Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

«Санӑн ӑсу та пиллӗхлӗ»

«Санӑн ӑсу та пиллӗхлӗ»

ҪАК сӑмахсене Давид Авигея ятлӑ хӗрарӑма каланӑ. Мӗншӗн вӑл ӑна ҫапла мухтанӑ? Ҫак хӗрарӑмӑн тӗслӗхӗ пире мӗне вӗрентме пултарать?

Давид ҫак хӗрарӑма Саулран тарса ҫӳренӗ чухне тӗл пулнӑ. Авигея Навал арӑмӗ пулнӑ. Ҫав пуян ҫыннӑн пысӑк кӗтӗвӗсем Иудӑн кӑнтӑр енче сӑртлӑ-туллӑ вырӑнсенче ҫӳренӗ. Давидпа унӑн ҫыннисем Навалӑн кӗтӳҫисемшӗн тата кӗтӗвӗсемшӗн «шанчӑклӑ хӳтлӗх» пек пулнӑ. Каярахпа Давид Навал патне апат-ҫимӗҫ ыйтма темиҫе ҫын янӑ (1 Патш. 25:8, 15, 16). Давид хӑйӗн ҫыннисемпе Навалшӑн мӗн-мӗн тунине шута илсен, вӑл мӗн ыйтни чӑрсӑр хӑтланни пулман.

Навал мӗн тунинчен вӑл хӑйӗн ятне тивӗҫлӗ пулни тӳрех курӑннӑ, унӑн ячӗ «ӑссӑр» е «ухмах» тенине пӗлтерет. Вӑл Давидпа хӑйне тӳрккессӗн тытнӑ, ӑна ним те парса яман тата ӑна хӑртса пӗтернӗ. Давид вара хӑйне хӑртса каланӑшӑн тата пулӑшма килӗшменшӗн Навала тавӑрма шут тытнӑ (1 Патш. 25:2—13, 21, 22).

Давидӑн васкаса тунӑ йышӑнӑвӗ мӗн чухлӗ асап кӳме пултарасса пӗлсен, Авигея хӑй мӗн тума пултарнине хӑюллӑн тума пуҫланӑ. Хисеплӗн калаҫса вӑл Давида Иеговӑпа хӑйӗн хушшинчи хутшӑнусем ҫинчен аса илтернӗ. Ҫавӑн пекех вӑл пулас патшапа унӑн ҫыннисем валли апат илсе килнӗ. Давид вара хӑйне хирӗҫ Авигеяна Иегова янине тата Авигея ӑна ҫынсене вӗлерсе Турӑ умӗнче айӑпа кӗресрен тытса чарнине ӑнланса илнӗ. Вӑл ӑна каланӑ: «Санӑн ӑсу та пиллӗхлӗ, эсӗ ху та пиллӗхлӗ: эсӗ мана паян юн тӑкма, хамшӑн тавӑрма памарӑн» (1 Патш. 25:18, 19, 23—35).

Паллах, пирӗнтен нихӑшӗн те ыттисем хӑйне ырӑ тунине хакламан Навал пек пулас килмест. Унсӑр пуҫне, пӗр-пӗр лару-тӑру ырри патне илсе ҫитермессе куратпӑр пулсан, ыттисен асап курмалла ан пултӑр тесе хамӑр мӗн тума пултарнине пурне те тума тӑрӑшмалла. Эпир псалом юрлаканран тӗслӗх илме пултаратпӑр, вӑл Иеговӑран ҫапла ыйтнӑ: «Ӑслӑ-тӑнлӑ пулма, пӗлсе тӑма вӗрентсем мана» (Пс. 118:66).

Давид Авигеяна: «Санӑн ӑсу та пиллӗхлӗ»,— тесе мухтанӑ. Эпир ӑслӑ-тӑнлӑ пулнине те ыттисем асӑрхаҫҫех. Вӗсем ҫавӑн ҫинчен сӑмахпа каламасассӑн та, вӗсен туйӑмӗсем Давидӑн туйӑмӗсем пекех пулӗҫ.