Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

11-МӖШ ВӖРЕНМЕЛЛИ СТАТЬЯ

Иеговӑн сассине итлӗр

Иеговӑн сассине итлӗр

«Ҫакӑ Манӑн савнӑ Ывӑлӑм... Ӑна итлӗр» (МАТФ. 17:5).

89-МӖШ ЮРӐ Итле, пурнӑҫла, пиллӗх ил

ҪАК СТАТЬЯРА *

1, 2. а) Иегова ҫынсемпе мӗнле калаҫать? ӑ) Ҫак статьяра эпир мӗн пӑхса тухӑпӑр?

ИЕГОВӐНА пирӗнпе калаҫма килӗшет. Авалхи вӑхӑтра вӑл хӑйӗн шухӑшӗсене пророксем, ангелсем тата хӑйӗн Ывӑлӗ, Иисус Христос, урлӑ пӗлтернӗ (Ам. 3:7; Гал. 3:19; Ӳлӗм. 1:1). Хальхи вӑхӑтра вара вӑл пирӗнпе хӑйӗн Сӑмахӗ урлӑ калаҫать. Хӑйӗн шухӑшӗсемпе ӗҫӗсене ӑнланма пулӑшас тесе вӑл пире Библи парнеленӗ.

2 Иисус ҫӗр ҫинче пурӑннӑ чухне Иегова пӗлӗтрен калани виҫӗ хут пулнӑ. Айтӑр Турӑ ҫавӑн чухне мӗн-мӗн каланине, унӑн сӑмахӗсенчен мӗн пӗлме пултарнине тата ҫав сӑмахсем хамӑра мӗнле усӑ панине пӑхса тухар.

«ЭСӖ МАНӐН САВНӐ ЫВӐЛӐМ»

3. Марк 1:9—11 сӑвӑ йӗркисем тӑрӑх, Иисус шыва кӗнӗ чухне Иегова ӑна мӗн каланӑ тата ҫав сӑмахсем мӗнле чӑнлӑхсене уҫса параҫҫӗ?

3 Иегова пӗлӗтрен пӗрремӗш хут калани ҫинчен Марк 1:9—11 сӑвӑ йӗркисенче вулама пулать. (Вуласа парӑр.) Вӑл Иисуса: «Эсӗ Манӑн савнӑ Ывӑлӑм, Манӑн ирӗкӗм Сан ҫинче»,— тесе каланӑ. Хӑйне Ашшӗ юратни тата шанни ҫинчен илтсен Иисус питӗ савӑннӑ пулас. Иегова мӗн калани пире Иисус пирки виҫӗ чӑнлӑха уҫса парать. Пӗрремӗшӗнчен, Иисус — унӑн Ывӑлӗ. Иккӗмӗшӗнчен, Иегова хӑйӗн Ывӑлне юратать. Виҫҫӗмӗшӗнчен, Иегова ӑна ырлать. Ҫак чӑнлӑхсене тӗплӗнрех пӑхса тухар.

4. Иисус шыва кӗнӗ хыҫҫӑн мӗншӗн Иегова ӑна «эсӗ манӑн савнӑ Ывӑлӑм» тесе каланӑ?

4 «Эсӗ Манӑн савнӑ Ывӑлӑм». Турӑ пултарнӑ ангелсенчен пӗри пулнӑран Иисус ҫӗр ҫине киличченех Туррӑн ывӑлӗ пулнӑ. Апла, мӗншӗн Иегова ҫак сӑмахсене каланӑ? Шыва кӗнӗ хыҫҫӑн ун ҫине святой сывлӑш ансан вӑл урӑх енчен Турӑ Ывӑлӗ пулса тӑнӑ: Иегова ӑна пӗлӗте таврӑнма, ҫавӑн пекех унта хӑй суйласа лартнӑ Патша пек тата Чи Аслӑ Священник пек ӗҫлесе тӑма шанчӑк панӑ (Лука 1:31—33; Евр. 1:8, 9; 2:17). Акӑ мӗншӗн Иисус шыва кӗнӗ хыҫҫӑн Ашшӗ ӑна «эсӗ — Манӑн савнӑ Ывӑлӑм» тесе каланӑ (Лука 3:22).

Пире мухтанӑ чухне пирӗн чун савӑнать (5-мӗш абзаца пӑхӑр.) *

5. Юрату кӑтартас тӗлӗшрен Иеговӑран тӗслӗх илсе пирӗн мӗн тумалла?

5 «Эсӗ Манӑн савнӑ Ывӑлӑм». Юрату кӑтартас тӗлӗшрен Иеговӑран тӗслӗх илсе пирӗн ыттисене хавхалантарма майсем шырамалла (Иоанн 5:20). Кама эпир хаклатпӑр, ҫавсем пире мухтаҫҫӗ тата юратни ҫинчен калаҫҫӗ пулсан пирӗн чун савӑнать. Ҫавӑн пекех пирӗн ҫемьерисене те, пухури тӑвансене те эпир вӗсене юратни пирки калани тата хавхалантарни кирлӗ. Ыттисене мухтанӑ чухне эпир вӗсен ӗненӗвне ҫирӗплететпӗр тата вӗсене Иеговӑшӑн чунтан парӑнса ӗҫлеме пулӑшатпӑр. Уйрӑмах ашшӗ-амӑшӗсен хӑйсен ачисене хавхалантарма тӑрӑшмалла. Чечексене хӗвел ҫути кирлӗ пекех ачасене те ашшӗ-амӑшӗ юратни тата мухтани кирлӗ.

6. Мӗншӗн Иегова сӑмах панисене Иисус пурнӑҫласса эпир шанма пултаратпӑр?

6 «Манӑн ирӗкӗм Сан ҫинче». Ҫак сӑмахсем тӑрӑх, Иегова хӑйӗн ирӗкне Иисус пурнӑҫласси пирки пӗртте иккӗленмен. Турӑ хӑйӗн Ывӑлне ҫакӑн пек шанать пулсан, Иегова сӑмах панисене Иисус пурнӑҫласса эпир те ҫирӗп шанма пултаратпӑр (2 Кор. 1:20). Иисусӑн тӗслӗхӗ ҫинчен шухӑшланӑ чухне пирӗн унран вӗренес тата ун хыҫҫӑн пырас кӑмӑл вӑйлансах пырать. Иисуса шаннӑ пекех Иегова пире те шанса тӑрать. Хӑйӗн ӗҫлекенӗсем малалла та Иисусран вӗренсе пырасси пирки вӑл пӗртте иккӗленмест (1 Петр 2:21).

«ӐНА ИТЛӖР»

7. Матфей 17:1—5 сӑвӑ йӗркисем тӑрӑх, Иегова пӗлӗтрен иккӗмӗш хут калани хӑҫан пулнӑ тата ҫавӑн чухне вӑл мӗн каланӑ?

7 Матфей 17:1—5 вуласа парӑр. Иисус виҫӗ апостол умӗнче «урӑхла курӑннӑ» чухне Иегова пӗлӗтрен иккӗмӗш хут каланӑ. Иисус Петрпа, Иаковпа тата Иоанпа пӗрле ҫӳллӗ ту ҫине улӑхнӑ. Унта апостолсене «ыйхӑ пуснӑ», анчах вӗсем вӑранса ҫитсессӗн тӗлӗнмелле курӑну курнӑ. Иисусӑн сӑнӗ ҫуталса кайнӑ, тумтирӗ вара ҫап-ҫутӑ пулса тӑнӑ. Унпа юнашар Моисейпе Илия пек арҫынсем курӑнса кайнӑ, вӗсем Иисуспа вӑл вилесси тата чӗрӗлсе тӑрасси ҫинчен калаҫма пуҫланӑ (Лука 9:29—32). Ун хыҫҫӑн вӗсене ҫутӑ пӗлӗт хупӑрласа илнӗ, вара вӗсем пӗлӗт варринчен сасӑ илтнӗ. Ҫакӑ вӑл Туррӑн сасси пулнӑ! Иисус шыва кӗнӗ чухнехи пекех Иегова каллех хӑйӗн Ывӑлне юратни пирки тата ӑна ырлани пирки каланӑ. «Ҫакӑ Манӑн савнӑ Ывӑлӑм, Манӑн ирӗкӗм Ун ҫинче»,— тенӗ вӑл. Анчах ку хутӗнче Иегова ҫапла хушса каланӑ: «Ӑна итлӗр».

8. Курӑну Иисус ҫине те, унӑн вӗренекенӗсем ҫине те мӗнле витӗм кӳнӗ?

8 Ҫак курӑну Иисус Турӑ Патшалӑхӗн Патши пулса тӑрсан унӑн мухтавлӑхӗпе влаҫӗ мӗнлерех пулассине кӑтартса панӑ. Паллах, ҫакӑ Иисуса хавхалантарнӑ тата пулас йывӑрлӑхсене, хӑйне асаплантарса вӗлерессине тӳссе ирттерме вӑй панӑ. Ҫавӑн пекех ҫак курӑну Христосӑн вӗренекенӗсен ӗненӗвне ҫирӗплетнӗ. Ҫакӑ вӗсене пулас йывӑрлӑхсене тӳссе ирттерме тата хӑйсене шанса панӑ ҫӑмӑл мар ӗҫе туса тӑма пулӑшнӑ. Иисус мухтавлӑхпа курӑнни Петр апостол ҫине питӗ вӑйлӑ витӗм кӳнӗрен вӑл ӑна 30 ҫул иртсен те манса кайман (2 Петр 1:16—18).

9. Иисус хӑйӗн вӗренекенӗсене мӗнле усӑллӑ канашсем панӑ?

9 «Ӑна итлӗр». Ҫак сӑмахсем тӑрӑх, Иегова пирӗнтен эпир унӑн Ывӑлне итлессе тата Ывӑлӗн сӑмахӗсемпе килӗшӳллӗн пурӑнасса кӗтет. Ҫӗр ҫинче пулнӑ чухне Иисус питӗ пӗлтерӗшлӗ сӑмахсем каланӑ. Тӗслӗхрен, вӑл хӑй хыҫҫӑн пыракансене ырӑ хыпар сарма вӗрентнӗ, ҫавӑн пекех сыхӑ пулмалли пирки нумай хутчен аса илтернӗ (Матф. 24:42; 28:19, 20). Унсӑр пуҫне, вӑл вӗсене пӗтӗм вӑя хурса Туррӑн ирӗкне туса тӑма хавхалантарнӑ тата ан парӑнӑр тесе каланӑ (Лука 13:24). Иисус манӑн вӗренекенсен пӗр-пӗрне юратмалла, пӗрлӗхе упрамалла тата эпӗ мӗн хушнине тытса тӑмалла тенӗ (Иоанн 15:10, 12, 13). Ҫав канашсем питӗ усӑллӑ пулнӑ. Хальхи вӑхӑтра та вӗсене тытса тӑни усӑ парать.

10, 11. Эпир Иисуса итленине мӗнле кӑтартма пултаратпӑр?

10 Иисус каланӑ: «Чӑнлӑхшӑн пулсассӑн кирек кам та Ман сасса итлет» (Иоанн 18:37). Пӗр-пӗри тӗлӗшӗнчен чӑтӑмлӑ пулатпӑр пулсан тата пӗр-пӗрне чун-чӗререн каҫаратпӑр пулсан эпир Иисусӑн сассине итлетпӗр (Лука 17:3, 4; Кол. 3:13). Унсӑр пуҫне, ӑна итленине эпир ырӑ хыпар сарас ӗҫе майлӑ вӑхӑтра та, майсӑр вӑхӑтра та хастарлӑн туса тӑнипе кӑтартатпӑр (2 Тим. 4:2).

11 Ҫавӑн пекех Иисус: «Ман сурӑхсем Манӑн сассӑма илтеҫҫӗ»,— тесе каланӑ (Иоанн 10:27). Христос хыҫҫӑн пыракансем Иисус мӗн каланине илтеҫҫӗ кӑна мар, вӗсем вӑл мӗн каланипе килӗшӳллӗн пурӑнаҫҫӗ. Вӗсем «пурӑнӑҫ хуйхи-суйхи ӑшне» пуҫӗпех кӗрсе ӳкмеҫҫӗ (Лука 21:34). Вӗсемшӗн чи пӗлтерӗшли вӑл — питӗ йывӑр пулнӑ чухне те Иисусӑн ӳкӗчӗсене тытса тӑни. Пирӗн тӑвансенчен нумайӑшӗ питӗ пысӑк йывӑрлӑхсене — хӗсӗрленине, чухӑнлӑха, ҫутҫанталӑк инкекӗсене — чӑтса ирттерет. Анчах питӗ йывӑр чухне те вӗсем Иеговӑна шанчӑклӑ тӑрса юлаҫҫӗ. Ҫакӑн пек христиансене Иисус: «Кам Манӑн ӳкӗтсене асра тытса пурӑнӑҫласа тӑрать, ҫавӑ Мана юратать; Мана юратакана Аттем те юратӗ»,— тесе шантарса каланӑ (Иоанн 14:21).

Сӑваплӑ ӗҫе туса тӑни пире малалла та Иисуса итлеме пулӑшать (12-мӗш абзаца пӑхӑр.) *

12. Эпир Иисуса итленине тата мӗнле кӑтартма пултаратпӑр?

12 Иеговӑн организацийӗнче ертсе пырас ӗҫе хӑйсем ҫине илекенсене итленипе те эпир Иисуса итленине кӑтартатпӑр (Евр. 13:7, 17). Юлашки ҫулсенче Туррӑн организацийӗнче нумай улшӑнусем пулчӗҫ. Сӑмахран, халӗ эпир ырӑ хыпара ҫӗнӗ хатӗрсемпе тата меслетсемпе саратпӑр, эрне варринче иртекен тӗлпулусене урӑхларах ирттеретпӗр, ҫавӑн пекех Патшалӑх залӗсене туса лартнӑ чухне тата тирпейлӗ-юсавлӑ тытса тӑнӑ чухне ҫӗнӗ майсемпе усӑ куратпӑр. Ҫак улшӑнусем пире усӑ параҫҫӗ тата Туррӑн организацийӗ пире юратнине кӑтартаҫҫӗ. Ҫавӑншӑн эпир питӗ пархатарлӑ! Организаци парса тӑракан хушусене тытса тӑма тӑрӑшатпӑр пулсан, Иегова эпир тӑрӑшнине пиллетех.

13. Иисуса итлени мӗнле усӑ парать?

13 Иисус мӗн каланине пурне те тытса тӑратпӑр пулсан, ҫакӑ пире усӑ парӗ. Иисус манӑн вӗрентӳсем ман хыҫҫӑн пыракансене вӑй парӗҫ тесе сӑмах панӑ. Вӑл каланӑ: «Эпӗ сире лӑплантарӑп... Манӑн сӳсменӗм меллӗ, Манӑн ҫӗклемӗм ҫӑмӑл» (Матф. 11:28—30). Туррӑн Сӑмахӗ, ҫав шутрах Иисусӑн пурнӑҫӗпе сӑваплӑ ӗҫӗ ҫинчен калакан тӑватӑ Евангели, пире Турӑшӑн ӗҫлесе тӑма вӑй парса тӑрать тата ӑслӑрах пулса пыма пулӑшать (Пс. 18:8; 22:3). Иисус ҫапла каланӑ: «Турӑ сӑмахне илтсе, ӑна пурӑнӑҫласа тӑракансем тата телейлӗрех» (Лука 11:28).

ТУРӐ ХӐЙӖН ЯТНЕ МУХТАВА КӐЛАРӖ

14, 15. а) Иоанн 12:27, 28 сӑвӑ йӗркисем тӑрӑх, Иегова пӗлӗтрен виҫҫӗмӗш хут калани хӑҫан пулнӑ? ӑ) Мӗншӗн Иеговӑн сӑмахӗсем Иисуса йӑпатнӑ тата вӑй панӑ?

14 Иоанн 12:27, 28 вуласа парӑр. Иоанн ҫырнӑ Евангелире Иегова пӗлӗтрен виҫҫӗмӗш хут калани ҫинчен ҫырса панӑ. Иисус виличчен темиҫе кун маларах юлашки хут Пасхӑна уявлас тесе Иерусалима пынӑ. Вӑл каланӑ: «Манӑн чунӑм пӑлханать». Унтан вӑл: «Эй Аттем! Хӑвӑн ятна мухтава кӑлар!» — тесе кӗлтунӑ. Вара пӗлӗтрен сасӑ илтӗннӗ: «Мухтава кӑлартӑм, татах та мухтавлӑп».

15 Иисус питӗ пӑлханнӑ, мӗншӗн тесен ун ҫинче пысӑк яваплӑх пулнӑ: унӑн Иеговӑна шанчӑклӑ тӑрса юлмалла пулнӑ. Хӑйне пушӑпа хаяррӑн хӗнессе тата асаплантарса вӗлерессе вӑл пӗлнӗ (Матф. 26:38). Пуринчен ытла вара Иисус хӑйӗн Ашшӗн ятне мухтава кӑларасшӑн пулнӑ. Иисуса эсӗ Турра хурлатӑн тесе айӑпланӑ, ҫавӑнпа вӑл хӑйӗн вилӗмӗ Туррӑн ятне чыссӑрлатма пултарни пирки пӑшӑрханнӑ. Паллах ӗнтӗ, Иеговӑн сӑмахӗсем Иисуса питӗ хавхалантарнӑ! Халӗ Иеговӑн ячӗ мухтава тухасси пирки вӑл пӗртте иккӗленмен. Ашшӗн сӑмахӗсем ӑна йӑпатнӑ тата пурне те чӑтса ирттерме вӑй панӑ. Ҫав вӑхӑтра Ашшӗ каланӑ сӑмахсене Иисус кӑна ӑнланнӑ пулмалла, ҫапах та ҫав сӑмахсене пирӗн пурин те вулама май пултӑр тесе Иегова вӗсене ҫырса хума хавхалантарнӑ (Иоанн 12:29, 30).

Иегова хӑйӗн ятне мухтава кӑларӗ тата хӑйӗн халӑхне ҫӑлӗ (16-мӗш абзаца пӑхӑр.) *

16. Мӗншӗн Иеговӑн ятне чыссӑрлатни пире хӑш-пӗр чухне пӑшӑрхантарать?

16 Иеговӑн ятне чыссӑрлатни Иисуса пӑшӑрхантарнӑ пекех пире те пӑшӑрхантарма пултарать. Тен, эпир Иисус пекех тӗрӗсмарлӑхпа тӗл пултӑмӑр. Е пире тӑшмансем суя сӑмахсем сарса Туррӑн ятне тата унӑн организацине чыссӑрлатни кулянтарать. Ҫакӑн пек вӑхӑтра Иегова Иисуса каланӑ сӑмахсем пире йӑпатма пултараҫҫӗ. Пирӗн ытлашши пӑшӑрханмалла мар. Турӑ пире «нимӗнле ӑс та пӗлейми канӑҫлӑх парса, Христоспа пӗрлештерсе» пирӗн чун-чӗрене, пирӗн ӑс-тӑна сыхлассине эпир ҫирӗп шанма пултаратпӑр (Флп. 4:6, 7). Иегова хӑйӗн ятне мухтава кӑларатех. Вӑл хӑйӗн Патшалӑхӗ урлӑ хӑйӗн шанчӑклӑ ӗҫлекенӗсене Сатанапа унӑн тӗнчи кӳрекен сиене тӗппипех пӗтерӗ (Пс. 93:22, 23; Ис. 65:17).

ИЕГОВӐН САССИНЕ ИТЛЕНИ МӖНЛЕ УСӐ ПАРАТЬ?

17. Исаия 30:21-мӗшӗ тӑрӑх, Иегова пирӗнпе мӗнле калаҫать?

17 Паян та Иегова пирӗнпе калаҫать. (Исаия 30:21 вуласа парӑр.) Паллах, эпир Туррӑн сассине пӗлӗтрен илтместпӗр. Ҫапах та вӑл пире Библи парнеленӗ, ун урлӑ вӑл пире вӗрентет. Унсӑр пуҫне, Иеговӑн сывлӑшӗ «шанчӑклӑ... тарҫӑна» Туррӑн ӗҫлекенӗсене сӑнарлӑ апат парса тӑма хавхалантарать (Лука 12:42). Пичетленӗ тата электронлӑ публикацисем, видеороликсемпе аудиоҫыртарусем ҫав тери нумай пулни тӗлӗнтермеллипех тӗлӗнтерет!

18. Иеговӑн сӑмахӗсем пирӗн ӗненӗве мӗнле ҫирӗплетеҫҫӗ тата пире хӑюллӑрах пулма мӗнле пулӑшаҫҫӗ?

18 Айтӑр Иегова хӑйӗн Ывӑлне пӗлӗтрен каланӑ сӑмахсене яланах асра тытар. Библире ҫырса хунӑ Туррӑн сӑмахӗсем пире веҫех Иеговӑн аллинче пулнине тата вӑл Сатанапа унӑн усал тӗнчи кӳрекен сиене пӗтерессине ҫирӗп шанма пулӑшаҫҫӗ. Пирӗн пурин те Иеговӑн сассине питӗ тимлӗ итлемелле. Ҫапла тӑватпӑр пулсан, эпир халӗ те, пуласлӑхра та тӗл пулакан йывӑрлӑхсене пурне те тӳссе ирттерӗпӗр. «Туррӑн ирӗкне туса ҫитерсе, пама асӑннине илмешкӗн сире тӳсӗмлӗх кирлӗ»,— тенӗ Библире (Евр. 10:36).

4-МӖШ ЮРӐ Иегова — манӑн Кӗтӳҫӗм

^ 5 абз. Иисус ҫӗр ҫинче пурӑннӑ чухне Иегова пӗлӗтрен калани виҫӗ хут пулнӑ. Пӗринче вӑл Христосӑн вӗренекенӗсене хӑйӗн Ывӑлне итлеме хушнӑ. Хальхи вӑхӑтра Турӑ пирӗнпе хӑйӗн Сӑмахӗ урлӑ калаҫать, унта вара Иисус мӗне вӗрентнине ҫырса панӑ. Ҫавӑн пекех Турӑ пирӗнпе хӑйӗн организаци урлӑ та калаҫать. Ҫак статьяра эпир Иеговӑпа Иисуса итлени мӗнле усӑ панине пӑхса тухӑпӑр.

^ 52 абз. ӲКЕРЧӖКСЕМ. Пулӑшакан ӗҫчен Патшалӑх залне тирпейлес ӗҫе хутшӑнать тата литературӑпа ҫыхӑннӑ яваплӑхсене лайӑх туса тӑрать. Старейшина ҫакна асӑрхать те ӑна мухтаса илет.

^ 54 абз. ӲКЕРЧӖК. Сьерра-Леоне ҫӗршывӗнче пӗр мӑшӑр пулӑҫа пухӑвӑн тӗлпулӑвне чӗнет.

^ 56 абз. ӲКЕРЧӖК. Иегова Свидетелӗсен ӗҫне чарнӑ ҫӗршывра пирӗн тӑвансем тӗлпулӑва хваттерте ирттереҫҫӗ. Вӗсем асӑрхануллӑ пулса куллен тӑхӑнмалли тумтирпех килнӗ.