Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

Иегова сана хӑвӑн тӗллевсене пурнӑҫлама пулӑштӑр

Иегова сана хӑвӑн тӗллевсене пурнӑҫлама пулӑштӑр

«Иеговӑра пысӑк савӑнӑҫ туп, вӑл санӑн чӗрӳ ӗмӗтне ҫитерӗ» (ПС. 37:4, ҪТ).

ЮРӐСЕМ: 135, 81

1. Ҫамрӑк чухне мӗнле йышӑну тумалла тата ҫакӑнтан мӗншӗн хӑрамалла мар? (Статья пуҫламӑшӗнчи ӳкерчӗке пӑхӑр.)

ҪУЛҪӲРЕВЕ кайма шут тытнӑ ҫыннӑн ӑҫта каяс тенине малтанах шутласа хумалла. Пирӗн пурнӑҫа ҫулҫӳревпе танлаштарма пулать, ҫамрӑклӑх ҫулӗсем вара — тӗллевсене лартмалли чи лайӑх вӑхӑт. Паллах, ҫакна тума ҫӑмӑл пулмасан та пултарать. Хезер ятлӑ хӗр акӑ мӗн каланӑ: «Шутлама та хӑрушӑ: санӑн пӗтӗм пурнӑҫпа мӗн тумалли пирки йышӑну тумалла». Анчах та ҫакӑнтан хӑрамалла мар. Иегова хӑйӗн ӗҫлекенӗсене калать: «Ан хӑра: санпала — Эпӗ, ан шиклен: Эпӗ — санӑн Турру; Эпӗ сана тӗреклӗх кӳрӗп, сана пулӑшӑп, Хамӑн тӳрӗлӗхӗмӗн сылтӑм аллипе хунтӑлӑп» (Ис. 41:10).

2. Мӗншӗн Иегова пире телейлӗ пулма пулӑшакан тӗллевсене ларттарасшӑн теме пулать?

2 Иегова сана тӗрӗс тӗллевсем лартма хавхалантарать (Еккл. 12:1; Матф. 6:20). Вӑл сана телейлӗ пурӑнтарасшӑн. Эпир ҫакна ӑҫтан пӗлетпӗр? Тӗнчере тӗрлӗ тӗссем, илемлӗ сасӑсем тата тутлӑ шӑршӑсем питӗ нумай. Ҫавӑн пекех Иегова юратнӑран пире пурнӑҫӑн чи лайӑх ҫулне мӗнле суйласа илмеллине вӗрентни ҫинчен те шухӑшласа пӑх. Унӑн канашӗсене йышӑнманнисене вара Иегова калать: «Эсир... Маншӑн юрӑхлӑ маррине суйласа илтӗр. ...Манӑн чурамсем савӑнӗҫ, эсир вара намӑс куратӑр; Манӑн чурамсем чӗререн хавасланса юрлӗҫ» (Ис. 65:12—14). Тӗрӗс йышӑнусем тунипе христиансем Иеговӑна мухтав кӳреҫҫӗ (Ытар. 27:11).

ТЕЛЕЙЛӖ ПУЛМА ПУЛӐШАКАН ТӖЛЛЕВСЕМ

3. Иегова ҫамрӑксене мӗнле тӗллевсем лартма сӗнет?

3 Иегова сана мӗнле тӗллевсем лартма сӗнет? Телейлӗ пулас тесен пирӗн Турӑ ҫинчен пӗлмелле тата уншӑн шанчӑклӑн ӗҫлесе тӑмалла — Иегова пире ҫапла тунӑ (Пс. 127:1; Матф. 5:3). Ҫакӑнпа эпир чӗрчунсенчен уйрӑлса тӑратпӑр, мӗншӗн тесен вӗсем апат ҫиессишӗн тата ӗрчессишӗн ҫеҫ пурӑнаҫҫӗ. Анчах та Иегова пире телейлӗ те тӗллевлӗ пурнӑҫпа пурӑнтарасшӑн. Пире Пултараканӗ — «юратупа канӑҫлӑх Турри», вӑл пире «Хӑй сӑнарлӑ... пултарнӑ» (2 Кор. 13:11; Пулт. 1:27). Юратакан Турӑ пек пулма тӑрӑшсан эсӗ телейлӗ пулатӑн. Апостолсен ӗҫӗсем 20:35-мӗшӗнче: «Илессинчен парасси ҫынна телейлӗрех тӑвать»,— тенӗ. Ҫак сӑмахсем тӗрӗс пулнине эсӗ хӑв ҫинче туйса курнӑ-и? Ку вӑл — пурнӑҫри тӗп принцип. Акӑ мӗншӗн Иегова санӑн тӗллевсенчен эсӗ ӑна та, ытти ҫынсене те юратни курӑнса тӑтӑр тет. (Матфей 22:36—39 вуласа пар.)

4, 5. Иисуса мӗн телей кӳнӗ?

4 Яшсемпе хӗрсем, Иисус Христос сире чи чаплӑ тӗслӗх кӑтартнӑ. Пӗчӗк чухне вӑл ытти ачасемпе выляса вӑхӑта савӑнӑҫлӑн ирттернӗ паллах. Турӑ Сӑмахӗнче «кулмалли... ташламалли вӑхӑт» пур тесе каланӑ (Еккл. 3:4). Унсӑр пуҫне, Иисус Сӑваплӑ Ҫырӑва вӗренсе Турӑпа ҫывӑхланнӑ. Пӗррехинче, 12-ре пулнӑ чухне, вӑл храмра вӗрентекенсемпе калаҫнӑ, вӗсем «унӑн ӑсӗнчен, вӑл мӗнле хуравланинчен тӗлӗнмеллипех тӗлӗннӗ» (Лука 2:42, 46, 47).

5 Ҫитӗнсен вара Иисуса мӗн савӑнӑҫ кӳнӗ-ши? Вӑл Иеговӑн ирӗкне ӑнланнӑ. Иисус «Турӑ... Мана мӗскӗнсене Ырӑ Хыпар пӗлтермешкӗн... суккӑррисем куракан пуласса... пӗлтерме ячӗ» тенӗ (Лука 4:18, 19). Туррӑн ирӗкне пурнӑҫлани Иисуса савӑнӑҫ кӳрсе тӑнӑ. Унӑн туйӑмӗсем ҫинчен Псалом 39:9-мӗшӗнче акӑ мӗн каланӑ: «Эй Туррӑм, эпӗ Санӑн ирӗкне туса тӑрасшӑн». Иисуса хӑйӗн пӗлӗтри Ашшӗ ҫинчен ҫынсене каласа пама питӗ килӗшнӗ. (Лука 10:21 вуласа пар.) Пӗррехинче, чӑн Турра пуҫҫапасси ҫинчен пӗр хӗрарӑмпа калаҫнӑ хыҫҫӑн, вӑл хӑйӗн вӗренекенӗсене каланӑ: «Манӑн апатӑм — Мана Яраканӑн ирӗкне тӑвасси, Унӑн ӗҫне туса ҫитересси» (Иоанн 4:31—34). Турра тата ҫынсене юратни Иисуса телей кунӗ. Ҫакӑ сана та телейлӗ тума пултарать.

6. Ӑслӑлӑх пухнӑ тӑвансемпе хӑвӑн тӗллевсем ҫинчен калаҫсан мӗншӗн лайӑх пулнӑ пулӗччӗ?

6 Христиансенчен нумайӑшӗ ҫамрӑк чухнех пионер пулса ӗҫлеме тытӑннӑ, ҫакӑ вӗсене савӑнӑҫ кӳрсе тӑнӑ. Эсӗ ҫав тӑвансемпе хӑвӑн тӗллевсем ҫинчен калаҫма пултаратӑн. «Канаш ҫукки тытӑннӑ ӗҫе пӑсса ярать, канашҫӑсем йышлӑ чухне ӗҫ ӑнӑҫлӑ пулать»,— тенӗ Библире (Ытар. 15:22). Ҫав тӑвансем сана Турӑшӑн тулли вӑхӑтпа ӗҫлесе тӑни пурнӑҫра кирлӗ пӗлӳпе опыт пухма мӗнле пулӑшни ҫинчен каласа пама пултараҫҫӗ. Иисус пӗлӗтре Ашшӗнчен нумай вӗреннӗ, анчах та ҫӗр ҫинче сӑваплӑ ӗҫе туса тӑни те ӑна нумай япалана вӗрентнӗ. Вӑл ырӑ хыпар сарни тата йывӑрлӑхсенче Турра шанчӑклӑ тӑрса юлни пысӑк савӑнӑҫ панине туйса илнӗ. (Исаия 50:4 вуласа пар; Евр. 5:8; 12:1, 2.) Айтӑр Турӑшӑн тулли вӑхӑтпа ӗҫлесе тӑни мӗншӗн ҫав тери нумай савӑнӑҫ парса тӑнине пӑхса тухар.

ВӖРЕНЕКЕНСЕНЕ ХАТӖРЛЕС ӖҪ — ЧИ ЛАЙӐХ ӖҪ

7. Мӗншӗн ҫамрӑксене нумайӑшне вӗренекенсене хатӗрлеме килӗшет?

7 Иисус каланӑ: «Кайӑр та пур халӑха та... эпӗ сире мӗн хушнине пурне те тытса пурӑнма вӗрентӗр» (Матф. 28:19, 20). Ҫак ӗҫ санӑн пурнӑҫра пӗрремӗш вырӑнта пулать пулсан, эсӗ телейлӗ тата Турра мухтав кӳрекен пурнӑҫпа пурӑнӑн. Кирек мӗнле ӗҫре те опыт пухма вӑхӑт кирлӗ. Вӗренекенсене хатӗрлес ӗҫ пирки те ҫапла калама пулать. Тимоти ятлӑ арҫын тӑван, яш ача чухне пионер пулса ӗҫлеме тытӑннӑскер, акӑ мӗн каланӑ: «Иеговӑшӑн тулли вӑхӑтпа ӗҫлеме мана питӗ килӗшет. Ҫапла эпӗ ӑна юратнине кӑтартма пултаратӑп. Малтанлӑха эпӗ никампа та Библи вӗренӗвне пуҫлаймарӑм, анчах та кайран, урӑх вырӑна куҫса кайсан, пӗр уйӑхранах темиҫе ҫынпа Библи вӗренӗвне ирттерме тытӑнтӑм. Вӗсенчен пӗри Турӑ Патшалӑхӗн залне ҫӳреме пуҫларӗ. Авланман тӑвансем валли йӗркеленӗ Библи шкулӗнче * икӗ уйӑх хушши вӗреннӗ хыҫҫӑн мана урӑх вырӑна ячӗҫ, унта эпӗ тӑватӑ ҫынпа Библи вӗренме пуҫларӑм. Ҫынсене чӑнлӑх ҫинчен вӗрентме мана питӗ килӗшет, мӗншӗн тесен святой сывлӑш витӗм кӳнипе вӗсем мӗнле улшӑнса пынине курса тӑратӑп» (1 Фес. 2:19).

8. Ытларах ҫынна чӑнлӑх ҫинчен вӗрентес тесе хӑш-пӗр ҫамрӑксем мӗн тӑваҫҫӗ?

8 Хӑш-пӗр ҫамрӑк христиансем ют чӗлхене вӗреннӗ. Акӑ Пӗрлешӳллӗ Штатсенче пурӑнакан Джейкоб ятлӑ арҫын тӑванӑн тӗслӗхӗ. Вӑл ҫапла ҫырать: «Эпӗ саккӑрта чухне пирӗнпе пӗрле вьетнамсем нумайӑн вӗренетчӗҫ. Манӑн вӗсене Иегова ҫинчен каласа парас килетчӗ, ҫавӑнпа эпӗ вӗсен чӗлхине вӗренме шут тытрӑм. Ҫавна тӑвас тесе эпӗ ытларах чухне „Хурал башнин“ акӑлчан тата вьетнам чӗлхипе тухнӑ кӑларӑмӗсене танлаштараттӑм. Ҫавӑн пекех ҫывӑхри вьетнам пухӑвӗнчи тӑвансемпе туслашрӑм. 18 ҫул тултарсан эпӗ пионер пулса ӗҫлеме тытӑнтӑм. Каярахпа вара Авланман тӑвансем валли йӗркеленӗ Библи шкулӗнчен вӗренсе тухрӑм. Халӗ эпӗ вьетнам ушкӑнӗнче пионер пулса ӗҫлетӗп, унта эпӗ пӗртен-пӗр старейшина. Шкулта мӗне вӗренни мана питӗ пулӑшать. Вьетнамсене эпӗ вӗсен чӗлхине вӗренни час-часах тӗлӗнтерет. Вӗсем мана киле кӗртеҫҫӗ тата нумайӑшӗпе Библи вӗренме пуҫлама тӳр килет. Хӑшӗ-пӗрисем вара шыва кӗчӗҫ». (Апостолсен ӗҫӗсем 2:7, 8 танлаштарӑр.)

9. Вӗренекенсене хатӗрлени пире хамӑра мӗнле усӑ парать?

9 Вӗренекенсене хатӗрлес ӗҫе хутшӑннӑ май эсӗ тӑрӑшса ӗҫлеме, ҫынсемпе хутшӑнма, хӑвна хисеплӗн тытма тата хӑюллӑрах пулма вӗренетӗн (Ытар. 21:5; 2 Тим. 2:24). Анчах та пуринчен ытла ҫӗнӗ вӗренекенсене вӗрентни хӑв мӗне ӗненнине Библипе ҫирӗплетсе пама вӗренме пулӑшать. Ҫакӑ вара пысӑк савӑнӑҫ парать. Унсӑр пуҫне, эсӗ Иеговӑпа пӗрле ӗҫлеме вӗренетӗн (1 Кор. 3:9).

10. Эпир пурӑнакан вырӑнта ҫынсем ырӑ хыпара итлесшӗнех мар пулсан та, вӗренекенсене хатӗрлени мӗншӗн савӑнӑҫ кӳрет?

10 Эсӗ пурӑнакан вырӑнта ҫынсем ырӑ хыпара итлесшӗнех мар пулсан та, вӗренекенсене хатӗрлес ӗҫе хутшӑнни сана савӑнӑҫ пама пултарать. Ҫак ӗҫе эпир пӗтӗм пухупа пӗрле туса тӑратпӑр. Паллах, тӳркӑмӑллӑ ҫынпа Библи вӗренме пӗр тӑван пуҫлать. Анчах та ҫав ҫынна тупма пурте вӑй хунӑ, ҫавӑнпа пурте савӑнаҫҫӗ. Ҫынсем ырӑ хыпара йышӑнсах кайман вырӑнта тӑхӑр ҫул хушши пионер пулса ӗҫленӗ Брендон акӑ мӗн каласа парать: «Ырӑ хыпар сарма мана питӗ килӗшет, мӗншӗн тесен ҫак ӗҫе пире Иегова шанса панӑ. Шкултан вӗренсе тухнӑ хыҫҫӑн кӑшт вӑхӑт иртсен эпӗ пионер пулса ӗҫлеме тытӑнтӑм. Ҫамрӑк тӑвансене чӑнлӑхра ҫитӗнӳсем тума хавхалантарни тата вӗсен ҫитӗнӗвӗсене курса тӑни мана нумай савӑнӑҫ кӳрет. Авланман тӑвансем валли йӗркеленӗ Библи шкулӗнчен вӗренсе тухнӑ хыҫҫӑн мана урӑх вырӑна ячӗҫ. Эпӗ Библи вӗреннӗ ҫынсенчен никам та шыва кӗмен пулин те, хӑш-пӗр тӑвансен вӗренекенӗсем шыва кӗнӗ. Ҫак ӗҫе туллин хутшӑнма шут тытнӑшӑн эпӗ савӑнатӑп» (Еккл. 11:6).

ИЕГОВӐШӐН ӖҪЛЕМЕ НУМАЙ МАЙ ПУР

11. Ҫамрӑк христиансен сӑваплӑ ӗҫе туса тӑма мӗнле май пур?

11 Сӑваплӑ ӗҫе туса тӑма тӗрлӗ майсем пур. Тӗслӗхрен, ҫамрӑк тӑвансем нумайӑшӗ стройкӑсенче доброволецсем пулса ӗҫлеҫҫӗ. Пӗтӗм тӗнчипе вара тата ҫӗр-ҫӗр Патшалӑх залне туса лартмалла. Ҫак ӗҫ вӑл — сӑваплӑ ӗҫ, вӑл Турра мухтав кӳрет тата сана нумай савӑнӑҫ пама пултарать. Унсӑр пуҫне, тӗрлӗ тӑвансемпе хутшӑнма та, вӗсемпе пӗрле ӗҫлеме те питӗ кӑмӑллӑ. Ҫакӑн пек стройкӑсенче доброволец пулса ӗҫлесен эсӗ нумай япалана вӗренме пултаратӑн: хӑрушсӑрлӑх техникине пӑхӑнма, тӑрӑшуллӑ ӗҫлекен пулма тата проектшӑн яваплӑ тӑвансемпе пӗрле ӗҫлеме.

Турӑшӑн тулли вӑхӑтпа ӗҫлеме тытӑнакансене нумай пиллӗх кӗтет (11—13 абзацсене пӑхӑр.)

12. Пионер пулса ӗҫлекенсем умӗнче мӗнле майсем уҫӑлаҫҫӗ?

12 Кевин ятлӑ арҫын тӑван каласа парать: «Мӗн пӗчӗкренех эпӗ Иеговӑшӑн тулли вӑхӑтпа ӗҫлеме ӗмӗтленеттӗм. 19-та тинех пионер пулса тӑтӑм. Эпӗ пӗр арҫын тӑван патӗнче тулли мар ӗҫ кунӗпе ӗҫлеттӗм, вӑл строитель пулнӑ. Ҫав тӑван мана пӳрт тӑррине витме тата чӳрече-алӑк лартма вӗрентрӗ. Каярахпа эпӗ икӗ ҫул хушши Патшалӑх залӗсене тата тӑвансен ҫурчӗсене ҫил-тӑвӑл хыҫҫӑн юсама пулӑшакан ушкӑнра ӗҫлерӗм. Кӑнтӑр Африка Республикинче строительсем пулӑшни питӗ кирлине пӗлсен эпӗ заявлени ҫырса ятӑм, вара мана унта ӗҫлеме чӗнчӗҫ. Кунта, Африкӑра, эпӗ кашни темиҫе эрнерен ҫӗнӗ вырӑна — Патшалӑх залӗсем тунӑ ҫӗре пӗр ҫӗртен тепӗр ҫӗре — куҫса каятӑп. Строительсен ушкӑнӗ маншӑн ҫемье пекех. Эпир пӗрле пурӑнатпӑр, пӗрле Библи вӗренетпӗр, пӗрле ӗҫлетпӗр. Унсӑр пуҫне, мана хамӑр ӗҫленӗ вырӑнти тӑвансемпе ырӑ хыпар сарма килӗшет. Ҫамрӑк чухне лартнӑ тӗллевсем мана ҫав тери нумай савӑнӑҫ парасси пирки эпӗ шутламан та».

13. Вефильте ӗҫлени мӗншӗн ҫамрӑк христиансене савӑнӑҫ парать?

13 Унччен пионер пулса ӗҫленӗ тӑвансенчен хӑш-пӗрисем халӗ Вефильте ӗҫлеҫҫӗ. Унта ӗҫлени нумай савӑнӑҫ парать, мӗншӗн тесен вефилецсем мӗн туни пӗтӗмпех Иеговӑшӑн ӗҫлени пулать. Вӗсем ӗҫлесе тӑнине пула тӑвансем те, ытти ҫынсем те Библие тата чӑнлӑха пӗлме пулӑшакан публикацисене илсе тӑма пултараҫҫӗ. Вефильте ӗҫлекен Дастин ятлӑ арҫын тӑван акӑ мӗн калать: «Тӑххӑрта чухне эпӗ пионер пулса ӗҫлеме тӗллев лартрӑм. Шкула вӗренсе пӗтерсен эпӗ пионер пулса тӑтӑм. Ҫулталӑк ҫурӑран мана Вефильте ӗҫлеме чӗнчӗҫ. Унта эпӗ пичетлемелли станокпа ӗҫлеме, кайран вара компьютер программисене хатӗрлеме вӗрентӗм. Вефильте эпӗ ырӑ хыпар сарас ӗҫ мӗнле пынине сӑнаса тӑракансенчен ҫак ӗҫри ҫитӗнӳсем ҫинчен пӗлме пултаратӑп, ҫакӑ мана питӗ килӗшет. Ҫакӑнта ӗҫлеме эпӗ юрататӑп, мӗншӗн тесен хамӑра шанса панӑ ӗҫе туса тӑнипе эпир ытти ҫынсене Иеговӑпа ҫывӑхланма пулӑшатпӑр».

ЭСӖ МӖНЛЕ ТӖЛЛЕВСЕМ ЛАРТАТӐН?

14. Иеговӑшӑн тулли вӑхӑтпа ӗҫлес тӗллеве пурнӑҫлас тесе мӗн тума пулать?

14 Турӑшӑн тулли вӑхӑтпа ӗҫлес тӗллеве пурнӑҫа кӗртес тесе мӗн тумалла? Иеговӑшӑн ҫапла майпа ӗҫлес тесен пуринчен малтан ӑна юрӑхлӑ енсене аталантармалла. Ҫавӑнпа Туррӑн Сӑмахне тӗплӗн тӗпче, мӗн вулани ҫинчен тарӑн шухӑшла тата пухӑвӑн тӗлпулӑвӗсенче хутшӑнса хӑвӑн ӗненӗве кӑтарт. Шкулта вӗреннӗ май ырӑ хыпар сарас ӗҫре ӑсталӑха ӳстер. Ҫынсемпе интересленме вӗрен: вӗсем мӗн шутлани ҫинчен хисеплӗн ыйтса пӗлме тата вӗсене тимлӗ итлеме тӑрӑш. Унсӑр пуҫне, эсӗ пухура та пулӑшма, сӑмахран, Патшалӑх залне тасатса тирпейлеме тата юсаса тӑма, пултаратӑн. Эсӗ хӑвна кӗҫӗне хуратӑн пулсан тата ыттисене пулӑшма хатӗр пулсан, Иегова хаваспах сана тӗрлӗ ӗҫсем шанса парӗ. (Псалом 109:3 вуласа пар; Ап. ӗҫ. 6:1—3.) Павел апостол Тимофее хӑйпе пӗрле миссионерла ҫулҫӳреве кайма чӗннӗ, мӗншӗн тесен тӑвансем Тимофей ҫинчен «ырӑласа калаҫнӑ» (Ап. ӗҫ. 16:1—5).

15. Турӑшӑн тулли вӑхӑтпа ӗҫлеме май паракан ӗҫе суйласа илме мӗн пулӑшма пултарать?

15 Ялан тенӗ пекех Турӑшӑн тулли вӑхӑтпа ӗҫлекен тӑвансен хӑйсенех укҫа ӗҫлесе илмелле (Ап. ӗҫ. 18:2, 3). Тен, эсӗ курссене кайса вӗренсе тулли мар ӗҫ кунӗпе ӗҫлеме май паракан пӗр-пӗр профессие илме пултарӑн. Йышӑну тӑвас умӗн район надзирателӗпе е хӑвӑн районти пионерсемпе калаҫса пӑх. Вӗсем сана мӗнле ӗҫ пионер пулса ӗҫлеме май парасси пирки канаш пама пултараҫҫӗ. Унсӑр пуҫне, Библире каланӑ: «Хӑвӑн ӗҫӳсене Ҫӳлхуҫана шанса пар, вара ӗмӗтӳ-шухӑшу пурӑнӑҫланӗ» (Ытар. 16:3; 20:18).

16. Турӑшӑн тулли вӑхӑтпа ӗҫлени ҫамрӑк христианина пуласлӑхра нумайрах яваплӑх илме хатӗр пулас тесе мӗнле пулӑшма пултарать?

16 Ан иккӗлен: Иегова санӑн телейлӗ пуласлӑху валли «ырӑ никӗс» пултӑр тет. (1 Тимофей 6:18, 19 вуласа пар.) Турӑшӑн тулли вӑхӑтпа ӗҫлесе тӑнӑ май эсӗ ытти пионерсемпе хутшӑнма пултарӑн, ҫакӑ сана ҫитӗннӗ христианин пулса тӑма пулӑшӗ. Христиансенчен нумайӑшӗ каланӑ тӑрӑх, ҫамрӑк чухне Иеговӑшӑн пӗтӗм вӑйран ӗҫлени кайран ҫирӗп ҫемье ҫавӑрма пулӑшнӑ. Мӑшӑрланиччен пионер пулса ӗҫленӗ тӑвансем час-часах мӑшӑрпа пӗрле Турӑшӑн тулли вӑхӑтпа ӗҫлеҫҫӗ (Рим 16:3, 4).

17, 18. Чӗрери ӗмӗтсем пирӗн тӗллевсем ҫине мӗнле витӗм кӳреҫҫӗ?

17 Псалом 19:5-мӗшӗнче каланӑ: «Ҫӳлхуҫа сана ху ӗмӗтленнине патӑр, ху тӑвас тенине пурне те туса ҫитертӗр». Ҫавӑнпа хӑвӑн пурнӑҫа мӗне халалламалли пирки шутласа пӑх. Иегова хальхи вӑхӑтра мӗнле ӗҫе туни ҫинчен тата ҫак ӗҫе эсӗ мӗнле хутшӑнма пултарни ҫинчен шухӑшла та ӑна савӑнтаракан тӗллевсем ларт.

18 Иеговӑшӑн пӗтӗм вӑя хурса ӗҫлесе тӑни сана нумай савӑнӑҫ парӗ, мӗншӗн тесен ҫакӑн пек пурнӑҫ ҫулӗ Иеговӑна мухтав кӳрет. Ҫавӑнпа та «Иеговӑра пысӑк савӑнӑҫ туп, вӑл санӑн чӗрӳ ӗмӗтне ҫитерӗ» (Пс. 37:4, ҪТ).

^ 7 абз. Халӗ ун вырӑнне Патшалӑх хыпарҫисен шкулӗ иртет.