Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

18-МӖШ ВӖРЕНМЕЛЛИ СТАТЬЯ

Иеговӑн юратӑвӗпе тӗрӗслӗхӗ Христос саккунӗнче мӗнле курӑнса тӑрать?

Иеговӑн юратӑвӗпе тӗрӗслӗхӗ Христос саккунӗнче мӗнле курӑнса тӑрать?

«Пӗр-пӗрин йывӑрлӑхне пӗрле тӳсӗр, ҫапла эсир Христос саккунне пурӑнӑҫлатӑр» (ГАЛ. 6:2).

12-МӖШ ЮРӐ Иегова — чи аслӑ Турӑ

ҪАК СТАТЬЯРА *

1. Эпир мӗн пирки пӗртте иккӗленместпӗр?

ИЕГОВА хӑйӗн ӗҫлекенӗсене юратать. Вӑл вӗсене яланах юратнӑ, малалла та юратӗ. Унсӑр пуҫне, Иегова тӗрӗслӗхе юратать (Пс. 32:5). Ҫавӑнпа эпир 1) ыттисем Туррӑн ӗҫлекенӗсемпе тӗрӗс мар тытнӑ чухне Туррӑн чӗри ыратни пирки тата 2) вӑл хӑйӗн халӑхӗпе тӗрӗс мар тытакансене наказани парасси пирки пӗртте иккӗленместпӗр. Тӑватӑ статьяран пӗрремӗшӗнче Турӑ Израиль халӑхне Моисей саккунне юратнӑран панӑ тесе каланӑччӗ *. Ҫак Саккун ҫынсене пуринпе те, уйрӑмах камӑн хӳтӗлекен ҫук, ҫавсемпе те тӗрӗс тытма хавхалантарнӑ (Сак. аст. 10:18). Моисей саккунӗ Иегова хӑйӗн ӗҫлекенӗсене питӗ хытӑ юратнине кӑтартса панӑ.

2. Эпир мӗнле ыйтусене сӳтсе явӑпӑр?

2 Пирӗн эрӑри 33 ҫулта христиансен пухӑвӗ йӗркеленсе кайнӑ, ун чухне юратнӑран панӑ тата ыттисемпе тӗрӗс тытма хавхалантарнӑ Моисей саккунӗ пӑрахӑҫа тухнӑ. Апла, христиансем хӑйсене хӳтлӗх паракан саккунсӑр тӑрса юлнӑ теме пулать-и? Паллах, ҫук! Вӗсене ҫӗнӗ саккун — Христос саккунне — панӑ. Ҫак статьяра эпир вӑл мӗнле саккун пулнине сӳтсе явӑпӑр. Унтан ҫакӑн пек ыйтусене пӑхса тухӑпӑр: мӗншӗн ҫак саккуна юратнӑран панӑ теме пулать? Вӑл христиансене ыттисемпе тӗрӗс тытма хавхалантарать тесе мӗншӗн калама пулать? Камӑн власть пур, ҫавсен ҫак саккун тӑрӑх хӑйсене ыттисемпе мӗнле тытмалла?

«ХРИСТОС САККУНӖ» МӖНЛЕ САККУН ВӐЛ?

3. Галати 6:2-мӗшӗнче каланӑ Христос саккунӗ шутне мӗн кӗрет?

3 Галати 6:2 вуласа парӑр. Христиансен Христос саккунне тытса тӑмалла. Иисус хӑй хыҫҫӑн пыракансем валли хӑйӗн саккунне ҫырса хуман пулсан та, вӑл вӗсене хушусем, ӳкӗтсем тата принципсем панӑ. Иисус мӗне вӗрентни веҫех Христос саккунӗ шутне кӗрет. Айтӑр ун пирки тӗплӗнрех калаҫар.

4, 5. Иисус мӗнле тата хӑҫан ҫынсене вӗрентнӗ?

4 Иисус ҫынсене мӗнле вӗрентнӗ? Пӗрремӗшӗнчен, вӑл чӗрене пырса тивекен чӑнлӑхсене каласа панӑ. Вӑл ҫынсене Турӑ ҫинчен, пурнӑҫ тӗллевӗ ҫинчен тата пур хӗн-асапа та Турӑ Патшалӑхӗ ҫеҫ пӗтересси ҫинчен пӗлтернӗ (Лука 24:19). Иккӗмӗшӗнчен, Иисус хӑйӗн тӗслӗхӗпе вӗрентнӗ. Хӑй мӗнле пурӑннипе вӑл хӑй хыҫҫӑн пыракансене мӗнле пурӑнмаллине кӑтартнӑ (Иоанн 13:15).

5 Иисус ҫынсене ҫӗр ҫинче хӑйӗн сӑваплӑ ӗҫне тунӑ чухне вӗрентнӗ (Матф. 4:23). Ҫавӑн пекех вӑл вилӗмрен чӗрӗлсе тӑнӑ хыҫҫӑн та хӑй хыҫҫӑн пыракансене вӗрентнӗ. Сӑмахран, вӑл вӗсене (вӗсен шучӗ 500 ытла пулнӑ пулмалла) курӑннӑ та вӗренекенсем хатӗрлеме хушнӑ (Матф. 28:19, 20; 1 Кор. 15:6). Пӗлӗте таврӑннӑ хыҫҫӑн та Иисус пуху пуҫӗ пулса хӑйӗн вӗренекенӗсене вӗрентме чарӑнман. Сӑмахран, пирӗн эрӑри 96 ҫул патнелле Иисус святой сывлӑшпа суйласа лартнӑ христиансене Иоанн апостол урлӑ хавхалантарнӑ тата тӳрлетнӗ (Кол. 1:18; Ӳлӗм. 1:1).

6, 7. а) Иисус мӗне вӗрентнине ӑҫта ҫырса хунӑ? ӑ) Эпир Христос саккунне мӗнле пурнӑҫлама пултаратпӑр?

6 Иисус ҫӗр ҫинче пулнӑ чухне мӗн калани ҫинчен тата мӗн туни ҫинчен тӑватӑ Евангелире ҫырса панӑ. Христианла Грек Ҫырӑвӗсенчи ытти кӗнекесем те Иисус мӗнле шухӑшланине ӑнланма пулӑшаҫҫӗ, мӗншӗн тесен вӗсене ҫыракансем святой сывлӑш пӗлтернипе ҫырнӑ тата вӗсен «Христос ӑсӗ» пулнӑ (1 Кор. 2:16).

7 Эпир мӗн пӗлтӗмӗр? Иисусӑн вӗрентӗвӗсем пурнӑҫри пур лару-тӑрура та усӑ параҫҫӗ. Ҫавӑнпа та Христос саккунӗ эпир хамӑра килте, пухура, ӗҫре, шкулта мӗнле тытни ҫине витӗм кӳрет. Христианла Грек Ҫырӑвӗсене вуланипе тата унта мӗн ҫырни ҫинчен шухӑшланипе эпир ҫак саккуна вӗренсе пыратпӑр. Унти хушусене, ӳкӗтсене тата принципсене тытса тӑнипе эпир ҫак саккуна пурнӑҫланине кӑтартатпӑр. Ҫавӑн пекех Христос саккунне пӑхӑнатпӑр пулсан эпир пирӗн юратакан Турра, Иеговӑна, пӑхӑнатпӑр. Мӗншӗн тесен Иисус Ашшӗнчен мӗне вӗреннӗ, ҫавна ҫынсене вӗрентнӗ (Иоанн 8:28).

ЮРАТНӐРАН ПАНӐ САККУН

8. Христос саккунӗ мӗн ҫинче никӗсленсе тӑрать?

8 Ҫирӗп никӗс ҫинче туса лартнӑ ҫуртра пурӑнакан ҫын хӑйне хӳтлӗхре туять. Ҫавӑн пекех ҫирӗп никӗс ҫинче никӗсленнӗ саккун тӑрӑх пурӑнакан ҫын та хӑйне хӳтлӗхре туять. Христос саккунӗ чи лайӑх «никӗс» ҫинче — юрату ҫинче — никӗсленсе тӑрать. Мӗншӗн ҫапла калама пулать?

Ыттисемпе ырӑ пулнипе эпир «Христос саккунне» тытса тӑратпӑр (9—14 абзацсене пӑхӑр.) *

9, 10. Иисус ҫынсене юратни мӗнле ӗҫсенче курӑнать тата эпир унран мӗне вӗренме пултаратпӑр?

9 Пӗрремӗшӗнчен, Иисус пур ӗҫе те юратнӑран тунӑ. Хӗрхенӳ вӑл — юратӑвӑн пӗр енӗ. Иисус ҫынсене хӗрхеннӗ, ҫавӑнпа вӑл вӗсене вӗрентнӗ, чирлисене сыватнӑ, выҫӑ пулнисене ҫитернӗ тата вилнисене чӗртсе тӑратнӑ (Матф. 14:14; 15:32—38; Марк 6:34; Лука 7:11—15). Паллах, ҫакна тума Иисуса нумай вӑхӑтпа вӑй кирлӗ пулнӑ, анчах вӑл ытларах хӑйӗн ҫинчен мар, ыттисене мӗн кирли ҫинчен шухӑшланӑ. Унтан та ытларах, ҫынсене хытӑ юратнӑран вӑл вӗсемшӗн хӑйӗн пурнӑҫне те панӑ (Иоанн 15:13).

10 Эпир мӗн пӗлтӗмӗр? Эпир те ытларах хамӑр ҫинчен мар, ыттисене мӗн кирли ҫинчен шухӑшлатпӑр пулсан тата хӗрхенекен ҫын пулма тӑрӑшатпӑр пулсан, Иисусран тӗслӗх илетпӗр. Ҫынсене хӗрхеннӗрен ырӑ хыпар пӗлтернипе тата Библири чӑнлӑха вӗрентнипе эпир Христос саккунне тытса тӑратпӑр.

11, 12. а) Иегова пире хытӑ юратни мӗнрен курӑнать? ӑ) Эпир Иегова пекех ҫынсене юратнине мӗнле кӑтартма пултаратпӑр?

11 Иккӗмӗшӗнчен, Иисус хӑйӗн Ашшӗ ҫынсене хытӑ юратнине кӑтартнӑ. Иисус хӑйӗн сӑваплӑ ӗҫне тунӑ чухне ҫынсем Иегова хӑйӗн ӗҫлекенӗсене хытӑ юратнине курма пултарнӑ. Сӑмахран, Иисус ҫӳлти Атте пирӗнтен кашнине хаклать тесе вӗрентнӗ (Матф. 10:31). Ҫын ӳкӗнсен тата пухӑва таврӑнсан, Иегова питӗ савӑнать (Лука 15:7, 10). Хӑйӗн Ывӑлне пирӗншӗн панипе те Иегова пире юратнине кӑтартнӑ (Иоанн 3:16).

12 Эпир мӗн пӗлтӗмӗр? Эпир Иегова пекех ҫынсене юратнине мӗнле кӑтартма пултаратпӑр? (Эф. 5:1, 2.) Эпир кашни тӑвана питӗ хаклатпӑр тата «ҫухалнӑ сурӑх» Иегова патне таврӑнсан питӗ савӑнатпӑр (Пс. 118:176). Ҫавӑн пекех хамӑр вӑхӑта тата вӑя шеллемесӗр тӑвансене пулӑшатпӑр (1 Иоанн 3:17). Ыттисене юратнине кӑтартнипе эпир Христос саккунне тытса тӑратпӑр.

13, 14. а) Иоанн 13:34, 35 сӑвӑ йӗркисем тӑрӑх, Иисус хӑй хыҫҫӑн пыракансене мӗнле ӳкӗт панӑ тата мӗншӗн вӑл ун пирки ҫӗнӗ ӳкӗт тенӗ? ӑ) Эпир ҫӗнӗ ӳкӗте мӗнле тытса тӑратпӑр?

13 Виҫҫӗмӗшӗнчен, Иисус хӑй хыҫҫӑн пыракансене ыттисене хӑй юратнӑ пек юратма хушнӑ. (Иоанн 13:34, 35 вуласа парӑр.) Ҫак ӳкӗт ҫӗнӗ ӳкӗт пулнине мӗнле ӑнланмалла? Ҫак ӳкӗт Моисей саккунӗ мӗн тума ыйтман, ҫавна тума ыйтнӑ: пирӗн хамӑрпа пӗр пек ӗненекенсене Иисус пире юратнӑ пек * юратмалла. Пирӗн тӑвансене хамӑртан ытларах юратмалла тата вӗсемшӗн хамӑр пурнӑҫа та пама хатӗр пулмалла. Иисус ҫапла тунӑ та.

14 Эпир мӗн пӗлтӗмӗр? Тӑвансене пулӑшас тесе хаваспах мӗн те пулин панипе эпир ҫӗнӗ ӳкӗте тытса тӑратпӑр. Эпир вӗсемшӗн пысӑк ӗҫсем кӑна мар, сӑмахран, хамӑрӑн пурнӑҫа пама кӑна мар, пӗчӗк ӗҫсем те тума хатӗр: майлӑ мар пулсан та, эпир кашни эрнере ватӑ тӑвансене Патшалӑх залне пыма пулӑшатпӑр; ыттисене савӑнтарас тесе эпир хамӑра мӗн килӗшнине мар, вӗсене мӗн килӗшнине тӑватпӑр; ҫутҫанталӑк инкекӗсене пула хӗн курнӑ ҫынсене пулӑшас тесе отпуск илетпӗр. Ҫапла эпир Христос саккунне тытса тӑратпӑр тата пухури кашни тӑвана хӳтлӗхре туйма пулӑшатпӑр.

ЫТТИСЕМПЕ ТӖРӖС ТЫТМА ХАВХАЛАНТАРАКАН САККУН

15—17. а) Иисус тӗрӗслӗхе юратнине хӑйӗн ӗҫӗсемпе мӗнле кӑтартнӑ? ӑ) Иисус пек пулас тесен пирӗн мӗн тумалла?

15 Библи тӑрӑх, ыттисемпе тӗрӗс тытни вӑл Турӑ куҫӗ умӗнче мӗн тӗрӗс, ҫавна тунине тата ҫынсене камне кура уйӑрманнине пӗлтерет. Мӗншӗн Христос саккунӗ ыттисемпе тӗрӗс тытма хавхалантарать тесе калама пулать?

Ыттисем йӗрӗнсе пӑхнӑ хӗрарӑмсемпе те Иисус ырӑ пулнӑ тата вӗсене хисепленине кӑтартнӑ (16-мӗш абзаца пӑхӑр.) *

16 Пӗрремӗшӗнчен, Иисус тӗрӗслӗхе юратнине хӑйӗн ӗҫӗсемпе мӗнле кӑтартни ҫинчен шухӑшласа пӑхар. Вӑл ҫӗр ҫинче пурӑннӑ чухне иудейсен тӗн пуҫлӑхӗсем ют халӑх ҫыннисене курайман, ахаль ҫынсене ним вырӑнне те хуман, хӗрарӑмсене те хисеплемен. Иисус вара ҫынсене камне кура уйӑрман. Ют халӑх ҫыннисем хӑйне ӗненнине курсан, вӑл савӑннӑ (Матф. 8:5—10, 13). Вӑл ырӑ хыпара пур ҫынна та — пуяннисене те, чухӑннисене те — пӗлтернӗ (Матф. 11:5; Лука 19:2, 9). Иисус нихӑҫан та хӗрарӑмсемпе хӑйне тӳрккессӗн тытман. Пачах урӑхла, ыттисем йӗрӗнсе пӑхнӑ хӗрарӑмсемпе те вӑл ырӑ пулнӑ (Лука 7:37—39, 44—50).

17 Эпир мӗн пӗлтӗмӗр? Эпир Иисус пекех ҫынсене камне кура уйӑрмастпӑр тата кам пире итлеме хатӗр, ҫавсене пурне те — вӗсем мӗнле тӗне тытса тӑнине е обществӑра мӗнле вырӑн йышӑннине пӑхмасӑрах — ырӑ хыпар пӗлтеретпӗр. Христосран тӗслӗх илсе арҫын тӑвансем хӑйсене хӗрарӑмсемпе хисеплӗн тытаҫҫӗ. Ҫапла тунипе эпир Христос саккунне тытса тӑратпӑр.

18, 19. Иисус тӗрӗслӗх ҫинчен мӗне вӗрентнӗ тата эпир ҫакӑнтан мӗне вӗренме пултаратпӑр?

18 Иккӗмӗшӗнчен, Иисус тӗрӗслӗх ҫинчен мӗне вӗрентнине пӑхса тухар. Вӑл хӑй хыҫҫӑн пыракансене хӑйсене ыттисемпе тӗрӗс тытма пулӑшакан принципсене вӗрентнӗ. Сӑмахран, эпир ыттисене хамӑрпа тӗрӗс тыттарасшӑн пулсан, пирӗн те хамӑра ыттисемпе тӗрӗс тытмалла. Ҫапла эпир ыттисене хамӑрпа тӗрӗс тытма хавхалантарма пултаратпӑр (Матф. 7:12). Анчах кам та пулин пирӗнпе хамӑра тӗрӗс мар тытсан мӗн тумалла? Иисус хӑй хыҫҫӑн пыракансене Иеговӑна шанма вӗрентнӗ. Вӑл каланӑ: «Турӑ Хӑйӗн суйланӑ ҫыннисене, кунӗн-ҫӗрӗн Хӑйне йӑлӑнакансене... хӑтармасӑр хӑварӗ-и вара?» (Лука 18:6, 7.) Ҫак сӑмахсем пире ҫакна ҫирӗп шанма пулӑшаҫҫӗ: тӗрӗслӗхе юратакан Турӑ эпир ҫак тӗнчен юлашки кунӗсенче мӗнле йывӑрлӑхсемпе тӗл пулнине пӗлет тата вӑл хӑй вӑхӑтӗнче пӗтӗм тӗрӗсмарлӑха пӗтерӗ (2 Фес. 1:6).

19 Эпир мӗн пӗлтӗмӗр? Эпир Иисус вӗрентнӗ принципсем тӑрӑх пурӑнсан ыттисемпе хамӑра тӗрӗс тытӑпӑр. Сатанан тӗнчинче тӗрӗсмарлӑхпа тӗл пултӑмӑр пулсан, Иегова тӗрӗсмарлӑха пӗтерессине пӗлни пире йӑпатма пултарать.

КАМӐН ВЛАСТЬ ПУР, ҪАВСЕН ХӐЙСЕНЕ ЫТТИСЕМПЕ МӖНЛЕ ТЫТМАЛЛА?

20, 21. а) Камӑн власть пур, ҫавсен хӑйсене ыттисемпе мӗнле тытмалла? ӑ) Упӑшки арӑмне Иисус пек юратнине мӗнле кӑтартма пултарать тата ашшӗсен хӑйсене ачисемпе мӗнле тытмалла?

20 Камӑн власть пур, ҫавсен хӑйсене Христос саккунӗ тӑрӑх ыттисемпе мӗнле тытмалла? Ҫак саккуна юратнӑран панӑ, ҫавӑнпа та вӗсен ыттисене — камсемшӗн вӗсен тӑрӑшмалла, ҫавсене — хисеплемелле тата вӗсемпе ырӑ пулмалла. Камӑн власть пур, ҫавсен ҫакна асра тытмалла: Христос хыҫҫӑн пырас тесен яланах юрату кӑтартмалла.

21 Ҫемьере. Упӑшкин хӑйӗн арӑмне «Христос... ӗненекенсене юратнӑ» пек юратмалла (Эф. 5:25, 26, 28, 29). Арӑмне ҫавӑн пек юратакан упӑшка хӑйӗн ҫинчен мар, ытларах арӑмне мӗн кирли ҫинчен тата ӑна мӗн килӗшни ҫинчен шухӑшлать. Хӑш-пӗр арҫынсене ҫавӑн пек юратнине кӑтартма йывӑр. Мӗншӗн? Тен, вӗсем хӑйсем ҫуралса ӳснӗ ҫемьесенче пӗр-пӗринпе ырӑ пулнине тата тӗрӗс тытнине курсах кайман. Ҫавӑнпа та вӗсене хӑйсене урӑхларах тытма йывӑр пулма пултарать. Анчах вӗсем Христос саккунне тытса тӑракансем пуласшӑн пулсан, вӗсен улшӑнмаллах. Христос пек юратакан упӑшкана арӑмӗ хисеплӗ. Хӑйӗн ачисене чӑннипех юратакан ашшӗ нихӑҫан та ачисене кӳрентермест тата вӗсемпе хӑйне хаяррӑн тытмасть (Эф. 4:31). Ун вырӑнне вӑл ачисем хӑйсене лӑпкӑ та хӳтлӗхре туйччӑр тесе вӗсене мухтаса илет тата хӑй юратни ҫинчен калать. Вара ачисем ӑна юратӗҫ тата хисеплӗҫ.

22. 1 Петр 5:1—3 сӑвӑ йӗркисем тӑрӑх, «сурӑхсем» камӑн тата старейшинӑсен хӑйсене вӗсемпе мӗнле тытмалла?

22 Пухура. Старейшинӑсен «сурӑхсем» хӑйсенӗн пулманни пирки асра тытмалла (Иоанн 10:16; 1 Петр 5:1—3 вуласа парӑр). «Турӑ хӑвӑра шанса панӑ кӗтӳ» тата кӗтӳшӗн «Турра юрӑхлӑ тӑрӑшӑр» текен сӑмах ҫаврӑнӑшӗсем старейшинӑсене «сурӑхсем» Иеговӑн пулни ҫинчен аса илтереҫҫӗ. Вӑл хӑйӗн «сурӑхӗсене» юратчӑр, вӗсемшӗн тӑрӑшчӑр тет (1 Фес. 2:7, 8). Хӑйӗн кӗтӗвӗшӗн юратса тӑрӑшакан старейшинӑсене Иегова ырлать. Унсӑр пуҫне, ҫакӑн пек старейшинӑсене тӑвансем юратаҫҫӗ тата хисеплеҫҫӗ.

23, 24. а) Пухури пӗр-пӗр тӑван йывӑр ҫылӑх тусан старейшинӑсен мӗнле яваплӑх пур? ӑ) Ҫавӑн пек ӗҫсене пӑхса тухнӑ чухне старейшинӑсен мӗн ҫинчен шухӑшламалла?

23 Пухури пӗр-пӗр тӑван йывӑр ҫылӑх тусан, старейшинӑсен мӗнле яваплӑх пур? Израильти судьясемпе старейшинӑсем мӗн тунипе танлаштарсан халӗ старейшинӑсен урӑх яваплӑхсем. Моисей саккунӗ тӑрӑх, яваплӑ арҫынсен Турра пуҫҫапнипе ҫыхӑннӑ ӗҫсене кӑна мар, ҫавӑн пекех ҫапӑҫнипе, вӗлернипе, вӑрланипе тата пусмӑрланипе ҫыхӑннӑ ӗҫсене те пӑхса тухмалла пулнӑ. Анчах хальхи вӑхӑтра Христос саккунне тытса тӑракан старейшинӑсем Турра пуҫҫапнине пырса тивекен тӗрӗс мар ӗҫсене кӑна пӑхса тухаҫҫӗ. Вӗсем ҫакна ӑнланаҫҫӗ: ҫапӑҫнипе, вӗлернипе, вӑрланипе тата пусмӑрланипе ҫыхӑннӑ ӗҫсене татса пама, айӑплисене вара штраф тӳлеттерме е тӗрмене лартма Турӑ влаҫра ларакан ҫынсене право панӑ (Рим 13:1—4).

24 Пухури пӗр-пӗр тӑван йывӑр ҫылӑх тусан, старейшинӑсем ҫак ӗҫе мӗнле пӑхса тухаҫҫӗ? Вӗсем Библире мӗн каланине шута илсе ҫак ӗҫе тӗплӗн пӑхса тухаҫҫӗ, унтан йышӑну тӑваҫҫӗ. Вӗсем Христос саккунне юратнӑран панине асра тытаҫҫӗ. Ҫавӑнпа юрату старейшинӑсене ҫакӑн пирки шухӑшлама хавхалантарать: пухури пӗр-пӗр тӑван хӑйне тӗрӗс мар тытнине пула кам хӗн курнӑ, ҫавсене мӗнле пулӑшма пулать? Унсӑр пуҫне, старейшинӑсем ҫакӑн пек ыйтусене те пӑхса тухаҫҫӗ: ҫылӑх тунӑ тӑван ӳкӗнет-и? Ӑна каллех Иеговӑпа ҫывӑхланма пулӑшас тесе мӗн тума пулать?

25. Тепӗр статьяра эпир мӗн сӳтсе явӑпӑр?

25 Пире Христос саккунне панишӗн эпир питӗ пархатарлӑ! Пурте ӑна тытса тӑма тӑрӑшсан пухура кашни хӑйне юратнине, хакланине курӗ тата хӑйне хӳтлӗхре туйса тӑрӗ. Анчах та эпир пурӑнакан тӗнчере «усал ҫынсем» усалтарах та усалтарах ӗҫсем тӑваҫҫӗ (2 Тим. 3:13). Ҫавӑнпа пирӗн асӑрхануллӑ пулмалла. Тепӗр статьяра ачасене ирӗксӗрлесе ар ҫыхӑнӑвне кӗртнипе ҫыхӑннӑ ӗҫе пӑхса тухнӑ чухне пухури старейшинӑсем Турӑ пекех тӗрӗслӗхе юратнине мӗнле кӑтартма пултарнине сӳтсе явӑпӑр.

15-МӖШ ЮРӐ Иеговӑн малтанхи Ывӑлне мухтавлӑр!

^ 5 абз. Ҫак тата тепӗр икӗ статьяра эпир Иегова ҫынсене тата тӗрӗслӗхе юратакан Турӑ пулни пирки мӗншӗн иккӗленмелле маррине пӑхса тухӑпӑр. Вӑл ыттисене хӑйӗн халӑхӗпе тӗрӗс тыттарасшӑн. Ҫавӑн пекех вӑл ҫак хаяр тӗнчере тӗрӗсмарлӑхпа тӗл пулнӑ ҫынсене йӑпатать.

^ 1 абз. 2019 ҫулхи февральте тухнӑ «Хурал башнинчи» «Иеговӑн юратӑвӗпе тӗрӗслӗхӗ Моисей саккунӗнче мӗнле курӑнса тӑрать?» статьяна пӑхӑр.

^ 13 абз. ӐНЛАНТАРСА ПАНИ. Ыттисене Иисус пек юрататпӑр пулсан эпир чи малтанах хамӑршӑн мар, вӗсемшӗн тӑрӑшӑпӑр. Ҫынна пулӑшас тесе эпир хаваспах мӗн те пулин пама хатӗр.

^ 61 абз. ӲКЕРЧӖК. Иисус тӑлӑх арӑма курать, унӑн пӗртен-пӗр ывӑлӗ вилнӗ. Хӗрарӑма хӗрхенсе Иисус ҫамрӑка чӗртсе тӑратать.

^ 63 абз. ӲКЕРЧӖК. Симон ятлӑ фарисей патне Иисус хӑнана килнӗ. Пӗр хӗрарӑм (вӑл аскӑн хӗрарӑм пулнӑ пулмалла) хӑйӗн куҫҫулӗпе Иисусӑн урисене ҫӑвать, ҫӳҫӗпе шӑлса ырӑ шӑршӑллӑ ҫупа сӗрсе ярать. Симон ҫак хӗрарӑмран йӗрӗнет, Иисус вара ҫак хӗрарӑм хутне кӗрет.