Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

Биографи

Чухӑнччӗ, халӗ пуян

Чухӑнччӗ, халӗ пуян

Эпӗ Либерти ятлӑ пысӑках мар хулара (АПШ, Индиана штачӗ) пӗчӗк йывӑҫ пӳртре ҫуралнӑ. Ун чухне аттепе аннен виҫӗ ача пулнӑ: икӗ хӗрпе арҫын ача. Каярахпа ман хыҫҫӑн вӗсен тепӗр ик арҫын ачапа хӗр ҫуралчӗҫ.

Эпӗ ҫуралнӑ пӗчӗк пӳрт

ЭПӖ шкулта вӗреннӗ ҫулсенче пирӗн хулара ним улшӑнманпа пӗрехчӗ. Вӗренессе те пӗрремӗш класран пуҫласа шкул пӗтеричченех ҫав ачасемпех вӗрентӗм. Хулари ҫынсем пурте тенӗ пекех пӗр-пӗрне пӗлетчӗҫ.

Эпӗ ҫичӗ ачаран пӗриччӗ. Мӗн ачаранах фермер ӗҫне тума вӗренеттӗм

Либерти ҫывӑхӗнче пысӑках мар фермӑсемччӗ, унта ытларах чухне кукуруза акса ӳстеретчӗҫ. Эпӗ пӗчӗк пулнӑ чухне атте пӗр фермер патӗнче ӗҫлетчӗ. Яш ача чухнех эп тракторпа ҫӳреме тата ытти ӗҫсене тума та вӗрентӗм.

Атте ҫамрӑккине эпӗ нихӑҫан та курман. Эп ҫуралнӑ чухне вӑл 56 ҫултаччӗ, анне вара — 35-реччӗ. Атте ҫирӗп сывлӑхлӑ, кӗрнеклӗ, хыткантарах арҫынччӗ. Вӑл питӗ ӗҫченччӗ, пире те ӗҫе юратма вӗрентрӗ. Унӑн ӗҫ укҫи пысӑках марччӗ пулсан та, пирӗн пурӑнмалли вырӑн та, тӑхӑнмалли те, ҫимелли те яланах пулнӑ. Атте пирӗнпе нумай вӑхӑт ирттеретчӗ. Вӑл 93 ҫулта вилчӗ, анне вара — 86-ра. Вӗсем Свидетельсем пулман. Ман пӗр шӑллӑм анчах чӑнлӑха йышӑнчӗ. 1970 ҫулсен пуҫламӑшӗнче пухусенче старейшинӑсен совечӗсем йӗркеленсе кайнӑранпах вӑл старейшина пулса Турӑшӑн шанчӑклӑн ӗҫлесе тӑрать.

ҪАМРӐК ЧУХНЕ

Анне Турра питӗ хытӑ ӗненетчӗ. Кашни вырсарникунах вӑл пире баптистсен чиркӗвне илсе каятчӗ. 12-ре чухне эпӗ пӗрремӗш хут Троица ҫинчен илтрӗм. Интереслӗ пулса кайнӑран эпӗ аннерен ыйтрӑм: «Иисус пӗр вӑхӑтрах Ывӑл та, Атте те мӗнле пулма пултарать-ха?» Астӑватӑп, вӑл мана: «Ку вӑрттӑнлӑх, ывӑлӑм. Ӑна ҫын ӑнланса ҫитереес ҫук»,— терӗ. Ку маншӑн чӑнах та вӑрттӑнлӑх пулчӗ. Ҫав-ҫавах эпӗ 14 ҫулта кил ҫывӑхӗнчи пӗчӗк юханшывра шыва кӗтӗм. Мана Троица ячӗпе виҫӗ хутчен шыва чиксе кӑларчӗҫ.

1952 ҫул. 17 ҫулта, мана ҫара илсе кайиччен.

Аслӑ классенче манӑн пӗр тус пурччӗ, вӑл боксерччӗ. Вӑл мана та ҫак спорт вӑййине хутшӑнма ӳкӗте кӗртрӗ. Эпӗ «Ылтӑн перчетке» ятлӑ боксерсен клубне ҫӳреме пуҫларӑм, анчах та манран лайӑх боксер пулмарӗ. Амӑртура темиҫе хут кӗрешнӗ хыҫҫӑн эпӗ бокса пӑрахрӑм. Каярахпа мана ҫара илсе кайрӗҫ, вара эпӗ Германие лекрӗм. Ҫарти пуҫлӑхсем манӑн организатор пултарулӑхӗ пур терӗҫ, ҫавӑнпа мана командирсен кӗҫӗн составӗн училищине вӗренме ячӗҫ. Вӗсем мана ҫарта хӑварасшӑн пулнӑ, ман вара ун пек кӑмӑл ҫукчӗ. Икӗ ҫултан, 1956 ҫулта, мана хисеп тусах запаса кӑларчӗҫ. Кӗҫех эпӗ пачах урӑх ҫар ҫынни пулса тӑтӑм.

1954 — 1956 ҫулсем. АПШ ҫарӗнче икӗ ҫул хушши салтакра пултӑм.

ҪӖНӖ ПУРНӐҪ

Чӑнлӑха пӗличчен эпӗ «чӑн-чӑн арҫын» пулас тесе тӑрӑшаттӑмччӗ. Таврари ҫынсемпе фильмсем вӑйлӑ витӗм кӳнӗрен эпӗ чӑн-чӑн арҫынсен мӗнле пулмалли пирки йӑнӑш шутланӑ. Библи ҫинчен калаҫса ҫӳрекенсем «чӑн-чӑн арҫын» пулма пултараймаҫҫӗ пек туйӑнатчӗ. Анчах та каярахпа эпӗ мӗн пӗлни ман пурнӑҫа тӗппипех улӑштарчӗ. Пӗррехинче хамӑн хӗрлӗ кабриолетпа хулапа пынӑ чухне эпӗ икӗ хӗр мана чарӑнма ыйтса ал сулнине куртӑм. Вӗсем ман аппан упӑшкин йӑмӑкӗсем пулнӑ. Ҫав хӗрсем Иегова Свидетелӗсем пулнӑ, вӗсем мана «Хурал башнипе» «Вӑранӑр!» журналсене вулама паратчӗҫ. Эпӗ вӑл журналсене вуласа ӑнланас та ҫук тесе шутлаттӑм. Анчах та ку хутӗнче вӗсем мана хӑйсен килӗнче иртекен пухӑвӑн кӗнеке вӗренӗвне чӗнчӗҫ. Унта пӗчӗк ушкӑнпа Библи вӗренетчӗҫ. Эпӗ вӗсене шухӑшласа пӑхатӑп терӗм. Хӗрсем йӑл кулса: «Сӑмах паратӑн-и?» — тесе ыйтрӗҫ. «Сӑмах паратӑп»,— терӗм.

Эпӗ ҫапла сӑмах панӑшӑн кайран ӳкӗнтӗм, анчах та каялла чакма ҫукчӗ. Вара каҫхине ҫав тӗлпулӑва кайрӑм. Пуринчен ытла мана ачасем Библие ҫав тери лайӑх пӗлни тӗлӗнтерчӗ. Эпӗ аннепе нумай ҫул хушши чиркӗве ҫӳренӗ пулсан та Библире мӗн ҫырнине пӗлменпе пӗрехчӗ! Манӑн ытларах пӗлес кӑмӑл ҫуралчӗ, ҫавӑнпа Библи вӗренме килӗшрӗм. Пӗрремӗш занятисенче эпӗ Пурне те Тума Пултаракан Туррӑн ячӗ Иегова иккенне пӗлтӗм. Астӑватӑп, пӗррехинче эпӗ аннерен Иегова Свидетелӗсем камсем вӗсем тесе ыйтрӑм. Вӑл мана: «Вӗсем темле Иегова ятлӑ мучие ӗненеҫҫӗ»,— терӗ. Анчах та халӗ манӑн куҫсем уҫӑлчӗҫ!

Эпӗ чӑнлӑха тупнине ӑнланса илтӗм, вара питӗ хӑвӑрт ҫитӗнӳсем тума пуҫларӑм. 1957 ҫулхи март уйӑхӗнче, ҫав тӗлпулу хыҫҫӑн тӑхӑр уйӑх иртсен, эпӗ шыва кӗтӗм. Манӑн шухӑш-кӑмӑл тӗпренех улшӑнчӗ. Унччен эпӗ «чӑн-чӑн арҫын» пулма тӑрӑшаттӑм, халӗ вара, ҫав вӑхӑта аса илнӗ май, эпӗ чӑн-чӑн арҫын пуласси мӗне пӗлтернине Библирен пӗлнишӗн питӗ савӑнатӑп. Иисус пӗр ҫитменлӗхсӗр, ҫирӗп те вӑйлӑ арҫын пулнӑ. Унпа нимӗнле арҫын та танлашаймасть. Анчах вӑл нихӑҫан та никампа та ҫапӑҫман. Ун ҫинче ҫак пророкла калани пурнӑҫланнӑ: «Ӑна асаплантарнӑ, анчах Вӑл ҫакна Хӑй ирӗкӗпе тӳснӗ» (Исаия 53:2, 7). Эпӗ Христосӑн чӑн-чӑн вӗренекенӗн «пуринпе те ӑшӑ кӑмӑллӑ» пулмаллине пӗлтӗм (2 Тим. 2:24).

1958 ҫулта эпӗ пионер пулса ӗҫлеме пуҫларӑм. Анчах та кӑшт вӑхӑт иртсен вӑхӑтлӑха пионер ӗҫне хӑвартӑм. Мӗншӗн? Эпӗ авланма шут тытрӑм. Манӑн арӑм Глория пулса тӑчӗ — пухӑвӑн кӗнеке вӗренӗвне пыма чӗнекен икӗ ҫамрӑк хӗртен пӗри. Эпӗ ӑна качча илнишӗн нихӑҫан та ӳкӗнмен. Глория маншӑн сайра-хутра тӗл пулакан бриллиант пекех. Унпа мӑшӑрланни мана телейлӗ турӗ!

Хӑй пирки Глория акӑ мӗн каласа парать: «Пирӗн ҫемьере 17 ачаччӗ. Анне Иеговӑшӑн шанчӑклӑн ӗҫлесе тӑратчӗ. Вӑл эпӗ 14-ра чухне вилчӗ. Ҫавӑн хыҫҫӑн атте Библи вӗренме пуҫларӗ. Ун чухне вӑл шкул директорӗнчен аппапа иксӗмӗре шкула черетпе ҫӳреме ирӗк пама ыйтрӗ. Директор хирӗҫ пулмарӗ. Ман аппа ун чухне аслӑ классенче вӗренетчӗ. Пирӗнтен пӗри шкула каятчӗ, тепри кӗҫӗннисене пӑхма тата каҫхине атте килнӗ ҫӗре апат пӗҫерсе хума килте юлатчӗ. Ҫапла аппа шкул пӗтеричченех майлашӑнса пурӑнтӑмӑр. Библи вӗренме пире икӗ ҫемье пулӑшатчӗ. Юлашкинчен 17 ачаран 11-шӗ Иеговӑшӑн ӗҫлеме пуҫларӗҫ. Мана ырӑ хыпар сарма килӗшетчӗ, анчах та эпӗ яланах вӑтанчӑклӑхпа кӗрешеттӗм. Нумай ҫул хушши ӗнтӗ Сэм мана ҫак кӗрешӳре пулӑшса тӑрать».

Эпир Глорияпа 1959 ҫулхи февраль уйӑхӗнче мӑшӑрлантӑмӑр. Пионерсем пулса ӗҫлеме пире килӗшетчӗ, анчах та эпир Вефильте ӗҫлеме ӗмӗтленеттӗмӗр. Ҫавӑнпа ҫав ҫултах июльте Вефильте ӗҫлеме заявлени ҫыртӑмӑр. Унта ӗҫлесси пирки пирӗнпе Саймон Крейкер тӑван калаҫрӗ. Вӑл хальлӗхе Вефиле мӑшӑрсене чӗнмеҫҫӗ терӗ. Ҫав-ҫавах эпир хамӑрӑн ӗмӗте пӑрахмарӑмӑр. Анчах та вӑл нумай ҫул иртсен тин пурнӑҫланчӗ.

Эпир тӗп управление пире хыпарҫӑсем ҫитсех кайман вырӑна яма ыйтса ҫыру ҫырса ятӑмӑр. Пире пӗр вырӑна анчах кайма сӗнчӗҫ — Пайн-Блафф хулана (Арканзас штачӗ). Ун чухне ҫав хулара икӗ пуху кӑначчӗ: пӗри шурӑ ӳтлисем валли, тепри хура ӳтлисем валли. Пире хура ӳтлисен пухӑвне ячӗҫ, унта 14 хыпарҫӑччӗ.

СЕГРЕГАЦИПЕ ТАТА РАСИЗМПА ТӖЛ ПУЛАТПӐР

Тен, эсир мӗншӗн Иегова Свидетелӗсем сегрегаци саккунне пӑхӑннӑ тесе тӗлӗнетӗр. Кӗскен каласан, ҫав вӑхӑтра урӑхла май пулман. Ҫав саккун тӑрӑх, тӗрлӗ раса ҫыннисен пӗрле пухӑнма юраман. Ҫав йӗркене пӑсакансене хаяррӑн хӗсӗрленӗ. Нумай хулари тӑвансем Турӑ Патшалӑхӗн залне тӗрлӗ раса ҫыннисем пӗрле пуҫтарӑннӑшӑн ҫӗмӗрсе тӑкасран хӑратчӗҫ. Ҫавӑн пекки пулкаланӑччӗ. Хура ӳтлӗ Свидетельсем шурӑ ӳтлисем пурӑнакан районта килрен киле ырӑ хыпар сарсан вӗсене арестлеме тата хӗнеме те пултарнӑ. Ҫавӑнпа ырӑ хыпар сарас ӗҫ малалла та пытӑр тесе эпир ҫав саккуна пӑхӑнаттӑмӑр, лару-тӑру улшӑнасса та кӗтеттӗмӗр.

Ырӑ хыпар сарнӑ чухне йывӑрлӑхсемсӗр пулмастчӗ. Хӑш-пӗр чухне хура ӳтлисем пурӑнакан вырӑнта килрен киле ҫӳренӗ чухне алӑка шурӑ ӳтлисем уҫатчӗҫ. Ун пек чухне пирӗн хӑвӑрттӑн йышӑну тумаллаччӗ: е хамӑр мӗншӗн килнине кӗскен каламаллаччӗ, е ҫуртсене пӑтраштартӑмӑр темеллеччӗ. Ҫавнашкал лару-тӑруччӗ ун чухне.

Пионерсем пулса ӗҫленӗ май хамӑра мӗн кирлипе тивӗҫтерес тесе пирӗн йывӑр ӗҫлеме тиветчӗ. Ытларах чухне пире кунне виҫӗ доллар тӳлетчӗҫ. Глория темиҫе ҫурта тасатса тирпейлетчӗ. Пӗр килте мана ӑна пулӑшма ирӗк пачӗҫ, вара эпир ӗҫсене икӗ хут хӑвӑртрах туса пӗтереттӗмӗр. Пире унта кӑнтӑрлахи апат ҫитеретчӗҫ. Ҫав апат шӑнтса хунӑ апатчӗ, эпир ӑна ӑшӑтаттӑмӑр та ҫурмалла пайлаттӑмӑр. Унсӑр пуҫне, Глория пӗр килте кашни эрнере япаласем утюглатчӗ, эпӗ вара садра ӗҫлеттӗм, кантӑксем ҫӑваттӑм тата ытти ӗҫсене те тӑваттӑм. Ҫавӑн пекех эпир пӗр шурӑ ӳтлисен килӗнче кантӑксем ҫӑваттӑмӑр: Глория шал енчен, эпӗ вара тул енчен. Ҫав ӗҫпе пирӗн кун иртетчӗ, ҫавӑнпа пире кӑнтӑрла апат ҫитеретчӗҫ. Глория пӳртре хуҫасенчен уйрӑммӑн ҫиетчӗ, эпӗ вара — гаражра. Эпӗ хирӗҫ марччӗ. Апачӗ тутлӑччӗ. Шел пулин те, ҫав ҫемьен шухӑш-кӑмӑлӗ ҫине таврари ҫынсем витӗм кӳнӗ, хӑйсем вара вӗсем ырӑ ҫынсемччӗ. Астӑватӑп, пӗррехинче эпир заправкӑна кӗтӗмӗр. Машинӑна бензин ярсан эпӗ унта ӗҫлекенрен Глориян туалета кайса килме юрать-и тесе ыйтрӑм. Вӑл ман ҫине ҫиллессӗн пӑхса илчӗ те: «Туалет хупӑ»,— тесе мӑкӑртатрӗ.

ТӖНЧЕ ЫРӐ ҪЫНСЕМСӖР МАР

Пухури тӑвансем хушшинче эпир хамӑра пачах урӑхла туяттӑмӑр. Ырӑ хыпар сарма та пире питӗ килӗшетчӗ. Пайн-Блаффа килсенех эпир пӗр арҫын тӑван патӗнче чарӑнтӑмӑр, вӑл пухӑвӑн ӗҫлекенӗччӗ (халӗ старейшинӑсен совечӗн координаторӗ теҫҫӗ). Унӑн арӑмӗ Свидетель марччӗ, Глория унпа Библи вӗренме пуҫларӗ. Эпӗ вара вӗсен хӗрӗпе тата унӑн упӑшкипе вӗренме тытӑнтӑм. Вӑхӑт иртсен амӑшӗпе хӗрӗ Иеговӑшӑн ӗҫлеме шут тытрӗҫ те шыва кӗчӗҫ.

Эпир шурӑ ӳтлисен пухӑвӗнче ҫывӑх туссем тупрӑмӑр. Вӗсем пире каҫхи апата чӗнетчӗҫ, анчах та никам та ан куртӑр тесе эпир вӗсем патне тӗттӗмленсе ларсан тин каяттӑмӑр. Ҫав вӑхӑтра ку-клукс-клан — расизмпа пусмӑрлӑх майлӑ тӑракан организаци — ҫыннисем питӗ активлӑччӗ. Пӗр арҫын халь те куҫ умӗнче. Вӑл Хеллоуин уявӗ кун капюшонлӑ, шурӑ тӗслӗ шалпар вӑрӑм тумтир тӑхӑнса янӑскер крылца ҫинче мӑнкӑмӑллӑн пӑхса ларатчӗ. Ҫакӑн пекрех тумтире ку-клукс-клан ҫыннисем тӑхӑнса ҫӳретчӗҫ. Анчах та ниме пӑхмасӑрах пирӗн тӑвансем ыттисемпе ырӑ кӑмӑллӑ пулма тӑрӑшатчӗҫ. Пӗррехинче ҫулла конгреса кайма пире укҫа кирлӗ пулчӗ. Пӗр арҫын тӑван пирӗн 1950 ҫулхи «Форда» туянма килӗшрӗ. Уйӑх иртсен пирӗнпе кӗтмен япала пулса тухрӗ. Эпир кунӗпе шӑрӑхра килрен киле ырӑ хыпар сартӑмӑр тата Библи вӗренӗвӗсене ирттертӗмӗр. Ывӑннӑскерсем киле таврӑнсан кил умӗнче хамӑрӑн машина тӑнине куртӑмӑр. Эпир ҫав тери тӗлӗнсе кайрӑмӑр! Малти кантӑк ҫине хут таткине хӗстерсе хунӑччӗ, унта ҫапла ҫырнӑччӗ: «Тархасшӑн, хӑвӑрӑн машинӑна каялла илӗр. Ку манран сире валли парне. Сирӗн тӑванӑр».

Пӗр хӗрарӑм тӑванӑн ырӑ ӗҫӗ ҫинчен нихӑҫан та манассӑм ҫук. 1962 ҫулта мана Сӑваплӑ ӗҫӗн шкулне Саут-Лансинга (Нью-Йорк штачӗ) вӗренме чӗнчӗҫ. Ҫав шкулта пухӑвӑн ӗҫлекенӗсемпе район надзирателӗсене уйӑх хушши вӗрентетчӗҫ. Мана чӗннӗ чухне эпӗ ӗҫсӗр лараттӑм, укҫи те аран-аран ҫитсе пыратчӗ. Анчах та ун чухне мана Пайн-Блаффри пӗр телефон компанийӗнче ӗҫе йышӑнатпӑр терӗҫ. Унта ӗҫлеме кайнӑ пулсан эпӗ ҫав компанире пӗрремӗш хура ӳтлӗ ҫын пулаттӑмччӗ. Эпӗ мӗн тумаллине пӗлмерӗм. Нью-Йорка кайма укҫа ҫукчӗ, ҫавӑнпа вӗренме каяс вырӑнне ҫав ӗҫе кайма шутларӑм. Эпӗ тӑвансем патне ҫыру ҫырма ларнӑпа пӗрехчӗ, анчах та малалла мӗн пулса иртни нихӑҫан та асран тухас ҫук.

Ирпе ирех алӑкран шаккарӗҫ. Ку пирӗн пухури хӗрарӑм тӑван пулчӗ, унӑн упӑшки Иеговӑна ӗненмен. Ҫав тӑван мана укҫапа туп-тулли тултарнӑ конверт тыттарчӗ. Нью-Йорка кайма ман валли укҫа пухас тесе вӑл хӑйӗн пӗчӗк ачисемпе пӗрле ирех тӑрса мамӑк купалама уя ҫӳренӗ. Вӑл каларӗ: «Кай та лайӑх вӗрен, кайран пире вӗрентетӗн». Кӑштахран эпӗ телефон компанийӗнче пилӗк эрнерен ӗҫлеме тытӑнсан эсир килӗшетӗр-и тесе ыйтрӑм. Мана хыттӑн «ҫук» терӗҫ. Анчах та ҫавӑн чухне мана пурпӗрехчӗ, мӗншӗн тесен эпӗ йышӑну турӑм ӗнтӗ. Ҫав ӗҫе кайманшӑн эпӗ питӗ савӑнатӑп!

Пайн-Блаффра ырӑ хыпар сарни ҫинчен Глория акӑ мӗн аса илет: «Эпӗ ҫав территорие юратса пӑрахрӑм! Манӑн 15—20 Библи вӗренӗвӗччӗ. Ирхине эпир килрен киле ырӑ хыпар сарса ҫӳреттӗмӗр, кайран вара кунӗпех ҫынсемпе Библи вӗренеттӗмӗр. Хӑш-пӗр чухне каҫхине 11-те тин киле таврӑнаттӑмӑр. Иеговӑшӑн ҫапла ӗҫлеме мана питӗ килӗшетчӗ! Эпӗ халӗ те хаваспах ҫаплах ӗҫленӗ пулӑттӑм. Тӗрӗссипе каласан, манӑн ҫак ӗҫе хӑварса упӑшкапа район надзирателӗн ӗҫне тӑвас килместчӗ, анчах та Иеговӑн урӑх плансем пулнӑ». Ҫакӑ чӑнах ҫапла.

РАЙОН НАДЗИРАТЕЛӖ ПУЛСА ӖҪЛЕТӖП

Пайн-Блаффра пионерсем пулса ӗҫленӗ чухне эпир ятарлӑ пионерсем пулма заявлени ҫыртӑмӑр. Ҫапла ӗҫлеме пуҫласса эпир питӗ кӗтеттӗмӗрччӗ, мӗншӗн тесен область надзирателӗ пире Техасри пухӑва ятарлӑ пионерсем пек пулӑшма ярасшӑнччӗ. Эпир хаваспах кайнӑ пулӑттӑмӑрччӗ. Пӗрмаях почта ещӗкне пӑхаттӑмӑр, анчах та Обществӑран ҫыру ҫукчӗ. Кайран вара тинех ҫыру килчӗ — мана район надзирателӗ пулма лартрӗҫ! Ҫакӑ 1965 ҫулхи январь уйӑхӗнче пулчӗ. Ҫав вӑхӑтра Лион Уивер тӑвана та район надзирателӗн ӗҫне тума хушнӑ, халӗ вӑл Пӗрлешӳллӗ Штатсенчи филиал Комитечӗн координаторӗ пулса ӗҫлет.

Ҫӗнӗ тивӗҫе парсан эпӗ хытӑ пӑшӑрханаттӑм. Пӗр ҫул маларах манӑн анкетӑна Джеймс Томпсон область надзирателӗ пӑхса тухнӑ. Вӑл ырӑ кӑмӑлпа манӑн хӑш енчен лайӑхланмалли ҫинчен тата лайӑх район надзирателӗн мӗнле енсем пулмалли ҫинчен каларӗ. Ҫав ӗҫе тума тытӑнсан эпӗ унӑн канашӗсем мӗн тери усӑллӑ пулнине куртӑм. Район надзирателӗн ӗҫне тунӑ чухне эпӗ пӗрле ӗҫлесе курнӑ область надзирателӗсенчен пӗрремӗшӗ Томпсон тӑван пулчӗ. Ҫав шанчӑклӑ тӑванран нумай мӗне вӗрентӗм.

Мана опытлӑ тӑвансем пулӑшса тӑчӗҫ. Эпӗ вӗсене питӗ пархатарлӑ

Ун чухне район надзирателӗсене нумаях вӗрентмен. Пӗрремӗш эрнинче эпӗ мана вӗрентекен район надзирателӗ хӑйӗн ӗҫне мӗнле тунине сӑнарӑм, тепӗр эрнинче вара урӑх пухӑва кайсан вӑл мана сӑнарӗ, ҫавӑн хыҫҫӑн канашсем пачӗ. Ҫакӑнпа вӗренӳ вӗҫленчӗ те. Астӑватӑп, эпӗ Глорияна: «Ман ӑна халех пӗртте ярас килмест»,— терӗм. Анчах вӑхӑт иртсен эпӗ пӗр питӗ кирлӗ япалана ӑнланса илтӗм: юнашар ялан лайӑх арҫын тӑвансем пулӗҫ, хӑв хирӗҫ пулмасан вӗсем сана пулӑшаҫҫех. Мана район надзирателӗ пулса ӗҫленӗ Джеймс Браун тата Вефильте ӗҫленӗ Фред Раск тӑвансем питӗ пысӑк пулӑшу пачӗҫ.

Ҫав вӑхӑтра расизм вӑйлансах пычӗ. Пӗррехинче эпир Теннесси штатӗнчи пӗр хулари пухӑва килтӗмӗр. Унта ку-клукс-клан ҫыннисен маршӗ иртрӗ. Тата эпӗ ушкӑнпа ырӑ хыпар сарнӑ хыҫҫӑн кафене апатланма кӗнине астӑватӑп. Туалет еннелле утнӑ чухне пӗр шурӑ ӳтлӗ арҫын пукан ҫинчен тӑрса ман хыҫҫӑн утнине асӑрхарӑм. Унӑн сӑн-пичӗ хаярччӗ тата татуировкисенчен вӑл расист пулни курӑнатчӗ. Ҫавна кура пӗр шурӑ ӳтлӗ арҫын тӑван, манран та, ҫав арҫынран та чылай тӗреклӗскер, пирӗн хыҫҫӑн туалета кӗчӗ. «Пурте йӗркеллех-и, Хёрд тӑван?» — тесе ыйтрӗ вӑл. Ҫав арҫын вара тӳрех тухса кайрӗ. Ӳт тӗсӗ расна пулнӑран мар, Адам ҫылӑхӗ витӗм кӳнине пула ҫынсем расистсем пулса тӑраҫҫӗ. Эпӗ ҫавна нумай хут куртӑм. Ҫакна та ӑнлантӑм: тӑванӑн ӳт тӗсӗ кирек мӗнле пулсан та вӑл тӑванах юлать, кирлӗ пулсан саншӑн вилме те хатӗр пулӗ.

ЧӐН-ЧӐН ПУЯНЛӐХ

Эпир 33 ҫул хушши ҫулҫӳрекен надзиратель ӗҫне туса тӑтӑмӑр, вӗсенчен 21 ҫул хушши эпӗ область надзирателӗ пулса ӗҫлерӗм. Ҫак ҫулсем хушшинче эпир илнӗ пиллӗхсен шучӗ те ҫук. Пирӗн пурнӑҫра интереслӗ ӗҫсем нумай пулса иртрӗҫ. Анчах та малта пире тата пӗр пиллӗх кӗтрӗ. 1997 ҫулхи август уйӑхӗнче пирӗн ӗмӗтленнӗ ӗмӗт пурнӑҫланчӗ. Пире Пӗрлешӳллӗ Штатсенчи Вефиле ӗҫлеме чӗнчӗҫ — пӗрремӗш хут заявлени ҫырнӑранпа 38 ҫул иртсен. Эпир сентябрьте Вефильте ӗҫлеме пуҫларӑмӑр. Пире вӑхӑтлӑха чӗннӗ пуль тенӗччӗ, анчах та веҫех урӑхла пулса тухрӗ.

Глорияна качча илнӗ чухне вӑл чӑн-чӑн бриллиант пекехчӗ, вӑл халӗ те ҫавах

Мана сӑваплӑ ӗҫ уйрӑмӗнче пулӑшма ячӗҫ. Унта эпӗ нумай мӗн ҫӗннине пӗлтӗм. Ҫав уйрӑмри тӑвансем старейшинӑсен совечӗсемпе район надзирателӗсем ҫырса янӑ кӑткӑс ыйтусене татса параҫҫӗ. Мана тӳсӗмлӗн вӗрентнӗшӗн эпӗ тӑвансене питӗ пархатарлӑ. Анчах та халӗ мана ҫав уйрӑма ӗҫлеме ярсан, эпӗ каллех хама ним пӗлмен ҫын пек туйнӑ пулӑттӑм пулӗ.

Пире Глорияпа иксӗмӗре Вефильте ӗҫлеме питӗ килӗшет. Эпир яланах ирех тӑраттӑмӑр, кунта вара ҫак йӑла пире питӗ кирлӗ пулчӗ. Пӗр ҫула яхӑн иртсен эпӗ Ертсе пыракан советӑн Сӑваплӑ ӗҫӗн комитетне пулӑшма пуҫларӑм. 1999 ҫулта вара мана Ертсе пыракан советӑн членӗ пулма лартрӗҫ. Кунта ӗҫлесе тӑнӑ май эпӗ нумай мӗне вӗрентӗм тата питӗ кирлӗ япалана ӑнлантӑм: христиансен пухӑвӗн пуҫӗ пӗр-пӗр ҫын мар, Иисус Христос.

1999 ҫултанпа эпӗ Ертсе пыракан советра вӑй хуратӑп

Хамӑн пурнӑҫ ҫине каялла ҫаврӑнса пӑхнӑ май эпӗ хӑш-пӗр чухне хама Амос пророк пекех туятӑп. Ҫав хӑйне кӗҫӗне хуракан кӗтӳҫӗ ахаль ҫынсем тӑвакан ӗҫе тунӑ — сикомор ҫимӗҫӗсене ҫиелтен касса ҫӳренӗ. Ҫав ҫимӗҫсем вара чухӑн ҫынсен апачӗ шутланнӑ. Ҫав-ҫавах Иегова Амоса хӑйӗн пророкӗ пулма лартнӑ. Турӑ хушнӑ ӗҫе туса тӑни ӑна питӗ нумай пиллӗх кӳнӗ (Ам. 7:14, 15). Иегова мана та, Индианӑри чухӑн фермер ывӑлне, асӑрханӑ. Шутсӑр нумай пиллӗх парса вӑл манӑн пурнӑҫа пуянлатрӗ! (Ытар. 10:22.) Чухӑн ҫемьере ҫуралса ӳснӗ пулсан та эпӗ чӑннипех те пуян пулса тӑтӑм — ун ҫинчен эпӗ ӗмӗтленмен те!