Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

Эсир пӗлетӗр-и?

Эсир пӗлетӗр-и?

Мӗне пула Стефан судра хӑйне лӑпкӑ тытнӑ?

СТЕФАН Синедрион умӗнче — 71 ҫынран тӑракан иудейсен аслӑ сучӗ умӗнче — тӑнӑ. Халӑх хушшинче вӗсенни пек пысӑк власть урӑх никамӑн та пулман. Синедрион ҫыннисене аслӑ священник Каиафа пуҫтарнӑ. Темиҫе уйӑх маларах Иисуса вӗлерме йышӑну тунӑ чухне те вӑлах суда ертсе пынӑ (Матф. 26:57, 59; Ап. ӗҫ. 6:8—12). Суя свидетельсем Синедрион умне пӗрин хыҫҫӑн тепри тухса Стефана айӑпласа калаҫнӑ. Сасартӑк тӗлӗнмелле ӗҫ пулса тухнӑ — Стефанӑн сӑнӗ ангел сӑнӗ пек курӑна пуҫланӑ (Ап. ӗҫ. 6:13—15).

Стефана ҫав йывӑр лару-тӑрура хӑйне лӑпкӑ тытма мӗн пулӑшнӑ? Хӑйне тытса Синедриона илсе кайиччен вӑл хастаррӑн ырӑ хыпар сарнӑ, ҫав ӗҫе тума ӑна хӑватлӑ вӑй — Туррӑн святой сывлӑшӗ — пулӑшса тӑнӑ (Ап. ӗҫ. 6:3—7). Судра та ун ҫине ҫав сывлӑшах витӗм кӳнӗ: вӑл ӑна лӑплантарнӑ тата Иисус мӗне вӗрентнине аса илтернӗ (Иоанн 14:16). Стефан хӑйне суд умӗнче хӑюллӑн хӳтӗленӗ. Унӑн сӑмахӗсене Апостолсен ӗҫӗсем кӗнекери 7-мӗш сыпӑкра ҫырса панӑ. Святой сывлӑш пулӑшнипе вӑл Еврей Ҫырӑвӗсенчи 20-е яхӑн вырӑна аса илнӗ (Иоанн 14:26). Курӑнура Туррӑн сылтӑм енче тӑракан Иисуса курсан вара Стефанӑн ӗненӗвӗ тата ҫирӗпленнӗ (Ап. ӗҫ. 7:54—56, 59, 60).

Пире те хӗсӗрлеме пуҫлама пултараҫҫӗ (Иоанн 15:20). Турӑ Сӑмахне тӑтӑшах вӗренсен тата ырӑ хыпара хастаррӑн сарсан пирӗн ҫине те Иеговӑн сывлӑшӗ витӗм кӳрсе тӑрӗ. Вара эпир Стефан пекех хӗсӗрленине тӳссе ирттерме тата кирек мӗнле лару-тӑрура та хамӑра лӑпкӑ тытма пултарӑпӑр (1 Петр 4:12—14).