Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

Вулакансен ыйтӑвӗсем

Вулакансен ыйтӑвӗсем

Арҫын тӑван ют хӗрарӑмпа (е хӗрарӑм тӑван ют арҫынпа) витӗмлӗ сӑлтав ҫук ҫӗртенех килте иккӗшех ҫӗр каҫнӑ пулсан, ҫакӑ вӗсем аскӑн ӗҫ тунине кӑтартакан ҫирӗплетӳ шутланать-и тата старейшинӑсен ҫак ӗҫе пӑхса тухмалла-и?

Ҫапла. Пухури тӑван ҫавна витӗмлӗ сӑлтавсӑрах тунӑ пулсан, ҫакӑ вӑл аскӑн ӗҫ тунине кӑтартакан ҫирӗплетӳ шутланать. Ҫавӑнпа, айӑпа ҫӑмӑллатакан сӑлтавсем ҫук пулсан, пухури старейшинӑсем ҫак ӗҫе пӑхса тухмалли комитет йӗркелӗҫ (1 Кор. 6:18).

Старейшинӑсен совечӗ мӗн пулса иртнине тӗплӗн тӗпчесе тухнӑ хыҫҫӑн ҫак ӗҫе пӑхса тухма комитет йӗркелес е йӗркелес марри пирки йышӑну тӑвӗ. Тӗслӗхрен, старейшинӑсем ҫакӑн пек ыйтусене пӑхса тухӗҫ: ҫав ҫынсем хӗрпе каччӑ пек ҫӳреҫҫӗ-и? Вӗсене пӗр-пӗринпе мӗнле тытмалли пирки канаш панӑ пулнӑ-и? Мӗншӗн вӗсем пӗрле ҫӗр каҫнӑ? Вӗсем пӗрле ҫӗр каҫма маларах калаҫса татӑлнӑ-и? Вӗсен уйрӑм ҫӗр каҫма май пулнӑ-и? Е вӗсем урӑхла май пулман пирки пӗрле ҫӗр каҫнӑ? (Еккл. 9:11.) Вӗсем ӑҫта ҫывӑрнӑ: пӗр пӳлӗмре-и е тӗрлӗ пӳлӗмсенче-и? Лару-тӑру тӗрлӗрен пулма пултарать, ҫавӑнпа старейшинӑсем, тен, урӑх факторсене те шута илӗҫ.

Тӗплӗн тӗпченӗ хыҫҫӑн старейшинӑсен совечӗ ҫак ӗҫе пӑхса тухма комитет йӗркелес е йӗркелес марри пирки йышӑну тӑвӗ.