Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

6-МӖШ ВӖРЕНМЕЛЛИ СТАТЬЯ

Турӑ умӗнче айӑпсӑр пулӑр!

Турӑ умӗнче айӑпсӑр пулӑр!

«Мӗн виличченех хамӑн айӑпсӑрлӑха упрӑп» (ИОВ 27:5, ҪТ).

34-МӖШ ЮРӐ Эпӗ айӑпсӑр ҫӳрем

ҪАК СТАТЬЯРА *

1. Абзацра ҫырса панӑ лару-тӑрусенче Иегова Свидетелӗсем Турра шанчӑклӑ тӑрса юлни мӗнрен курӑнать?

КУҪ УМНЕ виҫӗ лару-тӑрӑва кӑларса тӑратӑр. 1) Ҫамрӑк христианка вӗренекен класра учитель кӗҫех уяв пулать тата ҫав уява пурин те хутшӑнмалла тесе калать. Пирӗн тӑван ҫак уяв Турра юрӑхлӑ пулманнине пӗлет, ҫавӑнпа та унта хутшӑнмастӑп тесе хисеплӗн калать. 2) Вӑтанакан ҫамрӑк арҫын тӑван килтен киле ырӑ хыпар сарать. Вӑл тепӗр ҫуртра хӑйӗнпе пӗрле вӗренекен, Иегова Свидетелӗсенчен тӑрӑхласа кулакан арҫын ача пурӑннине пӗлет. Ҫав-ҫавах вӑл ҫав ҫурт патне пырать те алӑка шаккать. 3) Хӑйӗн ҫемйине мӗн кирлипе тивӗҫтерес тесе арҫын тӑванӑн нумай ӗҫлеме тивет. Пӗррехинче ӑна начальник улталама е саккуна пӑсма хушать. Ӗҫе ҫухатма пултарнине тӑван ӑнланать, анчах ҫакна тумастӑп, мӗншӗн тесен Турӑ хӑйӗн ӗҫлекенӗсенчен тӗрӗссине тӑвасса тата саккуна тытса тӑрасса кӗтет тесе ӑнлантарса парать (Рим 13:1—4; Евр. 13:18).

2. Эпир мӗнле ыйтусене пӑхса тухӑпӑр тата мӗншӗн?

2 Ҫак христиансем мӗнле лайӑх ен кӑтартнӑ? Тен, эсир вӗсем хӑюллӑ пулнине тата суймасӑр-улталамасӑр пурӑннине асӑрхарӑр. Анчах вӗсем кӑтартнӑ пӗр лайӑх ен — айӑпсӑр пулма тӑрӑшни — уйрӑмах хаклӑ. Виҫҫӗшӗ те Турра шанчӑклӑ тӑрса юлнӑ, пӗри те Туррӑн нормисене пӑсма килӗшмен. Турӑ умӗнче айӑпсӑр пуласшӑн пулнӑран вӗсем хӑйсене ҫапла тытнӑ. Паллах, ҫав лайӑх ене кӑтартнӑшӑн Иегова вӗсемпе мухтанать. Эпир те пирӗн ҫӳлти Атте пирӗнпе мухтантӑр тетпӗр. Ҫавӑнпа айтӑр виҫӗ ыйтӑва сӳтсе явар: мӗн вӑл айӑпсӑрлӑх? Айӑпсӑрлӑха упрани мӗншӗн кирлӗ? Ҫак йывӑр вӑхӑтра айӑпсӑрлӑха упрама пире мӗн пулӑшма пултарать?

МӖН ВӐЛ АЙӐПСӐРЛӐХ?

3. а) Туррӑн ӗҫлекенӗсем айӑпсӑр пулнине мӗнле кӑтартаҫҫӗ? ӑ) Айӑпсӑрлӑх мӗне пӗлтернине ӑнланма мӗнле тӗслӗхсем пулӑшаҫҫӗ?

3 Туррӑн ӗҫлекенӗсем айӑпсӑр пулнине мӗнле кӑтартаҫҫӗ? Вӗсем Иеговӑна пӗтӗм чӗререн юратаҫҫӗ тата ӑна чун-чӗререн парӑннӑ, ҫавӑнпа яланах ӑна мӗн юрӑхлине тӑваҫҫӗ. Библире «айӑпсӑрлӑх» сӑмахпа мӗнле усӑ курнине пӑхса тухар. «Айӑпсӑрлӑх» тесе куҫарнӑ еврей сӑмахӗ «пӗтӗмӗшлӗх», «туллилӗх», «кӑлтӑксӑр» е «ҫитменлӗхсӗр» тенине пӗлтерет. Сӑмахран, израильтянсем Иеговӑна парнене кӳнӗ чӗрчунсен Саккун тӑрӑх пӗр кӑлтӑксӑр * пулмалла пулнӑ (Лев. 22:21, 22). Туррӑн халӑхӗн урасӑр, хӑлхасӑр, суккӑр е чирлекен чӗрчунсене парнене кӳме юраман. Чӗрчунсем сывӑ та пӗр кӑлтӑксӑр пулни Иеговӑшӑн питӗ пӗлтерӗшлӗ пулнӑ (Мал. 1:6—9). Ҫакӑнтан ним тӗлӗнмелли те ҫук. Хамӑра илес пулсан, эпир нихӑҫан та пӑсӑлнӑ ҫимӗҫе, хут листисене тӑпӑлтарса кӑларнӑ кӗнекене е деталӗсем ҫитмен хатӗре туянман пулӑттӑмӑр. Эпир тавар пӗр кӑлтӑксӑр пуласса кӗтетпӗр. Акӑ мӗншӗн Иегова та хӑйне пӗтӗм чӗререн юратасса тата чун-чӗререн парӑнса пурӑнасса кӗтет.

4. а) Ҫылӑхлӑ ҫынсем айӑпсӑр пулма пултарнине эпир ӑҫтан пӗлетпӗр? ӑ) Псалом 102:12—14 сӑвӑ йӗркисем тӑрӑх, Иегова пирӗнтен мӗн кӗтет?

4 Айӑпсӑр пулас тесен пирӗн пӗр ҫитменлӗхсӗр пулмалла тесе шутлани тӗрӗс-и? Паллах, ҫук. Вӗт эпир пурте йӑнӑшсем тӑватпӑр. Ҫакӑн пек шутлани тӗрӗс пулманнине кӑтартакан икӗ сӑлтава пӑхса тухар. Пӗрремӗшӗнчен, Иегова эпир тӑвакан йӑнӑшсене ҫеҫ курса тӑмасть. Унӑн Сӑмахӗнче каланӑ: «Эй Ҫӳлхуҫа, Эсӗ ҫылӑхлӑ ӗҫсене шута илес пулсассӑн, эй Ҫӳлхуҫа! кам чӑтса тӑрайӗ?» (Пс. 129:3.) Вӑл пирӗн ҫитменлӗхсем пуррине, эпир ҫылӑхлӑ пулнине пӗлет тата вӑл пире хаваспах каҫарать (Пс. 85:5). Иккӗмӗшӗнчен, Иегова эпир мӗн тума пултарнипе мӗн тума пултарайманнине пӗлет, ҫавӑнпа эпир тума пултарайманнине тума ыйтмасть. (Псалом 102:12—14 вуласа пар.) Апла, Турӑ умӗнче айӑпсӑр пулни мӗне пӗлтерет?

5. Турӑ умӗнче айӑпсӑр пулас тесен мӗншӗн Иеговӑна юратмалла?

5 Турӑ умӗнче айӑпсӑр пулас тесен Иеговӑна юратмалла. Пирӗн хамӑрӑн ҫӳлти Аттене пӗтӗм чун-чӗререн юратмалла тата пур тӗлӗшрен те чунтан парӑннине кӑтартмалла. Йывӑр чухне те ҫакӑн пек юратнине кӑтартатпӑр пулсан Турӑ умӗнче айӑпсӑр пулатпӑр (1 Ҫулс. 28:9; Матф. 22:37). Каллех статья пуҫламӗшӗнче асӑннӑ виҫӗ христианина аса илер. Мӗншӗн вӗсем хӑйсене ҫапла тытаҫҫӗ? Нивушлӗ ҫамрӑк христианкӑн пӗрле вӗренекенсемпе савӑнас килмест? Ҫамрӑк христианина хӑйӗнчен тӑрӑхласа кулни килӗшет-им? Ҫемьеллӗ арҫын тӑван хӑйӗн ӗҫне ҫухатасшӑн-им? Паллах, ҫук. Вӗсем Иеговӑн тӳрӗлӗх нормисем пуррине пӗлеҫҫӗ, ҫавӑнпа хӑйсен ҫӳлти Ашшӗне савӑнтарасшӑн. Ӑна юратнӑран вӗсем йышӑну тӑвас умӗн яланах вӑл мӗн шутланине шута илеҫҫӗ. Ҫакӑн пек тунипе вӗсем Турӑ умӗнче айӑпсӑр пулнине кӑтартаҫҫӗ.

МӖНШӖН ПИРӖН АЙӐПСӐР ПУЛМА ТӐРӐШМАЛЛА?

6. а) Мӗншӗн пирӗн айӑпсӑр пулма тӑрӑшмалла? ӑ) Мӗншӗн Адампа Ева хӑйсен айӑпсӑрлӑхне упраса хӑварайман?

6 Мӗншӗн пирӗн пурин те айӑпсӑр пулма тӑрӑшмалла? Мӗншӗн тесен Сатана Иеговӑна та, пире те хирӗҫ тӑрать. Эдем садӗнче пӑлхав ҫӗкленипе ҫак ангел Сатана, е «хирӗҫ тӑракан», пулса тӑнӑ. Иегова япӑх пуҫлӑх, вӑл хӑйӗн ҫинчен ҫеҫ шутлать тата ҫынсене улталать тенипе Сатана унӑн ырӑ ятне чыссӑрлатнӑ. Шел пулин те, Адампа Ева Сатана майлӑ тӑнӑ — вӗсем Иеговӑна хирӗҫ кайнӑ (Пулт. 3:1—6). Эдемра пурӑннӑ чухне Иеговӑна хытӑ юратма вӗренсе пымашкӑн вӗсен нумай май пулнӑ. Анчах Сатана илӗртсен вӗсем Иеговӑна пӗтӗм чӗререн юратманни палӑрнӑ. Каярахпа, Иов пурӑннӑ вӑхӑтра, Сатана тата тепӗр ыйту кӑларса тӑратнӑ: ҫынсем Иегова Турра юратнӑран ӑна чунтан парӑннӑ-и? Урӑхла каласан, ҫынсем Турӑ умӗнче айӑпсӑр пулма пултараҫҫӗ-и?

7. Иов 1:8—11 сӑвӑ йӗркисем тӑрӑх, Иов айӑпсӑр пулни пирки Иегова мӗн шутланӑ тата Сатана мӗн шутланӑ?

7 Иов израильтянсем Египетра пулнӑ чухне пурӑннӑ. Ун чухне Иов пек Турра парӑннӑ ҫын ҫӗр ҫинче пулман. Вӑл пирӗн пекех ҫылӑхлӑ ҫын пулнӑ тата йӑнӑшсем тунӑ. Анчах айӑпсӑр пулма тӑрӑшнӑшӑн Иегова ӑна юратнӑ. Тен, унччен те Сатана ҫынсем айӑпсӑр пулни пирки иккӗлентерсе Иеговӑна хурланӑ. Ҫавӑнпа Иегова ӑна Иов ҫине тимлеттернӗ. Ҫак ҫыннӑн пурнӑҫӗ вара Сатана суеҫӗ пулнине уҫҫӑн кӑтартнӑ. Иов Турра шанчӑклӑ пулнипе пулманнине Сатана тӗрӗслеме сӗннӗ. Иегова ӑна ҫакна тума ирӗк панӑ, мӗншӗн тесен хӑйӗн тусӗ, Иов, хӑйне шанчӑклӑ тӑрса юласси пирки пӗртте иккӗленмен. (Иов 1:8—11 вуласа пар.)

8. Сатана Иов ҫине мӗнле тапӑннӑ?

8 Сатана питӗ хаяр. Вӑл ҫын вӗлерекен. Вӑл Иова пурлӑхсӑр тӑратса хӑварнӑ, унӑн тарҫисене вӗлерттернӗ тата унӑн ырӑ ятне вараланӑ. Вӑл унӑн ҫемйи ҫине те тапӑннӑ: Иовӑн вунӑ юратнӑ ачин пурнӑҫне татнӑ. Иова вара йывӑр чирпе чирлеттерсе янӑ — ура тупанӗнчен пуҫласа пуҫ тӳпине ҫитичченех хаяр тилҫе сырса илмелле тунӑ. Пысӑк хуйхӑ тӳснӗрен арӑмӗ Иова ҫапла каланӑ: «Турра хурла та вилсе вырт». Иовӑн хӑйӗн те пурӑнас килмен. Ҫавна пӑхмасӑрах вӑл Турӑ умӗнче айӑпсӑр тӑрса юлнӑ. Ҫавӑнпа Сатана Иов ҫине тепӗр майлӑ тапӑннӑ. Вӑл унӑн виҫӗ тусӗпе усӑ курнӑ. Ҫав туссем Иов патне пырса ун патӗнче нумай кун пулнӑ, анчах ӑна йӑпатман. Ун вырӑнне вӗсем ӑна ӑса кӗртме тата хытӑ айӑплама пуҫланӑ. Вӗсем ҫак инкексене Турӑ янӑ тесе тата эсӗ айӑпсӑр пулма тӑрӑшни ӑна кирлӗ мар тесе каланӑ. Вӗсем Иова эсӗ усал туса пурӑннӑ, ҫавӑнпа ҫакӑн пек инкеке тивӗҫлӗ тесе те каланӑ (Иов 1:13—22; 2:7—11; 15:4, 5; 22:3—6; 25:4—6).

9. Питӗ йывӑр пулнӑ пулсан та Иов мӗн туман?

9 Ҫакӑн пек инкексем Иов ҫине йӑтӑнса ансан, вӑл хӑйне мӗнле тытнӑ? Вӑл пӗр ҫитменлӗхсӗр ҫын пулман. Вӑл чунӗ тӑвӑнса ҫитнипе хӑйӗн суя тусӗсемпе хыттӑн, шухӑшламасӑр калаҫнӑ. Вӑл Турра мар, ытларах хӑйне тӳрре кӑларасшӑн пулнӑ (Иов 6:3; 13:4, 5; 32:2; 34:5). Анчах питӗ йывӑр пулнӑ пулсан та Иов Иеговӑран пӑрӑнман. Вӑл тусӗсем каланӑ суя сӑмахӗсене ӗненмен. «Эпӗ сирӗнпе ниепле те килӗшейместӗп; мӗн виличченех хама айӑпсӑр тесе шухӑшлатӑп [«хамӑн айӑпсӑрлӑха упрӑп», ҪТ]»,— тенӗ вӑл (Иов 27:5). Ҫак сӑмахсем питӗ пӗлтерӗшлӗ. Иов ниме пӑхмасӑрах Турра шанчӑклӑ тӑрса юлнӑ, апла эпир те ҫавна тума пултаратпӑр.

10. Иов пурӑннӑ вӑхӑтра Сатана кӑларса тӑратнӑ ыйту пире мӗнле пырса тивет?

10 Иов пурӑннӑ вӑхӑтра Сатана кӑларса тӑратнӑ ыйту пире те пырса тивет. Мӗнле майпа? Сатана каланӑ тӑрӑх, эпир Иегова Турра юратмастпӑр, хамӑр пурнӑҫа ҫӑлас тесе уншӑн ӗҫлесе тӑма та, хамӑрӑн айӑпсӑрлӑха упрама та пӑрахатпӑр (Иов 2:4, 5; Ӳлӗм. 12:10). Ҫакӑн пек айӑпласа калани чуна ыраттарать. Анчах та ҫакӑн ҫинчен шухӑшласа пӑхӑр: Иегова пире питӗ шанать, ҫавӑнпа вӑл Сатанана эпир Турӑ умӗнче айӑпсӑр пулнипе пулманнине тӗрӗслеме ирӗк парать. Иегова эпир айӑпсӑр тӑрса юлма пултарасси пирки тата Сатана суеҫӗ пулнине ҫирӗплетсе пама пултарасси пирки пӗртте иккӗленмест. Ҫавӑн пекех пире пулӑшма сӑмах парать (Евр. 13:6). Ҫут тӗнчене Тытса Тӑракан Турӑ пире шанать, ҫакӑ питӗ пысӑк чыс! Апла, мӗншӗн пирӗн айӑпсӑр пулма тӑрӑшмалла? Мӗншӗн тесен, ҫапла эпир Сатана суеҫӗ пулнине ҫирӗплетсе паратпӑр, хамӑрӑн ҫӳлти Аттен ятне хӳтӗлетпӗр тата ун майлӑ пулнине кӑтартатпӑр. Турӑ умӗнче айӑпсӑр пулас тесен пирӗн мӗн тумалла?

ТУРӐ УМӖНЧЕ АЙӐПСӐР ПУЛАС ТЕСЕН ПИРӖН МӖН ТУМАЛЛА?

11. Иов тӗслӗхӗнчен эпир мӗне вӗренме пултаратпӑр?

11 Ҫак «юлашки кунсенче» Сатана Туррӑн ӗҫлекенӗсем ҫине хытӑ тапӑнать (2 Тим. 3:1). Турӑ умӗнче айӑпсӑр тӑрса юлма пире мӗн пулӑшма пултарӗ? Каллех Иов тӗслӗхне аса илме пулать. Йывӑрлӑхсем йӑтӑнса аниччен вӑл Турра шанчӑклӑ пулнине пӗрре анчах мар кӑтартнӑ. Унран эпир виҫӗ япалана вӗренме пултаратпӑр, вӗсем пире Иеговӑна шанчӑклӑ пулма пулӑшӗҫ. Айтӑр вӗсене пӑхса тухар.

Турӑ умӗнче айӑпсӑр пулма пире мӗн пулӑшать? (12-мӗш абзаца пӑхӑр.) *

12. а) Иов 26:7, 8, 14 сӑвӑ йӗркисем тӑрӑх, Иеговӑна юратма тата хисеплеме Иова мӗн пулӑшнӑ? ӑ) Иеговӑна юратма тата хисеплеме пире мӗн пулӑшӗ?

12 Иов Иеговӑн ӗҫӗсем ҫинчен шухӑшланӑ, ҫакӑ ӑна Турра хытӑрах юратма пулӑшнӑ. Иов Иегова тунӑ япаласем ҫинчен шухӑшлама вӑхӑт уйӑрнӑ. (Иов 26:7, 8, 14 вуласа пар.) Вӑл ҫӗр, тӳпе, пӗлӗтсем тата аслати ҫинчен шухӑшланӑ чухне тӗлӗнмеллипех тӗлӗннӗ, ҫав вӑхӑтрах Турӑ тунӑ япаласем ҫинчен хӑй питӗ сахал пӗлнине ӑнланнӑ. Иов Иегова каланӑ сӑмахсене те хакланӑ. Вӑл «Унӑн сӑмахне... мала хурса тытса пынӑ» (Иов 23:12). Ҫапла Иов Иеговӑна хисепленине кӑтартнӑ. Вӑл хӑйӗн Ашшӗне юратнӑ тата ӑна савӑнтарасшӑн пулнӑ. Ҫакӑ Иова хӑйӗн айӑпсӑрлӑхне упрама пулӑшнӑ. Пирӗн Иовран тӗслӗх илмелле. Эпир Турӑ тунӑ япаласем ҫинчен Иов вӑхӑтӗнче пурӑннӑ ҫынсенчен чылай ытларах пӗлетпӗр. Унсӑр пуҫне, пирӗн Турӑ сывлӑшӗ пӗлтернипе ҫырнӑ Библи пур. Ӑна вуласа эпир Иеговӑна лайӑхрах пӗлсе пыратпӑр тата ӑна ытларах хисеплеме пуҫлатпӑр. Ҫакӑ вара ӑна юратма, итлеме тата ун умӗнче яланах айӑпсӑр пулма пулӑшать (Иов 28:28).

Порнографи пӑхмастпӑр пулсан, эпир Турӑ умӗнче айӑпсӑр пулатпӑр (13 абзаца пӑхӑр.) *

13, 14. Иов 31:1-мӗш сӑвӑ йӗрки тӑрӑх, Турра итленине Иов мӗнле кӑтартнӑ? ӑ) Эпир Иовран мӗне вӗренме пултаратпӑр?

13 Иов пур тӗлӗшрен те Турра итлесе пурӑннӑ, ҫакӑ ӑна айӑпсӑрлӑхне упрама пулӑшнӑ. Айӑпсӑр пулас тесен Иеговӑна итлемеллине Иов пӗлнӗ. Чӑнах та, Иеговӑна итленӗ чухне кашнинче эпир хамӑрӑн айӑпсӑрлӑха упрама вӑй илетпӗр. Иов пур тӗлӗшрен те Турра итлеме тӑрӑшнӑ. Сӑмахран, вӑл хӑйне хӗрарӑмсемпе тӗрӗс тытнӑ. (Иов 31:1 вуласа пар.) Авланнӑ ҫын пулнӑ май вӑл арӑмӗсӗр пуҫсӑр ытти хӗрарӑмсем патне юрату туйӑмне аталантарман. Хальхи вӑхӑтра эпир аскӑн ӗҫ тума илӗртсе тӑракан тӗнчере пурӑнатпӑр. Пирӗн вара, Иов пекех, хамӑр мӑшӑр пулман ҫын ҫине аскӑн шухӑшпа пӑхмалла мар. Ҫавӑн пекех пирӗн порнографи тата киревсӗр ӳкерчӗксене пӑхмалла мар (Матф. 5:28). Кунран-кун эпир ҫак тӗлӗшрен чаруллӑ пулатпӑр пулсан, ҫакӑ пире Турӑ умӗнче хамӑрӑн айӑпсӑрлӑха упраса хӑварма пулӑшӗ.

Пурлӑх ҫине тӗрӗс пӑхатпӑр пулсан, эпир Турӑ умӗнче айӑпсӑр пулатпӑр (14 абзаца пӑхӑр.) *

14 Иов пурлӑх ҫине мӗнле пӑхнинче те вӑл Турра итлени палӑрса тӑнӑ. Хӑйӗн пурлӑхӗ ҫине шаннӑ пулсан, ҫакӑ суда тивӗҫлӗ усал ӗҫ пулассине вӑл пӗлнӗ (Иов 31:24, 25, 28). Хальхи вӑхӑтра ҫак тӗнче пире пурлӑх пухма хӗтӗртет. Библире каланӑ пек эпир укҫапа пурлӑх ҫине тӗрӗс пӑхатпӑр пулсан, ҫакӑ пире Турӑ умӗнче хамӑрӑн айӑпсӑрлӑха упраса хӑварма пулӑшӗ (Ытар. 30:8, 9; Матф. 6:19—21).

Хамӑрӑн шанчӑка асра тытатпӑр пулсан, эпир Турӑ умӗнче айӑпсӑр пулатпӑр (15 абзаца пӑхӑр.) *

15. а) Иов мӗн пирки иккӗленмен тата ҫакӑ ӑна айӑпсӑр пулма мӗнле пулӑшнӑ? ӑ) Хамӑрӑн шанчӑка асра тытни пире мӗнле пулӑшма пултарать?

15 Турӑран награда илессине шанса тӑни Иова айӑпсӑр тӑрса юлма пулӑшнӑ. Айӑпсӑр пулма тӑрӑшнине Турӑ хаклать тесе ӗненнӗ Иов (Иов 31:6). Йывӑрлӑхсемпе тӗл пулнӑ пулсан та Иегова хӑйне награда парасси пирки вӑл пӗртте иккӗленмен. Ҫакна шанса тӑни ӑна айӑпсӑр тӑрса юлма пулӑшнӑ. Иегова Иов айӑпсӑр тӑрса юлнӑшӑн питӗ савӑннӑ, ҫавӑнпа та Иова, унӑн ҫитменлӗхсем пулнӑ пулсан та, нумай пилленӗ (Иов 42:12—17; Иак. 5:11). Пуласлӑхра Иов тата ытларах пиллӗх илӗ. Айӑпсӑр тӑрса юлнӑшӑн Иегова пире те награда парасса эпир шанса тӑратпӑр-и? Пирӗн Турӑ улшӑнман (Мал. 3:6). Вӑл эпир айӑпсӑр пулма тӑрӑшнине питӗ хаклать. Ҫакна асра тытатпӑр пулсан хамӑрӑн чаплӑ шанчӑка нихӑҫан та ҫухатмӑпӑр (1 Фес. 5:8—10).

16. Пирӗн мӗн тума ҫирӗп шут тытмалла?

16 Турӑ умӗнче айӑпсӑр пулма ҫирӗп шут тытӑр! Хӑш-пӗр чухне айӑпсӑр пулма эсир кӑна тӑрӑшатӑр пек туйӑнма пултарать, анчах эсир пӗччен мар. Эсир хӑйсен айӑпсӑрлӑхне упракан миллион-миллион тӑванпа пӗрле ӗҫлесе тӑратӑр. Авалхи вӑхӑтра та хӑйсене вӗлерме пултарнине пӗлсе тӑрсах Турра шанчӑклӑ тӑрса юлнӑ арҫынсемпе хӗрарӑмсем нумай пулнӑ (Евр. 11:36—38; 12:1, 2). Айтӑр Иовӑн сӑмахӗсене — «хамӑн айӑпсӑрлӑха упрӑп» текен сӑмахсене — асра тытар. Эпир айӑпсӑр пулни Иеговӑна ӗмӗр-ӗмӗр мухтав кӳрсе тӑтӑр!

124-МӖШ ЮРӐ Чунтан парӑнса пурӑнатпӑр

^ 5 абз. Мӗн вӑл айӑпсӑрлӑх? Мӗншӗн Иегова ҫак лайӑх ене питӗ хаклать? Мӗншӗн пирӗн пурин те Турӑ умӗнче айӑпсӑр пулма тӑрӑшмалла? Ҫак статьяра эпир Библи ҫак ыйтусем ҫине мӗнле хуравланине пӗлӗпӗр. Унсӑр пуҫне, ҫак статья кунран-кун айӑпсӑрлӑха упрама мӗн пулӑшма пултарнине курма пулӑшӗ. Айӑпсӑрлӑха упратпӑр пулсан, Иегова пире пиллетех.

^ 3 абз. Чӗрчунсем ҫинчен каланӑ чухне «пӗр кӑлтӑксӑр» тесе куҫарнӑ еврей сӑмахӗ ҫынсем ҫинчен каланӑ чухне «айӑпсӑр» тесе куҫарӑнать.

^ 51 абз. ӲКЕРЧӖК. Иов хӑйӗн ачисене Иегова тунӑ тӗлӗнмелле япаласем ҫинчен каласа парать.

^ 53 абз. ӲКЕРЧӖК. Пӗрле ӗҫлекенсем порнографи пӑхма пуҫласан арҫын тӑван вӗсене пӑрахса каять.

^ 55 абз. ӲКЕРЧӖК. Арҫын тӑвана хаклӑ та пысӑк телевизор туянма сӗнеҫҫӗ, анчах вӑл ӑна илме килӗшмест, мӗншӗн тесен ҫакӑн пек телевизор ӑна кирлӗ мар тата унӑн ӑна илме укҫи те ҫитмест.

^ 57 абз. ӲКЕРЧӖК. Арҫын тӑван рай ҫинчен кӗлтуса шухӑшлама вӑхӑт уйӑрать.