Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

«Турӑ... нимӗнле ӑс та пӗлейми канӑҫлӑх» парать

«Турӑ... нимӗнле ӑс та пӗлейми канӑҫлӑх» парать

«Турӑ сире нимӗнле ӑс та пӗлейми канӑҫлӑх парса... сирӗн чун-чӗрӗре, сирӗн ӑстӑнӑра сыхласа усрӗ» (ФЛП. 4:7).

ЮРӐСЕМ: 112, 58

1, 2. Павелпа Сила тӗрмене лекиччен вӗсемпе мӗн-мӗн пулса иртнӗ? (Статья пуҫламӑшӗнчи ӳкерчӗке пӑхӑр.)

ҪУРҪӖР ҫитнӗ. Икӗ миссионер, Павелпа Сила, Филиппӑ хулинчи шалти тӗрмере лараҫҫӗ. Вӗсен урисене каска тӑхӑнтартса ҫапса лартнӑ. Хӑйсене хаяррӑн хӗненӗ хыҫҫӑн вӗсен ҫурӑмӗсем сурса ыратаҫҫӗ (Ап. ӗҫ. 16:23, 24). Ӗҫсем ҫав тери хӑвӑрт пулса иртнӗ! Куҫ хупса илме те ӗлкӗреймен, вӗсене тытнӑ та халӑх пуҫтарӑнакан ҫӗре сӗтӗрсе кайнӑ. Унта суд Павелпа Силӑна айӑпласа питӗ хӑвӑрт приговор йышӑннӑ. Вӗсен ҫийӗнчен тумтирне сӳсе илнӗ те хулӑпа хӗненӗ (Ап. ӗҫ. 16:16—22). Мӗн тери тӗрӗсмарлӑх! Павел Рим гражданинӗ пулнӑ, ҫавӑнпа ӑна суд тӑвасса та пачах урӑхла тумалла пулнӑ *.

2 Тӗрмери тӗттӗм пӳлӗмре ларса Павел ҫав кун мӗн-мӗн пулса иртнине аса илет. Вӑл Филиппӑ ҫыннисем ҫинчен шухӑшлать. Ытти нумай хулапа танлаштарсан, кунта синагога та ҫук. Турра пуҫҫапма иудейсен хула тулашӗнче, шыв хӗрринче, пуҫтарӑнма тивет (Ап. ӗҫ. 16:13, 14). Хулара иудейсен вунӑ арҫын та пулман пулӗ — синагога уҫма шӑп ҫавӑн чухлӗ арҫын кирлӗ пулнӑ. Филиппӑ ҫыннисем хӑйсем Рим гражданӗсем пулнипе мухтаннӑ пулмалла (Ап. ӗҫ. 16:21). Тен, ҫавӑнпа вӗсем ҫак икӗ иудей, Павелпа Сила, Рим гражданӗсем пулни пирки шухӑшламан та пулӗ. Кирек мӗнле пулнӑ пулсан та, вӗсене пӗр айӑпсӑрах тӗрмене лартнӑ.

3. Тӗрмене лексен Павел мӗншӗн аптраса тӑма пултарнӑ? Анчах та унӑн шухӑш-кӑмӑлӗ мӗнле пулнӑ?

3 Ҫавӑн пекех Павел унчченхи темиҫе уйӑх хушшинче мӗн пулса иртни пирки те шухӑшлать пулӗ. Ун чухне вӑл Кӗҫӗн Азире, Эгей тинӗсӗн тепӗр енче, пулнӑ. Унта святой сывлӑш ӑна хӑш-пӗр ҫӗрте ырӑ хыпар сарма темиҫе хут та чӑрмантарнӑ. Сывлӑш ӑна урӑх ҫӗрелле ярасшӑн пулнӑ пек туйӑннӑ (Ап. ӗҫ. 16:6, 7). Анчах ӑҫталла-ши? Хуравне Павел Троадӑра курнӑ курӑнуран пӗлнӗ. Ҫав курӑнура ӑна Македоние кайма хушнӑ. Иегова хӑйӗн ирӗкне уҫҫӑн кӑтартнӑ, Павел вара вӑраха ямасӑр Турӑ мӗн хушнине тунӑ. (Апостолсен ӗҫӗсем 16:8—10 вуласа пар.) Кайран мӗн пулнӑ-ши? Македоние ҫитсен кӑштахранах ӑна тӗрмене хупнӑ! Мӗншӗн Иегова ҫапла пулса тухма ирӗк панӑ? Мӗн вӑхӑт хушши унӑн тӗрмере ларма тивет-ши? Ҫак ыйтусем ӑна канӑҫ паман пулсан та, вӑл вӗсене хӑйсен ӗненӗвне хавшатма тата савӑнӑҫсӑр тӑратса хӑварма паман. Павел та, Сила та кӗлтума тата Турра мухтаса юрлама пуҫланӑ (Ап. ӗҫ. 16:25). Турӑ вӗсене канӑҫлӑх парса вӗсен чунӗсене лӑплантарнӑ тата йывӑр шухӑшӗсене сирсе яма пулӑшнӑ.

4, 5. а) Мӗнле лару-тӑрура пирӗн туйӑмсем Павелӑнни пек пулма пултараҫҫӗ? ӑ) Павелӑн лару-тӑрӑвӗ кӗтмен ҫӗртен мӗнле улшӑннине каласа парӑр.

4 Эсир те хӑш-пӗр чухне хӑвӑра Павел пекех туйман-и? Тен, пӗр-пӗр йышӑну тумалла чухне эсир Турӑран святой сывлӑш ыйтнӑ та вӑл кӑтартнӑ пек тунӑ. Анчах та ҫавӑн хыҫҫӑнах сирӗн йывӑрлӑхсем сиксе тухнӑ тата хӑвӑрӑн пурнӑҫра пысӑк улшӑнусем тума тивнӗ (Еккл. 9:11). Мӗн пулса тухни ҫинчен шухӑшланӑ май эсир, тен, хӑвӑртан ҫапла ыйтнӑ: «Мӗншӗн Иегова ҫапла пулма пачӗ-ши?» Эсир ҫакӑн пек лару-тӑрӑва лекнӗ пулсан, малалла та чӑтӑмлӑ пулма тата пӗтӗм чун-чӗререн Иеговӑна шанма мӗн пулӑшӗ? Хуравне пӗлес тесе айтӑр Павелпа тата Силӑпа малалла мӗн пулса иртнине аса илер.

5 Павелпа Сила Турра мухтаса юрланӑ чухне никам кӗтмен япала пулса тухнӑ. Малтан ҫӗр питӗ вӑйлӑн чӗтренсе кайнӑ, унтан тӗрмери пур алӑк та уҫӑлса кайнӑ. Кайран вара тӗрмере ларакансен пурин те тимӗрленӗ тимӗрӗсем пушаннӑ. Тӗрме хуралҫи хӑйне хӑй вӗлересшӗн пулнӑ, анчах та Павел ӑна тытса чарнӑ. Ҫавӑн хыҫҫӑн тӗрме хуралҫи хӑйӗн пӗтӗм кил-йышӗпе шыва кӗнӗ. Тул ҫутӑлсан хула пуҫлӑхӗсем Павелпа Силӑна ирӗке кӑларас тесе тарҫӑсене янӑ. Вӗсем Павелпа Силӑна шӑв-шав кӑлармасӑр хуларан тухса кайма ыйтнӑ. Ҫак икӗ иудей Рим гражданӗсем пулнине пӗлсен хула пуҫлӑхӗсем хӑйсем пысӑк йӑнӑш тунине ӑнланса илнӗ. Вара хула пуҫлӑхӗсем Павелпа Силӑна хуларан ӑсатса кӑларса яма хӑйсем килнӗ. Анчах та Павелпа Сила малтан нумаях пулмасть шыва кӗнӗ Лидияпа сывпуллашма каятпӑр тенӗ. Ун патне килсен вӗсем ытти тӑвансене те тӗреклетнӗ (Ап. ӗҫ. 16:26—40). Лару-тӑру мӗн тери хӑвӑрт улшӑннӑ!

«НИМӖНЛЕ ӐС ТА ПӖЛЕЙМИ КАНӐҪЛӐХ»

6. Ҫак статьяра эпир мӗн пӑхса тухатпӑр?

6 Павелпа мӗн пулса иртнинчен эпир мӗне вӗренетпӗр? Иегова эпир кӗтнӗ пек мар, пачах урӑхла тума пултарать, ҫавӑнпа йывӑрлӑхсемпе тӗл пулсан пирӗн ытлашши пӑшӑрханма кирлӗ мар. Паллах ӗнтӗ, Павел ҫавна питӗ лайӑх ӑнланнӑ, ҫакӑ вӑл Филиппӑри тӑвансем патне пӑшӑрханусем пирки тата Турӑ паракан канӑҫлӑх пирки мӗн ҫырнинчен курӑнать. Айтӑр чи малтанах унӑн Филиппӑ 4:6, 7 сӑвӑ йӗркисенчи (вуласа пар) сӑмахӗсене сӳтсе явар. Унтан Иегова никам кӗтмен майпа пулӑшнине кӑтартакан Библири тӗслӗхсене пӑхса тухатпӑр. Юлашкинчен вара Турӑ паракан канӑҫлӑх пире чӑтӑмлӑ пулма тата яланах Турӑ ҫине шанма мӗнле пулӑшни ҫинчен калаҫатпӑр.

7. Филиппӑри тӑвансем патне ҫырнӑ ҫырура Павел вӗсене мӗне вӗрентесшӗн пулнӑ тата эпир ҫакӑнтан мӗне вӗренетпӗр?

7 Павелӑн ҫырӑвне вуласан Филиппӑри тӑвансем унпа хӑйсен хулинче мӗн пулса тухнине тата Иегова ҫав лару-тӑрӑва никам кӗтмен майпа татса панине аса илнӗ паллах. Павел вӗсене мӗне вӗрентесшӗн пулнӑ? Вӑл вӗсене ан пӑшӑрханӑр, кӗл тӑвӑр, вара Турӑ сире канӑҫлӑх парӗ тенӗ. Анчах та асӑрхарӑр-и, Турӑ паракан канӑҫлӑх пирки «нимӗнле ӑс та пӗлейми канӑҫлӑх» тесе ҫырнӑ. Ҫакна мӗнле ӑнланмалла? Хӑш-пӗр куҫаруҫӑсем ҫак сӑмах ҫаврӑнӑшне «пирӗн пур ӗмӗтрен те ирттерет» е «ҫынсен пур шухӑшӗнчен те ирттерет» тесе куҫараҫҫӗ. Павел Турӑ паракан канӑҫлӑх эпир шутлама пултарнинчен те чаплӑрах тесе каласшӑн пулнӑ. Хӑш-пӗр чухне хамӑрӑн йывӑрлӑха татса пама май ҫук пек туйӑнма пултарать, анчах та Иегова апла шутламасть, пирӗн лару-тӑрӑва вӑл эпир кӗтмен майпа татса пама пултарать. (2 Петр 2:9, 10 вуласа пар.)

8, 9. а) Павел тӗрӗсмарлӑхпа тӗл пулнӑ пулин те, ҫавӑ мӗнле усӑ панӑ? ӑ) Филиппӑри тӑвансем Павелӑн сӑмахӗсем ҫине ҫӑмӑлттайлӑн пӑхман тесе мӗншӗн калама пулать?

8 Ҫав событисем хыҫҫӑн вунӑ ҫул хушшинче мӗн пулса иртни ҫинчен шухӑшланӑ май Филиппӑри тӑвансем хӑйсен ӗненӗвне ҫирӗплетме пултарнӑ. Павел мӗн ҫырни тӗрӗс пулнӑ. Иегова Павелпа Силӑна пӗр айӑпсӑрах асап тӳсесрен хӳтӗлемен пулин те, кайран ӗҫсем мӗнле ҫаврӑнса тухни ырӑ хыпара хӳтӗлеме пулӑшнӑ (Флп. 1:7). Хула пуҫлӑхӗсем христиансем хушшинче Рим гражданӗсем татах пур пуль тесе хӑрама пултарнӑ, ҫавӑнпа вӗсене хӗсӗрлеме хӑяйман пулӗ. Тен, Павел хӑйне мӗнле тытнине пула унпа пӗрле ҫӳренӗ Лука Филиппӑра юлма пултарнӑ. Павелпа Сила кайнӑ хыҫҫӑн вӑл унта ҫӗнӗ христиансене ҫирӗплетнӗ.

9 Филиппӑри тӑвансем Павелӑн ҫырӑвне вуласан ҫав сӑмахсене кам ҫырнине питӗ лайӑх ӑнланнӑ — Павел хӑй питӗ пысӑк йывӑрлӑхсем тӳссе ирттернӗ. Ҫапах та унӑн чӗринче Турӑ паракан канӑҫлӑх пурри курӑнса тӑнӑ. Ҫакна та палӑртса хӑвармалла: Павел Филиппӑ ҫыннисем патне янӑ ҫырӑва Римра килти арестра пулнӑ чухне ҫырнӑ, ҫав йывӑр вӑхӑтра та вӑл Турӑ паракан канӑҫлӑха туйса тӑнӑ (Флп. 1:12—14; 4:7, 11, 22).

«НИМӖНШӖН ТЕ АН ЧӐРМАНӐР»

10, 11. Йывӑр шухӑшсем пусса илсен пирӗн мӗн тумалла тата эпир Иеговӑран мӗн кӗтме пултаратпӑр?

10 Нимӗншӗн те пӑшӑрханмасӑр пурӑнма тата Турӑ паракан канӑҫлӑха туйса тӑма пире мӗн пулӑшӗ? Павелӑн Филиппӑри тӑвансем патне ҫырнӑ сӑмахӗсем тӑрӑх, ҫак тӗлӗшрен кӗлтуни пулӑшать. Ҫавӑнпа йывӑр шухӑшсем пусса илсен пирӗн вӗсем ҫинчен Турра каласа памалла. (1 Петр 5:6, 7 вуласа пар.) Кӗлтунӑ чухне Иегова сирӗншӗн тӑрӑшасси пирки пач та ан иккӗленӗр. «Тав туса» кӗлтӑвӑр тата вӑл сирӗншӗн ку таранччен мӗн туни ҫинчен шухӑшлӑр. Иегова «эпир ыйтнинчен е шухӑшланинчен... темӗн чухлӗ ытларах» тума пултарни ҫинчен асра тытатпӑр пулсан, ӑна пӗтӗм чун-чӗререн шанма чылай ҫӑмӑлтарах пулӗ (Эф. 3:20, 21).

11 Павелпа тата Силӑпа пулса иртнӗ пекех, Иегова пирӗншӗн кашниншӗн мӗн туни, тен, тӗлӗнтермеллипех тӗлӗнтерӗ. Ҫавӑ, ҫав тери пысӑк тӗлӗнтермӗш пулмасан та, шӑпах пире мӗн кирли пулма пултарать (1 Кор. 10:13). Паллах ӗнтӗ, Иегова лару-тӑрӑва татса парасса ним тумасӑр кӗтсе лармалла тесе шутламалла мар. Пирӗн ӗҫсем хамӑрӑн кӗлӗсемпе килӗшсе тӑмалла (Рим 12:11). Ҫапла вара эпир чун-чӗререн кӗлтунине кӑтартатпӑр, Иегова вара пире вӑй хунӑшӑн пиллет. Анчах та Иегова яланах эпир ыйтнӑ пек тумасан та пултарнине асра тытмалла. Вӑл эпир пач кӗтменнине туса пире тӗлӗнтерсе яма та пултарать. Айтӑр Библири хӑш-пӗр тӗслӗхсене пӑхса тухар, вӗсем Иегова никам кӗтмен майпа пулӑшма пултарасса ҫирӗпрех ӗненме пулӑшаҫҫӗ.

ИЕГОВА НИКАМ КӖТМЕН МАЙПА ПУЛӐШНИНЕ КӐТАРТАКАН ТӖСЛӖХСЕМ

12. а) Ассири патши Сеннахирим Иерусалим ҫине тапӑнма пултарассине ӑнлансан Езекия мӗн-мӗн тунӑ? ӑ) Иегова ҫав лару-тӑрӑва мӗнле татса панинчен эпир мӗне вӗренетпӗр?

12 Иегова никам кӗтмен майпа пулӑшнине кӑтартакан тӗслӗхсем Библире нумай. Акӑ вӗсенчен пӗри. Езекия патшара ларнӑ чухне Ассири патши Сеннахирим Иуда патшалӑхне хирӗҫ тапранса тухнӑ та унти мӗнпур ҫирӗплетнӗ хуласене ярса илнӗ, унтан вара Иерусалим патне ҫитнӗ (4 Патш. 18:1—3, 13). Ҫав лару-тӑрура Езекия патша мӗн тунӑ? Вӑл Иеговӑна кӗлтунӑ тата Исаия пророкран канаш ыйтнӑ (4 Патш. 19:5, 15—20). Ҫавӑн пекех Езекия хулана ҫӑлас тесе Сеннахирима ылтӑн-кӗмӗл панӑ — ҫакӑнтан вӑл ӑслӑ-тӑнлӑ ҫын пулни курӑнать (4 Патш. 18:14, 15). Унсӑр пуҫне, вӑл тӑшмансем хулана нумай вӑхӑт хушши хупӑрласа тӑма пултарассине шута илсе мӗн кирлине веҫех тунӑ (2 Ҫулс. 32:2—4). Анчах та мӗн пулса иртнӗ? Иеговӑн ангелӗ Ассири ҫарӗн тапӑрӗнче 185 000 ҫынна тӗп тунӑ. Ҫапла пулса тухасси пирки Езекия шутлама та пултарайман! (4 Патш. 19:35.)

Иосифпа мӗн пулса иртнинчен эпир мӗне вӗренетпӗр? (Пулт. 41:42) (13-мӗш абзаца пӑхӑр.)

13. а) Иосифпа мӗн пулса тухнинчен эпир мӗне вӗренетпӗр? ӑ) Саррӑпа мӗнле тӗлӗнмелле ӗҫ пулса иртнӗ?

13 Ҫамрӑк Иосифпа, Иаков ывӑлӗпе, вара акӑ мӗн пулса тухнӑ. Египетра тӗрмере ларнӑ чухне хӑй фараон хыҫҫӑнхи иккӗмӗш ҫын пулса тӑрассине тата ун урлӑ Иегова унӑн ҫемйине выҫӑпа вилесрен ҫӑлассине пӗлме пултарнӑ-и Иосиф? (Пулт. 40:15; 41:39—43; 50:20.) Иегова мӗн туни вӑл кӗтнинчен те ирттернӗ паллах. Ҫавӑн пекех Иосифӑн мӑн асламӑшӗ, Сарра, ҫинчен аса илер. Ватӑлса ҫитнӗ Сарра хӑйӗн хӗрарӑм тарҫинчен ҫуралнӑ ача ҫеҫ мар, Иегова пулӑшнипе унӑн хӑйӗн ача пуласси пирки шутлама пултарнӑ-и? Исаак ҫурални вӑл кӗтме пултарнинчен чылай ирттернӗ (Пулт. 21:1—3, 6, 7).

14. Иегова пирӗншӗн мӗн тӑвасси пирки эпир иккӗленместпӗр?

14 Ҫӗнӗ тӗнче ҫитиччен Иегова пире йывӑрлӑхсенчен тӗлӗнмелле майпа хӑтарасса кӗтместпӗр паллах. Ҫавӑн пекех эпир Турӑ тӗлӗнмелле ӗҫ туса пирӗн пурнӑҫа улӑштартӑр тесе те ыйтмастпӑр. Анчах та ӗлӗк-авал Иегова хӑйӗн ӗҫлекенӗсене тӗлӗнмелле майпа пулӑшнине тата вӑл улшӑнманнине эпир пӗлетпӗр. (Исаия 43:10—13 вуласа пар.) Ҫакна пӗлни пирӗн ӗненӗве ҫирӗплетет. Хӑйӗн ирӗкне туса ҫитермешкӗн вӑл пире ҫителӗклӗ вӑй парасса эпир ҫирӗп шанатпӑр (2 Кор. 4:7—9). Езекияпа, Иосифпа тата Саррӑпа мӗн пулса иртни ҫинчен шухӑшласан эпир мӗнле пӗтӗмлетӳ тума пултаратпӑр? Иеговӑна шанчӑклӑ тӑрса юлсан, вӑл пире ҫӗнтерме май ҫук пек туйӑнакан йывӑрлӑхсене те ҫӗнтерме пулӑшать.

Иеговӑна шанчӑклӑ тӑрса юлсан, вӑл пире ҫӗнтерме май ҫук пек туйӑнакан йывӑрлӑхсене те ҫӗнтерме пулӑшать

15. Турӑ паракан канӑҫлӑх чӗрере пултӑр тесе мӗн тумалла?

15 Пирӗн ҫине йывӑрлӑхсем йӑтӑнса ансан мӗне пула эпир Турӑ паракан канӑҫлӑха туйса тӑма пултаратпӑр? Унпа хамӑр хушӑри ҫывӑх хутшӑнусене упранине пула. Турӑпа туслашасса та эпир Иисус Христос пирӗншӗн вилнине пула ҫеҫ туслашма пултаратпӑр. Тӳлесе илмелли парне вӑл — пирӗн Аттемӗр панӑ тӗлӗнмелле парнесенчен пӗри. Ҫак парнене пула Турӑ пирӗн ҫылӑхсене каҫарать, таса совесть парать тата эпир унпа ҫывӑхланма пултаратпӑр (Иоанн 14:6; Иак. 4:8; 1 Петр 3:21).

«СИРӖН ЧУН-ЧӖРӖРЕ, СИРӖН ӐСТӐНӐРА СЫХЛАСА УСРӖ»

16. Турӑ пире «нимӗнле ӑс та пӗлейми канӑҫлӑх» парсан мӗн пулса иртет? Тӗслӗх илсе парӑр.

16 Турӑ пире «нимӗнле ӑс та пӗлейми канӑҫлӑх» парсан мӗн пулса иртет? Филиппӑ 4:7-мӗшӗнче Турӑ канӑҫлӑх парса пирӗн чӗресемпе ӑстӑнсене сыхласа усрӗ тесе ҫырнӑ. «Сыхласа усрӗ» тесе куҫарнӑ грек сӑмахӗ — ҫар ҫыннисем усӑ куракан термин. Ҫирӗплетнӗ хуласене сыхлакан салтаксен отрячӗ пирки каланӑ чухне ҫак сӑмахпа усӑ курнӑ. Ҫавӑн пек хуласенчен пӗри Филиппӑ хули пулнӑ. Ҫӗрле ҫав хула ҫыннисем лӑпкӑн ҫывӑрма пултарнӑ, мӗншӗн тесен вӗсем хулана салтаксем сыхланине пӗлнӗ. Эпир те Турӑ паракан канӑҫлӑха илсен ӑстӑнра та, чӗрере те лӑпкӑлӑх туятпӑр. Иегова пире юратни тата телейлӗ пурӑнтарасшӑн пулни пирки эпир иккӗленместпӗр (1 Петр 5:10). Ҫакна пӗлни пире ытлашши пӑшӑрханасран тата хуйха ӳкесрен сыхлать.

17. Хӑрушла асап вӑхӑтӗнче Иеговӑна шанма пире мӗн пулӑшӗ?

17 Кӗҫех этемлӗхе унччен нихҫан пулман хӑрушӑ инкек ҫитет (Матф. 24:21, 22). Ҫакӑ пире кашнине мӗнле пырса тивессе тӗп-тӗрӗс никам та калаймасть. Анчах та ҫавӑншӑн ытлашши пӑшӑрханма сӑлтавсем ҫук. Иегова мӗн тӑвассине тӗпӗ-йӗрӗпех пӗлместпӗр пулсан та, эпир хамӑрӑн Турӑ мӗнлине пӗлетпӗр. Ӗлӗк-авал пурӑннӑ ҫынсен тӗслӗхӗсем кӑтартса панӑ тӑрӑх, кирек мӗн сиксе тухсан та Иегова хӑй мӗн шухӑшласа хунине яланах пурнӑҫлать тата ҫавна вӑл никам кӗтмен майпа та тума пултарать. Иегова пирӗн йывӑрлӑхсене хамӑр кӗтмен майпа татса панӑ чухне кашнинчех эпир Турӑ паракан канӑҫлӑх «нимӗнле ӑс та пӗлейми канӑҫлӑх» пулнине урӑх енчен курма пултарӑпӑр.

^ 1 абз. Сила та Рим гражданинӗ пулнӑ пулас (Ап. ӗҫ. 16:37).