Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

Кӗҫех Турӑ пур хӗн-асапа пӗтерӗ

Кӗҫех Турӑ пур хӗн-асапа пӗтерӗ

«Эй Ҫӳлхуҫа, хӑҫанччен тилмӗрсе чӗнӗп-ши Сана? — Эсӗ илтместӗн; хӑҫанччен пусмӑра пӗтерме тархаслӑп-ши Сана? — Эсӗ ҫӑлмастӑн» (Аввакум 1:2, 3). Ҫак сӑмахсене Аввакум каланӑ, Турӑ ӑна юратнӑ. Ҫакӑн пек ӳпкелешсе каланӑ сӑмахсем унӑн ӗненӳ ҫитсех кайманнине кӑтартнӑ-и? Паллах, ҫук! Турӑ хӗн-асапа палӑртнӑ вӑхӑтра пӗтерӗп тесе Аввакума шантарса каланӑ (Аввакум 2:2, 3).

Пирӗнпе е пирӗн ҫывӑх ҫынсемпе инкек пулса тухсан, эпир ҫӑмӑллӑнах Турӑ пире пулӑшмасть тесе шухӑшлама пултаратпӑр. Анчах та Библире ҫапла каланӑ: «Хӑшӗ-пӗрисем Ҫӳлхуҫа Хӑй мӗн тума пулнине вӑраха ярса пырать теҫҫӗ те, Ҫӳлхуҫа ӑна вӑраха ямасть, никам та ан пӗттӗр, пурте ӳкӗнччӗр тесе, Вӑл пире нумайччен тӳссе тӑрать» (2 Петр 3:9).

ТУРӐ ХӖН-АСАПА ХӐҪАН ПӖТЕРӖ?

Ҫак кун питӗ ҫывӑх! Иисус каланӑ тӑрӑх, ҫынсен пӗр ятарлӑ ушкӑнӗ пӗр харӑс пулса иртекен событисене курӗ. Ҫак событисем «ҫак тӗнчен» юлашки кунӗсем пуҫланнине кӑтартӗҫ (Матфей 24:3—42, ҪХ). Паян эпир Иисусӑн сӑмахӗсем пурнӑҫланнине куратпӑр, ҫакӑ вара Турӑ кӗҫех ҫынсен хутне кӗресси пирки калать.

Анчах Турӑ пӗтӗм хӗн-асапа мӗнле пӗтерӗ? Иисус ҫӗр ҫинче пулнӑ чухне Туррӑн вӑйӗ мӗн тери пысӑк пулнине кӑтартнӑ. Ҫав вӑйпа усӑ курса Иисус хӗн-асап тӳсекен ҫынсене пулӑшнӑ. Айтӑр темиҫе тӗслӗх пӑхса тухар.

Ҫутҫанталӑк инкекӗсем. Пӗррехинче Иисус апостолсемпе пӗрле кимӗпе Галилея тинӗсӗнче ишнӗ. Кӗтмен ҫӗртен вӑйлӑ ҫил-тӑвӑл тухнӑ, кимӗ вара путма та пултарнӑ. Ҫавӑн чухне Иисус хӑй те, унӑн Ашшӗ те ҫутҫанталӑк вӑйӗсене пӑхӑнтарма пултарнине кӑтартнӑ (Колоссӑ 1:15, 16). Иисус: «Чарӑн, ан шавла»,— тенӗ кӑна. Ҫав вӑхӑтрах «ҫил чарӑннӑ та, ҫанталӑк лӑпах пулнӑ» (Марк 4:35—39).

Чирсем. Иисус сукӑррисене, уксаххисене, тытамаклисене, тилҫеллисене тата ытти ҫынсене те сыватнипе паллӑ пулнӑ. Вӑл «чирлисене пурне те сыватнӑ» (Матфей 4:23, 24; 8:16; 11:2—5).

Выҫлӑх. Турӑ панӑ вӑйпа усӑ курса Иисус тӗлӗнмелле майпа нумай ҫынна тӑрантарнӑ. Евангелисенче Иисус темиҫе пин ҫынран тӑракан икӗ ушкӑна апат ҫитерни ҫинчен каласа панӑ (Матфей 14:14—21; 15:32—38).

Вилӗм. Иегова вилӗмрен вӑйлӑрах, ҫакӑ вара Иисус виҫӗ ҫынна вилӗмрен чӗртсе тӑратнинчен уҫҫӑн курӑнса тӑрать. Виҫҫӗшӗнчен пӗрне вилнӗ хыҫҫӑн тӑватӑ кун иртсен чӗртсе тӑратнӑ (Марк 5:35—42; Лука 7:11—16; Иоанн 11:3—44).