Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

Иегова панӑ мула хаклӑр

Иегова панӑ мула хаклӑр

«Ӗнтӗ пурлӑхӑр ӑҫта, чӗрӗр те ҫавӑнтах пулӗ» (ЛУКА 12:34).

ЮРӐСЕМ: 76, 59

1, 2. а) Иегова пире мӗнле мул панӑ? ӑ) Эпир ҫак статьяра мӗн пӑхса тухатпӑр?

ПӖТӖМ Ҫут тӗнчере те Иеговӑран пуянраххи ҫук (1 Ҫулс. 29:11, 12). Уҫӑ кӑмӑллӑ Атте пулнӑран Иегова пире кашнине хӑйӗн мулне парать. Ҫавӑншӑн эпир ӑна питӗ пархатарлӑ! Ҫав мул шутне 1) Турӑ Патшалӑхӗ, 2) пурнӑҫа ҫӑлакан сӑваплӑ ӗҫ тата 3) Турӑ Сӑмахӗнчи хаклӑ чӑнлӑхсем кӗреҫҫӗ. Анчах та вӑхӑт иртнӗҫемӗн, эпир асӑрхануллӑ пулмасан, ҫак мул мӗн тери хаклӑ пулнине манса кайма пултаратпӑр. Ҫапла пулса ан тухтӑр тесен, пирӗн яланах ҫак мулшӑн пархатарлӑ пулмалла тата ӑна хытӑ юратма пӑрахасран асӑрханмалла. Иисус каланӑ: «Ӗнтӗ пурлӑхӑр ӑҫта, чӗрӗр те ҫавӑнтах пулӗ» (Лука 12:34).

2 Ҫак статьяра эпир Турӑ Патшалӑхӗшӗн, сӑваплӑ ӗҫшӗн тата чӑнлӑхшӑн пархатарлӑ пулма пӑрахас мар тесен мӗн тумаллине пӑхса тухатпӑр. Ҫакна сӳтсе явнӑ май Иегова панӑ мула хытӑрах юратма сире хӑвӑра мӗн пулӑшма пултарни ҫинчен шухӑшлӑр.

ТУРӐ ПАТШАЛӐХӖ ПИТӖ ХАКЛӐ ӖНЧӖ ЕВӖРЛӖ

3. Иисус каласа панӑ ытарӑшри купса питӗ паха ӗнчӗ туянас тесе мӗн тума хатӗр пулнӑ? (Статья пуҫламӑшӗнчи ӳкерчӗке пӑхӑр.)

3 Матфей 13:45, 46 вуласа пар. Иисус паха ӗнчӗ шыракан купса ҫинчен ытарӑш каласа панӑ. Нумай ҫул хушши вӑл ҫӗр-ҫӗр ӗнчӗ иле-иле сутнӑ. Пӗррехинче ҫав купса питӗ чаплӑ ӗнчӗ тупнӑ, ӑна курсанах унӑн чӗри савӑннипе кӑлт-кӑлт тапма пуҫланӑ. Анчах та ӑна туянас тесе унӑн мӗн пуррине пӗтӗмпех сутса яма тивнӗ. Ҫав ӗнчӗ уншӑн мӗн тери хаклӑ пулнӑ!

4. Турӑ Патшалӑхне купса ӗнчӗне хакланӑ пекех хаклатпӑр пулсан, ҫакӑ пире мӗн тума хавхалантарать?

4 Ку ытарӑш пире мӗне вӗрентме пултарать? Турӑ Патшалӑхӗ ҫинчен калакан чӑнлӑха ҫав паха ӗнчӗпе танлаштарма пулать. Ҫак чӑнлӑха купса ӗнчӗне хакланӑ пек хаклатпӑр пулсан, эпир Турӑ Патшалӑхӗн ҫыннисем пулса тӑма тата малалла та ӑна пӑхӑнса пурӑнма мӗн чӑрмантарма пултарать, ҫавсенчен пуринчен те пӑрӑнма хатӗр пулатпӑр. (Марк 10:28—30 вуласа пар.) Айтӑр шӑпах ҫапла тунӑ икӗ ҫыннӑн тӗслӗхне пӑхса тухар.

5. Турӑ Патшалӑхӗ ҫинчен калакан чӑнлӑха хакланине Закхей мӗнле кӑтартнӑ?

5 Закхей куланай пуҫтаракансен пуҫлӑхӗ пулнӑ, вӑл ҫынсене тасаранах айӑпласа укҫа пуҫтарнипе пуйса кайнӑ (Лука 19:1—9). Анчах та Турӑ Патшалӑхӗ ҫинчен калакан хыпара илтсен вӑл ҫав хыпар мӗн тери хаклине ӑнланса илнӗ те тӳрех мӗн тумаллине тума пуҫланӑ. Закхей Иисуса каланӑ: «Эпӗ ӗнтӗ хамӑн пурлӑхӑмӑн ҫуррине чухӑнсене парӑп, тата кама та пулин мӗнле те пулин кӳрентернӗ пулсассӑн, ӑна тӑватӑ хут ытла тавӑрса парӑп». Вӑл ултавпа пуҫтарнӑ пуянлӑхне пӗр тӑхтаса тӑмасӑр ҫынсене салатса панӑ, хӑйӗн чӗринчи ҫӑткӑнлӑхне те пӗтернӗ.

6. Турӑ Патшалӑхӗн ҫынни пулас тесе Роуз хӑйӗн пурнӑҫӗнче мӗнле улшӑнусем тунӑ?

6 Темиҫе ҫул каялла пӗр хӗрарӑм, вӑл Роуз ятлӑ тейӗпӗр, Турӑ Патшалӑхӗ ҫинчен калакан чӑнлӑха илтнӗ. Роуз лесбиянка пулнӑ тата гомосексуалистсен прависемшӗн кӗрешекен организацие ертсе пынӑ. Библи вӗреннӗ май вӑл Турӑ Патшалӑхӗ ҫинчен калакан чӑнлӑх мӗн тери хаклине курнӑ. Вара хӑйӗн пурнӑҫне тӗпренех улӑштармаллине ӑнланса илнӗ (1 Кор. 6:9, 10). Роуз ӗҫрен тухса кайма шут тытнӑ тата лесбиянка пек пурӑнма пӑрахнӑ. 2009 ҫулта Роуз шыва кӗнӗ, тепӗр ҫулта вара пионер пулса ӗҫлеме пуҫланӑ. Иеговӑна тата Турӑ Патшалӑхӗ ҫинчен калакан чӑнлӑха юратни унӑн ӳт туртӑмӗсенчен вӑйлӑрах пулнӑ (Марк 12:29, 30).

7. Турӑ Патшалӑхне хытӑ юратма пӑрахасран мӗн пулӑшать?

7 Турӑ Патшалӑхӗн ҫынни пулас тесе пирӗнтен нумайӑшӗ харпӑр хӑй пурнӑҫӗнче пысӑк улшӑнусем тунӑ паллах (Рим 12:2). Анчах та ҫакӑнпа пирӗн кӗрешӳ вӗҫленмен-ха. Пурлӑхшӑн ҫунасси, аскӑн шухӑшсем е тата мӗн те пулин урӑххи Патшалӑх ҫинчен калакан чӑнлӑха юратма ан чӑрмантартӑр тесе пирӗн малалла та хамӑра тӗрӗслесех тӑмалла (Ытар. 4:23; Матф. 5:27—29). Эпир Турӑ Патшалӑхӗ ҫинчен калакан чӑнлӑха хытӑ юратма пӑрахасран Иегова пире тата тепӗр хаклӑ мул парнеленӗ.

ПУРНӐҪА ҪӐЛАКАН СӐВАПЛӐ ӖҪ

8. а) Мӗншӗн Павел апостол ырӑ хыпар сарас ӗҫ пирки «тӑм савӑтри» мул тенӗ? ӑ) Хӑйне шанса панӑ ӗҫе хакланине Павел мӗнле кӑтартнӑ?

8 Иисус Христос пире Турӑ Патшалӑхӗ ҫинчен ырӑ хыпар сарма тата ҫынсене чӑнлӑха вӗрентме хушнӑ (Матф. 28:19, 20). Павел апостол ҫак ӗҫ мӗн тери хаклӑ пулнине ӑнланнӑ. Вӑл ун пирки «тӑм савӑтри» мул тенӗ (2 Кор. 4:7; 1 Тим. 1:12). Пире, ҫитменлӗхлӗ ҫынсене, ахаль тӑм савӑтсемпе танлаштарма пулать. Анчах та эпир калакан хыпар пире те, ыттисене те ӗмӗрлӗх пурнӑҫ илме май парать. Акӑ мӗншӗн Павел ырӑ хыпар сарнӑ чухне тӗрлӗ майсемпе усӑ курнӑ. Вӑл ҫырнӑ: «Хӑшне те пулин ҫӑласшӑн эпӗ пуриншӗн те хӑйсем пек пултӑм» (1 Кор. 9:22). Павел ырӑ хыпар пӗлтерсе ҫӳреме юратнӑ, ҫакӑ ӑна пӗтӗм вӑя хурса вӗренекенсем хатӗрлеме хавхалантарнӑ. (Рим 1:14, 15; 2 Тимофей 4:2 вуласа пар.) Ҫав юратӑвах ӑна хаяррӑн хӗсӗрленине тӳссе ирттерме те пулӑшнӑ (1 Фес. 2:2). Сӑваплӑ ӗҫе Павел пекех юратнине эпир мӗнле кӑтартма пултаратпӑр?

9. Сӑваплӑ ӗҫе хакланине эпир мӗнле кӑтартма пултаратпӑр?

9 Сӑваплӑ ӗҫе юратнӑран Павел Турӑ Патшалӑхӗ ҫинчен калаҫма май килнӗ чухне яланах калаҫнӑ. Апостолсемпе пӗрремӗш ӗмӗрти ытти христиансем пекех эпир те халӑх йышлӑ ҫӳрекен вырӑнсенче, килрен киле тата калаҫма май тупӑнсанах кирек хӑҫан та ырӑ хыпар пӗлтеретпӗр (Ап. ӗҫ. 5:42; 20:20). Май пулсан эпир нумайрах тума тӑрӑшатпӑр, тӗслӗхрен, пионер е пулӑшакан пионер пулса ӗҫлетпӗр. Унсӑр пуҫне, эпир урӑх чӗлхене вӗренме е хамӑр ҫӗршыври хыпарҫӑсем ҫитсех кайман вырӑна е ют ҫӗршыва та куҫса кайма пултаратпӑр (Ап. ӗҫ. 16:9, 10).

10. Иегова Айрин тӑвана сӑваплӑ ӗҫре вӑй хунӑшӑн мӗнле пилленӗ?

10 Пӗрлешӳллӗ Штатсенче пурӑнакан Айрин ятлӑ качча кайман хӗрарӑм тӑванӑн тӗслӗхне пӑхса тухар. Унӑн урӑх ҫӗршывсенчен куҫса килнӗ вырӑсла калаҫакан ҫынсене ырӑ хыпара питӗ пӗлтерес килнӗ. 1993 ҫулта вӑл Нью-Йоркри вырӑс ушкӑнне куҫнӑ, ун чухне унта 20-е яхӑн хыпарҫӑ пулнӑ. Айрин 20 ҫул ытла ӗнтӗ вырӑсла калаҫакан ҫынсене ырӑ хыпара хастаррӑн пӗлтерет. «Вырӑсла питӗ лайӑх калаҫатӑп тесе калаймастӑп»,— тет вӑл. Апла пулин те Иегова ҫак тӑвана та, ытти хыпарҫӑсене те хастар ӗҫленӗшӗн пилленӗ. Халӗ Нью-Йоркра вырӑсла калаҫакансен ултӑ пуху. Айрин кама Библи вӗрентнӗ, ҫав ҫынсенчен вунпилӗкӗшӗ шыва кӗнӗ. Вӗсенчен хӑш-пӗрисем пионерсем, старейшинӑсем пулса ӗҫлеҫҫӗ тата Вефильте ӗҫлекеннисем те пур. Айрин калать: «Паллах, эпӗ урӑх тӗллевсем те лартма пултарнӑ, анчах та вӗсенчен нихӑшӗ те ҫав таран пысӑк савӑнӑҫ парайман пулӗччӗ». Айрин сӑваплӑ ӗҫе питӗ хаклани курӑнать.

Хӑвӑра шанса панӑ сӑваплӑ ӗҫе эсир хаклатӑр-и тата ҫакӑ хӑвӑр вӑхӑтпа мӗнле усӑ курнинчен курӑнать-и? (11, 12 абзацсене пӑхӑр.)

11. Хӗсӗрленине пӑхмасӑрах ырӑ хыпар сарни мӗнле усӑ парать?

11 Хамӑра шанса панӑ ӗҫе хаклатпӑр пулсан, эпир Павел апостол пекех тӑватпӑр — хӗсӗрленине пӑхмасӑрах малалла та ырӑ хыпар саратпӑр (Ап. ӗҫ. 14:19—22). 1930 ҫулсенче тата 1940 ҫулсен пуҫламӑшӗнче Пӗрлешӳллӗ Штатсенче пирӗн тӑвансене питӗ хытӑ хӗсӗрленӗ. Апла пулин те вӗсем Павел пекех Турра шанчӑклӑ тӑрса юлнӑ тата ырӑ хыпар сарма пӑрахман. Ырӑ хыпара ирӗклӗн сарма май пултӑр тесе тӑвансем пӗрре анчах мар суда кайнӑ. 1943 ҫулта Нейтан Норр АПШри Аслӑ судри ҫӗнтерӳсенчен пӗри ҫинчен докладра ҫапла каланӑ: «Тӑвансем ырӑ хыпар сарма пӑрахнӑ пулсан, судра пӗр ӗҫе те пӑхса тухман пулӗччӗҫ; ҫав ӗҫсене пула нумай ҫӗршыври хыпарҫӑсем ырӑ хыпара ирӗклӗн сарма пултараҫҫӗ. Ытти ҫӗршывсенче те Иегова Свидетелӗсем ҫирӗп тӑнӑ, ҫакӑ вӗсене ҫавнашкалах ӗҫсене судра пӑхса тухнӑ чухне ҫӗнтерме пулӑшнӑ. Ҫапла, сӑваплӑ ӗҫе юратнине пула эпир, пире хӗсӗрлеҫҫӗ пулсан та, ырӑ хыпар сарма пӑрахмастпӑр.

12. Хӑвӑра шанса панӑ сӑваплӑ ӗҫ ҫине эсир мӗнле пӑхатӑр?

12 Сӑваплӑ ӗҫ ҫине Иегова панӑ хаклӑ мул ҫине пӑхнӑ пек пӑхатпӑр пулсан, эпир отчета ҫырмалли сехетсем ҫинчен ҫеҫ шухӑшламӑпӑр, ырӑ хыпара тӗплӗн пӗлтерес тесе пӗтӗм вӑя хурӑпӑр (Ап. ӗҫ. 20:24; 2 Тим. 4:5). Анчах та ҫынсене эпир мӗнле чӑнлӑхсене вӗрентетпӗр? Айтӑр Турӑ пире тата мӗнле мул панине пӑхса тухар.

ПИРӖН «МУЛ УПРАВӐШӖ»

13, 14. Матфей 13:52-мӗшӗнче Иисус мӗнле «мул управӑшӗ» ҫинчен каланӑ? Ӑна тултарас тесе мӗн тумалла?

13 Иегова пире тепӗр хаклӑ мул парнеленӗ — пире хӑйӗн чӑнлӑхне уҫса панӑ. Иегова — чӑнлӑх Турри (Иоанн 17:17). Уҫӑ кӑмӑллӑ Атте пулнӑран вӑл ӑна хӑйне юратакансене уҫса парать. Чӑнлӑх ҫинчен пӗрремӗш хут илтнӗ хыҫҫӑн эпир Турӑ Сӑмахне тата ӑна ӑнлантарса паракан публикацисене вуланӑ май, ҫавӑн пекех кашни эрнере иртекен тӗлпулусене тата конгрессене ҫӳренӗ май мул пухма пуҫларӑмӑр. Вӑхӑт иртнӗҫемӗн пирӗн хӑйне евӗрлӗ «мул управӑшӗ» пулса тӑчӗ. Иисус каланӑ тӑрӑх, унта чӑнлӑхсем «ҫӗннисем те, киввисем те» упранаҫҫӗ. (Матфей 13:52 вуласа пар.) Чӑнлӑхсене мул шыранӑ пек шырасассӑн Иегова пире хамӑрӑн «мул управӑшне» тултарса тӑма пулӑшӗ. (Ытарӑшсем 2:4—7 вуласа пар.) Анчах та вӗсене мӗнле тупмалла-ха?

14 Пирӗн Туррӑн Сӑмахне тата публикацисене тӑтӑшах тата тӗплӗн тӗпчемелле. Хамӑр тӗллӗн Библи вӗреннӗ чухне эпир хамӑршӑн ҫӗнӗ чӑнлӑхсене тупма пултаратпӑр (Иис. Н. 1:8, 9; Пс. 1:2, 3). 1879 ҫулхи июль уйӑхӗнче тухнӑ «Хурал башнин» чи пӗрремӗш кӑларӑмӗнче ҫапла каланӑ пулнӑ: «Ку тӗнчере чӑнлӑха пушхирте ӳсекен черченкӗ чечекпе танлаштарма пулать: чечеке ҫумкурӑк пусса илнӗ пек, чӑнлӑха пӗтӗмпе тенӗ пекех суялӑх пусса илнӗ. Чӑнлӑха тупас тетӗр пулсан, яланах тимлӗ пулмалла. [...] Чӑнлӑх сирӗн пултӑр тесен, пӗшкӗнӗр те илӗр ӑна. Пӗр чечек илнипех ан ҫырлахӑр. [...] Пуҫтарӑр, пӗр чарӑнмасӑр шырӑр». Ҫапла, хамӑрӑн «мул управӑшне» Турӑ Сӑмахӗнчи чӑнлӑхсемпе тултарас килсех тӑмалла.

15. Мӗншӗн хӑш-пӗр чӑнлӑхсем пирки «киввисем» теме пулать тата вӗсенчен хӑшӗсем сирӗншӗн уйрӑмах хаклӑ?

15 Хӑш-пӗр хаклӑ чӑнлӑхсем ҫинчен эпир Турӑ халӑхӗпе хутшӑнма пуҫласан илтрӗмӗр. Вӗсем пирки «киввисем» теме пулать. Вӗсем шутне мӗнле чӑнлӑхсем кӗреҫҫӗ? Чи малтанах эпир Иегова — пире Пултаракан пулнине тата вӑл этемлӗх пирки мӗн шухӑшласа хунине ӑнланса илтӗмӗр. Ҫавӑн пекех Турӑ ҫынсене питӗ хытӑ юратнӑран вӗсене ҫылӑхпа вилӗмрен хӑтарас тесе хӑйӗн Ывӑлне вилӗме панине пӗлтӗмӗр. Унсӑр пуҫне, эпир Турӑ Патшалӑхӗ пӗтӗм хӗн-хура пӗтересси ҫинчен тата ҫав Патшалӑх ертсе пынӑ вӑхӑтра ҫынсем ӗмӗр-ӗмӗр телейлӗ пурӑнма пултарасси ҫинчен пӗлтӗмӗр (Иоанн 3:16; Ӳлӗм. 4:11; 21:3, 4).

16. Пӗр-пӗр чӑнлӑха тӗрӗсрех ӑнлантарса панӑ чухне пирӗн мӗн тумалла?

16 Хӑш-пӗр чухне Библири пророкла каланисене е сӑвӑ йӗркисене тӗрӗсрех ӑнлантарса пани пулкалать. Ун пек чухне пирӗн ҫӗнӗлле ӑнлантарса панине тӗплӗн тӗпчеме тата ун ҫинчен шухӑшлама вӑхӑт уйӑрмалла (Ап. ӗҫ. 17:11; 1 Тим. 4:15). Пирӗн тӗллев — унччен мӗнле ӑнланнипе ҫӗнӗлле ӑнлантарса пани хушшинче тӗп уйрӑмлӑхсене курасси кӑна мар, вак-тӗвексене те ӑнланма тӑрӑшасси. Вара ҫав чӑнлӑх пирӗн мул управӑшӗнче тӑрса юлатех. Мӗншӗн ҫак тӗлӗшрен вӑй хуни сая каймасть?

17, 18. Святой сывлӑш пире мӗнле пулӑшать?

17 Иисус эпир унччен пӗлнӗ чӑнлӑхсене пире Туррӑн сывлӑшӗ аса илтерме пултарни ҫинчен каланӑ (Иоанн 14:25, 26). Ырӑ хыпар сарнӑ чухне святой сывлӑш пире мӗнле пулӑшма пултарать? Питер ятлӑ тӑванпа 1970 ҫулта акӑ мӗн пулса тухнӑ. Ун чухне вӑл 19 ҫулта пулнӑ тата тин ҫеҫ Великобританири Вефильте ӗҫлеме пуҫланӑ. Ырӑ хыпар сарнӑ чухне пӗр килте алӑка вӑтам ҫулсенчи сухаллӑ арҫын уҫнӑ. Питер унран Библие лайӑхрах ӑнланас килмест-и сирӗн тесе ыйтнӑ. Арҫынна ҫав ыйту тӗлӗнтерсе янӑ, вӑл Питера кунта иудей раввинӗсем пурӑнаҫҫӗ тенӗ. Пирӗн тӑвана тӗрӗслес тесе вӑл ӑна ыйту панӑ: «Ывӑлӑм, кала-ха, Даниил кӗнекине хӑш чӗлхепе ҫырнӑ?» — «Пӗр пайне арамей чӗлхипе ҫырнӑ»,— тесе хуравланӑ Питер. «Эпӗ хурава пӗлни ӑна тӗлӗнтермеллипех тӗлӗнтерчӗ,— малалла каласа парать Питер,— анчах эпӗ хам та тӗлӗнтӗм. Эпӗ хурава ӑҫтан пӗлме пултартӑм-ши? Киле килсен „Хурал башни“ тата „Вӑранӑр“ журналсен юлашки кӑларӑмӗсене пӑхрӑм та пӗр статьяра Даниил кӗнекине арамей чӗлхипе ҫырнӑ тесе каланине тупрӑм» (Дан. 2:4). Ҫак тӗслӗхрен святой сывлӑш пире унччен мӗн вуланине тата хамӑрӑн мул управӑшӗнче упраса хӑварнӑ пӗлӳсене аса илтерме пултарни курӑнать (Лука 12:11, 12; 21:13—15).

18 Иегова паракан ӑслӑлӑха хаклатпӑр пулсан, чӗре пире хамӑрӑн мул управӑшне чӑнлӑхсемпе тултарса тӑма хавхалантарӗ. Турӑ уҫса панӑ чӑнлӑхсене мӗн чухлӗ ытларах юрататпӑр тата хаклатпӑр, ҫавӑн чухлӗ ӑстарах хыпарҫӑсем пулатпӑр.

ТУРӐ ПАНӐ МУЛА ХАКЛӐР

19. Иегова панӑ мула хаклама пӑрахас мар тесе мӗншӗн пирӗн тӑрӑшмалла?

19 Сатанапа унӑн тӗнчи пӗрмаях пире Иегова панӑ мула хаклама пӑрахтарасшӑн. Асӑрхануллӑ пулмасан нумай укҫа ӗҫлесе илес тени, чаплӑ пурнӑҫпа пурӑнма ӗмӗтленни е хамӑрӑн пуянлӑхпа ыттисене тӗлӗнтерес килни тӗрӗс ҫултан пӑрса яма пултараҫҫӗ. Иоанн апостол пире ҫак тӗнче те, унта илӗртекенни те пӗтӗмпех пӗтессине асра тытма хавхалантарнӑ (1 Иоанн 2:15—17). Ҫавӑнпа Турӑ панӑ мула хытӑ юратма тата уншӑн пархатарлӑ пулма пӑрахас мар тесе пирӗн пӗтӗм вӑйран тӑрӑшмалла.

20. Иегова панӑ мула ҫухатас мар тесе эсир мӗн тума шут тытрӑр?

20 Турӑ Патшалӑхӗ ҫинчен калакан чӑнлӑха хытӑ юратма мӗн чӑрмантарать, ҫавсенчен пуринчен те пӑрӑнма хатӗр пулӑр. Пурнӑҫа ҫӑлакан сӑваплӑ ӗҫе хаклӑр, малалла та ӑна хастаррӑн туса тӑрӑр. Турӑ Сӑмахӗнчи чӑнлӑхсене шырама ан пӑрахӑр. Вара эсир «тӳпере кивелми ҫӳпҫепе иксӗлми мул хатӗрлесе хурӑр: унта вӑрӑ та ҫывӑхараймасть, кӗве те ҫимест». Ан манӑр: «пурлӑхӑр ӑҫта, чӗрӗр те ҫавӑнтах пулӗ» (Лука 12:33, 34).