Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

12-МӖШ ВӖРЕНМЕЛЛИ СТАТЬЯ

Ыттисен туйӑмӗсене ӑнланнине кӑтартӑр

Ыттисен туйӑмӗсене ӑнланнине кӑтартӑр

«Пурсӑр та... ҫын асапне ҫӗклӗр» (1 ПЕТР 3:8).

90-МӖШ ЮРӐ Пӗр-пӗрне хавхалантарӑр

ҪАК СТАТЬЯРА *

1. Мӗншӗн, 1 Петр 3:8-мӗшӗ тӑрӑх, ҫынсем пирӗн туйӑмсене шута илни пире килӗшет?

ҪЫНСЕМ пирӗн туйӑмсене шута илни пире килӗшет, мӗншӗн тесен вӗсем хӑйсене пирӗн вырӑна лартма — пирӗн шухӑшсемпе туйӑмсене ӑнланма — тӑрӑшаҫҫӗ. Вӗсем пире мӗн кирлине асӑрхаҫҫӗ тата хӑш-пӗр чухне эпир пулӑшу ыйтма ӗлкӗричченех пулӑшу сӗнеҫҫӗ. Пирӗн асапа ҫӗклекенсене, урӑхла каласан, пирӗн туйӑмсене ӑнланма тӑрӑшакансене *, эпир питӗ хаклатпӑр. (1 Петр 3:8 вуласа парӑр.)

2. Мӗншӗн пире ыттисен туйӑмӗсене ӑнланнине кӑтартма ҫӑмӑлах мар?

2 Христиансем пулнӑ май эпир ыттисен туйӑмӗсене ӑнланнине кӑтартасшӑн. Анчах ҫавна тума пире ҫӑмӑлах мар. Мӗншӗн? Пӗрремӗшӗнчен, эпир пурте ҫылӑхлӑ (Рим 3:23). Мӗн ҫуралнӑранпах пирӗн хамӑр ҫинчен ҫеҫ шухӑшлас кӑмӑл пур. Ҫавӑнпа пирӗн ыттисем ҫинчен шухӑшлама вӑй хумалла. Иккӗмӗшӗнчен, хамӑра мӗнле пӑхса ӳстернине пула е пурнӑҫра мӗн тӳссе ирттернине пула ыттисен туйӑмӗсене ӑнланма пире йывӑр пулма пултарать. Виҫҫӗмӗшӗнчен, пирӗн ҫине ытти ҫынсен шухӑш-кӑмӑлӗ витӗм кӳме пултарать. Ҫак юлашки кунсенче нумайӑшӗ ыттисен туйӑмӗсене шута илесшӗнех мар. Библире ҫакӑн пек ҫынсем пирки «хӑйсене юратакан» тенӗ (2 Тим. 3:1, 2). Ыттисен туйӑмӗсене ӑнланнине кӑтартма чӑрмантаракан йывӑрлӑхсене ҫӗнтерме мӗн пулӑшма пултарать?

3. а) Ыттисен туйӑмӗсене лайӑхрах ӑнланма пире мӗн пулӑшӗ? ӑ) Ҫак статьяра эпир мӗн пӑхса тухӑпӑр?

3 Ыттисем мӗн туйнине лайӑхрах ӑнланас тесен пирӗн Иеговӑран тата унӑн Ывӑлӗнчен, Иисус Христосран, тӗслӗх илмелле. Иегова — юрату Турри, ҫавӑнпа ыттисемпе тимлӗ пулас тӗлӗшрен вӑл чи лайӑх тӗслӗх кӑтартать (1 Иоанн 4:8). Иисус хӑйне яланах Ашшӗ пек тытнӑ (Иоанн 14:9). Ҫӗр ҫинче пурӑннӑ чухне вӑл ҫынсен туйӑмӗсене ӑнланнине кӑтартнӑ. Ҫак статьяра эпир Иеговӑпа Иисус ҫынсен туйӑмӗсене мӗнле шута илнине пӑхса тухӑпӑр, унтан вӗсенчен мӗне вӗренме пултарнине сӳтсе явӑпӑр.

ИЕГОВӐН ТӖСЛӖХӖ

4. Ыттисем мӗн туйни Иеговӑшӑн пурпӗрех мар пулнине Захария 2:8-мӗш сӑвӑ йӗрки мӗнле кӑтартать?

4 Библире каланӑ тӑрӑх, ыттисем мӗн туйни Иеговӑшӑн пурпӗрех мар. Израильтянсем хӗн курнӑ чухне вӑл мӗн туйни ҫинчен шухӑшласа пӑхӑр-ха. Турӑ Сӑмахӗнче ҫапла каланӑ: «Вӗсем асапланнӑ чухне кашнинче ҫакӑ ӑна та асаплантарнӑ» (Ис. 63:7—9, ҪТ). Каярахпа Захария пророк Иегова пирки каланӑ чухне Туррӑн халӑхӗпе хаяррӑн тытни уншӑн хӑйӗнпе хаяррӑн тытнипе пӗрех тесе каланӑ. (Захария 2:8 вуласа парӑр.) Ҫакӑ Иегова хӑйӗн ӗҫлекенӗсен туйӑмӗсене ӑнланнине уҫҫӑн кӑтартать.

Хӗрхеннӗрен Иегова израильтянсене Египет чуралӑхӗнчен ирӗке кӑларнӑ (5-мӗш абзаца пӑхӑр.)

5. Хӑйӗн ӗҫлекенӗсем инкеке лекнӗ чухне Иегова вӗсене мӗнле пулӑшнӑ?

5 Иегова инкеке лекнӗ хӑйӗн ӗҫлекенӗсен туйӑмӗсене ӑнланать кӑна мар, вӑл вӗсене пулӑшать те. Сӑмахран, израильтянсем Египетра чуралӑхра пулнӑ чухне Иегова вӗсене мӗн тери йывӑр пулнине ӑнланнӑ, ҫавӑнпа вӗсене хӑтарасшӑн пулнӑ. Вӑл Моисее акӑ мӗн каланӑ: «Эпӗ Хамӑн халӑхӑм Египетра асапланнине куртӑм, пӑхавҫӑсем ӑна мӗнле макӑртнине илтрӗм; Эпӗ унӑн хӗн-хурне пӗлетӗп, ӑна Египет ҫыннисен аллинчен хӑтармашкӑн... каятӑп» (Тух. 3:7, 8). Хӑйӗн халӑхне хӗрхеннӗрен Иегова ӑна чуралӑхран ирӗке кӑларнӑ. Ҫӗр-ҫӗр ҫул иртсен Пама пулнӑ ҫӗрте пурӑннӑ израильтянсем ҫине тӑшмансем тапӑннӑ. Иегова мӗн туйнӑ тата мӗн тунӑ? Вӑл «вӗсем тертпе пусмӑр айӗнче йынӑшнине илтсе... вӗсене хӗрхеннӗ». Иегова каллех израильтянсене йывӑр пулнине ӑнланнӑ та вӗсене пулӑшнӑ. Хӑйӗн халӑхне тӑшмансенчен хӑтарма вӑл судьясем ярса тӑнӑ (Тӳр. 2:16, 18).

6. Хӑйӗн ӗҫлекенӗсем тӗрӗс мар шухӑшланӑ чухне те Иегова вӗсен туйӑмӗсене шута илнине кӑтартакан тӗслӗхе илсе парӑр.

6 Хӑйӗн ӗҫлекенӗсем тӗрӗс мар шухӑшланӑ чухне те Иегова вӗсен туйӑмӗсене шута илет. Ионӑн тӗслӗхне пӑхса тухар. Турӑ ҫак пророка Ниневи ҫыннисем пирки йышӑннӑ приговора пӗлтерме янӑ. Ниневи ҫыннисем ӳкӗнсен Турӑ вӗсене хӗрхенес тенӗ. Анчах Ионӑна ҫакӑ килӗшмен. Вӑл тарӑхса кайнӑ, мӗншӗн тесен Ниневие тӗп тӑвасси пирки вӑл каланӑ сӑмахсем пурнӑҫланман. Анчах тӳсӗмлӗ пулса Иегова ӑна ҫакӑн ҫине тӗрӗс пӑхма пулӑшнӑ (Иона 3:10—4:11). Иона ӑса вӗреннӗ. Ҫав пулса иртнӗ ӗҫ пире те усӑ патӑр тесе Иегова Ионӑна ҫавӑн ҫинчен ҫырса хума хавхалантарнӑ (Рим 15:4) *.

7. Иегова хӑйӗн ӗҫлекенӗсемпе хӑйне мӗнле тытнинчен мӗн курӑнать?

7 Иегова хӑйӗн ӗҫлекенӗсемпе хӑйне мӗнле тытнинчен вӑл вӗсене хӗрхенни курӑнать. Вӑл пирӗн чун мӗнле ыратнине тата эпир мӗнле асапланнине курать. Иегова «этем ывӑлӗсенӗн чӗрине» пӗлет (2 Ҫулс. 6:30). Вӑл пирӗн пӗтӗм шухӑшсене тата туйӑмсене ӑнланать. Иегова эпир мӗн тума пултарнипе мӗн тума пултарайманнине шута илет, ҫавӑнпа вӑл пире хамӑр тӳссе ирттерме пултарайман йывӑрлӑха тӳсме памӗ (1 Кор. 10:13). Ҫакӑ пире питӗ йӑпатать.

ИИСУСӐН ТӖСЛӖХӖ

8—10. Иисуса ҫынсен туйӑмӗсене ӑнланма мӗн пулӑшнӑ?

8 Иисус ҫӗр ҫинче пурӑннӑ чухне ыттисемпе питӗ тимлӗ пулнӑ. Ӑна ҫынсен туйӑмӗсене ӑнланма мӗн пулӑшнӑ? Пӗрремӗшӗнчен, унччен каланӑччӗ ӗнтӗ, Иисус хӑйне пур тӗлӗшрен те ҫӳлти Ашшӗ пек тытнӑ. Вӑл та Ашшӗ пекех ҫынсене юратнӑ. Ун урлӑ Иегова тунӑ пур япала та Иисуса савӑнтарнӑ, анчах пуринчен ытла вӑл «этем ывӑлӗсемпе хӗпӗртенӗ» (Ытар. 8:31). Ҫынсене юратни Иисуса вӗсен туйӑмӗсем ҫинчен шухӑшлама хавхалантарнӑ.

9 Иккӗмӗшӗнчен, Иегова пекех Иисус ҫынсен чӗринче мӗн пуррине курнӑ. Вӑл вӗсен туйӑмӗсене тата шухӑшӗсене пӗлме пултарнӑ (Матф. 9:4, 5; Иоанн 13:10, 11). Ҫавӑнпа та ҫын хуйхӑрнине курсан Иисус ҫав ҫыннӑн туйӑмӗсене ӑнланса ӑна йӑпатма тӑрӑшнӑ (Ис. 61:1, 2; Лука 4:17—21).

10 Виҫҫӗмӗшӗнчен, ҫынсем тӗл пулнӑ йывӑрлӑхсенчен хӑшӗ-пӗрисене Иисус хӑй те тӳссе ирттернӗ. Сӑмахран, вӑл чухӑн ҫемьере ҫуралса ӳснӗ. Хӑйӗн тӑван мар ашшӗпе, Иосифпа, пӗрле ӗҫлесе йывӑр ӗҫ мӗн иккенне пӗлнӗ (Матф. 13:55; Марк 6:3). Иисус хӑйӗн сӑваплӑ ӗҫне тума пуҫличчен Иосиф вилнӗ пулмалла, ҫавӑнпа Иисус ҫывӑх ҫын вилни чуна мӗн тери ыраттарнине туйса курнӑ. Ҫавӑн пекех вӑл Турра пуҫҫапасси ҫине урӑхла пӑхакан хурӑнташсемпе пурӑнни мӗнлерех пулнине те пӗлнӗ (Иоанн 7:5). Ҫак тата ытти йывӑрлӑхсене тӳссе ирттерни Иисуса ҫынсен туйӑмӗсене тата лайӑхрах ӑнланма пулӑшнӑ.

Хӗрхеннӗрен Иисус хӑлхи илтмен ҫынна сыватас тесе ӑна халӑхран аяккалла илсе каять. (11-мӗш абзаца пӑхӑр.)

11. Иисус ҫынсен туйӑмӗсене шута илни уйрӑмах хӑҫан курӑннӑ? Ӑнлантарса парӑр. (Хуплашка ҫинчи ӳкерчӗке пӑхӑр.)

11 Иисус ҫынсен туйӑмӗсене шута илни уйрӑмах тӗлӗнмелле ӗҫсене тунӑ чухне курӑннӑ. Вӑл ҫак ӗҫсене тумалла пулнӑран мар, асапланакан ҫынсене хӗрхеннӗрен тунӑ (Матф. 20:29—34; Марк 1:40—42). Хӑлхи илтмен ҫынна «халӑхран аяккалла» илсе кайса сыватма, ҫавӑн пекех тӑлӑх арӑмӑн пӗртен-пӗр ывӑлне чӗртсе тӑратма Иисуса мӗн хавхалантарни ҫинчен шухӑшласа пӑхӑр-ха (Марк 7:32—35; Лука 7:12—15). Иисус ҫак ҫынсен хуйхине чӗри патне илнӗ, вӗсене пулӑшасшӑн пулнӑ.

12. Иоанн 11:32—35 сӑвӑ йӗркисем тӑрӑх, Иисус Марфӑпа Марийӑн туйӑмӗсене ӑнланни мӗнрен курӑннӑ?

12 Марфӑпа Мария хӑйсен пӗртӑванӗ, Лазарь, вилнишӗн хуйхӑрнине курсан Иисус вӗсем мӗн туйнине ӑнланнӑ. Библире «Иисусӑн куҫӗсем шывланнӑ» тенӗ. (Иоанн 11:32—35 вуласа парӑр.) Вӑл ҫывӑх тусӗ вилнӗшӗн макӑрман, вӗт ӑна чӗртсе тӑратасса вӑл пӗлнӗ. Лазарь вилни хӑйӗн тусӗсен чӗрине хытӑ ыраттарнине ӑнланнӑран Иисусӑн куҫҫуль тухнӑ.

13. Иисус ҫынсен туйӑмӗсене ӑнланма пӗлни пире мӗншӗн хавхалантарать?

13 Иисус ҫынсен туйӑмӗсене ӑнланма пӗлни пире питӗ хавхалантарать. Ҫавӑншӑн эпир ӑна юрататпӑр (1 Петр 1:8). Халӗ Иисус Турӑ Патшалӑхӗнче патшара ларнишӗн эпир питӗ савӑнатпӑр. Кӗҫех вӑл пур хӗн-асапа та пӗтерӗ. Иисус хӑй те ҫын пулнӑ пирки Сатана ертсе пынине пула хӗн курнӑ ҫынсене никамран та лайӑхрах пулӑшма пултарать. Пирӗн Патша эпир халсӑр пулнине пӗлет тата пире хӗрхенет, ҫакӑ питӗ пысӑк пиллӗх (Евр. 2:17, 18; 4:15, 16).

ИЕГОВӐПА ИИСУСРАН ТӖСЛӖХ ИЛӖР

14. Эфес 5:1, 2 сӑвӑ йӗркисем пире мӗн тума хавхалантараҫҫӗ?

14 Иеговӑпа Иисусӑн тӗслӗхӗ ҫинчен шухӑшлани пире ыттисен туйӑмӗсене ӑнланнине кӑтартас тӗлӗшрен ытларах вӑй хума хавхалантарать. (Эфес 5:1, 2 вуласа парӑр.) Паллах, ҫын чӗринче мӗн пуррине эпир пӗлме пултараймастпӑр. Апла пулин те, вӑй хурсан эпир ыттисен туйӑмӗсене тата вӗсене мӗн кирлине ӑнланма пултараятпӑр (2 Кор. 11:29). Ҫак тӗнчери хӑйсем ҫинчен ҫеҫ шутлакан ҫынсемпе танлаштарсан, эпир хамӑршӑн ҫеҫ мар, ыттисемшӗн те тӑрӑшасшӑн (Флп. 2:4).

(15—19 абзацсене пӑхӑр.) *

15. Уйрӑмах камӑн ыттисен туйӑмӗсене ӑнланнине кӑтартма тӑрӑшмалла?

15 Уйрӑмах пухури старейшинӑсен ыттисен туйӑмӗсене ӑнланнине кӑтартма тӑрӑшмалла. Вӗсем хӑйсене Иегова шанса панӑ сурӑхсемшӗн яваплӑ (Евр. 13:17). Тӑвансен туйӑмӗсене ӑнлансан ҫеҫ старейшинӑсем вӗсене пулӑшма пултараҫҫӗ. Старейшина ыттисене ӑнланма тӑрӑшни мӗнрен курӑнать?

16. Ӑнланакан старейшина мӗн тӑвать тата ҫакӑ мӗншӗн питӗ кирлӗ?

16 Ӑнланакан старейшина ытти тӑвансем валли вӑхӑт уйӑрать. Вӑл вӗсене ыйтусем парать, унтан тимлӗн те пӳлмесӗр итлет. Хӑш-пӗр тӑвансене хӑйсен туйӑмӗсемпе шухӑшӗсене каласа панӑ чухне кирлӗ сӑмахсем тупма йывӑр. Уйрӑмах ҫавӑн пек тӑвансене вӑл тимлӗ итлет (Ытар. 20:5). Старейшина хатӗр пулсах ыттисем валли вӑхӑт уйӑрать пулсан, тӑвансем ӑна хытӑрах шанма, юратма пуҫлаҫҫӗ тата вӗсен хушшинчи туслӑх ҫирӗпленсе пырать (Ап. ӗҫ. 20:37).

17. Тӑвансенчен нумайӑшӗ пуринчен ытла старейшинӑсенче мӗн хаклаҫҫӗ? Тӗслӗх илсе парӑр.

17 Тӑвансенчен нумайӑшӗ каланӑ тӑрӑх, пуринчен ытла вӗсем старейшинӑсем ыттисен туйӑмӗсене шута илнине хаклаҫҫӗ. Мӗншӗн? Аделейд ятлӑ хӗрарӑм тӑван ҫапла калать: «Вӗсем сана ӑнланасса пӗлетӗн пулсан, вӗсем патне пырса калаҫма ҫӑмӑлтарах». Вӑл тата ҫапла калать: «Старейшинӑсем сире мӗнле итленинчен вӗсем сирӗн туйӑмсене ӑнланнине курма пулать». Пӗр арҫын тӑван старейшинӑпа калаҫни ҫинчен акӑ мӗн каласа парать: «Хамӑн лару-тӑру ҫинчен каласа парсан, унӑн куҫӗсем шывланчӗҫ. Ҫакна нихӑҫан та манмӑп» (Рим 12:15).

18. Ыттисен туйӑмӗсене ӑнланас тесе мӗн тума пулать?

18 Паллах ӗнтӗ, ыттисен туйӑмӗсене ӑнланнине старейшинӑсен кӑна мар кӑтартмалла. Ҫак лайӑх ене эпир пурте аталантарма пултаратпӑр. Мӗнле майпа? Хӑвӑр ҫемьерисем, ҫавӑн пекех пухури тӑвансем мӗнле йывӑрлӑхсемпе тӗл пулнине ӑнланма тӑрӑшӑр. Ҫамрӑксемпе, ваттисемпе, чирлекенсемпе тата камӑн ҫывӑх ҫынни вилнӗ, ҫавсемпе интересленӗр. Вӗсен ӗҫӗсем мӗнле пыни пирки ыйтса пӗлӗр тата вӗсем хӑйсен туйӑмӗсем ҫинчен каласа панӑ чухне вӗсене тимлӗ итлӗр. Эсир вӗсене ӑнланнине вӗсем курса тӑччӑр. Вӗсене пулӑшас тесе мӗн тума пултарнине пурне те тӑвӑр. Ҫавӑн пек тунипе эсир вӗсене чун-чӗререн юратнине кӑтартатӑр (1 Иоанн 3:18).

19. Мӗншӗн ҫынсене пулӑшнӑ чухне пирӗн ҫавна майне пӗлсе тумалла?

19 Ҫынсене пулӑшнӑ чухне пирӗн ҫавна майне пӗлсе тумалла. Мӗншӗн? Мӗншӗн тесен ҫынсем йывӑрлӑхсем ҫине тӗрлӗрен пӑхаҫҫӗ. Пӗрисем хӑйсен туйӑмӗсем пирки каласа парасшӑн, теприсем вара ҫавӑн пирки никампа та калаҫасшӑн мар. Паллах, эпир ыттисене пулӑшасшӑн, анчах вӗсене аванмарлатса яракан ыйтусем памастпӑр (1 Фес. 4:11). Ҫын чунне уҫса панӑ чухне эпир унӑн сӑмахӗсемпе килӗшместпӗр пулсан та пирӗн ҫакна асра тытмалла: ҫак туйӑмсем — унӑн туйӑмӗсем. Пирӗн итлеме хатӗр пулмалла, калама васкамалла мар (Матф. 7:1; Иак. 1:19).

20. Тепӗр статьяра эпир мӗн сӳтсе явӑпӑр?

20 Эпир пухури тӑвансен туйӑмӗсене ҫеҫ мар, ырӑ хыпар сарнӑ чухне тӗл пулакан ҫынсен туйӑмӗсене те ӑнланма тӑрӑшасшӑн. Ҫакна эпир мӗнле тума пултаратпӑр? Ҫак ыйтӑва тепӗр статьяра сӳтсе явӑпӑр.

130-МӖШ ЮРӐ Пӗр-пӗрне каҫарӑр

^ 5 абз. Ыттисем мӗн туйни Иеговӑпа Иисусшӑн пурпӗрех мар. Ҫак статьяра эпир вӗсен тӗслӗхӗсенчен мӗне вӗренме пултарнине пӑхса тухӑпӑр. Ҫавӑн пекех мӗншӗн пирӗн ыттисен туйӑмӗсене шута илмеллине тата ҫавна мӗнле тумаллине сӳтсе явӑпӑр.

^ 1 абз. ӐНЛАНТАРСА ПАНИ. Ыттисен туйӑмӗсене ӑнланма тӑрӑшакан ҫын вӗсем мӗн туйнинех туйма пултарать (Рим 12:15).

^ 6 абз. Ҫавӑн пекех Иегова хӑйӗн ытти шанчӑклӑ ӗҫлекенӗсене те — хытӑ пӑшӑрханнӑскерсене — хӗрхеннине кӑтартнӑ. Вӑл Аннӑна (1 Патш. 1:10—20), Илияна (3 Патш. 19:1—18) тата Авдемелеха (Иер. 38:7—13; 39:15—18) мӗнле пулӑшни ҫинчен шухӑшласа пӑхӑр.

^ 65 абз. ӲКЕРЧӖКСЕМ. Пухӑвӑн тӗлпулӑвӗсенче пӗр-пӗринпе тимлӗ пулма пирӗн нумай май пур. 1) Старейшина ҫамрӑк хыпарҫӑпа тата унӑн амӑшӗпе ӑшшӑн калаҫать, 2) ашшӗ хӑйӗн хӗрӗпе пӗрле ватӑ хӗрарӑм тӑвана машина патне утса ҫитме пулӑшать, 3) хӗрарӑм тӑван икӗ старейшинӑран канаш ыйтать, вӗсем ӑна тимлӗ итлеҫҫӗ.