Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

«Ҫакна пӗлсе пурӑнӑҫласа тӑрсан, эсир телейлӗ»

«Ҫакна пӗлсе пурӑнӑҫласа тӑрсан, эсир телейлӗ»

«Манӑн апатӑм — Мана Яраканӑн ирӗкне тӑвасси, Унӑн ӗҫне туса ҫитересси» (ИОАНН 4:34).

ЮРӐСЕМ: 80, 35

1. Хӑйсем ҫинчен ҫеҫ шутлакан ҫынсен шухӑш-кӑмӑлӗ пирӗн ҫине мӗнле витӗм кӳме пултарать?

ТУРӐ СӐМАХӖНЧЕН мӗн пӗлсе пынипе пурнӑҫра усӑ курма мӗншӗн ҫӑмӑл мар? Сӑлтавӗсенчен пӗри вӑл — тӗрӗссине тӑвас тесен пирӗн хамӑра кӗҫӗне хумалла, ҫакна тума вара питӗ йывӑр. Эпир «юлашки кунсенче» пурӑнатпӑр, хальхи ҫынсем пирки Библире «хӑйсене юратакан, укҫана хапсӑнакан, мӑнаҫланакан, хӑйсене пысӑка хуракан» тата «чарусӑр» тенӗ (2 Тим. 3:1—3). Туррӑн ӗҫлекенӗсем ҫак япӑх енсене кураймаҫҫӗ, анчах та ҫавнашкал ҫынсем ӑнӑҫлӑ та телейлӗ пек курӑнма пултараҫҫӗ (Пс. 36:1; 72:3). Эпир ҫапла та ыйтма пултаратпӑр: «Чи малтанах хамшӑн мар, ыттисемшӗн тӑрӑшнинчен усси пур-и? Хама яланах кӗҫӗне хурсан мана хисеплеме пӑрахмӗҫ-и?» (Лука 9:48.) Хамӑр ҫинчен ҫеҫ шутлама пуҫласан хамӑрпа пухури тӑвансем хушшинчи туслӑх пӗтсе ларӗ тата эпир ҫак тӗнчери ҫынсенчен нимпе те уйрӑлса тӑмӑпӑр. Хӑйсене кӗҫӗне хунӑ Иеговӑн ӗҫлекенӗсен тӗслӗхӗсем ҫинчен шухӑшласан вара тата вӗсем пек тусан эпир нумай усӑ илӗпӗр.

2. Иеговӑн шанчӑклӑ ӗҫлекенӗсенчен эпир мӗне вӗренме пултаратпӑр?

2 Иеговӑн шанчӑклӑ ӗҫлекенӗсенчен тӗслӗх илес тетпӗр пулсан, пирӗн вӗсене Туррӑн тусӗ пулма, ӑна юрама тата унӑн ирӗкне пурнӑҫлама мӗн пулӑшнине пӗлмелле. Ҫакӑн ҫинчен шухӑшлани пирӗн ӗненӗве ҫирӗплетӗ.

ӖНЕНӖВЕ УПРАМА МӖН ПУЛӐШАТЬ?

3, 4. а) Мӗнле майпа Иегова пире вӗрентет? ӑ) Ӗненӳ ҫирӗп пултӑр тесен мӗншӗн пӗлӳ илни ҫителӗксӗр?

3 Иегова пире Библипе ӑна ӑнланма пулӑшакан публикацисем урлӑ, интернет-ресурссем, пухӑвӑн тӗлпулӑвӗсем тата конгрессем урлӑ вӗрентет тата усӑллӑ канашсем парать. Анчах та Иисус ӑнлантарса панӑ тӑрӑх, пӗлӳ илни ҫеҫ ҫителӗксӗр. Вӑл каланӑ: «Манӑн апатӑм — Мана Яраканӑн ирӗкне тӑвасси, Унӑн ӗҫне туса ҫитересси» (Иоанн 4:34).

4 Туррӑн ирӗкне тӑвасси Иисусшӑн апат пекех пулнӑ. Мӗншӗн? Лайӑх апатланнӑ хыҫҫӑн кӑмӑл ҫӗкленет тата вӑй кӗрет. Ҫавӑн евӗрлех Туррӑн ирӗкне пурнӑҫланӑ чухне пирӗн ӗненӳ ҫирӗпленет. Сӑмахран, эсир ывӑннине пӑхмасӑрах ырӑ хыпар сармалли тӗлпулӑва кайнине, кайран вара ырӑ хыпар пӗлтерсе ҫӳренӗ хыҫҫӑн ҫунатланса киле таврӑннине аса илме пултаратӑр-и?

5. Ӑслӑ-тӑнлӑ пулни мӗнле усӑ парать?

5 Эпир хамӑра кӗҫӗне хурса Туррӑн ирӗкне пурнӑҫласа тӑратпӑр пулсан, ӑслӑ-тӑнлӑ тӑватпӑр (Пс. 106:43). Ҫакӑ мӗнле усӑ пани пирки Библире ҫапла ҫырнӑ: «Ӑслӑлӑха тивӗҫнӗ ҫын, ӑстӑн илнӗ ҫын телейлӗ: ӑслӑлӑх... хаклӑ чулсенчен те хаклӑрах. [...] Хӑйне тупакансемшӗн вӑл — чӗрӗлӗх йывӑҫӗ, ӑна упраса тӑракансем телейлӗ!» (Ытар. 3:13—18.) Иисус вара ҫапла каланӑ: «Ҫакна пӗлсе пурӑнӑҫласа тӑрсан, эсир телейлӗ» (Иоанн 13:17). Телейлӗ пулас тесен Христосӑн вӗренекенӗсен хӑйсен Вӗрентекенӗ мӗн хушнине туса тӑмалла пулнӑ. Иисус вӗрентнине тытса тӑрасси тата унран тӗслӗх илесси вӗсен пурнӑҫ ҫулӗ пулмалла пулнӑ.

6. Мӗншӗн Библири пӗлӳпе пурнӑҫра усӑ курма пӑрахмалла мар?

6 Пирӗн те Турӑ мӗн тӗрӗс тесе шутлать, ҫавна тума пӑрахмалла мар. Тӗслӗх пӑхса тухар. Механикӑн кирлӗ пӗлӳ, тӗрлӗ хатӗрсемпе материалсем пур пулсан та, вӗсемпе усӑ курмасан усси сахал. Нумай ҫул хушши ӗҫлесе опыт пухнӑ механикӑн ӑсталӑха ҫухатас мар тесен малалла та хӑйӗн пӗлӗвӗпе усӑ курмалла. Ҫак тӗслӗхрен эпир мӗне вӗренетпӗр? Библири чӑнлӑха пӗлсен эпир телейлӗ пулса тӑтӑмӑр, мӗншӗн тесен ҫав пӗлӳпе пурнӑҫра усӑ курма пуҫларӑмӑр. Анчах малалла та телейлӗ пулас тесен пирӗн кашни кун Иегова мӗне вӗрентнине пурнӑҫра тытса тӑмалла.

7. Библири тӗслӗхсем пире мӗнле пулӑшаҫҫӗ?

7 Хӑш-пӗр лару-тӑрусенче хамӑра кӗҫӗне хума йывӑр. Айтӑр ҫавнашкал лару-тӑрусенче Иеговӑн шанчӑклӑ ӗҫлекенӗсем хӑйсене мӗнле тытнине пӗлер. Анчах та ҫав ҫынсем ҫинчен вулани кӑна ҫителӗксӗр. Пирӗн вӗсен тӗслӗхӗ ҫинчен тата мӗн пӗлнипе мӗнле усӑ курмалли ҫинчен тӗплӗн шухӑшламалла.

ХӐВӐР ПИРКИ ЫТТИСЕНЧЕН ЛАЙӐХРАХ ТЕСЕ АН ШУТЛӐР

8, 9. Апостолсен ӗҫӗсем 14:8—15 сӑвӑ йӗркисенчен Павел хӑйне кӗҫӗне хуни мӗнле курӑнать? (Статья пуҫламӑшӗнчи ӳкерчӗке пӑхӑр.)

8 Турӑ «пур ҫынна та ҫӑласшӑн, чӑнлӑха пӗлтерсе ҫитересшӗн» (1 Тим. 2:4). Хальлӗхе чӑнлӑха пӗлмен тӗрлӗ халӑх ҫыннисем ҫине эсир мӗнле пӑхатӑр? Павел апостол синагогӑсенче Иегова ҫинчен кӑшт та пулин пӗлнӗ ҫынсене ырӑ хыпар пӗлтернӗ, анчах та вӑл ҫав хыпара еврейсене кӑна каламан. Суя турӑсене пуҫҫапнӑ ҫынсене ырӑ хыпара пӗлтерсе ҫӳренӗ чухне Павел хӑйне кӗҫӗне хунипе хуманни тӗрӗсленнӗ.

9 Акӑ пӗр тӗслӗх. Миссионерла ҫулҫӳреве пӗрремӗш хут кайсан Павелпа Варнава Листрӑра ырӑ хыпар пӗлтернӗ. Унти ҫынсем вара вӗсене хӑйсен туррисем, Зевс тата Гермес, вырӑнне хунӑ. Павелпа Варнавӑна ҫавӑ килӗшнӗ-ши? Тӳссе ирттернӗ йывӑрлӑхсемшӗн ку пире награда пулчӗ тесе шутламан-ши вӗсем? Паллӑ ҫынсем пулса тӑни пире ырӑ хыпар сарас ӗҫре пулӑшӗ темен-ши? Ун пек шухӑш вӗсен пачах та пулман! Павелпа Варнава хӑйсен ҫийӗнчи тумтирне туртса ҫурса халӑх хушшине вирхӗнсе кӗнӗ те хытӑ сасӑпа каланӑ: «Мӗн тӑватӑр эсир капла? Эпир те — сирӗн пек ҫынсемех» (Ап. ӗҫ. 14:8—15).

10. Мӗншӗн Павелпа Варнава хӑйсем пирки Листра ҫыннисенчен лайӑхрах тесе шутламан?

10 Листра ҫыннисене эпир «сирӗн пек ҫынсемех» тенипе Павелпа Варнава эпир те суя турӑсене пуҫҫапатпӑр тесе каласшӑн пулман. Вӗсем Турӑ хушнӑ ӗҫе тӑвакан миссионерсем пулнӑ (Ап. ӗҫ. 13:2). Павелпа Варнава, святой сывлӑшпа суйласа лартнӑскерсем, чаплӑ шанчӑк илнӗ. Ҫапах та вӗсем хӑйсем пирки ыттисенчен лайӑхрах тесе шутламан. Вӗсем ҫакна ӑнланнӑ: ырӑ хыпара йышӑнсассӑн Листра ҫыннисем те ҫав чаплӑ шанчӑка илӗҫ.

11. Ырӑ хыпар сарнӑ чухне Павел пекех хамӑра кӗҫӗне хурас тесен мӗн тумалла?

11 Павел пекех хамӑра кӗҫӗне хурас тесен мӗн тумалла? Хамӑра тивӗҫсем шанса панӑран е Иегова пулӑшнипе ҫитӗнӳсем тунӑран пирӗн хамӑр пирки ыттисенчен лайӑхрах тесе шутламалла мар. Пирӗн пурин те хамӑртан ыйтмалла: «Эпӗ кама ырӑ хыпар пӗлтеретӗп, ҫав ҫынсем ҫине мӗнле пӑхатӑп? Пирӗн вырӑнта пӗр-пӗр халӑх ҫыннисем ҫине нумайӑшӗ ҫӳлтен пӑхнӑран эпӗ те ҫавӑн пекех пӑхмастӑп-и?» Иегова Свидетелӗсем ыттисене ырӑ хыпара лайӑхрах ӑнланма пулӑшас тесе хӑйсен пухӑвӗн территорийӗнчи ҫынсем мӗнле чӗлхепе калаҫнине пӗлме тӑрӑшаҫҫӗ. Ҫакӑ питӗ савӑнтарать. Ыттисем пӗр-пӗр халӑх ҫине ҫӳлтен пӑхаҫҫӗ пулсан та, Иегова Свидетелӗсем ҫав халӑхӑн чӗлхине вӗренес тесе тата вӗсен йӑли-йӗрки ҫинчен пӗлес тесе вӑй хураҫҫӗ. Вӗсем нихӑҫан та хӑйсем пирки ыттисенчен лайӑхрах тесе шутламаҫҫӗ. Пачах урӑхла, вӗсем кашни ҫынна ӑнланма тата Турӑ Патшалӑхӗ ҫинчен хыпара йышӑнма пулӑшасшӑн тӑрӑшаҫҫӗ.

ЫТТИСЕМШӖН КӖЛТӐВӐР

12. Епафрас ыттисемшӗн тӑрӑшнине мӗнле кӑтартнӑ?

12 «Пирӗн пекех хаклӑ тӗне кӗнисемшӗн» кӗлтунинчен те эпир хамӑра кӗҫӗне хуни курӑнать (2 Петр 1:1). Ыттисемшӗн кӗлтӑвас тӗлӗшрен Епафрас лайӑх тӗслӗх кӑтартнӑ. Библире ун ҫинчен виҫӗ хут ҫеҫ асӑннӑ — Павел апостол ҫырӑвӗсенче. Римра килти арестра пулнӑ чухне Павел Колоссӑри христиансем патне Епафрас пирки «вӑл сирӗншӗн ялан кӗлтӑвать» тесе ҫырнӑ (Кол. 4:12). Епафрас тӑвансене лайӑх пӗлнӗ тата вӗсемшӗн чун-чӗререн пӑшӑрханнӑ. Килти арестра пулнӑ чухне те Епафрас тӑвансемшӗн тӑрӑшма пӑрахман (Флм. 23). Вӑл вӗсемшӗн кӗлтунӑ, тӑвансене ятран та асӑннӑ. Тӑвансемшӗн кӗлтуса эпир те вӗсене нумай пулӑшма пултаратпӑр, уйрӑмах вӗсене ятран асӑнатпӑр пулсан (2 Кор. 1:10, 11; Иак. 5:16).

13. Кӗлтӑвас тӗлӗшрен Епафрасран мӗнле тӗслӗх илме пулать?

13 Хӑвӑртан ыйтса пӑхӑр: «Кӗлтунӑ чухне кама асӑнма пултаратӑп?» Епафрас пекех, нумайӑшӗ йывӑрлӑхсене тӳсекен тӑвансемшӗн кӗлтӑваҫҫӗ. Тен, камӑн та пулин ҫӑмӑл мар йышӑну тумалла, теприсен вара илӗртӳсемпе кӗрешмелле. Унсӑр пуҫне, ҫывӑх ҫынна ҫухатнисемшӗн, вӑрҫӑ асапӗсене е ҫутҫанталӑк инкекӗсене тӳсекенсемшӗн тата укҫа ҫитменнипе нушаланакансемшӗн кӗлтума пулать. Тӑвансене эпир вӗсемшӗн кӗлтуни питӗ кирлӗ. Ҫапла тусан эпир хамӑршӑн ҫеҫ мар, ыттисемшӗн те тӑрӑшнине кӑтартатпӑр (Флп. 2:4). Иегова ҫакӑн пек кӗлӗсене итлени пирки пӗр иккӗленӳ те ҫук!

«КИРЕК КАМ ТА ИТЛЕМЕ ХАТӖР ПУЛТӐР»

14. Ыттисене тимлӗ итлес тӗлӗшрен Иегова мӗнле тӗслӗх кӑтартать?

14 Хамӑра кӗҫӗне хуни тата ӑҫтан курӑнать? Ыттисене тимлӗ итленинчен. Иаков 1:19-мӗшӗнче каланӑ: «Кирек кам та итлеме хатӗр пултӑр». Ҫак тӗлӗшрен Иегова чаплӑ тӗслӗх кӑтартать (Пулт. 18:32; Иис. Н. 10:14). Тухни 32:11—14 сӑвӑ йӗркисенче (вуласа пар) ҫырса панӑ калаҫуран эпир мӗне вӗренме пултаратпӑр? Иеговӑна Моисейӗн канашӗ кирлӗ мар пулнӑ пулин те, вӑл ӑна хӑйӗн шухӑшне калама ирӗк панӑ. Эсир йӑнӑшсем туса пурӑннӑ ҫынна тимлӗ итлеме, кайран вара вӑл сӗннӗ пек тума хатӗр пулнӑ пулӑттӑрччӗ-и? Иегова ӗненсе кӗлтӑвакансене тӳсӗмлӗн итлет.

15. Иегова пекех ыттисене хисепленине мӗнле кӑтартма пулать?

15 Тӗслӗхрен, Иегова Авраама, Рахиле, Моисее, Иисус Навина, Маноя, Илие тата Езекияна тимлӗ итленӗ. Ҫавӑнпа пирӗн пурин те хамӑртан ыйтмалла: Иегова хӑйне кӗҫӗне хурса ҫынсене итлет пулсан, манӑн та пухури тӑвансене хисеплесе вӗсене тимлӗ итлемелле мар-и тата вӗсен шухӑшӗсене шута илмелле мар-и? Килтисенчен е пухури тӑвансенчен кампа манӑн тимлӗрех пулмалла? Эпӗ вӗсемшӗн мӗн тума пултаратӑп? (Пулт. 30:6; Тӳр. 13:9; 3 Патш. 17:22; 2 Ҫулс. 30:20.)

«ТЕН, ЭПӖ МӐШКӐЛ ТӲСНИНЕ ҪӲЛХУҪА КУРӖ»

Давид «ан тивӗр ӑна» тенӗ. Эсир вара мӗн тунӑ пулӑттӑр? (16, 17 абзацсене пӑхӑр.)

16. Шимей хирӗҫме хӑтланнӑ чухне Давид хӑйне мӗнле тытнӑ?

16 Ыттисем пирӗнпе хирӗҫме хӑтланнӑ чухне те хамӑра кӗҫӗне хуни питӗ кирлӗ. Ҫак лайӑх ен пире хамӑра алра тытма пулӑшать (Эф. 4:2, 3). 2 Патшасен 16:5—13 сӑвӑ йӗркисенчи (вуласа пар) тӗслӗхе пӑхса тухар. Шимей, Саулӑн хурӑнташӗ, Давид пирки элеклесе калаҫнӑ тата унпа унӑн тарҫисем ҫине чулпа пенӗ. Давид ӑна чарма пултарнӑ пулин те, ҫавна туман. Хӑйне алра тытма ӑна мӗн пулӑшнӑ-ши? Хуравне 3-мӗш Псаломра тупма пулать.

17. Давида хӑйне алра тытма мӗн пулӑшнӑ? Эпир унран мӗнле тӗслӗх илме пултаратпӑр?

17 3-мӗш Псаломри 1-мӗш сӑвӑ йӗрки тӑрӑх, Давид ҫав псалома «Авессаломран — хӑйӗн ывӑлӗнчен — тарнӑ чухне» хайланӑ. 2-мӗшпе 3-мӗш сӑвӑ йӗркисенче мӗн калани Патшасен 2-мӗш кӗнекинчи 16-мӗш сыпӑкра каланипе килӗшсе тӑрать. Псалом 3:5-мӗшӗнче Давид ҫирӗппӗн ҫапла каланӑ: «Ҫӳлхуҫана тархасласа чӗнетӗп те — мана сӑваплӑ тӑвӗ ҫинчен илтет Вӑл». Ыттисем хӑйсене пирӗнпе тӗрӗс мар тытнӑ чухне эпир те Давид пекех Турра кӗлтума пултаратпӑр. Вара Иегова пире пӗтӗмпех чӑтса ирттермелӗх святой сывлӑш парӗ. Шухӑшласа пӑхӑр: сирӗн хӑвӑра алра тытас тесе е кӳрентерекенсене каҫарма вӗренес тесе ытларах вӑй хумалла мар-и? Иегова хӑвӑрпа мӗн пулса иртнине пурне те курса тӑрасса эсир ҫирӗп ӗненетӗр-и?

«ЧИ КИРЛИ — ӐСЛӐЛӐХ»

18. Иегова пирӗнтен мӗн кӗтнине туни мӗнле усӑ парӗ?

18 Иегова пирӗнтен мӗн кӗтнине тусан эпир нумай пиллӗх илӗпӗр. Ытарӑшсем 4:7-мӗшӗнче: «Чи кирли — ӑслӑлӑх»,— тесе каланӑ. Ӑслӑ-тӑнлӑ пулас тесен пӗлӳ кирлӗ, анчах та ҫакӑ ҫителӗксӗр. Хамӑр мӗнле йышӑнусем тунинчен те пирӗн ӑслӑлӑх пуррипе ҫукки курӑнать. Библире каланӑ тӑрӑх, кӑткӑсен те ӑслӑлӑх пур: вӗсем апатне ҫулла хатӗрлесе хураҫҫӗ (Ытар. 30:24, 25). Христос, «Турӑ ӑслӑлӑхӗ», яланах Ашшӗне савӑнтаракан ӗҫсем тунӑ (1 Кор. 1:24; Иоанн 8:29). Пирӗн тӗрӗс йышӑнусем тумалла ҫеҫ мар, вӗсене пурнӑҫламалла та. Иегова хӑйсене кӗҫӗне хуракансене тата унӑн куҫӗ умӗнче мӗн тӗрӗс, ҫавна тӑвакансене пиллет. (Матфей 7:21—23 вуласа пар.) Айтӑр пухури тӑвансене хӑйсене кӗҫӗне хума ҫӑмӑл пултӑр тесе вӑй хурар. Паллах, хамӑра тӗрӗс тытас тесен вӑхӑт та, тӳсӗмлӗх те кирлӗ. Анчах та ҫапла тусан эпир хамӑра кӗҫӗне хунине кӑтартатпӑр, ҫакӑ вара пире халӗ те, пуласлӑхра та телей кӳрсе тӑрӗ.