Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

Вулакансен ыйтӑвӗсем

Вулакансен ыйтӑвӗсем

Мӗншӗн Иегова Свидетелӗсен публикацийӗсене харпӑр хӑй сайчӗсенче е социаллӑ сетьсенче вырнаҫтарма юрамасть?

Библи тӑрӑх ҫырнӑ публикацисене тата ытти материалсене эпир тӳлевсӗр салатнӑран хӑшӗ-пӗрисем вӗсене урӑх сайтсенче е социаллӑ сетьсенче вырнаҫтарма юрать тесе шутлаҫҫӗ. Чӑннипе вара ҫакӑ пирӗн интернет-ресурссемпе «Усӑ курмалли йӗркене» * пӑсать тата пысӑк йывӑрлӑхсем патне илсе ҫитерме пултарать. «Усӑ курмалли йӗркере» тӳррӗн каланӑ: «Пирӗн интернет-ресурссенчи ӳкерчӗксене, электронлӑ публикацисене, суту-илӳ маркисене, кӗвӗ-юрӑсене, сӑнӳкерчӗксене, видеосене тата статьясене интернетра (нимӗнле сайтсенче те, файлсене е видеосене уҫласа илмелли сервиссенче те, социаллӑ сетьсенче те) вырнаҫтарма юрамасть». Мӗншӗн ҫакӑн пек мерӑсем йышӑнмалла пулнӑ?

Автор правипе хӳтӗленӗ пирӗн организацин материалӗсене урӑх сайтсенче вырнаҫтарма юрамасть

Пирӗн интернет-ресурссенчи материалсене пурне те автор прави хӳтӗлет. Чӑнлӑхран пӑрӑнса кайнӑ ҫынсем тата пирӗн организацие хирӗҫ тӑракан ытти ҫынсем пирӗн тӑвансене те, ыттисене те хӑйсен сайчӗсене кӗме илӗртес тесе Иегова Свидетелӗсен публикацийӗсемпе усӑ кураҫҫӗ. Ҫав сайтсен тӗллевӗ — иккӗленӳ вӑратасси (Пс. 25:4; Ытар. 22:5). Хӑш-пӗрисем рекламӑра, хӑйсен приложенийӗсенче тата тавар сутас тесе пирӗн публикацисенчи материалсемпе тата пирӗн логотипсемпе усӑ кураҫҫӗ. Саккун автор правине тата суту-илӳ маркисене хӳтӗлет, ҫавӑнпа пирӗн ыттисене хамӑрӑн организацин кирек мӗнле материалӗсемпе тата логотипӗсемпе тӗрӗс мар усӑ курма пӑрахтарма право пур (Ытар. 27:12). Эпир кама та пулин, ҫав шутрах пухури тӑвансене те, пирӗн материалсене урӑх сайтсенче вырнаҫтарма е суту-илӳ тӑвас тесе пирӗн логотипсемпе усӑ курма ирӗк парсан, пире хирӗҫ тӑракансене тата суту-илӳ фирмисене пирӗн материалсемпе хӑйсене кирлӗ пек усӑ курма чармалла чухне суд пирӗн майлӑ тӑмасан та пултарать.

Хамӑрӑн публикацисене пирӗн официаллӑ интернет-ресурссемсӗр пуҫне урӑх сайтсенчен уҫласа илни хӑрушлӑха кӗртсе ӳкерме пултарать. Иегова хӑйӗн ӗҫлекенӗсене «вӑхӑтра апат парса тӑма... шанчӑклӑ та ӑслӑ чурана» анчах хушнӑ (Матф. 24:45). Ҫакна тӑвас тесе «чура» пирӗн организацин официаллӑ интернет-ресурсӗсемпе ҫеҫ усӑ курать. Унта реклама е Сатанан тӗнчи саракан суя информаци пулас ҫуккине ҫирӗп шанма пултаратпӑр. Хамӑрӑн публикацисене урӑх интернет-ресурссенчен илетпӗр пулсан, ҫав публикацисене улӑштарман тесе ҫирӗппӗн калама ҫук (Пс. 17:27; 18:9).

Унсӑр пуҫне, пирӗн материалсене комментарисем ҫырма май паракан сайтсенче вырнаҫтарсан, ҫакӑ тепӗр хӑрушлӑха кӗртсе ӳкерме пултарать: чӑнлӑхран пӑрӑнса кайнӑ ҫынсем тата пире хирӗҫ тӑракан ытти ҫынсем ҫак майпа усӑ курса пире Иеговӑн организацине шанма пӑрахтарас тесе хӑтланма пултараҫҫӗ. Ҫакнашкал сайтсене кӗрекен хӑш-пӗр тӑвансене тавлашусене хутшӑнтарса янӑ, ҫавна пула Иеговӑн ячӗ тата ытларах вараланнӑ. Интернетри форумсем «хирӗҫ пыракансене... йӑвашшӑн» ӳкӗтлемелли вырӑн мар (2 Тим. 2:23—26; 1 Тим. 6:3—5). Унсӑр пуҫне, пирӗн организацин, Ертсе пыракан советӑн е ҫав совета кӗрекен тӑвансен ячӗпе суя сайтсемпе социаллӑ сетьсенчи страницӑсене тӑвакансем те пур. Анчах та Ертсе пыракан советри тӑвансен нихӑшӗн те сайт та, социаллӑ сетьсенчи страницӑсем те ҫук.

Ҫынсене пирӗн организацин официаллӑ интернет-ресурсӗсемпе паллаштарнине пула ырӑ хыпар сарӑлсах пырать (Матф. 24:14). Ырӑ хыпар сарма пулӑшакан пирӗн интернет-ресурссене лайӑхлатсах тӑраҫҫӗ. Пирӗн вӗсемпе пурне те усӑ куртарас килет. Ҫавӑнпа, «Усӑ курмалли йӗркере» каланӑ пек, эпир кирек мӗнле публикацин электронлӑ экземплярне те е пирӗн интернет-ресурссенчи материалсем ҫине яракан каҫӑна электронлӑ почтӑпа ҫынсене ярса пама пултаратпӑр. Чӑнлӑхпа интересленекен ҫынсене хамӑрӑн интернет-ресурссемпе паллаштарса эпир «апата... шанчӑклӑ та ӑслӑ чура» урлӑ кӑна илсе тӑмаллине кӑтартатпӑр.

^ 1 абз. «Усӑ курмалли йӗрке» каҫӑна пирӗн интернет-ресурссенчи тӗп страницӑра аялта тупма пулать. Унта ҫырса панӑ правилӑсене пирӗн организацин кирек мӗнле материалӗпе те усӑ курнӑ чухне ҫирӗп тытса тӑмалла.