Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

Тӳсӗмлӗх шанчӑка ҫухатмасӑр ҫирӗп тӑма пулӑшать

Тӳсӗмлӗх шанчӑка ҫухатмасӑр ҫирӗп тӑма пулӑшать

ҪАК «юлашки кунсенче» пурнӑҫ йывӑрланса пырать, ҫавӑнпа Иеговӑн ӗҫлекенӗсене тӳсӗмлӗх нихҫанхинчен те кирлӗрех (2 Тим. 3:1—5). Хальхи вӑхӑтра ҫынсене час-часах тӳсӗмлӗх ҫитмест. Вӗсем хӑйсене ҫеҫ юратаҫҫӗ, пӗр-пӗринпе килӗштереймеҫҫӗ тата хӑйсене чарусӑр тытаҫҫӗ. Ҫавӑнпа кашни христианинӑн хӑйне ҫакӑн пек ыйтусем памалла: «Эпӗ те тӳсӗмсӗр ҫын пулса тӑман-и? Мӗн вӑл чӑн-чӑн тӳсӗмлӗх? Кирек мӗнле лару-тӑрура та ҫак лайӑх ене кӑтартас тесен манӑн мӗн тумалла?»

МӖН ВӐЛ ТӲСӖМЛӖХ?

Библи тӑрӑх, тӳсӗмлӗ пуласси йывӑрлӑхсемпе ҫырлахса пурӑнмаллине ҫеҫ пӗлтермест. Тӳсӗмлӗ ҫын шанчӑка ҫухатмасӑр ҫирӗп тӑрать. Вӑл хӑйӗн ҫинчен ҫеҫ шутламасть, ыттисем йывӑрлӑхсем кӑларса тӑратсан та вӗсене лайӑх пултӑр тесе тӑрӑшать тата хӑйне кӳрентерекенпе мирлешме пултарасса вӑл шанма пӑрахмасть. Ҫавӑнпа Библире тӳсӗмлӗ пуласси ыттисене юратнинчен килет тени пире тӗлӗнтермест (1 Кор. 13:4) *. Ҫавӑн пекех ҫак лайӑх ен святой сывлӑшӑн ҫимӗҫӗ шутне кӗрекен лайӑх енсенчен пӗри (Гал. 5:22, 23). Чӑн-чӑн тӳсӗмлӗхе аталантарас тесен мӗн тумалла?

ТӲСӖМЛӖХЕ МӖНЛЕ АТАЛАНТАРМАЛЛА?

Тӳсӗмлӗ пулас тесен пирӗн Иеговӑран святой сывлӑш ыйтмалла, вӑл ӑна хӑй ҫине шанса тӑракансене парать (Лука 11:13). Святой сывлӑш чи хӑватлӑ вӑй пулсан та, ҫакӑ пирӗн ним те тумалла маррине пӗлтермест. Пирӗн хамӑрӑн кӗлӗсемпе килӗшӳллӗн хамӑр мӗн тума пултарнине тумалла (Пс. 85:10, 11). Кирек мӗнле лару-тӑрура та тӳсӗмлӗ пулма вӗренес тесен ҫак лайӑх ене кунран-кун кӑтартма тӑрӑшмалла. Анчах хушӑран эпир тӳсӗмлӗхе ҫухатма пултаратпӑр. Тӳсӗмлӗрех пулма пире мӗн пулӑшӗ?

Пирӗн Иисусӑн тӗслӗхӗ ҫинчен шухӑшламалла тата вӑл тунӑ пек тумалла. Павел апостол «ҫӗнӗ этемӗн» пулмалли енсем ҫинчен каланӑ чухне тӳсӗмлӗх пирки те асӑннӑ. Ҫавӑн пекех вӑл ҫапла ҫырнӑ: «Сирӗн ӑшӑрта Турӑ канӑҫлӑхӗ пултӑр» (Кол. 3:10, 12, 15). Чӗрере ҫакӑн пек канӑҫлӑх пултӑр тесен, пирӗн Иисус пекех Турӑ хӑй вӑхӑтӗнче тӗрӗслӗхе ҫиеле кӑларасса ҫирӗп ӗненмелле. Эпир Иисусран тӗслӗх илме тӑрӑшатпӑр пулсан, тӳсӗмлӗхе тӗрӗслекен лару-тӑрӑва лексен те хамӑра алра тытма пултарӑпӑр (Иоанн 14:27; 16:33).

Эпир пурте ҫӗнӗ тӗнче килессе чӑтӑмсӑррӑн кӗтетпӗр. Анчах та Иегова пирӗнпе мӗн тери тӳсӗмлӗ пулни ҫинчен шухӑшласан эпир тӳсӗмлӗрех пулма вӗренетпӗр. Библи пире ҫапла шантарса калать: «Хӑшӗ-пӗрисем Ҫӳлхуҫа Хӑй мӗн тума пулнине вӑраха ярса пырать теҫҫӗ те, Ҫӳлхуҫа ӑна вӑраха ямасть, никам та ан пӗттӗр, пурте ӳкӗнччӗр тесе, Вӑл пире нумайччен тӳссе тӑрать» (2 Петр 3:9). Иегова хамӑрпа тӳсӗмлӗ пулни пире ыттисемпе тӳсӗмлӗрех пулма хавхалантармасть-и вара? (Рим 2:4.) Мӗнле лару-тӑрусенче пире тӳсӗмлӗх кирлӗ пулма пултарать?

ТӲСӖМЛӖХ ХӐҪАН КИРЛӖ ПУЛМА ПУЛТАРАТЬ?

Эпир тӳсӗмлӗ пулнипе пулманни кашни кун тӗрлӗ лару-тӑрусенче тӗрӗсленет. Калӑпӑр, ҫын пире мӗн те пулин каласа панӑ чухне пирӗн темскер питӗ кирли ҫинчен калас килсе каять. Ҫав ҫынна пӳлмесӗр итлесе пӗтерес тесен тӳсӗмлӗ пулмалла (Иак. 1:19). Пухури пӗр-пӗр тӑван пире тарӑхтарнӑ чухне те тӳсӗмлӗх кирлӗ. Тарӑхса ҫӳрес вырӑнне Иеговӑпа Иисус хамӑрӑн йӑнӑшсем ҫине мӗнле пӑхни ҫинчен шухӑшламалла. Вӗсем пирӗн пӗчӗк йӑнӑшсем ҫинче чарӑнса тӑмаҫҫӗ, пирӗнте лайӑххине курма тӑрӑшаҫҫӗ тата эпир улшӑнасса тӳсӗмлӗн кӗтеҫҫӗ (1 Тим. 1:16; 1 Петр 3:12).

Пире кам та пулин эсӗ тӗрӗс мар турӑн е тӗрӗс мар каларӑн тенӗ чухне те тӳсӗмлӗх кирлӗ. Чи малтан эпир, тен, кӳренсе лартатпӑр е хамӑра тӳрре кӑларма пуҫлатпӑр. Анчах та Библире ҫакӑн пек канаш пур: «Тӳсӗмли мӑнаҫлинчен лайӑхрах. Эсӗ чунупа ҫилленме ан васка: ҫилӗ вӑл ухмахсенӗн ӑшне йӑва ҫавӑрать» (Еккл. 7:8, 9). Хамӑр айӑплӑ мар пулсан та, пирӗн хамӑра алра тытма тӑрӑшмалла тата шухӑшласа калаҫмалла. Хӑйне ним ҫук ҫӗртенех айӑпланӑ чухне Иисус ҫапла тунӑ та (Матф. 11:19).

Ачасен тӗрӗс мар шухӑш-кӑмӑлне тӳрлетнӗ чухне тата вӗсене япӑх кӑмӑл-туртӑм хыҫҫӑн каясран пулӑшнӑ чухне ашшӗ-амӑшӗсен уйрӑмах тӳсӗмлӗ пулмалла. Акӑ Маттиас тӗслӗхӗ. Вӑл Скандинавири филиалта ӗҫлет. Шкулта вӗреннӗ чухне ытти вӗренекенсем вӑл мӗне ӗненнинчен пӗрмай тӑрӑхласа кулнӑ. Малтанлӑха ашшӗпе амӑшӗ ҫавӑн ҫинчен ним те пӗлмен. Хӑйӗнчен кулса мӑшкӑлланине пула Маттиас хӑй мӗне ӗненни чӑнлӑх пулни пирки иккӗленме пуҫланӑ. Ашшӗ-амӑшӗ ҫавна асӑрханӑ. Йиллис, Маттиас ашшӗ, аса илет: «Ун чухне пире тӳсӗмлӗх нумай кирлӗ пулчӗ. Маттиас пӗрмай ыйтатчӗ: „Кам вӑл Турӑ? Библи Турӑ Сӑмахӗ мар пулсан? Унти хушусем чӑнах та Турӑран пулнине эсир ӑҫтан пӗлетӗр?“» Ҫавӑн пекех Маттиас ашшӗнчен ҫапла та ыйтнӑ: «Турра сирӗн пекех хытӑ ӗненменшӗн тата манӑн туйӑмсем сирӗнни пек пулманшӑн мӗншӗн айӑплатӑр мана?»

Йиллис малалла каласа парать: «Хӑш-пӗр чухне ывӑл тарӑхса кайса ыйтусем паратчӗ, анчах та вӑл пирӗн ҫине мар, чӑнлӑх ҫине тарӑхатчӗ. Маттиас чӑнлӑх унӑн пурнӑҫне йывӑрлатса ячӗ тесе шутлатчӗ». Ҫавӑн чухне Йиллис мӗн тунӑ-ши? Вӑл калать: «Эпир Маттиаспа пӗрле лараттӑмӑр та калаҫаттӑмӑр, хӑш-пӗр чухне сехечӗ-сехечӗпех. Ытларах вӑл калаҫатчӗ, эпӗ вара унӑн шухӑшӗсемпе туйӑмӗсене лайӑхрах ӑнланас тесе вӑхӑтӑн-вӑхӑтӑн ыйтусем параттӑм. Хӑш-пӗр чухне эпӗ пӗр-пӗр япалана ӑнлантарса параттӑмччӗ те ҫавӑн ҫинчен шухӑшлама ыйтаттӑмччӗ, пӗр-икӗ кунран вара ҫав калаҫӑва малалла тӑсаттӑмӑр. Вӑхӑт иртнӗҫемӗн Маттиас тӳлесе илмелли парне, Туррӑн аслӑ влаҫӗ, Туррӑн юратӑвӗ мӗн иккенне ӑнланса пычӗ. Пире вӑхӑт та, вӑй та самаях кирлӗ пулчӗ, анчах та майӗпен Маттиас Иеговӑна юратма пуҫларӗ. Эпир ывӑла яш ача чухне тӳсӗмлӗн пулӑшма пултарнӑшӑн ҫав тери савӑнатпӑр! Вӑй хуни сая каймарӗ: эпир ывӑлӑн чӗрине хускатма пултартӑмӑр».

Йиллис хӑйӗн арӑмӗпе пӗрле Иегова ҫине шанса тӑнӑ тата тӳсӗмлӗ пулса ывӑлне пулӑшма тӑрӑшнӑ. Каялла ҫаврӑнса пӑхса Йиллис калать: «Эпӗ час-часах Маттиаса эпир аннӳпе сана хытӑ юрататпӑр, Иегова сана веҫех ӑнланса ҫитме пулӑштӑр тесе кӗлтӑватпӑр теттӗм». Маттиасӑн ашшӗпе амӑшӗ тӳсӗмлӗ пулнӑшӑн тата парӑнманшӑн питӗ савӑнаҫҫӗ!

Вӑраха тӑсӑлнӑ чирпе асапланакан ҫывӑх ҫынна пӑхнӑ чухне те тӳсӗмлӗх питӗ кирлӗ. Эллен * тӗслӗхне пӑхса тухар. Вӑл та Скандинавире пурӑнать.

Сакӑр ҫул каялла Элленӑн упӑшкин икӗ хут инсульт пулнӑ, ҫавӑ унӑн пуҫ мимине пысӑк сиен кӳнӗ: упӑшки ыттисене хӗрхенме, савӑнма тата кулянма пултарайман. Эллена мӗн тери йывӑр килни ҫинчен шухӑшласа пӑхӑр-ха. Вӑл калать: «Мана нумай тӳсӗмлӗх кирлӗ тата эпӗ час-часах кӗлтӑватӑп. Хамӑн юратнӑ сӑвӑ йӗркине, Филиппӑ 4:13-мӗшне, вуланӑ чухне хама лайӑхрах туятӑп, унта ҫапла ҫырнӑ: „Хама тӗрек паракан... пулӑшнипе эпӗ пурне те тума пултаратӑп“». Турӑ пулӑшнипе Эллен пур йывӑрлӑха та тӳсӗмлӗн чӑтса ирттерет, Иегова тӗрек парасси пирки пӗртте иккӗленмест (Пс. 61:6, 7).

ТӲСӖМЛӖ ПУЛМА ИЕГОВӐРАН ВӖРЕНӖР

Паллах, тӳсӗмлӗ пулас тӗлӗшрен Иегова чи лайӑх тӗслӗх кӑтартать (2 Петр 3:15). Вӑл питӗ тӳсӗмлӗ пулни ҫинчен Библире час-часах вулама пулать (Неем. 9:30; Ис. 30:18). Содома пӗтерме йышӑну туни тӗрӗс пулнипе пулманни пирки Авраам иккӗленме пуҫласан Иегова хӑйне мӗнле тытнине астӑватӑр-и? Вӑл Авраама пӳлмен, мӗн калас тенине каласа пӗтерме май панӑ тата кашнинчех тӳсӗмлӗн, тимлӗн итленӗ. Хуравланӑ чухне Иегова Авраамӑн пӑшӑрханса каланӑ сӑмахӗсенех тепӗр хут каланӑ тата Содомра тӳрӗ ҫынсем вуннӑ ҫеҫ тупӑнсан та ҫав хулана тӗп тумастӑп тесе шантарнӑ (Пулт. 18:22—33). Ыттисене тӳсӗмлӗн, пӗр тарӑхмасӑр итлеме хавхалантаракан мӗн тери чаплӑ тӗслӗх!

Тӳсӗмлӗх вӑл — ҫӗнӗ этемӗн пулмалли лайӑх ен. Христиансен пурин те ҫӗнӗ этем пулса тӑмалла. Ҫак лайӑх ене аталантарма тӑрӑшсан эпир хамӑра юратакан, тӳсӗмлӗ ҫӳлти Аттемӗре мухтава кӑларатпӑр тата «пама пулнине ӗненсе, вӑрах тӳссе тӑрса илекенсем» пулатпӑр (Евр. 6:10—12).

^ 4 абз. Юрату пирки святой сывлӑшӑн ҫимӗҫӗ шутне кӗрекен лайӑх енсем ҫинчен калакан тӑхӑр статьяран пӗрремӗшӗнче пӑхса тухнӑ пулнӑ.

^ 15 абз. Ятне улӑштарнӑ.