Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

Сире пуҫкӑшӑль тата ҫар ураписем хӳтӗлеҫҫӗ

Сире пуҫкӑшӑль тата ҫар ураписем хӳтӗлеҫҫӗ

«Ку вӑл эсир Ҫӳлхуҫа Туррӑр сассине тимлесе итлесессӗн пулӗ» (ЗАХ. 6:15).

ЮРӐСЕМ: 61, 22

1, 2. Захария ҫиччӗмӗш курӑну курнӑ чухне Иерусалимра мӗнле лару-тӑру пулнӑ?

ҪИЧЧӖМӖШ курӑнӑва курнӑ хыҫҫӑн Захариян шухӑшламалли нумай пулнӑ. Иегова вӑрлакан-улталакан ҫынсене явап тыттаратӑп тесе ҫирӗп шантарса каланӑ. Ҫакӑн пек сӑмах пани Захарияна тӗреклетнӗ, анчах та ун чухне нимӗнле улшӑнусем те пулман-ха. Израильтянсем унчченхи пекех ултавлӑ та усал ӗҫсем тунӑ. Иеговӑн храмне те туса пӗтермен пулнӑ. Турӑ хушнӑ ӗҫ ҫинчен еврейсем мӗншӗн ҫав тери хӑвӑрт манса кайнӑ-ши? Вӗсем тӑван ҫӗршывне хӑйсен пурнӑҫне лайӑхлатассишӗн ҫеҫ таврӑннӑ-ши?

2 Иерусалима куҫса кайнӑ арҫынсемпе хӗрарӑмсен ҫирӗп ӗненӳ пулни пирки Захария иккӗленмен. Вавилонра вӗсен кил-ҫурт та, ӗҫ те пулнӑ, унта вӗсем хӑйсене хӑрушсӑрлӑхра туйнӑ. Анчах та Турӑ сывлӑшӗ вӗсене ҫакна пурне те хӑварма хавхалантарнӑ (Езд. 1:2, 3, 5). Вӗсем тӑван кил пекех пулса тӑнӑ ҫӗршывран тухса хӑйсенчен нумайӑшӗ нихҫан курман ҫӗре куҫса кайнӑ. Еврейсен Вавилонтан Иерусалима ҫити сӑртлӑ-туллӑ ҫулпа 1 600 ҫухрӑма яхӑн кайма тивнӗ, ку вӗсемшӗн питӗ йывӑр та хӑрушӑ ҫул пулнӑ. Иеговӑн храмне туса лартас ӗҫ пирки вӗсем питӗ кирлӗ ӗҫ тесе шутламан пулсан вӗсем ҫула тухнӑ пулӗччӗҫ-ши?

3, 4. Тыткӑнран таврӑннӑ еврейсем мӗнле йывӑрлӑхсемпе тӗл пулнӑ?

3 Айтӑр еврейсем Вавилонтан Иерусалима мӗнле таврӑнни ҫинчен шухӑшласа пӑхар. Паллах ӗнтӗ, ҫул ҫинче вӗсем хӑйсен ҫӗнӗ килӗ ҫинчен нумай шухӑшланӑ. Еврейсем Иерусалим хитрелӗхӗ ҫинчен нумай илтнӗ. Вӗсем хушшинче унчченхи чаплӑ храма хӑйсен куҫӗпе курнӑ ватӑ ҫынсем те пулнӑ (Езд. 3:12). Хӑвӑра ҫав еврейсем вырӑнне лартса пӑхӑр-ха. Аякра Иерусалим курӑнса кайсан эсир хӑвӑра мӗнле туйнӑ пулӑттӑрччӗ-ши? Хытхура пусса илнӗ ишӗлчӗксене курсан сирӗн чӗре ыратса каятчӗ пуль. Вавилонти ҫӳллӗ те хулӑн хӳмесемпе танлаштарсан, Иерусалим хулин стенисем ишӗлсе пӗтнӗ тата унччен хапхасемпе хурал башнисем пулнӑ вырӑнта пысӑк шӑтӑксем ҫеҫ курӑнса лараҫҫӗ. Ҫакна курма сире, паллах, йывӑр пулнӑ пулӗччӗ. Анчах та израильтянсем хуйха ӳкмен, мӗншӗн тесен вӑрӑм ҫул тӑршшӗпех Иегова вӗсене хӑйӗн хӑватлӑ аллипе пулӑшса тӑнӑ. Иерусалима ҫитсенех вӗсем Турра кашни кун парне кӳрсе тӑрас тесе храм пулнӑ вырӑнта парне вырӑнӗ тума тытӑннӑ (Езд. 3:1, 2). Вӗсем ӗҫе пуҫӑнма хатӗр пулнӑ. Никам та вӗсене чӑрмантарма пултараяс ҫук пек туйӑннӑ.

4 Израильтянсен храма ҫеҫ мар, хуласене те ҫӗнӗрен туса лартмалла пулнӑ. Вӗсен ҫуртсем тумалла, уй-хирте ӗҫлемелле тата ҫемйисене тӑрантармалла пулнӑ (Езд. 2:70). Ӗҫӗ питӗ нумай пулнӑ. Кӗҫех вӗсене тӑшмансем хирӗҫ тӑма пуҫланӑ, ҫакӑ 15 ҫула тӑсӑлнӑ. Малтанлӑха еврейсем алла усман пулин те каярахпа вӗсен хастарлӑхӗ сӳнме пуҫланӑ (Езд. 4:1—4). Пирӗн эрӑчченхи 522 ҫулта вӗсем тата пӗр пысӑк йывӑрлӑхпа тӗл пулнӑ — Перси патши Иерусалима ҫӗнӗрен туса лартас ӗҫе чарса лартма хушу кӑларнӑ. Ҫавна пула хулана нихӑҫан та туса лартас ҫук пекех туйӑннӑ.

5. Иегова хӑйӗн халӑхне мӗнле тӗреклетнӗ?

5 Иегова хӑйӗн халӑхне мӗн кирлине пӗлнӗ. Захарияна юлашки курӑну парса вӑл иудейсене юратнине тата вӗсем халиччен хӑйшӗн мӗн тунине хакланине кӑтартнӑ. Унсӑр пуҫне, Иегова иудейсем хӑй хушнӑ ӗҫе каллех тума пуҫласан, вӗсене хӳтӗлеме сӑмах панӑ. Храма туса пӗтересси пирки вара вӑл ҫапла каланӑ: «Ку вӑл эсир Ҫӳлхуҫа Туррӑр сассине тимлесе итлесессӗн пулӗ» (Зах. 6:15).

ПӖЛӖТРИ УТЛӐ ҪАР

6. а) Захария курнӑ саккӑрмӗш курӑну мӗнрен пуҫланать? (Статья пуҫламӑшӗнчи ӳкерчӗке пӑхӑр.) ӑ) Мӗншӗн утсем тӗрлӗ тӗслӗ?

6 Захария курнӑ сакӑр курӑнуран юлашкийӗ ӗненӗве пуринчен ытла ҫирӗплетет пулӗ. (Захария 6:1—3 вуласа пар.) Икӗ пӑхӑр ту хушшинчен тӑватӑ ҫар урапи тухнине куҫ умне кӑларса тӑратӑр-ха. Вӗсем вӑрҫа тухма хатӗрленнӗ пулмалла. Ҫар ураписене кӳлсе янӑ утсем тӗрлӗ тӗслӗ. Ҫавна пула пӗр ҫар урапине тепринчен уйӑрса илме пулать. Захария ангелран ыйтать: «Ку мӗскер, хуҫамӑм?» (Зах. 6:4.) Ҫак ыйту пире те интереслентерет, мӗншӗн тесен ҫак курӑну пирӗншӗн те пӗлтерӗшлӗ.

Иегова хӑйӗн халӑхне хӳтӗлеме тата тӗреклетме халӗ те ангелсемпе усӑ курать

7, 8. а) Икӗ ту мӗне сӑнарласа параҫҫӗ? ӑ) Мӗншӗн ҫав тусем пӑхӑртан?

7 Библире тусем час-часах патшалӑхсене, е правительствӑсене, сӑнарласа параҫҫӗ. Захария курнӑ курӑнури икӗ ту Даниил пророк каланӑ тусемпе пӗрпекрех. Пӗр тӑвӗ Ҫут Тӗнче Патшин, Иеговӑн, аслӑ та ӗмӗр-ӗмӗр тӑракан влаҫне сӑнарласа парать. Иккӗмӗшӗ вара — Иисус Христос тытса тӑракан Мессианла Патшалӑха (Дан. 2:35, 45). Иккӗмӗш тӑвӗ 1914 ҫулта кӗркунне Иисус патшана ларсан пулса тӑнӑ. Ҫак сӑнарлӑ икӗ тӑвӗ те Туррӑн ирӗкне ҫӗр ҫинче пурнӑҫлас тӗлӗшрен пысӑк вырӑн йышӑнаҫҫӗ.

8 Мӗншӗн ҫав тусем пӑхӑртан? Пӑхӑр та ылтӑн пекех хаклӑ йышши металл шутланать. Иегова ҫак йӑлтӑртатса тӑракан металпа кӗлӗ чатӑрне тунӑ чухне, каярах вара Иерусалимри храма тунӑ чухне те, усӑ курма хушнӑ (Тух. 27:1—3; 3 Патш. 7:13—16). Ҫавӑнпа та ҫак тусем пӑхӑртан пулни Иеговӑн влаҫӗ те, Мессианла Патшалӑхӑн влаҫӗ те чи аслӑ влаҫсем пулни ҫинчен аса илтерет. Мессианла Патшалӑх ертсе пынӑ вӑхӑтра вара ҫынсем хӑйсене хӳтлӗхри пек туйӗҫ тата нумай пиллӗх илӗҫ.

9. Ҫар ураписене тытса пыракансем кама сӑнарлаҫҫӗ тата вӗсене мӗнле ӗҫ хушнӑ?

9 Ҫар ураписемпе вӗсене тытса пыракансем вара кама сӑнарласа параҫҫӗ? Вӗсем ангелсене, тен, ангелсен ушкӑнӗсене, сӑнарлаҫҫӗ. (Захария 6:5—8 вуласа пар.) «Вӗсем пӗтӗм ҫӗрӗн Ҫӳлхуҫи умӗнче» тӑнӑ хыҫҫӑн тухаҫҫӗ тата вӗсене ятарлӑ ӗҫ хушнӑ. Мӗнле ӗҫ-ши? Кашни ҫар урапине хӑйне уйӑрса панӑ ҫӗрелле янӑ, вӗсен Иеговӑн халӑхне хӳтӗлемелле пулнӑ, уйрӑмах «ҫурҫӗр ҫӗрӗнчен», Вавилонтан. Ӑна Иегова хӑйӗн халӑхне тепӗр хут тыткӑна илме памӗ. Захария вӑхӑтӗнче храма ҫӗнӗрен туса лартакансене ҫакӑ ҫав тери хавхалантарнӑ пулӗ! Тӑшмансем чӑрмантарасран вӗсен урӑх хӑрамалла пулман.

10. Захария ҫар ураписем ҫинчен курнӑ курӑну пире мӗн пирки шантарать?

10 Захария вӑхӑтӗнчи пекех Иегова, ҫӳлти ҫарсенӗн Турри, паян та хӑйӗн халӑхне хӳтӗлес тата тӗреклетес тесе ангелсене ярать (Мал. 3:6; Евр. 1:7, 14). Тӑшмансем Туррӑн халӑхӗ 1919 ҫулта Аслӑ Вавилон тыткӑнӗнчен тухнӑ хыҫҫӑн та Турра чӑнлӑхпа пуҫҫапасси сарӑлса ан пытӑр тесе чӑрмавсем кӳме хӑтланаҫҫӗ, анчах та вӗсем тӑрӑшни кӑлӑхах (Ӳлӗм. 18:4). Пире ангелсем сыхласа тӑраҫҫӗ, ҫавӑнпа та Иеговӑн организацийӗ каллех суя тӗн тыткӑнне лекесрен пирӗн хӑрама кирлӗ мар (Пс. 33:8). Эпир малалла та Иеговӑшӑн савӑнӑҫпа ӗҫлесе пурӑнӑпӑр. Захария пророкла калани ҫинчен шухӑшлани пире хамӑра хӳтлӗхри пек туйма пулӑшать, мӗншӗн тесен икӗ сӑнарлӑ ту пире хӳтӗленине эпир ӑнланатпӑр.

11. Мӗншӗн пирӗн пуласлӑхра тӑшмансем Турӑ халӑхӗ ҫине тапӑнасран хӑрамалла мар?

11 Кӗҫех Сатана тӗнчинче власть тытса тӑракансем Туррӑн халӑхне тӗп тӑвас тесе кар тӑрса ун ҫине тапӑнӗҫ (Иез. 38:2, 10—12; Дан. 11:40, 44, 45; Ӳлӗм. 19:19). Иезекииль пророкла каланӑ тӑрӑх, урса кайнӑскерсем вӗсем утсем ҫине ларса пирӗн ҫине ҫӗкленӗҫ, хура пӗлӗт пек ҫӗре хупӑрласа илӗҫ (Иез. 38:15, 16) *. Пирӗн ҫавӑнтан хӑрамалла-и? Ҫук, мӗншӗн тесен пирӗн енче пӗлӗтри ҫар урапи. Хӑрушла асап вӑхӑтӗнче ангелсем Иеговӑн халӑхне хӳтӗлӗҫ тата Туррӑн аслӑ влаҫне хирӗҫ тӑракансене пӗтерӗҫ (2 Фес. 1:7, 8). Ҫав кун татӑклӑ кун пулӗ! Иеговӑн пӗлӗтри ҫарне кам ертсе пырӗ-ши?

СВЯЩЕННИКА ПАТША ПУЛМА ИЕГОВА ПУҪКӐШӐЛЬ ТӐХӐНТАРТАТЬ

12, 13. а) Иегова Захарияна мӗн тума хушать? ӑ) Захария пророкла каланӑ Хунав мӗншӗн Иисус Христоса сӑнарласа панине ӑнлантарӑр.

12 Иегова кӑтартнӑ ҫав сакӑр курӑнӑва Захариясӑр пуҫне никам та курман. Халӗ вара пӗр ӗҫе Захария ыттисем курмалла тӑвать. Ҫакӑ Иеговӑн храмне тӑвакансене хавхалантарать пулӗ. (Захария 6:9—12 вуласа пар.) Иегова Захарияна Вавилонран анчахрах таврӑннӑ Хелдай, Товия тата Иедайран ылтӑнпа кӗмӗл илсе пуҫкӑшӑль тума хушать (Зах. 6:11). Иегова пророка ҫав пуҫкӑшӑле кам ҫине тӑхӑнтартма хушать-ши? Иуда йӑхӗнчи тата Давид тӑхӑмӗнчи Зоровавель пуҫлӑх ҫине-ши? Ҫук. Захария мӗн тунине сӑнаса тӑракансем вӑл пуҫкӑшӑле Иоседек ывӑлӗ аслӑ священник Иисус пуҫӗ ҫине тӑхӑнтартсан ҫав тери тӗлӗннӗ пулӗ.

13 Ҫавӑн хыҫҫӑн аслӑ священник Иисус патша пулса тӑнӑ-ши? Ҫук, вӑл Давид патша йӑхӗнчен пулман, ҫавӑнпа та патшана ларма пултарайман. Пуҫкӑшӑле тӑхӑнтартни пророкла пӗлтерӗшлӗ пулнӑ: ҫакӑ пуласлӑхра ӗмӗрлӗхех патша та, священник та пулса тӑраканни тухасса пӗлтернӗ. Иегова ун пирки Хунав тенӗ. Ҫав Хунав Иисус Христос пулни Библирен уҫҫӑн курӑнать (Ис. 11:1; Иер. 33:15).

14. Патша тата Аслӑ священник пулнӑ май Иисус мӗн тӑвать?

14 Иисус Христос Патша та, Аслӑ священник та пулнӑ май Иеговӑн пӗлӗтри ҫарне ертсе пырать. Туррӑн ӗҫлекенӗсем ҫак хаяр тӗнчере хӑйсене хӑрушсӑрлӑхра туйччӑр тесе вӑл нумай вӑй хурать (Иер. 23:5, 6). Кам Туррӑн аслӑ влаҫне хирӗҫ тӑрать, ҫавсем ҫине Иисус кӗҫех вӑрҫӑпа тухӗ те вӗсене ҫӗнтерӗ. Иисус Иеговӑн халӑхне хӳтӗлӗ (Ӳлӗм. 17:12—14; 19:11, 14, 15). Анчах унччен Хунавӑн питӗ кирлӗ ӗҫе тумалла.

ВӐЛ ХРАМ ТУСА ЛАРТӖ

15, 16. а) Хальхи вӑхӑтра мӗнле тата кам христиансен пухӑвне ҫӗнӗрен йӗркелесе янӑ тата Туррӑн халӑхне тасатнӑ? ӑ) Христос патша пулса Пин ҫул хушши ертсе пынӑ хыҫҫӑн ҫӗр ҫинче мӗнле пурнӑҫ пулать?

15 Турӑ Иисус Христоса Патшапа Аслӑ священник пулма ҫеҫ лартман, храм туса лартма та хушнӑ. (Захария 6:13 вуласа пар.) Иисус пирӗн вӑхӑтра ҫак ӗҫе мӗнле пурнӑҫласа тӑнӑ? 1919 ҫулта вӑл Иеговӑн чӑн ӗҫлекенӗсене Аслӑ Вавилон тыткӑнӗнчен ирӗке кӑларнӑ тата христиансен пухӑвне ҫӗнӗрен йӗркелесе янӑ. Ҫавӑн пекех вӑл сӑнарлӑ храмӑн ҫӗр ҫинчи пайӗнче сӑваплӑ ӗҫе йӗркелесе тӑма «шанчӑклӑ та ӑслӑ чурана» суйласа лартнӑ (Матф. 24:45). Унсӑр пуҫне, Иисус Туррӑн халӑхне тасатас тесе тата вӗсем сӑваплӑ ӗҫе Иеговӑна юрӑхлӑ туса тӑма пултарччӑр тесе нумай тӑрӑшать (Мал. 3:1—3).

16 Иисус тата унпа пӗрле 144 пинӗшӗ патшасем тата священниксем пулса Пин ҫул хушши ӗҫлесе тӑнӑ май Туррӑн халӑхне пӗр ҫитменлӗхсӗр пулса тӑма пулӑшӗҫ. Ҫавӑн хыҫҫӑн ҫӗр ҫинчи райра Туррӑн чӑн-чӑн ӗҫлекенӗсем ҫеҫ пурӑнӗҫ. Ҫапла вара пӗтӗм ҫӗр ҫинче каллех пӗр чӑн Турра ҫеҫ пуҫҫапӗҫ.

«ҪӲЛХУҪА ҪУРТНЕ» ТӐВАС ӖҪЕ ХУТШӐН

17. Иегова еврейсене мӗн пирки шантарса каланӑ тата ҫакӑ вӗсем ҫине мӗнле витӗм кӳнӗ?

17 Захариян сӑмахӗсем ун вӑхӑтӗнчи еврейсем ҫине мӗнле витӗм кӳнӗ? Иегова вӗсене хӳтӗлеме тата пулӑшса тӑма сӑмах панӑ. Вӑл храма туса пӗтересси ҫинчен шантарса калани еврейсене шанчӑк панӑ пулӗ. Анчах та ҫав пысӑк та кӑткӑс ӗҫе тума вӑй ҫитерӗҫ-ши? Вӗсем ытла та сахаллӑн пулнӑ вӗт. Захария малалла мӗн ҫырни вӗсен пӗтӗм иккӗленӗвӗсене сирсе ярать. Иегова вӗсене храм тума Хелдай, Товия тата Иедай килнисӗр пуҫне ытти нумай ҫынсем те килӗҫ тенӗ. (Захария 6:15 вуласа пар.) Халӗ еврейсем Турӑ пулӑшасса ҫирӗп шанма пуҫланӑ. Хӑйсене ирӗк паман пулсан та вӗсем каллех храм тума пуҫӑннӑ. Кӗҫех Иегова «аслӑ ту» пек курӑнакан чӑрмава сирсе пӑрахнӑ, вара пирӗн эрӑчченхи 515 ҫул тӗлне храма туса пӗтернӗ (Езд. 6:22; Зах. 4:6, 7). Анчах та Иеговӑн сӑмахӗсем ытларах пирӗн вӑхӑтпа ҫыхӑннӑ.

Иегова эпир ӑна юратнине ӗҫсемпе кӑтартнине нихӑҫан та манмӗ (18, 19-мӗш абзацсене пӑхӑр.)

18. Захария 6:15-мӗшӗнчи сӑмахсем пирӗн вӑхӑтра мӗнле пурнӑҫланаҫҫӗ?

18 Паян миллионшар ҫын чӑн Турӑшӑн ӗҫлесе тӑраҫҫӗ. Вӗсем Иеговӑн сӑнарлӑ храмӗшӗн тӑрӑшса хӑйсен хаклӑ вӑхӑтне, вӑйне тата укҫи-тенкине чун-чӗререн парса тӑраҫҫӗ (Ытар. 3:9). Эпир мӗн-мӗн тунине Иегова хаклани пирки иккӗленесрен пире мӗн пулӑшать? Аса илер-ха, Хелдай, Товия тата Иедай ылтӑнпа кӗмӗл илсе килсе панӑ, вӗсенчен Захария пуҫкӑшӑль тунӑ. Ҫав пуҫкӑшӑль вӗсем кӳнӗ парнесем ҫинчен аса илтерсе тӑнӑ (Зах. 6:14). Иегова та эпир ӑна юратнӑран тунӑ ӗҫсене нихӑҫан та манмӗ (Евр. 6:10).

19. Захария курнӑ курӑнусем пирӗн ҫине мӗнле витӗм кӳмелле?

19 Ҫак юлашки кунсем вӑхӑтӗнче Туррӑн халӑхӗ нумай ҫитӗнӳсем тунӑ. Ҫакӑ пире Иисус Христос ертсе пынине тата Иегова пире пилленине кӑтартса парать. Эпир шанчӑклӑ организацинче тӑратпӑр, вӑл ӗмӗр-ӗмӗр тӑрӗ. Тӗрӗс пуҫҫапасси пирки Иегова мӗн шухӑшласа хуни пурнӑҫланатех. Туррӑн халӑхӗ хушшинчи хӑвӑрӑн вырӑна хаклӑр тата Иеговӑн сассине тимлесе итлӗр. Вара сире хамӑрӑн Патша тата Аслӑ священник, ҫавӑн пекех пӗлӗтри ҫар ураписемпе вӗҫтерсе пыракан ангелсем те яланах хӳтӗлесе тӑрӗҫ. Иеговӑна тӗрӗс пуҫҫапас тесе хӑвӑртан мӗн килнине пӗтӗмпех тӑвӑр. Ҫапла тусан эсир ҫак усал тӗнче пӗтичченех тата ӗмӗр-ӗмӗрех хӑвӑра ҫарсен Турри хӳтӗлессе шанма пултаратӑр.

^ 11 абз. 2015 ҫулхи майӑн 15-мӗшӗнче тухнӑ «Сыхӑ тӑрӑр! Сатана сире ҫӑтасшӑн ҫӳрет» ятлӑ брошюрӑри «Вулакансен ыйтӑвӗсем» ярӑмран ытларах пӗлме пулать, 29—30 страницӑсем.