Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

Чӑнлӑх канӑҫлӑх мар, хӗҫ кӳрет

Чӑнлӑх канӑҫлӑх мар, хӗҫ кӳрет

«Эпӗ ҫӗр ҫине канӑҫлӑх кӳме килнӗ тесе ан шухӑшлӑр; Эпӗ канӑҫлӑх кӳме мар, хӗҫ кӳме килнӗ» (МАТФ. 10:34).

ЮРӐСЕМ: 123, 128

1, 2. а) Хӑш-хӑш енчен эпир канӑҫлӑх туйса тӑратпӑр? ӑ) Мӗншӗн ку тӗнчере яланах канӑҫлӑ пурӑнма ҫук? (Статья пуҫламӑшӗнчи ӳкерчӗке пӑхӑр.)

ПИРӖНТЕН хӑшӗн мирлӗ те канӑҫлӑ пурнӑҫпа пурӑнас килмӗ? Иегова пире канӑҫлӑх панӑшӑн — чунра лӑпкӑлӑх панӑшӑн — эпир ӑна питӗ пархатарлӑ. Ҫак канӑҫлӑх пире йывӑр шухӑшсенчен тата пӑшӑрханусенчен хӳтӗлет (Флп. 4:6, 7). Унсӑр пуҫне, хамӑр пурнӑҫа Иеговӑна халалланӑ хыҫҫӑн эпир «Турӑпа килӗшнӗ», е мирлешнӗ, ҫавӑнпа пирӗн унпа хутшӑнусем лайӑх (Рим 5:1).

2 Анчах та Турӑ пуласлӑхра ҫеҫ ҫӗр ҫинче мир туса парӗ. Эпир пурӑнакан вӑхӑт пирки Библире «юлашки кунсем» тенӗ. Ҫак йывӑр саманара канӑҫлӑха пӗтерекен йывӑрлӑхсем нумай, таврари ҫынсем те нумайӑшӗ хаяр (2 Тим. 3:1—4). Унсӑр пуҫне, христиансен Сатанана тата вӑл саракан вӗрентӳсене хирӗҫ тӑмалла (2 Кор. 10:4, 5). Анчах та Иеговӑна ӗненмен тӑван-хурӑнташсем хирӗҫ тӑнипе танлаштарсан, урӑх ним те чун канӑҫлӑхне ҫав таран пӗтерсе хумасть. Вӗсем эпир мӗне ӗненнинчен кулни-мӑшкӑллани, эсӗ ҫемьерисене хирӗҫтеретӗн е ҫавна ӗненме пӑрахмасан эпир санпа калаҫма пӑрахатпӑр тесе калани чӗрене питӗ хытӑ ыраттарать. Хурӑнташсем хирӗҫ тӑнӑ чухне пирӗн хамӑра мӗнле тытмалла тата мире упраса хӑварас тесе мӗн тумалла?

ТӐВАН-ХУРӐНТАШСЕМ ХИРӖҪ ТӐНИ ҪИНЕ МӖНЛЕ ПӐХМАЛЛА

3, 4. а) Иисус мӗне вӗрентни ҫынсем хушшинчи хутшӑнусем ҫине мӗнле витӗм кӳме пултарать? ӑ) Иисусӑн вӗрентӗвӗсем тӑрӑх пурӑнма хӑҫан уйрӑмах йывӑр?

3 Иисус хӑй мӗне вӗрентни ҫынсене уйӑрса яма пултарасса тата хӑйӗн вӗренекенӗсене ыттисем хирӗҫ тӑнӑ чухне Турра шанчӑклӑ тӑрса юлма хӑюлӑх кирлӗ пуласса пӗлнӗ. Хӑш-пӗр чухне тӑван-хурӑнташсем хирӗҫ тӑнӑран ҫемьери мире упраса хӑварма йывӑр. Иисус каланӑ: «Эпӗ ҫӗр ҫине канӑҫлӑх кӳме килнӗ тесе ан шухӑшлӑр; Эпӗ канӑҫлӑх кӳме мар, хӗҫ кӳме килнӗ: Эпӗ ывӑлне ашшӗнчен, хӗрне амӑшӗнчен, кинне хунямӑшӗнчен уйӑрма килтӗм. Ҫыншӑн хӑйӗн кил-йышех тӑшман пулӗ» (Матф. 10:34—36).

4 «Эпӗ ҫӗр ҫине канӑҫлӑх кӳме килнӗ тесе ан шухӑшлӑр» тенӗ чухне Иисус хӑйне итлекен ҫынсем ун хыҫҫӑн пыма шут тытсан мӗнле йывӑрлӑхсемпе тӗл пулма пултарассине пӗлччӗр тенӗ. Иисус калакан хыпар ҫынсене уйӑрса яма пултарнӑ. Паллах ӗнтӗ, вӑл ҫемьесене аркатас шутпа килмен, Турӑ ҫинчен калакан чӑнлӑха пӗлтерме килнӗ (Иоанн 18:37). Анчах та туссем е кил-йыш чӑнлӑха йышӑнмасан Иисусӑн вӗрентӗвӗсем тӑрӑх пурӑнма йывӑртарах пулма пултарать.

5. Иисусӑн вӗренекенӗсен мӗнле йывӑрлӑхсем тӳсме тивнӗ?

5 Иисус каланӑ тӑрӑх, унӑн вӗренекенӗсен хӑйсен тӑван-хурӑнташӗсем хирӗҫ тӑнӑран сиксе тухма пултаракан йывӑрлӑхсене тӳсме хатӗр пулмалла пулнӑ (Матф. 10:38). Хӑйсен кил-йышӗнчисем вӗсенчен тӑрӑхласа кулма е вӗсемпе пачах хутшӑнма пӑрахма пултарнӑ. Анчах та Иисус хыҫҫӑн пыракан ҫынсем хӑйсем ҫухатнинчен чылай ытларах илнӗ. (Марк 10:29, 30 вуласа пар.)

6. Тӑван-хурӑнташсем Иеговӑшӑн ӗҫлеме чӑрмантараҫҫӗ пулсан пирӗн мӗн асра тытмалла?

6 Пирӗн тӑван-хурӑнташсем Иеговӑшӑн ӗҫлеме чӑрмантараҫҫӗ пулсан та, эпир ҫав-ҫавах вӗсене юрататпӑр. Ҫав хушӑрах пирӗн Иеговӑпа Иисуса тӑван-хурӑнташсене юратнинчен хытӑрах юратмаллине те пӗлетпӗр (Матф. 10:37). Пирӗн ҫакна та асра тытмалла: эпир тӑван-хурӑнташсене юратнине Сатана та пӗлет, пире Иеговӑран пӑрса ярас тесе вӑл ҫакӑнпа усӑ курма пултарать. Айтӑр темиҫе лару-тӑрӑва пӑхса тухар та кил-йыш хирӗҫ тӑнипе ҫыхӑннӑ йывӑрлӑхсене мӗнле татса памаллине сӳтсе явар.

МӐШӐРУ ИЕГОВӐНА ӖНЕНМЕСТ ПУЛСАН

7. Хӑйӗн мӑшӑрӗ хальлӗхе Иеговӑшӑн ӗҫлемест пулсан христианинӑн хӑйне мӗнле тытмалла?

7 Библире ҫемье ҫавӑракансен ҫӗнӗ йывӑрлӑхсем пулӗҫ тенӗ (1 Кор. 7:28). Иеговӑшӑн мӑшӑртан пӗри ҫеҫ ӗҫлет пулсан пӑшӑрханмалли тата нумайрах пулма пултарать. Анчах та ҫак лару-тӑру ҫине Иегова пӑхнӑ пек пӑхмалла. Сирӗн упӑшка е арӑм хальлӗхе Иеговӑшӑн ӗҫлемест пулсан, ҫакӑ унран уйрӑм пурӑнма е пачах уйрӑлма ирӗк памасть (1 Кор. 7:12—16). Иеговӑна ӗненмен упӑшка Турӑпа ҫывӑхланас тӗлӗшрен кил-йышӗнчисемшӗн тӑрӑшмасть пулсан та, арӑмӗн ҫав-ҫавах ӑна ҫемье пуҫӗ вырӑнне хурса хисеплемелле. Ҫавӑн евӗрлех ҫемьере упӑшка ҫеҫ Иеговӑшӑн ӗҫлет пулсан, унӑн ҫав-ҫавах арӑмне хӑйне юратнӑ пек юратмалла тата уншӑн ҫепӗҫҫӗн тӑрӑшмалла (Эф. 5:22, 23, 28, 29).

8. Мӑшӑр Турра пуҫҫапас тӗлӗшрен ирӗклӗхе чакарать пулсан, хамӑра мӗнле ыйту пама пулать?

8 Анчах та мӑшӑру Турра пуҫҫапма хӑш-пӗр енчен чарма хӑтланать пулсан мӗн тумалла? Тӗслӗхрен, пӗр хӗрарӑм тӑвана упӑшки хӑй палӑртнӑ кунсенче кӑна ырӑ хыпар сарса ҫӳреме ыйтнӑ. Ҫак лару-тӑрура хамӑртан ҫапла ыйтма пулать: «Мӑшӑр мана Турӑшӑн ӗҫлеме пӑрахтарасшӑн-и? Ҫук пулсан, эпӗ вӑл ыйтнӑ пекех тума пултаратӑп-и?» Ӑслӑ-тӑнлӑ пулни пире кирлӗ мар тавлашусенчен пӑрӑнма пулӑшать (Флп. 4:5).

9. Христиансем хӑйсен ачисене Иеговӑшӑн ӗҫлемен ашшӗне е амӑшне хисеплеме мӗнле вӗрентме пултараҫҫӗ?

9 Ҫемьере мӑшӑртан пӗри ҫеҫ Иеговӑшӑн ӗҫлет пулсан ачасене вӗрентсе ӳстерме уйрӑмах йывӑр пулма пултарать. Сӑмахран, ачасене «аҫупа аннӳне хисепле» текен хушӑва тытса тӑма вӗрентмелле (Эф. 6:1—3). Анчах та мӑшӑру Библири принципсем тӑрӑх пурӑнмасть пулсан мӗн тумалла? Мӑшӑра хисеплесе тӑнипе ачасене лайӑх тӗслӗх кӑтартӑр. Унӑн лайӑх енӗсем ҫинчен шухӑшлӑр тата вӑл тунӑ ырӑ ӗҫӗсемшӗн тав тӑвӑр. Ачасем умӗнче ӑна тиркесе ан калаҫӑр. Иеговӑшӑн ӗҫлемелле-и е ҫук-и, ҫавӑн пирки кашни ҫыннӑн хӑйӗн йышӑну тумаллине ачасене ӑнлантарса парӑр. Ачасем хӑйсене лайӑх тытни чӑнлӑхпа интересленмен мӑшӑра Иеговӑшӑн ӗҫлеме пуҫлама хавхалантарма пултарать.

Май килнӗ таран ачасене Библири чӑнлӑха вӗрентме тӑрӑшӑр (10-мӗш абзаца пӑхӑр.)

10. Мӑшӑр Иеговӑшӑн ӗҫлемест пулсан христианин хӑйӗн ачисене Библири чӑнлӑха вӗрентес тесе мӗн тума пултарать?

10 Хушӑран Иеговӑшӑн ӗҫлемен упӑшки е арӑмӗ ачисене суя тӗн вӗрентӗвӗсене вӗрентме е йӑли-йӗркисене тытса тӑма хистеме пултарать. Хӑш-пӗр упӑшкасем Иеговӑшӑн ӗҫлекен арӑмне ачисемпе Библи ҫинчен калаҫма чараҫҫӗ. Ун пек чухне те ачисене Библири чӑнлӑха вӗрентсе тӑма мӗн тума пултарнине веҫех тумалла (Ап. ӗҫ. 16:1; 2 Тим. 3:14, 15). Калӑпӑр, пӗр-пӗр хӗрарӑм тӑвана упӑшки ачисемпе Библи вӗренме е вӗсене пухӑвӑн тӗлпулӑвӗсене илсе кайма ирӗк памасть. Ҫак лару-тӑрура упӑшкин йышӑнӑвне хисеплемелле пулин те, Иеговӑшӑн ӗҫлекен арӑмӗ, май килсен, хӑйӗн ачисене хӑй мӗне ӗненни ҫинчен каласа пама пултарать. Ҫапла тунипе вӑл ачисене Иегова ҫинчен тата унӑн ырӑпа усала уйӑрса илме пулӑшакан нормисем ҫинчен вӗрентме пултарать (Ап. ӗҫ. 4:19, 20). Тата ҫакна асра тытмалла: вӑхӑт иртсен, Турӑшӑн ӗҫлемелле-и е ҫук-и, ҫав йышӑнӑва ачасен хӑйсен тумалла пулать (Сак. аст. 30:19, 20) *.

ТӐВАН-ХУРӐНТАШСЕМ ХИРӖҪ ТӐРАҪҪӖ ПУЛСАН

11. Иеговӑшӑн ӗҫлемен тӑван-хурӑнташусемпе хӑвӑр хушӑри хутшӑнусем мӗншӗн пӑсӑлса кайма пултараҫҫӗ?

11 Эсир Иегова Свидетелӗсемпе пӗрле Библи вӗренме пуҫласан, ҫавӑн ҫинчен хӑвӑрӑн тӑвансене тӳрех каласа паман пулӗ. Ӗненӳ ҫирӗпленнӗ хыҫҫӑн вара эсир хӑвӑр мӗне ӗненни ҫинчен пытармалла маррине туйса илнӗ (Марк 8:38). Анчах та каласа панӑ хыҫҫӑн тӑван-хурӑнташусемпе хӑвӑр хушӑри хутшӑнусем пӑсӑлса кайрӗҫ пулсан мӗн тумалла? Айтӑр ҫак лару-тӑрура мире упраса хӑварас тесен тата малалла та Иеговӑшӑн шанчӑклӑн ӗҫлесе тӑрас тесен мӗн тумаллине пӑхса тухар.

12. Мӗншӗн тӑван-хурӑнташсем пире хирӗҫ тӑма пултараҫҫӗ тата вӗсен туйӑмӗсене ӑнланма мӗн пулӑшать?

12 Иеговӑшӑн ӗҫлемен тӑван-хурӑнташусен туйӑмӗсене ӑнланма тӑрӑшӑр. Паллах, Библири чӑнлӑха пӗлнӗ хыҫҫӑн эсир питӗ хытӑ савӑнтӑр, анчах та тӑван-хурӑнташусем сире улталанӑ е темле сектӑпа явӑҫса кайнӑ тесе йӑнӑш шутлама пултараҫҫӗ. Е вӗсемпе пӗрле уявсене уявлама пӑрахнӑран эсир пире юратмастӑр теме пултараҫҫӗ. Турӑ сире наказани парать тесе хӑрама та пултараҫҫӗ. Ҫавӑнпа хӑвӑра вӗсен вырӑнне лартса пӑхӑр, вӗсем мӗншӗн пӑшӑрханнине ӑнланмашкӑн вӗсене тимлӗ итлӗр (Ытар. 20:5). Павел апостол тӗрлӗ ҫынсене ырӑ хыпар каласа пама май пултӑр тесе хӑйне вӗсен вырӑнне лартма тӑрӑшнӑ. Ҫакӑ сире те пулӑшма пултарать (1 Кор. 9:19—23).

13. Иеговӑшӑн ӗҫлемен тӑван-хурӑнташсемпе мӗнле калаҫмалла?

13 Тӑван-хурӑнташусемпе ыррӑн калаҫӑр. «Сирӗн сӑмахӑр ялан ӑшӑ пултӑр»,— тенӗ Библире (Кол. 4:6). Тӑван-хурӑнташусемпе хутшӑннӑ чухне святой сывлӑш ҫимӗҫӗ шутне кӗрекен лайӑх енсене кӑтартма вӗренес тесе Иеговӑран святой сывлӑш ыйтӑр. Вӗсен тӗн вӗрентӗвӗсем суя пулнине кӑтартса парас тесе тавлашса ан тӑрӑр. Вӗсем сире сӑмахпа е ӗҫпе кӳрентереҫҫӗ пулсан апостолсенчен тӗслӗх илӗр. Павел ҫапла ҫырнӑ: «Пире усал сӑмахпа хӑртаҫҫӗ — эпир пиллетпӗр... пире хурлаҫҫӗ — эпир вӗсемшӗн Турра йӑлӑнатпӑр [«йӑвашшӑн хуравлатпӑр», ҪТ]» (1 Кор. 4:12, 13).

14. Эпир лайӑх тӗслӗх пулма тӑрӑшни мӗнле усӑ пама пултарать?

14 Лайӑх тӗслӗх пулма тӑрӑшӑр. Тӑван-хурӑнташусемпе хисеплӗн калаҫма тӑрӑшмалла пулин те, ытларах вӗсем ҫине пирӗн ӗҫсем витӗм кӳме пултараҫҫӗ. (1 Петр 3:1, 2, 16 вуласа пар.) Хурӑнташусем сирӗн ҫине пӑхса Иегова Свидетелӗсен ҫемйисем мӗн тери ҫирӗп те телейлӗ пулнине, вӗсем хӑйсен ачисемшӗн мӗнле тӑрӑшнине тата тӗллевлӗ те таса пурнӑҫпа пурӑннине курса тӑччӑр. Пирӗн тӑван-хурӑнташсем чӑнлӑха йышӑнмасан та, Иегова пире ырланине пӗлсе савӑнма пултаратпӑр.

15. Тӑван-хурӑнташсемпе хутшӑннӑ чухне тавлашса каяс мар тесе маларах мӗн тума пулать?

15 Йывӑрлӑхсене маларах курма тӑрӑшӑр. Мӗнле лару-тӑрусенче хӑвӑрпа хурӑнташусем хушшинче хирӗҫӳсем сиксе тухма пултарасси ҫинчен тата хӑвӑра мӗнле тытмалли ҫинчен маларах шухӑшласа пӑхӑр (Ытар. 12:16, 23). Австралире пурӑнакан пӗр хӗрарӑм тӑван акӑ мӗн каласа парать: «Упӑшкан ашшӗ чӑнлӑха хирӗҫ питӗ хытӑ тӑратчӗ. Ҫавӑнпа та унпа телефонпа е видео ҫыхӑнупа калаҫас умӗн эпир вӑл кӳрентерекен сӑмах каласан хамӑра алра тытма пулӑш тесе Иеговӑна кӗлтӑваттӑмӑр. Тата эпир туслӑн калаҫма май пултӑр тесе мӗн калаҫмалли пирки малтанах шухӑшласа хураттӑмӑр. Унсӑр пуҫне, унпа тӗн ҫинчен тавлашса кӗрсе каймалла ан пултӑр тесе нумайччен калаҫса лармастӑмӑрччӗ».

16. Тӑван-хурӑнташсем пирӗнпе хирӗҫсе кайсан хамӑра айӑплама пӑрахма мӗн пулӑшма пултарать?

16 Паллах, Иеговӑшӑн ӗҫлемен тӑван-хурӑнташсемпе хамӑр хушӑра сиксе тухма пултаракан хирӗҫӳсенчен яланах пӑрӑнма май ҫук. Хирӗҫӳ тапранса кайсан эпир хамӑра айӑплӑ туйма пултаратпӑр, мӗншӗн тесен эпир вӗсене юрататпӑр тата пачах кӳрентересшӗн мар. Эсир хӑвӑра айӑплатӑр пулсан тӑван-хурӑнташсене Турра юратнинчен хытӑрах юратма пуҫласран асӑрханӑр. Ҫапла майпа сирӗн тӑван-хурӑнташсем Библири принципсем тӑрӑх пурӑннинчен пурнӑҫ килнине ӑнланма пултарӗҫ. Кирек мӗнле пулсан та, эпир никама та вӑйпах Иеговӑна ӗнентерейместпӗр. Вӗсем эсир Турӑшӑн ӗҫлени хӑвӑра мӗнле усӑ панине курса тӑччӑр. Пире юратакан Турӑ унччен пире сӗннӗ пекех вӗсене те йышӑну тума сӗнет: ӗҫлемелле-и уншӑн е ҫук (Ис. 48:17, 18).

ҪЫВӐХ ҪЫН ИЕГОВӐНА ХӐВАРСАН

17, 18. Ҫывӑх ҫын Иеговӑна хӑварсан чун ыратнине тӳссе ирттерме мӗн пулӑшма пултарать?

17 Тӑван-хурӑнташсенчен хӑшне те пулин пухуран кӑларса ярсан е вӑл хӑех пухуран тунсан, чӗре хӗҫпе каснӑ пек ыратма пултарать. Ҫавна мӗнле тӳссе ирттерме пулать?

18 Иеговӑшӑн ӗҫлеме пӗтӗм вӑя хурӑр. Кашни кун Библи вулӑр, пухӑвӑн тӗлпулӑвӗсене хатӗрленӗр тата унта ҫӳреме ан пӑрахӑр, ырӑ хыпар сарса ҫӳрӗр тата Турӑран вӑй ыйтӑр (Иуда 20, 21). Анчах та эсир ҫаксене пурне те тӑватӑр пулин те чӗре ыратма пӑрахмасть пулсан, мӗн тумалла? Алла ан усӑр! Иеговӑшӑн ӗҫлеме малалла та пӗтӗм вӑя хурӑр. Ҫакӑ сире ытлашши пӑшӑрханасран пулӑшӗ. 72-мӗш псалома ҫыракана мӗн тери йывӑр туйӑмсем пусса илнине аса илӗр-ха. Пуҫра тӗрӗс мар шухӑшсем явӑннипе вӑл хуйха ӳкнӗ, анчах та Туррӑн сӑваплӑ Ҫуртне кӗрсен вӑл хӑйӗн шухӑшӗсене тӳрлетме пултарнӑ (Пс. 72:16, 17). Иеговӑшӑн ӗҫлесе тӑни сире те ҫавнашкалах пулӑшма пултарать.

19. Иегова тӳрлетме хунӑ йӗркене хисепленине эпир мӗнле кӑтартма пултаратпӑр?

19 Иегова тӳрлетме хунӑ йӗркене хисеплӗр. Иегова кама та пулин наказани парсан, ҫакӑ малтан чуна ыраттарма пултарать, анчах та кайран ҫакӑ пурне те, ҫав шутрах ҫылӑх тӑвакана та, усӑ парӗ. (Еврейсем 12:11 вуласа пар.) Тӗслӗхрен, Иегова пире ҫылӑх тунӑшӑн ӳкӗнмен ҫынсемпе «ан хутшӑнӑр» тет (1 Кор. 5:11—13). Ҫавӑнпа, чӑтма ҫук йывӑр пулсан та, пухуран кӑларса янӑ ҫывӑх ҫынпа эпир кирлӗ мар ҫӗртенех телефонпа та, ҫырупа та, электронлӑ почта тата социаллӑ сетьсем урлӑ та хутшӑнмӑпӑр.

20. Пирӗн мӗне шанса тӑмалла?

20 Шанчӑка ан ҫухатӑр. Юрату «яланах шанса тӑрать», ҫав шутрах Иеговӑна хӑварнӑ ҫын ун патне каялла таврӑнасса та шанать (1 Кор. 13:7). Хӑвӑр юратакан ҫын хӑйӗн шухӑш-кӑмӑлне улӑштарса тӳрленсе пынине уҫҫӑн куратӑр пулсан, уншӑн кӗлтӑвӑр, вӑл Библи вуласа вӑй илме пултартӑр тата Иегова ӑна «ман енне ҫаврӑн» тесе чӗнсе каланине йышӑнтӑр тесе ыйтӑр (Ис. 44:22).

21. Чӑнлӑх сирӗн ҫемьене «канӑҫлӑх мар, хӗҫ» кӳнӗ пулсан мӗн тумалла?

21 Пирӗн Иисуса ытти ҫынсене юратнинчен хытӑрах юратмалла, унсӑрӑн эпир ӑна тивӗҫлӗ пулаймастпӑр. Иисус хӑйӗн вӗренекенӗсем, тӑван-хурӑнташӗсем хирӗҫ тӑрсан та, хӑюллӑ пулса ӑна шанчӑклӑ тӑрса юлма пултарасси пирки иккӗленмен. Чӑнлӑх сирӗн ҫемьене «канӑҫлӑх мар, хӗҫ» илсе килнӗ пулсан Иегова ҫине шанӑр, вара вӑл пур йывӑрлӑха та тӳссе ирттерме пулӑшӗ (Ис. 41:10, 13). Иеговӑпа Иисус сире ырлаҫҫӗ тата хытӑ ӗненнӗшӗн пиллеҫҫех. Ҫакна пӗлни сире савӑнӑҫ парса тӑтӑр.

^ 10 абз. Мӑшӑртан пӗри ҫеҫ Иеговӑшӑн ӗҫленӗ чухне ачасене мӗнле вӗрентсе тӑмалли ҫинчен ытларах информаци 2002 ҫулхи августӑн 15-мӗшӗнче тухнӑ «Хурал башнинчи» «Вулакансен ыйтӑвӗсем» ятлӑ ярӑмра тупма пулать.