Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

Ҫӗнӗ этем пулса тӑрӑр

Ҫӗнӗ этем пулса тӑрӑр

«Эсир... ҫӗнӗ этем пулнӑ» (КОЛ. 3:9, 10).

ЮРӐСЕМ: 126, 28

1, 2. а) Эпир ҫӗнӗ этем пулса тӑма пултаратпӑр тесе мӗншӗн калама пулать? ӑ) Колоссӑ 3:10—14 сӑвӑ йӗркисенче ҫӗнӗ этемӗн мӗнле лайӑх енӗсем ҫинчен каланӑ?

«ҪӖНӖ этем». «Сӑваплӑ Ҫырура — Ҫӗнӗ тӗнче куҫарӑвӗнче» ҫак сӑмах ҫаврӑнӑшӗ икӗ хут тӗл пулать (Эф. 4:24; Кол. 3:10). Унпа усӑ курса «тӳрӗлӗхпе, чӑнлӑх тасалӑхӗпе Турӑ евӗрлӗ пултарнӑ» ҫын ҫинчен каланӑ. Эпир ҫавӑн пек ҫынсем пулса тӑма пултаратпӑр-и? Ҫапла, мӗншӗн тесен Иегова ҫынсене хӑй сӑнарлӑ тунӑ. Апла пулсан, эпир унӑн лайӑх енӗсене кӑтартма пултаратпӑр (Пулт. 1:26, 27; Эф. 5:1).

2 Паллах, хӑш-пӗр чухне пирӗн тӗрӗс мар кӑмӑл-туртӑмсем ҫуралма пултараҫҫӗ, мӗншӗн тесен пирӗн ҫине пурин ҫине те ҫылӑх куҫнӑ. Унсӑр пуҫне, таврари ҫынсем пирӗн ҫине витӗм кӳрсе тӑраҫҫӗ. Апла пулин те Иегова пулӑшнипе эпир унӑн лайӑх енӗсене аталантарса унӑн кӑмӑлне каякан ҫынсем пулса тӑма пултаратпӑр. Ҫак тӗллеве пурнӑҫлама ҫирӗп шутлӑ пулас тесен айтӑр ҫӗнӗ этемӗн пулмалли темиҫе ене пӑхса тухар. (Колоссӑ 3:10—14 вуласа пар.) Ҫавӑн пекех эпир Турӑшӑн ӗҫлесе тӑнӑ май ҫак енсене мӗнле кӑтартмаллине те сӳтсе явӑпӑр.

«ЭСИР — ПӖР ПӖТӖМ»

3. Ҫӗнӗ этемӗн лайӑх енӗсенчен пӗри хӑшӗ?

3 Ҫӗнӗ этем пулса тӑма хавхалантарса Павел пӗр питӗ кирлӗ ен ҫинчен каланӑ — ҫынна камне кура уйӑрмалла марри ҫинчен. Вӑл ҫырнӑ: «Эллин та, иудей те, ӳт кастарни те, ӳт кастарманни те, варвар та, скиф та, чура та, ирӗкли те ҫук» *. Мӗншӗн христиансен пухӑвӗнче ҫынсене мӗнле раса, мӗнле халӑх ҫынни пулнине кура тата обществӑра мӗнле вырӑн йышӑннине кура уйӑрасси пулмалла мар? Мӗншӗн тесен Христосӑн вӗренекенӗсем пурте — «пӗр пӗтӗм» (Кол. 3:11; Гал. 3:28).

4. а) Иеговӑн ӗҫлекенӗсен ыттисем ҫине мӗнле пӑхмалла? ӑ) Христиансем хушшинчи пӗрлӗхе упрама мӗн чӑрмантарма пултарать?

4 Ҫӗнӗ этем пулса тӑнӑ христиансем пухури тӑвансемпе те, ытти ҫынсемпе те, вӗсем кирек мӗнле халӑх ҫынни пулсан та тата обществӑра кирек мӗнле вырӑн йышӑнсан та, хӑйсене хисеплӗн тытаҫҫӗ (Рим 2:11). Хӑш-пӗр ҫӗршывсенче ҫакна тума ҫӑмӑлах мар. Сӑмахран, Кӑнтӑр Африка Республикинче Иегова Свидетелӗсенчен ытларахӑшӗ пӗр-пӗр раса валли — шурӑ ӳтлисем валли, хура ӳтлисем валли е хутшӑнса кайнӑ раса ҫыннисем валли — уйӑрнӑ районсенче пурӑнаҫҫӗ. Ҫавӑнпа унти тӑвансене хӑйсен «чӗрине уҫ[ма]» хавхалантарас тесе тата тӑвансене пӗр-пӗрне лайӑхрах пӗлме пулӑшас тесе 2013 ҫулхи октябрь уйӑхӗнче Ертсе пыракан совет ирӗк панипе ятарлӑ программа йӗркеленӗ (2 Кор. 6:13). Ҫав программа мӗнле иртнӗ?

5, 6. а) Туррӑн халӑхӗ хушшинчи пӗрлӗхе ҫирӗплетес тесе пӗр ҫӗршывра мӗнле программа йӗркеленӗ? ӑ) Ҫак программа мӗнле усӑ кӳнӗ?

5 Ҫак программа тӑрӑх, икӗ пухури тӑвансем, тӗрлӗ чӗлхепе калаҫакан е тӗрлӗ расӑри тӑвансем, канмалли кунсенчен пӗринче вӑхӑта пӗрле ирттереҫҫӗ. Вӗсем пӗрле ырӑ хыпар сараҫҫӗ, пӗрле пухӑва каяҫҫӗ тата пӗр-пӗрне хӑнана чӗнеҫҫӗ. Ҫав программӑна ҫӗршер пуху хутшӑннӑ та ӗнтӗ. Пирӗн тӑвансем те, Свидетель маррисем те ҫак программӑна ырласа унти филиала нумай ҫыру ҫырса янӑ. Эпӗ Свидетель мар, анчах та ҫакна палӑртас килет: эсир ырӑ хыпар сарас ӗҫе питӗ лайӑх йӗркеленӗ, ҫавӑн пекех эсир ҫынна расӑна кура уйӑрмастӑр». Ҫак программа Кӑнтӑр Африка Республикинчи Свидетельсем ҫине мӗнле витӗм кӳнӗ?

6 Нома ятлӑ хӗрарӑм тӑван, ко́са чӗлхипе калаҫаканскер, малтанлӑха акӑлчан пухӑвӗнчи шурӑ ӳтлӗ тӑвансене хӑйӗн пӗчӗк ҫуртне хӑнана чӗнме именсе тӑнӑ. Анчах та шурӑ ӳтлӗ Свидетельсемпе пӗрле ырӑ хыпар сарма кайсан тата вӗсем патӗнче хӑнара пулнӑ хыҫҫӑн ҫав тӑван савӑнса кӑшкӑрса янӑ: «Вӗсем пирӗн пек ҫынсемех иккен!» Ҫавӑнпа акӑлчан пухӑвӗнчи тӑвансене хӑнана чӗнме хӑйсен пухӑвӗн черет ҫитсен Нома апат-ҫимӗҫ хатӗрленӗ те хӑш-пӗрисене хӑнана чӗннӗ. Хӑнасем хушшинче шурӑ ӳтлӗ старейшина пулнӑ. Нома каласа парать: «Вӑл пластик ещӗк ҫинче ларма килӗшни мана тӗлӗнтермеллипех тӗлӗнтерчӗ». Ҫак программа халӗ те пырать. Ҫавна пула тӑвансем нумайӑшӗ ҫӗнӗ туссем тупнӑ тата малалла та тӗрлӗ ҫынсемпе хутшӑнма ҫирӗп шут тытнӑ.

«ХӖРХЕНЕКЕН КӐМӐЛЛӐ, ЫРӐЛӐХЛӐ... ПУЛӐР»

7. Мӗншӗн пирӗн яланах хӗрхенекен кӑмӑллӑ пулмалла?

7 Сатанан тӗнчи тӗп пуличчен йывӑрлӑхсенчен хӑтӑлас ҫук. Вӗсем шутне ӗҫ ҫукки, йывӑр чирсем, хӗсӗрлени, ҫутҫанталӑк инкекӗсем, пурлӑха вӑрласси тата ытти йывӑрлӑхсем те кӗреҫҫӗ. Хӗн-хурлӑ вӑхӑтра пӗр-пӗрне пулӑшас тесен хӗрхенекен кӑмӑллӑ пулмалла. Ыттисене чӗререн хӗрхенни вӗсене ырӑ тума хавхалантарӗ (Эф. 4:32). Ҫӗнӗ этемӗн пулмалли ҫак енсем пире Турӑран тӗслӗх илсе ыттисене лӑплантарма пулӑшӗҫ (2 Кор. 1:3, 4).

8. Пухура пурне те хӗрхенни тата ырӑ туни мӗнле усӑ кӳрет? Тӗслӗх илсе парӑр.

8 Ют ҫӗршывран куҫса килнисемшӗн тата чухӑн тӑвансемшӗн ытларах тӑрӑшас тесен мӗн тума пулать? Пирӗн вӗсемшӗн туссем пулмалла тата вӗсем пухура хӑйсене питӗ хакланине туйса тӑччӑр тесе тӑрӑшмалла (1 Кор. 12:22, 25). Данникарл ятлӑ арҫын тӑванӑн тӗслӗхне пӑхса тухар. Вӑл Филиппинран Японие куҫса кайнӑ. Хӑй ӗҫленӗ ҫӗртри яппун ҫыннисемпе танлаштарсан, ыттисем Данникарлпа хӑйсене япӑхрах тытнӑ. Пӗррехинче вӑл Иегова Свидетелӗсен тӗлпулӑвне кайнӑ. Вӑл акӑ мӗн каласа парать: «Унта пурте тенӗ пекех яппун ҫыннисем пулнӑ, анчах вӗсем мана тахҫантанпах пӗлнӗ пек ӑшшӑн саламларӗҫ». Ҫав вырӑнти тӑвансем ӑна малалла та ырӑ тума тӑрӑшнӑ, ҫакӑ Данникарла Иеговӑпа ҫывӑхланма пулӑшнӑ. Вӑл шыва кӗнӗ, халӗ вара старейшина пулса ӗҫлет. Ытти старейшинӑсем Данникарлпа унӑн арӑмӗ Дженнифер пирки вӗсем пухушӑн чӑн-чӑн пиллӗх теҫҫӗ. Ҫав арҫын тӑвансем тата ҫапла калаҫҫӗ: «Пионерсем пулса ӗҫленипе тата ансат пурнӑҫпа пурӑннипе вӗсем Турӑ Патшалӑхне мала хурас тӗлӗшрен чаплӑ тӗслӗх кӑтартаҫҫӗ» (Лука 12:31).

9, 10. Ырӑ хыпар сарнӑ чухне ҫынсене хӗрхенни мӗнле пиллӗхсем кӳнине кӑтартакан тӗслӗхсем илсе парӑр.

9 Турӑ Патшалӑхӗ ҫинчен ырӑ хыпар сарнӑ чухне пирӗн «пурне те ырӑлӑх» тума питӗ лайӑх май пур (Гал. 6:10). Ют ҫӗршывран куҫса килнисене хӗрхеннӗрен Свидетельсем нумайӑшӗ вӗсен чӗлхипе калаҫма вӗренес тесе вӑй хунӑ (1 Кор. 9:23). Ҫакӑ нумай пиллӗх кӳнӗ. Тӗслӗхрен, Австралире пурӑнакан Тиффани ятлӑ хӗрарӑм тӑван Брисбен хулинчи суахили чӗлхипе иртекен пухӑва пулӑшас тесе ҫав чӗлхене вӗреннӗ. Вӗренме йывӑр пулнӑ пулин те, ҫакӑ Тиффани пурнӑҫне пуянлатнӑ. Вӑл ҫапла калать: «Турӑшӑн ӗҫлеме интереслӗрех пултӑр тетӗр пулсан, урӑх чӗлхепе иртекен пуху сире валли. Ҫакӑн пек пухупа пӗрле ӗҫлесе тӑнӑ май хӑвна хуларан ниҫта каймасӑрах ҫулҫӳреве тухнӑ пек туятӑн, пӗтӗм тӗнчери тӑванлӑх мӗн иккенне лайӑхрах ӑнланатӑн тата пирӗн хушӑра тӗлӗнмелле пӗрлӗх пулнине хӑвӑн куҫупа куратӑн».

Иммигрантсене пулӑшма пире мӗн хавхалантарать? (10 мӗш абзаца пӑхӑр.)

10 Ҫавӑн пекех Японире пурӑнакан пӗр мӑшӑрӑн тата вӗсен Сакико ятлӑ хӗрӗн тӗслӗхне пӑхса тухар. Сакико аса илет: «1990 ҫулсенче ырӑ хыпар сарнӑ чухне эпир час-часах Бразилирен куҫса килнӗ ҫынсене тӗл пулаттӑмӑр. Португал чӗлхипе ҫырнӑ Библири сӑвӑ йӗркисене, сӑмахран, Ӳлӗмхине 21:3, 4 е Псалом 36:10, 11, 29 сӑвӑ йӗркисене, кӑтартсан вӗсем тимлӗ вулатчӗҫ, хӑш-пӗрисен вара куҫӗсем шывланатчӗҫ». Иммигрантсене хӗрхеннӗрен ҫав ҫемье тата ытларах тӑвас тенӗ. Сакико малалла каласа парать: «Вӗсем чӑнлӑха пӗлесшӗн ҫуннине курсан, эпир ҫемйипех португал чӗлхине вӗренме шут тытрӑмӑр». Вӑхӑт иртнӗҫемӗн ҫав ҫемье пулӑшнипе португал чӗлхипе калаҫакансен пухӑвӗ йӗркеленсе кайнӑ. Ҫулсем иртнӗҫемӗн Сакико тата унӑн ашшӗпе амӑшӗ нумай иммигранта Иеговӑн ӗҫлекенӗ пулса тӑма пулӑшнӑ. «Португал чӗлхине вӗренме чылай вӑй хумалла пулчӗ,— тет Сакико,— анчах та эпир ҫав тери нумай пиллӗх илтӗмӗр. Ҫавӑншӑн эпир Иеговӑна питӗ пархатарлӑ». (Апостолсен ӗҫӗсем 10:34, 35 вуласа пар.)

«ЙӐВАШ ӐСЛӐ... ПУЛӐР», ХӐВӐРА КӖҪӖНЕ ХУРӐР

11, 12. а) Ҫӗнӗ этем пулса тӑрас тесен мӗншӗн тӗрӗс шухӑш-кӑмӑл пулмалла? ӑ) Малалла та хамӑра кӗҫӗне хума пире мӗн пулӑшма пултарать?

11 Ҫӗнӗ этем пулса тӑма пире ҫынсем мухтасса кӗтсе тӑни мар, Иеговӑна мухтав кӳрес килни хавхалантармалла. Аса илӗр-ха, мӑнкӑмӑлланса кайнине пулах пӗр ҫитменлӗхсӗр ангел та ҫылӑх тунӑ. (Иезекииль 28:17 танлаштарӑр.) Ҫылӑхлӑ ҫынсемшӗн вара мӑнкӑмӑллӑхпа мӑнаҫлӑх танатине лекес хӑрушлӑх мӗн тери пысӑкрах! Ҫапах та хамӑра кӗҫӗне хума пулать. Ҫак тӗлӗшрен пире мӗн пулӑшӗ?

12 Малалла та хамӑра кӗҫӗне хурас тесен Библире мӗн вулани ҫинчен шухӑшлама кашни кун вӑхӑт уйӑрмалла (Сак. аст. 17:18—20). Пирӗн уйрӑмах Иисус мӗне вӗрентни ҫинчен тата ырӑ хыпар сарнӑ чухне вӑл хӑйне мӗнле кӗҫӗне хуни ҫинчен шухӑшламалла (Матф. 20:28). Иисус апостолсен урисене те ҫуса янӑ (Иоанн 13:12—17). Унсӑр пуҫне, святой сывлӑш пире хамӑр пирки ыттисенчен лайӑхрах тесе шутласран пулӑштӑр тесе час-часах кӗлтумалла (Гал. 6:3, 4; Флп. 2:3).

13. Хамӑра кӗҫӗне хуни пире мӗнле усӑ парать?

13 Ытарӑшсем 22:4 вуласа пар. Иеговӑн ӗҫлекенӗсен пурин те «йӑвашланнӑ [«хӑйсене кӗҫӗне хуракан», ҪТ]» ҫынсем пулмалла. Хамӑра кӗҫӗне хуни пухури мире тата пӗрлӗхе упрама пулӑшать. Унсӑр пуҫне, Иегова пире хӑйӗн пысӑк ырӑлӑхне кӑтартӗ. Павел апостол ҫырнӑ: «Пурте пӗр-пӗрне пӑхӑнса тӑрса, йӑваш ӑслӑ пулса ҫитӗр: Турӑ мӑнкӑмӑллисене хирӗҫ пырать, йӑваш кӑмӑллисене [«хӑйсене кӗҫӗне хуракансене», ҪТ] тивлет парать» (1 Петр 5:5).

«ЛӐПКӐ, ВӐРАХ ТӲСӖМЛӖ ПУЛӐР»

14. Йӑваш кӑмӑллӑ та тӳсӗмлӗ пулас тӗлӗшрен кам чи лайӑх тӗслӗх кӑтартать?

14 Хальхи вӑхӑтра «лӑпкӑ [«йӑваш кӑмӑллӑ», ҪТ]» тата тӳсӗмлӗ ҫынсем пирки хавшак ҫынсем теҫҫӗ. Анчах та ҫакӑ пач та тӗрӗс мар! Ҫут тӗнчери чи хӑватлӑ Туррӑн та ҫак паха енсем пур. Йӑваш кӑмӑллӑ та тӳсӗмлӗ пулас тӗлӗшрен Иегова чи лайӑх тӗслӗх кӑтартать (2 Петр 3:9). Авраампа Лот ыйтусем парсан вӑл ангелсем урлӑ мӗнле хуравлани ҫинчен шухӑшласа пӑхӑр-ха (Пулт. 18:22—33; 19:18—21). Е Иегова хӑйне пӑхӑнман Израиль халӑхне 1 500 ҫул хушши тӳссе пурӑнни ҫинчен аса илӗр (Иез. 33:11).

15. Иисус йӑваш кӑмӑллӑ тата тӳсӗмлӗ пулни ӑҫтан курӑнать?

15 Иисус йӑваш кӑмӑллӑ ҫын пулнӑ (Матф. 11:29). Хӑйӗн вӗренекенӗсем ҫитменлӗхлӗ пулнӑ пулсан та, вӑл вӗсемпе питӗ чӑтӑмлӑ пулнӑ. Турӑшӑн ҫӗр ҫинче ӗҫленӗ чухне Иисуса час-часах пӗр айӑпсӑрах критикленӗ. Анчах та вӑл яланах, хӑйне юпа ҫине пӑталасан та, йӑваш кӑмӑллӑ та тӳсӗмлӗ пулма пӑрахман. Ыратнипе хытӑ асапланнӑ чухне те Иисус Ашшӗне кӗлтуса хӑйне вӗлерекенсене каҫарма ыйтнӑ. Вӑл Иеговӑна каланӑ: «Вӗсем хӑйсем мӗн тунине хӑйсем те пӗлмеҫҫӗ» (Лука 23:34). Питӗ йывӑр вӑхӑтра та йӑваш кӑмӑллӑ тата тӳсӗмлӗ пулас тӗлӗшрен Иисус мӗн тери чаплӑ тӗслӗх кӑтартнӑ! (1 Петр 2:21—23 вуласа пар.)

16. Йӑваш кӑмӑллӑ тата тӳсӗмлӗ пулнине мӗнле кӑтартма пулать?

16 Йӑваш кӑмӑллӑ тата тӳсӗмлӗ пулнине мӗнле кӑтартма пулать? Пӗр майӗ ҫинчен Павел ҫапла ҫырнӑ: «Пӗр-пӗриншӗн ырӑ пулӑр, пӗр-пӗрне хӗрхенӗр, Турӑ хӑвӑра Иисус Христос урлӑ каҫарнӑ пек, пӗр-пӗрне каҫарӑр» (Эф. 4:32). Паллах, ҫак канаша тытса пырас тесен йӑваш та тӳсӗмлӗ пулмалла. Пӗр-пӗрне каҫарса эпир пухури пӗрлӗхе ҫирӗплететпӗр.

17. Йӑваш та тӳсӗмлӗ пулни мӗншӗн питӗ кирлӗ?

17 Христиансен йӑваш та тӳсӗмлӗ пулмалла, мӗншӗн тесен ҫапла пулма Турӑ хушать. Эпир ҫӑлӑнасси ҫак лайӑх енсене кӑтартнинчен килет (Матф. 5:5; Иак. 1:21). Чи кирли вара — ҫак лайӑх енсене кӑтартса тӑнипе эпир Иеговӑна мухтава кӑларатпӑр тата ыттисене те Библири канашсене тытса пыма пулӑшатпӑр (Гал. 6:1; 2 Тим. 2:24—26).

«СИРӖН ЮРАТУ ПУЛТӐР»

18. Юрату ҫынна камне кура уйӑрманнипе мӗнле ҫыхӑнса тӑрать?

18 Эпир пӑхса тухнӑ лайӑх енсем пурте юратупа ҫыхӑнса тӑраҫҫӗ. Тӗслӗхрен, Иаковӑн тӑвансене канаш пама тивнӗ, мӗншӗн тесен вӗсем хӑйсене чухӑннисемпе пӗр майлӑ, пуяннисемпе вара тепӗр майлӑ тытнӑ. Иаков кӑтартса панӑ тӑрӑх, хӑйсене ҫапла тытнипе тӑвансем «чӑн аслӑ саккуна» пӑснӑ: «Ҫывӑх ҫыннуна хӑвна юратнӑ пек юрат». Тата вӑл ҫапла хушса ҫырнӑ: «Ҫынсене камне кура уйӑратӑр пулсан, ҫылӑха кӗретӗр» (Иак. 2:8, 9). Эпир ҫынсене юрататпӑр пулсан, хамӑра вӗсемпе мӗнле тытасси вӗсем мӗнле пӗлӳ илнинчен, мӗнле раса ҫынни пулнинчен е обществӑра мӗнле вырӑн йышӑннинчен килмест. Ҫынна камне кура уйӑрманни ячӗшӗн ҫеҫ пулмалла мар, пирӗн хамӑра яланах пуринпе те пӗр пек тытмалла тата ҫапла тума пире чӗре хавхалантарса тӑмалла.

19. Мӗншӗн пирӗн юрату пулмалла?

19 Ҫавӑн пекех юрату «нумайччен тӳсет, хӗрхенсе ырӑлӑх тӑвать», вӑл «мӑнаҫланмасть» (1 Кор. 13:4). Ҫынсене малалла та Турӑ Патшалӑхӗ ҫинчен ырӑ хыпар каласа тӑрас тесен пирӗн тӳсӗмлӗ, ырӑ кӑмӑллӑ пулмалла тата хамӑра кӗҫӗне хумалла (Матф. 28:19). Ҫак лайӑх енсемех пухури пур тӑванпа та килӗштерсе пурӑнма пулӑшаҫҫӗ. Ҫакнашкал юратӑва кӑтартса тӑни мӗнле усӑ парать? Пухусенче пӗрлӗх пулать, ҫакӑ вара Иеговӑна мухтав кӳрет тата ытти ҫынсене чӑнлӑха йышӑнма хавхалантарать. Акӑ мӗншӗн Павел ҫӗнӗ этемӗн енӗсем ҫинчен ҫак сӑмахсемпе ҫырса вӗҫленӗ: «Пуринчен ытла сирӗн юрату пултӑр, юратсассӑн сирӗнте пур ырӑлӑх та пулӗ» (Кол. 3:14).

«СИРӖН... ӐСТӐНӐРПА ҪӖНЕЛМЕЛЛЕЧЧӖ»

20. а) Пирӗн хамӑра мӗнле ыйтусем памалла тата мӗншӗн? ӑ) Эпир мӗне чӑтӑмсӑррӑн кӗтетпӗр?

20 Пирӗн пурин те хамӑртан ҫапла ыйтмалла: «Кивӗ этеме яланлӑхах хывса пӑрахас тесен манӑн тата мӗн тумалла-ши?» Пирӗн хӗрӳллӗн кӗлтуса Турӑран пулӑшу ыйтмалла, ҫавӑн пекех тӗрӗс мар шухӑшсене пӗтерме тата Турӑ Патшалӑхне кӗме чӑрмантаракан ҫылӑхлӑ ӗҫсенчен пӑрӑнма пӗтӗм вӑйран тӑрӑшмалла (Гал. 5:19—21). Унсӑр пуҫне, пирӗн хамӑртан ҫапла та ыйтмалла: «Эпӗ ӑстӑнпа ҫӗнелме тӑрӑшатӑп-и?» (Эф. 4:23, 24.) Пӗр ҫитменлӗхсӗр ҫынсем пулса тӑриччен пирӗн пурин те ҫӗнӗ этем пулса тӑрас тесе пӗрмаях вӑй хумалла. Шухӑшласа пӑхӑр-ха, пур ҫын та Туррӑн лайӑх енӗсене кӑтартма вӗренсе ҫитсе ҫӗнӗ этем пулса тӑрсан пурнӑҫ мӗн тери лайӑх пулӗ!

^ 3 абз. Авалхи вӑхӑтра скифсем пирки тӗттӗм ҫынсем тенӗ тата вӗсем ҫине йӗрӗнсе пӑхнӑ.