Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

9-МӖШ ВӖРЕНМЕЛЛИ СТАТЬЯ

Иеговӑн юратӑвӗпе тӗрӗслӗхӗ Моисей саккунӗнче мӗнле курӑнса тӑрать?

Иеговӑн юратӑвӗпе тӗрӗслӗхӗ Моисей саккунӗнче мӗнле курӑнса тӑрать?

«Вӑл тӳрӗлӗхе юратать, тӗрӗс сут тӑвать; Ҫӳлхуҫанӑн ырӑлӑхӗ ҫӗр тулли» (ПС. 32:5).

3-МӖШ ЮРӐ Пирӗн тӗрек, пирӗн шанчӑк, пирӗн хӳтлӗх

ҪАК СТАТЬЯРА *

1, 2. а) Пире пурне те мӗн кирлӗ? ӑ) Мӗне эпир хытӑ шанса тӑма пултаратпӑр?

ПИРЕ пурне те ыттисем юратни тата хамӑрпа тӗрӗс тытни кирлӗ. Ҫакӑ пулмасан эпир хамӑр пирки ниме тӑман ҫынсем тесе тата пире ним лайӑххи те кӗтмест тесе шухӑшлама пултаратпӑр.

2 Ыттисем пире юратни тата хамӑрпа тӗрӗс тытни пире питӗ кирлӗ пулнине Иегова пӗлет (Пс. 32:5). Вӑл пире юратать тата ыттисене пирӗнпе тӗрӗс тыттарасшӑн. Иегова израильтянсене Моисей урлӑ панӑ Саккун ҫинчен шухӑшлани вара ҫакна хытӑрах шанса тӑма пулӑшӗ. Сире ыттисем юратманни е сирӗнпе тӗрӗс мар тытни хурлантарать пулсан, Иегова хӑйӗн халӑхне юратни Моисей саккунӗнче * мӗнле курӑнса тӑни ҫинчен шухӑшласа пӑхӑр.

3. а) Рим 13:8—10 сӑвӑ йӗркисем тӑрӑх, Моисей саккунне тӗпченӗ май мӗн курма пулать? ӑ) Ҫак статьяра эпир мӗнле ыйтусен хуравӗсене пӗлӗпӗр?

3 Моисей саккунне тӗпченӗ май Иегова Турӑ пире питӗ хытӑ юратнине курма пулать. (Рим 13:8—10 вуласа пар.) Эпир ҫак статьяра Израиле панӑ саккунсенчен хӑшӗ-пӗрисене ҫеҫ пӑхса тухӑпӑр тата ҫак ыйтусен хуравӗсене пӗлӗпӗр: Саккуна юратнӑран панӑ тесе тата вӑл ҫынсене ыттисемпе тӗрӗс тытма хавхалантарать тесе мӗншӗн калама пулать? Камӑн власть пулнӑ, ҫавсен Саккуна мӗнле тытса тӑмалла пулнӑ? Саккун уйрӑмах кама хӳтӗленӗ? Ҫак ыйтусен хуравӗсем пире йӑпатма пултараҫҫӗ, ҫавӑн пекех вӗсем пире пуласлӑх ҫине шанӑҫпа пӑхма тата юратакан Аттепе ҫывӑхланма пулӑшӗҫ (Ап. ӗҫ. 17:27; Рим 15:4).

ЮРАТНӐРАН ПАНӐ САККУН

4. а) Мӗншӗн Моисей саккунне юратнӑран панӑ теме пулать? ӑ) Матфей 22:36—40 сӑвӑ йӗркисенче Иисус мӗнле икӗ тӗп ӳкӗт ҫинчен каланӑ?

4 Моисей саккунне юратнӑран панӑ тесе калама пулать, мӗншӗн тесен Иегова кирек мӗн тунӑ чухне те ҫавна юратнӑран тӑвать (1 Иоанн 4:8). Иегова панӑ саккунсем пурте икӗ ӳкӗт ҫинче — Турра юрат тата ҫывӑх ҫынна юрат текен ӳкӗтсем ҫинче — никӗсленсе тӑраҫҫӗ (Лев. 19:18; Сак. аст. 6:5; Матфей 22:36—40 вуласа пар). Апла пулсан, Моисей саккунӗнчи 600 ытла ӳкӗт пире Туррӑн юратӑвӗ пирки мӗне те пулин вӗрентме пултарать. Айтӑр хӑшӗ-пӗрисене пӑхса тухар.

5, 6. Иегова мӑшӑрсенчен мӗн кӗтет тата вӑл мӗн курса тӑрать? Тӗслӗх илсе парӑр.

5 Мӑшӑра шанчӑклӑ пулӑр тата ачасемшӗн тӑрӑшӑр. Иегова мӑшӑрсем нихӑҫан та пӗр-пӗрне юратма ан пӑрахчӑр тет (Пулт. 2:24; Матф. 19:3—6). Мӑшӑра улталани вара — чи хаяр ӗҫсенчен пӗри. Ахальтен мар ӗнтӗ, Вунӑ ӳкӗтрен ҫиччӗмӗшӗнче «ан аскӑнлан» тенӗ (Сак. аст. 5:18). Аскӑн ӗҫ тӑвакан «Турӑ умӗнче» ҫылӑха кӗрет тата хӑйӗн мӑшӑрӗн чунне питӗ хытӑ ыраттарать (Пулт. 39:7—9). Хӑш-пӗр чухне чун ыратни ҫулсем иртсен те иртсе каймасть.

6 Иегова мӑшӑрсем пӗр-пӗринпе хӑйсене мӗнле тытнине курса тӑрать. Вӑл израильтянсенчен арӑмӗсемпе хӑйсене лайӑх тытасса кӗтнӗ. Саккуна хисепленӗ упӑшка хӑйӗн арӑмне юратнӑ тата ним ҫук ҫӗртенех унпа уйрӑлман (Сак. аст. 24:1—4; Матф. 19:3, 8). Ҫемьере пысӑк йывӑрлӑх сиксе тухнӑ чухне упӑшки уйрӑлма шут тытсан, унӑн хӑйӗн арӑмне уйрӑлу хучӗ памалла пулнӑ. Ҫак хут арӑма вӑл аскӑн ӗҫ тунӑ тесе суйса айӑплассинчен хӳтӗленӗ. Унсӑр пуҫне, упӑшкин ҫак хута арӑмне парас умӗн хулан старейшинисемпе канашламалла пулнӑ. Ҫавна пула старейшинӑсем мӑшӑрсене хӑйсен ҫемйине упраса хӑварма пулӑшма пултарнӑ. Ҫавӑн пек йӗрке пулнӑ пулсан та, хӑйсем ҫинчен ҫеҫ шухӑшланӑ израильтянсем арӑмӗсемпе уйрӑлни пулкаланӑ. Ҫакӑн пекки пулса иртнӗ чухне Иегова ҫав хӗрарӑмсем асапланнине тата макӑрнине курнӑ, вӑл вӗсем мӗн туйнине ӑнланнӑ (Мал. 2:13—16).

Ачасем хӑйсене хӳтлӗхри пек туйччӑр тесе Иегова ашшӗ-амӑшӗсенчен хӑйсен ачисене юратса пӑхса ӳстерессе кӗтет (7, 8 абзацсене пӑхӑр.) *

7, 8. а) Иегова ашшӗ-амӑшӗсене мӗн тума хушнӑ? (Хуплашка ҫинчи ӳкерчӗке пӑхӑр.) ӑ) Эпир мӗн пӗлтӗмӗр?

7 Моисей саккунӗнчен ҫакӑ та курӑнать: Иегова ачасем телейлӗ пулччӑр тата хӑйсене хӳтлӗхри пек туйччӑр тет. Турӑ ашшӗ-амӑшӗсене ачисене мӗн кирлипе тивӗҫтерме хушнӑ, унсӑр пуҫне, ачисене Иеговӑпа ҫывӑхланма та пулӑшмалла тенӗ. Ашшӗ-амӑшӗсен май сиксе тухсанах ачисене Иеговӑн саккунӗсене хаклама тата Иеговӑна юратма вӗрентмелле пулнӑ (Сак. аст. 6:6—9; 7:13). Пӗррехинче, Иегова Израиль халӑхне наказани панӑ. Мӗншӗн? Сӑлтавсенчен пӗри вӑл — израильтянсем хӑйсене ачисемпе хаяррӑн тытнӑ (Иер. 7:31, 33). Ашшӗ-амӑшӗсен хӑйсен ачисем пирки ку манӑн харпӑрлӑх, вӗсемпе кирек мӗн тума та пултаратӑп тесе шутламалла пулман. Вӗсен хӑйсен ачисем ҫине «Ҫӳлхуҫа панӑ еткер» ҫине, хаклӑ парне ҫине пӑхнӑ пек пӑхмалла пулнӑ (Пс. 126:3).

8 Эпир мӗн пӗлтӗмӗр? Иегова мӑшӑрсем пӗр-пӗринпе хӑйсене мӗнле тытнине курса тӑрать. Вӑл ашшӗ-амӑшӗсенчен хӑйсен ачисене юратасса кӗтет, ачисемпе хӑйсене япӑх тытсан вӗсене наказани парать.

9—11. Мӗншӗн Иегова «ан хапсӑн» текен ӳкӗте панӑ?

9 «Ан хапсӑн». Вунӑ ӳкӗтрен юлашкинче тӗрӗс мар кӑмӑлран — урӑх ҫыннӑн мӗн пуррине хапсӑнасран — сыхланӑр тесе асӑрхаттарса каланӑ (Сак. аст. 5:21; Рим 7:7). Ҫак саккуна парса Иегова питӗ кирлӗ япалана вӗрентесшӗн пулнӑ: ҫынсен хӑйсен чӗрисене упрамалла, урӑхла каласан, хӑйсен шухӑшӗсене тата туйӑмӗсене тӗрӗслесех тӑмалла. Тӗрӗс мар шухӑшсемпе туйӑмсем япӑх ӗҫсем патне илсе ҫитерессине вӑл пӗлет (Ытар. 4:23). Израильтянин хӑйӗн чӗринче тӗрӗс мар шухӑш-кӑмӑла аталантарма парсан, вӑл ыттисемпе хӑйне тӗрӗс мар тытма пултарнӑ. Давид патша шӑп ҫавӑн пек йӑнӑш тунӑ та. Вӑл лайӑх ҫын пулнӑ, анчах пӗррехинче урӑх ҫыннӑн арӑмне ӑмсаннӑ. Ҫакӑ вара ҫылӑх патне илсе ҫитернӗ (Иак. 1:14, 15). Давид ҫав хӗрарӑмпа ар ҫыхӑнӑвне кӗнӗ, унӑн упӑшкине улталама хӑтланнӑ, унтан ӑна вӗлерттернӗ (2 Патш. 11:2—4; 12:7—11).

10 Израиль ҫынни ҫак ӳкӗте хӑҫан пӑснине Иегова пӗлнӗ, мӗншӗн тесен ҫын мӗн ҫинчен шутланине тата мӗн туйнине вӑл курса тӑрать (1 Ҫулс. 28:9). «Ан хапсӑн» текен саккуна тытса тӑрас тесен япӑх ӗҫсем патне илсе ҫитерме пултаракан шухӑшсене сирсе ямалла пулнӑ. Иегова мӗн тери ӑслӑ та юратакан Атте!

11 Эпир мӗн пӗлтӗмӗр? Иеговӑшӑн эпир тулаш енчен мӗнле пулни мар, эпир шалтан мӗнле пулни, пирӗн чӗрере мӗн пурри пӗлтерӗшлӗрех (1 Патш. 16:7). Турӑ веҫех курса тӑрать: пирӗн шухӑшсене те, туйӑмсене те, ӗҫсене те. Вӑл пирӗн чӗрере лайӑххине курма тӑрӑшать тата пире лайӑхрах пулса пыма хавхалантарать. Ҫавӑн пекех Иегова пирӗнтен япӑх ӗҫсем патне илсе ҫитерме пултаракан тӗрӗс мар шухӑшсене асӑрхаса вӗсене сирсе ярасса та кӗтет (2 Ҫулс. 16:9; Матф. 5:27—30).

ЫТТИСЕМПЕ ТӖРӖС ТЫТМА ХАВХАЛАНТАРАКАН САККУН

12. Моисей саккунӗнче эпир тата мӗн куратпӑр?

12 Моисей саккунӗнче эпир Иегова тӗрӗслӗхе юратнине те куратпӑр (Пс. 36:28; Ис. 61:8). Ыттисемпе тӗрӗс тытас тӗлӗшрен вӑл чи лайӑх тӗслӗх кӑтартать. Израильтянсем Иеговӑн саккунӗсене тытса тӑнӑ чухне вӑл вӗсене пилленӗ. Унӑн тӳрӗлӗх нормисене шута илмен чухне вара вӗсем хӗн-асап тӳснӗ. Айтӑр Вунӑ ӳкӗтрен тепӗр иккӗшне пӑхса тухар.

13, 14. Вунӑ ӳкӗтрен малтанхи икӗ ӳкӗтре мӗн пирки каланӑ тата вӗсене тытса тӑни израильтянсене мӗнле усӑ панӑ?

13 Иеговӑна ҫеҫ пуҫҫапӑр. Вунӑ ӳкӗтрен малтанхи икӗ укӗтре Иеговӑна ҫеҫ пуҫҫапмалла тенӗ тата йӗрӗхсене пуҫҫапассинчен асӑрхаттарнӑ (Тух. 20:3—6). Иегова хӑйӗншӗн мар, хӑйӗн халӑхӗшӗн тӑрӑшнӑран ҫак ӳкӗтсене панӑ. Израильтянсем Иеговӑна чунтан парӑнса пурӑннӑ чухне вӗсем хуйхӑ курман. Ытти халӑхсен туррисене пуҫҫапнӑ чухне вара хӗн-асап тӳснӗ.

14 Ханаан ҫыннисем ҫинчен шухӑшласа пӑхар. Вӗсем чӗрӗ те чӑн Турра пуҫҫапман, вӗсем чӗрӗ мар йӗрӗхсене пуҫҫапнӑ. Ҫавна пула вӗсем пӑсӑлса кайнӑ (Пс. 113:12—16). Хӑйсен туррисене пуҫҫапнӑ чухне вӗсем йӗрӗнтерекен тата хӑрушӑ ӗҫсем тунӑ: ушкӑнпа ар ҫыхӑнӑвне кӗрсе алхаснӑ тата ачасене ҫунтарса ярса парнене кӳнӗ. Израильтянсем те Иеговӑна хӑварса йӗрӗхсене пуҫҫапма пуҫланӑ чухне ирсӗр ӗҫсем тума тытӑннӑ тата хӑйсен ҫывӑх ҫыннисене кулянтарнӑ (2 Ҫулс. 28:1—4). Унсӑр пуҫне, камӑн власть пулнӑ, ҫавсем ыттисемпе хӑйсене Иегова хушнӑ пек тытман. Вӗсем влаҫпа иртӗхсе вӑйсӑррисене тата камӑн хӳтӗлекен пулман, ҫавсене асаплантарнӑ (Иез. 34:1—4). Иегова хӑйӗн халӑхне тӑлӑх арӑмсемпе ачасене хӗсӗрлекенсене наказани паратӑп тесе каланӑ (Сак. аст. 10:17, 18; 27:19). Израильтянсем хӑйне шанчӑклӑ пулнӑ чухне тата пӗр-пӗринпе тӗрӗс тытнӑ чухне вӑл вӗсене пилленӗ (3 Патш. 10:4—9).

Иегова пире юратать тата эпир тӗрӗсмарлӑхпа тӗл пулнине курать (15-мӗш абзаца пӑхӑр.)

15. Иегова пирки эпир мӗн пӗлтӗмӗр?

15 Эпир мӗн пӗлтӗмӗр? Турӑшӑн ӗҫлесе тӑратпӑр текенсем унӑн нормисене пӑсаҫҫӗ пулсан тата унӑн ӗҫлекенӗсене хурлантараҫҫӗ пулсан, ҫавӑншӑн Иеговӑна айӑпламалла мар. Иегова пире юратать, ыттисем пирӗнпе тӗрӗс мар тытнӑ чухне эпир асапланнине те курать. Ачи асапланнӑ чухне амӑшӗ мӗн туйнипе танлаштарсан, Иегова пирӗн чун ыратнине вӑйлӑрах туять (Ис. 49:15). Вӑл пур чухне те тӳрех хута кӗмест пулсан та, ыттисемпе хаяр тытакан тата ҫавӑншӑн ӳкӗнмен ҫынсене хӑй вӑхӑтӗнче явап тыттарӗ.

САККУНА МӖНЛЕ ТЫТСА ТӐМАЛЛА ПУЛНӐ?

16—18. Моисей саккунӗ ҫын пурнӑҫӗн мӗнле енӗсене пырса тивнӗ тата эпир мӗн пӗлтӗмӗр?

16 Моисей саккунӗ израильтянсен пурнӑҫӗн чылай енне пырса тивнӗ, ҫавӑнпа та суйласа лартнӑ старейшинӑсем Иеговӑн халӑхне тӗрӗс суд туни питӗ кирлӗ пулнӑ. Вӗсен Турра пуҫҫапнипе ҫыхӑннӑ ыйтусене кӑна мар, харкашусемпе преступленисене те пӑхса тухмалла пулнӑ. Хӑш-пӗр тӗслӗхсене пӑхса тухар.

17 Израильтянин кама та пулин вӗлернӗ пулсан, ӑна тӳрех наказани паман. Ӑна вӗлермелле-и, вӗлермелле мар-и тесе йышӑну тӑвас умӗн ҫав ҫын пурӑнакан хулари старейшинӑсен мӗн пулса иртнине тӗплӗн пӑхса тухмалла пулнӑ (Сак. аст. 19:2—7, 11—13). Унсӑр пуҫне, вӗсем кулленхи пурнӑҫпа ҫыхӑннӑ тӗрлӗ ӗҫсене те пӑхса тухнӑ: ҫыннӑн харпӑрлӑхӗпе ҫыхӑннӑ ыйтусенчен пуҫласа ҫемьери харкашусемпе ҫыхӑннӑ ыйтусем таранах (Тух. 21:35; Сак. аст. 22:13—19). Старейшинӑсем тӗрӗс суд тунӑ чухне, израильтянсем Саккуна тытса тӑнӑ чухне пурте усӑ илнӗ тата халӑх Иеговӑна мухтав кӳнӗ (Лев. 20:7, 8; Ис. 48:17, 18).

18 Эпир мӗн пӗлтӗмӗр? Пурнӑҫри кашни лару-тӑрура эпир хамӑра мӗнле тытни Иеговӑшӑн питӗ пӗлтерӗшлӗ. Эпир хамӑра ыттисемпе тӗрӗс тытасса тата ҫынсене юратасса кӗтет вӑл. Килте пӗр-пӗччен тӑрса юлнӑ чухне те вӑл эпир мӗн каланине илтет тата мӗн тунине курать (Евр. 4:13).

19—21. а) Старейшинӑсемпе судьясен Туррӑн халӑхӗпе хӑйсене мӗнле тытмалла пулнӑ? ӑ) Иегова хӑйӗн халӑхне тӗрӗсмарлӑхран хӳтӗлес тесе мӗн тунӑ тата эпир мӗн пӗлтӗмӗр?

19 Иегова хӑйӗн халӑхне кӳршӗ халӑхсем япӑх витӗм кӳнинчен хӳтӗлесшӗн пулнӑ. Ҫавӑнпа вӑл старейшинӑсемпе судьясенчен Саккуна тӗрӗс тытса тӑрасса кӗтнӗ. Ҫав вӑхӑтрах суд тӑвакансен израильтянсемпе хӑйсене хаяр тытма юраман. Старейшинӑсемпе судьясен тӗрӗслӗхе юратмалла пулнӑ (Сак. аст. 1:13—17; 16:18—20).

20 Иегова хӑйӗн халӑхне хӗрхенет, ҫакӑ унӑн саккунӗсем ҫынсене тӗрӗсмарлӑхран хӳтӗленинчен курӑнать. Сӑмахран, Саккуна пула ҫынна тӗрӗс мар айӑпласси сахалрах пулнӑ. Ҫыннӑн хӑйне кам айӑплани ҫинчен пӗлме ирӗк пулнӑ (Сак. аст. 19:16—19; 25:1). Айӑпласса та сахалтан икӗ ҫын сӑмахӗ тӑрӑх кӑна ҫынна айӑплама пултарнӑ (Сак. аст. 17:6; 19:15). Израильтянин преступлени тунине пӗр ҫын кӑна курнӑ пулсан вара? Ҫавӑн чухне ҫав израильтянин хӑйне наказани памӗҫ тесе шутлама пултарайман, мӗншӗн тесен Иегова веҫех курса тӑрать. Ҫемье пуҫӗсен власть пур, анчах вӗсен пурне те тума ирӗк ҫук. Хӑш-пӗр чухне ҫемьери харкашусене хула старейшинисен пӑхса тухмалла тата йышӑну тумалла пулнӑ (Сак. аст. 21:18—21).

21 Эпир мӗн пӗлтӗмӗр? Иегова пирӗншӗн питӗ чаплӑ тӗслӗх. Унӑн пур ӗҫӗнче те тӗрӗслӗх курӑнса тӑрать (Пс. 9:8). Вӑл хӑйӗн нормисене тытса тӑракансене пиллет, влаҫпа тӗрӗс мар усӑ куракансене вара наказани парать (2 Патш. 22:21—23; Иез. 9:9, 10). Хӑш-пӗр чухне йӗркесӗр ӗҫ тӑвакансене наказани памаҫҫӗ пек туйӑнма пултарать, анчах хӑй вӑхӑтӗнче Иегова вӗсене явап тыттарӗ (Ытар. 28:13). Ӳкӗнмесен вӗсем «чӗрӗ Турӑ аллине лекме питӗ хӑрушӑ» пулнине кӗҫех пӗлӗҫ (Евр. 10:30, 31).

САККУН УЙРӐМАХ КАМА ХӲТӖЛЕНӖ?

Тӗрлӗ ӗҫсене пӑхса тухнӑ чухне старейшинӑсен Иеговӑран тӗслӗх илсе ыттисене юратнине кӑтартмалла пулнӑ тата хӑйсене вӗсемпе тӗрӗс тытмалла пулнӑ (22-мӗш абзаца пӑхӑр.) *

22—24. а) Саккун уйрӑмах кама хӳтӗленӗ тата Иегова ҫинчен эпир мӗн пӗлтӗмӗр? ӑ) Тухни 22:22—24 сӑвӑ йӗркисем пире мӗн пирки асӑрхаттараҫҫӗ?

22 Саккун уйрӑмах хӑйсене хӳтӗлеме пултарайман ҫынсене — тӑлӑх ачасене, тӑлӑх арӑмсене тата ют халӑх ҫыннисене — хӳтӗленӗ. Израильти судьясене ҫапла каланӑ пулнӑ: «Ютран килнӗ ҫынна, тӑлӑх ачана тата тӑлӑх арӑма тӗрӗс мар сут ан ту, тӑлӑх арӑмӑн тумтирне салука ан ил» (Сак. аст. 24:17). Иегова хӑйӗн халӑхӗнчи ҫынсемшӗн, уйрӑмах камӑн хӳтӗлекен пулман, ҫавсемшӗн ҫепӗҫҫӗн тӑрӑшнӑ. Вӗсене кӳрентерекенсене наказани те панӑ. (Тухни 22:22—24 вуласа пар.)

23 Ҫавӑн пекех Саккун пӗр ҫемьери ҫынсене хӳтӗленӗ: вӑл пӗртӑванӗсене пӗр-пӗринпе ар ҫыхӑнӑвне кӗме чарнӑ (Лев. 18:6—30). Кӳршӗ халӑхсем ҫакӑн пек ӗҫсем пирки йӗркеллӗ япала тесе шутланӑ, вӗсем ҫав ӗҫсене туса тӑнӑ та. Анчах Иегова ҫак ӗҫсенчен йӗрӗннӗ, израильтянсен те ҫав ӗҫсем ҫине ҫавӑн пек пӑхмалла пулнӑ.

24 Эпир мӗн пӗлтӗмӗр? Иегова кама власть панӑ, ҫавсенчен хӑйсене ыттисемпе лайӑх тытасса кӗтет. Ҫынсем ыттисене ирӗксӗрлесе ар ҫыхӑнӑвне кӗртнине, пӗртӑванӗсемпе тата ачасемпе ар ҫыхӑнӑвне кӗнине Иегова кураймасть. Вӑл кашни ҫын, уйрӑмах камӑн хӳтӗлекен ҫук, ҫавӑ та, хӑйне хӳтлӗхри пек туйтӑр тет. Усал ӗҫ тӑвакансене Иегова явап тыттарӗ.

«САККУН ВӐЛ ПУЛАС ЫРӐЛӐХСЕНӖН... ӖМӖЛКИ»

25, 26. а) Мӗншӗн юратупа тӗрӗслӗхе сывлӑшпа тата пурнӑҫпа танлаштарма пулать? ӑ) Ҫак статьяпа ҫыхӑннӑ тепӗр статьяра эпир мӗн пӑхса тухӑпӑр?

25 Пурнӑҫ сывлӑшсӑр пулма пултарайман пекех тӗрӗслӗх те юратусӑр пулма пултараймасть. Иегова хӑйне пирӗнпе тӗрӗс тытнине курса тӑратпӑр пулсан, эпир ӑна хытӑрах юратма пуҫлатпӑр. Иеговӑна тата унӑн тӳрӗлӗх нормисене юратни вара ыттисене юратма тата вӗсемпе тӗрӗс тытма хавхалантарать пире.

26 Моисей саккунӗн халалне пула израильтянсен Иеговӑпа ҫывӑхланма май пулнӑ. Анчах Иисус Саккуна туса ҫитерсен, ҫак Саккуна пӑрахӑҫланӑ та Христос саккунӗпе улӑштарнӑ (Рим 10:4). Павел каланӑ тӑрӑх, «Саккун вӑл пулас ырӑлӑхсенӗн... ӗмӗлки» (Евр. 10:1). Ҫак статьяпа ҫыхӑннӑ тепӗр статьяра эпир ҫав «ырӑлӑхсем» шутне мӗн-мӗн кӗнине сӳтсе явӑпӑр тата христиансен пухӑвӗнче юратупа тӗрӗслӗх пулни мӗншӗн кирлине пӑхӑпӑр.

109-МӖШ ЮРӐ Пӗр-пӗрне чунтан юратса пурӑнар

^ 5 абз. Ҫак статья Иегова пире юратнине эпир мӗншӗн ҫирӗп шанма пултарни ҫинчен каласа паракан тӑватӑ статьяран пӗрремӗшӗ. Тепӗр виҫӗ статйи 2019 ҫулхи май уйӑхӗнчи «Хурал башнинче» пулӗҫ. Ҫав статьясенче эпир Иеговӑн юратӑвӗпе тӗрӗслӗхӗ христиансен пухӑвӗнче мӗнле курӑнса тӑнине, кама ача чухне ирӗксӗрлесе ар ҫыхӑнӑвне кӗртнӗ, ҫавсене пулӑшма мӗншӗн пире ҫак лайӑх енсем кирлине тата эпир вӗсене мӗнле йӑпатма пултарнине курӑпӑр.

^ 2 абз. ӐНЛАНТАРСА ПАНИ. Иегова Моисей урлӑ панӑ 600 ытла саккун пирки «Саккун», «Моисей саккунӗ» тата «ӳкӗтсем» теҫҫӗ. Унсӑр пуҫне, Библири пӗрремӗш пилӗк кӗнекине те (Пултарни кӗнекерен пуҫласа Саккуна астутарни кӗнеке таран) час-часах «Саккун» теҫҫӗ. Хӑш-пӗр чухне Туррӑн сывлӑшӗ пӗлтернипе ҫырнӑ Еврей Ҫырӑвӗсенчи пур кӗнеки пирки те «Саккун» тесе калаҫҫӗ.

^ 60 абз. ӲКЕРЧӖК. Израильтянка апат хатӗрленӗ чухне хӗрӗсемпе калаҫать, ашшӗ ывӑлне сурӑхсене пӑхма вӗрентет.

^ 64 абз. ӲКЕРЧӖК. Хула хапхи патӗнче ларакан старейшинӑсем сутуҫӑ улталанӑ тӑлӑх арӑмпа унӑн ывӑлӗ хутне кӗреҫҫӗ.