Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

8-МӖШ ВӖРЕНМЕЛЛИ СТАТЬЯ

Пархатарлӑ пулнине мӗншӗн кӑтартмалла?

Пархатарлӑ пулнине мӗншӗн кӑтартмалла?

«Тав туса пурӑнӑр» (КОЛ. 3:15).

46-МӖШ ЮРӐ Иегова, сана тав тӑватпӑр

ҪАК СТАТЬЯРА *

1. Самари ҫынни хӑйне Иисус сыватсан пархатарлӑ пулнине мӗнле кӑтартнӑ?

ВУНӐ арҫын питӗ йывӑр лару-тӑрура пулнӑ. Вӗсем тилҫе чирӗпе чирленӗ, хӑйсен чирӗнчен сывалма вара вӗсен нимӗнле шанчӑк та пулман. Анчах пӗррехинче вӗсем аякранах Иисуса, Аслӑ Вӗрентекене, асӑрханӑ. Иисус тӗрлӗ чирсенчен сыватнине вӗсем илтнӗ тата вӑл вӗсене пулӑшма пултарнине те ӗненнӗ. Ҫавӑнпа вӗсем: «Эй Вӗрентекен Иисус! хӗрхенсем пире»,— тесе хыттӑн кӑшкӑрнӑ. Ҫав вунӑ ҫын йӑлтах сывалнӑ. Паллах, Иисус вӗсене пулӑшнӑшӑн вӗсем пурте пархатарлӑ пулнӑ. Анчах вӗсенчен пӗри кӑна Иисуса тав тунӑ. Пархатарлӑ пулнӑран ҫав сывалнӑ Самари ҫынни «хытӑ сасӑпа» Турра мухтама пуҫланӑ (Лука 17:12—19).

2, 3. а) Мӗншӗн эпир хӑш-пӗр чухне пархатарлӑ пулнине кӑтартмастпӑр? ӑ) Ҫак статьяра эпир мӗн пӑхса тухӑпӑр?

2 Эпир ҫав самаритянин пекех хамӑра пулӑшакансене пархатарлӑ пулнине кӑтартасшӑн. Анчах хӑш-пӗр чухне эпир тав тума е пархатарлӑ пулнине пӗр-пӗр урӑх майпа кӑтартма манса каятпӑр.

3 Ҫак статьяра эпир пархатарлӑ пулнине мӗншӗн сӑмахпа тата ӗҫпе кӑтартмаллине пӑхса тухӑпӑр. Библире ҫырса панӑ тӗслӗхсене — кам пархатарлӑ тата кам пархатарсӑр пулнӑ, ҫавсен тӗслӗхӗсене — сӳтсе явӑпӑр. Ҫавӑн пекех пархатарлӑ пулнине мӗншӗн кӑтартмаллине те пӗлӗпӗр.

МӖНШӖН ПАРХАТАРЛӐ ПУЛНИНЕ КӐТАРТМАЛЛА?

4, 5. Мӗншӗн пирӗн пархатарлӑ пулнине кӑтартмалла?

4 Пархатарлӑ пулас тӗлӗшрен Иегова пире тӗслӗх кӑтартать. Сӑмахран, вӑл хӑйне юраса пурӑнакан ҫынсене пиллет (2 Патш. 22:21; Пс. 12:6; Матф. 10:40, 41). Библире ҫапла каланӑ: «Турӑ евӗрлӗ пулма тӑрӑшӑр — эсир Унӑн юратнӑ ачисем-ҫке» (Эф. 5:1). Апла, пархатарлӑ пулнине пирӗн мӗншӗн кӑтартмалла? Тӗп сӑлтав вӑл — эпир Иегова евӗрлӗ пуласшӑн.

5 Анчах тепӗр сӑлтав та пур. Пире тав тунӑ чухне эпир савӑнатпӑр. Эпир ыттисене тав тунӑ чухне — вӗсем савӑнаҫҫӗ. Кама эпир тав тӑватпӑр, ҫав ҫын пирӗншӗн мӗн туни усӑсӑр пулманнине ӑнланать. Вара пирӗнпе ҫав ҫын хушшинчи туслӑх ҫирӗпрех пулса пырать.

6. Мӗншӗн тав сӑмахӗсене ылтӑн панулмисемпе танлаштарма пулать?

6 Пархатарлӑ пулнине кӑтартни питӗ кирлӗ. Библире каланӑ: «Вырӑнлӑ каланӑ сӑмах — кӗмӗл савӑтри ылтӑн улма пек» (Ытар. 25:11). Кӗмӗл савӑтри ылтӑн панулмисене куҫ умне кӑларса тӑратӑр-ха, вӗсем мӗн тери хитре! Вӗсем тата питӗ хаклӑ. Сире ҫавӑн пек парне парсан эсир савӑннӑ пулӑттӑр пулӗ. Ҫавӑн евӗрлех, тав сӑмахӗсем те питӗ хаклӑ. Унсӑр пуҫне, ылтӑнран тунӑ панулмисем чылайччен упранаҫҫӗ. Эпир пархатарлӑ пулнӑран каланӑ сӑмахсене те тепӗр ҫын пурнӑҫ тӑршшӗпех хӑйӗн чӗринче упрама пултарать.

ВӖСЕМ ПАРХАТАРЛӐ ПУЛНИНЕ КӐТАРТНӐ

7. Псалом 29:13-мӗшӗ тӑрӑх, Давид пархатарлӑ пулнине мӗнле кӑтартнӑ? Ытти псалом ҫыракансем пархатарлӑ пулнине мӗнле кӑтартнӑ?

7 Авалхи вӑхӑтра Туррӑн ӗҫлекенӗсенчен нумайӑшӗ пархатарлӑ пулнине кӑтартнӑ. Вӗсенчен пӗри Давид пулнӑ. (Псалом 29:13 вуласа пар.) Турӑшӑн ӗҫлесе тӑма май пуррине вӑл питӗ хакланӑ, ҫакна вӑл хӑйӗн ӗҫӗсемпе кӑтартнӑ: храма туса лартма вӑл хӑйӗн пурлӑхӗн чылай пайне панӑ. Асаф йӑхӗнчи ҫынсене вара пархатарлӑ пулни псаломсем, е мухтав юррисем, ҫырма хавхалантарнӑ. Пӗр юрринче вӗсем Турра тав тунӑ тата унӑн тӗлӗнмелле ӗҫӗсемшӗн ӑна мухтанӑ (Пс. 74:2). Давидпа Асаф йӑхӗнчи ҫынсем Иегова вӗсене пиллесе тӑнӑшӑн питӗ пархатарлӑ пулни уҫҫӑн курӑнать. Эпир вӗсенчен мӗне вӗренме пултаратпӑр?

Пархатарлӑ пулнине кӑтартас тӗлӗшрен Павел Рим ҫыннисем патне янӑ ҫыруран мӗне вӗренме пулать? (8, 9 абзацсене пӑхӑр.) *

8, 9. Тӑвансене хакланине Павел апостол мӗнле кӑтартнӑ тата ҫакӑ вӗсем ҫине мӗнле витӗм кӳме пултарнӑ?

8 Павел апостол тӑвансене питӗ хакланӑ. Ҫакӑ вӑл вӗсем ҫинчен мӗн каланинчен курӑнать. Вӑл кӗлӗсенче яланах вӗсемшӗн Турра тав тунӑ. Хӑйӗн ҫырӑвӗсенче те вӑл вӗсене пархатарлӑ пулни ҫинчен ҫырнӑ. Рим ҫыннисем патне янӑ ҫырури 16-мӗш сыпӑкри малтанхи 15 сӑвӑ йӗркинче Павел 27 тӑвана ятран асӑннӑ. Уйрӑмах ҫырура Прискиллӑпа Акила Павелшӑн «пуҫне хума» хатӗр пулни ҫинчен тата Фива нумайӑшне, ҫав шутрах Павела та, пулӑшни ҫинчен палӑртса каланӑ. Павел хӑй юратакан тӑвансене, Турӑшӑн хастар ӗҫлекенсене, мухтаса илнӗ.

9 Ҫав тӑвансен ҫитменлӗхсем пурри пирки Павел пӗлнӗ, анчах ҫыру вӗҫӗнче вӑл вӗсен лайӑх енӗсем ҫинчен ҫеҫ ҫырнӑ. Ҫак ҫырӑва пухура вуласа панӑ чухне Павелӑн сӑмахӗсем тӑвансене питӗ хавхалантарнӑ пулӗ. Паллах, Павелпа вӗсен хушшинчи хутшӑнусем тата ҫирӗпрех пулса тӑнӑ. Эсир хӑвӑр пухури тӑвансене вӗсен ырӑ сӑмахӗсемшӗн тата ӗҫӗсемшӗн яланах мухтама тата тав тума тӑрӑшатӑр-и?

10. Иисус хӑйӗн вӗренекенӗсене тав туни пире мӗне вӗрентет?

10 Иисус Кӗҫӗн Азири хӑш-пӗр пухусем ҫинчен каланӑ чухне вӗсем мӗн тунине хаклани ҫинчен каланӑ. Сӑмахран, Фиатирӑри пухӑва вӑл: «Санӑн ӗҫӳсене, эсӗ юратса тӑнине, тӑрӑшнине, ӗненнине, санӑн тӳсӗмлӗхне, санӑн кайранхи ӗҫӳсем малтанхисенчен те пысӑкраххине Эпӗ пӗлетӗп»,— тенӗ (Ӳлӗм. 2:19). Иисус ҫак пухури тӑвансем сӑваплӑ ӗҫре ытларах тума пуҫлани ҫинчен ҫеҫ каламан, вӑл вӗсене ырӑ ӗҫсем тума хавхалантаракан лайӑх енӗсемшӗн те мухтаса илнӗ. Иисусӑн Фиатирӑри хӑш-пӗр христиансене канаш пама тивнӗ, анчах вӗсене мӗн каланине пӑхсан, вӑл пуҫламӑшӗнче те, вӗҫӗнче те вӗсене хавхалантарнӑ (Ӳлӗм. 2:25—28). Шухӑшласа пӑхӑр-ха, Иисус — пухусен пуҫӗ. Эпир уншӑн мӗн тунишӗн вӑл пире мухтамасан та пултарать. Анчах тав туни питӗ кирлӗ тесе шутлать вӑл. Ҫакӑ старейшинӑсемшӗн питӗ лайӑх тӗслӗх.

ВӖСЕМ ПАРХАТАРЛӐ ПУЛМАН

11. Еврейсем 12:16-мӗшӗ тӑрӑх, Исав «сӑваплӑ япаласем» ҫине мӗнле пӑхнӑ?

11 Шел те, Библире каланӑ хӑш-пӗр ҫынсем пархатарсӑр пулнӑ. Вӗсенчен пӗри — Исав. Унӑн ашшӗпе амӑшӗ ӑна Иеговӑна юратма тата хисеплеме вӗрентнӗ пулин те, вӑл сӑваплӑ япаласене хакламан. (Еврейсем 12:16, ҪТ вуласа пар *.) Вӑл пархатарсӑр пулни мӗнрен курӑннӑ? Исав ясмӑк яшки ҫиессишӗн шӑллӗне, Иакова, пӗр шухӑшламасӑр хӑйӗн аслӑлӑхне сутнӑ (Пулт. 25:30—34). Каярахпа вӑл ҫакӑншӑн питӗ куляннӑ. Анчах хӑйӗн мӗн пуррине хакламанран пӗрремӗш ывӑла паракан пиллӗхсене ҫухатнӑшӑн Исавӑн ӳпкелешме сӑлтав пулман.

12, 13. Израильтянсем пархатарлӑ пулманни мӗнрен курӑннӑ тата ҫакӑ мӗн патне илсе ҫитернӗ?

12 Израильтянсен Иеговӑна пархатарлӑ пулма нумай сӑлтав пулнӑ. Египет ҫине вунӑ асап ярса Иегова вӗсене чуралӑхран ирӗке кӑларнӑ. Ун хыҫҫӑн Хӗрлӗ тинӗсре Египет ҫарне пӗтерсе вӑл вӗсене ҫӑлса хӑварнӑ. Турра питӗ пархатарлӑ пулнӑран израильтянсем ӑна мухтаса юрлама пуҫланӑ. Анчах вӗсем пархатарлӑ пулма пӑрахман-и?

13 Ҫӗнӗ йывӑрлӑхсемпе тӗл пулсан вӗсем Иегова хӑйсемшӗн мӗн тунине часах манса кайнӑ. Вӗсем пархатарлӑ пулма пӑрахни кӗҫех уҫҫӑн курӑннӑ (Пс. 105:7). Библире каланӑ тӑрӑх, «Израиль ывӑлӗсен пӗтӗм халӑхӗ Моисейпе Аарона ӳпкелеме пуҫланӑ», тӗрӗссипе вара, вӗсем Иеговӑна ӳпкеленӗ (Тух. 16:2, 8). Хӑйӗн халӑхӗ пархатарсӑр пулнине курса Иегова хытӑ куляннӑ. Каярахпа вӑл ӳпкелешме пуҫланӑ израильтянсем пурте пушхирте вилсе пӗтӗҫ тесе каласа хунӑ, Иисус Навинпа Халев вара вӗсен шутне кӗмен (Йыша шутл. 14:22—24; 26:65). Ҫак япӑх тата лайӑх тӗслӗхсенчен мӗне вӗренме пултарнине айтӑр пӑхса тухар.

ПАРХАТАРЛӐ ПУЛНИНЕ КӐТАРТӐР

14, 15. а) Мӑшӑрсем пӗр-пӗрне хакланине мӗнле кӑтартма пултараҫҫӗ? ӑ) Ашшӗ-амӑшӗсем ачисене пархатарлӑ пулнине кӑтартма мӗнле вӗрентме пултараҫҫӗ?

14 Ҫемьере. Ҫемьере пурте пархатарлӑ пулнине кӑтартаҫҫӗ пулсан, ҫакӑ пӗтӗм ҫемьене усӑ парать. Мӑшӑрсем мӗн чухлӗ ытларах пӗр-пӗрне тав сӑмахӗсем калаҫҫӗ, ҫавӑн чухлӗ ҫывӑхрах пулса пыраҫҫӗ. Пӗр-пӗрин йӑнӑшӗсене каҫарма та вӗсене ҫӑмӑлрах. Арӑмне хаклакан упӑшки арӑмӗн ырӑ сӑмахӗсемпе ӗҫӗсене асӑрхать кӑна мар, вӑл ӑна «ырлать те мухтать» (Ытар. 31:10, 28). Ӑслӑ арӑм вара яланах упӑшкине ӑна мӗншӗн хаклани ҫинчен калать.

15 Ашшӗ-амӑшӗсем, эсир ачасене пархатарлӑ пулнине кӑтартма мӗнле вӗрентме пултаратӑр? Асра тытӑр: сирӗн ачасем эсир мӗн каланине илтсе тата мӗн тунине сӑнаса сирӗн пек пулма тӑрӑшаҫҫӗ. Ҫавӑнпа вӗсене лайӑх тӗслӗх кӑтартӑр — вӗсем сирӗншӗн мӗн тӑваҫҫӗ, ҫавӑншӑн вӗсене тав тӑвӑр. Ҫавӑн пекех вӗсене ыттисене тав тума вӗрентӗр. Тав сӑмахӗсем чӗререн тухса тӑнине, ҫавӑн пекех ыттисем ҫине питӗ вӑйлӑ витӗм кӳнине ачасене ӑнлантарса пама тӑрӑшӑр. Клари ятлӑ ҫамрӑк хӗрарӑм акӑ мӗн калать: «32 ҫулта анне виҫӗ ачапа тӑрса юлнӑ, унӑн вӗсене пӗччен пӑхса ӳстерме тивнӗ. Хам 32 ҫула ҫитсен вара ҫавӑн чухне ӑна мӗн тери йывӑр пулнине ӑнланса илтӗм. Ҫавӑнпа вӑл маншӑн тата манӑн пиччепе шӑллӑмшӑн мӗн-мӗн тунине питӗ хаклатӑп тесе каларӑм ӑна. Нумаях пулмасть вара анне мана эсӗ каланӑ сӑмахсене час-часах аса илетӗп, вӗсем яланах манӑн чуна ӑшӑтаҫҫӗ тесе каларӗ».

Хӑвӑр ачасене пархатарлӑ пулма вӗрентӗр (15-мӗш абзаца пӑхӑр.) *

16. Тав сӑмахӗсем ыттисене хавхалантарма пултарнине кӑтартакан тӗслӗх каласа парӑр.

16 Пухура. Пухури тӑвансене пархатарлӑ пулнине кӑтартса эпир вӗсене хавхалантаратпӑр. 28 ҫулхи Хорхе ятлӑ старейшинӑн тӗслӗхне пӑхса тухар. Пӗррехинче вӑл питӗ хытӑ чирлесе ӳкнӗ, ҫавна пула уйӑх хушши пухӑвӑн тӗлпулӑвӗсене ҫӳреме пултарайман. Тӗлпулусене ҫӳреме пуҫласан та Хорхе пӗр вӑхӑт хушши пунктсене тӑвайман. Вӑл акӑ мӗн каласа парать: «Сывлӑх япӑх пулнӑран эпӗ пухури тивӗҫсене тума пултараймарӑм, ҫавна пула эпӗ хама ниме тӑман ҫын пек туйрӑм. Анчах пӗррехинче тӗлпулу хыҫҫӑн пӗр арҫын тӑван пычӗ те каларӗ: „Манӑн ҫемьене лайӑх тӗслӗх кӑтартнӑшӑн тав сана. Юлашки ҫулсенче эсӗ туса панӑ докладсем пире питӗ килӗшетчӗҫ. Ҫав докладсем пирӗн ӗненӗве ҫирӗплетрӗҫ“. Вӑл калани манӑн чӗрене пырса тиврӗ, куҫсем те шывланчӗҫ. Ҫак сӑмахсем мана питӗ кирлӗ пулнӑ!»

17. Колоссӑ 3:15-мӗшӗ тӑрӑх, Иеговӑна, уҫӑ кӑмӑллӑ Турра, пархатарлӑ пулнине мӗнле кӑтартма пулать?

17 Пирӗн уҫӑ кӑмӑллӑ Турра. Иегова пире питӗ нумай сӑнарлӑ апат парса тӑрать. Сӑмахран, вӑл пире хамӑрӑн тӗлпулусем урлӑ, публикацисем урлӑ тата пирӗн сайт урлӑ вӗрентсе тӑрать. Доклад итленӗ чухне, пӗр-пӗр статья вуланӑ чухне е пирӗн телекурава пӑхнӑ чухне сирӗн «шӑп ҫакӑ мана кирлӗччӗ!» тесе калани пулман-и? Иеговӑна пархатарлӑ пулнине мӗнле кӑтартма пулать? (Колоссӑ 3:15 вуласа пар.) Майсенчен пӗри вӑл — Иегова мӗн парса тӑнишӗн яланах ӑна кӗлӗре тав туни (Иак. 1:17).

Патшалӑх залне таса та тирпейлӗ тытса тӑрас ӗҫре хутшӑннипе эпир Турра пархатарлӑ пулнине кӑтартатпӑр (18-мӗш абзаца пӑхӑр.)

18. Хамӑрӑн Патшалӑх залӗшӗн пархатарлӑ пулнине эпир мӗнле кӑтартма пултаратпӑр?

18 Ҫавӑн пекех Иеговӑна пархатарлӑ пулнине эпир Патшалӑх залне таса та тирпейлӗ тытса тӑнипе кӑтартатпӑр. Эпир хамӑрӑн залсене тӑтӑшах тасататпӑр тата пӑхса-юсаса тӑратпӑр. Аудио- тата видеоаппаратурӑшӑн яваплӑ тӑвансем ӑна ҫӗмӗрес мар тесе унпа асӑрхануллӑн усӑ кураҫҫӗ. Хамӑрӑн Патшалӑх залне лайӑх пӑхса тӑратпӑр пулсан, вӑл пире чылай вӑхӑт хушши усӑ парса тӑрӗ, юсамалли те сахал пулӗ. Ҫапла тунипе эпир пӗтӗм тӗнчипе Патшалӑх залӗсене туса лартас тата юсас ӗҫ валли уйӑрнӑ укҫана перекетлетпӗр.

19. Пӗр район надзирателӗн тата унӑн арӑмӗн тӗслӗхӗнчен мӗне вӗренме пулать?

19 Пирӗншӗн тӑрӑшса ӗҫлекенсене. Эпир калакан тав сӑмахӗсене пула ҫын хӑйӗн йывӑрлӑхӗсем ҫине урӑхла пӑхма пуҫлама пултарать. Пӗр район надзирателӗн тата унӑн арӑмӗн тӗслӗхне пӑхса тухар. Пӗррехинче, хӗлле, кунӗпе ырӑ хыпар сарнӑ хыҫҫӑн вӗсем ывӑнса килне таврӑннӑ. Питӗ сивӗ пулнӑран арӑмӗ пальтопах ҫывӑрма выртнӑ. Ирхине вара ҫак ӗҫе малалла туса тӑма манӑн урӑх вӑй ҫук тенӗ вӑл упӑшкине. Ҫав кунах кӑшт каярах унӑн ячӗпе филиалтан ҫыру килнӗ. Ҫав ҫырура ӑна хӑйӗн сӑваплӑ ӗҫне туса тӑнӑшӑн тата чӑтӑмлӑ пулнӑшӑн мухтанӑ. Кашни эрнере пӗр вырӑнтан тепӗр вырӑна куҫса ҫӳреме ҫӑмӑл мар тесе палӑртнӑ пулнӑ унта. Унӑн упӑшки акӑ мӗн каланӑ: «Ҫак ҫырури сӑмахсем ун ҫине питӗ вӑйлӑ витӗм кӳчӗҫ. Вӑл урӑх нихӑҫан та хамӑра шанса панӑ ӗҫе хӑварасси пирки шарламарӗ, хам хӑварас тенӗ чухне вара вӑл темиҫе хут та мана хамӑр тӑвакан ӗҫе малалла тума хавхалантарчӗ». Ҫак арҫын тӑван хӑйӗн арӑмӗпе пӗрле район надзирателӗн ӗҫне 40 ҫула яхӑн туса тӑнӑ.

20. Пирӗн кашни кун мӗн тума тӑрӑшмалла тата мӗншӗн?

20 Айтӑр кашни кун ыттисене сӑмахпа та, ӗҫпе те пархатарлӑ пулнине кӑтартар. Ҫак пархатарсӑр тӗнчере ҫынсем куллен-кун йывӑрлӑхсемпе тӗл пулаҫҫӗ, пирӗн ырӑ сӑмахсемпе ӗҫсем вара вӗсене питӗ пулӑшма пултараҫҫӗ. Унсӑр пуҫне, пархатарлӑ пулнине кӑтартни ӗмӗрлӗхе тӑсӑлма пултаракан туслӑха ҫирӗплетет. Унтан та ытларах, ҫапла тунипе эпир хамӑрӑн уҫӑ кӑмӑллӑ та пархатарлӑ Атте Иегова пек пулма тӑрӑшнине кӑтартатпӑр.

20-МӖШ ЮРӐ Эсӗ хӑвӑн пӗртен-пӗр Ывӑлна панӑ

^ 5 абз. Пархатарлӑ пулнине кӑтартас тӗлӗшрен эпир Иеговӑран, Иисусран тата тилҫе ернӗ Самари ҫыннинчен мӗне вӗренме пултаратпӑр? Ҫак статьяра эпир ҫак тата ытти ҫынсен тӗслӗхӗсене пӑхса тухӑпӑр. Ҫавӑн пекех пархатарлӑ пулнине мӗншӗн кӑтартмаллине тата ҫакна мӗнле тума пултарнине сӳтсе явӑпӑр.

^ 11 абз. Еврейсем 12:16, ҪТ: «Сирӗн хушшӑрта аскӑн ҫын та, Исав пек сӑваплӑ япаласене хакламан ҫын та ан пултӑр, ҫавӑ пӗрре ҫиессишӗн хӑйӗн аслӑлӑхне сутнӑ».

^ 55 абз. ӲКЕРЧӖК. Римри христиансене Павел ҫырнӑ ҫырӑва вуласа параҫҫӗ; Акилӑна, Прискиллӑна, Фивӑна тата ыттисене ҫырура вӗсене ятран асӑнни савӑнтарать.

^ 57 абз. ӲКЕРЧӖК. Амӑшӗ хӑйӗн хӗрне ватӑ хӗрарӑм тӑвана пархатарлӑ пулнине кӑтартма пулӑшать, мӗншӗн тесен ҫав тӑван мӗн туса тӑнине вӗсем питӗ хаклаҫҫӗ.