Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

Кам пирки святой сывлӑш ертсе пынипе пурӑнать теме пулать?

Кам пирки святой сывлӑш ертсе пынипе пурӑнать теме пулать?

«Сирӗн шухӑш-кӑмӑлӑр Христосӑнни пекех пулмалла» (ФЛП. 2:5, ҪХ).

ЮРӐСЕМ: 17, 13

1, 2. а) Святой сывлӑш ертсе пынипе пурӑнни пирки христиансем нумайӑшӗ мӗн калаҫҫӗ? ӑ) Эпир мӗнле тӗп ыйтусене пӑхса тухӑпӑр?

«СВЯТОЙ сывлӑш ертсе пынипе пурӑнни мана телей кӳрет тата кулленхи йывӑрлӑхсене ҫӗнтерме пулӑшать»,— тесе калать Канадӑра пурӑнакан хӗрарӑм тӑван. Бразилире пурӑнакан арҫын тӑван вара ҫапла калать: «Арӑмпа пӗрлешнӗренпе 23 ҫул иртрӗ ӗнтӗ. Библири принципсем тӑрӑх пурӑнни пирӗн мӑшӑрлӑ пурнӑҫа телейлӗ турӗ». Тепӗр арҫын тӑван, Филиппинра пурӑнаканскер, ҫакна палӑртать: «Эпӗ япаласем ҫине Турӑ пӑхнӑ пек пӑхма тӑрӑшатӑп. Ҫакӑ мана чун канӑҫлӑхне упрама тата тӗрлӗ тӑвансемпе килӗштерсе пурӑнма пулӑшать».

2 Тӑвансен ҫак сӑмахӗсем святой сывлӑш ертсе пынипе пурӑнма тӑрӑшни мӗн тери нумай усӑ панине кӑтартаҫҫӗ. Малалла та чӑнлӑхра ҫитӗнӳсем туса ҫав пиллӗхсене илес тесен мӗн тумалла? Ҫак ыйту ҫине хуравлас умӗн айтӑр малтан святой сывлӑш ертсе пынипе пурӑнакан тата Турӑ шухӑшланӑ пек шухӑшлакан ҫынсем ҫинчен Библире мӗн каланине пӑхса тухар. Ҫак статьяра эпир виҫӗ тӗп ыйтӑва сӳтсе явӑпӑр: 1) кам пирки святой сывлӑш ертсе пынипе пурӑнакан ҫын тесе калама пулать? 2) Чӑнлӑхра ҫитӗнӳсем тума мӗнле тӗслӗхсем пулӑшма пултараҫҫӗ? 3) Христос шухӑшланӑ пек шухӑшлама вӗренни святой сывлӑш ертсе пынипе пурӑнма мӗнле пулӑшать?

СВЯТОЙ СЫВЛӐШ ЕРТСЕ ПЫНИПЕ ПУРӐНАКАН ҪЫН

3. Библи тӑрӑх, Таса Сывлӑшлӑ ҫынпа Таса Сывлӑшсӑр ҫын хушшинче мӗнле уйрӑмлӑх пур?

3 Павел апостол «Таса Сывлӑшсӑр [«хӑйӗн кӑмӑл-туртӑмӗ хыҫҫӑн каякан», ҪТ]» ҫынна «Таса Сывлӑшлӑ [«Туррӑн сывлӑшӗ ертсе пынипе пурӑнакан», ҪТ]» ҫынпа танлаштарнӑ. (1 Коринф 2:14—16 вуласа пар.) Павел каланӑ тӑрӑх, «Таса Сывлӑшсӑр ҫын Турӑ Сывлӑшӗ пӗлтернине йышӑнмасть; Турӑ Сывлӑшӗ пӗлтернине вӑл ӑссӑрлӑх вырӑнне хурать, ӑна ӑнласа илме те пултараймасть». Таса Сывлӑшлӑ ҫын вара «кирек мӗн ҫинчен те сӳтсе явма пултарать» тата унра «Христос ӑсӗ». Павел пире те ҫавӑн пек пулма хавхалантарать. Таса Сывлӑшлӑ ҫынпа Таса Сывлӑшсӑр ҫын хушшинче тата мӗнле уйрӑмлӑх пур?

4, 5. Хӑйӗн кӑмӑл-туртӑмӗ хыҫҫӑн каякан ҫын мӗнпе палӑрса тӑрать?

4 Чи малтанах хӑйӗн кӑмӑл-туртӑмӗ хыҫҫӑн каякан ҫын мӗнпе палӑрса тӑнине пӑхса тухар. Ун ҫине ҫак тӗнчере анлӑ сарӑлнӑ, харпӑр хӑйшӗн ҫеҫ тӑрӑшма хистекен шухӑш-кӑмӑл витӗм кӳрсе тӑрать. Павел апостол ҫак шухӑш-кӑмӑл пирки «Турра хирӗҫлекен ҫынсем ӑшӗнче... хӗтӗртсе тӑракан сывлӑш» тенӗ (Эф. 2:2). Ҫав «сывлӑш» нумай ҫынна ыттисем пек пулма хистет. Ҫавӑнпа вӗсем хӑйсем мӗн тӗрӗс тесе шутлаҫҫӗ, ҫавна тӑваҫҫӗ, Туррӑн нормисене шута та илмеҫҫӗ. Хӑйсен кӑмӑл-туртӑмӗ хыҫҫӑн каякансем час-часах обществӑри вырӑнӗшӗн, ырлӑх-пурлӑхӗшӗн тата хӑйсен прависемшӗн ытлашши пӑшӑрханаҫҫӗ.

5 Таса Сывлӑшсӑр ҫын тата мӗнпе палӑрса тӑрать? «Ӳт ӗҫӗсемпе» (Гал. 5:19—21). Коринфсем патне янӑ пӗрремӗш ҫырура ун пек ҫыннӑн ытти ӗҫӗсем ҫинчен те каланӑ: вӑл ыттисене хирӗҫтерсе ярать, тавлашать, ыттисемпе сутлашать, пуҫ пулма лартнӑ ҫынсене хисеплемест, ӗҫесси-ҫиесси пирки ытла нумай шутлать. Илӗртӳсемпе тӗл пулсан вара вӑл вӗсене хирӗҫ тӑмасть (Ытар. 7:21, 22). Иуда ун пек ҫынра «Таса Сывлӑш ҫук» тесе каланӑ (Иуда 18, 19).

6. «Таса Сывлӑшлӑ» ҫын мӗнпе палӑрса тӑрать?

6 «Таса Сывлӑшсӑр» ҫынпа танлаштарсан, «Таса Сывлӑшлӑ» ҫын Иеговӑпа хӑйӗн хушшинчи хутшӑнусене хаклать тата «Турӑ евӗрлӗ пулма» тӑрӑшать (Эф. 5:1). Вӑл Иегова шухӑшланӑ пек шухӑшлама тата япаласем ҫине вӑл пӑхнӑ пек пӑхма вӗренет. Унӑн ӗҫӗсенчен Турӑ пуррине хытӑ ӗненни курӑнса тӑрать. Ҫавӑн пекех святой сывлӑш ертсе пынипе пурӑнакан ҫын яланах Иегова панӑ принципсене шута илет (Пс. 118:33; 142:10). Вӑл ӳт ӗҫӗсене явӑҫмасть тата святой сывлӑшӑн ҫимӗҫӗ шутне кӗрекен лайӑх енсене аталантарма тӑрӑшать (Гал. 5:22, 23). «Таса Сывлӑшлӑ» ҫын Турӑшӑн ӗҫлеме пӗтӗм вӑя хурать.

7. Библире Турӑпа ҫывӑхланма тӑрӑшакан ҫынсем пирки мӗн каланӑ?

7 Иисус Матфей 5:3-мӗшӗнче (ҪТ) «Турӑпа ҫывӑхланма кирлине ӑнланакансем телейлӗ» тесе каланӑ. Рим 8:6-мӗшӗнче вара Иегова шухӑшланӑ пек шухӑшлама вӗреннинчен пирӗн пурнӑҫ килет тенӗ. Унта ҫапла ҫырнӑ: «Ӳт шухӑшӗ вилӗм кӳрет, Сывлӑш шухӑшӗ чӗрӗлӗхпе канӑҫлӑх парать». Апла пулсан, малалла та святой сывлӑш ертсе пынипе пурӑнсан хамӑрпа Турӑ хушшинче мирлӗ хутшӑнусем пулӗҫ, чӗрере те мир пулӗ, ӗмӗрлӗх пурнӑҫ илме те шанчӑк пулӗ.

8. Мӗншӗн хамӑрпа Иегова хушшинчи хутшӑнусене упрама ҫӑмӑл мар?

8 Ҫак усал тӗнчере хӑрушлӑхсем нумай. Эпир ӳтӗнни ҫинчен шухӑшлакан ҫынсем хушшинче пурӑнатпӑр, ҫавӑнпа пирӗн хамӑрӑн ӑс-тӑна хӳтӗлемелле. Хамӑр ӑс-тӑна Библири шухӑшсемпе тултарма пӑрахсан, ӑна ку тӗнче хӑвӑртах хӑйӗн таса мар шухӑшӗсемпе тултарса хурӗ. Ҫапла пулса ан тухтӑр тесен тата Иеговӑпа хамӑр хушӑри хутшӑнусем ҫирӗпленсех пыччӑр тесен мӗн тумалла?

ВӖРЕНМЕЛЛИ ТӖСЛӖХСЕМ

9. а) Иеговӑпа ҫывӑхланма пире мӗн пулӑшма пултарать? ӑ) Эпир мӗнле тӗслӗхсене пӑхса тухӑпӑр?

9 Ача хӑйӗн ашшӗпе амӑшӗнчен вӗренсе пынипе, вӗсенчен лайӑх тӗслӗх илнипе аталанать. Эпир те Иеговӑпа ҫывӑх хутшӑнусем аталантарнӑ ҫынсенчен вӗренме пултаратпӑр. Ӳтшӗн пурӑнакансем вара пирӗншӗн асӑрхаттаракан тӗслӗх пулса тӑраҫҫӗ (1 Кор. 3:1—4). Библире лайӑх тӗслӗхсем те, япӑх тӗслӗхсем те пур. Айтӑр пире лайӑххине вӗрентекен тӗслӗхсене, Иаковӑн, Марийӑн тата Иисусӑн тӗслӗхӗсене, пӑхса тухар.

Иаковӑн тӗслӗхӗнчен эпир мӗне вӗренме пултаратпӑр? (10 абзацсене пӑхӑр.)

10. Иеговӑпа Иаков хушшинчи хутшӑнусем ҫирӗп пулни ӑҫтан курӑнать?

10 Малтан Иаков тӗслӗхне пӑхар. Пирӗнтен нумайӑшӗн пекех унӑн та пурнӑҫӗ ҫӑмӑл пулман. Иакова хӑйӗн пиччӗшӗ Исав вӗлересшӗн пулнӑ. Хуньӑшӗ вара пуяс шутпа пӗрмай ӑна улталама хӑтланнӑ. Иаков хӑйсен кӑмӑл-туртӑмӗ хыҫҫӑн каякан ҫынсем хушшинче пурӑннӑ пулин те, Турӑ Авраама панӑ сӑмаха пурнӑҫласса вӑл хытӑ ӗненме пӑрахман. Иегова хӑй мӗн шухӑшласа хунине ун ҫемйи урлӑ пурнӑҫлассине Иаков пӗлнӗ, ҫавӑнпа хӑйӗн килтисемшӗн лайӑх тӑрӑшнӑ (Пулт. 28:10—15). Иаков Туррӑн нормисемпе ирӗкӗ ҫинчен нихӑҫан та манманни унӑн сӑмахӗсемпе ӗҫӗсенчен курӑннӑ. Сӑмахран, хӑйне Исав вӗлерме пултарасран хӑранипе вӑл Турра ҫапла кӗлтунӑ: «Хӑтарсам мана... Эсӗ каларӑн: Эпӗ сана ырӑлӑх кӑтартса тӑрӑп, санӑн тӑхӑмна нумай пулнӑран шутласа кӑларайми тинӗс хӑйӑрӗ пӗрчи пек йышлӑ тӑвӑп» (Пулт. 32:6—12). Иаков Иегова хӑйӗн сӑмахне пурнӑҫласса хытӑ ӗненнӗ тата ҫакна Туррӑн ирӗкӗпе килӗшӳллӗн пурӑннипе кӑтартнӑ.

Марийӑн тӗслӗхӗнчен эпир мӗне вӗренме пултаратпӑр? (11 абзацсене пӑхӑр.)

11. Мария святой сывлӑш ертсе пынипе пурӑннӑ тесе мӗншӗн калама пулать?

11 Халӗ Марийӑн тӗслӗхне пӑхса тухар. Иисусӑн амӑшӗ пулма мӗншӗн Турӑ Марийӑна суйласа илнӗ? Мӗншӗн тесен вӑл святой сывлӑш ертсе пынипе пурӑннӑ. Эпир ҫакна ӑҫтан пӗлетпӗр? Хӑйӗн хурӑнташӗсем патне, Захарийӑпа Елисавета патне, хӑнана кайсан Мария мӗн каланине аса илӗр-ха. (Лука 1:46—55 вуласа пар.) Унӑн сӑмахӗсем вӑл Турӑ Сӑмахне юратнине тата Еврей Ҫырӑвӗсене лайӑх пӗлнине кӑтартаҫҫӗ (Пулт. 30:13; 1 Патш. 2:1—10; Мал. 3:12). Ҫакна та палӑртмалла: тин ҫеҫ мӑшӑрланнӑ Марийӑпа Иосиф Иисус ҫураличчен ар хутшӑнӑвне кӗмен. Ҫакӑнтан Туррӑн ирӗкне пурнӑҫласси вӗсемшӗн хӑйсен кӑмӑл-туртӑмне ҫырлахтарассинчен те кирлӗрех пулни курӑнать (Матф. 1:25). Унсӑр пуҫне, Мария Иисусӑн пурнӑҫӗнче мӗн пулса иртнине сӑнанӑ тата унӑн ӑслӑ сӑмахӗсене тимлӗ итленӗ. Унтан та ытларах, вӑл «ҫав сӑмахсене чӗрине хывса упраса пурӑннӑ» (Лука 2:51). Марийӑн Мессия пирки каланӑ сӑмахсене Турӑ мӗнле пурнӑҫа кӗртессине курас килнӗ. Унӑн тӗслӗхӗ пире яланах Турӑ пирӗнтен мӗн кӗтнине тума хавхалантармасть-и вара?

12. а) Иисус хӑйӗн Ашшӗ пекех пулни ӑҫтан курӑнать? ӑ) Иисус пек пулас тесен мӗн тумалла? (Статья пуҫламӑшӗнчи ӳкерчӗке пӑхӑр.)

12 Святой сывлӑш ертсе пынипе пурӑнакан ҫынсенчен чи лайӑх тӗслӗх кӑтартаканӗ вӑл — Иисус Христос. Пӗтӗм пурнӑҫӗ тӑршшӗпе вӑл хӑйӗн Ашшӗ, Иегова, пек пулас килнине кӑтартнӑ. Иисусӑн шухӑшӗсем, туйӑмӗсем тата ӗҫӗсем Ашшӗнни пекех пулнӑ. Вӑл Туррӑн ирӗкне пурнӑҫласа тӑнӑ тата унӑн нормисене хисепленӗ (Иоанн 8:29; 14:9; 15:10). Тӗслӗхрен, Исаия пророк Иегова хӗрхенекен кӑмӑллӑ пулни ҫинчен мӗн ҫырнине Иисусӑн туйӑмӗсем ҫинчен Марк мӗн каланипе танлаштарӑр. (Исаия 63:9; Марк 6:34 вуласа пар.) Эсир кама пулӑшу кирлӗ, ҫав ҫынсене Иисус пекех хӗрхенме хатӗр-и? Ырӑ хыпар сарас тата вӗренекенсене хатӗрлес ӗҫе эсир Иисус пекех пӗрремӗш вырӑна хуратӑр-и? (Лука 4:43.) Ку ҫапла пулсан, сирӗн пирки те святой сывлӑш ертсе пынипе пурӑнатӑр тесе калама пулать.

13, 14. а) Иисусран тӗслӗх илекен тӑвансенчен эпир мӗне вӗренме пултаратпӑр? ӑ) Ҫавӑн пек христиансенчен хӑш-пӗрисем ҫинчен каласа парӑр.

13 Хальхи вӑхӑтра та Иисусран тӗслӗх илме тӑрӑшакан тӑвансем нумай. Тен, эсир вӗсем ырӑ хыпара хастаррӑн сарнине, питӗ тараватлӑ пулнине тата ытти лайӑх енӗсене асӑрхатӑр. Ҫитменлӗхӗсем пур пулсан та, вӗсем Турра юрӑхлӑ енсене аталантарма нумай вӑй хураҫҫӗ. Бразилире пурӑнакан Рейчел ятлӑ хӗрарӑм тӑван акӑ мӗн калать: «Эпӗ модӑран юлмасӑр тӑхӑнма юрататтӑмччӗ, ҫавӑнпа ман ҫипуҫран мана сӑпайлӑх ҫитменни курӑнатчӗ. Чӑнлӑха пӗлсен вара эпӗ Иеговӑпа ҫывӑхланас тесе улшӑнма шут тытрӑм. Ҫакна тума ҫӑмӑл пулмарӗ, анчах та эпӗ телейлӗрех пулса тӑтӑм тата хам пурнӑҫра чӑн-чӑн тӗллев тупрӑм».

14 Филиппинра пурӑнакан Рейлин тӑванӑн урӑх йывӑрлӑх пулнӑ. Аслӑ пӗлӳ илсен тата лайӑх ӗҫе вырнаҫсан пурнӑҫ ӑнӑҫлӑ пулать тесе шутланӑ вӑл. Рейлин аса илет: «Сӑваплӑ ӗҫре лартнӑ тӗллевсем майӗпен кайри вырӑна тӑрса юлчӗҫ. Хамӑн ӗҫрен чылай кирлӗреххине ҫухатнине ӑнланса илтӗм». Рейлин хӑйӗн шухӑшӗсене улӑштарнӑ та Иеговӑшӑн ӗҫлессине хӑйӗн пурнӑҫӗнче малти вырӑна хунӑ. Халӗ вӑл Матфей 6:33, 34 сӑвӑ йӗркисенчи Туррӑн сӑмахӗсене ҫирӗп шанать. «Иегова маншӑн тӑрӑшасси пирки эпӗ пӗртте иккӗленместӗп!» — тет Рейлин. Паллах, сирӗн пухура та ҫавӑн пек шухӑш-кӑмӑллӑ тӑвансем пур. Вӗсем Иисус пек пулма тӑрӑшни вӗсенчен тӗслӗх илме хавхалантармасть-и сире? (1 Кор. 11:1; 2 Фес. 3:7.)

ПИРЕ «ХРИСТОС ӐСӖ» КИРЛӖ

15, 16. а) Иисус евӗрлӗ пулма пире мӗн пулӑшӗ? ӑ) Иисус мӗнле шухӑшланине лайӑхрах пӗлес тесен мӗн тумалла?

15 Иисусран тӗслӗх илес тесе пирӗнтен кашни мӗн тума пултарать? 1 Коринф 2:16-мӗшӗнче «пирӗнте Христос ӑсӗ» пулмалла тенӗ. Филиппӑ 2:5-мӗшӗнче (ҪХ) вара пирӗн «шухӑш-кӑмӑл Христосӑнни пекех пулмалла» тесе ҫырнӑ. Апла пулсан, Иисус пек пулас тесен пирӗн вӑл мӗнле шухӑшлани ҫинчен тата унӑн туйӑмӗсемпе ӗҫӗсем ҫинчен пӗлме тӑрӑшмалла. Иисусшӑн чи кирли хӑйпе Турӑ хушшинчи хутшӑнусем пулнӑ. Ҫавӑнпа Иисус пек пулма тӑрӑшни пире Иегова евӗрлӗ пулма пулӑшать. Акӑ мӗншӗн пире Иисус шухӑшланӑ пек шухӑшлама вӗренни питӗ кирлӗ.

16 Иисус шухӑшланӑ пек шухӑшлама мӗнле вӗренме пулать? Иисусӑн вӗренекенӗсем унӑн тӗлӗнмелле ӗҫӗсене курнӑ, вӑл вӗрентсе каланӑ сӑмахсене итленӗ, тӗрлӗ ҫынсемпе хӑйне мӗнле тытнине тата Туррӑн принципӗсемпе мӗнле усӑ курнине сӑнанӑ. Вӗсем вӑл «мӗн-мӗн тунине... пурне те эпир хамӑр курнӑ» тенӗ (Ап. ӗҫ. 10:39). Эпир Иисуса курма пултараймастпӑр пулин те, Евангелисене вуласа ун ҫинчен питӗ нумай пӗлме пултаратпӑр. Матфей, Марк, Лука тата Иоанн ҫырнӑ Евангелисене вуланӑ май тата унта мӗн ҫырни ҫинчен шухӑшланӑ май эпир Иисус мӗнле шухӑшланине лайӑхрах пӗлме пултаратпӑр. Ҫавна пула эпир Христос йӗрӗпе тӗп-тӗрӗс пыма пултаратпӑр, пирӗн шухӑш-кӑмӑл та унӑнни пекех пулать (1 Петр 2:21; 4:1).

17. Эпир Иисус шухӑшланӑ пек шухӑшлама вӗренни пирӗн ҫине мӗнле витӗм кӳрет?

17 Эпир Иисус шухӑшланӑ пек шухӑшлама вӗренни пирӗн ҫине мӗнле витӗм кӳрет? Усӑллӑ апат ҫини сывлӑха ҫирӗплетнӗ пекех Иисусӑн тӗслӗхӗ ҫинчен шухӑшлани пирӗнпе Иегова хушшинчи хутшӑнусене ҫирӗплетет. Майӗпен эпир вӑл е ку лару-тӑрура Иисус мӗн тунӑ пулӗччӗ, ҫавна ӑнланма пуҫлӑпӑр. Вара эпир Турра савӑнтаракан, ун умӗнче таса совеҫе упрама пулӑшакан йышӑнусем тума пултарӑпӑр. Ҫакӑ пирӗншӗн «Иисус Христос Ҫӳлхуҫамӑр евӗрлӗ» пулма витӗмлӗ сӑлтав мар-и вара? (Рим 13:14.)

18. Ҫак статьяна пӑхса тухнӑ май эсир мӗне вӗрентӗр?

18 Ҫак статьяра эпир Туррӑн сывлӑшӗ ертсе пынипе пурӑнни мӗне пӗлтернине пӑхса тухрӑмӑр. Ҫапла пурӑнакан ҫынсенчен мӗне вӗренме пултарнине те куртӑмӑр. Ҫавӑн пекех Христос шухӑшланӑ пек шухӑшлама вӗренни пире Иеговӑпа ҫывӑхланма пулӑшнине пӗлтӗмӗр. Анчах та ытти ыйтусене те пӑхса тухмалла. Тӗслӗхрен, хамӑрпа Турӑ хушшинчи хутшӑнусем мӗн тери ҫирӗп пулнине мӗнле тӗрӗслемелле? Вӗсене ҫирӗплетес тесе тата мӗн тума пулать? Иеговӑпа ҫывӑхланма тӑрӑшни пирӗн кулленхи пурнӑҫ ҫине мӗнле витӗм кӳрет? Ҫак ыйтусен хуравӗсене эпир тепӗр статьяра пӑхса тухӑпӑр.