Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

Чӑннине калӑр

Чӑннине калӑр

«Пӗрне-пӗри чӑн сӑмах калӑр» (ЗАХ. 8:16).

ЮРӐСЕМ: 56, 124

1, 2. Пуринчен ытла ҫынсене мӗн сиен кӳрет тата ҫавӑншӑн кам айӑплӑ?

ҪЫН шутласа кӑларнӑ япаласенчен хӑшӗ-пӗрисем, сӑмахран, телефон, электролампа, автомобиль, холодильник, пирӗн пурнӑҫа самаях ҫӑмӑллатрӗҫ. Урӑх япаласем вара — пӑшал, пирус, минӑсем, атом бомбисем тата ытти те — пурнӑҫа хӑрушлӑха кӗртсе ӳкереҫҫӗ. Анчах унтан та ытларах сиен кӳрекен пӗр япала чылай маларах пулнӑ. Ку вӑл — суя. Суеҫӗ кама та пулин улталас тесе юриех чӑнлӑха пӑсса калать. Пӗрремӗш суеҫӗ кам пулнӑ? Шуйттан. Иисус ӑна «ултав ашшӗ» тенӗ. (Иоанн 8:44 вуласа пар.) Вӑл пӗрремӗш суя сӑмахсене хӑҫан каланӑ?

2 Ҫакӑ темиҫе пин ҫул каялла Эдем пахчинче пулнӑ. Пӗрремӗш ҫынсем, Адампа Ева, Иегова вӗсем валли тунӑ илемлӗ райра пурӑннӑ. Турӑ вӗсене «ырӑпа усала пӗлтерекен йывӑҫ ҫимӗҫне» ан ҫийӗр, ҫисессӗн эсир вилетӗр тенӗ. Сатана вара ҫӗлен урлӑ Евӑна: «Ҫук, вилместӗр»,— тенӗ. Ҫакӑ пӗрремӗш суя пулнӑ та. Сатана тата ҫапла каланӑ: «Турӑ пӗлсе тӑрать: эсир ҫав ҫимӗҫе ҫисе пӑхнӑ кун сирӗн куҫӑрсем уҫӑлӗҫ те, вара эсир ырӑпа усала пӗлекен турӑсем пек пулатӑр» (Пулт. 2:15—17; 3:1—5).

3. Сатана усал шухӑшпа суйнӑ тесе мӗншӗн калама пулать тата вӑл суйни мӗн патне илсе ҫитернӗ?

3 Сатана усал шухӑшпа суйнӑ. Мӗншӗн ҫапла калама пулать? Мӗншӗн тесен вӑл Ева ӑна итлесе ҫимӗҫе ҫисен вилессе пӗлнӗ. Шӑп ҫапла пулса тухнӑ та. Ева, кайран вара Адам та, Иегова каланине итлемен, ҫавӑнпа вӗсем вилнӗ (Пулт. 3:6; 5:5). Унсӑр пуҫне, вӗсем ҫылӑх тунине пула «пур этем те вилӗмлӗ пулса тӑнӑ». «Ҫынсем, Адам тунӑ ҫылӑха туман пулсан та... вилӗм аллинче тӑнӑ» (Рим 5:12, 14). Турӑ пӗрремӗш ҫынсене пӗр ҫитменлӗхсӗр тунӑ тата вӗсене ӗмӗр-ӗмӗр пурӑнтарасшӑн пулнӑ. Анчах та этем пурнӑҫӗ псаломра каланӑ пек пулса кайнӑ: «Эпир пурӑнас ӗмӗр — ҫитмӗл ҫул, тӗреклӗрех пулсассӑн — сакӑрвунӑ ҫул; чи лайӑх вӑхӑчӗ те — йывӑр ӗҫ те чир анчах» (Пс. 89:10).

4. а) Эпир мӗнле ыйтусене пӑхса тухӑпӑр? ӑ) Псалом 14:1, 2 тӑрӑх, кам Туррӑн тусӗ пулма пултарать?

4 Иисус Сатана пирки «чӑнлӑх уншӑн ют, мӗншӗн тесессӗн ун ӑшӗнче чӑнлӑх ҫук» тенӗ. Сатана пӗртте улшӑнман, вӑл халӗ те «пӗтӗм тӗнчене илӗртсе» улталать (Ӳлӗм. 12:9). Эпир вара Сатанана хамӑра улталама парасшӑн мар. Ҫавӑнпа айтӑр виҫӗ ыйтӑва пӑхса тухар: Сатана паян ҫынсене мӗнле улталать? Мӗншӗн ҫынсем улталаҫҫӗ? Яланах чӑннине калама, ҫапла вара Иеговӑпа хамӑр хушӑри туслӑха упраса хӑварма пире мӗн пулӑшӗ? (Псалом 14:1, 2 вуласа пар.)

САТАНА ҪЫНСЕНЕ МӖНЛЕ УЛТАЛАТЬ?

5. Сатана ҫынсене мӗнле улталать?

5 Сатана пире ан улталатӑр тесен пирӗн вӑл «мӗнле сӑтӑрланине» пӗлмелле (2 Кор. 2:11). Пӗтӗм тӗнче, ҫав шутрах ултавҫӑ тӗн пуҫлӑхӗсем, йӗркесӗр политика ертӳҫисем тата ҫӑткӑн бизнесменсем, ун аллинче пулнине эпир пӗлетпӗр (1 Иоанн 5:19). Ҫавӑнпа та Сатанапа унӑн демонӗсем пысӑк вырӑн йышӑнакан ҫынсене улталама хӗтӗртсе тӑни пире тӗлӗнтермест (1 Тим. 4:1, 2). Сӑмахран, хӑш-пӗр бизнесменсем рекламӑра улталаса сиенлӗ тавар сутса ҫынсенчен укҫа сӑптӑраҫҫӗ.

6, 7. а) Ултавҫӑ тӗн пуҫлӑхӗсем мӗншӗн уйрӑмах айӑплӑ? ӑ) Тӗн пуҫлӑхӗсем мӗнле суяна вӗрентнине эсир илтнӗ?

6 Тӗн пуҫлӑхӗсем улталани уйрӑмах хӑрушӑ, мӗншӗн тесен ҫынсем вӗсен суя вӗрентӗвӗсене ӗненсе Турӑ курайман ӗҫсене тӑваҫҫӗ, ҫавна пула вара вӗсем ӗмӗр-ӗмӗр пурӑнас мая ҫухатма пултараҫҫӗ (Ос. 4:9). Иисус ҫӗр ҫинче пурӑннӑ чухне тӗн пуҫлӑхӗсем ҫынсене улталанине пӗлнӗ. Вӑл вӗсене тӳррӗн каланӑ: «Эй кӗнекеҫӗсем, фарисейсем, икӗ питлӗскерсем, хуйхӑ ҫитӗ сире! Эсир пӗр ҫынна хӑвӑр тӗн енне ҫавӑрасшӑн тинӗс тавра, ҫӗр тавра кайса ҫӳретӗр; хӑвӑр енне ҫавӑрсан, ӑна эсир хӑвӑртан икӗ хут ытла усала кӑларатӑр, тамӑк ачи [ӗмӗрлӗхех пӗтмелле] тӑватӑр» (Матф. 23:15). Иисус ултавҫӑ тӗн пуҫлӑхӗсене: «Сирӗн аҫӑр — шуйттан... вӑл чӑн пуҫламӑшӗнчех ҫынвӗлерен пулнӑ»,— тесе айӑпланӑ (Иоанн 8:44).

7 Хальхи вӑхӑтра суяна вӗрентекен тӗн пуҫлӑхӗсем — пасторсем, священниксем, раввинсем тата ыттисем те — нумай. Пӗрремӗш ӗмӗрте пурӑннӑ фарисейсем пекех, вӗсем «Турӑ чӑнлӑхне суяпа» улӑштараҫҫӗ (Рим 1:18, 25). Тӗслӗхрен, вӗсем тамӑк ҫинчен тата реинкарнаци ҫинчен калакан вӗрентӳсене сараҫҫӗ, ҫавӑн пекех Турӑ гомосексуалистсене тата вӗсем мӑшӑрланнине сивлемест тесе вӗрентеҫҫӗ.

8. Кӗҫех ҫынсем мӗнле суя илтӗҫ тата ун чухне пирӗн мӗн пирки манмалла мар?

8 Политика ертӳҫисем те ҫынсене улталаҫҫӗ. Кӗҫех вӗсем: «Халӗ тӑнӑҫлӑ, хӑрамалли ҫук»,— тесе калӗҫ, ҫакӑ чи пысӑк ултав пулӗ. Анчах та ун чухне «вӗсем пӗтесси сасартӑк... персе ҫитӗ». Ҫавӑнпа вӗсем ним хӑрамалли те ҫук тенине ан ӗненӗр. «Ҫӳлхуҫа килес кун ҫӗрлехи вӑрӑ пек ҫитессине» эпир лайӑх пӗлсе тӑратпӑр (1 Фес. 5:1—4).

МӖНШӖН ҪЫНСЕМ УЛТАЛАҪҪӖ?

9, 10. а) Мӗншӗн ҫынсем улталаҫҫӗ тата ҫакӑ мӗн патне илсе ҫитерет? ӑ) Пирӗн мӗн асра тытмалла?

9 Ҫӗнӗ тавар лайӑх сутӑнма пуҫлансан ӑна нумай туса кӑларма тытӑнаҫҫӗ. Суяпа та ҫавӑн пекех: суясси ятлӑ-сумлӑ ҫынсемшӗн кӑна мар, пур ҫыншӑн та йӗркеллӗ япала пулса тӑнӑ. «Нэшнл джиографик» журналти «Мӗншӗн эпир улталатпӑр?» ятлӑ статьяра «суясси вӑл — ҫыннӑн тарӑн тымар янӑ енӗ» тенӗ. Ытларах чухне ҫынсем хӑйсене хӳтӗлес тесе, йӑнӑшне е преступленине пытарас тесе суяҫҫӗ. Ҫавӑн пекех вӗсем укҫа тӑвас тесе е мӗнле те пулин урӑх усӑ илес тесе улталаҫҫӗ. Статьяра ҫапла та каланӑ пулнӑ: «Эпир палламан ҫынсене те, пӗрле ӗҫлекенсене те, туссене те тата юратнӑ ҫынсене те пӗр тытӑнса тӑмасӑр улталатпӑр».

10 Ултав мӗн патне илсе ҫитерет? Суяна пула ҫынсем пӗр-пӗрне шанма пӑрахаҫҫӗ тата вӗсен хушшинчи хутшӑнусем япӑхланса каяҫҫӗ. Тӗслӗхрен, арӑмӗ упӑшкине улталасан, кайран вара ҫавна пытарма хӑтлансан упӑшки мӗн туйни ҫинчен шутласа пӑхӑр-ха. Е, калӑпӑр, упӑшки килте хӑйӗн арӑмӗпе ачисене хӗнет те хӑртать пулсан, ҫын умӗнче вара хӑйне вӗсемпе лайӑх тытать пулсан, арӑмӗпе ачисем хӑйсене мӗнле туйнӑ пулӗччӗҫ? Ҫакӑн пек икӗ питлӗ ҫынсем Турра улталаймӗҫ, мӗншӗн тесен «унӑн куҫӗ умӗнче пурте янках уҫӑ, пурте алӑ тупанӗ ҫинчи пек» (Евр. 4:13).

11. Ананияпа Сапфирӑпа мӗн пулса иртни пире мӗне вӗрентет? (Статья пуҫламӑшӗнчи ӳкерчӗке пӑхӑр.)

11 Акӑ Библири пӗр тӗслӗх. Сатана пӗрремӗш ӗмӗрте пурӑннӑ пӗр мӑшӑра, Ананияпа Сапфирӑна, Турра улталама хӗтӗртнӗ. Вӗсем апостолсене суйма хӑтланнӑ. Ананияпа Сапфира хӑйсен уйне сутса укҫин пӗр пайне ҫеҫ апостолсене панӑ, хӑйсем вара пур укҫана та патӑмӑр тенӗ. Вӗсем пухури тӑвансем умӗнче уҫӑ кӑмӑллӑ ҫынсем пек курӑнасшӑн пулнӑ, анчах та Иегова вӗсем суйнине курса тӑнӑ, ҫавӑнпа та вӗсене хаса панӑ (Ап. ӗҫ. 5:1—10).

12. Ыттисене усал шухӑшпа улталакансене тата ҫавӑншӑн ӳкӗнменнисене мӗн кӗтет? Мӗншӗн?

12 Иегова суеҫӗсем ҫине мӗнле пӑхать? Вӑл усал шухӑшпа улталакансене тата ҫавӑншӑн ӳкӗнменнисене Сатанапа пӗрле «вут-ҫулӑмпа ҫунакан кӳкӗртлӗ кӳлле» пӑрахӗ (Ӳлӗм. 20:10; 21:8; Пс. 5:7). Мӗншӗн? Мӗншӗн тесен ҫавӑн пек суеҫӗсене Иегова ирсӗр ӗҫсене тӑвакансемпе пӗр шая хурать (Ӳлӗм. 22:15).

13. Эпир Иегова ҫинчен мӗн пӗлетпӗр тата ҫакӑ пире мӗн тума хавхалантарать?

13 «Суймашкӑн Турӑ этем мар» пулнине эпир пӗлетпӗр (Йыша шутл. 23:19). Библире «Турӑ улталаса калас ҫук» тенӗ (Евр. 6:18). Иегова «суя чӗлхене» кураймасть (Ытар. 6:16, 17). Ӑна савӑнтарас тетпӗр пулсан пирӗн яланах чӑннине каламалла. Ҫавӑнпа та эпир пӗр-пӗрне улталамастпӑр (Кол. 3:9).

ЭПИР «ЧӐН СӐМАХ» КАЛАТПӐР

14. а) Суя тӗнри ҫынсенчен эпир мӗнпе уйрӑлса тӑратпӑр? ӑ) Лука 6:45-мӗшӗнчи принципа ӑнлантарса парӑр.

14 Чӑн христиансем суя тӗнри ҫынсенчен мӗнпе уйрӑлса тӑраҫҫӗ? Эпир «чӑн сӑмах» калатпӑр. (Захария 8:16, 17 вуласа пар.) Павел: «Эпир кирек хӑҫан та Туррӑн ӗҫлекенӗсем пек пурӑнатпӑр... чӑн сӑмаха анчах калатпӑр»,— тенӗ (2 Кор. 6:4, 7). Иисус вара ҫапла каланӑ: «Этем чӗлхи-ҫӑварӗ чӗри туллирен калаҫать» (Лука 6:45). Урӑхла каласан, таса чӗреллӗ ҫынсем яланах чӑннине калаҫҫӗ. Вӗсем палламан ҫынсене те, пӗрле ӗҫлекенсене те, туссене те, юратнӑ ҫынсене те нихӑҫан та суймаҫҫӗ. Эпир суймасӑр-улталамасӑр пурӑнни мӗнле лару-тӑрусенче курӑнать? Айтӑр хӑшӗ-пӗрисене пӑхса тухар.

Ҫак ҫамрӑк хӗрарӑм тӑван мӗнле пурнӑҫпа пурӑнать? (15, 16 абзацсене пӑхӑр).

15. а) Мӗншӗн иккӗлле пурнӑҫпа пурӑнни ӑссӑр? ӑ) Тантӑшӗсен япӑх витӗмне пӑхӑнас мар тесен ҫамрӑксен мӗн тумалла? (Сноскӑна пӑхӑр.)

15 Хӑш-пӗр ҫамрӑк христиансем тантӑшӗсем хӑйсене йышӑнччӑр тесе иккӗлле пурнӑҫпа пурӑнма пуҫлаҫҫӗ. Ҫемьере те, пухура та вӗсем хӑйсене лайӑх тытаҫҫӗ, тантӑшӗсем хушшинче тата социаллӑ сетьсенче вара — пачах урӑхла. Вӗсем усал сӑмахсемпе калаҫаҫҫӗ, сӑпайсӑр тӑхӑнаҫҫӗ, сиенлӗ юрӑ-кӗвӗ итлеҫҫӗ, эрех-сӑрапа, наркотикпа иртӗхеҫҫӗ, вӑрттӑн хӗрпе каччӑ пек ҫӳреҫҫӗ тата ытти те. Ҫав ҫамрӑксем ӑшшӗ-амӑшне, пухури тӑвансене тата Иеговӑна та улталаҫҫӗ (Пс. 25:4, 5). Ҫын Турра чӗлхи-ҫӑварӗпе мухтать пулсан, ҫав вӑхӑтрах вӑл курайман ӗҫсене тӑвать пулсан, Иегова ҫавна асӑрхамасӑр хӑвармасть (Марк 7:6). Ытарӑшсем 23:17-мӗшӗнче каланӑ пек пурӑнма чылай лайӑхрах: «Чӗрӳ ҫылӑхлӑ ҫынсене ан ӑмсантӑр, вӑл ӗмӗр тӑршшӗпех Ҫӳлхуҫаран хӑраса тӑтӑр» *.

16. Тулли вӑхӑтпа ӗҫлес тесе заявлени ҫырнӑ чухне мӗншӗн улталамалла мар?

16 Сирӗн, тен, пионер пулса е тулли вӑхӑтпа ятарлӑ ӗҫлекен пулса, сӑмахран, Вефильте, ӗҫлес килет. Заявлени ҫырнӑ чухне сывлӑхпа, вӑйӑ-кулӑпа тата нравственноҫпе ҫыхӑннӑ ыйтусем ҫине пӗр улталамасӑр хуравламалла (Евр. 13:18). Эсир Иегова курайман ӗҫе турӑр пулсан е сире пӗр-пӗр япалашӑн совесть кӑшлать пулсан, ҫавӑн пирки старейшинӑсене каласа патӑр-и? Ҫук пулсан, вӗсемпе калаҫса пӑхӑр. Старейшинӑсем сире пулӑшӗҫ, вара эсир таса совеҫпе Иеговӑшӑн ӗҫлеме пултарӑр (Рим 9:1; Гал. 6:1).

Хӑҫан чӗнмесӗр тӑмаллине, хӑҫан чӑннине каламаллине пӗлме сире мӗн пулӑшать? (17, 18 абзацсене пӑхӑр).

17. Допросра арҫын тӑвансем пирки ыйтнӑ чухне пирӗн мӗн асра тытмалла?

17 Калӑпӑр, сирӗн ҫӗршывра Иегова Свидетелӗсен ӗҫӗ-хӗлне чарса лартнӑ. Сире допроса чӗнтерчӗҫ пулсан тата пухури арҫын тӑвансем ҫинчен ыйтма пуҫларӗҫ пулсан мӗн тумалла? Хӑвӑр мӗн пӗлнине пӗтӗмпех каласа памалла-и? Рим пуҫлӑхӗ допрос тунӑ чухне Иисус хӑйне мӗнле тытнӑ? Вӑл «шӑпланмалли вӑхӑт, калаҫмалли вӑхӑт» пур текен принципа асра тытнӑ, ҫавӑнпа хӑш-пӗр чухне ним те хуравламан (Еккл. 3:1, 7; Матф. 27:11—14). Пирӗн те лару-тӑру ҫавнашкалах пулсан тӑвансене хӑрушлӑха кӗртсе ӳкерес мар тесе ӑслӑ-тӑнлӑ тата асӑрхануллӑ пулмалла (Ытар. 10:19; 11:12).

18. Старейшинӑсем пӗр-пӗр тӑванӑн йывӑр ҫылӑхӗ ҫинчен каласа пама ыйтрӗҫ пулсан мӗн тумалла?

18 Эсир пухури пӗр-пӗр тӑван йывӑр ҫылӑх тунине пӗлтӗр пулсан вара? Старейшинӑсем пуху таса пултӑр тесе тӑрӑшаҫҫӗ, ҫавӑнпа та вӗсем хӑвӑр мӗн пӗлнине каласа пама ыйтма пултараҫҫӗ. Эсир вара мӗн тӑвӑр, уйрӑмах сирӗн ҫывӑх тус е тӑван-хурӑнташ пирки сӑмах пырать пулсан? Библире каланӑ: «Хӑй пӗлнине калакан тӳррине калать» (Ытар. 12:17; 21:28). Пирӗн старейшинӑсене пӗр улталамасӑр тата ним пытармасӑр веҫех каласа памалла. Вӗсен чӑннине пӗлме право пур. Старейшинӑсем ҫылӑх тӑвакана Иеговӑпа хӑйӗн хушшинчи хутшӑнусене ҫирӗплетме пулӑшасшӑн, пур факта та пӗлсен вара вӗсем ҫав тӑвана чи лайӑх майпа пулӑшма пултарӗҫ (Иак. 5:14, 15).

19. Тепӗр статьяра эпир мӗн сӳтсе явӑпӑр?

19 Псалом юрлакан Иеговӑна ҫапла кӗлтунӑ: «Акӑ Эсӗ чӗрери чӑнлӑха кӑмӑлларӑн» (Пс. 50:8). Давид камӑн чӗри ултавсӑр, ҫав ҫын суймасӑр-улталамасӑр пурӑннине ӑнланнӑ. Чӑн христиансем яланах пӗр-пӗрне чӑннине калаҫҫӗ. Анчах та эпир тата мӗнпе уйрӑлса тӑратпӑр? Эпир Турӑ ҫинчен чӑнлӑха вӗрентетпӗр. Ҫакна тепӗр статьяра сӳтсе явӑпӑр.

^ 15 абз. «Ответы на твои вопросы» (2-мӗш том) кӗнекери «Как не попасть под дурное влияние?» ятлӑ 15-мӗш сыпӑка тата «Нужно ли покончить с двойной жизнью?» ятлӑ 16-мӗш сыпӑка пӑхӑр.