Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

Ҫак информаци чӑнах та тӗрӗс-и?

Ҫак информаци чӑнах та тӗрӗс-и?

«[«Пур факта та», ҪТ] итлесе пӗтермесӗрех хуравлакан — ӑссӑр ҫын, намӑс ӑна» (ЫТАР. 18:13).

ЮРӐСЕМ: 126, 95

1, 2. а) Пирӗн мӗн тума пӗлмелле тата мӗншӗн? ӑ) Ҫак статьяра эпир мӗн пӑхса тухӑпӑр?

ЧӐН христиансен информацие хак пама тата тӗрӗс пӗтӗмлетӳсем тума вӗренмелле (Ытар. 3:21—23; 8:4, 5). Унсӑрӑн Сатанапа ку тӗнче пире ҫӑмӑллӑнах улталӗҫ (Эф. 5:6; Кол. 2:8). Паллах, фактсене пӗтӗмпех пӗлмесӗр тӗрӗс пӗтӗмлетӳ тума май ҫук. Ытарӑшсем 18:13-мӗшӗнче каланӑ: «[«Пур факта та», ҪТ] итлесе пӗтермесӗрех хуравлакан — ӑссӑр ҫын, намӑс ӑна».

2 Айтӑр информацие хак пама тата тӗрӗс пӗтӗмлетӳсем тума мӗншӗн ҫӑмӑл маррине пӑхса тухар. Унсӑр пуҫне, ҫак статьяра эпир ҫавна тума пулӑшакан Библири принципсемпе тӗслӗхсене те пӑхӑпӑр.

«КИРЕК ЕПЛЕ СӐМАХА ТА» АН ӖНЕНӖР

3. Мӗншӗн Ытарӑшсем 14:15-мӗшӗнчи принципа тытса тӑмалла? (Статья пуҫламӑшӗнчи ӳкерчӗке пӑхӑр.)

3 Паян информаци таҫтан та килсе тӑрать: телевидени, интернет тата ытти массӑллӑ информаци хатӗрӗсем урлӑ. Унсӑр пуҫне, пирӗн туссем те электронлӑ почтӑпа е мессенджерсем урлӑ хыпарсем ярсах тӑраҫҫӗ. Хушӑран информаци юхӑмӗн вӗҫӗ-хӗрри те ҫук пек туйӑнать. Ҫавӑнпа та питӗ асӑрхануллӑ пулмалла. Пирӗн туссем ырӑ шухӑш-кӑмӑлпа хыпарсем яраҫҫӗ, анчах та ятарласах суя информаци саракан тата фактсене пӑсса калакан ҫынсем те сахал мар. Хамӑр мӗн илтнине тӗрӗс хак пама пире Библири мӗнле принципсем пулӑшма пултараҫҫӗ? Ытарӑшсем 14:15-мӗшӗнче каланӑ: «Ӑссӑрри кирек епле сӑмаха та ӗненет, ӑслӑ-тӑнли вара хӑйӗн ҫулне тимлӗн сӑнаса тӑрать».

4. Мӗн вуламаллине суйланӑ чухне Филиппӑ 4:8, 9 сӑвӑ йӗркисенчи принцип мӗнле пулӑшать? Мӗншӗн пирӗн тӗрӗс информацие пӗлме тӑрӑшмалла? («Шанӑҫа тивӗҫлӗ информаци ҫӑлкуҫӗ» рамкӑна пӑхӑр.)

4 Тӗрӗс йышӑну тума пире шанӑҫа тивӗҫлӗ фактсене пӗлни пулӑшать. Апла пулсан пирӗн мӗн вуламаллине суйланӑ чухне питӗ тимлӗ пулмалла. (Филиппӑ 4:8, 9 вуласа пар.) Шанӑҫа тивӗҫлӗ мар сайтсенчи хыпарсене тата хӑвӑра электронлӑ почтӑпа е мессенджерсем урлӑ ярса панӑ иккӗленӳллӗ информацие вуласа вӑхӑта сая ан ярӑр. Чӑнлӑхран пӑрӑнса кайнӑ ҫынсем тунӑ сайтсене кӗресрен уйрӑмах асӑрханмалла. Вӗсен тӗллевӗ пӗрре — Туррӑн шанчӑклӑ ӗҫлекенӗсен ӗненӗвне хавшатасси тата чӑнлӑха пӑсса улталасси. Тӗрӗслемен фактсем тӗрӗс йышӑнусем тума пулӑшма пултараймаҫҫӗ. Суя информаци хӑвӑрӑн ӑс-тӑнпа чӗре ҫине витӗм кӳмӗ тесе нихӑҫан та ан шутлӑр (1 Тим. 6:20, 21).

5. 10 разведчик израильтянсене мӗн каласа панӑ тата ҫакӑ халӑх ҫине мӗнле витӗм кӳнӗ?

5 Суя хыпарсене ӗненни инкек патне илсе ҫитерме пултарать. Аса илӗр-ха: Моисей вӑхӑтӗнче Пама пулнӑ ҫӗре пӑхса килсен 12 разведчикран 10-шӗ ҫав ҫӗр ҫинчен япӑх калаҫнӑ (Йыша шутл. 13:26—33). Вӗсем мӗн курни ҫинчен ӳстерсе каласа панӑ, ҫавна пула халӑх хуйха ӳкнӗ (Йыша шутл. 14:1—4). Мӗншӗн ҫапла пулса тухнӑ-ши? Тен, ҫынсем ку хыпар тӗрӗсех пуль, разведчиксенчен ытларахӑшӗ ҫапла калаҫҫӗ-ҫке тесе шутланӑ. Иисус Навинпа Халев шанӑҫа тивӗҫлӗ пулнӑ пулсан та, халӑх вӗсен сӑмахӗсене итлемен (Йыша шутл. 14:6—10). Фактсене тӗрӗслесе пӑхас тата Иеговӑна шанас вырӑнне халӑх япӑх хыпара ӗненсе лартнӑ. Вӗсем мӗн тери ӑссӑрла хӑтланнӑ!

6. Иеговӑн халӑхӗ пирки сӗмсӗррӗн суйса каланине илтсен мӗншӗн пирӗн тӗлӗнмелле мар?

6 Иеговӑн халӑхӗ пирки хыпарсем итленӗ чухне уйрӑмах асӑрхануллӑ пулмалла. Мӗншӗн? Сатана Туррӑн шанчӑклӑ ӗҫлекенӗсем ҫинчен элек сарса тӑнине ан манӑр (Ӳлӗм. 12:10). Иисус та тӑшмансем сире «тӗрлӗ усал сӑмахпа» хӑртӗҫ тесе асӑрхаттарнӑ (Матф. 5:11). Иисусӑн сӑмахӗсене асра тытатпӑр пулсан, Иеговӑн халӑхӗ пирки сӗмсӗррӗн суйса каланине илтсен тӗлӗнмӗпӗр.

7. Хыпара ыттисене ярса парас умӗн мӗн ҫинчен шухӑшламалла?

7 Сире электронлӑ почтӑпа мессенджерсем урлӑ туссемпе хутшӑнма килӗшет-и? Килӗшет пулсан, ҫӗнӗ хыпар пӗлсенех сирӗн, тен, ҫавӑн ҫинчен репортер пекех ыттисене пӗрремӗш каласа парас килет пулӗ. Анчах та хыпара ыттисене ярса парас умӗн хӑвӑртан ыйтӑр: «Ҫак информаци тӗрӗс тесе эпӗ ҫирӗппӗн калама пултаратӑп-и?» Ҫук пулсан, хӑвӑр та сисмесӗрех тӑвансем хушшинче суя информаци саракан пулса тӑма пултаратӑр. Ҫавӑнпа та иккӗленетӗр пулсан, хыпара кама та пулин ярса парас вырӑнне ӑна хуратса пӑрахӑр.

8. Хӑш-пӗр ҫӗршывсенче пирӗн тӑшмансем мӗн тӑваҫҫӗ тата хамӑр асӑрхануллӑ пулманнипе эпир вӗсене мӗнле пулӑшма пултаратпӑр?

8 Ним шутласа тӑмасӑрах ыттисене хыпарсем ярса парсан эпир вӗсене тепӗр хӑрушлӑха кӗртсе ӳкерме пултаратпӑр. Хӑш-пӗр ҫӗршывсенче ырӑ хыпар сарас ӗҫре чӑрмавсем кӑларса тӑратаҫҫӗ, теприсенче вара пирӗн ӗҫе пачах чарса лартнӑ. Тӑшмансем тӑвансене хӑратса ӳкерес тесе е пӗр-пӗрне шанма пӑрахтарас тесе ятарласа информаци сараҫҫӗ. Совет Союзӗнче акӑ мӗн пулнӑ. КГБ хӑш-пӗр яваплӑ арҫын тӑвансем Иеговӑн халӑхне сутнӑ тесе сӑмах кӑларнӑ *. Шел пулин те, нумайӑшӗ ҫак суя сӑмаха ӗненнӗ те Туррӑн организацийӗнчен уйрӑлса кайнӑ. Телее, каярахпа вӗсенчен нумайӑшӗ таврӑннӑ, анчах та пурте мар. Вӗсен ӗненӗвӗ арканнӑ (1 Тим. 1:19). Паян ун пекки пулса ан тухтӑр тесен мӗн тумалла? Япӑх хыпарсене е фактсемпе ҫирӗплетсе паман информацие ан сарӑр. Тӳрех ӗненсе лартма ан васкӑр, информаци тӗрӗссипе тӗрӗс маррине пӗлме тӑрӑшӑр.

ФАКТСЕНЕ ВЕҪЕХ ПӖЛМЕН ЧУХНЕ

9. Тӗрӗс пӗтӗмлетӳсем тума тата мӗн чӑрмантарма пултарать?

9 Информаци тӗрӗсех мар пулнӑран е фактсене веҫех пӗлмен пирки тӗрӗс пӗтӗмлетӳсем тума ҫӑмӑл пулмасан та пултарать. Хамӑра каласа панӑ хыпарта тӗрӗсси кӑшт кӑна пулсан, вӑл шанӑҫа тивӗҫлӗ-и вара? Ҫавнашкал хыпарпа хамӑра улталама парас мар тесен мӗн тумалла? (Эф. 4:14.)

10. Мӗншӗн израильтянсем хӑйсен тӑванӗсем ҫине вӑрҫӑпа тухма шутланӑ тата юн тӑкасран вӗсене мӗн пулӑшнӑ?

10 Айтӑр Иисус Навин вӑхӑтӗнче Иорданран хӗвеланӑҫ енче пурӑнакан израильтянсемпе мӗн пулса иртнине аса илер (Иис. Н. 22:9—34). Вӗсем Иорданран хӗвелтухӑҫ енче пурӑнакан израильтянсем (Рувим ывӑлӗсем, Гад ывӑлӗсем тата Манассиян ҫур йӑхӗ) Иордан хӗрринче парне вырӑнӗ туни ҫинчен илтнӗ. Ҫак хыпарта тӗрӗсси те пулнӑ. Иорданран хӗвеланӑҫ еннелле пурӑнакан израильтянсем ҫав хыпара илтнӗ-илтменех хӑйсен тӑванӗсем Иеговӑна хирӗҫ пӑлхав ҫӗкленӗ тесе шутланӑ, вара вӗсем ҫине вӑрҫӑпа кайма хатӗрленнӗ. (Иисус Навин 22:9—12 вуласа пар.) Телее, малтан вӗсем пур факта та пӗлес тесе шанӑҫа тивӗҫлӗ арҫынсене ярас тенӗ. Вӗсем мӗн пӗлсе килнӗ-ха? Хӗвелтухӑҫ енчи израильтянсем чӑнах та парне вырӑнӗ туса лартнӑ пулнӑ, анчах та парне кӳме мар. Ҫав парне вырӑнӗ вӗсем те Иеговӑшӑн шанчӑклӑн ӗҫлесе тӑни ҫинчен хӑйсен тӑхӑмӗсене аса илтерсе тӑмалла пулнӑ. Хыпара илтсен веҫех тӗрӗслесе пӑхнӑшӑн тата вӑрҫа тухманшӑн израильтянсем ҫав тери савӑннӑ пулӗ!

11. а) Мӗне пула Мемфивосфейӑн тӗрӗсмарлӑха тӳсме тивнӗ? ӑ) Ҫапла пулса ан тухтӑр тесен Давидӑн мӗн тумалла пулнӑ?

11 Пирӗн пирки те ҫурри тӗрӗс, ҫурри тӗрӗс мар информаци сарма пултараҫҫӗ. Давидпа тата Мемфивосфейпа мӗн пулса иртнине пӑхса тухар. Давид ырӑ та уҫӑ кӑмӑллӑ пулса Мемфивосфея унӑн аслашшӗн, Саулӑн, пӗтӗм уй-хирне тавӑрса панӑ (2 Патш. 9:6, 7). Анчах та каярахпа Давида Мемфивосфей ҫинчен ырӑ мар сӑмах пӗлтернӗ. Ҫав хыпар тӗрӗссипе тӗрӗс маррине пӗлме тӑрӑшмасӑрах Давид ӑна пурлӑхсӑр тӑратса хӑварнӑ (2 Патш. 16:1—4). Каярахпа вара Мемфивосфейпа калаҫнӑ хыҫҫӑн патша хӑй йӑнӑш тунине йышӑннӑ та ӑна унччен туртса илнӗ пурлӑхӑн пӗр пайне тавӑрса панӑ (2 Патш. 19:24—29). Анчах та Давид туйӑмсем хыҫҫӑн каяс вырӑнне информацие тӗрӗсленӗ пулнӑ пулсан, вӑл ҫак тӗрӗс мар ӗҫе туман пулӗччӗ.

12, 13. а) Хӑй ҫинчен элек сарнӑ чухне Иисус мӗн тунӑ? ӑ) Ҫавӑн пек лару-тӑрура пирӗн мӗн тумалла?

12 Кам та пулин хӑвӑр ҫинчен элек сарать пулсан эсир мӗн тунӑ пулӑттӑр? Иисус Христоспа Шыва кӗртекен Иоанн та унашкал лару-тӑрура пулса курнӑ. (Матфей 11:18, 19 вуласа пар.) Хӑйӗн ҫинчен элеклесе каланине илтсен Иисус мӗн тунӑ? Вӑл хӑйӗн ятне хӳтӗлес тесе вӑхӑтне те, вӑйне те яман. Ун вырӑнне вӑл ҫынсене фактсем ҫинчен — хӑй мӗн туни, мӗне вӗрентни ҫинчен — шухӑшлама хавхалантарнӑ. Иисус «ӑслӑлӑха хӑй ӗҫӗсем тӳрре кӑларчӗҫ» тенӗ.

13 Иисусӑн тӗслӗхӗ пире нумай япалана вӗрентме пултарать. Хӑш-пӗр чухне эпир пирӗн ҫинчен критиклесе е ним сӑлтавсӑрах айӑпласа калаҫнине илткелетпӗр. Тен, ун пек чухне пирӗн хамӑра тӳрре кӑларас килет. Пирӗн ҫинчен кам та пулин элек сарать пулсан, пирӗн ҫав сӑмахсем суя пулнине хамӑр пурнӑҫпа кӑтартмалла. Иисус тӗслӗхӗнчен ҫакӑ уҫҫӑн курӑнать: хамӑра тӗрӗс тытни суяна тӑрӑ шыв ҫине кӑларма май парать.

ХӐВӐР ҪИНЕ ЫТЛАШШИ АН ШАНӐР

14, 15. Хамӑр ӑстӑн ҫине шанни мӗншӗн хӑрушлӑха кӗртсе ӳкерме пултарать?

14 Шанӑҫа тивӗҫлӗ фактсене шыраса тупма ҫӑмӑл пулмасан та пултарать. Анчах та йывӑрлӑхӗ ку кӑна мар-ха. Хамӑрӑн ҫитменлӗхсем пурри те пире хытӑ чӑрмантарать. Иеговӑшӑн нумай ҫул хушши ӗҫленӗ май эпир, тен, вичкӗнрех пулса тӑтӑмӑр тата ыттисем пире ӑслӑ-тӑнлӑ йышӑнусем тума пултарнишӗн хисеплеҫҫӗ пулӗ. Ку питӗ лайӑх, анчах та кунта танатана лекес хӑрушлӑх ҫук-и?

15 Хамӑр ҫине ытлашши шанма пуҫласан эпир чӑнах та танатана лекме пултаратпӑр. Пирӗн туйӑмсемпе хамӑрӑн шухӑшсем витӗм кӳнине пула эпир лару-тӑрӑва тӗрӗс хак параймасан та пултаратпӑр. Пур факта та пӗлмен чухне те лару-тӑру пире пӗтӗмпех ӑнланмалла пек туйӑнма пултарать. Ҫавна пула хӑрушлӑха кӗрсе ӳкме пулать. Библи пире: «Хӑвӑн ӑстӑнна ан шан»,— тесе асӑрхаттарать (Ытар. 3:5, 6; 28:26).

16. Ресторанта пулса иртме пултарнӑ тӗслӗхе каласа парӑр. Том тӳрех мӗнле пӗтӗмлетӳсем тунӑ?

16 Ҫакӑн пек лару-тӑрӑва куҫ умне тӑратар. Калӑпӑр, Том ятлӑ опытлӑ старейшина ресторанта апат ҫинӗ чухне тепӗр старейшинӑна, Джона, пӗр хӗрарӑмпа ларнине курнӑ. Вӗсем питӗ кӑмӑллӑн калаҫса кулса ларнӑ тата пӗр-пӗрне ҫепӗҫҫӗн ыталаса та илнӗ. Том тӗлӗнсех кайнӑ, мӗншӗн тесен ку хӗрарӑм Джонӑн арӑмӗ мар-ҫке! Томӑн пуҫӗнче тӗрлӗ шухӑшсем явӑна пуҫланӑ: Джон арӑмӗпе уйрӑлать-ши вара? Унӑн арӑмӗпе ачисене мӗн кӗтет? Том ҫемьесем арканнине пӗрре ҫеҫ мар курнӑ. Ун вырӑнӗнче пулнӑ пулсан эсир мӗн шутланӑ пулӑттӑр?

17. Том каярахпа мӗн ҫинчен пӗлнӗ? Эпир ҫак лару-тӑруран мӗне вӗренме пултаратпӑр?

17 Пӗтӗмлетӳсем тума ан васкӑр. Том тӳрех Джон хӑйӗн арӑмне улталать тесе шутланӑ, анчах та вӑл пӗтӗм лару-тӑрӑва пӗлнӗ теме пулать-и? Ҫав каҫах Том Джон патне шӑнкӑравланӑ. Ҫав хӗрарӑм Джонӑн аппӑшӗ пулнине пӗлсен Томӑн чунӗ лӑштах пулнӑ пулӗ. Вӗсем пӗр-пӗрне темиҫе ҫулах курман пулнӑ. Аппӑшӗн вӑхӑчӗ питӗ сахал пулнӑ пирки вӗсем ресторанта каҫхи апат тума шутланӑ. Джонӑн арӑмӗ пырайман. Телее, Том хӑйне мӗн пӑшӑрхантарни ҫинчен никама та каласа паман. Эпир ҫакӑнтан мӗне вӗренме пултаратпӑр? Иеговӑшӑн нумай вӑхӑт хушши ӗҫлетпӗр пулсан та пирӗн тӗрӗс пӗтӗмлетӳ тӑвас тесен пӗтӗм фактсене пӗлмелле.

18. Мӗне пула эпир тӑвансем пирки тӗрӗс мар пӗтӗмлетӳсем тума пултаратпӑр?

18 Тӗрӗс пӗтӗмлетӳ тума пире тата мӗн чӑрмантарма пултарать? Характерсем тӗрлӗрен пулнӑран пухура кампа та пулин хирӗҫни. Хамӑр хушӑри уйрӑмлӑхсем ҫинчен яланах шутласа ҫӳресен эпир тӑван ҫине шанмасӑр пӑхма пуҫлама пултаратпӑр. Ун ҫинчен япӑх сӑмах илтсен вара ҫавна тӳрех ӗненсе лартас хӑрушлӑх пур. Ҫакӑнтан мӗне вӗренме пулать? Тӑвансем пирки япӑх шутласа пурӑнатпӑр пулсан эпир тӗрӗс пӗтӗмлетӳсем тӑваймастпӑр (1 Тим. 6:3—5). Тӑвансене кӗвӗҫес тата кураймасӑр пурӑнас вырӑнне пирӗн вӗсене юратмалла тата чун-чӗререн каҫармалла. (Колоссӑ 3:12—14 вуласа пар.)

БИБЛИРИ ПРИНЦИПСЕМ ПИРЕ ХӲТӖЛЕҪҪӖ

19, 20. а) Библири мӗнле принципсем пире информацие тӗрӗс хак пама пулӑшаҫҫӗ? ӑ) Тепӗр статьяра эпир мӗн пӑхса тухӑпӑр?

19 Хальхи вӑхӑтра кирлӗ фактсене пухса тӗрӗс пӗтӗмлетӳ тума питӗ йывӑр, мӗншӗн тесен ҫурри тӗрӗс, ҫурри тӗрӗс мар е пачах тӗрӗс мар информаци анлӑ сарӑлнӑ. Унсӑр пуҫне, пире хамӑрӑн ҫитменлӗхсем пурри те чӑрмантарать. Пире мӗн пулӑшма пултарать вара? Библири принципсене пӗлни тата вӗсемпе усӑ курни. Вӗсенчен пӗри ҫакӑн ҫинчен аса илтерет: мӗн ҫинчен те пулин илтсен, фактсене тӗрӗслемелле (Ытар. 18:13). Тепӗр принцип тӳрех ӗненсе лартасран асӑрхаттарать (Ытар. 14:15). Ҫавӑн пекех кирек мӗн чухлӗ опыт пухсан та пирӗн хамӑрӑн ӑстӑна шанма юрамасть (Ытар. 3:5, 6). Эпир шанӑҫа тивӗҫлӗ фактсене шыратпӑр пулсан, Библири принципсем пире хӳтӗлесе тӑрӗҫ. Вара эпир тӗрӗс пӗтӗмлетӳсем туса ӑслӑ-тӑнлӑ йышӑнусем тӑвӑпӑр.

20 Анчах та тепӗр таната та пур — пӗтӗмлетӳсене хамӑр мӗн курни тӑрӑх тӑвас йӑла. Тепӗр статьяра эпир ҫак йӑла хӑш енчен хӑрушлӑха кӗртсе ӳкерме пултарнине тата ҫавӑнтан пӑрӑнас тесен мӗн тумаллине пӑхса тухӑпӑр.

^ 8 абз. 2004 ҫулхи (110—112 страницӑсем) тата 2008 ҫулхи (133—135 страницӑсем) «Ежегодниксене» пӑхӑр.