Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

Ырӑлӑх. Ҫак лайӑх ене мӗнле аталантарма пулать?

Ырӑлӑх. Ҫак лайӑх ене мӗнле аталантарма пулать?

ЭПИР пурте ыттисем пирӗн пирки лайӑх та ырӑ ҫын тесе шутлаччӑр тетпӗр. Анчах хальхи вӑхӑтра ырӑлӑх кӑтартма ҫӑмӑл мар. Ҫынсенчен нумайӑшӗ «ырра юратми» пулнӑ (2 Тим. 3:3). Вӗсем Иеговӑн нормисене пӑхӑнмаҫҫӗ. Турӑ мӗне ырӑ тет, ҫавна «усал» теҫҫӗ, мӗне усал тет, ҫавна «ырӑ» теҫҫӗ (Ис. 5:20). Унсӑр пуҫне, пирӗн ҫине эпир унччен мӗнле пурӑнни витӗм кӳрет. Ҫавӑн пекех пирӗн ҫитменлӗхсем те пур. Энн * ятлӑ хӗрарӑм тӑван Иеговӑшӑн вун-вун ҫул хушши ӗҫлет пулсан та акӑ мӗн калать: «Эпӗ ырӑ ҫын пулма пултараймастӑп пек туйӑнать мана». Пирӗн те ҫакӑн пек туйӑмсем пулма пултараҫҫӗ.

Телее, эпир пурте ырӑ пулма пултаратпӑр. Ырӑлӑх Туррӑн святой сывлӑшӗн ҫимӗҫӗ шутне кӗрет. Святой сывлӑш вара пире тӗнчепе хамӑр таврари ҫынсем витӗм кӳнине хирӗҫ тӑма тата хамӑрӑн ҫитменлӗхсене ҫӗнтерме пулӑшма пултарать. Айтӑр ырӑлӑх пирки тӗплӗнрех калаҫар тата ӑна лайӑхрах мӗнле кӑтартма пултарни ҫинчен пӗлер.

МӖН ВӐЛ ЫРӐЛӐХ?

Ырӑлӑх шутне ырӑ та нравственность тӗлӗшӗнчен таса, пӗр айӑпсӑр пулма тӑрӑшни кӗрет. Ырӑлӑх кӑтартакан ҫын яланах ыттисене пулӑшма тата ырӑ ӗҫсем тума майсем шырать.

Эсир ҫынсем хӑйсен ҫывӑх ҫыннисемшӗн тата тусӗсемшӗн ырӑ ӗҫсене хаваспах тунине курнӑ пулӗ. Анчах та Турӑ умӗнче ырӑ ҫын пулас тесен ҫакӑ ҫителӗксӗр. Паллах, пирӗнтен никам та пур чухне те ырӑлӑх кӑтартма пултараймасть, мӗншӗн тесен Библире «ҫӗр ҫинче ҫылӑха кӗмесӗр ырӑ туса ҫеҫ пурӑнакан тӳрӗ ҫын ҫук» тесе каланӑ (Еккл. 7:20). Павел апостол та: «Манра, манӑн ӳтӗмре, ырри пурӑнманнине пӗлетӗп»,— тенӗ (Рим 7:18). Ҫавӑнпа та пире Иегова, ырӑлӑх кӑтартакан Турӑ, пулӑшни питӗ кирлӗ.

ИЕГОВА ЫРӐ

Ырӑлӑх кӑтартас тӗлӗшрен Иегова — чи чаплӑ тӗслӗх. Ун ҫинчен Библире ҫапла каланӑ: «Эсӗ ырӑ, ырӑлӑх тӑватӑн; Хӑвӑн йӗркӳсене вӗрентсем мана» (Пс. 118:68). Ҫак сӑвӑ йӗркинче Иеговӑн ырӑлӑхӗ ҫинчен калакан икӗ шухӑша сӳтсе явар.

Иегова ырӑ. Ырӑлӑх — Иеговӑн паха енӗсенчен пӗри, ҫак ен унӑн ытти пур паха енӗпе те ҫыхӑннӑ. Иегова Моисее «Эпӗ Хамӑн пӗтӗм мухтавлӑхӑма сан умӑнтан ирттерсе ярӑп» тенӗ хыҫҫӑн мӗн пулса иртнине аса илер. Иегова Моисее хӑйӗн мухтавлӑхне, ҫав шутрах ырӑлӑхне те, кӑтартнӑ. Унтан вӑл ҫапла каланӑ: «Ҫӳлхуҫа, Ҫӳлхуҫа, этеме юратакан, ырӑ кӑмӑллӑ, вӑрах тӳсӗмлӗ, нумай ырӑлӑхлӑ, чӑн Турӑ, тӳрӗлӗхе упракан, ырӑлӑхне пин сыпӑка ҫитиччен кӑтартса тӑракан, айӑпа, усал ӗҫе, ҫылӑха каҫаракан, анчах хаса памасӑр хӑварман... Турӑ» (Тух. 33:19; 34:6, 7). Ҫак сӑмахсем Иегова пур тӗлӗшрен те ырӑ пулнине кӑтартаҫҫӗ. Ҫынсемпе танлаштарсан, Иисус чи ырӑ ҫын пулнӑ пулсан та вӑл: «Пӗртен-пӗр Турӑсӑр пуҫне никам та ырӑ мар»,— тесе каланӑ (Лука 18:19).

Иеговӑн ырӑлӑхӗ пур ӗҫӗнче те курӑнать

Иегова ырӑлӑх тӑвать. Иеговӑн пур ӗҫӗ те вӑл ырӑ пулнине кӑтартать. Библире «Ҫӳлхуҫа Хӑй мӗн пултарнине пурне те юратать, Унӑн ырӑлӑхӗ пур ӗҫӗнче те курӑнать» тенӗ (Пс. 144:9). Вӑл ҫынна камне кура уйӑрмасть, пур ҫынна та пурнӑҫ панипе тата пурӑнма мӗн кирлине парса тӑнипе ырӑлӑх кӑтартать (Ап. ӗҫ. 14:17). Пире каҫарнипе те вӑл ырӑлӑх кӑтартать. Псалом юрлакан ҫырнӑ: «Эй Ҫӳлхуҫа, Эсӗ Хӑвна йӑлӑнакансемшӗн пуриншӗн те ырӑ, хӗрхенекен кӑмӑллӑ» (Пс. 85:5). Иегова «айӑпсӑр пурӑнакансене... Хӑйӗн ырӑлӑхӗнчен хӑвармасть», ҫакӑн пирки эпир пӗртте иккӗленместпӗр (Пс. 83:12).

«ЫРӐ ТУМА ВӖРЕНӖР»

Турӑ пире хӑйне евӗрлӗ тунӑ, ҫавӑнпа эпир ырӑ пулма тата ырӑ ӗҫсем тума пултаратпӑр (Пулт. 1:27). Анчах ҫакӑ хӑйне хӑех пулса пымасть. Турӑ Сӑмахӗнче «ырӑ тума вӗренӗр» тенӗ (Ис. 1:17). Пирӗн ырӑ тума мӗнле вӗренмелле-ха? Виҫӗ мая пӑхса тухар.

Пӗрремӗшӗнчен, эпир кӗлӗре святой сывлӑш ыйтма пултаратпӑр. Вӑл христиансене ырӑлӑх кӑтартма пулӑшать (Гал. 5:22, ҪТ). Святой сывлӑша пула ыррине юратма тата усаллине сирсе яма вӗренме пулать (Рим 12:9). Библире Иегова пире «калас ырӑ сӑмахпа тӑвас ырӑ ӗҫ валли ҫирӗплӗх» пама пултарать тенӗ (2 Фес. 2:16, 17, ҪХ).

Иккӗмӗшӗнчен, пирӗн Туррӑн Сӑмахне вуламалла. Ҫакна тунӑ чухне Иегова пире «пур ырӑ ҫула» ӑнланма пулӑшать тата «кирек мӗнле ырӑ ӗҫ тума та» хатӗрлет (Ытар. 2:9; 2 Тим. 3:17). Пирӗн чӗрене мул управӑшӗпе танлаштарма пулать. Библи вуланӑ чухне тата мӗн вулани ҫинчен шухӑшланӑ чухне эпир хамӑрӑн мул управӑшне Турӑпа тата унӑн ирӗкӗпе ҫыхӑннӑ ырӑ шухӑшсемпе тултарса пыратпӑр. Ҫав мулпа вара эпир кирек хӑҫан та усӑ курма пултарӑпӑр (Лука 6:45; Эф. 5:9).

Виҫҫӗмӗшӗнчен, Библири «ырринчен тӗслӗх ил» текен канаша тытса тӑма тӑрӑшмалла (3 Иоанн 11, ҪХ). Библире эпир хамӑр валли нумай тӗслӗх тупатпӑр. Паллах, Иеговӑпа Иисус чи лайӑх тӗслӗх кӑтартаҫҫӗ. Анчах тата кам ырӑлӑх кӑтартнӑ? Тен, эсир Тавифӑпа Варнавӑна аса илетӗр (Ап. ӗҫ. 9:36; 11:22—24). Вӗсем ҫинчен Библире вуланӑ чухне эсир хӑвӑр валли нумай усӑллине тупма пултаратӑр. Вӗсем ыттисене пулӑшас тесе мӗн-мӗн тунине асӑрхама тӑрӑшӑр. Ҫавӑн пекех хӑвӑр хурӑнташсене тата пухури тӑвансене мӗнле пулӑшма пултарни ҫинчен шухӑшлӑр. Унсӑр пуҫне, Турӑ Тавифӑпа Варнавӑна, вӗсем тунӑ ырӑ ӗҫсемшӗн мӗнле пилленине асӑрхӑр. Ҫакӑн пек пиллӗхсене эсир те илме пултаратӑр.

Хальхи вӑхӑтра та ырӑ ӗҫсем тӑвакан ҫынсем пур. Сӑмахран, «ырра юратакан» тата пухури тӑвансемшӗн тӑрӑшса ӗҫлекен старейшинӑсем ҫинчен шухӑшласа пӑхӑр. Хӑйсем мӗн каланипе тата мӗн тунипе ыттисене ырра вӗрентекен шанчӑклӑ хӗрарӑм тӑвансене те манмалла мар (Тит 1:8; 2:3). Розлин ятлӑ хӗрарӑм тӑван акӑ мӗн каласа парать: «Манӑн туса пухури тӑвансене пулӑшакан тата хавхалантаракан ҫын пек пӗлеҫҫӗ. Вӑл вӗсен лару-тӑрӑвне ӑнланма тӑрӑшать тата час-часах вӗсене пӗчӗк парнесем парнелет е мӗнле те пулин урӑх майпа пулӑшать. Вӑл чӑнах та ырӑ ҫын».

Иегова хӑйӗн ӗҫлекенӗсене «ырра шырӑр» тесе калать (Ам. 5:14). Ҫапла туни пире Туррӑн нормисене юратма кӑна мар, ыррине туса тӑма та хавхалантарӗ.

Эпир ырӑ пулма тата ырӑ ӗҫсем тума тӑрӑшатпӑр

Ырӑ ҫын паттӑрла ӗҫсем тӑвать е хаклӑ парнесем парать тесе шутлани тӗрӗсех мар. Ӳнерҫӗшӗн портрет ӳкерес тесе сӑрӑна кисточкӑпа пӗр-ик хут сӗрни ҫителӗксӗр — ҫакна унӑн нумай хут тума тивет. Ҫавӑн пекех пирӗн те ырӑ ҫын пулас тесен нумай ырӑ ӗҫ тумалла.

Библире пур тӗрлӗ ырӑ ӗҫе тума хатӗр пулӑр тенӗ (Тит 3:1). Ҫыннӑн лару-тӑрӑвӗпе интересленетпӗр пулсан эпир ӑна «ырӑ тумашкӑн, ӑна усӑ кӳмешкӗн» майсем тупӑпӑр (Рим 15:2). Эпир ҫав ҫынна мӗн те пулин пама пултаратпӑр (Ытар. 3:27). Ӑна хӑнана чӗнме е унпа лайӑххи ҫинчен калаҫма пултаратпӑр. Вӑл чирлесе ӳксен ӑна открытка парнелеме, ун патне кӗрсе тухма е шӑнкӑравлама пулать. Чӑнах та, кирлӗ чухне ҫынсене «ӗненме ӳкӗтлекен ырӑ сӑмах» калама нумай май пур. Ҫапла тӑватпӑр пулсан «итлесе тӑракансене» ырӑлӑх кӳретпӗр (Эф. 4:29).

Эпир, Иегова пекех, пур ҫынна та ырӑлӑх кӑтартасшӑн, ҫавӑнпа ҫынсене камне кура уйӑрмастпӑр. Ырӑлӑх кӑтартмалли чи лайӑх майсенчен пӗри вӑл — пурне те Турӑ Патшалӑхӗ ҫинчен пӗлтересси. Иисус хушнӑ пек эпир хамӑра курайманнисене те ырӑлӑх кӑтартма тӑрӑшатпӑр (Лука 6:27). Ырӑ пулма тӑрӑшнипе тата ырӑ ӗҫсем тунипе эпир нихӑҫан та йӑнӑш тумӑпӑр, мӗншӗн тесен «ҫаксене саккун сивлеймест» (Гал. 5:22, 23, ҪХ). Йывӑрлӑхсене е хирӗҫ тӑнине пӑхмасӑрах ырӑ ӗҫсем тӑватпӑр пулсан, эпир ыттисене чӑнлӑха йышӑнма пулӑшма пултарӑпӑр тата Турра мухтава кӑларӑпӑр (1 Петр 3:16, 17).

ЫРРИНЕ ТУСАН ПИЛЛӖХ ИЛӖПӖР

Ытарӑшсем 14:14-мӗшӗнче ҫапла каланӑ: «Ырӑ чунли хӑй ҫулӗ мӗн кӳнипе тӑранӗ». Ҫакна мӗнле ӑнланмалла? Эпир хамӑра ыттисемпе ыррӑн тытатпӑр пулсан, вӗсем те хӑйсене пирӗнпе ҫаплах тытӗҫ (Ытар. 14:22). Вӗсем хӑйсене пирӗнпе ыррӑн тытмасан та пирӗн ырӑ ӗҫсене кура вӗсем хӑйсен шухӑшӗсене улӑштарма тата хӑйсене пирӗнпе лайӑхрах тытма пултарӗҫ (Рим 12:20).

Кам усал ӗҫсем тума пӑрахса ырра юратма пуҫланӑ, ҫавсен пурнӑҫӗ лайӑхланнӑ. Нэнси тӗслӗхне пӑхса тухар. Вӑл каласа парать: «Эпӗ чӑрсӑр пулнӑ, аскӑнланса пурӑннӑ тата ыттисене ним вырӑнне те хуман. Анчах Иеговӑшӑн мӗн ырӑ пулнине пӗлсен, ӑна итлесе пурӑнма тытӑнсан эпӗ телейлӗрех пулса тӑтӑм тата хама хисеплеме пуҫларӑм».

Мӗнле тӗп сӑлтава пула эпир ырӑлӑха аталантарасшӑн? Эпир Иеговӑна савӑнтарасшӑн. Эпир мӗн тунине ыттисем курмаҫҫӗ пулсан та, Иегова курать. Вӑл пирӗн кашни ырӑ ӗҫе тата ырӑ шухӑша асӑрхать (Эф. 6:7, 8). Вара эпир мӗнле пиллӗх илӗпӗр? Ытарӑшсем 12:2-мӗшӗнче: «Ырӑ ҫын Ҫӳлхуҫана кӑмӑллӑ пулать»,— тенӗ. Апла, айтӑр малалла та ырӑ пулма тӑрӑшар. Иегова пире сӑмах парать: «Ырӑ тӑвакан кирек кам та... мухтавлӑ, чыслӑ, канӑҫлӑ пулӗ!» (Рим 2:10.)

^ 2 абз. Хӑш-пӗр ятсене улӑштарнӑ.