҫак тӗнче хуйхи-суйхи тата пуянлӑхпа улталанни сӑмаха хупласа илет» (Матф. 13:19—22; Марк 4:19). Асӑрхануллӑ пулмасан кулленхи ӗҫсене пула сӑваплӑ ӗҫре пирӗн хастарлӑх сӳнме пултарать. Ҫавӑнпа Иисус хӑйӗн вӗренекенӗсене асӑрхаттарнӑ: «Хӑвӑра хӑвӑр асӑрхӑр: ашкӑнса, ӗҫсе ӳсӗрӗлсе ан ҫӳрӗр, пурӑнӑҫ хуйхи-суйхи ӑшне ан путӑр» (Лука 21:34).

4. Христоса хытӑ юратнипе юратманнине тӗрӗслесе пӑхма пире мӗн пулӑшма пултарать? (Статья пуҫламӑшӗнчи ӳкерчӗке пӑхӑр.)

4 Эпир Христоса юратнине вӑл хушнӑ ӗҫе Петр пекех пуринчен мала хунипе кӑтартатпӑр. Ҫакнашкал шухӑш-кӑмӑла ҫухатас мар тесен хамӑра мӗнле тӗрӗслеме пулать? Вӑхӑтран вӑхӑта хамӑртан ыйтмалла: «Пуринчен ытла эпӗ мӗне юрататӑп? Мӗн мана ытларах савӑнӑҫ кӳрет: Иеговӑшӑн ӗҫлени-и е мӗн те пулин урӑххи-и?» Ҫак ыйтусем ҫине хуравлама ҫӑмӑлтарах пултӑр тесе, айтӑр Иисуса тата Турӑшӑн ӗҫлессине хытӑ юратма чӑрмантарма пултаракан виҫӗ япалана пӑхса тухар — ӗҫ, кану тата ырлӑх-пурлӑх.

ХӐВӐРӐН ӖҪ ҪИНЕ ТӖРӖС ПӐХӐР

5. Ҫемье пуҫӗсем ҫине Турӑ мӗнле яваплӑх хунӑ?

5 Пулӑ тытасси Петршӑн хобби ҫеҫ пулман, ҫак ӗҫ ӑна укҫа-тенкӗ ӗҫлесе илме май панӑ. Ҫемье пуҫӗсем Турӑ вӗсем ҫине пысӑк яваплӑх хунине пӗлеҫҫӗ — вӗсен хӑйсен ҫемйине пурӑнмалӑх мӗн кирлипе тивӗҫтермелле (1 Тим. 5:8). Ҫавӑнпа вӗсен нумай ӗҫлеме тивет. Анчах та хальхи вӑхӑтра, юлашки кунсенче, ӗҫе пула пӑшӑрханмалли сахал мар.

6. Хӑш-пӗрисем ӗҫре мӗнле йывӑрлӑхсемпе тӗл пулаҫҫӗ?

6 Ӗҫ вырӑнӗ ҫителӗксӗр пулнӑран ҫынсем ӗҫе кӗресшӗн тупӑшаҫҫӗ. Нумайӑшӗсем, ӗҫ укҫи пӗчӗк пулсан та, ытларах сехет ӗҫлеме килӗшеҫҫӗ. Унсӑр пуҫне, ӗҫ тухӑҫлӑхне ӳстерес тесе пуҫлӑхсем хӑйсен ӗҫлекенӗсенчен мӗнпур вӑя хурса ӗҫлессе кӗтеҫҫӗ, ҫавна пула хӑшӗ-пӗрисем хуйха ӳкеҫҫӗ, халран каяҫҫӗ тата чирлесе ӳкме те пултараҫҫӗ. Ӗҫри пуҫлӑх мӗн хушнине тума килӗшмесен вара ӗҫсӗр тӑрса юлма пулать.

7, 8. а) Пуринчен малтан эпир кама чунтан парӑнса пурӑнатпӑр? ӑ) Тайландра пурӑнакан пӗр арҫын тӑван ӗҫ пирки мӗн ӑнланса илнӗ?

7 Христиансем пулнӑран эпир ӗҫ паракана мар, Иеговӑна чунтан парӑнса пурӑнатпӑр (Лука 10:27). Ӗҫ пире хамӑра мӗн кирлипе тивӗҫтерме тата Иеговӑшӑн ӗҫлеме пулӑшать ҫеҫ. Анчах та асӑрхануллӑ пулмасан, ӗҫ Иеговӑшӑн ӗҫлеме чӑрмантарма пуҫлама пултарать. Тайландра пурӑнакан пӗр арҫын тӑван акӑ мӗн каласа парать: «Эпӗ компьютерсене юсаттӑм. Ҫак ӗҫ мана питӗ килӗшетчӗ, анчах та нумай вӑхӑт йышӑнатчӗ, ҫавӑнпа Турӑпа ҫывӑхланма пулӑшакан ӗҫсем валли вӑхӑт юлманпа пӗрехчӗ. Юлашкинчен вара эпӗ ҫакна ӑнланса илтӗм: Турӑ Патшалӑхӗ ман пурнӑҫра малти вырӑнта пултӑр тесен манӑн урӑх ӗҫ тупмалла». Вӑл мӗн тунӑ-ха?

8 Ҫав тӑван калать: «Пӗр ҫулталӑка яхӑн план туса пӑхнӑ хыҫҫӑн эпӗ урамра мороженӑй сутма шут тытрӑм. Малтанлӑха ӗҫ каймарӗ, ҫавӑншӑн питӗ кулянаттӑм. Унччен пӗрле ӗҫленӗ ҫынсемпе урамра тӗл пулсан, вӗсем манран кулатчӗҫ, мороженӑй сутасси кондиционерлӑ пӳлӗмре компьютер юсаса ларассинчен лайӑхрах-и вара тесе ыйтатчӗҫ. Эпӗ Иеговӑна кӗлтӑваттӑм та ӗҫе лайӑх йӗркелесе яма тата тӗллеве пурнӑҫа кӗртме — унпа ҫывӑхланма пулӑшакан ӗҫсем валли нумайрах вӑхӑт уйӑрма — пулӑшу ыйтаттӑм. Кӗҫех ӗҫ ӑнса пыра пуҫларӗ. Эпӗ ҫынсене мӗнле мороженӑй килӗшнине ӑнлана пуҫларӑм, вӑхӑт иртнӗҫемӗн вара ҫак ӗҫре ӑста пулса тӑтӑм. Кӑшт вӑхӑт иртсен эпӗ кун хушшинче пӗтӗм мороженӑя сутса яма пуҫларӑм. Халӗ эпӗ унчченхинчен те нумайрах укҫа ӗҫлесе илетӗп. Ҫавӑн пекех хама чылай телейлӗрех туятӑп, мӗншӗн тесен малтанхи пек пӑшӑрханса ҫӳреместӗп тата стреса пула хуйха ӳкместӗп. Чи кирли вара — халӗ манпа Иегова хушшинчи хутшӑнусем ҫирӗпленчӗҫ». (Матфей 5:6; Лука 11:28 вуласа пар.)

9. Ӗҫ ҫине тӗрӗс пӑхма мӗн пулӑшма пултарать?

9 Ӗҫчен пулни — Турӑ хаклакан лайӑх ен, тӑрӑшса ӗҫлени вара нумай усӑ кӳрет (Ытар. 12:14). Ҫапах та, Тайландра пурӑнакан тӑван тӗслӗхӗ кӑтартса панӑ пек, ӗҫ ҫине пирӗн тӗрӗс пӑхмалла. Иисус каланӑ: «Пуринчен малтан Турӑ Патшалӑхӗшӗн, Турӑ ирӗкне туса тӑрассишӗн тӑрӑшӑр, ытти [пурӑнма мӗн кирли] вара пурте пулӗ сире» (Матф. 6:33). Эпир ӗҫ ҫине тӗрӗс пӑхнипе пӑхманнине мӗнле пӗлме пултаратпӑр? Хамӑртан ҫапла ыйтма пулать: «Турӑ ӗҫне тӑвассинчен ытларах мана ӗҫре ӗҫлеме килӗшмест-и?» Туйӑмсене тӗрӗслесе пӑхнӑ хыҫҫӑн пирӗншӗн хамӑрӑн ӗҫ е Турӑшӑн ӗҫлесси хаклӑрах пулнине курма пултарӑпӑр.

10. Иисус Марфӑна мӗне вӗрентесшӗн пулнӑ?

10 Иисус пурнӑҫра пӗрремӗш вырӑнта мӗн пулмаллине ӑнлантарса панӑ. Пӗррехинче вӑл Марияпа унӑн аппӑшӗ Марфа патӗнче хӑнара пулнӑ. Марфа пикенсех апат хатӗрленӗ чухне Мария Иисусӑн ури ҫывӑхне ларнӑ та унӑн сӑмахне итленӗ. Марфа хӑйне Мария пулӑшманшӑн ӳпкелешсен Иисус каланӑ: «Мария лайӑх пая суйласа илчӗ, ҫавна унран туртса илеймӗҫ» (Лука 10:38—42). Иисус Марфӑна питӗ кирлӗ япалана вӗрентесшӗн пулнӑ: Христоса юратнине ҫирӗплетсе парас тесен тата ӗҫ ӑшне пуҫӗпех кӗрсе ӳкес мар тесен, пирӗн малалла та «лайӑх пая» суйласа илмелле, урӑхла каласан, Иеговӑпа хамӑр хушӑри хутшӑнусене пурнӑҫра малти вырӑна хумалла.

КАНУПА ВӐЙӐ-КУЛӐ ПУРНӐҪРА МӖНЛЕ ВЫРӐН ЙЫШӐНМАЛЛА

11. Библире кану ҫинчен мӗн каланӑ?

11 Йывӑр ӗҫлеме тивнӗрен тата кулленхи ӗҫсем нумай пулнӑран пирӗн канса вӑй илмелле. Турӑ Сӑмахӗнче каланӑ: «Ҫут тӗнчере ҫыншӑн ӗҫсе ҫиессинчен, савӑнса пурӑнассинчен лайӑхраххи ҫук» (Еккл. 8:15). Иисус та кану питӗ кирлине ӑнланнӑ. Пӗррехинче унӑн вӗренекенӗсем ырӑ хыпар сарса ывӑнса килсен вӑл вӗсене каланӑ: «Эсир ҫын ҫук ҫӗре хӑвӑр ҫеҫ кайӑр та кӑштах канӑр» (Марк 6:31, 32).

12. Канупа вӑйӑ-кулӑ пирки мӗн асра тытмалла? Тӗслӗх илсе парӑр.

12 Канупа вӑйӑ-кулӑ чӑнах та кирлӗ. Анчах та вӗсем пирӗн пурнӑҫра малти вырӑнта пулмалла мар. Пӗрремӗш ӗмӗрте нумайӑшӗ ҫак шухӑшпа пурӑннӑ: «Ӗҫер те ҫиер, ыран пурпӗр вилетпӗр!» (1 Кор. 15:32.) Паян та ҫынсем нумайӑшӗ пурнӑҫ ҫине ҫаплах пӑхаҫҫӗ. Акӑ пӗр тӗслӗх. Темиҫе ҫул каялла Хӗвеланӑҫ Европӑра пурӑнакан пӗр ҫамрӑк ҫын пирӗн тӗлпулусене ҫӳреме тытӑннӑ пулнӑ. Анчах та вӑйӑ-кулла ҫав тери юратнӑран вӑл Иегова Свидетелӗсемпе хутшӑнма пӑрахнӑ. Каярахпа вӑл ҫакӑн пек пурӑнни нумай йывӑрлӑх кӳнине курнӑ. Вӑл каллех Библи вӗренме пуҫланӑ, пурнӑҫне улӑштарнӑ тата ырӑ хыпар сарса ҫӳреме тытӑннӑ. Шыва кӗнӗ хыҫҫӑн вӑл каланӑ: «Иеговӑшӑн ӗҫлени ҫак тӗнчери вӑйӑ-кулӑран чылай ытларах телей панине ӑнланса иличчен нумай вӑхӑт сая янӑшӑн ҫеҫ шеллетӗп».

13. а) Канупа вӑйӑ-кулӑ валли нумай вӑхӑт уйӑрни мӗншӗн сиен кӳнине тӗслӗхпе ӑнлантарса парӑр. ӑ) Канупа вӑйӑ-кулӑ ҫине тӗрӗс пӑхма мӗн пулӑшма пултарать?

13 Кану вӑй илме пулӑшать. Анчах та мӗн чухлӗ вӑхӑт канмалла? Ҫак тӗслӗх ҫинчен шухӑшласа пӑхар. Пирӗнтен нумайӑшӗ хутран-ситрен пылак ҫисе киленет. Анчах та пирожнӑйпа канфет кӑна ҫисен сывлӑх япӑхланнине те ӑнланатпӑр. Ҫавӑнпа ытларах усӑллӑ та тутлӑхлӑ апат ҫиетпӗр. Ҫавӑн пекех эпир кунӗпех канатпӑр пулсан тата вӑйӑ-кулӑпа киленсе нумай вӑхӑт ирттеретпӗр пулсан, Иеговӑпа хамӑр хушӑри хутшӑнусем хавшаса каяҫҫӗ. Эпир кану ҫине тӗрӗс пӑхнипе пӑхманнине мӗнле тӗрӗслеме пултаратпӑр? Ҫапла туса пӑхӑр: эрне хушшинче сирӗн пухӑва кайма, ырӑ хыпар сарма, хамӑр тӗллӗн тата ҫемьепе пӗрле Библи вӗренме мӗн чухлӗ вӑхӑт уйӑрнине ҫырса пырӑр. Ҫавӑн пекех канма — спортпа хобби валли, телевизор пӑхма тата видеовӑйӑсем выляма — мӗн чухлӗ вӑхӑт кайнине шутлӑр. Кайран ҫак цифрӑсене танлаштарса пӑхӑр. Мӗнле пӗтӗмлетӳ тума пулать? «Пылаккине» сахалтарах ҫимелле мар-и? (Эфес 5:15, 16 вуласа пар.)

14. Мӗнле канмаллине суйласа илнӗ чухне мӗн шута илмелле?

14 Мӗнле канмаллине кашни хӑй суйласа илет, ҫемье пуҫӗ те мӗнле кансан килтисемшӗн лайӑхрах пуласси пирки йышӑну тума пултарать. Ҫав-ҫавах суйласа илнӗ чухне пирӗн Библири принципсене шута илмелле *. Уҫӑлтаракан, лайӑх кану пирки «Турӑ панӑ телей» теме пулать (Еккл. 3:12, 13). Паллах ӗнтӗ, кашни хӑйне килӗшнӗ пек канма юратать (Гал. 6:4, 5). Анчах та кирек мӗнле вӑйӑ-кулӑ суйласа илсен те, асӑрхануллӑ пулмалла. Иисус каланӑ: «Ӗнтӗ пурлӑху ӑҫта, чӗрӳ те ҫавӑнтах пулӗ» (Матф. 6:21). Эпир Иисус Христоса хытӑ юрататпӑр пулсан, ҫакӑ пире Турӑ Патшалӑхӗн ӗҫне кирек мӗнле ӗҫрен те мала хунине хамӑрӑн шухӑшсемпе, чӗлхе-ҫӑварпа тата ӗҫсемпе кӑтартма хавхалантарӗ (Флп. 1:9, 10).

ПУРЛӐХШӐН ҪУНАС ТУРТӐМПА КӖРЕШМЕ МӖН ПУЛӐШАТЬ?

15, 16. а) Мӗнле майпа ырлӑх-пурлӑх христианиншӑн таната пулса тӑма пултарать? ӑ) Ырлӑх-пурлӑх пухасси пирки Иисус мӗнле канаш панӑ?

15 Хальхи вӑхӑтра ҫынсем нумайӑшӗ юлашки модӑпа тӑхӑнмасӑр, телефонсен, компьютерсен тата ытти япаласен юлашки моделӗсене илмесӗр пурӑнаймаҫҫӗ. Ҫавӑнпа кашни христианинӑн вӑхӑтран вӑхӑта манӑн та ҫавнашкал шухӑш-кӑмӑл ҫуралман-и тесе хӑйне тӗрӗслемелле. Хӑвӑртан ыйтӑр: «Япаласем манӑн пурнӑҫра пысӑк вырӑн йышӑнмаҫҫӗ-и? Пухӑвӑн тӗлпулӑвӗсене хатӗрленме мӗн чухлӗ вӑхӑт уйӑрнипе танлаштарсан, эпӗ модӑри ҫӗнӗлӗхсене е автомобильсен ҫӗнӗ моделӗсем тухнине сӑнаса тӑма ытларах вӑхӑт уйӑрмастӑп-и? Кулленхи ӗҫсем ӑшне кӗрсе ӳкнӗрен эпӗ кӗлтума тата Библи вулама питӗ сахал вӑхӑт уйӑрма пуҫламан-и?» Эпир асӑрхануллӑ пулмасан, Христоса юратас вырӑнне ырлӑх-пурлӑха юратма пуҫлама пултаратпӑр. Ҫавӑнпа пирӗн Иисусӑн ҫак сӑмахӗсем ҫинчен шухӑшламалла: «Астӑвӑр, пуянлӑха хапсӑнасран сыхланӑр» (Лука 12:15). Мӗншӗн Иисус ҫапла асӑрхаттарса каланӑ?

16 Иисус: «Никам та икӗ хуҫана ӗҫлесе тӑраймасть»,— тенӗ. Вӑл каланӑ тӑрӑх, «Турӑшӑн та, пуянлӑхшӑн та» никам та ӗҫлеймӗ. Мӗншӗн тесен ҫав «хуҫасем» иккӗшӗ те харпӑр хӑйне ҫеҫ чунтан парӑнса пурӑнасса кӗтеҫҫӗ. Эпир икӗ «хуҫашӑн» та ӗҫлетпӗр пулсан, пӗрне юрататпӑр, теприне курайми пулатпӑр, пӗриншӗн тӑрӑшатпӑр, теприншӗн тӑрӑшмастпӑр (Матф. 6:24). Эпир пурте ҫитменлӗхлӗ, ҫавӑнпа «ӳт мӗн тӑвас тенипе», ҫав шутрах ырлӑх-пурлӑхшӑн ҫунас туртӑмпа, пирӗн кӗрешме пӑрахмалла мар (Эф. 2:3).

17. а) Мӗншӗн хӑш-пӗрисене ырлӑх-пурлӑх ҫине тӗрӗс пӑхма йывӑр? ӑ) Ырлӑх-пурлӑхшӑн ҫунас туртӑмпа кӗрешме пире мӗн пулӑшать?

17 Ҫынсем нумайӑшӗ пурнӑҫпа киленсе пурӑнасси ҫинчен ытларах шухӑшлаҫҫӗ, ҫавӑнпа вӗсене ырлӑх-пурлӑх ҫине тӗрӗс пӑхма йывӑр. (1 Коринф 2:14 вуласа пар.) Шухӑшлама пӗлмен пирки вӗсем ырӑпа усала уйӑрса илеймеҫҫӗ. (Евр. 5:11—14). Ҫавна пула ҫын ытларах та ытларах пурлӑхшӑн ҫуна пуҫлать те кирек мӗн чухлӗ япала туянсан та ҫырлахаймасть (Еккл. 5:9). Ҫакнашкал туртӑма наркӑмӑшпа танлаштарма пулать. Телее, ӑна хирӗҫ те эмел пур — Турӑ Сӑмахӗ, Библи. Ӑна пирӗн кашни кун вуламалла (1 Петр 2:2). Библири чӑнлӑхсем ҫинчен шухӑшлани Иисуса илӗртӳсене хирӗҫ тӑма пулӑшнӑ. Библири принципсем пире те ырлӑх-пурлӑхшӑн ҫунас туртӑмпа кӗрешме пулӑшаҫҫӗ (Матф. 4:8—10). Ҫапла тунипе эпир Иисуса ӑна кирек мӗнле япаларан та хытӑрах юратнине кӑтартатпӑр.

Хӑвӑр пурнӑҫра эсир малти вырӑна мӗне хуратӑр? (18-мӗш абзаца пӑхӑр.)

18. Эсир мӗн тума ҫирӗп шут тытрӑр?

18 Петртан: «Эсӗ Мана вӗсенчен те ытларах юрататӑн-и?» — тесе ыйтсан Иисус ӑна Иеговӑшӑн ӗҫлесси пурнӑҫра чи малта пулмалли пирки аса илтересшӗн пулнӑ. Ҫакна та палӑртмалла, ҫавӑн хыҫҫӑн Петр хӑйӗн ячӗн пӗлтерӗшӗпе килӗшӳллӗн пурӑннӑ, унӑн ячӗ вара «чул» тенине пӗлтерет. Вӑл Иеговӑшӑн чул пек ҫирӗп кӑмӑлпа, шанчӑклӑн ӗҫлесе тӑнӑ (Ап. ӗҫ. 4:5—20). Эпир те Христоса чунтан парӑнса юратасшӑн. Ҫавӑнпа пирӗн малалла та ӗҫ, кану тата ырлӑх-пурлӑх ҫине тӗрӗс пӑхмалла. Вара эпир Петр пекех калама пултарӑпӑр: «Ҫӳлхуҫамӑр! Эпӗ Сана юратнине Эсӗ Ху пӗлетӗн».

^ 14 абз. 2011 ҫулхи октябрӗн 15-мӗшӗнче тухнӑ «Хурал башнинче» «Санӑн кану пирки усӑллӑ теме пулать-и?» статьяна пӑхӑр, 5—8 страницӑсенчи 6—15 абзацсем.