Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

Турӑ пирӗн валли мӗн тунӑ?

Турӑ пирӗн валли мӗн тунӑ?

Пӗр-пӗр ҫынпа ҫывӑхрах паллашас тесе эпир ытларах чухне унӑн ҫитӗнӗвӗсем ҫинчен тата вӑл мӗнле йывӑрлӑхсем тӳссе ирттерни ҫинчен ыйтса пӗлетпӗр. Турӑпа паллашас тетпӗр пулсан та пирӗн ун ӗҫӗсем ҫинчен ытларах пӗлмелле. Турӑ ҫынсене мӗн-мӗн парнелени ҫинчен, ҫакӑ пирӗн пурнӑҫа паян мӗн тери пуянлатни ҫинчен, пуласлӑхра вара ҫакӑ мӗнле пиллӗхсем илсе килни ҫинчен пӗлсен эсир тӗлӗнмеллипех тӗлӗнетӗр пулӗ.

ТУРӐ ПИРЕ ТӖЛӖНМЕЛЛЕ ТӖНЧЕ ПАРНЕЛЕНӖ

Иегова Турӑ — Ҫут тӗнчене Тӑвакан, унӑн курӑнми паха енӗсем «Хӑй пултарнӑ япаласенчен тӗнчене пултарнӑранпах курӑнса» тӑраҫҫӗ (Рим 1:20). «Ҫӗре Вӑл Хӑйӗн хӑвачӗпе пултарнӑ, тӗнчене Хӑйӗн ӑслӑлӑхӗпе ҫирӗплетнӗ, тӳпене Хӑйӗн ӑстӑнӗпе карса хунӑ» (Иеремия 10:12). Турӑ тунӑ япаласенчен вӑл пирӗнпе интересленни курӑнса тӑрать.

Турӑ пире «Хӑй сӑнарлӑ» туса пирӗн пурнӑҫа пуянлатнӑ (Пултарни 1:27). Апла эпир вӑл кӑтартакан лайӑх енсене кӑшт та пулин кӑтартма пултаратпӑр. Вӑл пире хӑй мӗнле шухӑшланине тата мӗне хакланине ӑнланмашкӑн пултарулӑх панӑ. Эпир япаласем ҫине ун пек пӑхма тӑрӑшатпӑр пулсан, пирӗн пурнӑҫ чӑннипех те савӑнӑҫлӑ та тӗллевлӗ пулса тӑрать. Унсӑр пуҫне, вӑл пире хӑйӗнпе туслашма май панӑ.

Иегова ҫӗре мӗнле тунинче те вӑл пире юратни курӑнать. Павел апостол Турӑ «пире тӗрлӗ ырӑлӑх кӑтартса, тӳперен ҫумӑр ҫутарса, тырӑ-пулӑллӑ ҫулсем ярса, ҫимӗҫпе тӑрантарса, пирӗн чӗрене савӑнтарса Хӑй ҫинчен пӗлтерме чарӑнман» тенӗ (Апостолсен ӗҫӗсем 14:17). Турӑ пире пурӑнмалӑх мӗн кирлине кӑна мар, пурнӑҫ савӑнӑҫ кӳтӗр тесе тем тӗрлӗ чӗрчун тата тем тӗрлӗ ӳсен-тӑран туса панӑ. Анчах та ҫакӑ Иегова пире мӗн парасшӑн пулнинчен пӗр пӗчӗк пайӗ кӑна.

Иегова ҫӗре тунӑ чухне ҫынсем ун ҫинче ӗмӗр-ӗмӗр пурӑнма пултарччӑр тесе тунӑ. Библире «ҫӗре Вӑл этем ывӑлӗсене панӑ» тенӗ тата Турӑ «ӑна кӑлӑхах пултарман; Вӑл пурӑнмалли вырӑн калӑпланӑ» тесе каланӑ (Псалом 113:24; Исаия 45:18). Камӑн ҫӗр ҫинче пурӑнмалла пулнӑ тата мӗн вӑхӑт хушши? Библире акӑ мӗн каланӑ: «Тӳрӗ ҫынсене еткерлӗх ҫӗр тивӗ, вӗсем унта ӗмӗрех пурӑнӗҫ» (Псалом 36:29).

Иегова пӗрремӗш арҫынпа хӗрарӑма, Адампа Евӑна, тунӑ. Вӑл вӗсене ҫӗр ҫинчи рай пахчинче вырнаҫтарнӑ та ӑна пӑхса тӑма хушнӑ (Пултарни 2:8, 15). Турӑ вӗсене «хунӑр, йышлӑланӑр, ҫӗре туллиех тулӑр, ӑна тытса тӑрӑр» тенӗ (Пултарни 1:28). Адампа Евӑн чаплӑ май пулнӑ — вӗсем ҫӗр ҫинче ӗмӗр-ӗмӗр пурӑнма пултарнӑ. Шел пулин те, вӗсем Турра хирӗҫ кайма шутланӑ, ҫавӑнпа «еткерлӗх ҫӗр» илме пултаракан «тӳрӗ ҫынсем» хушшинче пулма пӑрахнӑ. Адампа Ева ҫапла йышӑну тунӑ пулин те, Иегова ҫӗрпе этемлӗх пирки хӑй мӗн тума шухӑшласа хунине пӑрахӑҫламан. Ҫакӑн ҫинчен кӑшт каярах калаҫӑпӑр. Халӗ вара Турӑ ҫынсем валли тата мӗн тунине пӗлер.

ТУРӐ ПИРЕ БИБЛИ ПАНӐ

Библи вӑл — Турӑ Сӑмахӗ. Иегова пире ӑна мӗншӗн панӑ? Тӗпрен илсен, вӑл ӑна пире хӑйӗн ҫинчен пӗлме пулӑшас тесе панӑ (Ытарӑшсем 2:1—5). Паллах, Библире Турӑ пирки панӑ пур ыйту ҫине те хуравне тупаймӑн — пӗр кӗнеке те ҫавӑн чухлӗ информаци вырнаҫтарма пултараймасть (Екклесиаст 3:11). Анчах та Библире мӗн ҫырни пире Турӑ кам иккенне пӗлме май парать. Эпир Турӑ тӗрлӗ ҫынсемпе хӑйне мӗнле тытни ҫинчен вуласа ун ҫинчен нумайрах пӗлме, ӑна мӗнлерех ҫынсем килӗшнине е килӗшменнине курма пултаратпӑр (Псалом 14:1—5). Унсӑр пуҫне, вӑл мӗнле тӗне ырланине, мӗнле нравственность нормисене панине, пурлӑх ҫине мӗнле пӑхнине курма пулать. Иегова мӗнлерех Турӑ пулни ҫинчен пӗлме пуринчен ытла Иисусӑн тӗслӗхӗ пулӑшать. Вӑл мӗн каланипе мӗн туни ҫинчен вуласан эпир Иегова ҫинчен нумай пӗлме пултаратпӑр (Иоанн 14:9).

Иегова пире тепӗр сӑлтава пула та Библи панӑ. Вӑл пире телейлӗ те тӗллевлӗ пурнӑҫпа пурӑнтарасшӑн. Хӑйӗн Сӑмахӗнче вӑл ҫемье телейлӗ пултӑр тесен, пурнӑҫ савӑнӑҫ кӳтӗр тесен тата сахалтарах пӑшӑрханас тесен мӗн тумаллине каланӑ. Ҫак журнала вуланӑ май эсир пурнӑҫри чи пӗлтерӗшлӗ ыйтусен хуравӗсене Библире тупма май пуррине курӑр, тӗслӗхрен, «Мӗншӗн ҫӗр ҫинче хӗн-асап нумай?» тата «Пуласлӑхра пире мӗн кӗтет?». Унсӑр пуҫне, Библи вуласа ҫакна пӗлме пулать: Турӑ хӑй мӗн шухӑшласа хунине пурнӑҫлас тесе мӗн тунӑ?

Библи пӗртен-пӗр тӗлӗнмелле кӗнеке пулнине кӑтартса паракан ҫирӗплетӳсем нумай. Ӑна 1 600 ҫул хушшинче 40-е яхӑн арҫын ҫырнӑ, анчах та Библи тӑршшӗпех пӗр тема пырать, мӗншӗн тесен унӑн чӑн-чӑн авторӗ — Турӑ (2 Тимофей 3:16). Ытти авалхи алҫырусемпе танлаштарсан, Библи паянхи кунччен пӗр улшӑнмасӑр упранса юлнӑ. Ҫакна Библин авалхи пин-пин алҫырӑвӗ ҫирӗплетсе парать. Унсӑр пуҫне, Библие куҫарма, салатма тата вулама чарнине пӑхмасӑрах вӑл халӗ чи анлӑ сарӑлнӑ тата чи нумай чӗлхепе куҫарнӑ кӗнеке. Библи кашни килте тенӗ пекех пур. Ҫакӑ «Туррӑмӑр сӑмахӗ... ӗмӗрех тӑрать» тенине ҫирӗплетсе парать (Исаия 40:8).

ТУРӐ ПИРЕ ҪӐЛМА ХӐЙӖН ЫВӐЛНЕ ПАНӐ

Турӑ тата тепӗр тӗлӗнмелле ӗҫ туса ҫӗр пирки хӑй мӗн шухӑшласа хунине пурнӑҫласса шантарнӑ. Унччен каланӑччӗ ӗнтӗ, Турӑ ҫынсене ҫӗр ҫинче ӗмӗр-ӗмӗр пурӑнтарасшӑн пулнӑ. Анчах та Адам Турра хирӗҫ кайса ҫылӑх тусан вӑл хӑй кӑна мар, унӑн пӗтӗм ӑрӑвӗ те ӗмӗр-ӗмӗр пурӑнас шанчӑка ҫухатнӑ. Библире каланӑ: «Ҫылӑх тӗнчене пӗр ҫын урлӑ кӗнӗ, ҫылӑхпа пӗрле вилӗм те килнӗ, вара пур этем те вилӗмлӗ пулса тӑнӑ, мӗншӗн тесессӗн пӗри ҫылӑха кӗнипе пурте ҫылӑхлӑ пулса тӑнӑ» (Рим 5:12). Адам ҫылӑх туса Турра хӑй мӗн шухӑшласа хунине пурнӑҫлама чӑрмантарма пултарнӑ. Иегова вара мӗн тунӑ?

Иегова мӗн тунинче унӑн тӗп паха енӗсем курӑннӑ. Тӗрӗслӗхе юратнӑран вӑл Адампа Евӑна явап тыттарнӑ, анчах та юрату ӑна вӗсен пулас ӑрӑвӗшӗн тӑрӑшма хавхалантарнӑ. Ҫак кӑткӑс лару-тӑрура мӗнле йышӑну тунинче унӑн ӑслӑлӑхӗ курӑнать. Вӑл хӑй тунӑ йышӑну пирки тӳрех пӗлтернӗ (Пултарни 3:15). Ҫынсене ҫылӑхпа вилӗмрен хӑтарма Иегова хӑйӗн Ывӑлне, Иисус Христоса, хушнӑ. Иисус ҫынсене мӗнле хӑтарма пултарнӑ-ха?

Ҫынсене ҫылӑхпа вилӗмрен хӑтарма Иегова хӑйӗн Ывӑлне ҫӗр ҫине янӑ. Ҫынсене хӑтарас тесен Иисусӑн хӑйӗн пурнӑҫне памалла пулнӑ тата вӗсене тӗрӗс пурӑнма вӗрентмелле пулнӑ (Матфей 20:28; Иоанн 14:6) *. Иисус Адам пекех пӗр ҫитменлӗхсӗр ҫын пулнӑ, ҫавӑнпа вӑл пире тӳлесе илме пултарнӑ. Адампа танлаштарас пулсан, вӑл мӗн виличченех Турра итлесе пурӑннӑ. Вӑл вилӗме тивӗҫлӗ пулман, ҫавӑнпа Иегова ӑна пӗлӗтре пурӑнма чӗртсе тӑратнӑ. Вара Иисус Адам тума пултарайманнине тума — Турра итлесе пурӑнакан ҫынсене ӗмӗр-ӗмӗр пурӑнма май пама — пултарнӑ. Библи тӑрӑх, «пӗр ҫын итлеменнипе нумайӑшӗ ҫылӑхлӑ пулса тӑнӑ, Пӗри итленипе вара нумайӑшӗ тӳрре тухать» (Рим 5:19). Иисусӑн тӳлесе илме панӑ парни Турӑ ҫынсене ӗмӗрлӗх пурнӑҫ пама сӑмах пани пурнӑҫланасса ҫирӗплетсе парать.

Адам пӑлхав ҫӗкленине пула питӗ кӑткӑс лару-тӑру сиксе тухнӑ. Иегова ӑна мӗнле татса панинчен эпир ун ҫинчен нумай пӗлме пултаратпӑр. Куртӑмӑр ӗнтӗ, Иеговӑна хӑй пуҫарса янӑ ӗҫе туса пӗтерме нимӗн те чӑрмантарма пултараймасть. Унӑн сӑмахӗсем яланах пурнӑҫланаҫҫӗ (Исаия 55:11). Халӗ эпир Иегова пире мӗн тери хытӑ юратнине ӑнланатпӑр. 1 Иоанн 4:9, 10 сӑвӑ йӗркисенче ҫапла каланӑ: «Ывӑлӗ урлӑ пире чӗрӗлӗх парасшӑн Турӑ Хӑйӗн пӗртен-пӗр Ывӑлне тӗнчене янинчен Турӑ пире юратни палӑрчӗ. Юрату вӑл эпир Турра мӗнле юратнинче мар, Турӑ пире мӗнле юратнинче: Вӑл Хӑйӗн Ывӑлне пирӗн ҫылӑхӑмӑрсене каҫарттаракан парне пулма янӑ».

Турӑ «Хӑй Ывӑлне те хӗрхенмесӗр Ӑна пирӗншӗн пурсӑмӑршӑн та панӑ» пулсан вӑл хӑй панӑ пур сӑмаха та пурнӑҫа кӗртӗ (Рим 8:32). Турӑ тата мӗн тума сӑмах панӑ? Ҫакӑн ҫинчен эсир тепӗр статьяран пӗлӗр.

ТУРӐ ПИРӖН ВАЛЛИ МӖН ТУНӐ? Иегова ҫынсене ҫӗр ҫинче ӗмӗр-ӗмӗр пурӑнма тунӑ. Вӑл пире Библи панӑ. Ӑна вуласа эпир ун ҫинчен нумай пӗлме пултаратпӑр. Пире ҫылӑхпа вилӗмрен хӑтарас тесе вӑл Иисус Христоса янӑ

^ 16 абз. Тӳлесе илме панӑ парне ҫинчен «Библи пире мӗне вӗрентет?» кӗнекери 5-мӗш сыпӑкран ытларах пӗлме пулать. Иегова Свидетелӗсем кӑларнӑ. Ҫак кӗнекене www.pr418.com сайтра тупма пулать.