Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

«Санӑн чӑнлӑху ҫулӗпе ҫӳрем»

«Санӑн чӑнлӑху ҫулӗпе ҫӳрем»

«Эй Ҫӳлхуҫа, Хӑвӑн ҫулу ҫине тӑрат мана, Санӑн чӑнлӑху ҫулӗпе ҫӳрем» (ПС. 85:11).

ЮРӐСЕМ: 31, 72

1—3. а) Чӑнлӑх ҫине пирӗн мӗнле пӑхмалла? Тӗслӗх илсе парӑр. (Статья пуҫламӑшӗнчи ӳкерчӗке пӑхӑр.) ӑ) Ҫак статьяра эпир мӗнле ыйтусене пӑхса тухӑпӑр?

ХАЛЬХИ вӑхӑтра туяннӑ тавара каялла тавӑрса парасси час-часах пулкалать, уйрӑмах тавара интернет урлӑ илнӗ пулсан. Мӗншӗн? Ытларах чухне ҫынсем таварӗ хӑйсем кӗтнӗ пек пулманшӑн е вӑл кӑлтӑклӑ пулнӑшӑн ӑна улӑштарса пама е укҫине каялла тавӑрса пама ыйтаҫҫӗ.

2 Чӑнлӑха илес пулсан вара, пирӗн ӑна каялла тавӑрса парас килмест е, урӑхла каласан, ӑна сутас килмест (Ытарӑшсем 23:23 вуласа пар; 1 Тим. 2:4). Унчченхи статьяра палӑртнӑ тӑрӑх, чӑнлӑха туянас тесе эпир хамӑр вӑхӑта патӑмӑр. Унсӑр пуҫне, пирӗнтен хӑшӗ-пӗрисем карьерӑна хӑварнӑ, теприсен хӑйсемпе тӑван-хурӑнташӗсемпе тусӗсем хушшинчи хутшӑнӑвӗсем япӑхланса кайнӑ, виҫҫӗмӗшӗсен вара хӑйсен шухӑш-кӑмӑлӗпе пурнӑҫ йӗркине улӑштарма е Библипе килӗшсе тӑман йӑли-йӗркисене тытса тӑма пӑрахма тивнӗ. Анчах та чӑнлӑха туянни пире калама ҫук нумай пиллӗх кӳнӗ.

3 Иисус ӗнчӗсем шыракан купса ҫинчен ытарӑш каласа панӑ. Питӗ паха ӗнчӗ тупсан ҫав купса ӑна туянас тесе «хӑйӗн мӗнпур пурлӑхне кайса сутса» янӑ. Ытарӑшри ӗнчӗ Турӑ Патшалӑхӗ ҫинчен калакан чӑнлӑха сӑнарлать. Ҫак тӗслӗхе каласа парса Иисус чӑнлӑха тупакансем ӑна мӗн тери хытӑ хакланине кӑтартасшӑн пулнӑ (Матф. 13:45, 46). Патшалӑх ҫинчен калакан чӑнлӑха тата ытти чӑнлӑхсене тупсан тата вӗсем мӗн тери хаклӑ пулнине ӑнланса илсен, эпир вӗсене туянас тесе пӗр иккӗленмесӗр мӗн кирлине веҫех патӑмӑр. Чӑнлӑха хаклатпӑр пулсан эпир ӑна нихӑҫан та сутса ямӑпӑр. Шел пулин те, Иеговӑн хӑш-пӗр ӗҫлекенӗсем чӑнлӑха хаклама пӑрахнӑ, теприсем вара ӑна сутса та янӑ. Эпир хамӑрпа ҫапла пулса ан тухтӑрччӗ тетпӗр. Ҫавӑнпа пирӗн малалла та чӑнлӑхпа пурӑнмалла, урӑхла каласан, вӑл пирӗн пурнӑҫра малти вырӑнта пулмалла. (3 Иоанн 2—4 вуласа пар.) Мӗншӗн тата мӗнле майпа христианин чӑнлӑха сутса яма пултарать? Пирӗнпе ҫапла пулса ан тухтӑр тесен мӗн тумалла? Малалла та чӑнлӑхпа пурӑнма ҫирӗп шут тытма пире мӗн пулӑшӗ?

МӖНШӖН ТАТА МӖНЛЕ МАЙПА ХРИСТИАНИН ЧӐНЛӐХА СУТМА ПУЛТАРАТЬ?

4. Мӗншӗн Христосӑн хӑш-пӗр вӗренекенӗсем чӑнлӑх ҫулӗпе ҫӳреме пӑрахнӑ?

4 Пӗрремӗш ӗмӗрте чӑнлӑха йышӑннӑ ҫынсенчен хӑшӗ-пӗрисем каярахпа чӑнлӑх ҫулӗпе ҫӳреме пӑрахнӑ. Акӑ пӗр тӗслӗх. Иисус тӗлӗнмелле майпа нумай ҫынна тӑрантарсан, халӑх ун хыҫҫӑн Галилея тинӗсӗн тепӗр енне кайнӑ. Унта Иисус вӗсене каланӑ: «Эсир Этем Ывӑлӗн Ӳтне ҫимесен, Унӑн Юнне ӗҫмесен, сирӗн ӑшӑрта чӗрӗлӗх пулмӗ». Ҫынсем Иисуса хӑй каланӑ сӑмахсене ӑнлантарса пама ыйтас вырӑнне ҫапла каланӑ: «Темӗнле сӑмахсем калать! Ҫакна кам итлеме пултарайӗ?» Ҫавӑн хыҫҫӑн «Унӑн вӗренекенӗсем нумайӑшӗ Ӑна пӑрахса кайнӑ та урӑх Унпа ҫӳремен» (Иоанн 6:53—66).

5, 6. а) Мӗншӗн хальхи вӑхӑтра хӑш-пӗрисем чӑнлӑхпа пурӑнма пӑрахнӑ? ӑ) Мӗнле майпа христианин чӑнлӑх ҫулӗнчен пӑрӑнса кайма пултарать? Тӗслӗхпе ӑнлантарса парӑр.

5 Шел пулин те, пирӗн вӑхӑтра та хӑш-пӗр христиансем чӑнлӑхпа пурӑнма пӑрахнӑ. Пӗрисем Библири пӗр-пӗр сӑвӑ йӗркисене ҫӗнӗлле ӑнлантарса панӑшӑн такӑннӑ, теприсене вара нумайӑшӗ пӗлекен арҫын тӑванӑн сӑмахӗсем е ӗҫӗсем такӑнтарнӑ. Виҫҫӗмӗшӗсем хӑйсене Библи тӑрӑх канаш панӑшӑн кӳреннӗ. Пухури тӑванпа харкашса кайнӑран чӑнлӑхпа пурӑнма пӑрахнисем те пур. Хӑш-пӗрисем вара чӑнлӑхран пӑрӑнса кайнисем е пире хирӗҫ тӑракан ытти ҫынсем хыҫҫӑн кайнӑ. Ҫав христиансем пурте пӗлсе тӑрсах Иеговӑран тата пухуран ютшӑннӑ (Евр. 3:12—14). Вӗсем хӑйсен ӗненӗвне ҫирӗп упранӑ пулсан тата Петр апостол пекех Иисуса хытӑ шаннӑ пулсан, ҫавӑн пекки пулса тухман пулӗччӗ. Иисус апостолсене эсир те мана пӑрахса каясшӑн мар-и тесе ыйтсан, Петр тӳрех: «Эй Ҫӳлхуҫамӑр! кам патне каяс пирӗн? Санра ӗмӗрлӗх пурӑнӑҫ сӑмахӗсем»,— тесе хуравланӑ (Иоанн 6:67—69).

6 Хӑш-пӗрисем пӗлсе тӑрсах чӑнлӑхпа пурӑнма пӑрахаҫҫӗ, теприсем вара, кимме ҫырантан майӗпен юхтарса кайнӑ пек, чӑнлӑх ҫулӗнчен майӗпен, тен, хӑйсем сисмесӗрех, пӑрӑнса каяҫҫӗ. Библире ҫавӑн пек тӑвансем пирки ҫулран пӑрӑннӑ тесе ҫырнӑ (Евр. 2:1). Вӗсем ҫавна ӑнланмаҫҫӗ пулин те Иеговӑран сивӗнеҫҫӗ, вӑхӑт иртнӗҫемӗн вара вӗсемпе Иегова хушшинчи туслӑх арканма пултарать. Ҫак хӑрушӑ ҫул ҫине тӑрас мар тесен мӗн тумалла?

ЧӐНЛӐХА СУТАС МАР ТЕСЕН МӖН ТУМАЛЛА?

7. Чӑнлӑха сутас мар тесен пирӗн мӗнле шухӑш-кӑмӑл пулмалла?

7 Чӑнлӑхпа пурӑнас тесен пирӗн Иегова мӗн каланипе пуринпе те килӗшмелле тата яланах ӑна итлемелле. Чӑнлӑх пирӗн пурнӑҫра малти вырӑнта пулмалла тата пирӗн Библири принципсене тытса тӑмалла. Давид Иеговӑна кӗлтуса: «Санӑн чӑнлӑху ҫулӗпе ҫӳрем»,— тесе каланӑ (Пс. 85:11). Пирӗн шухӑш-кӑмӑл Давидӑнни пекех пулмалла — чӑнлӑх ҫулӗпе ҫӳреме ҫирӗп шут тытмалла. Ҫапла тумасан эпир, тен, чӑнлӑхшӑн мӗн-мӗн пани пирки ӳкӗнме пуҫлӑпӑр тата чӑнлӑхшӑн тӳленӗ хакӑн пӗр-пӗр пайне каялла тавӑрас теме те пултарӑпӑр. Чӑнлӑхсенчен хӑшӗсемпе килӗшмелле, хӑшӗсемпе килӗшмелле маррине эпир суйласа илме пултараймастпӑр. Пирӗн «пур тӗрлӗ чӑнлӑхпа та» пурӑнмалла (Иоанн 16:13). Айтӑр чӑнлӑха туянас тесе хамӑр мӗн пани ҫинчен шухӑшласа пӑхар. Ҫакӑ пире унччен чӑнлӑхшӑн мӗн панине каялла тавӑрас кӑмӑл хыҫҫӑн каясран пулӑшӗ (Матф. 6:19).

8. Вӑхӑтпа тӗрӗс усӑ курман христианин чӑнлӑх ҫулӗнчен мӗнле пӑрӑнса кайма пултарать? Тӗслӗх илсе парӑр.

8 Вӑхӑт. Чӑнлӑх ҫулӗнчен пӑрӑнса каяс мар тесен пирӗн хамӑрӑн вӑхӑтпа тӗрӗс усӑ курмалла. Асӑрхануллӑ пулмасан кану е хобби, интернет е телевизор нумай вӑхӑт илме пултараҫҫӗ. Ҫак ӗҫсенче ним япӑххи те ҫук, анчах та вӗсене пула эпир Библи вӗренме тата Турӑшӑн ӗҫлеме сахалтарах вӑхӑт уйӑрма пуҫлама пултаратпӑр. Эмма * ятлӑ хӗрарӑм тӑванӑн тӗслӗхне пӑхса тухар. Мӗн ачаранах вӑл лашасене юратнӑ, вӑхӑт тупӑнсанах юланутпа ҫӳреме кайнӑ. Хобби валли самай вӑхӑт уйӑрнӑшӑн Эммӑна совеҫӗ кӑшлама пуҫланӑ, ҫавӑнпа вӑл улшӑнусем тунӑ. Ҫавна тума ӑна унччен родеосене хутшӑннӑ Кори Уэллс тӑванӑн тӗслӗхӗ те пулӑшнӑ *. Халӗ Эмма Иеговӑшӑн ӗҫлеме тата Иеговӑна пуҫҫапакан тус-тӑвансемпе хутшӑнма ытларах вӑхӑт уйӑрать. Вӑл Турӑпа ҫывӑхланнӑ, совеҫӗ те ӑна кӑшлама пӑрахнӑ, мӗншӗн тесен вӑл вӑхӑтпа тӗрӗс усӑ курать.

9. Мӗнле майпа ырлӑх-пурлӑх пирӗншӗн чи кирли пулса тӑма пултарать?

9 Ырлӑх-пурлӑх. Малалла та чӑнлӑхпа пурӑнас тетпӗр пулсан пирӗн ырлӑх-пурлӑх ҫине тӗрӗс пӑхмалла. Чӑнлӑха пӗлсен пирӗншӗн ырлӑх-пурлӑх мар, Иеговӑшӑн ӗҫлесси чи кирли пулса тӑчӗ. Ҫавӑнпа чӑнлӑха туянас тесе эпир хатӗр пулсах пурнӑҫа ансатлатрӑмӑр. Анчах та вӑхӑт иртнӗҫемӗн эпир, тен, таврари ҫынсем чи юлашки техника ҫӗнӗлӗхӗсене тата мӗн илес килнине пурне те илнине асӑрхама пуҫларӑмӑр, ҫавна пула хама ырлӑхсемсӗр тӑратса хӑвармарӑм-ши текен шухӑш ҫуралма пултарать. Эпир мӗн пуррипе ҫырлахма пӑрахса ыттисенчен кая юлас мар тесе ырлӑх-пурлӑха Иеговӑшӑн ӗҫлессинчен мала хума пуҫлама пултаратпӑр. Ҫакӑ Димаспа мӗн пулса тухнине аса илтерет. Вӑл «хальхи тӗнчене юратнипе» Павел апостола пӑрахса кайнӑ (2 Тим. 4:10). Тен, Димас ырлӑх-пурлӑха Турӑшӑн ӗҫлессинчен хытӑрах юратма пуҫланӑ. Е, тен, унӑн Павела пулӑшса йывӑрлӑхсене урӑх тӳсес килмен. Ҫакӑнтан эпир мӗне вӗренетпӗр? Тен, малтан эпир ырлӑх-пурлӑхшӑн кӑна ҫуннӑ. Асӑрхануллӑ пулмасан эпир ӑна каллех юратма пуҫлама пултаратпӑр. Вӑхӑт иртнӗҫемӗн вара ҫак юрату чӑнлӑха юратнине пӗтерсе хума пултарать.

10. Малалла та чӑнлӑхпа пурӑнас тесен пирӗн мӗнле витӗме хирӗҫ тӑмалла?

10 Тус-тӑван. Малалла та чӑнлӑхпа пурӑнас тесен таврари ҫынсене хамӑр ҫине витӗм кӳме памалла мар. Чӑнлӑх ҫулӗпе пыма йышӑну тунӑ хыҫҫӑн пирӗнпе тус-тӑвансем хушшинчи хутшӑнусем улшӑнчӗҫ. Вӗсенчен хӑш-пӗрисем хирӗҫ пулмарӗҫ пулин те, теприсем хаяррӑн хирӗҫ тӑчӗҫ (1 Петр 4:4). Вӗсемпе килӗштерсе пурӑнма тата хамӑра хисеплӗн те ыррӑн тытма тӑрӑшатпӑр пулсан та, тус-тӑвансене юрас тесе эпир Иеговӑн нормисене пӑсмӑпӑр. 1 Коринф 15:33-мӗшӗнчи асӑрхаттарса каланине асра тытсан эпир Иеговӑна юратакансемпе кӑна ҫывӑх хутшӑнӑпӑр.

11. Таса мар шухӑшсемпе ӗҫсенчен пӑрӑнас тесен пирӗн мӗн тумалла?

11 Турра юрӑхсӑр шухӑшсемпе ӗҫсем. Чӑнлӑх ҫулӗпе пыракансен пурин те сӑваплӑ, е таса, пулмалла (Ис. 35:8; 1 Петр 1:14—16 вуласа пар). Чӑнлӑха пӗлсен тӳрӗлӗх нормисене тытса тӑмашкӑн пирӗн хамӑрӑн пурнӑҫра улшӑнусем тумалла пулнӑ. Хӑш-пӗрисен вара хӑйсен пурнӑҫне тӗпренех улӑштарма тивнӗ. Анчах та пирӗн яланах асӑрхануллӑ пулмалла, таса пурнӑҫпа пурӑнас вырӑнне йӗркесӗр пурнӑҫпа пурӑнма пуҫласран сыхланмалла. Ирсӗр ӗҫ тӑвасран сыхланма мӗн пулӑшать? Пире тасатас тесе Иегова мӗнле хак тӳлени ҫинчен шухӑшлӑр. Вӑл хӑйӗн юратнӑ Ывӑлне, Иисус Христоса, пирӗншӗн панӑ (1 Петр 1:18, 19). Иисусӑн тӳлесе илме панӑ парни мӗн тери хаклӑ пулни ҫинчен шухӑшлани пире малалла та таса пурнӑҫпа пурӑнма пулӑшӗ.

12, 13. а) Мӗншӗн уявсем ҫине Иегова пек пӑхмалла? ӑ) Халӗ эпир мӗн пӑхса тухӑпӑр?

12 Турӑ сивлекен йӑла-йӗркесем. Тӑван-хурӑнташсем, пӗрле ӗҫлекенсем е пӗрле вӗренекенсем пире Иегова сивлекен уявсене уявлама е йӑла-йӗркесене тытса тӑма хӗтӗртме пултараҫҫӗ. Вӗсен витӗмне пӑхӑнас мар тесен мӗн тумалла? Пирӗн ҫав уявсемпе йӑла-йӗркесене Иегова мӗншӗн сивленине асра тытмалла. Ҫак тӗнчере анлӑ сарӑлнӑ уявсем ӑҫтан пуҫланса кайни ҫинчен пирӗн публикацисенче вуласа пӗлме тӑрӑшӑр. Ҫав уявсем мӗншӗн Турра юрӑхсӑр пулни ҫинчен шухӑшлатпӑр пулсан, хамӑр суйланӑ ҫула Иегова ырлани пирки иккӗленмӗпӗр (Эф. 5:10). Иеговӑна тата унӑн Сӑмахне шанни пире «ҫынсенчен хӑранине» ҫӗнтерме пулӑшӗ (Ытар. 29:25).

13 Чӑнлӑх ҫулӗпе пирӗн ӗмӗр-ӗмӗрех ҫӳрес килет. Ҫак ҫулпа пыма пирӗн ҫирӗп шут тытмалла. Ҫакна тума пире мӗн пулӑшӗ? Айтӑр виҫӗ мая пӑхса тухар.

ЧӐНЛӐХПА ПУРӐНМА ҪИРӖП ШУТ ТЫТӐР

14. а) Библие яланах вӗренни чӑнлӑха сутса ярасран сыхланма мӗнле пулӑшать? ӑ) Мӗншӗн пирӗн «ӑслӑлӑха, вӗрентнине тата ӑс-хакӑла» туянмалла?

14 Пӗрремӗшӗнчен, Турӑ Сӑмахӗнчи хаклӑ чӑнлӑхсене тӗпчеме тата мӗн пӗлни ҫинчен шухӑшлама ан пӑрахӑр. Ҫавна тума яланах вӑхӑт уйӑрӑр. Вара эсир чӑнлӑхшӑн пархатарлӑрах пулатӑр тата нихӑҫан та ӑна сутса ярас темӗр. Ытарӑшсем 23:23-мӗшӗ тӑрӑх, чӑнлӑхсӑр пуҫне пирӗн «ӑслӑлӑха, вӗрентнине, ӑс-хакӑла» туянмалла. Пӗлӳ илни ҫеҫ ҫителӗксӗр, пирӗн чӑнлӑхпа пурӑнмалла. Ӑс-хакӑл пире Иеговӑн Сӑмахӗнчи чӑнлӑхсем пӗр-пӗринпе мӗнле ҫыхӑнса тӑнине курма пулӑшать. Ӑслӑлӑх пире илнӗ пӗлӳпе пурнӑҫра усӑ курма хавхалантарать. Ҫавӑн пекех Библири чӑнлӑх пире вӗрентет — хӑш енчен улшӑнмаллине кӑтартать. Айтӑр Библи вӗрентсе ӳкӗтленине тимлер, мӗншӗн тесен Турӑ Сӑмахӗ мӗне вӗрентни кӗмӗлтен те хаклӑрах (Ытар. 8:10).

15. Чӑнлӑх пире мӗнле хӳтӗлет?

15 Иккӗмӗшӗнчен, кунран-кун чӑнлӑхпа пурӑнма ҫирӗп шут тытӑр. Библире чӑнлӑха салтакӑн пиҫиххийӗпе танлаштарнӑ (Эф. 6:14). Пиҫиххи пилӗкпе ӑш-вара хӳтӗленӗ. Анчах та салтакӑн ӑна хытӑ туртса ҫыхмалла пулнӑ. Унсӑрӑн пиҫиххийӗнчен усси сахал пулнӑ. Чӑнлӑх вара пире мӗнле хӳтӗлет? Эпир, сӑнарлӑ каласан, пилӗке Библири чӑнлӑхпа хытӑ туртса ҫыхрӑмӑр пулсан, вӑл пире суя вӗрентӳсенчен хӳтӗлесе тӑрӗ тата тӗрӗс йышӑнусем тума пулӑшӗ. Йывӑрлӑхсемпе тӗл пулнӑ чухне е ыттисем пире усал ӗҫ тума илӗртнӗ чухне Библири чӑнлӑх пире тӗрӗссине тума хӑюлӑх парӗ. Салтаксенчен пӗри те пиҫиххине ҫыхмасӑр ҫапӑҫӑва кайман. Ҫавӑн евӗрлех пирӗн те чӑнлӑхӑн пиҫиххине пушатма е салтма юрамасть. Унсӑр пуҫне, салтак хӑйӗн пиҫиххийӗ ҫине хӗҫ ҫакса ҫӳренӗ. Эпир те ҫапла мӗнле тума пултаратпӑр?

16. Ыттисене чӑнлӑха вӗрентни чӑнлӑх ҫулӗпе пыма мӗнле пулӑшать?

16 Виҫҫӗмӗшӗнчен, ыттисене чӑнлӑха вӗрентме май килнӗ таран ытларах вӑхӑт уйӑрӑр. Библире Турӑ Сӑмахне хӗҫпе танлаштарнӑ. Салтак хӗҫпе ӑста усӑ курнӑ пекех пирӗн те «Турӑ Сӑмахӗпе» ӑста усӑ курмалла (Эф. 6:17). Пирӗн вӗрентес ӑсталӑха яланах ӳстермелле тата «чӑнлӑх сӑмахне тӗрӗс ӑнлантарса» памалла (2 Тим. 2:15). Ыттисене чӑнлӑха туянма пулӑшас тесе Библипе усӑ курнӑ чухне эпир хамӑр та чӑнлӑха лайӑхрах ӑнланма тата ӑна хытӑрах юратма пуҫлатпӑр. Ҫакӑ пире малалла та чӑнлӑх ҫулӗпе пыма хавхалантарса тӑрӗ.

17. Мӗншӗн эсир чӑнлӑха хаклатӑр?

17 Чӑнлӑх — Иегова панӑ хаклӑ парне. Вӑл пире ҫӳлти Аттемӗрпе ҫывӑхланма пулӑшать. Иегова пире нумай япалана вӗрентрӗ, анчах та ку пуҫламӑшӗ кӑна. Вӑл пире ӗмӗр-ӗмӗрех вӗрентме сӑмах парать. Ҫавӑнпа чӑнлӑха питӗ паха ӗнчӗне хакланӑ пекех хаклӑр. Кирек мӗн сиксе тухсан та ан сутӑр ӑна. Вара эсир те, Давид пекех, Иеговӑна «санӑн чӑнлӑху ҫулӗпе ҫӳрем» тесе сӑмах панине пурнӑҫлама пултарӑр (Пс. 85:11).

^ 8 абз. Ятне улӑштарнӑ.

^ 8 абз. Кори Уэллс тӑванӑн интервьюне пирӗн телекуравра курма пулать (ИНТЕРВЬЮ И СЛУЧАИ ИЗ ЖИЗНИ > ИСТИНА МЕНЯЕТ ЖИЗНЬ).