Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

Эсир пӗлетӗр-и?

Эсир пӗлетӗр-и?

Авалхи вӑхӑтра ҫулҫӳревҫӗсем тинӗс тӑрӑх мӗнле ҫӳренӗ?

ПАВЕЛ апостол пурӑннӑ вӑхӑтра ҫынсене илсе ҫӳрекен карапсем пулман. Ҫавӑнпа та ҫулҫӳреве тухнӑ ҫынсен кирлӗ ҫӗре ҫитес тесе ҫав еннелле тавар турттарса ҫӳрекен карапа, пассажирсене илме пултаракан карапа, тупмалла пулнӑ (Ап. ӗҫ. 21:2, 3). Карап урӑх ҫӗре кайнӑ пулсан та ҫулҫӳрекен пӗр-пӗр портра анса юлса хӑй ҫитмелли вырӑн патне каякан тепӗр карап ҫине куҫса ларма пултарнӑ (Ап. ӗҫ. 27:1—6).

Тинӗсре ҫулталӑкӑн пӗр-пӗр вӑхӑтӗнче ҫеҫ караппа ҫӳреме май пулнӑ. Ҫавӑн пекех карапсем расписани тӑрӑх ҫӳремен. Унсӑр пуҫне, тӗшмӗшсене ӗненекен моряксене ҫулҫӳреве тухма начар ҫанталӑк кӑна мар, япӑххине пӗлтерекен пӗр-пӗр паллӑна курни те чарма пултарнӑ. Сӑмахран, пулӑ тытмалли хатӗрсем ҫинче курак кӑранклатни е ҫыран хӗрринче арканнӑ карапӑн пайӗсем выртни инкеке тесе шутланӑ вӗсем. Тапранма та вӗсем майлӑ ҫил вӗрсен ҫеҫ тапраннӑ. Ҫулҫӳревҫӗ хӑйне кирлӗ вырӑна каякан карапа тупсан хӑйӗн япалисене илсе бухта патне кайнӑ, унта вӑл карап тапранса каясси пирки хыттӑн кӑшкӑрса пӗлтерессе кӗтнӗ.

«Рим хулинче карапсене тупма ҫынсене ҫӑмӑлтарах пулнӑ, мӗншӗн тесен ҫавна вӗсен хӑйсен тумалла пулман,— тесе ҫырать Лайонел Кассон историк.— Рим порчӗ Тибр юханшыв вӑрринче вырнаҫнӑ пулнӑ. Остия ятлӑ кӳршӗ хулара пысӑк площадь пулнӑ, унта вара кантурсем ӗҫленӗ. Ҫав кантурсенчен нумайӑшне тӗрлӗ портсенчи — Нарбона [хальхи Франци территорийӗ], Карфаген [хальхи Тунис территорийӗ] тата ытти портсенчи — карапсен хуҫисем тытса тӑнӑ. Карапсем хӑш-хӑш портра чарӑнассине пӗлес тесе ҫыннӑн ҫав кантурсене кӗрсе ыйтмалла пулнӑ кӑна».

Ҫынсем хӑйсене кирлӗ ҫӗре тинӗс тӑрӑх хӑвӑртрах ҫитме пултарнӑ, ҫапах та хӑрушлӑхсем те пулнӑ. Миссионерла ҫулҫӳревсенче ҫӳренӗ чухне Павел апостол карап путнине темиҫе хут та курнӑ (2 Кор. 11:25).