Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

ПИРӖН АРХИВСЕНЧЕН

Докладсем урлӑ Ирландире ырӑ хыпар сарӑлать

Докладсем урлӑ Ирландире ырӑ хыпар сарӑлать

БЕЛФАСТ-ЛОХ заливӗ патне пӑрахут ҫывхарса пынӑ. Палуба ҫинче темиҫе пассажир ирхи хӗвел пайӑркисен ытамӗнчи симӗс сӑртсем ҫине пӑхса тӑнӑ. 1910 ҫулхи май уйӑхӗ пулнӑ. Пассажирсенчен пӗри, Чарлз Тейз Расселл, Ирландие пиллӗкӗмӗш хут ӗнтӗ килнӗ. Аякра, карап тӑвакан вырӑн тӗлӗнче, тинӗсре ҫӳремелли икӗ питӗ пысӑк лайнер кӳлеписем курӑна пуҫланӑ. Ҫаксем телейсӗр «Титаник» * тата ҫавӑн йышши тепӗр карап «Олимпик» пулнӑ. Кӑшт аяккарах причал ҫинче пӑрахут килессе кӗтсе Библи Тӗпчекенсем пӗр вуннӑн тӑнӑ.

Ҫирӗм ҫул маларах Расселл тӑван ырӑ хыпара пӗтӗм тӗнчипе сарма чи лайӑх май тупас тесе ытти ҫӗршывсене кайма шут тытнӑ. Чи малтан вӑл 1891 ҫулхи июль уйӑхӗнче Ирландие кайнӑ. Кун вӗҫӗнче «Сити оф Чикаго» ятлӑ пӑрахут Куинстаун (халӗ Ков) хулине ҫывхарса пынӑ май Расселл унччен ашшӗ-амӑшӗ хӑйсен тӑван ҫӗршывӗ ҫинчен каласа панисене аса илнӗ пулӗ. Пӗчӗк тирпейлӗ хуласемпе хитре ялсем витӗр тухса кайнӑ чухне Расселл тӑван тата унпа пӗрле ҫула тухнисем унта «вырма вӑхӑчӗ» ҫитнине ӑнланса илнӗ.

Расселл тӑван Ирландире пӗтӗмпе ҫичӗ хут пулнӑ. Пӗрремӗш хут килсен вӑл мӗн калани ҫынсене ҫав тери интереслентерсе янӑран каярахпа ӑна итлеме ҫӗр-ҫӗр ҫын, хӑш-пӗр чухне вара темиҫе пин ҫын таранах пынӑ. 1903 ҫулхи май уйӑхӗнче Расселл ҫулҫӳреве иккӗмӗш хут тухсан, вӑл Белфастпа Дублин хулисенче доклад туса парасси пирки хаҫатсенче пӗлтернӗ пулнӑ. Расселл каярахпа каласа панӑ тӑрӑх, «Тупа туса сӑмах пани» доклада «ҫынсем питӗ тимлӗ итленӗ». Ҫав докладра Авраамӑн ӗненӗвӗ ҫинчен тата пуласлӑхра этемлӗхе мӗнле пиллӗхсем кӗтни ҫинчен каланӑ.

Ирландири ҫынсем чӑнлӑхпа питӗ интересленнӗрен Расселл тӑван виҫҫӗмӗш ҫулҫӳревре те унта каяс тенӗ. 1908 ҫулхи апрельте пӗр ирхине пилӗк арҫын тӑван ӑна Белфастри портра кӗтсе илнӗ. Ҫав кунах каҫхине вӑл «Сатанан империйӗ арканни» ятлӑ доклада туса панӑ, ӑна итлеме 300-е яхӑн ҫын пуҫтарӑннӑ. Килнисенчен пӗри Расселл тӑванпа килӗшмесӗр ӑна хирӗҫ калаҫма пуҫланӑ. Анчах та Расселл тӑван Библипе ӑста усӑ курса хуравланине курсан вӑл хӑвӑртах лӑпланнӑ. Дублинра вара пӗр ҫын тата хытӑрах хирӗҫлеме пуҫланӑ. Ку ҫын Ҫамрӑк христиансен пӗрлешӗвӗн секретарӗ, О’Коннор хушаматлӑскер, пулнӑ. Вӑл унта килнисене, пин ытла ҫынна, Библи Тӗпчекенсене хирӗҫ тӑратма хӑтланнӑ. Малалла мӗн пулнӑ-ха?

Айтӑр ҫав вӑхӑталла таврӑнар та ҫав каҫ мӗн пулса иртнине куҫ умне кӑларса тӑратар. Библири чӑнлӑхпа интересленекен пӗр ҫын «Айриш таймс» хаҫатран доклад пуласси ҫинчен пӗлет те кайса итлеме шут тытать. Залра халӑх лӑк тулли. Унта вӑл хӑйне валли аран-аран вырӑн тупать те доклад тӑвакана — кӑвакарнӑ ҫӳҫлӗ, сухаллӑ, вӑрӑм хура пиншак тӑхӑннӑ арҫынна — тимлӗ итлеме пуҫлать. Доклад тунӑ чухне ҫав арҫын сцена тӑрӑх уткаласа ҫӳрет, аллисемпе выляткаласа илет тата Библири чӑнлӑха ӑнланма пулӑшас тесе сӑвӑ йӗркисене пӗрин хыҫҫӑн теприне вуласа парать. Сасса вӑйлатмалли хатӗрсем пулман пулсан та унӑн сӑмахӗсем залра пур кӗтесре те лайӑх илтӗнсе тӑраҫҫӗ тата доклад питӗ интереслӗ пулнӑран ҫынсем сехет ҫурӑ хушши тимлӗ итлесе лараҫҫӗ. Кайран вӑл итлекенсене хӑйне ыйтусем пама сӗнет. О’Коннор хӑйӗн тусӗсемпе пӗрле ҫак майпа усӑ курмасӑр юлмасть. Доклад калакан Библипе усӑ курса чӑнлӑха питӗ лайӑх хӳтӗлет. Итлекенсем алӑ ҫупса унпа килӗшнине кӑтартаҫҫӗ. Пурте лӑплансан, Библипе интересленекен ҫав ҫын ытларах пӗлес тесе арҫын тӑвансем патне пырать. Ҫав вӑхӑтри ҫынсем каласа панӑ тӑрӑх, нумайӑшӗ чӑнлӑх ҫинчен шӑпах ҫапла майпа пӗлнӗ.

1909 ҫулхи май уйӑхӗнче Расселл тӑван Нью-Йоркран тӑваттӑмӗш ҫулҫӳреве тухнӑ. «Мавритания» пӑрахут ҫинче унпа пӗрле стенографист пулнӑ — Хантсингер тӑван. Ҫул ҫинче Расселл тӑван ӑна «Хурал башнинчи» статьясене каласа ҫыртарнӑ. Ун чухне Белфастра Расселл докладне итлеме 450 ҫын килнӗ, вӗсенчен 100-е яхӑн ҫыннӑн вырӑн ҫитменнипе тӑрса итлеме тивнӗ.

Расселл тӑван «Лузитания» лайнер ҫинче

Статья пуҫламӑшӗнче каланӑ пиллӗкмӗш ҫулҫӳревре ӗҫсем ҫавӑн евӗрлех пулса иртнӗ. Дублинра доклад тунӑ хыҫҫӑн Расселл тӑван, итлекенсен телейне, О’Коннор илсе килнӗ пӗр паллӑ богословӑн пур ыйтӑвӗ ҫине те Библи тӑрӑх хуравланӑ. Тепӗр кунне арҫын тӑвансем почта турттармалли караппа Ливерпуле кайнӑ, унта вӗсем Нью-Йорка каякан «Лузитания» * ятлӑ паллӑ лайнер ҫине ларнӑ.

1910 ҫулхи майӑн 20-мӗшӗнче тухнӑ «Айриш таймс» хаҫатра доклад пуласси пирки пичетленӗ пӗлтерӳ

1911 ҫулта улттӑмӗш тата ҫиччӗмӗш ҫулҫӳревсене кайсан та Расселл тӑван докладсем каланӑ, вӗсем пирки те хаҫатсенче пӗлтерӳ тунӑ. Белфастра ҫуркунне «Леш тӗнче» доклада итлеме ҫирӗм Библи Тӗпчекенсӗр пуҫне тата 2 000-е яхӑн ҫын килнӗ. Дублинра Расселл тӑван доклад каланӑ чухне каллех О’Коннор килнӗ, ку хутӗнче вӑл урӑх священника илсе килнӗ. Расселл тӑван вӗсен ыйтӑвӗсем ҫине Сӑваплӑ Ҫыру тӑрӑх хуравланӑ. Вӑл хуравланӑ хыҫҫӑн итлекенсем кашнинчех ал ҫупнӑ. Ҫав ҫулхинех кӗркунне Расселл ытти хуласене кайнӑ, унта унӑн доклачӗсене итлеме ҫынсем нумай килнӗ. О’Коннор каллех Дублинра тӗлпулӑва ирттерме чӑрмантарма хӑтланнӑ, хальхинче вӑл хӑйпе пӗрле пуҫтах ҫынсене ҫӗр ҫын таранах илсе килнӗ, анчах та унта килнисем доклад калакан майлӑ пулнӑ.

Ҫав вӑхӑтра докладсене ялан тенӗ пекех Расселл тӑван тухса каланӑ, анчах та вӑл «ылмаштарми ҫын ҫуккине» ӑнланнӑ, мӗншӗн тесен «ҫак ӗҫ этемрен мар, Турӑран». Библи ҫинче никӗсленнӗ докладсем ҫынсене чӑнлӑхпа паллаштарма питӗ лайӑх пулӑшнӑ, вӗсене каярахпа пухӑвӑн тӗлпулӑвӗсенче тӑтӑшах тума пуҫланӑ. Доклад итленипе нумайӑшӗ чӑнлӑхпа паллашнӑ, ҫапла вара Ирландири хуласенче пухусем йӗркеленсе кайнӑ. (Великобританири пирӗн архивсенчен.)

^ 3 абз. Икӗ ҫултан «Титаник» путса анса кайнӑ.

^ 9 абз. «Лузитания» 1915 ҫулхи май уйӑхӗнче Ирландин кӑнтӑр енчи ҫыран ҫывӑхӗнче торпеда лекнипе шыва путнӑ.