Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

Хӑвӑрпа Иегова хушшинчи хутшӑнусене ҫирӗплетсех тӑрӑр!

Хӑвӑрпа Иегова хушшинчи хутшӑнусене ҫирӗплетсех тӑрӑр!

«Сывлӑш хушнипе пурӑнӑр» (ГАЛ. 5:16).

ЮРӐСЕМ: 22, 75

1, 2. Пӗр арҫын тӑван хӑй пирки мӗн ӑнланса илнӗ тата вӑл мӗн тунӑ?

РОБЕРТ ҫамрӑк ача чухнех шыва кӗнӗ, анчах та чӑнлӑх унӑн пурнӑҫӗнче малти вырӑнта пулман. «Эпӗ ним япӑххине те тумастӑмччӗ, юхӑма май ишеттӗм ҫеҫ,— тет вӑл.— Айккинчен пӑхсан эпӗ чӑнлӑхра ҫирӗп тӑракан ҫын пек курӑнаттӑм: пур тӗлпулӑва та ҫӳреттӗм тата ҫулталӑкра темиҫе хутчен пулӑшакан пионер пулса ӗҫлеттӗм. Анчах тем ҫитместчӗ».

2 Мӗн ҫитменнине Роберт авлансан ҫеҫ ӑнланса илнӗ. Вӑхӑтран вӑхӑта вӗсем арӑмӗпе иккӗшӗ пӗр-пӗрне Библи тӑрӑх ыйтусем панӑ. Унӑн арӑмӗ Библие аван пӗлнӗ, ҫавӑнпа ыйтусем ҫине ҫӑмӑллӑнах хуравланӑ. Роберт вара час-часах мӗн хуравламаллине пӗлмесӗр аптраса тӑнӑ. Вӑл каласа парать: «Эп хама ним пӗлмен ҫын пек туяттӑм. Вара хам ӑшра ҫапла шутларӑм: „Арӑмшӑн пуҫ пулас тетӗп пулсан, темскер улӑштармалла“». Вӑл чӑнах та улшӑнусем тума пуҫланӑ. «Эпӗ Библие тӗплӗн вӗренме тытӑнтӑм, унта мӗн ҫырнине лайӑхрах ӑнланас тесе тӑрӑшрӑм,— тет Роберт,— вара майӗпен манӑн пӗлӳсем мозаика евӗр пуҫтарӑнма пуҫларӗҫ. Халӗ эпӗ чӑнлӑха лайӑхрах ӑнланатӑп, чи кирли вара — хампа Иегова хушшинчи хутшӑнусем ҫирӗпленчӗҫ».

3. а) Роберт тӗслӗхӗ пире мӗне вӗрентет? ӑ) Ҫак статьяра эпир мӗнле питӗ кирлӗ ыйтусене пӑхса тухӑпӑр?

3 Роберт тӗслӗхӗ пире питӗ кирлӗ япалана вӗрентет. Библири хӑш-пӗр вӗрентӳсене пӗлнипех, пухӑвӑн тӗлпулӑвӗсене ҫӳренипех тата ырӑ хыпар сарас ӗҫе хутшӑннипех Иеговӑпа хамӑр хушӑри хутшӑнусем ҫирӗп пулаймаҫҫӗ. Ҫакӑн пек те пулма пултарать: эпир святой сывлӑш ертсе пынипе пурӑнма улшӑнусем тунӑ пулсан та, хамӑра тӗрӗслесе пӑхнӑ хыҫҫӑн малалла та лайӑхланмаллине курма пултаратпӑр (Флп. 3:16). Ҫак статьяра эпир виҫӗ питӗ кирлӗ ыйту ҫине хурав тупӑпӑр: 1) хамӑрпа Турӑ хушшинчи хутшӑнусем мӗн таран ҫирӗп пулнине мӗнле тӗрӗслемелле? 2) Вӗсене ҫирӗплетес тесе мӗн тума пулать? 3) Иисус шухӑшланӑ пек шухӑшлани пирӗн кулленхи пурнӑҫ ҫине мӗнле витӗм кӳрет?

ХАМӐРА ТӖРӖСЛЕСЕ ПӐХАР

4. Эфес 4:23, 24 сӑвӑ йӗркисенчи канаш камшӑн усӑллӑ?

4 Турӑшӑн ӗҫлеме пуҫласан эпир хамӑр пурнӑҫа тӗпренех улӑштартӑмӑр. Анчах та шыва кӗнӗ хыҫҫӑн та эпир улшӑнса пыма пӑрахман. Пирӗн пурин те малалла та «ӑстӑнпа ҫӗнелмелле», мӗншӗн тесен эпир ҫитменлӗхлӗ ҫынсем (Эф. 4:23, 24). Иеговӑшӑн нумай ҫул хушши ӗҫлесе тӑракан тӑвансен те унпа хӑйсен хушшинчи хутшӑнусене ҫирӗплетес тесе тӑрӑшмалла (Флп. 3:12, 13).

5. Мӗнле ыйтусем хамӑра тӗрӗслеме пулӑшма пултараҫҫӗ?

5 Пирӗн пурин те — ҫамрӑккисен те, аслӑраххисен те — пӗр улталамасӑр хамӑра тӗрӗслесе тӑмалла. Эпир хамӑра ҫакӑн пек ыйтусем пама пултаратпӑр: «Манпа Иегова хушшинчи хутшӑнусем ҫирӗпленсе пыни курӑнса тӑрать-и? Эпӗ Иисусран тӗслӗх илме тӑрӑшатӑп-и? Пухӑвӑн тӗлпулӑвӗсем ҫине эпӗ мӗнле пӑхатӑп тата унта хама мӗнле тытатӑп? Ман калаҫусем ҫине пӑхсан, ман пурнӑҫра малти вырӑнта мӗн тӑрать? Эпӗ Библи вӗренни ҫине тата хама панӑ канашсем ҫине мӗнле пӑхни, ҫавӑн пекех ман ҫипуҫ ман пирки мӗн кӑтартса параҫҫӗ? Илӗртӳсемпе тӗл пулсан эпӗ мӗн тӑватӑп? Ман пирки „Христос евӗрлӗ пулса“ ҫитнӗ теме пулать-и?» (Эф. 4:13.) Ҫак ыйтусем ҫинчен шухӑшлани хамӑрпа Иегова хушшинчи хутшӑнусем мӗн таран ҫирӗп пулнине тӗрӗслесе пӑхма пулӑшӗ.

6. Хамӑра тӗрӗслесе пӑхма тата мӗн кирлӗ пулма пултарать?

6 Хамӑра тӗрӗслесе пӑхма пире ыттисем пулӑшни кирлӗ пулма пултарать. Павел апостол палӑртнӑ тӑрӑх, «ӳтшӗн пурӑнакан» ҫын хӑй мӗнле пурӑннипе Турра кӳрентернине ӑнланмасть. «Таса Сывлӑшлӑ [«Туррӑн сывлӑшӗ ертсе пынипе пурӑнакан», ҪТ]» ҫын вара ку е вӑл ыйту пирки Турӑ мӗн шутланине пӗлет тата хӑйсен кӑмӑл-туртӑмӗ хыҫҫӑн каякансене Иегова ырламаннине ӑнланать (1 Кор. 2:14—16; 3:1—3). Христос шухӑшланӑ пек шухӑшлакан старейшинӑсем эпир хамӑра «ӳтшӗн пурӑнакан» ҫынсем пекех тытма пуҫланине тӳрех асӑрхама пултараҫҫӗ, ун пек чухне вӗсем пире пулӑшма тӑрӑшаҫҫӗ. Старейшинӑсем пире канаш парсан эпир ӑна йышӑнатпӑр-и? Йышӑнатпӑр пулсан, ҫакӑ эпир чӑнах та святой сывлӑш ертсе пынипе пурӑнасшӑн пулнине кӑтартӗ (Еккл. 7:5, 9).

ИЕГОВӐПА ҪЫВӐХЛАНСАХ ПЫРАР

7. Хамӑрпа Иегова хушшинчи хутшӑнусем ҫирӗп пулччӑр тесен Библи вӗрентӗвӗсене пӗлни ҫеҫ мӗншӗн ҫителӗксӗр?

7 Иеговӑпа хамӑр хушӑри хутшӑнусем ҫирӗп пулччӑр тесен Библи вӗрентӗвӗсене пӗлни ҫителӗксӗр. Соломон патша Иегова ҫинчен питӗ нумай пӗлнӗ. Унӑн сӑмахӗсене Библие те кӗртнӗ. Анчах кайран вӑл хӑйӗнпе Иегова хушшинчи хутшӑнусене хавшаса кайма панӑ, вӑл Турра чунтан парӑнса пурӑнма пӑрахнӑ (3 Патш. 4:29, 30; 11:4—6). Апла пулсан, Библире мӗн ҫырнине пӗлнисӗр пуҫне пире тата мӗн кирлӗ? Ҫирӗп ӗненӳ (Кол. 2:6, 7). Ҫирӗп ӗненӗве аталантарас тесен вара мӗн тумалла?

8, 9. а) Ӗненӗве ҫирӗп упраса хӑварма пире мӗн пулӑшма пултарать? ӑ) Мӗнле тӗллевпе эпир Библи вӗренетпӗр тата унта мӗн вулани ҫинчен шухӑшлатпӑр? (Статья пуҫламӑшӗнчи ӳкерчӗке пӑхӑр.)

8 Пӗрремӗш ӗмӗрте Павел Иисусӑн вӗренекенӗсене ҫитӗннӗ христиансем пулма хавхалантарнӑ (Евр. 6:1). Хальхи вӑхӑтра ҫак канаша пурнӑҫа кӗртес тесе мӗн тума пулать? Ҫак тӗлӗшрен «Хӑвӑра Туррӑн юратӑвӗнче сыхласа усрӑр» кӗнекене вӗренни пулӑшма пултарать. Вӑл пире Библири принципсемпе пурнӑҫра мӗнле усӑ курмаллине ӑнланма пулӑшӗ. Ҫав кӗнекене вӗренсе пӗтерсен, ӗненӗве ҫирӗплетес тесе ытти публикацисене вӗренме пулать (Кол. 1:23). Унсӑр пуҫне, пирӗн хамӑр мӗн пӗлсе пыни ҫинчен шухӑшламалла тата ҫав пӗлӳсемпе пурнӑҫра усӑ курас тесе Иеговӑран пулӑшу ыйтмалла.

9 Мӗнле тӗллевпе эпир Библи вӗренме тата унта мӗн вулани ҫинчен шухӑшлама вӑй хуратпӑр? Эпир Иеговӑна савӑнтарасшӑн тата вӑл панӑ саккунсем тӑрӑх пурӑнасшӑн (Пс. 39:9; 118:97). Унсӑр пуҫне, эпир Турӑпа ҫывӑхланма мӗн чӑрмантарать, ҫавсенчен пуринчен те пӑрӑнасшӑн (Тит 2:11, 12).

10. Ҫамрӑксем хӑйсемпе Иегова хушшинчи хутшӑнусене ҫирӗплетес тесе мӗн тума пултараҫҫӗ?

10 Яшсемпе хӗрсем, эсир сӑваплӑ ӗҫре тӗллевсем лартнӑ-и? Вефильте ӗҫлекен пӗр арҫын тӑван район конгресӗсене кайсан программа умӗн шыва кӗрес текенсемпе калаҫать. Вӗсенчен нумайӑшӗ ҫамрӑксем. Ҫав тӑван вӗсен тӗллевӗсем ҫинчен ыйтать. Нумайӑшӗсем Иеговӑн ӗҫӗнче хӑйсем мӗн тӑвас килнине питӗ лайӑх пӗлеҫҫӗ: пӗрисем Иеговӑшӑн тулли вӑхӑтпа ӗҫлесшӗн, теприсем хыпарҫӑсем ҫитсех кайман вырӑна куҫса каясшӑн. Анчах та хӑш-пӗр ҫамрӑк тӑвансем хӑйсен тӗллевӗсем пирки ним калама та пултараймаҫҫӗ. Тен, вӗсем унашкал тӗллевсем лартасси мана валли мар тесе шутлаҫҫӗ. Эсир ҫамрӑк пулсан, хӑвӑртан ҫапла ыйтӑр: «Эпӗ пухӑвӑн тӗлпулӑвӗсене тата ырӑ хыпар сарма аттепе анне каланипе ҫеҫ ҫӳретӗп-и? Эпӗ Иеговӑпа ҫывӑхланса пыратӑп-и, вӑл манӑн тус пултӑр тесе тӑрӑшатӑп-и?» Паллах, сӑваплӑ ӗҫре ҫамрӑксен кӑна мар тӗллевсем лартмалла. Ҫапла туни пире пурне те Иеговӑпа хамӑр хушӑри хутшӑнусене ҫирӗплетме пулӑшать (Еккл. 12:1, 13).

11. а) Иеговӑпа хамӑр хушӑри хутшӑнусене ҫирӗплетес тесен пирӗн мӗн тумалла? ӑ) Туррӑн ӗҫлекенӗсенчен хӑшӗнчен эпир тӗслӗх илме пултаратпӑр?

11 Хӑш енчен лайӑхланмаллине ӑнланса илсенех улшӑнусем тума пуҫламалла. Ҫакӑ питӗ кирлӗ, мӗншӗн тесен ҫавӑнтан пирӗн пурнӑҫ килет (Рим 8:6—8). Иегова пирӗнтен пӗр ҫитменлӗхсӗр пуласса кӗтмест, пире пулӑшас тесе вӑл святой сывлӑш та парать. Анчах та пирӗн хамӑрӑн та вӑй хумалла. Ертсе пыракан советра ӗҫленӗ Джон Барр темиҫе ҫул каялла Лука 13:24-мӗшӗнчи сӑмахсем пирки акӑ мӗн каланӑ: «Нумайӑшӗсем „тӑвӑр хапхаран кӗме“ пултараймаҫҫӗ, мӗншӗн тесен Иеговӑпа хӑйсен хушшинчи хутшӑнусене ҫирӗплетме ҫителӗклӗ таран вӑй хумаҫҫӗ». Пирӗн Иаковран тӗслӗх илмелле. Вӑл ангелтан пиллӗх илмесӗр те унпа кӗрешме пӑрахман (Пулт. 32:26—28). Паллах, Библи вӗренни савӑнӑҫ кӳрет, анчах та ӑна вуланине роман вуланипе танлаштараймӑн. Унта хаклӑ чӑнлӑхсене тупас тесен нумай вӑй хумалла.

12, 13. а) 1 Коринф 2:16-мӗшӗнче чӗнсе каланӑ пек тума пире мӗн пулӑшма пултарать? ӑ) Петр апостолӑн тӗслӗхӗ тата вӑл панӑ канаш пирӗншӗн мӗншӗн усӑллӑ? б) Христос пек шухӑшлама вӗренме пире мӗн пулӑшма пултарать? («Христос пек шухӑшлама вӗренме мӗн пулӑшма пултарать?» рамкӑна пӑхӑр.)

12 Иеговӑпа ҫывӑхланса пыма тӑрӑшатпӑр пулсан, святой сывлӑш пире Христос шухӑшланӑ пек шухӑшлама вӗренме пулӑшӗ (1 Кор. 2:16). Унсӑр пуҫне, Туррӑн святой сывлӑшӗ пулӑшнипе эпир тӗрӗс мар кӑмӑл-туртӑмсене пӗтерме тата Турра юрӑхлӑ енсене аталантарма пултарӑпӑр (Гал. 5:16, 22, 23). Ырлӑх-пурлӑх пухасси тата киленсе пурӑнасси хӑвӑр пурнӑҫра халӗ те пысӑк вырӑн йышӑннине асӑрхарӑр пулсан, ан парӑнӑр. Малалла та Иеговӑран святой сывлӑш ыйтӑр, вара вӑл сире мӗн тӗрӗс, ҫавна мала хума пулӑшӗ (Лука 11:13). Петр апостола аса илер. Вӑл пур чухне те Христос шухӑшланӑ пек шухӑшламан (Матф. 16:22, 23; Лука 22:34, 54—62; Гал. 2:11—14). Апла пулин те Петр алла усман. Иегова пулӑшнипе вӑл майӗпен Христос шухӑшланӑ пек шухӑшлама вӗреннӗ. Эпир те вӗренме пултаратпӑр.

13 Каярахпа Петр ҫав тӗлӗшрен мӗн-мӗн тумалли пирки ҫырса панӑ. (2 Петр 1:5—8 вуласа пар.) Пирӗн «пӗтӗм вӑйран» лайӑх енсене аталантармалла, сӑмахран, чарулӑха, тӳсӗмлӗхе тата тӑванла юратнине. Эпир кашни кун хамӑртан ҫапла ыйтма пултаратпӑр: «Иисус шухӑшланӑ пек шухӑшлама вӗренес тесе эпӗ паян мӗнле лайӑх ене аталантарма тӑрӑшӑп?»

БИБЛИРИ ПРИНЦИПСЕМПЕ ПУРНӐҪРА УСӐ КУРНИ

14. Христос пек шухӑшлани пирӗн пурнӑҫ ҫине мӗнле витӗм кӳрет?

14 Христос пек шухӑшлатпӑр пулсан, ҫакӑ эпир мӗнле калаҫнинчен, ӗҫре е шкулта хамӑра мӗнле тытнинчен, кашни кун мӗнле йышӑнусем тунинчен курӑнӗ. Пирӗн йышӑнусем эпир Христосӑн вӗренекенӗ пуласшӑн пулнине кӑтартмалла. Эпир хамӑрпа Иегова хушшинчи хутшӑнусене питӗ хаклатпӑр, ҫавӑнпа та вӗсене аркатма никама та, ниме те парасшӑн мар. Христос шухӑшланӑ пек шухӑшлани пире илӗртӳсене тӳрех сирсе яма пулӑшӗ. Йышӑнусене тунӑ чухне вара эпир васкамӑпӑр, ҫак ыйтусем ҫинчен шухӑшласа пӑхӑпӑр: «Библири хӑш принципсем мана тӗрӗс йышӑну тума пулӑшӗҫ? Иисус Христос ман вырӑнта пулнӑ пулсан, мӗн тунӑ пулӗччӗ? Мӗнле йышӑну Иеговӑна юрӑхлӑ пулать?» Тӗслӗхшӗн айтӑр темиҫе лару-тӑрӑва пӑхса тухар та мӗнле принципсем тӗрӗс йышӑну тума пулӑшнине сӳтсе явар.

15, 16. Иисус шухӑшланӑ пек шухӑшлани пире а) мӑшӑр суйланӑ чухне; ӑ) кампа хутшӑнмалли пирки йышӑну тунӑ чухне мӗнле пулӑшать?

15 Мӑшӑра суйлани. Кунта 2 Коринф 6:14, 15 сӑвӑ йӗркисенчи (вуласа пар) принциппа усӑ курмалла. Павел ӗненекенпе ӗненмен ҫын пӗр-пӗринчен питӗ уйрӑлса тӑраҫҫӗ тесе ҫырнӑ. Вӗсем япаласем ҫине тӗрлӗрен пӑхаҫҫӗ. Мӑшӑр суйланӑ чухне ҫак принцип сире мӗнле пулӑшма пултарать?

16 Кампа хутшӑнасси. Ҫак тӗлӗшрен 1 Коринф 15:33-мӗшӗнчи (вуласа пар) принцип усӑллӑ. Эпир хамӑрпа Иегова хушшинчи хутшӑнусене хаклатпӑр пулсан, хамӑр ӗненӗве хавшатса яма пултаракан ҫынсемпе туслашмӑпӑр. Ҫак принциппа пурнӑҫра, тӗслӗхрен, социаллӑ сетьсем урлӑ ыттисемпе хутшӑннӑ чухне, мӗнле усӑ курмалли ҫинчен шутласа пӑхӑр. Е сире палламан ҫынсемпе онлайн-вӑйӑсенче выляма сӗнсен эсир мӗн тунӑ пулӑттӑр?

Манӑн йышӑнусем мана Иеговӑпа ҫывӑхланма пулӑшаҫҫӗ-и? (17-мӗш абзаца пӑхӑр.)

17—19. Иисус шухӑшланӑ пек шухӑшлани а) усӑсӑр ӗҫсенчен пӑрӑнма; ӑ) тӗрӗс тӗллевсем лартма; б) хирӗҫӳсене-тавлашусене татса пама мӗнле пулӑшать?

17 Турӑпа ҫывӑхланма чӑрмантаракан ӗҫсем. Еврейсем 6:1-мӗшӗнче (вуласа пар) питӗ кирлӗ асӑрхаттару пур. Пирӗн «вилӗм патне илсе ҫитерекен ӗҫсенчен [«усӑсӑр ӗҫсенчен», ҪТ]» пӑрӑнмалла, мӗншӗн тесен вӗсем пире Турӑпа ҫывӑхланма пулӑшмаҫҫӗ. Ҫак принцип тӗрлӗ лару-тӑрура усӑллӑ пулма пултарать, тӗслӗхрен, ҫакӑн пек ыйтусем сиксе тухсан: «Эп мӗн тума шутлани пирки „усӑсӑр ӗҫ“ мар тесе калама пулать-и? Ытларах укҫа ӗҫлесе илме сӗнчӗҫ пулсан килӗшмелле-и? Реформӑсене пурнӑҫа кӗртес тесе тӗрлӗ юхӑмсене мӗншӗн хутшӑнмалла мар?»

Манӑн йышӑнусем мана тӗрӗс тӗллевсем лартма пулӑшаҫҫӗ-и? (18-мӗш абзаца пӑхӑр.)

18 Тӗллевсем. Ту ҫинче вӗрентнӗ чухне Иисус ҫын пурнӑҫӗнче тӗп вырӑнта мӗн пулмалли ҫинчен уҫҫӑн каланӑ (Матф. 6:33). Христос шухӑшланӑ пек шухӑшлакан ҫыннӑн тӗллевӗсем вӑл Турӑ Патшалӑхне хӑйӗн пурнӑҫӗнче малти вырӑна хунине кӑтартаҫҫӗ. Ҫак принципа шута илсен эпир ҫак ыйтусем ҫине хуравлама пултарӑпӑр: «Шкул пӗтернӗ хыҫҫӑн аслӑ пӗлӳ илмелле-и? Ку е вӑл ӗҫе вырнаҫмалла-и?»

Манӑн йышӑнусем ыттисемпе килӗштерсе пурӑнма пулӑшаҫҫӗ-и? (19-мӗш абзаца пӑхӑр.)

19 Хирӗҫӳсем-тавлашусем. Павел Римра пурӑнакан христиансене панӑ канаш пире хирӗҫӳсене-тавлашусене татса пама мӗнле пулӑшӗ? (Рим 12:18.) Христиансем пулнӑран эпир «пуринпе те килӗштерсе» пурӑнма тӑрӑшатпӑр. Кам та пулин пирӗнпе килӗшмест пулсан эпир хамӑра мӗнле тытатпӑр? Ыттисем мӗн каланине йышӑнма йывӑр-и пире? Ыттисем ман пирки «килӗштерсе пурӑнакан» ҫын тесе шутлаҫҫӗ-и? (Иак. 3:18.)

20. Мӗншӗн эсир Иеговӑпа хӑвӑр хушӑри хутшӑнусене ҫирӗплетесшӗн?

20 Ҫак тӗслӗхсем Библири принципсем Туррӑн сывлӑшӗ ертсе пынипе пурӑнма мӗнле пулӑшма пултарнине кӑтартаҫҫӗ. Святой сывлӑш ертсе пынипе пурӑнсан эпир телейлӗрех пулӑпӑр. Статья пуҫламӑшӗнче асӑннӑ Роберт акӑ мӗн калать: «Турӑпа хам хушӑри хутшӑнусене ҫирӗплетнине пула эпӗ лайӑх упӑшка тата лайӑх атте пулса тӑтӑм. Ҫавӑншӑн питӗ савӑнатӑп!» Хамӑрпа Иегова хушшинчи хутшӑнусене ҫирӗплетме тӑрӑшатпӑр пулсан, вӑл пире те нумай пиллӗх парӗ, пуласлӑхра вара эпир «ӗмӗрлӗх пурӑнӑҫпа» пурӑнӑпӑр (1 Тим. 6:19).